Апрелĕн 15-мĕшĕ – Христос чĕрĕлнĕ Аслă кун – Мăнкун.
Куçса пыракан праçниксем
Апрелĕн 8-мĕшĕ – Турă Иерусалима кĕнĕ кун – Кăчкă праçникĕ (Вербное Воскресенье).
Майăн 24-мĕшĕ – Мăнкун иртсен хĕрĕх кунтан Иисус Христос Елеон тăвĕ çинчен тӳпене хăпарать – Вознесени.
Июнĕн 3-мĕшĕ – виç-ипостаçлă Таса Турă кунĕ. Мăнкун иртсен аллăмĕш кун пулакан уяв – Троица.
Куçман праçниксем
Январĕн 7-мĕшĕ – Иисус Христос çуралнă кун – Раштав.
Январĕн 19-мĕшĕ – Хăва тĕмĕнче Турă курăнни. Иисус Христос шыва кĕнĕ кун – Кăшарни.
Февралĕн 15-мĕшĕ – Кĕтсе илме кайни, хирĕç тухса кĕтсе илни – Сретени.
Апрелĕн 7-мĕшĕ – тасаран Таса Хĕре Ырă Хыпар калани – Пăлхавăшни.
Августăн 19-мĕшĕ – Турă çап-çутă пулса курăнни – Преображени.
Текста малалла вулăр...
Хĕрт-сурт таврашĕ питĕ ырă иккен, вĕсем кил-çурта упраса усраççĕ имĕш. Чăнахах çапла-и ку?
Екатерина МИХАЙЛОВА.
Çырчалли.
– Çынсем ыйтнипе, вĕсене кĕлтуса çу сĕрсе ярас тата Туррăн Ӳчĕпе Юнне ăша илтерес тесе, эпĕ пĕррехинче килĕрен киле çӳреме тухса кайрăм, – тесе аса илет Амвросий архимандрит. – Пырса кĕтĕм пĕр хĕрарăмăн килне: «Манăн çуртра тĕлĕнмелле япаласем пулса иртеççĕ, – каласа пачĕ вăл. – Çавăнпа чĕнсе илтĕм те ĕнтĕ сана. Çывăрма выртатăп çеç – такам утияла сирсе пăрахать. Тăрса пăхатăп – никам та çук. Çав утиялах кравать айнелле шăвăнса кĕрсе каять. Пĕррехинче, ăна çĕклес тесе, аллăма тăсрăм та темле çăмлă япала кĕрех кайрĕ. Кӳршĕ арăмĕ пачăшкăна чĕнме сĕнчĕ». Килте турăш çук, хĕрарăмĕ хĕрес çакмасăрах çӳрет. Чиркӳ пуррине те манса кайнă, нихăçан та ӳкĕнмен.
Текста малалла вулăр...
«Пурте Туррăн ирĕкĕпе пулса пырать», – теççĕ. Халĕ ачасем нумай вилеççĕ. Çакă та Туррăн ирĕкĕпех пулса пырать-и?
Амăшĕ.
– Халĕ Турра шыраса тупмалли майсем пурте пур: чиркӳсем, мăнастирсем уçăлаççĕ, пит тăрăшса, чунтанах кĕлтăваççĕ. Тĕн кĕнекисем те нумай пичетленеççĕ, халăх вара мулшăн хыпса çунать. Чылайăшĕн чунĕ вилнĕ пекех çывăрса кайнă ĕнтĕ, вĕсене мĕнле вăратмаллине те пĕлме йывăр. Çав çынсен айĕнче тамăк вучĕ кĕрлесех çунса тăрать, вăл вут вĕсемпе юнашарах, вĕсем çаплипех вăхăтлăх ырлăхшăн, çĕр çинчи ырлăхшăн пурин çинчен те манса кайса тăрăшаççĕ. Çавăн пек çынна мĕнле майпа вăратмалла-ха? Пысăк хуйхă-суйхă е инкек-синкек çеç вăратма пултарать ăна: е вăрçă, е çывăх çыннисене çухатни, е сасартăках йывăр чирлесе ӳкни… Ачисем вилме пуçласан тин çынсем хăйсен çылăхĕсене аса илме пуçлаççĕ… Турă хушнисене туса пурăнма тытăнсан тин пирĕн çĕршывăмăр çине Туррăн пиллĕхĕ çитĕ.
Текста малалла вулăр...
Православи тĕнне йышăннă çынсем типĕ вăхăтĕнче ашсăр, сĕтсĕр, çăмартасăр апат çинипе кăна мар, кĕлĕсем те вуламалла, паллах. Анчах та нумайăшĕ ир тăрсан та каç пулсан мĕнлерех кĕлĕсем каламаллине пĕлмест. Çавăнпа та вулакансем ыйтнипе кĕлĕ сăмахĕсене пичетлетпĕр.
Ыйхăран вăрансан, ӳркенсе ан вырт, тирпейлĕн-сăпайлăн тăр та, ăс-тăнна пухса, кăмăлна уçса, Турă умĕнче çакна кала:
Ашшĕийĕн, Ывăлийĕн, Çветтуй Сывлăшийĕн ячĕпе. Аминь.
Унтан, шухăш-туйăмна лăплантарса, çĕр çинчи кулленхи тĕркешӳлĕхе манма тăрăшса, пĕр хушă шăпăрт тăр. Вара виçĕ хутчен пуç çап та çапла кала:
Эй Турă, Турă Ывăлĕ, Иисус Христос, Хăвăн чăн таса Аннӳ кĕлтунипе, мĕнпур çветтуй çынсем кĕлтунипе çырлах пире. Аминь.
Мухтав Сана, Туррăмăр, мухтав Сана.
Эй çӳлти Патша.
Текста малалла вулăр...
Апрелĕн 24-мĕшĕ – Христос чĕрĕлнĕ Аслă кун – Мăнкун.
Куçса пыракан праçниксем
Апрелĕн 17-мĕшĕ – Турă Иерусалима кĕнĕ кун – Кăчкă праçникĕ (Вербное Воскресенье).
Июнĕн 2-мĕшĕ – Мăнкун иртсен хĕрĕх кунтан Иисус Христос Елеон тăвĕ çинчен пĕлĕте хăпарать – Вознесени.
Июнĕн 12-мĕшĕ – виç-ипостаçлă Таса Турă кунĕ. Мăнкун иртсен аллăмĕш кун пулакан уяв – Троица.
Куçман праçниксем
Январĕн 7-мĕшĕ – Иисус Христос çуралнă кун – Раштав.
Январĕн 19-мĕшĕ – Хăва тĕмĕнче Турă курăнни. Иисус Христос шыва кĕнĕ кун – Кăшарни.
Февралĕн 15-мĕшĕ – Кĕтсе илме кайни, хирĕç тухса кĕтсе илни – Сретени.
Апрелĕн 7-мĕшĕ – тасаран Таса Хĕре Ырă Хыпар калани – Пăлхавăшни.
Августăн 19-мĕшĕ – Турă çап-çутă пулса курăнни – Преображени.
Текста малалла вулăр...
Çутса лартнă çуртасемпе лампадăсем мĕне пĕлтереççĕ-ха?
– Çурта этеме пĕлтерет. Этемĕн ӳт тата чун пур. Çуртан ăвăс тата çиппи пур. Çунман çуртан пĕлтерĕшĕ çук. Вăл выртать çеç. Этем те çавăн пекех: вăл Турра ĕненмест пулсан, унра Туррăн ырлăхĕ çунса тăмасан, вăл – Турă умĕнче вилĕ. Çунакан çурта та, лампада пекех, Турра ырă ĕçĕсемшĕн тав туса парне кӳни пулать. Кунта çурта пысăк е пĕчĕк, хаклă е йӳнĕ пулнинче мар пĕлтерĕшĕ. Кашниех кăмăлне кура, май пуррине кура туянать. Таса кăмăлпа, таса чĕрепе, чунтанах ӳкĕнсе кӳрекен парнепе Турă кирек мĕнлине те хапăл тăвать, – тет пачăшкă Амвросий архимандрит.
МАЙĂН 15-МĔШĔ – ÇИМĔК
Хисеплĕ «Сувар» редакцийĕ! Пире тĕрĕссине пĕлмешкĕн пулăшăр-ха тархасшăн. Пĕтĕм календарьсенче Çимĕк майăн 22-мĕшĕнче пулать тесе çырнă. Анчах та пирĕн ял çыннисем çав кун ваттисене асăнма масар çине кайма юраманни çинчен калаçаççĕ. Мĕн тумалла-ши? Хăçан асăнмалла?
Пăва районĕнчи Элшел ялĕн çыннисем.
Çапла. Пĕтĕм православи календарĕсенче çавăн пек çырнă. Кун пирки тĕрлĕ çĕртен шăнкăравласа ыйтакансем пулчĕç. Çавăнпа та эпир Хусанти чăвашсен Параскева Пятница чиркĕвĕнче ĕçлекен Михаил аттепе çак ыйтăва сӳтсе яврăмăр.
Михаил атте каланă тăрăх, кăçал ваттисене майăн 15-мĕшĕнче асăнма тӳр килет. Майăн 22-мĕшĕнче Микула праçникĕ пулнипе масар çине каяссине Кирилл Патриарх пехилĕпе пĕр эрне маларах куçарнă.
Юлашки çулсенче ватти-вĕтти, çамрăкки, пурте тенĕ пек чиркĕве çӳреççĕ. Ку питĕ сăваплă. Çапах та çамрăксенчен нумайăшĕ: «Хĕрес çакмасăр чиркĕве çӳреме юрать-и?» – тесе сахал мар ыйтнине илтнĕ.
Чиркӳ хĕрессĕр пулман пекех, чиркĕве кĕлле çӳрекенĕн те хĕрес çакмаллах... Ăна хывмасăр çӳремелле.
Пачăшкă хĕресе кĕлтуса тасатнă чухне ятарласа икĕ кĕлĕ вулать. Çав кĕлĕсенче вăл Турра тархаслать: Турăран хĕресе Çӳлти вăй-хăват кĕртме ыйтать. Хĕрес этемĕн чунне çеç мар, унăн ӳтне те пур тĕрлĕ тăшмансенчен: юмăçсенчен, тухатмăшсенчен, усал сывлăшĕнчен хăтарса, сыхласа тăтăрччĕ тесе йăлăнать. Хĕресĕн вăйĕ калама çук пысăк. Тĕне кĕнĕ этемĕн чиркĕве çеç хĕреспе çӳремелле мар, ăна унăн нихăçан та ниçта та хывмалла мар; мунчара та, тухтăр патĕнче те хĕресе хывса хурасран хытă асăрханмалла.
Хăш-хăш çынсем ку енĕпе питĕ асăрхануллă пулаççĕ.
Текста малалла вулăр...
– Сăмахăн вăйĕ пур-и? Пур пулсан, унăн вăйне мĕнпе танлаштарма пулать-ши? – тесе шутлатпăр эпир час-часах.
Сăмахăн вăй-хăвачĕ ăна эпир мĕнле каланинчен килет... Сăмаха çынна юратса калама пулать; усалланса, кураймасăр та калама пулать. Пирĕн кăмăл-туйăм мĕнле пулнинчен килет сăмаха епле каласси. Этем пуриншĕн те ырă ĕç тума тăрăшать, пурне те ырă сăмахсем кăна калать пулсан, вăл çын çывăхĕнче çынсем пурте хăйне аван туяççĕ. Эппин, унран ырă вăй-хăват тухса, тапса тăрать. Тепĕр çын çывăхĕнче вара никама та асăрхама çук. Вăл пĕчченех пурăнать. Никама та юратмасть, никама та килĕштермест. Йытă-кушак таврашне килĕштеренçи туса тытса усрать пулсассăн та, вĕсене те ятласа, вăрçса, хирĕлсе кăна пурăнать. Ун пек çынран, паллах, ырă хăват тухса тăмасть. Вăл калакан сăмахсем те усал вăй-хăватлă пулнине ăнланса илме йывăр мар.
Текста малалла вулăр...
Çак ыйтăва хурав памашкăн эпĕ Амвросий архимандрит сăмахĕсемпе усă курса ăнлантарса пама тăрăшатăп.
Чиркӳри Таинствăсене ĕненекен çынсемпе çеç ирттереççĕ! Упăшки те, арăмĕ те ĕненмен çынсем пулсассăн, венчете тăнинчен те усси пулмасть. Ун пек мăшăрсем пĕр-пĕринпе вăрах пурăнаймаççĕ. Вĕсем Турăран уйрăлса кайнă пулсан, Ăна кĕлтуса пурăнмаççĕ пулсан, вĕсем хушшинче чăн-чăн юрату та, канăçлăх та пулма пултараймасть. Ун пек мăшăрсем уйрăла-уйрăла кайнине эпир кулленех мĕн чухлĕ асăрхаса тăратпăр ĕнтĕ! Турă çапла каланă: «Турă пĕрлештернине этем ан уйăртăр» (Мф. 19:6). Евангелире çырнă тăрăх, «кам хăй арăмне аскăн ĕç туман çинченех уйăрса ярать, вăл ăна аскăн ĕç тума май парать; кам уйăрса янă арăма илет, вăл та аскăн ĕç тăвать» (Мф. 5:32). Венчете тăнă çынсен уйрăлса каймалли сăлтав та пĕрре çеç, вăл – пĕр-пĕрне улталани, асса çӳрени.
Текста малалла вулăр...
Тĕнчере усалли мĕн-ма пит нумай-ши? Усалпа пурăнакансене Турă ма чармасть?
Çакăн пек ыйту пĕрре мар илтме пулать çынсенчен.
Кĕнекесенчен пĕринче çапла çырса кăтартнă. Çынсем пуçтарăннă та хире тухнă, вара Турăран çапла ыйтнă: «Эсĕ, Турă, чăнласах пур пулсан, – тенĕ вĕсем, – тĕнчере мĕншĕн усаллăх хуçаланать? Вăрçăсем, çын вĕлерӳ, çарату, пусмăр, тапăну тата ытти те». Турă ыйтнă: «Сире çакă килĕшет-и?» – тенĕ. «Çук, килĕшмест». Турă вара вĕсене каланă: «Эпĕ сире пурне те ирĕклĕ пултарнă. Апла пулсан, эсир мĕншĕн вăрçатăр, вĕлеретĕр, çарататăр, пусмăрлатăр, вăрлатăр?»
Усалли Турăран килмест. Пĕтĕмпех – çынсен ĕçĕ. Тумтир пур çĕрте кĕве пур, тимĕр пур çĕрте – тутăх. Кĕве тумтире çиет, тутăх – тимĕре. Çут çанталăкра усаллăх çук, усаллине тăваканни – этем. Тутăх тимĕре çинĕ пек, усаллăх этемĕн чунне çиет.
Текста малалла вулăр...
Туррăн Ывăлĕ Хăй, Шыва Кĕрсе, ăна тасатнă. Апла-тăк Чиркӳ кĕлтуса шыва мĕншĕн час-часах тасатать-ши?
Иисус Христос Туррăмăр пире валли Хăйĕн чĕрĕлĕх кӳрсе тăракан сăмахне хăварнă, ĕненӳ хăвачĕпе тата кĕлĕ вăйĕпе Çӳлти Аттемĕрĕн пиллĕхне, ырлăхне илсе тăмалла тунă. Хăй патĕнчен Вăл çĕр çине лăплантаракан сывлăш янă. Çав Таса сывлăш Христос чиркĕвĕнче халь яланах тăрать. Этем чĕринчи çылăхпа ирсĕрлĕхĕн вăрлăхĕ иксĕлме пĕлмест пулсан та, чиркӳре тасалăхпа чĕрĕлĕхĕн иксĕлми çăлкуçĕ тата та хытăрах тапса тăрать.
Туррăн заповедьне çирĕп тытса, Таса чиркӳ Туррăн сăмахĕ урлă, Таинствăсемпе кĕлĕсем урлă çынна хăйне çеç мар, этем усă куракан япаласене те яланах çутăлтарса, тасатса тăрать.
Чиркӳ, çĕре кĕлтуса тасатнă май, çĕрĕн пулăхлăхне ӳстерме Турăран пил ыйтать. Чиркӳ эпир çиекен çăкăра та, ăш хыпнине ирттерсе яма ĕçекен шыва та кĕлтуса тасатать.
Текста малалла вулăр...