Иртнĕ эрнере ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ, «Единая Россия» партин Тутарстанри уйрăмĕн ертӳçи Фарид Мухаметшин Теччĕ районĕнче пулса курчĕ.
Кунта вăл Тарханпуç ялĕнче клуб çуртне тата Теччĕри Ленин урамĕнче чылай çул пурăннă Федор Хохлова халалланă мемориал хăмине уçнă çĕре хутшăнчĕ. Федор Андреевич Хохлов ку районти Çĕньялта çуралнă.1967-1977 çулсенче КПСС Теччĕ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ, кунта пурăнакан халăхшăн сахал мар ырă ĕç туса хăварнă. 1977 çулта ăна кӳршĕри Мари АССР обкомĕн иккĕмĕш секретарьне лартнă.
Юлашкинчен ТР парламенчĕн ертӳçи вырăнти Культура çуртĕнче Теччĕ, Пăва, Çĕпрел тата Камско-Устьински районĕсенчи суйлавçăсемпе тĕлпулу ирттерчĕ.