Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
КУКША КĔРКУРИ

ХЫТĂРАХ КАЛАÇ
Кукша Кĕркури пасара тырă сутма каять. Çул çинче ăна тăрантаспа Ахманей хăваласа çитет.
– Кĕркури, тĕнĕлне мĕншĕн тикĕтлеместĕн, кустăрму чĕриклетет вĕт, – тет вăл.
– Мĕн тетĕн, ăнланмарăм, – тавăрать Кукша.
– Кустăрму чĕриклетет тетĕп! – кăшкăрать Ахманей.
– Мĕн, мĕн, мĕн? Хытăрах калаç эсĕ, манăн кустăрма чĕриклетет.
МАЛАШНЕ ТЕ ÇАПЛА ПУЛТĂР
– Эх, лайăх каччă тупса янă эсĕ, Кĕтерук. Пуян çемьерен, вĕреннĕ çын, учитель, ĕçмест, туртмасть, парнесем парать, премĕк-канфетпа хăналать. Эх, маначчĕ çавăн пекки. Мĕншĕн качча тухмастăн вара эсĕ ăна? – ыйтать Ахманей хĕрĕ Кукша хĕрĕнчен.
– Малашне те çаплах пултăр, ан ĕçтĕр, ан турттăр, парнесемпе, кучченеçсемпе савăнтартăр. Çавăнпа тухмастăп та качча, – терĕ тет Кĕтерук. – Качча илсен улшăнма пултарать вăл.
ТĂХТАМА ТИВЕТ
Кукша Кĕркури тепĕр хут авланма шутлать.
– Йӳтеме пуçланă ахăр эсĕ. Çитмĕле çитсе пыратăн, çирĕмри хĕре качча илесшĕн. Ытла та çамрăк-çке вăл саншăн, – тет Ахманей Кĕркурие.
– Чăнах та, тĕрĕсех шутлатăн эсĕ. Çамрăкрах çав. Кăштах çитĕниччен пĕр-икĕ çул кĕтмех тивет пулĕ, – ассăн сывлать Кĕркури.
 
: 693, Хаçат: 44 (722), Категори: Кукша Кĕркури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08