Тăм илнĕ вырăн шупкаланать, шуралать, хытать. Ӳт сивĕнет, туймасть.
Сивĕре ӳте тăм илтересрен пулăшакан меслетсем çук мар. Хăш-пĕрне хăвăр та пĕлетĕр ĕнтĕ, паян эпир сĕнекеннисем те сире пулăшасса шанатпăр.
– Сивĕ çанталăкра алкоголь шĕвекĕсем ан ĕçĕр. Ӳсĕрĕлнине пула этем ăшă нумай çухатать. Çав вăхăтрах ăна хăйне ăшă, пăчă пек те туйăнать. Алкоголе пула çын туйăмĕсем «мăкалаççĕ», çавăнпа вăл тăм илме пуçласан та сисмест.
– Сивĕре пирус туртмалла мар – туртнипе перифери юн тымарĕсен çаврăмĕ пĕчĕкленет, çакна пула ура-алла сивĕ хăвăрттарах «хыпашлама» пуçлать.
– Ирĕклĕ тум тăхăнса çӳремелле – çакă юна лайăх çӳреме май парать. Çиелти тум йĕпенекенни ан пултăр.
– Сивĕ çĕре алсиш, калпак, шарф тăхăнмасăр тухмалла мар. Сивĕ яман материалтан çыхнисем пулсан тата лайăхрах.
Текста малалла вулăр...
Апат хатĕрлеме сухан тасатнă чух хуппине пăрахма ан васкăр. Ăсчахсем çапла калаççĕ. Сухан хуппинче çын организмĕшĕн питĕ усăллă япаласем нумай иккен. Ученăйсен тĕпчевĕсем тăрăх, сарă-хăмăр тĕслĕ хупăра клетчаткăпа флавонидсем нумай, сухан тĕпĕнчи хулăнрах вырăна эпир касса пăрахатпăр, унта вара фруктоза полимерĕсем, кӳкĕртлĕ хутăшсем пухăннă. Мадрид ăсчахĕсен шухăшĕпе, этем суханăн кашни пайĕпе усă курма пултарать. Клетчатка, тĕслĕхрен, чĕрепе юн тымар чирĕсем пуçланассинчен упрать пире, вар-хырăм аптранинчен лайăх, самăрлăхпа 2-мĕш типлă диабетран та клетчатках пулăшать (сăмах май, хура çăкăр, сельдерей клетчаткăпа пуян). Флавонидсем канцероген процесĕсем хута каясран тытса тăраççĕ.
Шăнса пăсăлсан, гриппа чирлесен сипленесси пирки çӳрекен халапсемпе паллашар-ха.
Хăмла çырлинчен, вырăнпа выртнинчен усă мар, сиен пулĕ.
1. Ӳт-пӳ температури пысăк чух утиял ăшне кĕрсе выртса тарламалла.
Анатолий Смирнитский отоларинголог ăнлантарнă тăрăх, ăшă утиял ăшне кĕрсе выртса эпир пысăк температурăна çӳлте юлма пулăшатпăр. Организмăн терморегуляцине ĕçлеме памастпăр. Çакна пула чĕрен вăйлăрах ĕçлеме тивет, юн тымарсене те çăмăл килмест. Юн пусăмĕ ӳсес хăрушлăх пур.
Çитменнине çапла майпа температурăна антарма çук та. Сивĕрех шывпа (апатра усă куракан уксус хушсан та аван) йĕпетнĕ алшăллипе ӳт-пĕве сăтăрни лайăхрах пулăшать.
2. Чирлесе шыçнă органа ăшăра тытмалла.
Халăх меслечĕпе ыратакан вырăна тăвар хĕртсе тутăрпа тытмалла, çăмарта пĕçерсе вĕри чух тытмалла теççĕ.
Текста малалла вулăр...
• Кастрюле 2-шер апат кашăкĕ мелисса, иван-чай, пĕтнĕк хумалла та 1 литр вĕрекен шыв ярса 2 сехет лартмалла. Çакăн хыççăн 1 стакан чĕрĕ çырла (чие, çĕр çырли, кашкăр çырли, хура хурлăхан – хуть хăшне) илсе компот вĕретмелле. Унта марля витĕр кăларнă курăк настойне хушмалла. Витаминлă шĕвеке кунне 2-3 хут ĕçмелле.
• 250 грамм 3 çулхи алоэ çулçине çумалла, шывĕ типсе çитсен 65 кунлăха холодильника хумалла. Çакăн хыççăн çулçăсене мясорубка витĕр кăларса çавăн чухлĕ пайпах пылпа хутăштармалла. Лайăх пăтратса 0,5 стакан кагор эрехĕ хушмалла. Хутăша иммунитет çирĕплетме кунне 3 хут апат кашăкĕ ĕçмелле.
• Çуршар стакан йӳç кăшманпа кишĕр сĕткенĕсене хутăштармалла. Çакăнта пĕрер апат кашăкĕ пыл, лимон е шур çырлин сĕткенне хушмалла. Çынсем шăнса чирлеме пуçласанах ĕçме тытăнмалла, кунне 2 хут пĕрер апат кашăкĕ.
Текста малалла вулăр...
Мастопати (гр. чĕлхинчен mastos «кăкăр» + pthos «ыратни, аптрани») – сĕт парĕсен шыççи, кăкăр тĕллĕн-тĕллĕн тăртанса хулăнланса ыратнинчен, хăш чух тата мĕнле-тĕр шĕвек тухнинчен пĕлме пулать ăна. Медицинăра мастопати çинчен çĕр çул каяллах пĕлнĕ, анчах çак чир çав-çавах çивĕч. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх кăна 30-50 çулсенчи хĕрарăмсенчен 60-40 проценчĕ çак чирпе аптрани паллă.
Мастопати икĕ тĕрлĕ пулать теççĕ: диффузилли тата йăлăлли. Кăкăрăн çыхăнтаракан тĕртĕмĕсем çыпçăнса хулăнланнине диффузилли теççĕ. Çакăн пек чух вир пĕрчи пек хытă мăкăльсем пулаççĕ. Енчен те тӳрех сиплеме пуçламасан тĕртĕмсем тата та хулăнланса мăкăльсем пăрçа – аçтăрхан мăйăрĕ пысăкăш та пулаççĕ (узловăй формăна куçать). Калас пулать, мастопатин хуть хăш форми пулсан та хĕрарăмăн рак пуçланас хăрушлăх ӳсет.
«Сывлăх» почтине килнĕ çырусенчен пĕри шăпах çак темăпа, унпа сире те, вулаканăмăрсем, паллаштарас килет.
Текста малалла вулăр...
Хăмла çырли юратман çын пур-ши çĕр çинче? Пур, анчах вĕсем питĕ сахалăн. Ыттисем вара пылак та сĕтеклĕ, техĕмлĕ шăршипех чĕлхене çăтса ямалла тутлă çырлана каçса кайсах çиеççĕ. Паллах, вĕсем хăмла çырли усăллă пулни çинчен те пĕлеççĕ, уйрăмах хĕлле кăшт шăннă хыççăн хăмла çырли варенийĕпе ĕçнĕ чее мĕнле эмел çитейĕ? Упса-пектусин таврашсем аякра тăччăр. Анчах хăмла çырли сиплĕхĕ кунпах вĕçленмест, паян кун çинчен тĕплĕнрех каласа парăпăр.
Хăмла çырлинче питĕ нумай усăллă япаласем пур: клетчатка, пектин, тир тăвакан веществосем, органика кислотисем, С, В, РР витаминсем, йод, салицил кислоти, кали тăварĕсем, магни, натри, тимĕр, кальци, фосфор. Хăмла çырли вар-хырăма лайăх ĕçлеттерет, юн тымарĕсемшĕн усăллă, шыçăсене чакарать. Нумайăшĕ пĕлмеççĕ те-тĕр, хăмла çырли кăмăл пăтраннине ирттерет. Çакна пĕлни уйрăмах токсикозпа аптракан йывăр çынсене кирлĕ пулĕ.
Текста малалла вулăр...
Альберта университечĕн ĕçченĕсем акă мĕн пĕлнĕ: чĕрепе юн тымар чирĕсенчен, ракран упракан антиоксидантсенчен нумайăшĕ çăмартара.
Ăсчахсем çăмарта сарринче триптофанпа тирозин аминокислотасем (вĕсем шăпах антиоксидантсем) пуррине пĕлнĕ. Специалистсем шутланă тăрăх, икĕ çăмарта сарринче, чĕрринче, антиоксидантсем панулминчипе танлаштарсан икĕ хут нумайрах, 25 грамм шур çырлипе (клюква) танлашаççĕ.
Çăмартана пĕçерсен е ăшаласан кăтартусем 50 процента яхăн чакнă. Енчен те ăна микрохумлă кăмакара хатĕрлесен – антиоксидантсем тата ытларах çухалнă. Халь ăсчахсем çăмартари пур антиоксиданта та тупма тăрăшаççĕ. Паянхи кун вĕсем каротеноидпа интересленеççĕ, вăл çăмарта саррине сарă тĕс тата пептидсем парать.
Маларах ирттернĕ тĕпчевсенчен çакă паллă: çăмартари протеинсем апат хуранĕнче, çӳхе пыршăсенче ферментсене пула юн пусăмне чакаракан пептидсем кăларма пуçлаççĕ.
Текста малалла вулăр...
Пирĕн çĕршывра пурăнакансем стоматолог патне шăл юсаттарма кайма яланах шикленнĕ, маларах, Совет Союзĕ вăхăтĕнче хăрушшăн бормашина чăрăлтатни, ахаль те ыратакан шăла тата ыраттарни хăратнă. Кайран, шăл клиникиссенче чикĕ леш енче туса кăларнă «ачаш» саслă техникăсем лартма пуçласан, ыратнине сисми тăвакан уколсемпе лăплантарма пуçласан та стоматолог пӳлĕмне савăнăçлăн васкакансем çукрах. Эпир халь те шикленетпĕр – шăл юсанăшăн тӳлесси хака ларать. Стоматолог услугисем чăнах та çавăн пекех хаклă-ши? Хаклă тӳленĕ юсав пахалăхĕ мĕнлерех-ши? Стоматолог патне çӳремесĕрех сывă шăлсемпе пурăнма çук-ши?
Раççейри чи ăста стоматологсенчен пĕри (Брежнева, Андропова, Горбачева тата ыттисене те сипленĕ) Евгений Власович Боровский профессор шучĕпе паянхи кун стоматолог-врачсене виçĕ ушкăна уйăрма пулать: дантист пулма Турă хушнă; лайăх специалист; пациент патне çывăха яма юраманнисем.
Текста малалла вулăр...
Паянхи кун чылай чухне çынсем чирленин тĕп сăлтавĕ тĕрĕс мар апатланни пулса тăрать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансенчен нумайăшĕ вара хăйĕн рационне рис кĕртет.
Рис хими тытăмĕпе чĕрĕ чуна тутă кĕртекен япаласемпе пуянлатма та, сиплеме те пултарать. Рисра пирĕн организмшăн кирлĕ 8 аминокислота: триптофан, метионин, холин, лецитин, лизин, гистидин, цистин, аргинин, чĕрепе нерв системине тĕрĕс-тĕкел ĕçлеме пулăшакан кали пур. Çитменнине çак элемент организмра шыв шайне йĕркелесе тăрать, пуç мимине кăлтăксăр ĕçлеме май парать.
Шăмăпа шăлсемшĕн питĕ кирлĕ кальци, çынна энерги паракан крахмал, организмшăн усăллă фосфор, гемоглобинпа моглобин тăвакан тимĕр, иммунитета йĕркеллĕ ĕçлеме пулăшакан цинк, щит евĕрлĕ парсене ĕçлеттерекен йод, В ушкăнри витаминсем (ватăлма памаççĕ, вăй хушаççĕ), белоксен ылмашăвĕшĕн яваплă РР витамин та пур рисра.
Текста малалла вулăр...
Тăвансен, юлташсен, çывăх çынсен хушшинче медицина ĕçченĕсем пулни калама çук лайăх иккенне пурте пĕлеççĕ, паллах. Вĕсем урлă сывлăха тӳрлетнине те пурте астăваççĕ. Пĕрре те чирлес марччĕ те çав çынсене аптăратмашкăн, унсăрăн пулмасть.
Хам пĕлнинчен кăна темиçе тĕслĕх. Вĕсенчен пĕри акă, Пăва районĕн больницин ĕçченĕ çинчен ырă сăмахпа асăнас килет. Хам унпа тачă çыхăнман пулсан та, çынсем каланипе тата пĕрре тĕл пулсах ырă çын иккенне асăрхарăм.
Пăва районĕнчи Кивĕ Мертлĕ хĕрĕ пирки сăмах пырать. Раиса Скворцовăна Тăхăрьял таврашĕ питĕ лайăх пĕлет. Вăл район больницинче 6 çул васкавлă пулăшу санитарки пулса ĕçлет.
Больницăран сывалса тухнисем ун çинчен ырă сăмахсем çеç калаççĕ.
– Пире вăл, чăваш иккенне пĕлсен, тата та çывăхрах хурать. Пулăшма тăрăшать.
Текста малалла вулăр...
Вегетативлă юн тымарĕсен дистонийĕ (ВСД) диагноза паян çула çитменнисене чылайăшне лартаççĕ. Пĕрисен ашшĕ-амăшĕсене вăл хăратса пăрахать, теприсем хăйсен ывăлĕ-хĕрĕ чăнах та чирлине ĕненесшĕн мар, наянланнипе «чире переççĕ» иккен. Тĕрĕссипе çак диагноз çула çитменнисен умне хăрушлăх кăларса тăратать. Мĕнле эмелсемпе сиплеме пулать е профилактика мероприятийĕсем ирттерсе çак диагноза лартассинчен хăтăлма пулать?
Специалистсем асăрханă тăрăх, çула çитменнисенчен 20-45 проценчĕ вегетативлă юн тымарĕсен дистонийĕпе аптрать. Тĕрĕссипе каласан, ВСД чир мар, чир паллисен пуххи. Стресс, пурнăç условийĕсем улшăнни, ывăнни организмшăн йывăра килет: чĕре таппи улшăнать, ыратать, артерин юн пусăмĕ те сиккелеме пуçлать, сывлăш пӳлĕнет, вар-хырăм япăх ĕçлеме пуçлать, ача хăвăрт ывăнать, вак-тĕвекшĕнех тарăхса каять тата ыттисем.
Текста малалла вулăр...
«Таттехмедфарм» хăйĕн аптекисен сетьне ӳстерсе патшалăхăн аптека сетьне пĕр аптекăпа тата пилĕк аптека пункчĕпе пуянлатнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ ялсенче ĕçлет, хуласенчен аякри ялсене куллен кирлĕ пулакан эмелсемпе тивĕçтерет.
«Таттехмедфармăн» çĕнĕ аптекисем Çырчаллинче, Саба, Апас, Актаныш, Теччĕ районĕсенче çак адрессемпе уçăлаççĕ:
Саба муниципаллă районĕнче: Богатые Сабы, Г.Закиров урамĕ, 69 çурт;
Апас муниципаллă районĕнче: Апас ялĕ, Красноармейски урамĕ, 93 çурт;
Актаныш муниципаллă районĕнче: Актаныш ялĕ, Аэропортовская урам, 26 çурт;
Теччĕ муниципаллă районĕнче: Теччĕ хули, Ленин урамĕ, 11 çурт, 1 строени;
Çырчалли хули: М.Джалиль проспекчĕ, 19 çурт; Мир проспекчĕ, 8 çурт.
Гриппа, çивĕч респираторлă вируслă инфекципе аптракансем нумай кăçал. Çакăн пек пĕлтерчĕ ытларикун ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ ларура Владимир Трифонов, Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийĕн ертӳçин çумĕ. Çакăн пек лару-тăру республикăра тата сахалтан та икĕ эрне тăрĕ.
В.Трифонов сăмахĕсемпе, грипп тапхăрĕ пуçланнăранпа улттăмĕш эрне çине кайнă чух республикăра 33,8 пин пулăма регистрациленĕ. Ун умĕнхи эрнерипе танлаштарсан 7 процент нумайрах. Тутарстанпа илсен эпидпорог 99 процента çити ӳснĕ.
Хусанта февралĕн 7-13 мĕшсенче 12,5 пин çын тухтăрсенчен пулăшу ыйтнă. Республикăри ытти вырăнсемпе танлаштарсан, процентпа илсен, тĕп хуламăрта чирлекенсен шучĕ самай пĕчĕкрех. Лениногорск, Анат Кама тата Элмет районĕсенче вара гриппа чирлекенсем питĕ йышлă.
Çак эрне пуçланнă тĕле республикăра H1N1 гриппа чирлекене те сахал мар тупнă – 89 çын.
Текста малалла вулăр...
Иртнĕ эрнере ТР Сывлăх сыхлав министерствипе А.Вавилова ячĕллĕ лейкемийăпа чирлĕ ачасене пулăшакан обществăлла ыр кăмăллăх фончĕ Тутарстанра ачасем валли пĕрремĕш хоспис уçасси пирки килĕшӳ турĕç. Çак документа ТР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Фаррахов тата фонд председателĕ Владимир Вавилов алă пусрĕç.
Йывăр чирпе аптракан ачасене пур енлĕн пулăшма тунă звеносенчен пĕри хоспис пулать. Çак учреждение хута ярассин тĕп тĕллевĕ – вилмелле чирлисене пурнăçран тивĕçлĕн уйрăлма условисем туса парасси тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе çывăх çыннисене пулăшасси. Ачасене те, вĕсен тăванĕсене те психологилле пулăшу парасси çине уйрăмах пысăк пусăм тăвĕç.
А.Фаррахов сăмахĕпе, халь 20 вырăнлă стационар проектне хатĕрлеççĕ, çавăн пекех тухса çӳрекен амбулатори службине йĕркелесси пирки те каласа пачĕ.
Текста малалла вулăр...
Ача çитĕнсе çитнĕ май унăн организмĕ пĕтĕмпех улшăнать: çӳллĕшĕ хăвăрт ӳсет, сăн-пичĕ, пĕвĕ улшăнать, ӳт-пӳ виçи те пĕр пек тăмасть. Çак вăхăтра ача виçине сăнасах тăмалла. Мĕншĕн тесен вăл пысăк пулни те, кирлинчен сахалли те çитĕнсе çитсен сывлăх çине витĕм кӳрет.
Улшăнусем
Арлăх енчен аталаннă вăхăтра ачан виçи тăруках улшăнма пуçлать, ашшĕ-амăшĕ çакăншăнах хыпăнса ӳкме васкамасть. Çак вăхăтра ача мăнтăрланма пуçлани вĕсемшĕн проблема мар, çитĕнсе çитнĕ çĕре ытлашши виçе хăех çухалать тесе шутлаççĕ вĕсем. Ачи ытлашши çӳхелсе кайни те хăратмасть – çӳллĕшпе ӳссе çитсен ӳт хушма пуçлать имĕш.
Тĕрĕссипе çула çитмен ачан виçи нормăпа килĕшсе тăмасть пулсан ашшĕ-амăшĕн тӳрех сисчĕвленмелле, тен, ачан сывлăхĕ хавшанипе çапла?
Нормăран иртнĕ виçе
Кун пек ачасем хăйсен ытлашши виçинчен вăтанаççĕ, çавăнпа чылай чух тантăшĕсенчен те ютшăнаççĕ.
Текста малалла вулăр...
Кашни çулах хĕлле аманнă-суранланнă тĕслĕхсем тăруках ӳссе каяççĕ. Çакăн сăлтавне ăнланма ансат: çулсем пăрлакланаççĕ, иртен-çӳрен мелсĕр ӳксе аманать. Хĕлĕпе пĕрре те ӳксе курман çынна пĕлетĕр-и эсир? Эпир – çук. Юрать, чылайăшĕ ӳкет-тăрать, тумтирне юртан тасатса малалла каять, анчах травмпунктра черет кĕтсе ларакансем те чылайăн вĕт.
Пăрлаклă çĕрте ӳксе аманни те, хĕллехи спорт тĕсĕсемпе аппаланса суранланни те сывлăха самай сиен кӳрет: пуç мими чĕтреннинчен пуçласа шăмă хуçăлни таранах. Чылай чухне суранланнин сăлтавĕсем – çулсене вăхăтра юртан тасатманни, вĕсем пăрлаклă пулни. Апла пулин те хамăрăн айăп çинчен те манмалла мар – нумай чухне хамăр васканипе ӳксе суранланатпăр. Питĕ хыпаланнипе çемçе юр айĕнчи пăрланса ларнă çула та курмастпăр вĕт. Кунсăр пуçне обществăлла транспорт та хăрушлăх кăларса тăратать.
Текста малалла вулăр...
Ачасем, çула çитмен çамрăксем кĕлеткине тӳрĕ тытманни медицина ĕçченĕсемшĕн те, педагогсемшĕн те пуç ыратăвĕ пулса тăрать. РФ статистикинчен çакă паллă: паянхи куна ачасемпе çула çитменнисенчен 40 проценчĕ çурăм шăмми проблемисемпе аптрать. Паллах, çакă чи малтанах çын куçне эстетика çитменлĕхĕ пек курăнать. Анчах кунтан ытти проблемăсем пуçланаççĕ кăна-ха. Мĕншĕн тесен çурăм шăмми кукăрăлни ӳссе пыракан организма самай хур тума пултарать: сывлăш çулĕн органĕсем, юн çаврăнăшĕ, вар-хырăм тĕрĕс мар аталанаççĕ. Çакăн сăлтавĕсем нумай: ача çуралнă чухнех унăн скелечĕ тĕрĕс мар йĕркеленнĕ, ӳт виçи хăйне кирлинчен пĕчĕк пулни, ача ӳт-пӳ енчен начар аталанни мышцăсен корсечĕ питĕ вăйсăр пулни, хулпуççи тĕлĕнче е пĕвĕпех мышцăсем симметрипе, пĕр пек аталанман. Çан-çурăма тĕрĕс мар тытас йăла (кукăрăлса, курпун кăларса ларни-утни тата ытти те).
Текста малалла вулăр...■ Г.ПЛЕХАНОВА.
ТР Медицина профилактикин центрĕн сиплев уйрăмĕн заведующийĕ.
Тип пыр астми – питĕ анлă сарăлнă чир. Юлашки çулсенче ирттернĕ тĕпчевсенчен тĕнчери çынсен 4-10 проценчĕ тип пыр астмипе аптрани паллă. Ачасен хушшинче çак цифрăсем 10-15 процента çити ӳсеççĕ. Пĕрре пăхсан çак чире «палласа» илме çăмăл пек, урăх чирпе арпаштарма çук пек туйăнать. Апла пулин те астма пуçлансанах ăна бронхитăн тĕрлĕ формисемпе арпаштараççĕ: антибиотиксемпе, ӳслĕк ирттермелли препаратсемпе сиплеме хăтланаççĕ. Статистика тăрăх, астма тупса палăртнă 5 çынран виççĕшне чир вăраха кайсан тин диагноз лартса сиплеме пуçланă.
Калас пулать, тип пыр астми – аллерги чирĕ. Чирлĕ çын тапхăр-тапхăр сывлăш пӳлĕннипе аптрать. Тип пырта йăлмака пухăннипе сывлăш пӳлĕнет çыннăн. Час-часах астмăран сипленме ĕçекен эмелсем хăйсем чир çивĕчленнин сăлтавĕ пулса тăраççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсене аллерген пек «тыткалама» пултараççĕ.
Текста малалла вулăр...
Ӳслĕк, сунас, ӳт температури ӳсни – шăнса чирленин паллисем. Пур чухне те халăх меслечĕсемпе сипленейместĕн унран. Çакăн пек чух медицина промышленноçĕ кăларакан препаратсемпе усă курма тивет. Камăн, хăçан, мĕнле эмелсемпе сипленмелле – тухтăр кăна тĕрĕс канаш пама пултарать. Апла пулин те çак енĕпе хамăрăн та пĕлĕве ӳстермелле.
Типĕ ӳслĕкрен
Çынна канăçсăрлантаракан, çывăрма памасăр татти-сыпписĕр ӳсĕрттерекен типĕ ӳслĕкрен ятарлă препаратсем ĕçмелле. Вĕсем икĕ тĕслĕ пулаççĕ, пĕрисем рецепторсен шайĕнче сиплеççĕ. Теприсем – «ӳслĕк центрне» лăплантараççĕ, Туссамаг тата Кодипронт препаратсем шăпах çак ĕçе тăваççĕ. Вĕсенче кодеин текен вещество пур, анчах унпа асăрхануллă пулмалла. Мĕншĕн тесен вăл морфин манерлĕскер, хăйне наркотикла тыткалать. «Ӳслĕк центре» лăплантаракан тепĕр вăйлă эмел – декстрометорфан.
Текста малалла вулăр...
Эпир кушак-йытăпа вылясан, выльăх-чĕрлĕх патĕнче çӳренĕ хыççăн пур чухне те çийĕнчех алă çумастпăр, хăш чухне манатпăр, тепĕр чух юлхавланатпăр пулĕ. Мĕн каламалли, садри ĕçсем хыççăн та çаплах. Тухтăрсем çакна çăмăлттайла хăтланнипе танлаштараççĕ. Мĕншĕн тесен вăхăтра çуман алă чылай чухне эхинококкоз текен чирĕн сăлтавĕ пулса тăрать.
Эхинококкоз – ерекен чир. Инфекци организма лексен пĕверте, ӳпкесенче тата ытти органсемпе тĕртĕмсенче киста ӳсме тытăнать. Çакна «пуçарса» яраканни вара эхинококкăн личинки пулса тăрать. Вăл этем организмĕнче вуншар çул ӳсме пултарать.
2009 çулта Раççей Федерацийĕнче эхинококкозпа чирлĕ 540 çынна регистрациленĕ, вĕсенчен саккăрăшĕ вилнĕ. 14 çула çитменнисенчен 61 ачана тупса палăртнă.
Этеме эхинококкоз чирлĕ выльăхран ерме пултарать (вĕсен çăмĕ çинче эхинококкăн çăмартисем пулма пултараççĕ, çавăн пекех çумасăр çиекен пахча çимĕçрен, улма-çырларан лекме пултарать.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
[1],
2,
3,
4.