Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
ТАИÇÇЕ

(Малалли. Пуçл. 3№.)
Тĕрĕссипе, Таиççе халиччен каччăсем çине питех сăнаса та пăхман. Пурте вĕсем уншăн пĕр пекчĕ, уйрăмлăхĕ те – йĕлтĕр çинче мĕнле тăнинче. Енчен те вăл унран хытăрах чупать – маттур, енчен те кая юлать – айван. Шкулта вĕреннĕ чухне пĕр арçын ачана та парăнмастчĕ вăл, пĕри те унран йĕлтĕрпе чупса иртейместчĕ. «Меммесем!» – тесе шутлатчĕ Таиççе пур арçын ача пирки те хăй тĕллĕн.
– Сирĕн хушаматăр – Семенова, ятăр – Таисия, – терĕ каччă, хĕре тĕлĕнтерсе ярсах.
– Тата мĕн пĕлетĕр ман çинчен, каласамăр тархасшăн, – ыйтрĕ хĕр кăсăклансах.
– Аллăра парăр-ха, юмăç пăхса парам эппин, – самантрах Таиççен аллине хăйĕн ал тупанĕ çине хучĕ лешĕ.
Хĕр аллине туртса илесшĕнччĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ – каччă çемçе пӳрнисемпе кăтăкласа унăн ал тупанĕ çинче темĕнле йĕрсем тăрăх çӳретме пуçларĕ.
– Эсир çак техникумра вĕренетĕр, халĕ экзамен пама хатĕрленетĕр. Питĕ тăрăшса вĕренетĕр, пĕлĕвĕр çирĕп. Эсир – паллă спортсменка, йĕлтĕрпе лайăх чупатăр, – хĕр питне хĕретсех сăмахларĕ каччă. – Ак çак йĕр сирĕн пурнăç улшăнасса пĕлтерет, кĕçех техникум пĕтерсе урăх хулана куçса каятăр.
– Ан сӳпĕлтетĕр-ха! – карт туртса илчĕ аллине Таиççе пули-пулми «юмăçран». – Манăн ку хуларан ниçта та каяссăм килмест.
Сак çинчен тăрса хăпас терĕ сăвăс пек çыпăçакан каччăран хĕр.
– Тăхтăр-ха, тăхтăр! – хистесех чарчĕ ăна çамрăк çын. – Паллашар-ха, атту ман ята пĕлмесĕрех юлăр. Тепрехинче курсан: «Эй!» – тесе чĕнмелле пулĕ тата. Сирĕн ятăра пĕлетĕп ĕнтĕ, мана вара Аркади тесе чĕнеççĕ. Хушаматăм – Емелин, мăн асаттерен тухнă хушамат. Эпĕ те сирĕн пекех çак физкультура техникумĕнче вĕренетĕп, анчах урăх факультетра.
Хăрах аллине хĕскĕч пек тытса тăракан йĕкĕтрен тăруках хăтăлаймарĕ хĕр, унăн куçĕнчен тĕлĕнсе пăхрĕ. Халиччен хăйне пăхăнтаракан, куçĕсемпе илĕртекен каччăпа тĕл пулса курманччĕ-ха Таиççе. Темĕнле ăнланмалла мар çухалса кайрĕ вăл, пичĕ пиçсе çитнĕ панулми пек хĕрелчĕ, пĕтĕм çан-çурăмĕ тара ӳкрĕ. Каччă каланинчен пĕр унăн ячĕ кăна пуçне кĕрсе юлчĕ пуль.
– Аркади, ярăр-ха алла, пӳрнесене лапчăтса хуратăр вĕт, хĕлле йĕлтĕр патакки тытаймăп тата, – ӳкĕтлемеллех пулчĕ хĕрĕн.
Каччă вĕçертрĕ хĕр аллине, анчах маттурскерпе тӳрех уйрăлас темерĕ вăл – хĕр пăрахса кайиччен туххăмрах калас тенĕ шухăшсене персе ячĕ:
– Таиççе, эп пĕлетĕп: сирĕн юлашки экзамена хатĕрленмелле. Анчах çавна каласшăн – енчен те ыран ăна «пиллĕклĕх» тытсан каçхине шăп та лăп вунă сехетре çак сакă патне тухатăр. Юрать-и? Эпĕ сире кĕтетĕп.
– Енчен те «пиллĕклĕх» параймасан вара?
– Ун пирки иккĕленмелли те çук. Сăмах паратăр-и тĕл пулма, Таиççе? – шанăçпа пăхма тăрăшрĕ вăл хĕре куçĕнчен.
– Пĕлместĕп, пĕлместĕп. Шантарсах калаймастăп. Эпĕ сире пĕртте пĕлместĕп вĕт, курман та паян кунччен. Палламан çынсемпе çӳреме мана асанне ирĕк памасть, – шӳтлесе хуравларĕ ăна хирĕç Таиççе.
Тепĕр кунне юлашки экзамена «юмăç» юптарнă пекех «пиллĕклĕх» тытрĕ пултаруллă хĕр. Ку Таиççешĕн тем пысăкăш савăнăç пулчĕ: виçĕ çул тăрăшса вĕренни сая каймарĕ, мĕн тесен те, техникума хĕрлĕ дипломпа пĕтернине пĕлтерет. Вĕрентекенсен, ашшĕ-амăшĕ тата ăна шанса тăракан ытти çынсен умĕнче халь намăс мар – пĕтĕмпех тӳрре кăларчĕ вĕсен шанчăкне вăл.
Çак савăнăçа кура е пачах урăххишĕн Таиççе пĕрмаях шӳтлерĕ, хăйне хăй çăмăл тытрĕ. Хĕрсем те тĕлĕнчĕç унран: яланах пурнăç çине тимлĕ пăхакан вĕсен тантăшĕ, час-часах нимĕн çукран кулса йăхăлтатса ларнăшăн хăйсене тустаракан Таиççе йăлтах улшăнса кайрĕ. Сăлтавне ниепле те пĕлеймерĕç вĕсем.
– Пирĕн Таиççене мĕн пулчĕ-ши? – пăшăлтатрĕç пĕр-пĕринпе.
– Юратса пăрахман-ши вăл ăнсăртран? – ăнкарасшăн пулчĕç хăш-пĕрисем.
Чăннипе вара каччăн: «Эпĕ сире кĕтетĕп», – тенĕ пĕр шӳтсĕр каланă сăмахĕсем Таиççен пуçĕнче пĕрмаях хĕвĕшрĕç. Пĕрре курнă каччă патне тухас е тухас марри çинчен кунĕпех шутласа çӳрерĕ вăл. Экзамен тытнă самантра та чăрмантарчĕ çав шухăш, пурнăçĕнче каччăпа пĕрремĕш хут курнăçма каясси пăлхантарчĕ ăна.
Апла пулсан та, çав сăмахсемех ĕнертенпех ăшшăн ачашларĕç унăн чунне, çурхи хĕвел пек çутатса тăчĕç сăнне. Палăртнă вăхăт çывхарнăçем чĕри унăн хăвăрт-хăвăрт тапа пуçларĕ. Епле яваплă ăмăртусене хутшăнма тивĕçлĕ пулсан та кун пек ăнланмалла мар хумханманччĕ-ха унăн чун-чĕри.
Акă, тинех талăкĕпех кĕтнĕ самант çитрĕ. Хĕвел, Таиççе пичĕпе пĕр тан хĕмленсе, анăçра çухалчĕ. Вунă сехет çитсе вун пĕрмĕшне чупрĕç сехет йĕпписем, анчах хĕр ниепле те вырăнтан хускалаймарĕ-ха. «Каймалла-ши е каймалла мар-ши?» – иккĕленсе тăчĕ вăл. Пĕрре чĕннипех чупса пычĕ тесе кулмĕ-ши чипер каччă унран, пӳрнепе кăчăк туртнипех хăть ăçта кайма килĕшекен çăмăлттай хĕр тесе шутламĕ-ши ун çинчен вăл – тĕрлĕ-тĕрлĕ шухăш кĕрсе тухрĕ çамрăк хĕр пуçне.
«Эпĕ сире кĕтетĕп», – терĕ-çке çак палламан каччă. Палламан тенĕрен, Таиççе кăна халиччен пĕрре те асăрхаман пуль маттур йĕкĕте, вăл вара ăна тахçанах пĕлсе тăнă пек туйăнать. Ахальтен мар епле тĕрĕс юмăç пăхса пачĕ, тĕлĕнтерсех ячĕ вĕт. Тен, вăл ăна тахçанах вăрттăн кăмăлласа пурăнать, анчах ĕнер çеç хăюлланса, таврари паллă хĕр-спортсменка патне пырса, калаçу пуçарса ячĕ. Çапла та пулма пултарать.
Таиççе сехечĕ çине пăхрĕ: вун пĕрмĕш çурри. Халь тин тухсан та усси çук – тахçанах пăрахса кайрĕ пуль ăна кĕтсе илеймен каччă. Çитменнине, вăл шантарсах та каламан-çке тухатăпах тесе. Сăмах паман-туман, каймасан та пырать.
Çывăрас умĕн уçăлса çӳрес йăлапа урама тухрĕ хĕр. Сисмерĕ те – урисем ăна каччăпа тĕл пулнă вырăна илсе çитерчĕç. Темĕнле асамлă вăй туртрĕ ăна çав енне. Тĕрĕссипе, Таиççен пĕлес килчĕ: каччă кĕтсе тăрать-ши ăна? Енчен те çук, ун çинчен шухăшлани – харама, кĕтетĕп тесе ахальтен çеç каланă пулать, шанчăклă çын мар ун пекки, енчен те...кĕтсех тăрать пулсан, ку мĕне-тĕр пĕлтерет.
Сак патне çитиччен те паллă мар унта кам ларни, лаштра йăмра çулçисем веçех хупăрлаççĕ çав тĕле. Асамлă вырăна çывхарнăçемĕн чĕри вăйлăран вăйлă картлатма пуçларĕ хĕрĕн, пит-куçĕ хĕмленсе çунчĕ, ури вăйĕ чакнăçем чакрĕ. Юлашки утăмсене епле тунине те астумасть хĕр, кĕтмен çĕртен урисем темĕнле тăлланчĕç те сулăнса кайрĕ вăл, ӳкмех тытăнчĕ, анчах çав вăхăтра сак çинчен сиксе тăнă йĕкĕт ăна хулĕнчен çавăрса илме ĕлкĕрчĕ. Самантрах хĕрпе каччăн куçĕсем тĕл пулчĕç, пичĕсем пĕр-пĕрне сĕртĕнчĕç.
– Таиççе! Эпĕ мĕнпур ăшри туйăмпа сиссе тăтăм эсĕ килессе. Тухатех кĕçĕр ман пата кĕтнĕ çăлтăрăм терĕм. Пĕр сехет, ик сехет, виç сехет, шуçăмччен хатĕрччĕ эп сана кĕтме. Паян тухман пулсан ыран та килеттĕмччĕ эп кунта. Чăнах, чăнах! – савăнăçне ниçта пытараймасăр шав калаçать Аркади. Сак çинче юнашар ларнă Таиççен аллине çупăрласа тытнă хăй, куçне унăн пит-куçĕнчен илмест.
Пĕр талăк хушши пĕр-пĕрин çинчен шухăшланăран-ши, сисмесĕрех çывăхланчĕç вĕсем, иккĕш те пĕр-пĕрне нумайранпа пĕлнĕ пек туйрĕç.
Хăш вăхăтра именни-вăтанни иртсе кайрĕ Таиççен, хăйне хăй çăмăллăн тытрĕ каччăпа, темшĕн шанчăклă çын пек туйăнчĕ ăна Аркади. Чун-чĕрепе килĕштерсен, пĕр-пĕрне ăнланма нумай кирлĕ мар çав çамрăк чухне.
Çапла, пĕр чăваш юрринчи пекех килсе тухрĕ вĕсен телейĕ-ăраскалĕ. «Ăнсăртран килнĕ тĕлпулу парнелерĕ пире паллашу», – тенĕ çав юрăра. Чăннипех, пĕр шутламан çĕртен тĕл пулса тупрĕç хăйсен юратăвне икĕ çамрăк чун, килĕштерсе пĕрлешрĕç, ак вун виçĕ çул ĕнтĕ вĕсем çав юрату ытамĕнче. Пулас упăшка юмăç пăхнă пекех, пĕрлешсенех, иккĕш те техникума хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕскерсем, ирĕклĕ распределенипе усă курса, Тольятти хулине куçса кайрĕç. Икĕ çул хăйсен специальноçĕпе ĕçлесе патшалăх умĕнчи парăмсене татнă хыççăн çак хулари автозавода ĕçе вырнаçрĕç, хваттер туянчĕç.
(Малалли пулать.)
 
: 26, Хаçат: 4 (942), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08