Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
ХАЛĂХА ЧИРКӲ КИРЛĔ

Çĕпрел районĕнчи Алешкин-Саплăк ялĕнче 250 ытла çурт, кунта 1200-е яхăн çын пурăнать. Хальхи саманана пăхсан ку пысăк ял шутланать. Хутăш ялта ытларах чăвашсем пурăнаççĕ, çавăнпа та тутарĕсем пурте чăвашла пĕлеççĕ. Ял çулсерен ӳссе, аталанса пырать темелле. Акă ял вĕçĕнче çĕнĕ, хитре, пысăк çуртсем ӳссе ларнă. Ялти пӳртсем тесе те калаймăн, чăн-чăн керменсем. Ăçтан çакăн пек хитре çуртсем лартма вĕреннĕ тесе кăсăклансан çынсем çапла ăнлантарчĕç: «Çĕр ытла çамрăк Мускава ĕçлеме çӳрет. Унтан вĕсем çĕнĕ модăна вĕренсе килеççĕ». Çуртсем çинче параболически антеннăсем тăни тĕлĕнтерчĕ.
Ял пурнăçĕ пĕр вырăнта тăмасть, хресчен тĕнче аталанăвĕнчен кая юлнă теме çук: хăтлă çуртсем, телевизорпа тĕрлĕ çĕршывсен каналĕсене пăхма пулать, килĕрен тенĕ пек компьютер.
Цивилизаци çĕнĕлĕхĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ пулин те чуна çунтармалли те пур халăхăн. Ватăсем те, çамрăксем те тасалăха, ырлăха ытларах хаклаççĕ. Акă ĕнтĕ 4 çула яхăн ялта чиркӳ лартма пикенеççĕ. Чи малтан кирлĕ хутсем пухнă, унтан фундамент лартнă.
– Ĕлĕк, революциччен чиркӳ ларнă вырăна фундамент ярса хатĕрлерĕмĕр. Алтарь вырăнне священниксем хĕрес ячĕç, кĕлĕ турĕç, – тет çак ялта çитĕннĕ, халĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçлекен Александр Шадриков. – Пĕлтĕр халăхпа укçа пуçтартăмăр, пура илсе хăпартасшăнччĕ. Анчах укçа çитеймерĕ. Кăçал çуркунне пуçлăпăр терĕмĕр. Çĕнĕ хаксем пире пĕтерсех пăрахрĕç – икĕ хут ӳснĕ.
– Ял халăхĕн кăмăлĕ сӳнчĕ, мĕн тумаллине те пĕлместпĕр, – тет ялти шурсухал Василий Скворцов. – Хастартараххисем кăçал тата укçа пуçтарчĕç, ыттисене те нимене чĕнеççĕ. Ун пек пулсан та хамăр ялпа çеç çĕнĕ чиркӳлĕх мул пухас çук çав.
Аптранă халăх пĕлтĕр масар умĕнче пĕчĕкçĕ часавăй лартса хунă. Кунта алтарь, турăшсем пур, çурта лартма та пулать. Уявсем вăхăтĕнче халăх килсе кĕлĕ тăвать. Анчах та ку чиркӳ мар çав.
Кăçал пирĕн республикăра Ыр кăмăллăх çулталăкĕ. Кашни çын пултарнă таран ырă ĕçсем тума тивĕç. Апла-тăк, чăвашсем, атьăр-ха Саплăк халăхне пулăшар – 100-шер, 200-шер е 1000-шер тенкĕ те пулин пухса парар. Паян вĕсене пулăшу кирлĕ, ыран, тен, хамăрăн нимене пуçтарма тивет!
 
Енчен те эсир Алешкин-Саплăк ялĕнчи Николай Чудотворец ячĕллĕ храма туса лартма пулăшасшăн-тăк, çак счет çине укçа хума пултаратăр:
Приход церкви святителя Николая Чудотворца в селе Алешкин-Саплык Дрожжановского района РТ
ИНН 1617002828
КПП 161701001
Р/с № 40703810462270100109 в Дрожжановском ОСБ №4673
Кор. счет № 30101810600000000603
БИК 049205603
 
: 905, Хаçат: 21 (699), Категори: Çивĕч ыйту

Комментарисем:

Атнер_Юмансем (2009-08-21 13:39:32):
Чирку_кирле_мар.Чав аш_йали-йеркине_сек лес_пулать.Чавашсен _савапла_Юманне_лар тмалла_чирку_выранн е.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08