Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
КАШКĂРСЕМ ТЕ ШЕЛЛЕНĔ

Вăрçă вăхăтĕнче пулса иртнĕ ку ĕç. Манăн анне, ун чухне икĕ пĕчĕк ачаллăскер, колхозра тăрăшнă. Шартлама сивĕре ăна ытти хĕрарăмсемпе пĕрле вăрмана, йывăç касма яраççĕ. Хушаççĕ-тĕк, каймалла. Ачисене упăшкин аппăшĕпе – ватă карчăкпа – хăварма тивнĕ. Мăшăрĕ вăрçăра. Икĕ кун иртен пуçласа каçчен вутă каснă хĕрарăмсем. Çĕрле анне тĕлĕк курнă, унăн çулталăк çурăри пĕчĕк хĕрĕ чирлесе ӳкнĕ имĕш. Тĕлĕнмелле, анчах тепĕр кун бригадир, салтакран аманса килнĕскер, ăна маларах киле яма килĕшнĕ.
– Тĕлĕк вăл тĕрĕсне кăтартать. Ыран касса пĕтеретпĕрех, сана тытса тăрас килмест. Паянхи нормăна тултар та кайма пултаратăн, – тенĕ вăл. Пĕр канмасăр ĕçлесе хĕрарăм хăйне уйăрса панă йывăçсен тураттисене кăнтăрлаччен иртсе пĕтернĕ те 30 çухрăмри тăван яла пĕчченех тухса кайнă. Тĕттĕм пуличчен вăрмантан тухать-ха вăл, тĕттĕмре тата 15 çухрăм утать. Çурçĕр тĕлнелле ял патне çитет. Кĕпер урлă çеç каçмалла. Анчах... Малалла пăхать те шак хытать, кĕперĕн ик енĕпе вун икĕ кашкăр ларса тухнă. Карлăксем çумĕнче ултшар кашаман хускалмасăр лараççĕ. Хĕрарăм чĕтрене ерет. Мĕн тумалла? Каялла каяс – хăваласа çитсе туртса çураççĕ. Кăшкăрас – çĕр варринче камах илтĕ? Сăхсăхса илет те хĕрарăм чĕтре-чĕтре малалла талпăнать. «Турăçăм, хăтарсам мана, хам пĕтни тарам, ачасем тăлăха юлаççĕ, кам çитĕнтерĕ вĕсене? Ашшĕ вăрçăран сывă таврăнасси те иккĕленӳллĕ. Тата хăçан пĕтĕ-ха ылханлă вăрçă», – пăшăлтатать хăй тĕллĕн мĕскĕн хĕрарăм. Хăрать пулсан та çирĕппĕн пусса пырса кĕрет вăл кĕпер çине. Кашкăрсен тĕлне çитет. Лешсем çавах пĕр хускалмасăр лараççĕ. Анне кĕпер урлă каçсан вĕсем васкамасăр кĕпер варрине пĕрле пуçтарăнчĕç тет. Унтан каллех ушкăна уйрăлса ерипен хĕрарăм хыççăн çул тытрĕç тет. Анне хăрать, çавах малаллах утать. Укăлча хапхи патне çитичченех икĕ енчен сыхласа пычĕç тет кашкăрсем, унтан самантрах таçта кайса çухалчĕç тет.
– Тĕлĕнмелле, хама кашкăрсем икĕ енчен йĕрлесе пынине курсан пачах хăрама пăрахрăм. Такам лăплантарса: «Ан хăра, пурте йĕркеллĕ пулĕ, ачу та сывалĕ, упăшку та часах тĕрĕс-тĕкелех таврăнĕ», – тесе хăлхаран пăшăлтатать пек. Чăнах та çапла пулчĕ. Эпĕ çитнĕ çĕре Марье аппа чирлĕ ачана сиплĕ курăк чейне ĕçтернĕ. Тепĕр кунне вăл чиперех сывала пуçларĕ. Мăшăрăм та тепĕр икĕ уйăхран таврăнчĕ, – каласа паратчĕ анне.
 
: 658, Хаçат: 4 (734), Категори: Тĕлентермĕшсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08