Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Аксу районĕнчи Кивĕ Саврăш шкулĕнче вĕренекенсен пултарулăхĕ

Вĕрентекенĕ – Валентина Валентиновна Захарова
* * *
Акă çăвать шур юрĕ,
Тавралăх шап-шурах...
Йăмра айĕнчи çурчĕ
Ялан ман чунăмра.
 
Кунта иртнĕ ачалăх
Пиччен, аппан... Халь – ман.
Юлаççĕ асăнмалăх
Ял, урам, хыçри çырма...
 
Тем чухлĕ, ав, пуянлăх
Çуралнă ялăмра.
Пур пирĕн мухтанмалăх
Хамăрăн таврара.
Алексей ШАКМАКОВ.
8-мĕш класс.
 
* * *
Илемлĕ-çке манăн ялăм:
Сип-симĕс ун урамĕсем,
Йĕри-тавра пуян тавралăх,
Ĕçчен те кăмăллă çынсем...
 
Таçта инçете кайсассăн та
Аса илетĕп хам яла.
Кунти хирсем, шывсем, вăрман та
Илем кӳреççĕ Саврăша.
 
Пысăк та икĕ хутлă шкулĕ
Пире кĕтет кашни кунах.
Телейлĕ те савăк кун-çулĕ
Чĕнет пире малтан малах.
* * *
Хĕлле. Çывăрать тăван ялăм
Шур пĕркенчĕкпе витĕнсе.
Курăнаççĕ мана асамлăн
Шурă шупăрлă йывăçсем.
 
Юр çăвать ял çине, курăр:
Пĕрчийĕсем хуллен-хуллен,
Сывлăшра ярăнса хитрен
Ӳкеççĕ те хуплаççĕ ялăма.
 
Юмахри пекех илемлĕ!
Çыннисем те кунта телейлĕ!
Юратап эп ăна çавăнпа,
Мухтанатăп эп ялăмпа.
Карина АЛЕКСЕЕВА.
8-мĕш класс.
 
* * *
Тăван ялăм – чи хакли,
Тăван ялăм – илемли.
Тăван ялăм, юрататăп,
Сан илемне эп мухтатăп.
 
Пурăнап Кив Саврăшра,
Ял вĕçĕнчи урамра.
Пирĕн Тукас хыçĕнче
Юхать Саврăш сиккипе.
 
Унта ялăн ачисем
Çӳреç пулла çăвĕпе.
Хĕлле вара конькипе
Ярăнма чупаç вĕсем.
 
Каçсассăн çырма урлă
Укăлчара, çеремре,
Кĕтӳ çӳрет çăвĕпе,
Шартлатать пушши вăйлă.
 
Эпĕ хамăн сăввăмпа
Чуна çывăх Саврăша
Юрататăп, саватăп,
Унпа эпĕ мухтанатăп.
Диана ВАСИКОВА.
5-мĕш класс.
 
 
* * *
Кивĕ Саврăш – тăван ялăм,
Юрататăп эп ăна.
Вăл илемлĕ те тирпейлĕ,
Илĕртет вăл ман чуна.
 
Ял çыннисем пит ĕçчен,
Тăрăшуллă та маттур.
Пĕринчен тепри кервен,
Хăнасемпе вара сатур.
 
Манăн тăван ялăм,
Ытарми Кив Саврăш,
Çулран çул ӳсетĕн,
Вĕренен те ĕçлен.
Ирина КОНДРАТЬЕВА.
5-мĕш класс.
 
* * *
Эпĕ хамăн ялăма
Питĕ юрататăп.
Пулăшап ваттисене,
Йывăçсем лартатăп.
 
Пирĕн ялăн çыннисем
Туслă пурăнаççĕ,
Пĕрлешеççĕ çамрăксем,
Çемье çавăраççĕ.
 
Пирĕн ялăн урамсем
Пысăк та илемлĕ,
Урамра вылян атьсем
Çав тери телейлĕ.
 
Эп çывăхри вăрмана
Час-часах çӳретĕп,
Çырлине те кăмпине
Пуçтарса килетĕп.
 
Эпĕ хамăн ялăма
Çав тери саватăп.
Хам чунăмпа эп ăна
Чыс-хисеп сунатăп.
Радмила ЯРОСЛАВЛЕВА.
5-мĕш класс.
 
* * *
Пурăнатăп эп ялта,
Пит илемлĕ халь кунта.
Урамсенче чул çуртсем,
Умĕсенче машинсем.
 
Газĕ килсерен çунать,
Мĕн чуль çăмăллăх çынна:
Телефон тытать мучи,
Интернетра пур ачи.
 
Хуларан пĕртте юлмасть
Манăн тăван ялăм.
Çавăнпа манăн килмест
Ниçта халь каяссăм.
Виолетта БОРЦОВА.
5-мĕш класс.
 
* * *
Саврăш çырми ик енне
Кивĕ Саврăш çупăрлать.
Таçтан пăхсан ун çине
Питĕ хитре курăнать.
 
Ял пĕр пайĕ – айлăмра,
Леш айкки ун ту çинче.
Çак илемлĕ тăрăхра
Пурăнатпăр савăнса.
 
Тӳрĕ-тӳрĕ урамсем,
Тăван килĕм, юлташсем,
Шкул та, манăн тăвансем –
Чуна çывăх сăнарсем.
 
Мĕн тата пур лайăххи
Тăван кĕтесрен,
Ăçта-ши вăл чи хакли
Атте-аннерен?
Павел ВАСИКОВ.
5-мĕш класс.
 
* * *
Хам çуралнă ялăма
Эпĕ юрататăп,
Çакă пĕчĕк сăввăма
Ăна халаллатăп.
 
Хĕлле манăн ялăма
Шурă тĕспе «сăрланă».
Калăн, пĕтĕм таврана
Хĕл Мучийĕ çывăртнă.
 
Çуркунне çитсессĕнех
Пĕтĕм тĕнче вăранать,
Йывăçĕ те курăкĕ
Симĕс тумпа мухтанать.
 
Çулла тăван ялăмра
Симĕс те ем-ешĕл,
Кайăк-кĕшĕк, выльăх та
Савăнаççĕ çав тер.
 
Кĕркунне Кив Саврăшра
Ылтăн тĕсĕ нумайрах:
Пӳлмесенче, сак айра
Тырă, çимĕç тем чухлех.
 
Хуть те хăш вăхăтра та
Ялăм тем пек илемлĕ,
Пултăр тесе илĕртӳллĕ
Тăрăшатăп эпĕ те.
Виктория ГЕРАСИМОВА.
6-мĕш класс.
 
ТАТА ТА ХИТРЕ ПУЛ!
Манăн тăван ял Кивĕ Саврăш ятлă. Вăл Тутарстан Республикинчи Аксу районĕнче вырнаçнă.
Пирĕн ял çав тери илемлĕ, урамĕсем тирпейлĕ те таса. Çулла унта сип-симĕс çерем. Саврăш шывĕ яла икĕ пая уйăрса юхать. Çырминче çăвĕпе хур-кăвакал савăнать. Ял варринче икĕ хутлă Культура çурчĕ, лавккасем вырнаçнă. Вĕсенчен инçех мар Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене халалласа лартнă палăк пур. Ăна шкул ачисем яланах таса тытаççĕ, çуркунне чечексем лартаççĕ. Мана тата хамăн тăван шкул кăмăла каять. Вăл аслă урамра çырма хĕрринче вырнаçнă. Кирпĕчрен тунă икĕ хутлă шкул умĕнче нумай йывăç ӳсет. Шкул кил-картишĕнче спорт лапамĕ пур. Аякран пăхсан тăван шкулăм тем пек хитре курăнать. Ял çумĕпе аслă çул иртет. Ун тепĕр енче ĕне ферми вырнаçнă.
Ялăм çулсеренех ӳссе, илемленсе пырать. Çĕнĕ чул çуртсем нумайланаççĕ. Ял çыннисем çурчĕсене пĕринчен тепри илемлĕрех тума тăрăшаççĕ. Йывăç лартаççĕ.
Юрататăп ялăма, мухтанатăп эп унпа! Вăл тата та хитре пултăр тетĕп эпĕ.
Алексей ГЕРАСИМОВ.
5-мĕш класс.
 
: 65, Хаçат: 5 (943), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08