Паянхи кун нумайăшне хумхантаракан ыйту – ял шăпи. Мĕнлерех килсе тухать вăл малашне, шкулсене хупни ялсене пĕтерме пуçлани мар-ши, ял çыннине ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва малашне еплерех татса парĕç? Ыйтусем нумай. Иртнĕ эрнере Хусанта республикăри вырăнти муниципалитетсен Канашĕн II съездĕнче Тутарстанăн патшалăх власть органĕсен ертӳçисемпе пĕрле делегатсем вырăнсенче ĕçлессипе çыхăннă çак тата ытти ыйтусене сӳтсе яврĕç. Çĕнĕ реформа пурнăçа кĕни пирки хăйĕн шухăшĕсене пирĕн журналистсене Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Петр Захаров пĕлтерчĕ.
– Çерçи ялта выçă вилмест, теççĕ чăвашсем. Çын хăçан та хăйĕн вăйне шанса пурăнать: пахчине акать, выльăхне тытать. Çапах этем вĕçен кайăк мар, унăн пурнăçне хальхи лару-тăрура еплерех йĕркелемелле, мĕнлерех йывăрлăхсемпе тĕл пулать ял-йыш куçăм тапхăрĕнче?
– Çĕр пайĕсене валеçессипе нумай йывăрлăхсем. Халăха салатмалли 600 пая межевани тунă хыççăн 115 çын çĕрсене хăйсем çине çыртарма килĕшмерĕ. Çакă тĕрлĕ йывăрлăхсемпе çыхăннă. Камăн ашшĕ е ачи вилнĕ, вĕсен çĕрне илес тесен унăн еткер хутне (наследство) çыртармалла, нотариуссем тăрăх çӳремелле, укçа тăкмалла, регистраци палати валли хутсем пуçтармалла – йăлтах района чупмалла. Вăл ĕç пĕрре кайса кăна пулмасть-ха. Регистраци иртнĕ хыççăн çĕрсене пĕр-пĕр хуçалăх ĕçлеме арендăна илмерĕ-тĕк, вĕсемшĕн тата çулсерен налог тӳлеме тивет. Тăкакланса çӳрес килменнипе хăшĕ-пĕри тытăннă ĕçе пăрахкаларĕç. Çакна пула пирĕн тепĕр йывăрлăх сиксе тухрĕ: çĕре çĕнĕрен межевани тумалла, кадастр планĕшĕн тӳлемелле тата ытти те. Регистраци иртмен çĕртен мĕнле-ха налог пухайăн? Муниципалитетсем çине тиенекен çак йывăрлăхпа вырăнти влаçсем нумай çĕрте тĕл пулаççĕ, пысăк чăрмав вăл.
Ялта ĕç çукки мĕнпур çĕрти йывăрлăх. Апла пулин те ял-йыш алă усса лармасть, нумайăшĕ Çурçĕрте, Мускавра, Чулхулара вахтăлла меслетпе ĕçлет. Нацпроект тăрăх льготăллă кредитсем илекенсем те пулкаларĕç, çĕнĕ çуртсем хăпартаççĕ. Çĕнйĕлмелсем, яла пĕтме памаççĕ.
– Чылай ялсем шыв çуккипе тарăхаççĕ, çулла ку йывăрлăх тата çивĕчрех. Сирĕн ку енĕпе мĕнлерех?
– Шыв системи кивелсе юрăхсăра тухнă пирĕн, улăштармалла. Проектпа смета документацине тума, экспертиза ирттерме укçине ял халăхĕнчен пухма шутларăмăр. Çакна тусан тĕллевĕмĕре республикăри «Таса шыв» программа тăрăх пурнăçа кĕртес тетпĕр. Кам-тăр пире туса парасса кĕтни – усăсăр, хамăрăн йăшăлтатмалла. Электроводокачкăпа усă курнăшăн укçа тӳлетĕн – шыв пулать, тӳлеместĕн – кĕвентепе витре йăтса виçĕ çухрăмри çăла кай. Ялта çакна ăнланакансем сахал. Ĕлĕкхи менталитетпа пурăнакансен ăнлавне улăштарсан тин реформа малалла çăмăлрах кайĕ.
– Çарăмсан районĕ соцкультбыт объекчĕсем енчен лайăх аталаннă район темелле, кунта ял инфраструктурине çĕнетеççĕ, пĕчĕк ялсенче те клубсем тăваççĕ. Ахальтен мар республикăри вырăнти муниципалитетсен Канашĕн председательне те Çарăмсан районĕн пуçлăхне М.З.Шакирова суйланă. Çак тăрăхри ял хутлăхĕсенче малашне пĕтĕм республикипе усă курмалли экспериментсем иртмеççĕ-и?
– Пирĕн халăхпа ĕçлемелли тахçанах йăлана кĕнĕ тата нумай пулмасть çеç усă курма тытăннă тĕслĕхлĕ меслетсем пур. Çынсене çĕнĕ пурнăç условийĕсене хăнăхтарасси, ăнлантарса парасси – чи йывăр задачăсенчен пĕри. Ялта тĕрлĕ кăмăллă çын пурăнать, кашнин патне хăйне уйрăм çул хывмалла. Ак, тĕслĕхрен, çарăмсансен çĕнĕ пуçарăвĕ – урам уявĕ. Калăпăр, пĕр-пĕр урамра асфальт сарса пĕтернĕ. Çакна халалласа уяв йĕркелеççĕ. Праçнике хатĕрленсе çынсем хăйсен кассине тата илемлĕрех тăвас тесе кил-çурт таврашне тирпейлеççĕ, сăрлаççĕ, умĕсенчи çӳп-çапа пуçтараççĕ. Ялта «Чи таса урам» ятлă пулни пысăк чап вĕт. Ыттисем те туртăнаççĕ вара çав касрисем хыççăн. Пысăк улшăнăва пĕчĕкрен пуçламалла, чи малтан хамăртан. Çемьесен тĕрекĕ пирки те пĕр-ик сăмах. Юлашки вăхăтра çĕнĕ закон тăрăх, иккĕмĕш ача çуратнисене «Амăш капиталĕн» сертификатне пама пуçларĕç. Çакна пирĕн район центрĕнче чаплă лару-тăрура Çемье кунĕнче ирттереççĕ. Унта аллăшар çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан, нумай ачаллă çемьесене чĕнтерсе парнесем параççĕ. Çакна ялта та ирттерме пулать пек, анчах çынсене ытларах тимлĕх уйăрасси ку чухне пысăк пĕлтерĕшлĕ.
– Сирĕн ял хутлăхне Кивĕ тата Çĕнĕ Йĕлмелсем кĕреççĕ. Çывăх вăхăтра тума палăртнă ĕçсем çинчен каласа парсамăр.
– Кивĕ Йĕлмелĕнче асфальтлă çул хывмалла, клуб тумалла. Çĕннинче, шыв тивĕçтерĕвĕсĕр пуçне, татса паман ыйтусен шутĕнче – çӳп-çапа, тирпейлессине йĕркелесси. Çĕнĕ йĕркене пăхăнса тумалли ĕçсенчен пĕри ку. Ялта çӳп-çап контейнерĕсене лартмалли вырăнсене палăртнă. Анчах вăл кăна сахал: отходсене тирпейлекен полигон уçмалла, унăн лицензине илмелле, турттаракан техника кирлĕ – йывăрлăхсем пĕр-пĕрин çине тиенсе пыраççĕ. Тупсăмне каллех ял хутлăхĕн шырамалла. Юрать-ха финанслассине касмаççĕ, хамăр та налогсем пухкалатпăр, çапах хальлĕхе пурин валли те укçа çитеймест-ха. Мĕн тăвăн, куçăм тапхăрĕ. Çапах çĕрĕн хуçи тупăнни, кашни япалашăн яваплă çын пурри – ял реформин лайăх енĕ тесе шутлатăп.
Комментарисем:
►
ÐÑнеÑ_ЮманÑем (2009-08-21 13:50:54):
Тарашассе_пулас.