Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Хыпарсен ярăмĕ

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Тутарстан Президенчĕ Р.Минниханов 2012 çула Историпе культура еткерлĕхĕн çулĕ тесе пĕлтернĕччĕ. ТР Культура министерствин пĕтĕмлетӳ коллегийĕн ларăвĕнче вырсарникун ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин çакăн çинчен аса илмесĕр хăвармарĕ. Халь Тутарстанра та, Раççейĕпе пĕтĕмĕшле илсен те тăван историпе интересленесси ӳсет тесе палăртнă. Патшалăх влаçĕн органĕсен умне тухса тăракан ыйтусем чи малтанах истори палăкĕсене упрассипе, реставрацилессипе çыхăннă, паянхи куна Тутарстанра кăна 1335 историпе культура палăкĕ. Чылайăшне мĕнле шайра пулнине кăçал тĕпчесе реестрта палăртасшăн. Паллах, коллегинче республикăри музейсене аталантарасси пирки чылай калаçни те 2012 çулăн тĕп темипех çыхăннă.
Пурăнмалли çуртсене хута ярассипе Тутарстан 2011 çулта Раççей регионĕсем хушшинче 4-мĕш вырăн йышăннă.

Текста малалла вулăр...

хыпарсен ярăмĕ

Тутарстан Президенчĕ Р.Минниханов Пĕтĕм Тĕнчери экономика форумне хутшăнма Давоса (Швейцари) кайнă. Форум январĕн 25-29-мĕшсенче иртет, тĕп теми – «Пысăк трансформаци – çĕнĕ модельсем йĕркелесси». Унта 90 çĕршывран 2,6 пин çын – власть, бизнес, обществăлла организацисен ертӳçисем хутшăнаççĕ.
Çывăх вăхăтрах Универсиада дирекцийĕпе «Росгосстрах» компани килĕшӳ туса алă пусаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери вăйăсене ирттернĕ çĕрте «Росгосстрах» тĕп партнерĕ пулса тăрать. Çак страховани компанийĕ ăмăртусене хутшăнакансемшĕн (анчах медицина страховки пирки пымасть сăмах), транспортшăн явап тытĕ. Шутпа илсен «Росгосстрах» Универсиадăн улттăмĕш партнерĕ. «МегаФон», Coca Cola, «АК БАРС» Банк, «Раççей Чукун Çулĕсем», «Аэрофлот» – Универсиада партнерĕсем тахçанах паллă пулнăччĕ ĕнтĕ. 2013 çулччен партнер-компанисен шучĕ ӳсесси куçкĕрет.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Юнкун Рустам Минниханов Мускавра çуллен пулакан Гайдар форумне хутшăннă, «Раççей тата тĕнче: 2012-2020» ятпа иртнĕ вăл кăçал. ТР Президенчĕ пленарлă ларура Тутарстан умĕнче тăракан тĕллевсем çинчен, республика аталанăвĕ çинчен доклад тунă.
Форума Раççейри, ют çĕршывсенчи паллă экономистсемпе политиксем хутшăннă. РФ Премьер-министр çумĕ Игорь Шувалов РФ Правительство Председателĕн саламне вуласа панă, Раççейĕн 12 çул хушшинчи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, 2020 çулччен çĕршыв мĕнле çитĕнӳсем тăвасси пирки каласа панă.
Форумра ТР Президентне Пĕтĕм Тĕнчери Банкăн Европăри тата Тĕп Азири çĕршывсен енĕпе вице-президенчĕпе Филипп ле Уэрупа тĕл пулнă, вăл 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм Тĕнчери Банкăн Раççей енĕпе директора лартнă Михал Рутковскипе паллаштарнă Рустам Нургалиевича.
Çак канмалли кунсенче «Казанский Кремль» музей-заповедник 18 çул тултарать.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Раççей Президенчĕ Д.Медведев тунтикун «Раççей Федерацийĕнче Раççей историйĕн çулне ирттересси çинчен» Указа алă пуснă. Çакна общество Раççей историне, Раççейĕн тĕнче историйĕнчи рольне тимлĕх уйăртăр тесе тунă. 2012 çул – Раççей историйĕн çулĕ. Çулталăка ирттерессипе РФ Правительствине йĕркелӳ комитечĕ пухса мероприятисен планне палăртма хушнă. Указ алă пуснă кунах вăя кĕнĕ.
Тутарстанра врачсемпе вĕрентекенсем валли çăмăллăхсемлĕ çурт-йĕр программи хута каять. Ку хальлĕхе идея кăна-ха, кирлĕ пек нормативлă база йышăнсан тин ĕçлеме пуçлать тесе ăнлантарнă ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствинче. «Çамрăк çемье» программа та ĕçлеме чарăнмасть, анчах ун çине шанăç сахал. 2012 çулта унпа, тĕслĕхрен, 70 çемье ытла кăна хваттер илеет.
Январĕн 12-мĕшĕнчен апрелĕн 12-мĕшчен çĕнĕ доменсем («çӳлти шайри») регистрацилеме заявкăсем йышăнаççĕ.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Тутарстан Республикин 2011 бюджетĕнчен субсиди илессишĕн социаллă ориентациллĕ коммерцилле мар организацисем ирттернĕ конкурс вĕçленнĕ. Унта хутшăнас текенсем 190 заявка панă, анчах йĕркелӳçĕсем 182-шне кăна конкурса хутшăнтарнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе 10 приоритетлă юхăмпа 111 çĕнтерӳçе палăртнă. ТР ЧНКА «Чăваш шăпчăкĕ. Ăруран ăрăва» Республикăн чăваш юррисене юрлакансен конкурсĕ» проекчĕпе çĕнтернĕ, 200 пин тенкĕ çĕнсе илнĕ.
Хусанта 2012 çулта 230 çуртра тĕп юсав ирттерме палăртнă, çак тĕллевсене пурнăçлама 1,5 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Хусан мэрийĕн Çĕнĕ çул умĕн иртнĕ ларăвĕнче çапла пĕлтерчĕç. Аса илтеретпĕр, 2011 çулта Хусанта 261 çуртра тĕп юсав ирттернĕ. Пĕтĕм ĕçе тума 1 миллиард та 195 миллион тенкĕ уйăрнă.
Тутарстанри культура пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ пулăм – «Çамрăклăх тата еткер» халăхсен хушшинчи çамрăксен форумĕ.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Рустам Минниханов пĕрремĕш хут «ТР Президенчĕн Тавĕ» наградăна юнкун «Çулталăк ертӳçи» республикăн обществăлла конкурсĕн лауреачĕсене пачĕ. Хусанти «Корстонра» иртнĕ чаплă лару-тăрăва ТР Патшалăх советникĕ М.Шаймиев, ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин, ТР Премьер-министрĕ, конкурс комиссийĕн председателĕ И.Халиков тата ыттисем хутшăнчĕç. «ТР Президенчĕн Тавĕпе» республикăн пысăк промышленность предприятийĕсен ертӳçисене: «Нижнекамскнефтехим» УАО ертӳçине Владимир Бусыгина, «Газпром трансгаз Казань» тулли мар яваплăхлă общество пуçлăхне Рафкат Кантюкова, «КАМАЗ» УАО генеральнăй директорне Сергей Когогина, «Казанский вертолетный завод» УАО генеральнăй директорне Вадим Лигая, «ТАИФ» пуçлăхне Альберт Шигабутдинова, «Татнефть» генеральнăй директорне Шафагат Тахаутдинова наградăланă.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Патшалăх Думин спикерĕ пулма Президент администрацийĕн ертӳçинче тăрăшнă Сергей Нарышкина суйланă. Думăн 6-мĕш пухăвĕн депутачĕсем пĕрремĕш пленарлă ларурах йышăннă çакна. Нарышкиншăн «Единая Россия», 238 депутат сасăланă. С.Нарышкин шутланă тăрăх, тăватă партирен тăракан парламентăн пăхса тухакан ыйтусене дискусси манерлĕ сӳтсе явмалла, çапла тусан саккун проекчĕсем граждансене çывăхрах пулĕç.
Çак эрнере Тутарстанри тăватă муниципаллă район ертӳçи ул- шăнчĕ. Юнкун иртнĕ ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ коллегийĕн ларăвĕнче Рустам Минниханов район ертӳçисен ĕçĕсене туса пыракансене асăнчĕ: Теччĕ муниципаллă районĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçин ĕçĕсене Валерий Чершинцев тăвать, Менделеевскинне – Игорь Привалов, Азнакайăнне – Марсель Шайдуллин, Ютазанне – Рустем Нуриев. Ĕнер ТР Президенчĕ журналистсемпе тĕл пулнă, калаçу 2011 çула пĕтĕмлетессипе, 2012 çулта тума палăртнă ĕçсемпе çыхăннă.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Федерацин Атăлçи округĕн полпречĕ Григорий Рапота ноябрь уйăхĕнче РФ тата Белорусси Союзĕн патшалăх секретарĕн должноçне йышăннă хыççăн РФ Президенчĕн полномочиллĕ çĕнĕ представительне Михаил Бабича лартнă. Юлашки сакăр çул вăл «Единая Россия» партирен Патшалăх Думинче депутат ĕçĕсене туса пынă.
Юнкун Тутарстанăн тĕп хулинче ĕçлĕ визитпа РФ ачасен омбудсменĕ Павел Астахов пулчĕ. РФ Президенчĕ çумĕнчи ачасен правин уполномоченнăйĕн комиссийĕ Тутарстанра пĕр эрне ĕçленĕ хыççăн тунă пĕтĕмлетӳсем çине таянса ТР Министрсен Кабинетĕнче Тутарстанăн патшалăх тата муниципаллă власть органĕсемпе Павел Алексеевич лару ирттерсе республикăра ачасен прависене, саккунлă интересĕсене тытса пырассине сӳтсе явнă. Комисси хăйĕн ĕçĕн лайăххине те кăтартнă, критиклемеллине те тупнă. «Ачасен прависене хӳтĕлеме тăвакан ĕçсене лайăх йĕркеленĕшĕн мухтамалла сире.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Раççей Правительстви «2012 çулта канмалли кунсене куçарасси» 581№ постановлени йышăннă. Паллах, пурне те январьте миçе кун канасси интереслентерет. РФ Ĕç кодексĕн 112 статйипе килĕшӳллĕн 2012 çулта Çĕнĕ çул (январĕн 1-5-мĕшĕсем) тата Христос çуралнă кун (январĕн 7-мĕшĕ) – канмалли кунсем пулаççĕ. 1 тата 7-мĕшсем, уяв кунĕсем, канмалли кунсемпе пĕр килеççĕ, çавăнпа Ĕç кодексĕнче каланă пек, уяв хыççăнхи ĕç кунĕ çине куçаççĕ. Çавăнпа январĕн 6 (эрнекун) тата 9 (тунтикун)-мĕшĕсенче канатпăр. Çапла вара, 2012 çулхи январьте 10 кун канатпăр (2011 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчен 2012 çулхи январĕн 9-мĕшĕччен).
Дмитрий Медведев алă пуснă çĕнĕ закон суд приставĕсен прависене анлăлатать. Следствирен тарса çӳрекенсене, вăхăтра парăм тавăрса паманнисене шыраса тупса чарма пултараççĕ. Çаплах шырав ĕçне детективсене явăçтарма ирĕк пур, тата ытти пунктсемпе те приставсен ирĕкĕ самай ӳсни курăнать.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Юнкун ТР Президенчĕ ĕçлĕ визитпа Чистайра пулчĕ. Юсама та юрăхсăр çуртран ятарласа вĕсем валли тунă çĕнĕ çурта куçакан чистайсем патне çитсе курчĕ, çĕнĕ мунча уçрĕ, реконструкци ĕçĕсем пуçланă 130 çулти парк-сада та çитрĕ. Çакăн хыççăн район активĕпе тĕл пулса Рустам Нургалиевич чистайсене мухтарĕ, малашне те тăрăшмаллине астутарчĕ: яш-кĕрĕм валли ĕç вырăнĕсем тумалла. «Çакăн пек географиллĕ, çут çанталăклă хула тупма çăмăл мар, Чистайăн туризм центрĕ пулса тăмалла. Республика, Федераци программисемпе усă курмалла», – палăртрĕ Р.Минниханов.
Пĕтĕм тĕнчери СПИДпа кĕрешмелли кун пулчĕ декабрĕн 1-мĕшĕ. Эпидеми пуçланнăранпа 30 çул çитрĕ, апла пулин те унтан пуçĕпех сывалмалли меслет шутласа кăларайман-ха тухтăрсем. Чăн та, ВИЧ-инфекци халь малтанхи пекех пысăк хăвăртлăхпа сарăлмасть, апла пулин те паянхи куна çĕр-планета çинче 34 миллион çын вируспа пурăнать.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Михаил Архангел кунĕ (ноябрĕн 21-мĕшĕ) Павлă районĕнчи Потапово-Тăмпăрлăшă н престол уявĕ пулса тăрать. Кăçал кунти чăвашсем çак куна ыр кăмăллăх марафонне ирттерсе паллă турĕç – ялта храм тума укçа-тенкĕ пухрĕç. Марафона район ертӳçисем хутшăнчĕç. Тĕрлĕ наци çыннисем чиркӳ тума укçа парса тӳпе кĕртрĕç. Марафон уяв концерчĕпе вĕçленчĕ.
Çитес тунтикун тăмпăрлăсем Шупашкар артисчĕсен концертне пăхĕç. Коллектива Павлă çĕрне Леонид Антонов ертсе килет. Тӳлевсĕр концертсем Усăллă, Васькино-Туйраллă ялĕсенче те пулаççĕ.
Тутарстан тĕп хулинче пурăнмалли çуртсенчи тĕп юсава кăçал октябрь вĕçĕнчех, сивĕсем пуçланиччен вĕçленĕ. Кун пирки хула мэрĕ Ильсур Метшин юнкун «Эфир» телеканалпа савăнса пĕлтернĕ. Тĕп юсавăн адреслă программипе 4 çулта Хусанта 307 пин çын пурăнакан 1185 çурт юсанă.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Раççей Президенчĕ Д.Медведев компьютерпа, Интернетпа усă курма пĕлмен патшалăх служащийĕсене ĕçрен хăтармаллине каланă. Ун шучĕпе, информаци технологийĕсемпе усă курма пĕлмен чиновник професси енчен юрăхсăр.
Раççей Президенчĕ Д.Медведев çак кунсенче «Вĕрентӳ çинчен» законăн 16 тата 31-мĕш статйисене улшăнусем кĕртесси çинчен» закона алă пусса çирĕплетнĕ. Унпа килĕшӳллĕн, граждансене хăйсем пурăнакан муниципаллă район территорийĕнчи пуçламăш, вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕрентӳ учрежденийĕсене вĕренме илмелле. Çак Положени пурнăçа кĕтĕр тесе Федераллă закон муниципаллă районсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене, хула округĕсене вĕрентӳ учрежденийĕсем хăш территорие кĕнине çирĕплетме ыйтать.
Федераци Канашĕн спикерне Валентина Матвиенкăна СНГ Парламентсем хушшинчи ассамблейин Председательне суйланă.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Ĕнер ТР Президенчĕ Р.Минниханов «Тутарстан Республикин территорийĕнчи граждансен сывлăхне, пурнăçне упрама йышăннă мерăсем тата Тутарстан Республикин уйрăм закон акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» закона алă пуснă. Наркомани анлă сарăласран тытăмĕнче кодеинпа унăн тăварĕсем пур эмелсене сутассине чакарасси пирки сăмах пырать саккунра. Çав вăхăтрах çак препаратсен рецепчĕсене çыракансене, сутакансене, шута илекенсене саккуна пăхăнмасан çирĕп яваплăх кĕтнине асăннă.
Калининграда ĕçлĕ визитпа кайсан РФ Премьер-министрĕ В.Путин регионти ача çураттаракан центрта пулнă, 2011 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнче вырăнти вăхăтпа 00.02 сехетре çуралнă Çĕр çинчи çичĕ миллиардмĕш çынна – Петр Николаева кĕрсе курнă. Ачан телейлĕ амăшне пурăнмалли условисене лайăхлатма сертификат парнеленĕ. Каласа хăварар: Петропавловск-Камча тский хулинчи 1№ ача çуратмалли çуртра 00.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Чулхулара иртнĕ «Открой Приволжье» регионсен фестиваль-хăтлавĕнч е Хусан I вырăн йышăннă. «Хусан Кремлĕ» музей-заповедник «Историпе археологи сулăмĕн чи лайăх объекчĕ» номинацире çĕнтернĕ. «Маршрута чи лайăх инфраструктурăпа тивĕçтерни» номинацире Елабугăри патшалăх историпе архитектура тата ӳнер музей-заповедникĕ çĕнтернĕ. «4 çăлтăрлă чи лайăх хăна çурчĕ» номинацире Хусанти «Корстон» хăна çурчĕпе туризмăн кану комплексĕ мала тухнă.
Юнкун ТР Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин коллеги ларăвĕ иртрĕ. Автомобилистсен кунне халалласа тата ведомство 10 çул тултарнине палăртса йĕркеленĕ мероприятие. Видеоконференци мелĕпе ирттернĕ ларăва ТР Премьер-министрĕ И.Халиков, РФ транспорт министрĕн çумĕ О.Белозеров, РФ Патшалăх Думин транспорт енĕпе комитечĕн председателĕн çумĕ Ф.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Тутарстан Патшалăх Канашĕ ТР Президенчĕн Парламента янă Çырăвне тишкерсе республика ертӳçин сĕнĕвĕсене 2012 çулта пурнăçа кĕртмелли 38 мероприяти палăртнă. Вĕсем вĕрентӳ стратегине аталантарассипе, сывлăх сыхлав системине çĕнетессипе, историпе культура объекчĕсене сыхлассипе, ÇКХ системине лайăхлатассипе, республикăна инвесторсемпе ĕçлĕ çынсемшĕн илĕртӳллĕ тăвассипе тата ыттипе çыхăннă. Кунсăр пуçне Правительство сехечĕсене, Патшалăх Канашĕн уçă алăк кунĕсене ирттересси те планра пур.
Тутарстан Парламенчĕн спикерĕ, Европа Канашĕн вырăнти тата регионсенчи влаçсен Конгресĕн актуаллă ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Ф.Мухаметшин çак кунсенче Страсбургра иртнĕ комитет ларăвне хутшăнса араб çĕршывĕсенчи политика улшăнăвĕсене, тĕнче кризисĕ Европа çине витĕм панине тата ытти ыйтусене сӳтсе явнă.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Тутарстанра шкулсене тĕпрен юсама 2012 çултан пуçласа çулталăка пĕр миллиард тенкĕрен кая мар укçа уйăрма тытăнаççĕ. Республика шкулсене тĕпрен юсамалли программăна пурнăçа кĕртсе пыма пуçлать. Программа виçĕ çултан кая мар тăсăлмалла. Республика уйăракан укçа-тенкĕпе чи малтан шкулсен тăррисене, инженер сечĕсене юсаççĕ, чӳречесене улăштараççĕ. Ытти ĕçсене пурнăçлама муниципалитетсен спонсорсене, укçа-тенкĕн ытти çăлкуçĕсене шырамалла пулать.
Пĕр эрнере республикăра оперативлă учет тăрăх, 57 пушар тухнă, вĕсенче 5 çын вилнĕ, 2 çын суранланнă, 61 çынна хăтарнă. 876 пин тенкĕлĕх пурлăха сыхласа хăварнă. Çак тапхăрта çулсем çинче 118 инкек (ДТП) сиксе тухнă. 129 çын инкек тӳснĕ, 10 çын вилнĕ. Пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан çул çинчи инкексен шучĕ 9,6 процент чакнă.
Прогноз тăрăх 2012 çулта регионăн пĕтĕм продукчĕ (ВРП) калăпăшĕ 1 триллион та 325 миллиард тенке çитмелле.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери почта кунĕ. Професси уявĕ тĕлне «Татарстан почтасы» ĕçченĕсем савăнăçлă хыпар илчĕç: 2012 çулта федераллă почта çыхăнăвĕн Тутарстанри управленине федераци бюджетĕнчен 143 миллион тенкĕ куçараççĕ. Укçа-тенке почта çыхăнăвне аталантарнă çĕре яма шутласа хунă та ĕнтĕ. Танлаштарма, федераци шайĕнчен почта ĕçченĕсене 2010 çултанпа (ун чух 120 миллион тенкĕ уйăрнă) пулăшаççĕ. Кăçал çапла майпа республикăмăрти почта ĕçченĕсем 90 миллион тенкĕ илнĕ.
Професси уявĕпе республикăмăрти почта ĕçченĕсене чĕререн саламлатпăр, кашни çырăнтару кампанийĕнче ытларах та ытларах «Сувар» çырăнтарма хавхалану, çемьере тăнăçлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр.
«Единая Россия» парти лидерне, РФ Премьер-министрне Владимир Путина РФ Президентне суйланма ноябрьтех (Патшалăх Думине суйлавсем иртиччен) кандидата тăратассине парти съезчĕн иккĕмĕш пайĕнче йĕркелĕç единороссем.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Иртнĕ эрнере Владимир Путин хăйĕн кандидатурине Раççей Президентне суйланма тăратасси паллă пулчĕ. Енчен те ăна Президента суйласан Дмитрий Медведев Правительствăна ертсе пыма куçĕ. Çĕршыв ертӳçисем çакăн çинчен суйлавччен (2012 çулхи март) çур çул маларах пĕлтерсе хунине хăш-пĕр экономистсем лару-тăру лăпкă маррипе çыхăнтараççĕ. Инвесторсем кăçал кăна Раççейрен 50 миллиард доллар чухлĕ капиталĕсене каялла кăларнă. Çавăнпа та политикăра йăлтах паллă пулни экономикăна та йĕркене кĕртме пултарнине шута илеççĕ пулмалла пуçлăхсем. Çапах патшалăхăн финанс тытăмне 2008 çулхи кризисра арканма паман Алексей Кудрин отставкăна кайни – шухăшлаттарать.
Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов Кăнтăр Австралири тутарсен общинипе тĕл пулнă. Тутарсем çак континента Китайри Манчьжури провинцийĕнчен 1945 çулта куçса килнĕ.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Машиностроитель кунне сентябрĕн 21-мĕшĕнче «КАИ-Олимп» спорткомплексра чаплăн уявланă. Мероприятие Рустам Минниханов Президент та хутшăннă. Уяв пуçланиччен республика пуçлăхĕ машина тăвакан предприятисен инновациллĕ продукцийĕпе, çамрăксен изобретенийĕсемпе, техника идейисемпе паллашнă. «Республикăн машина тăвакан комплексĕ – Раççей Федерацийĕнче малта пыраканнисенчен пĕри. Унти 150 предприятире 140 пине яхăн çын ĕçлет. Паянхи кун инженер специальноçне суйласа илекенсем тĕрĕс суйлав тăваççĕ», – тенĕ Президент.
Сентябрĕн 22-мĕшĕ «Автомобильсĕр кун» шутланать пулсан та Хусан çулĕсем каллех «пăкăланса» ларчĕç. 2010 çулта Тутарстанра çак кун 31 пин çын машинисене килĕсенче хăварса çуран çӳренĕ. Çавна май республикăри автомобильсен 4 проценчĕ сентябрĕн 22-мĕшĕнче сывлăша вараламан.
Тутарстан автомобилисчĕсем бензин хакĕ ӳснине хирĕç пикетсем ирттереççĕ.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Тутарстан Сингапур компанийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме хатĕр. Çакăн пирки ку эрнере Мускавра иртнĕ Раççейпе Сингапур Правительствисем хушшинчи комиссин ларăвĕнче ТР информатизаципе çыхăну министрĕ Николай Никифоров пĕлтернĕ. Хусантан 35 километрта вырнаçнă ИТ-яла тума шăпах асăннă çĕршыври Ascendas компани пулăшать. Çывăх вăхăтра унта информаци технологийĕсен облаçĕнчи 20 пин специалист ĕçлеме тата пурăнма пуçлĕ. Н.Никифоров шучĕпе Сингапурпа çыхăнса, унăн опытне тĕпе хурса ĕçлени Тутарстанри проекта Раççейре кăна мар, тĕнчере те малта пулма май парать.
Республикăри муниципаллă йĕркеленӳсен хушшинче ирттернĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Ăна «Единая Россия» парти пуçарнипе ТР Экономика министерстви йĕркеленĕ. Иртнĕ эрнекун ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Александр Гусев ертсе пыракан конкурс комиссийĕ пĕр çĕнтерӳçе, виçĕ лауреата тата вун пĕр дипломанта палăртнă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 9.
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08