Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Çутă сăнарĕ, ырă ĕçĕ – халăх чĕринче

Январĕн 17-мĕшĕнче чăвашсен ăсчахĕ, наукăпа культура деятелĕ А.А.Кондратьев Ĕпхӳре вилсе кайнă.
Алексей Александрович Кондратьев 1930 çулхи майăн 18-мĕшĕнче Пушкăрт АССРĕнчи Шаран районне кĕрекен Дюртюли ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухсан Алексей Кондратьев Ĕпхӳри нефть институтне кайса кĕнĕ. Çав вăхăтран пуçласа хăйĕн юлашки кунĕчченех ăсчах пурнăçĕ çĕршыври чи пĕлтерĕшлĕ вузсенчен пĕринпе тачă çыхăннă. Студентран пуçласа техника наукисен докторĕ, профессорĕ, кафедра заведующийĕ, Чăваш Республикин Искусствăсемпе наукăсен академийĕн академикĕ, Урал тăрăхĕнчи филиалĕн консультанчĕ, ПР наукăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ таранах ӳснĕ вăл.
1953 – 1999 çулсенче Ĕпхӳри нефть институтĕнче (халĕ Ĕпхӳри патшалăх нефть техника университечĕ) ĕçленĕ чух Алексей Александрович 20 çула яхăн хими технологийĕн процесĕсемпе аппарачĕсен кафедрине ертсе пынă. Совет Союзĕнче çӳллĕ квалификациллĕ инженерсемпе наука ĕçченĕсене хатĕрлесе кăларас çĕрте Кондратьев пысăк тӳпе кĕртнĕ. Кунсăр пуçне 300 наука ĕçĕн, изобретенисен 84 свидетельствипе патенчĕн авторĕ Алексей Александрович, вĕсенчен 30-ăшне 1980-90-мĕш çулсенче хута ярса нефть тирпейлекен заводсенче нумай миллион тенкĕлĕх перекет тунă.
Ачаран сăпайлă Алексей Кондратьев пĕчĕк чух историк пулма ĕмĕтленнĕ, çавăнпа вăл ĕлĕк-авал пулса иртнисем çинчен вулама юратнинчен тĕлĕнмелли çук ĕнтĕ. Анчах пурнăç çулĕ урăх енне пăрăнсан та, инженер специальноçне алла илсен те вăл тăван тавралăх историйĕпе интересленме пăрахман. 1970-мĕш çулсен çурринчен вара Кондратьев пĕтĕм пушă вăхăтне çĕршывăн пысăк библиотекисенче, архивĕсенче ирттернĕ тесен те юрать. Ăна Урал-Атăл тăрăхĕнче пурăнакан халăхсене çутта кăларакансем, вĕсен ĕç-хĕлĕ кăсăклантарнă. Çапла, Кондратьев тавра пĕлӳçĕ литературăра, наукăра, историпе культурăра тарăн йĕр хăварнă чăваш, мордва, мари, пушкăрт, тутар тата вырăс халăхĕсен çыннисем çинчен 23 кĕнеке кăларнă. Чăваш литературин классикĕсен К.Ивановпа Я.Ухсайăн, мари музыканчĕсен Эшпайсен тата Васильев çутта кăлараканăн, мордва çутта кăлараканĕн Юртовăн несĕл йывăççисене Кондратьевччен никам та тĕпчемен. И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн XIX-XX ĕмĕрсенче Ĕпхӳ кĕпĕрнинче вăй хунă 150 вĕрентекен çинчен материал пухнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çыравçăсен – Ф.Вуколов-Эрликăн, С.Васильевăн, В.Озеровăн – творчество еткерне пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса çамрăк ăру патне çитернĕ.
Юлашки кунччен ĕçлеме пăрахман Алексей Александрович, нефть тирпейлессипе çыхăннă ыйтусенчен «суйласа илнисем» хатĕрленĕ тата ПР Президенчĕн Указне пурнăçласа «Ученый-просветитель Павел Миронов» кĕнеке çырнă.
Алексей Александрович çамрăкран пуçласа çут тĕнчерен уйрăличченех тăван халăха, çĕршыва усăллă çын пуласшăн çуннă. Нефть институтĕнче ĕçленĕ вăхăтра ăна комсомол секретарьне суйланă, коммуниста кĕрсен – факультетăн парти бюровĕн секретарьне. Совет Союзĕ шайĕнчи урă пурнăçшăн кĕрешекен ирĕклĕ обществăн вырăнти ертӳçи пулнă.
1980 – 1990 çулсенче Алексей Кондратьев обществăпа политика пурнăçне хастар хутшăнма тытăнать, наци лидерĕ пулса тăнă теме те юрать ăна. Ĕпхӳри «Нарспи» фольклорпа этнографи ансамбльне, республикăри «Шур Атăл» литература пĕрлешĕвне, чăваш культурине чĕртсе тăратакан ытти йĕркеленӳсене пуçарнисенчен пĕри – А.Кондратьев.
Алексей Кондратьевăн пархатарлă ĕçне «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи хастар ĕçшĕн», «В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле» медальсемпе, «СССР изобретателĕ», «СССР нефть тирпейлекен тата нефтехими промышленноçĕн отличникĕ», «Ĕçре чаплă ĕçленĕшĕн» паллăсемпе, ПАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп хучĕсемпе тата ытти хисеплĕ наградăсем парса чысланă.
Алексей Александрович сăпай, интеллигентлă çынччĕ. Хăйĕн умне кăна мар, çĕршыв умне лартнă тĕллевсене те пурнăçлатчĕ. Ăсчах ятне Ĕпхӳ хулин Хисеп кĕнекине çырса хунă.
А.А.Кондратьевăн çутă сăнарĕ, ырă ĕçĕсем яланах халăх чĕринче пулĕç.
Алексей Александрович Кондратьева январĕн 19-мĕшĕнче çуралнă ялĕнче пытарчĕç.
■ Иван ТАРАСОВ.
Ĕпхӳ.
Сăнӳкерчĕк http://энциклопедия-урала. рф сайтран.
 
: 34, Хаçат: 4 (942)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08