Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Таврапĕлӳçĕсен кĕтесĕ

ХĔВЕТĔР ЙĔРКЕЛЕНĔ ЯЛ
 
1. ÇĔНĔ ÇĔРЕ ИРĔКПЕ Е...
...Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Атăл тăрăхĕнче хăрушă выçлăх хуçаланнă. Граждан вăрçине пула ахаль те юхăннă хресченсен хирĕсем, типĕ те шăрăх çанталăка пулах акнă тырă ӳссе çынсене савăнтарайман. Çав сăлтавпах нумай хуçалăхсем 1921 çулхи çуркунне хăйсен çĕр пайĕсенче акма тырă вăрлăхĕ çуккипе нушаланнă, хăшĕсен пурри те çуррине акма та çитмен. Вăл вăхăтра выçă çынсем, ушкăнĕ-ушкăнĕпе, хутаçсем йăтса ялтан-яла ыйткаласа çӳренĕ, нумайăшĕ çул çинчех выçăпа вилсе выртнă. Мĕн чухлĕ çын пурнăçне çулман-ши вилĕм çави çав вăхăтра, мĕн чухлĕ çемьене тăлăха хăварман-ши?..
Çĕнĕ Аксури чухăн хресченсен çĕр пайĕсем тĕрлĕ çĕрте вырнаçнă пулнă, пĕрисен ялтан инçех мар, теприсен чылай аякра, çавăнпа та унта çитес тесен хĕвел тухичченех тухса утмалла пулнă, юрать-ха лаши пулсан çитме çăмăлрах пулĕччĕ.
Çур акине пĕрне-пĕри пулăшса вĕçленĕ хыççăн аякри хирсен хуçисем пĕрле пуçтарăнса акнă тырра ӳстерме Турăран çумăрпа ăшă ыйтнă, авалхи йăлапа ваттисене асăнса, пур-çук апата çикеленĕ вăхăтра Качак Хĕветĕрĕ хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ:
– Тен, нушаланса çӳриччен кунта куçса килер, вырăнĕ те начар мар, вăрманĕ те çывăх, çырмана пĕвелесен хур-кăвакал валли шыв та пулать.
– Эпĕ те çакăн çинчен тахçанах каласшăнччĕ, анчах кăшт шикленерех тăтăм, – килĕшнĕччĕ ун чухне Мартын Столяров.
– Эп те хирĕç мар, – хутшăннă калаçăва Мултекенĕн аслă ывăлĕ Çтаппан.
Вăл вăхăтра халиччен калаçăва хутшăнман, нумай пулмасть граждан вăрçинчен таврăннă Тăнтти Сантăрĕ теме сиснĕн ура çине тăнă та:
– Чимĕр-ха, ял çинче тĕтĕм явăнмасть-и ара? – тесе хыпăнса пĕлтернĕ. Пурте Çĕнĕ Аксу çийĕн тĕтĕм сарăлса пынине курнă. Тепĕр самантран лавсем тусан кăларса Çĕнĕ Аксу еннелле васканă...
Хăрушă пушар, хăйĕн киревсĕр ĕçне туса, вуншар çемьене кил-çуртсăр, апат-çимĕçсĕр, выльăх-чĕрлĕхсĕр тăратса хăварнă. Анчах та çĕнĕаксусем пуçне усман, мĕнле йывăр пулсан та нуша курнă çемьесене мĕн вăй килнĕ таран пулăшнă, пур-çук апата çурмалла пайланă.
Совет влаçĕ çунса кайнă çемьесене пӳрт-хуралтă тума вăрман уйăрса пулăшнă. Вара пăчкă-пуртă сасси пĕр вăхăт Çĕнĕ Аксуран улт-çичĕ çухрăмра вырнаçнă вăрманта хуçа пулса тăнă... Çав çулах Качак Хĕветĕрĕ çĕнĕ вырăна çуртне хăпартса лартнăскер, çу пуçламăшĕнчех пурăнма куçса килнĕ. Малтанах хăнăхма йывăр пулсан та, ерипен тарăхкаласа пурăннă вĕсем, уйрăмах хĕле кĕрсен кӳршĕ-аршăсемсĕр тунсăх пуснă. Çав хĕл мĕн чухлĕ çăпата çыхман-ши Хĕветĕрпе Гурьян ывăлĕ?..
Çулла шăрăх та çумăрсăр пулнипе вăрман касса турттарма меллĕ пулнă, анчах акнă тырă вăй илсе тулли пучах кăларайман. Çапах та Питрав умĕнхи çумăр хресченсен кăмăлне çĕкленĕ, кĕркунне кăшт тырăллă пуласса шанса пурăннă вĕсем, анчах çĕнĕ тырра пухса илесси инçе пулнă-ха...
Асар-писер те сивĕ хĕл иртсе каллех çуркунне çитнĕ. Çуркунне ăшшипе каллех пуртă-пăчкă сасси илтĕнсе вăрман айĕнчи шăплăха хускатнă. Малтанлăха Çĕнĕ Аксуран тухнă хуçалăхсен шучĕ нумай пулман. Качак Хĕветĕрĕпе юнашар çĕнĕ çуртсем ерипен ӳссе ларнă. Вĕсенчен малтанхисен шутĕнче Мартын Столяров, Александр Артемьев, Илья Афанасьев, Çтаппан Мулеевăн арăмĕпе ачисем, Тăхтаман Горбуновăн çемйисем пулнă. Тепĕр ик-виç çултан, Федоровка ялĕнчи хуçалăхсен шучĕ самаях ӳснĕ: Волковсем, Чентаевсем, Тимофеевсем Çĕнĕ Аксуран куçса килнĕ...
Вăл вăхăтра пысăк ялсенчен уйрăлса нумай пĕчĕк ялсем пулса кайнă. Паллах, тĕп сăлтавĕсенчен пĕри вăл – инçетри хирсене ĕçлеме çӳреме кансĕрри тата пуçтарса илнĕ тырă кĕлтисене илсе килме вăрах вăхăт иртни. Федоровка ялĕн çĕрĕсем нумаях мар. Çĕнĕ Аксу енчен хăйне евĕр чикĕ пулнă. Вăл Хĕр хули çывăхĕнчи Улăп тĕминчен пĕр ик çĕр утăмран пуçланнă. Халиччен те Пыллă çырма хĕрринче, Савлешен ĕшни тĕлнерех, чикĕре ватă юман вăхăта парăнмасăр çулсерен çулçă сарать. Ытти çĕрсем пĕтĕмпех вăрманпа чикĕленнĕ. Кашни килĕпе юнашар анкарти пулнă. Ял ӳссе пынăçемĕн пурнăç та малаллах аталаннă. Икĕ çырма пĕрлешекен вырăна пӳлсе пысăк пĕве тунă, пусăсем чавнă. Вăрман турттарма çăмăлрах пултăр тесе çырмаллă вырăнсенче кĕперсем тунă, вĕсенчен пĕри «тăват кĕпер» ятпа халăхра сыхланса юлнă. Унта чăнахах та, кĕске вырăнтах тăватă кĕпере юманран тунă.
Ялта çурри ытла тĕне кĕмен чăвашсем шутланса тăнă. Енчен те тĕне кĕнĕ хĕр тĕне кĕмен чăваша качча тухсан унăн ятне кăмака мăрйинчен кăшкăрса тĕне кĕмен чăваш ячĕпе улăштарнă. Тĕслĕхрен, тĕне кĕмен Кайнуш тĕне кĕнĕ Трахвин хĕрне Наçтука качча илсен, мăрьерен кăшкăрса арăмĕн ятне улăштарнă: Наçтукран Миневер пулса тăнă.
Вăхăт, пурăнма темле йывăр пулсан та, малаллах шунă. Ял халăхĕ çуркунне-çулла хирте ĕçленĕ, хĕлле вăрман каснă – Киремет çырмипе юнашар вăрман хуçалăхĕн артелĕ вырнаçса ларсан çак ĕç тата та аталаннă. Вăрман хатĕрленисĕр пуçне хурăнран тикĕт юхтарнă, тимĕрçĕ лаççисем валли йывăç кăмрăкĕ хатĕрленĕ. Тен, çавăнпах ял çывăхĕнчи вăрманта вырăн ячĕсем сыхланса юлнă: Вырăстай ĕшни, Кăмрăк ямĕ, Капис ĕшни, Юманай тата ытти те.
 
2. ПĔРЛЕ ПĔРЛЕХ ÇАВ...
30-мĕш çулсенче колхозсем чăмăртанма пуçлансан Федоровка чăвашĕсем те 1930 çулхи ноябрьте ял пухăвне пуçтарăнса «Юлташ» ятлă колхоз йĕркелесе яраççĕ. Колхозăн пĕрремĕш ертӳçи пулма Данил Тимофеева суйлаççĕ. Паллах, малтанлăха шикленекенсем те пулнă. Çавăнпа та колхоза кĕрекенсен шучĕ нумаях пулман. 1933 çулта «Юлташ» хуçалăх артелĕнче 14 хуçалăх шутланса тăнă, вĕсенче пурĕ 64 çын пулнă, ĕçлеме пултаракансен шучĕ 33 шутланнă, колхоз ĕçĕсене Петр Трофимович Артемьев йĕркелесе ертсе пынă. Вăл тăрăшнипех колхоза кĕме кăмăл тунисен шучĕ ӳснĕ. Колхоза тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ çынсем ертсе пынă. Вĕсен шутĕнче: Туктар Горбунов, Миндубай Чентаев, Гаврил Мулеев, Дмитрий Волков уйрăмах палăрнă.
Колхоз ĕçĕсене яланах пĕрлехи пухура пăхса тухнă, ĕçченсене мухтанă, кама-тăр ятланă. Уйрăмах ĕç кунне тултарайман çынсен час-часах шар курма тивнĕ, анчах та вĕсен шучĕ 2-3 çынран иртмен.
Колхозра уяв кунĕсене те ирттерме манман, уйрăмах Октябрь уявне ятарласа хатĕрленнĕ. Укçа-тенкĕ хĕсĕкрех чухне пасарта тырă сутса кирлĕ япаласем туяннă.
Федоровка ялĕнчи ĕçченсен лăпкă пурнăçĕ СССРти ытти халăхсенни пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан татăлнă. Вăрçă вăхăтĕнче çак вăрман айĕнчи пĕчĕк ялтан 20 ытла арçын вăрçă хирĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă, çурри ытла тăван ялĕнчен пин-пин çухрăмра ĕмĕрлĕхех выртса юлнă. Хăш-пĕр çемьесенче хаяр вăрçăран икшерĕн-виçшерĕн таврăнайманнисем те пулнă. Вĕсен шутĕнче Артемьевсем – Петрпа Денис ывăлĕсем, Столяровсен ывăлĕсем – Сантăрпа Микулай тата ыттисем те. Колхозри ĕçсене тытса пыма ватă çынсемпе вăрçа юрăхсăр арçынсене, хĕрарăмсене, ачасене лекнĕ. Суха тунă, акнă, пуçтарнă тыррине те фронт валли вĕсенех ĕнесемпе Нурлата ăсатма тивнĕ.
1950 çулсенче пĕчĕк колхозсене пĕрлештерсе пысăк хуçалăхсем йĕркелеме пуçлаççĕ. Çĕнĕ Аксу ял советне кĕрекен, «Дружба», «Юлташ» тата Тельман ячĕллĕ хуçалăхсене пĕрлештерсе 1950 çулхи 5 июльте пĕр колхоз йĕркелеççĕ. Председателе Пимка Файзулович Чентаева суйлаççĕ. Федоровка колхозăн 4-мĕш бригади пулса юлать, унăн бригадирне вăрçăран лейтенант званипе таврăннă Иван Артемьева çирĕплетеççĕ, Семен Артемьвпа Давыд Тимофеева лашасем пăхма, утара Хайбулла Мулеева шанса параççĕ.
Унтан Федоровка бригадине Федор Горбунов ертсе пырать.
Вăхăт шунăçемĕн иртнĕ вăрçă суранĕсем ӳт илсе пынă. Çамрăк каччăсем çартан таврăнса техника патне туртăннă: пĕрисене машина, теприсене трактор кăсăклантарнă. Вĕсенчен пĕри Николай Туймулович Горбунов, мĕн пенсие тухичченех шоферта ĕçленĕ.
Çавăн пекех Николай Мулеев, Петр Афанасьв, Михаил Горбунов шоферта тăрăшнă. Владимир Мулеев трактор çинчен анман.
1956 çулта Нурлатра сахăр завочĕ ĕçлеме пуçласан ялсенче сахăр кăшманĕ акма пуçлаççĕ. Федоровкăри арçынсем хĕле кĕрсен лашасемпе Нурлата кăшман турттарнине халĕ те манаймаççĕ пулĕ.
 
3.ВУЛАМА-ÇЫРМА ВĔРЕНЕСЧĔ…
1945 çулччен Федоровка ялĕнче шкул пулманнипе ачасем çырма-вулама Çĕнĕ Аксури çичĕ çул вĕренмелли шкула çӳренĕ. Паллах, çӳреме йывăр пулнипе Çĕнĕ Аксурах хваттерте пурăннă.
1945 çулта «Юлташ» колхозăн правленийĕн çуртĕнчи пĕр пӳлĕмре пуçламăш шкул уçăлсан Федоровка ачисем мĕнлерех савăнман-ши? Шкулти пĕрремĕш учительница Мария Николаевна Николаева (Лябукова) пулнă, вăл Кĕçĕн Аксăва качча тухсан учительте вăрçăран таврăннă Василий Тарасович Мишин ĕçлеме пуçланă. Вăл, хаяр вăрçă хирĕнче тем те курнăскер, ачасене вулама-çырма вĕрентнисĕр пуçне, уйрăмах арçын ачасене, çирĕп хул-çурăмлă, йывăрлăха тӳссе ирттерме хăнăхтарма тăрăшнă.
1948 çултан Федоровкăри пуçламăш шкула Анна Николаевна Мокина ертсе пыма пуçланă. Анна Николаевна Федоровка ачисене пăрахса кайса çăмăллăх шыраман, мĕн пенсие тухиччен ялшăн тăрăшнă. Унпа пĕрле шкулта Ф.МДимитриев, П.И. Краснова, А.А. Васильева пур кăмăлтан ĕçленĕ.
Учительсен тĕп тĕллевĕ – вĕренекен ачасене çирĕп пĕлӳ парса обществăна юрăхлă çын тăвасси. Федоровка ачисем те пухнă пĕлĕве ӳстерес кăмăлпа хăшĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтессисене саланса аслă пĕлӳ илеççĕ, теприсем тăван колхозрах ĕçлесе хисепе тивĕçеççĕ. Вĕсен шутĕнче Николай Федоров, Федор Горбунов.
Чаплă çынсем те сахал мар тухнă çак вăрман айĕнче вырăнаçнă пĕчĕк ялтан. Вĕсен шутĕнче С.А. Федоров – полковник, М.Х. Чентаев – милици подполковникĕ, В.Ф. Горбунов – подполковник, Е.М. Чентаев пенсие тухичченех Элмет хулинче строительство управленийĕн начальникĕ пулса ĕçленĕ, Н.Г. Мулеев – ялта чи малтан аслă пĕлӳ илнскер, Çĕнĕ Аксури ачасене тăван чĕлхене юратма, ăна упрама вĕрентнĕ. Николай Гаврилович, тăван литературăна парăннăскер, сăвăсемпе калавсем çырать.Унăн Валерий Александрович Мартынов (Туктар) паллă çыравçă пулса тăчĕ.
Вăрмансăр пурăнайман Н.Ф.Горбунов та палăртса хăвармалла. Малтан Аксу вăрман хуçалăхĕнче аслă лесничий пулса ĕçленĕ, халĕ Шупашкар вăрман хуçалăхне ертсе пырать. Унăн шăллĕ А.Ф. Горбунов Аксури федераллă казначействăна ертсе пырать.
Федоровкăран тухнисем, халĕ тĕрлĕ хуласенче вăй хураççĕ Виктор Артемьев, Шупашкарта художник, Владислав Артемьев инженер Германире пурăнать, Василий Маркин, Валентин Федоров «КамАЗа» кайса ĕçе вырăнаçрĕç...
1960 çулсен пуçламăшĕнче Федоровка ялĕнче хуçалăх вăйĕпе клуб çурчĕ туса лартнă хыççăн çамрăксем малтанхи пек улахсенче сахалрах пуçтарăнма пуçланă. Хăйсен вăйĕсемпе тĕрлĕрен спектакльсемпе концертсем выляса ял халăхне пуçтарса кантарнă.
Çĕр çинчи пĕчĕк ялăн шăпи – нумай-нумай ялсен шăпиех. Хăш-пĕр пĕчĕк ялсен вырăнĕнче вĕлтĕренпе пиçен хуçаланаççĕ, ял пулнă вырăна карта юписемпе ватăлса хăрма пуçланă улмуççисем çеç аса илтереççĕ. Çавна курсассăн кăмăл хуçăлать, чун ыратать. Шутлатăн та, хăçан-тăр çак пăрахăçа тухнă вырăнта пурнăç пулнă, каçсерен тунсăхлă купăс сасси çамрăксене вăйă картине чĕннĕ.
Хальлĕхе Федоровка ялĕнче пурнăç сӳнмен-ха. Çавăн пекех ирсерен кĕтӳ хăвалаççĕ, выльх-чĕрлĕхпе йăпанаççĕ, вăрман касса пура пураççĕ, шăпăр çыхаççĕ. Анчах та вăхăт иртнĕçемĕн пурнăç улăшăнса пыни канăçа çухаттарать. Малтанхи хăватлă Ленин ячĕллĕ колхозран нимĕн те юлмарĕ пулĕ, нумайăшĕ ĕçсĕр юлса аран-аран пурăнкалать Мĕн кĕтет-ши пире малашне, ун çинчен хальлĕхе ваттисем кăна шутлакалаççĕ. Çамрăк ăру вара...
 
: 732, Хаçат: 20 (698), Категори: Аваллăх ахрăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08