Капитализмăн спекуляциллĕ çул-йĕрĕ илсе çитерекен кризисран çĕр чăмăрĕ хăтăлайман пек туйăнать. Либераллă реформăсем пынă хушăра çĕршыв 15 миллион çын çухатрĕ. Çуралакансем вилекенсенчен шутпа ытларах пулнă пĕр ял та пулин пур-ши паян? Пирĕн çĕршывра историе, халăх шухăш-кăмăлне шута илмен аталану модельне суйласа илнĕ пекех: коррупци чечекленни, чухăнсемпе пуянсен хушшинчи пысăк уйрăмлăх, чĕр тавар кăларса сутнипе кăна тытăнса тăни çакна çирĕплетмест-и? РФ Шут палатин эксперчĕсен кăтартăвĕсемпе, 2010 çулта Раççейре пĕтĕмĕшле коррупцилле укçасен çаврăнăшĕ 1,6 миллиард доллартан сахал мар пулнă. Тен, çавăнпа çĕршывăмăр экономика енчен аталаннă патшалăхсен хыçне юлнă. Пĕлтĕр тĕнчере кăларакан пĕтĕмĕшле продукцин шутĕнче Раççей пайĕ 3 процент çеç пулнă, АПШ – 20 процент, Китай – 14 процент, Япони – 6 процент.
Текста малалла вулăр...
Раççей статистики пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи июль уйăхĕнче строительство материалĕсен хакĕсем питĕ пысăк хăвăртлăхпа ӳссе кайнă.
Сăмахран, цемент хакĕ пĕр уйăхра кăна – 7 процента, çуллă сăрсем, хамăр çĕршывра туса кăларнă эмальсем, хăмасем, хĕрлĕ кирпĕч тата рубероид 1,2-1,6 процента çити ӳснĕ.
Çаплах пусма хакĕ те самаях хăпарнă. Марльăпа бинт та хакланнă. Хамăр çĕршыв сигаречĕсене те хаклăрах парса илме тивет. Вĕсен хакĕ июль уйăхĕнче кăна 2 процент таранччен ӳссе кайнă. Тата кăмака хутмашкăн кăмрăк та 2 процента çитиччен ӳснĕ.
Кил-çурт хуçалăхĕнче усă курмалли япаласем те хакланнă, кĕпе çумалли порошоксен, кĕреçесен хакĕсене 2 процента ӳстернĕ.
Вĕренӳ вăхăчĕ çывхарса килнине кура шкул япалисем туянма та укçа нумайрах кăларса хума тивет. Кĕнекесен, вĕренӳ пособийĕсен, сумкăсен, рюкзаксен хакĕсем ӳснĕ.
Текста малалла вулăр...
Çул тата аталану мĕн авалтан алла-аллăн пыраççĕ. Çын пурăнакан ял е хула, мĕн пулсан та пурпĕрех, витĕр çул выртсан, уйрăмах суту-илӳ çулĕ, вăл аталанасси куçкĕрет. Аслă çулсем хĕрринче вырнаçнă ялпа хуласенче хăна çурчĕпе ресторан, автомашина сервисĕн бизнесĕсем ешерме пуçлаççĕ. Çавăнпа мар-и кашни çĕршыв çĕнĕрен те çĕнĕ транспорт коридорĕсем йĕркелеме тăрăшать. Вăл уйрăмах Раççейшĕн пĕлтерĕшлĕ пулмалла, пирĕн çĕршывăн географилле вырăнĕ питĕ те меллĕ.
Раççей, пĕр шутласан, Китайпа Европа рынокĕсене çыхăнтарать, тата ун витĕр Европăран Азие чи кĕске çул выртать. Анчах хальхи вăхăтра Европăпа Ази хушшинчи суту-илӳ тинĕс урлă пырать. «Раççейĕн чукун çулĕсем» УАО пысăк хăвăртлăхлă чукун çулсем тума тахçанах планланă. Пĕрремĕшĕ Санкт-Петербургпа Мускава çыхăнтарĕ. Раççейпе Китай хушшинче çул-йĕр çыхăнăвĕ йĕркелесси питĕ илĕртӳллĕ.
Текста малалла вулăр...
Октябрĕн 20-мĕшĕнче ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков Турци Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Айдын Сезгинпа тĕл пулнă.
Вĕсем Тутарстанпа Турци малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси пирки калаçрĕç, паянхи хутшăнусене сӳтсе яврĕç. Ильдар Халиков хальхи саманара политика контакчĕсем экономика хутшăнăвĕсене йĕркеленине палăртрĕ. 2010 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче Тутарстанпа Турци хушшинчи тавар çаврăнăшĕ 871 миллион долларпа танлашнă. «Алабуга» уйрăм экономика зонинчи икĕ пысăк проекта Турци компанийĕсем пурнăçа кĕртеççĕ. Культурăри хутшăнусем те тачă: кăçал Турци Хусанта иртнĕ мăсăльман кинофестивальне те хутшăнчĕ.
Октябрĕн 20-22-мĕшсенче Хусанта иртнĕ Раççейпе Турцин «Раççей Федерацийĕнчи автокомпонентлă промышленность кластерĕн инновацилле аталанăвĕн стратегийĕ» Ĕçлĕ Форумра Айдын Сезгин хăна пулчĕ.
Текста малалла вулăр...
Октябрĕн 13-мĕшĕнче АПШри Кремни айлăмĕнчи (Калифорни штачĕ) пысăкран та пысăк венчур фончĕсен ертӳçисем Тутарстанра пулчĕç. Тинĕс леш енчи бизнес элитине пирĕн çĕр çине Александр Джонсон (Тутарстан экономикине вăл халиччен те инвестицисем хывнă) ертсе килнĕ. Вĕсем «Глобальное инновационное партнерство» форума хутшăнчĕç. Форума хатĕрленнĕ май ТР инвестиципе венчур фончĕн директорĕ Айнур Айдельдинов журналистсемпе тĕл пулчĕ.
Çак мероприятие РОСНАНО, Раççей Венчур компанийĕ, «Сколково» фонд, Global Technology Symposium, Silicon Valley Bank пĕрле хатĕрленĕ. Форумăн тĕллевĕ – Кремни айлăмĕн венчур фончĕсен опычĕпе паллашса йышăнасси. Хусанта Америка инвесторĕсене Тутарстанăн инновацисен инфраструктури çинчен каласа пачĕç (интересленсе кайсан тинĕс леш енчи хăнасем те хутшăнас тейĕç-и?). Çавăн пекех республика территорийĕнче чикĕ леш енчи компанисен (Итали, Германи тата ыттисем) инвестицийĕсемпе ĕçлекен çӳллĕ технологиллĕ инновациллĕ производство çитĕнĕвĕсене кăтартрĕç.
Текста малалла вулăр...
Мартăн 9-мĕшĕнче Хусан Кремлĕнче республикăн Хăрушсăрлăх канашĕн Тутарстан Республикин нефтегазхими комплексĕсен 2010–2014 çулсенчи аталану программипе çыхăннă ларăвĕ пулчĕ, ăна ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев ертсе пычĕ.
Лару ĕçне ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов, ТР Патшалăх Канашĕн председателĕ Фарид Мухаметшин, Хусан мэрĕ Ильсур Метшин, ТР Хăрушсăрлăх канашĕн членĕсем хутшăнчĕç.
Республика пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, ку нефтехими отраслĕн виççĕмĕш аталану программи шутланать. Малтанхи программăсене пурнăçланă чухне питĕ нумай проект пурнăçа кĕртсе пуян опыт пухнă. «Нефтехими аталанăвне хамăр республикăн тĕп пуянлăхĕпе – нефтьпе тухăçлăрах усă курасси çинче никĕслени тĕрĕс çул пулчĕ. Çак отраслĕн ăнăçлă аталанăвĕ паянхи кун та, ыран та пирĕн шăпана татса паракан тĕп фактор, социаллă экономика тата политика пурнăçĕ çĕнелсе улшăннă вăхăтра уйрăмах», – терĕ Минтимер Шаймиев.
Текста малалла вулăр...
Нумай пулмасть «Ак Барс» çамрăксен культурăпа спорт центрĕнче ТР Экономика министерствин коллегийĕ иртрĕ. Унта ТР Правительство пуçлăхĕ Рустам Минниханов, Патшалăх Думин депутатсен корпусĕн Тутарстанран суйланнă представителĕсем, ТР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ТР Президент Аппарачĕн, Министрсен Кабинечĕн, муниципаллă йĕркеленӳсен представителĕсем, предприяти ертӳçисемпе наука ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
«Экономика министерствин коллегине килсе эпир питĕ тĕрĕс турăмăр. Шăпах вăл çул кăтартса пымаллине пирĕн ăнланмалла. Халăх пиртен лайăх пурнăç туса парасса кĕтет. Ку Правительствăшăн та, муниципаллă йĕркеленӳсемшĕн те тĕп ĕç. Енчен те тĕнчери стандартсемпе танлашма туртăнмасан пирĕн ĕç пĕлтерĕшĕ питĕ пĕчĕк пулать. Министерство вĕрентӳ ĕçне лайăх йĕркеленипе палăрчĕ. Кадрсем хатĕрлесси те тĕп вырăнта пулмалла.
Текста малалла вулăр...
Çĕнĕ çул хыççăн йăлана кĕнĕ пекех çынсене хаксем, ÇКХ тӳлевĕсем ӳсни кĕтет. Кăçалхи бюджет дефицитлă пулнине кура кĕтмен «парнесем» ытларах та пулчĕç. Бюджета кĕрекен тупăш тăкаксенчен сахалрах пулни РФ Финанс министерствине куç хупса тенĕ пек çĕнĕ закон йышăнма хистерĕ. Мĕншĕн патшалăх пошлинисен калăпăшне ӳстерес мар? Çитменнине улшăнусем 2002 çултанпах пулман. Халăх яланах чăтнă, хальхинче те чĕнмĕ. Паллах, çĕнĕ улшăнусене РФ, ТР экономика министерствисем хирĕç тăма пăхрĕç, анчах тараса çинче Финанс министерствин сăмахĕ йывăртарах пулчĕ.
Патшалăх пошлинисен калăпăшĕ ӳсни пирки ТР экономика министрĕ Марат Сафиуллин журналистсемпе тĕл пулсан çапла каларĕ: «Финанс лару-тăрăвне «сыватнă» чухне пур тытăну та лайăх. Анчах çавах та пит пысăк улшăнусемех пулмаççĕ. Пошлинăсене кăштах ӳстернипех республика бюджетне 300 миллион тенкĕ кĕрет.
Текста малалла вулăр...
Иртнĕ эрнере «Ак Барс» культурăпа спорт центрĕнче ТР пĕрлештернĕ бюджечĕпе (консолидированный бюджет) çыхăннă виçĕ ведомствăн пĕрлехи коллегийĕ иртрĕ. Ăна ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов ертсе пычĕ. Докладсемпе Тутарстан Республикинчи Федераллă налог службин управленийĕн ертӳçи М.А.Сафиуллин, ТР финанс министрĕ Р.Р.Гайзатуллин, Тутарстан Республикинчи Федераллă казначействăн управленийĕн ертӳçи М.Р.Зарипов, ТР ПК бюджет, налог, финанс ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ М.А.Гадельшин, ТР Шут палатин председателĕ А.И.Демидов тата РФ финанс министрĕн çумĕ А.Г.Силуанов тухса калаçрĕç.
ТР финанс министрĕн Р.Гайзатуллинăн сăмахĕсемпе, 2009 çулхи бюджет кризис вăхăтĕнче йĕркеленчĕ. Экономика ӳсĕмĕ чакса пынипе пĕрле налог пуçтарăнасси те чакса пынă, çавна кура çулталăк бюджетне те улăштарма тивнĕ.
Текста малалла вулăр...
Кăçал Тутарстан Республикинчи ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕ пурнăçласа пыракан, Раççейĕн ытти регионĕсенче те ун пекки сахал социаллă ипотека программи ĕçлеме пуçланăранпа пилĕк çул çитет. ТР финанс министрĕ Радик Гайзатуллин январĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ канашлура пĕлтернĕ тăрăх, çак тапхăрта программăна пурнăçа кĕртмешкĕн 43,694 миллиард тенкĕ кайнă. Республика ертӳçисем тата Патшалăх çурт-йĕр фондне укçа хывакансем тăрăшнипе пĕлтĕр кризис та программăна аталанма ура хурайман, анчах палăртнă планран кăшт чакма тивнех. ТР Министрсен Кабинечĕн Аппарат ертӳçи Шамиль Гафаров каланă тăрăх, 2008 çултипе танлаштарсан, план палăртнинчен 16 процент сахалрах пурнăçланнă. 2009 çулта 800 пин тăваткал метр хута яма май килнĕ. Патшалăх çурт-йĕр фондне пысăк укçа хывакансем унчченхи пекех вуншар пысăк организаци (вĕсем 3,7 миллиард тенкĕ хывнă), никама пăхăнман нефть компанийĕсем (373,8 миллион), ытти организацисем (678 миллион).
Текста малалла вулăр...
Раççей влаçĕ çитес вунă çулта халăха икĕ хут сахалрах эрех ĕçтермешкĕн ĕмĕтленет. РФ Премьер-министрĕ Владимир Путин та çак кирлĕ алкоголе хирĕç концепцие хаваспах çирĕплетнĕ.
2020 çул тĕлне эрех-сăра ĕçессине çын пуçне 55 процент таран чакарасшăн. Мĕнлерех майпа ĕçме пăрахтарасшăн-ха халăха пирĕн правительство? Чи малтан, закона пăхăнмасăр эрех туса кăларакансене тата сутакансене уголовнăй явап тыттарасси. Унтан алкоголь продукцийĕсен рекламисене чакарасси. Тата çаплах эрех-сăра хакне ӳстересси.
Роспотребнадзор даннăйĕсем тăрăх, Раççейре алкоголизмпа икĕ миллиона яхăн çын асапланать. Эрех ĕçсе ăнсăртран тенĕ пек наркăмăшланса вилнисен шучĕ çулталăкра 23 пине яхăн çынпа танлашать. Нумай ĕçсе чирлесе вилнисем вара 75 пинтен те ытларах.
Çак хăрушă цифрăсем сахалрах пулччăр тесе патшалăх çĕнĕ программăсем кĕртмешкĕн шухăшлать.
Текста малалла вулăр...
Нумай пулмасть Сочире Халăхсен хушшинчи VIII инвестици форумĕнче Тутарстан Республикин презентацийĕ иртрĕ. Çак форума рецесси вăхăтĕнчи пĕрремĕш мероприяти теме пулать. Маларах вăл ытларах информацилле характерлă пулнă-тăк, халĕ кризис хыççăн çĕршыв мĕнлерех пуласси пирки нумай калаçрĕç. Форума Халăхсен хушшинчи пысăк корпорацисен представителĕсене, инвестици компанийĕсен, промышленность предприятийĕсен пуçлăхĕсене чĕннĕ. Тутарстан делегацийĕн пуçĕ пулса ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов кайнăччĕ. Калас пулать, Тутарстаншăн форум питĕ ăнăçлă иртнĕ, делегаци киле тăватă килĕшӳпе таврăннă. Кун пирки сентябрĕн 22-мĕшĕнче ТР Министрсен Кабинетĕнче пулнă брифингра ТР экономика министрĕ Марат Сафиуллин пĕлтерчĕ.
Сочире хĕллехи Олимпиада ирттерме йышăнни инвесторсен интересне çуратнă.
Текста малалла вулăр...
Укçа-тенкĕ хывнине страхлассин агентстви пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш çур çулта халăх банксене ытларах укçа-тенкĕ хывма пуçланă. Паянхи кун вăл 9,9 процент чухлĕ ӳссе 6,5 триллион тенкĕпе танлашнă. Ку халăх ытларах перекетлеме пуçланипе çыхăннă. Юлашки вăхăтра финансистсем йывăр вăхăтра çемье бюджетне çирĕплетме кирли, укçа-тенке хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çинчен нумай калаçни те хăй ĕçне турĕ пулмалла. Нумайăшĕ тĕрлĕ ăнсăртлăхсенчен – ĕçсĕр юласси, предприяти панкрута тухасси – сыхланса «хура кунсем» тĕлне перекетлеме шутлать.
Тепĕр сăлтав, паллах, кризис. Çĕршыв унран хăçан çăрăлса тухасси пăхса та курăнмасть. Раççей экономикин аталану çулне шанма пăрахнă халăх запассем тума тăрăшни куçкĕрет. Ыранхи кун мĕн илсе килесси чăнах та паллă мар. Тĕнчери финанспа экономика кризисĕ пирĕн çĕршыв экономики эффективлă маррине, унăн аталану стратегийĕ пĕр енлĕ пулнине уççăн кăтартса пачĕ.
Текста малалла вулăр...