Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Чĕлхе пуянлăхĕ

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ЙĂХ – I йăх; Тĕсл.: Сан пек наянни пирĕн йăхра пулман. II пĕтĕленни; Тĕсл.: Ĕлĕкрех ялтах сысна йăхтарнă, фермăна салатнăранпа çынсем сыснисене кӳршĕ ялсене хăваласа каяççĕ. III чир ячĕ, юхса тăракан çăпан. Тĕсл.: Йăхă ернĕ пулĕ ку лашана. IV ЙĂХ-ЯХ – çапкаланчăк, çĕтĕк-çурăк. Тĕсл.: Матвисен ачи килĕнчен тарсанах йăх-яхсемпе ерсе кайнă, лавккасем çаратма тытăннă.
ЙĔК – çĕлен-калта; йĕк кăтартнă – йăлăхтарса çитернĕ; йĕк шырать – вăрçăнма сăлтав шырать. Тĕсл.: Йĕк шыракан çын вăл Сăпани упăшки.
ЙĔКĔР – мăшăр, икке пайланни, йĕкĕреш ачасем.
ЙĔКСĔК – начар çын, ку сăмахпа вăрçнă чух усă кураççĕ, йĕрĕннине палăртса калаççĕ; какриш.
ЙĔКСӲ – ача шăнса чирлесен ӳсĕрни; йӳçек тутă; иклетни.
ЙĔЛЕН/ ИЛЕН – тум ячĕ. Хĕрсемпе карчăксем уявсенче тăхăнакан кăвак тĕслĕ, кĕске аркăллă, вăрăм çанăллă халат.

Текста малалла вулăр...

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ĂВ – ирме, тӳме, çапма. Тĕсл.: Ăвнă тапак (шăршламалли тапак).
ĂВĂ – йывăç çинче ӳсекен кăмпа (трутовик).
ĂВĂН – мĕн патне те пулин хытă туртăнни, мĕне те пулин илме ăнтăлни. Тĕсл.: Эй, ăвăнать те вăл ăна илесшĕн.
ĂВĂС – I парафин пек япала, çурта, вĕлле хурчĕсем валли карас тăваççĕ унран. II йывăç.
ĂВĂШ – тĕмĕ ячĕ, çимĕçĕ кĕтмел çырли евĕрлĕ. Вырăсла клещевина текен ӳсен-тăрана та çапла калаççĕ.
ĂМĂР – I çумăр умĕнхи çанталăк, II ĕнен е лашан кăкăр шăмми.

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

АÇЛĂК – кĕпе айне хуракан пусма (вырăсла подкладка). Тĕсл.: Пурçăн кĕпене аçлăк ярса çĕлесен час çĕтĕлмест.
АТ – I шыва, лачакана, юр çине кĕрсе кайни. Тĕсл.: Мĕн шыва атса çӳретĕн? II «тумалла» сăмах ăнланăвĕпе пĕр. Тĕсл.: Атсан атă пулать, теççĕ. III мĕнпе те пулин чăлханни, çыхланни, тылланни. Тĕсл.: Лаша тилхепине атрĕ е тата чăхă атрĕ.
АЧĂЛТАШ – чул. Тĕсл.: Ачăлташ – нашатăр пек япала, шап-шар.
АШАПАТМАН – Магомет арăмĕн тата хĕрĕн ячĕ. Куç ӳкнинчен вулакан сăмахсенче час-часах «ашапатман карчăк» тенине илтме пулать.
АШĂК – I курăсран çыхнă чăпта. II пӳрне сыпписем.

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

АЛЧĂРА – çутă çине пăхса куç йăмăхни. Тĕсл.: Тĕттĕмрен хĕвел хĕртекен картишне тухсан мучин куçĕсем алчăраса кайрĕç.
АМАК – паллă мар чир. Тĕсл.: Мĕн амакĕ çапса хуçрĕ-тĕр?
АМАН – I пĕрмай, йăлтах. Тĕсл.: Ак çак ача аман асать. II суранланни. Тĕсл.: Аслăк çинчен ӳксе аманнă.
АН – пусма-тавар сарлакăшĕ. Тĕсл.: Ансăр тӳшеке ан хушрăм.
АНКА – питĕ выçса çитни. Тĕсл.: Анкаса çитнĕ ĕнтĕ, нихăçан апат курман пек çиет.
АНТĂХ – I тупа туни. Тĕсл.: Уншăн мĕн антăхмалли пур? II чыхăнса кайни, макăрнипе сывлăш çавăрса ярайманни. Тĕсл.: Куля тете пĕчĕк ача пек, антăхса кайсах йĕчĕ. III питĕ нумая хапсăнакан пирки те çапла калаççĕ. Тĕсл.: Ĕçлесе илнĕ укçи çитмест, патшалăх кĕсйине кĕресшĕн антăхать.
АНЧĂК – пĕчĕк ăратлă йытă.
АПАЙ – I вирьялсем амăшне çапла чĕнеççĕ.

Текста малалла вулăр...

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

Хисеплĕ вулакансем, çемçен илтĕнекен çепĕç чăваш чĕлхин пуянлăхĕпе, шел те, çулсем иртнĕ майăн туллин усă курасси чакса пырать. Çамрăк ăрусем хăш-пĕр илемлĕ чăваш сăмахĕсене пачах илтмен те, вĕсем мĕне ăнлантарнине пĕлекенсем те сахалланаççĕ. Çакă тăван чĕлхешĕн чăн-чăн çухатăвах çаврăнма пуçларĕ (ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем калаçăва «çӳплени» пирки паян калаçмăпăр, ку урăх тема). Тăван чĕлхепе ирĕклĕн усă курма «Сувар» çак номертен калаçура питĕ сайра тĕл пулакан сăмахсене ăнлантарса пичетлеме пуçлать. Ĕçре М.Р.Федотовăн икĕ томлă «Этимологический словарь чувашского языка» (Шупашкар, 1996 ç.) словарĕпе усă курăпăр.
 
АВĂК (АВКА) – вăхăтăн кĕске тапхăрне палăртать. Тĕслĕх: Пĕр авка иккĕшĕ те шарламарĕç.
АВĂС – I вăрлăха такана çинче силлесе тасатни; II шывра ишнипе çыхăннă – тĕсл.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3].
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08