Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Хыпарсен ярăмĕ

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Пур çул та хаклă
Кăçал Тутарстанăн çул-йĕр отраслĕ валли федераллă, республика тата муниципаллă бюджетсенчен 16 миллиард тенке яхăн уйăрма палăртнă. ТР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, пысăк çулсем те, пĕчĕккисем те укçасăр юлмĕç. Федераллă трассăсене те, выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем патне пыракан çулсене те, хваттерсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă наци проекчĕпе тунă микрорайонсенчи çулсене те юсама е çĕнĕрен тума палăртнă.
Çĕнĕ техника
Февраль уйăхĕнче Сарман районĕнче иртекен республикăри семинар-канашлăва Раççейри 50 яхăн ял хуçалăх техникин производителĕсене чĕннĕ. Тутарстансене хăйсен продукцийĕпе мускавсем, питĕрсем, ростовчансем тата сибиряксем паллаштарĕç. ТР Ял хуçалăх тата апат-çимĕç министерствинче шутланă тăрăх, семинарта ТР АПК ĕçченĕсем хăйсен тупăшĕсене кура тракторсемпе комбайнсем туянма пултарĕç.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

ЯРĂНМА ХĂРУШĂ
Январĕн 27 тата 28-мĕшĕсенче Тутарстанри Мензеле тата Пĕкĕлме районĕсенче пилĕк ача юр айне пулса вилнĕ. Пĕрремĕш хутĕнче саккăрмĕш класра вĕренекен шырлан хĕрринче ярăннă та ăна икĕ метр хулăнăш юр сийĕ хупласа хунă. Юлташĕсем арçын ачана пулăшайман. Пушар чаçĕн сотрудникĕсем килсе çитиччен вăл сывлăш çитменнипе вилнĕ. Пĕкĕлмере 9-16 çулсенчи тăхăр шкул ачи ту çинчен йĕлтĕрсемпе тата çунашкасемпе ярăннă, тăххăрăшĕ те юр айне пулнă. Иккĕшĕ юр айĕнчен хăйсемех тухма пултарнă тата тепĕр иккĕшне юнашар пулнă аслисем туртса кăларнă. Юр айне юлнă пиллĕкĕшне вара килсе çитнĕ спасательсем туртса кăларнă, анчах та ку вăхăт тĕлне тăватă ачи вилсе те кайнă, пиллĕкмĕшне вара хула больницин реанимаци уйрăмне илсе ăсатнă. Вилнисене юнкун пытарчĕç.
ЧИ НУМАЙ НАЛОГ
Тутарстан çĕршыв бюджетне пуринчен ытла тупăш паракан вунă регион шутне кĕнĕ.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

ÇИЛ–ТĂМАН
Çакăн пек юр çуни ватăсем те чылайранпа пулман теççĕ. Икĕ-виçĕ талăкра Тутарстанра 20-25 сантиметр юр çурĕ, çакă уйăхри нормăпа танлашать. Тапхăр-тапхăр çил çеккунтра 20 метр хăвăртлăхпа вĕрчĕ. Çил-тăмана пула çулсем çинче хӳсе лартнă юр вырăн-вырăнпа 50 сантиметра та çитрĕ.
Шăматкун та çакăн пек çанталăка кĕтеççĕ синоптиксем. Автомобилистсене çул çинче тимлĕрех пулма ыйтатпăр.
ТӲЛЕТТЕРНĔ
ТР Патшалăх инспекцийĕн тĕрĕслевĕсем хыççăн республикăри организацисенче ĕçлекенсем 123,76 миллион тенкĕ вăхăтра паман ĕç укçи илнĕ. Пурĕ 395 субъектра 23569 ĕçченĕн ĕç укçине тытса чарнине палăртнă. Ĕç паракансене тӳлеттернĕ штрафсен пĕтĕмĕшле сумми 2212,5 пин тенке çитнĕ. Унсăр пуçне, прокуратурăна органĕсене çынсене уголовнăй явап тыттарма – 6 материал, судсене 26 административлă протокол ярса панă.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Раççейĕн тиев машинисем тăвакан лидерĕ «КАМАЗ» УАО Индире производство йĕркелеме палăртнă. Компанин аналитикĕсем хак панă тăрăх, ку çĕршывăн экономики – тĕнчере чи хăвăрт аталанаканнисенчен пĕри, халăх йышĕпе вара (1 миллиард ытла çын) Инди иккĕмĕш вырăн йышăнать. Индири тиев машинисен рынокĕнче Европăпа Китай тата вырăнти предприятисем хушшинче çирĕп конкуренци пырать пулин те, «КамАЗ» та унта хăйĕн вырăнне тупасшăн.
 
Тутарстан РФ Президенчĕн суйлавне ирттерме федераци бюджетĕнчен 92 миллион тенкĕ илĕ. 65 пин открепитель удостоверенийĕ республикăна килсе те çитнĕ, ку эрнере вĕсене территорисенчи суйлав комиссийĕсенче пама пуçланă. ТР ТСК председателĕ Анатолий Фомин пĕлтернĕ тăрăх, президент суйлавне Патшалăх Думиннипе танлаштарсан, ирттерме çăмăлрах пулать, анчах та малашне вĕсене тĕрлĕ вăхăта палăртсан лайăхрах пулмалла.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

ЫРĂ ĔÇ
Иртнĕ юнкун Хусан Кремлĕнче республикăн Ыр кăмăллăх ĕçĕсен канашĕн пĕтĕмлетӳ ларăвĕ иртнĕ, ăна Тутарстан Президенчĕ ертсе пынă. Минтимер Шаймиев нушаллисене пулăшу парас ĕçе хутшăннă мĕнпур çынна тав турĕ. «Ыр кăмăллăх çулталăкне пурнăçламалли плансен пуçламăшĕ кăна тесе шутлăпăр, – тесе каларĕ республика лидерĕ, – 2008 çулта Раççейре Çемье çулталăкĕ иртмелле. Çавăнпа та ырă ĕçсем малалла тăсăлĕç-ха». Ку ларурах Президент Тутарстанри Çемье çулталăкĕн логотипне «ансатлăхĕпе илĕртет» тесе палăртрĕ.
ЙĔРКЕНЕ ПĂСНĂ
ТР Прокуратури 2007 çулта «Сывлăх» тата «Вĕрентӳ» нацпроектсене пурнăçа кĕртнĕ чухне 205 хутчен закона пăснине палăртнă. Ăнсăртсем медиксемпе педагогсене ĕç укçи тӳлессипе, çурату сертификачĕсем парассипе, учрежденисем нацпроектсен йĕркипе килнĕ укçа-тенке тăкаклассипе çыхăннă.

Текста малалла вулăр...

КĔСКЕН

Юлашки пĕтĕмлетӳсем тăрăх çĕнĕ йыхраври Патшалăх Думине (çитес тунтикун ĕçлеме тытăнать) Тутарстанран тата тепĕр, вун пиллĕкмĕш, депутат кĕнĕ . Унччен эпир пĕлтернĕ 14 «единорос»-депутатсăр пуçне Раççей парламентĕнче пирĕн республикăран Аднан Музыкаев та, «Справедливая Россия» партирен, ĕçлеме тытăнĕ. Вăл республикăн Çырчалли тата нефть уçлакан районсенче суйланма тăнă та «Справедливая Россия» Думăра çĕнсе илнĕ 38 вырăнтан пĕрне йышăнĕ.
Тутарстанăн 45 суту-илӳ çурчĕ кăçалхи тăхăр уйăхра 5 миллиард долларлăх япала сутнă, вĕсенчен 6-шĕ инçетри чикĕ леш енчи çĕршывсенче, 6 – СНГ çĕршывĕсенче, 33 – Раççей регионĕсенче вырнаçнă. Тавар çаврăмĕн калăпăшĕпе чи малта пыраканнисем – Турцири, Тольяттири тата Саратоври суту-илӳ çурчĕсем. Анчах та суту-илӳ çурчĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă чухне ТР промышленноçпа суту-илӳ министрĕ Александр Когогин палăртнă тăрăх, лайăх сутма пĕлни вăл – веçех мар-ха, чи кирли – Тутарстан таварĕсене тулашри рынока кăларасси тата республикăна инвестицисем илсе килесси.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Раççей ШĔМĕ апат-çимĕç хакĕсене искусствăлла майпа ӳстернине йывăр преступленисен шутне кĕртекен закон проекчĕ хатĕрлесе кăларнă, уншăн малашне уголовнăй явап тыттарса 6 çуллăха хупма пултараççĕ. Халĕ ăна тĕрлĕ инстанцисенче тĕпчеççĕ, ун хыççăн вара Патшалăх Думине яма палăртнă. Çакăнсăр пуçне ШĔМ «пĕр кунлăх» фирмăсемпе тĕплĕнрех кĕрешмелли çинчен калать. Тĕрлĕ тĕрĕслевсем кăтартнă тăрăх, шăпах ку йышши фирмăсемпе усă курса нумай пулмасть апат-çимĕç хакĕсене ӳстерсе янă. Пĕтĕмĕшле илсен 2007 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче РФ ШĔМ сотрудникĕсем потребитель рынокĕнче 54 пин преступлени уçса панă.
РФ сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Татьяна Голикова 2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре граждансен льготăллă категорийĕсене эмелсемпе çĕнĕ йĕркепе тивĕçтерсе тăма пуçласси çинчен пĕлтернĕ.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Декабрĕн 2-мĕшĕнче Мускав вăхăчĕпе 21 сехетре РФ Тĕп суйлав комиссийĕ Патшалăх Думин суйлавĕн малтанхи кăтартăвĕсене пĕлтерĕ. Сасăлавăн официаллă кăтартăвĕсене вара, закон ăна валли 15 кун парать пулсан та, темиçе кун хушшинчех шутласа хатĕрлеме палăртнă. Унсăр пуçне суйлав участокĕнчен тухакансем хушшинче Раççейри виçĕ чи пысăк социологи компанийĕ ятарлă ыйтăм ирттерсе хыпарласа тăрĕ. Çакна закон хирĕçлемест.
2008 çулта Тутарстанра пурăнмалли çуртсене тĕпрен юсама 4,8 миллиард тенкĕ тăкаклама палăртнă. ТР Cтроительство, архитектура тата ÇКХ министерствин кăтартăвĕсемпе килĕшӳллĕн, муниципаллă йĕркеленӳсен заявкисем тăрăх тĕплĕ юсав программине 2223 нумай хваттерлĕ çурт кĕнĕ, вăл шутра пĕр хутлисем – 30, икĕ хутлисем – 786, виçĕ-тăватă хутлисем – 291, пилĕк хутлисем – 739, тăхăр тата ытларах хутлисем – 387.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Тутарстанри медицина учрежденийĕсем кăçал «Сывлăх» нацпроект йĕркипе 222 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ диагностика оборудованийĕ илĕç. 213 миллион тенкĕлĕх 139 единица оборудовани республикăна килнĕ, вăл шутра 30 УЗИ-аппарат, 19 флюорограф, 15 рентген комплексĕ. Тутарстанри тăватă медицина учрежденийĕ 580 пациента кăткăс технологиллĕ пулăшу пама патшалăх заказĕ илнĕ: РКБ –нейрохирурги профилĕпе, ДРКБ – нейрохирургипе тата чĕрепе юн тымар хирургийĕпе, МКДЦ – чĕрепе юн тымар хирургийĕпе, НИЦТ ВТО – травматологипе тата ортопедипе.
Тутарстанри ялсенче пурăнакан ачасене ку вĕренӳ çулĕнче 218 автобус шкула турттарма пуçланă. 203 автобус муниципаллă районсене ăсатма та ĕлкĕрнĕ, иртнĕ эрнере вара республикăна федераллă бюджет укçи-тенкипе туяннă 7 автобус тата республика туяннă 8 автобус килсе çитнĕ. ТР вĕрентӳпе наука министрĕн çумĕн Данил Мустафинăн сăмахĕсенчен, автобуссем 214 маршрутпа çӳреме пуçлаççĕ, вĕсем 5643 вĕренекене 157 шкула турттарĕç.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Ноябрь уявĕсен вăхăтĕнче тутарстансем тăватă кун канĕç. Ноябрĕн 4-мĕшĕ, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ, кăçал вырсарникуна килнине пула Ĕç кодексĕпе килĕшӳллĕн канмалли кун тунтикуна куçать. Ытларикун, ноябрĕн 6-мĕшĕнче вара ТР Конституци кунне паллă тăвăпăр. Çавăнпа та 3-мĕшĕнчен пуçласа 7-мĕшĕччен канатпăр. Ноябрĕн 7-мĕшĕ ĕлĕкхи пек уяв мар, çавăнпа та ĕçе тухма тивет.
Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре ĕç пенсийĕн тĕп пайĕ 30 процента ӳссе 1560 тенке çитет, 2008 çулхи августран – 1794 тенке. Инвалидсем, пăхакана çухатнисем тата ытти категорисем илсе тăракан пенсисен тĕп пайĕ те пропорципе пысăкланмалла. 2008 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен льготăсене укçана çавăрнипе çыхăннă уйăхсерен парăнакан тӳлевсене те ӳстерме палăртнă.
Тутарстан 2012 çул тĕлне Раççейре сĕт сутассин тӳпине хальхи 8,3 процентран 10 таран çĕклеме палăртнă.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРРĂМĔ

ТР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем республикăн 2010 çулчченхи экономика аталанăвĕн прогнозне сӳтсе явнă май Тутарстан çыннисен ĕç укçисене тата тупăшĕсене ӳстересси çинчен нумай каларĕç. Экономикăна аталантармасăр ĕç укçисене те ӳстерме май çуккине шута илсе, 2010 çул тĕлне республикăра промышленность производствин калăпăшне кăçалхипе танлаштарсан 40 процента, ĕç пахалăхне 1,5 хутчен ӳстерме палăртнă. Çитес çул регионти пĕтĕмĕшле тупăш калăпăшĕ 756 миллиард тенкĕпе танлашмалла, 2010 çул тĕлне вара 900 миллиарда çитмелле.
РФ транспорт министрĕ Игорь Левитин тата ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов иртнĕ эрнере М7 федераллă трасса çинчи юсаса çĕнетнĕ пилĕк километр тăршшĕ участока уçрĕç. Çывăх вăхăтра вара «Хусан – Çырчалли» çулне тĕппипех юсасси çинчен каларĕç. Левитин Раççейпе Казахстан «Китай – Казахстан – Раççей» тĕнче шайĕнчи çĕнĕ транспорт коридорне уçасси çинчен калаçса татăлнине аса илтерчĕ, вăл Хусан тата Оренбург витĕр иртĕ, çавăнпа та «М7 федераллă трассăна пурпĕрех йĕркене кĕртмелле».

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

ТР Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви «хĕрӳ лини» телефонĕ уçнă, унпа усă курса республика гражданĕсем хăйсене интереслентерекен ыйтусене пама пултараççĕ. Ыйтусене пилĕк пая уйăрнă: республика территорийĕнче «Раççей гражданĕсене – йӳнĕ тата хăтлă хваттер» нацин приоритетлă проекчĕ пурнăçа кĕрсе пыни; граждансен уйрăм категорийĕсене çурт-йĕр сертификачĕсем пани; çурт-йĕр фончĕн тĕплĕ юсавне ирттересси; тариф улшăнăвĕ; çурт-йĕр хуçисен юлташлăхĕсене йĕркелесси. Министерство специалисчĕсем адрессатсене çырупа е Тутарстан Правительствин порталĕ урлă хурав парĕç. «Хĕрӳ лини» телефонĕ: (843) 231-15-77.
Иртнĕ эрнере «Алабуга» ятарлă экономика зонин резиденчĕн статусне тата виçĕ предприяти илнĕ. «Роквул-Волга» тулли мар яваплăхлă общество кунта минераллă вата тăвакан завод уçасшăн.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Иртнĕ эрнере Раççей гражданла оборона системи 75 çул тултарчĕ. Ăна 1932 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче туса хунă. Малтанхи тапхăрсенче вăл ытларах çар ĕçĕсене туса пынă пулсан, юлашки çулсенче унăн тивĕçĕсен шутне экономика тата социаллă функцисем те кĕнĕ. Тутарстан Республикин гражданла оборона системи Раççейре хăй тытăмĕнче яланах чи малта пыраканнисенчен пĕри пулнă. Республикăра пысăк промышленность предприятийĕсем нумай, вĕсенче техногенлă катастрофăсем пулас хăрушлăха чакарас тĕлĕшпе нумай тăрăшаççĕ кунта. Уяв умĕн гражданла оборона системин ĕçченĕсене ТР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Рафис Хабибуллин саламларĕ.
ТР Министрсен Кабинечĕ муниципаллă йĕркеленӳсен чиккисене куçарас пуçарупа тухнă. Улшăнусем Хусанта, Çӳлту, Лайăш тата Пĕтреç районĕсенче пулмалла.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Ку эрнере «Единая Россия» партин съездĕнче Владимир Путин РФ Патшалăх Думине суйланма парти списокне ертсе пыма килĕшни çинчен пĕлтерчĕ. Единороссен федераллă списокĕн пĕрремĕш тройкинче пĕр хушамат – Владимир Путин кăна пулать. Парти ертӳçисем вара пурте регионсенчи списоксене ертсе пырĕç. Çакăнсăр пуçне тата Путин 2008 çулхи РФ Президенчĕн суйлавĕ хыççăн Правительствăна ертсе пыма хирĕç марри çинчен те каларĕ. «Ăна валли икĕ услови пулмалла: «Единая Россия» кăçалхи декабрĕн 2-мĕшĕнче иртекен суйлавра çĕнтермелле тата «тӳрĕ кăмăллă, ĕçлеме пултаракан, çĕнĕлле шухăшлакан» çын президента суйланмалла», – терĕ вăл.
Политика партийĕсен Тутарстанри 16 уйрăмран 9-шĕ сентябрь вĕçĕ тĕлне Патшалăх Думине кандидатсем тăратассине тата регионти лидерсене палăртассине татса пачĕç. «Единая Россия» партирен суйланакан кандидатсен списокне Тутарстан Президенчĕ Минтимер Шаймиев ертсе пырать; вырăнти коммунистсен лидерĕ – Мускавран килнĕ, пĕр пысăк банкăн директорсен канашĕн председателĕ Андрей Иваницкий; ЛДПРăн Тутарстанри представителĕ – «Александр ЛТД» компанисен ушкăнĕн хуçи Александр Сергеев; СПС лидерĕ – ТР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Таркаев; «Справедливая Россиян» икĕ списокне Патшалăх Канашĕн депутачĕ Флюра Зиятдинова тата Федераци Канашĕн Чечняран тăратнă членĕ Аднан Музыкаев ертсе пыраççĕ; Тутарстанри «Яблоко» представителĕ – ТР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Штанин.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Ку çул вĕçлениччен Хусанта нефтехимипе биотехнологисен тĕлĕшпе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен «Химград» технополис уçăлмалла. Пысăк объект 130 пин тăваткал метр лаптăклă территори çинче (унччен кунта «Тасма» завод пулнă) вырнаçĕ, кăткăс нефтехими технологийĕсен паркне тума 12,5 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. «Химград» тăвассипе çыхăннă тăкаксем хăвăрт таврăнмалла тесе шутлаççĕ кунта, мĕншĕн тесен технополис çулталăкне 16 миллиард тенкĕлĕх тавар тума тытăнĕ, тĕрлĕ шайри бюджетсене вара 3 миллиард тенкĕ таран налогсем кĕрĕç.
ТР Обществăлла палатинче донор юнĕ çителĕклĕ пулманнине сӳтсе явнă. Республикăри юн илекен станцин тĕп врачĕ Евгений Сидорук пĕлтернĕ тăрăх, юлашки 10 çул хушшинче çĕршывра донорсен шучĕ икĕ хут чакнă, юн компоненчĕсене шыракансен шучĕ вара самаях ӳснĕ.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Сентябрĕн 19-мĕшĕ тĕлне республикăра кĕрхи культурăсене планра палăртнинчен 90 процент лаптăксем çинче акса пĕтернĕ. Пĕтĕмĕшле илсен кăçал кĕрхисем валли 667,7 пин гектар ытла лаптăк уйăрнă. 17 районти çĕр ĕçченĕсем çак кун тĕлне ĕçе вĕçленĕ. Пăвасем, элметсем, менделеевскисем, çĕпрелсем те юлашки гектарсем çинче тăрăшаççĕ.
Сентябрĕн 12-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче «Çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсен пуххин 2008 çулхи чи пысăк хакĕсене çирĕплетесси çинчен» ТР законĕн проектне çирĕплетрĕç. Проектпа килĕшӳллĕн, çитес çул Тутарстанра пĕтĕмĕшле çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсен хакĕсем 15,7 процент ӳсмелле.

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче ТР сывлăх сыхлав министрне Камиль Зыятдинова должноçĕнчен хăтарасси çинчен Тутарстан Президенчĕн Указĕ тухнă. Малашне вăл Хусан патшалăх медицина академийĕн ректорĕнче ĕçлеме тытăнать. Çак кунах ăна Федерацин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану агентствин ертӳçин çумĕ Николай Володин асăннă вĕрентӳ заведенийĕн коллективĕпе паллаштарнă.
2007 çул вĕçлениччен Тутарстанри 137 яла асфальтлă çул кĕртме палăртнă. Чи малтанах çулсене 300 çынран ытларах пурăнакан ялсене çитереççĕ. Çулсем тунă çĕрте Тутарстанра çĕнĕ йышши техникăпа ытларах усă курма тытăннине те палăртмалла. Тĕслĕхрен, тĕрлĕ йышши кăткăс аппаратура вырнаçтарнă «Титан» асфальтоукладчик çулсене хăвăртрах тата пысăк пахалăхпа тума май парать.
«Нижнекамскнефтехим» УАО генеральнăй директорĕ Владимир Бусыгин нумай пулмасть çăмăл атлетикăн тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕ Екатерина Волковăна виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер уççи пачĕ.

Текста малалла вулăр...

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Сентябрĕн 3-мĕшĕ тĕлне республикăра 1405,6 пин гектар лаптăк çинчен тыр-пул пухса кĕртнĕ, çакă мĕнпур лаптăкăн 90 проценчĕпе танлашать. Пĕтĕмĕшле 4 миллион та 338 пине яхăн тĕш тырă çапса илнĕ, ку кăтарту пĕлтĕрхинчен 346 пин тонна ытларах. Республикипе илсен вăтам тухăçлăх гектартан 30,9 центнерпа танлашать, 2006 çулта ку кăтарту 29,3 центнер пулнă.
Çĕршывĕпе илсен вара, эрне пуçламăшĕ тĕлне çĕр ĕçченĕсем 63,2 миллион тонна тĕш тырă çапса илнĕ пулнă, пĕлтĕрхинчен çакă 8,4 миллион тонна ытларах. Вăтам тухăçлăх гектартан 22,6 центнерпа танлашать.
Тĕнче банкĕ Тутарстана ялсенче çулсем тума тата юсаса çĕнетме 100 миллион евро таран заем пама хатĕр. Çакăн çинчен ТР Премьер-министрĕпе Рустам Миннихановпа тĕлпулу ирттернĕ чухне Тĕнче банкĕн Раççейри уйрăмĕн директорĕ Клаус Роланд пĕлтернĕ. Роланд сăмахĕсенчен, финанс пулăшăвĕсĕр пуçне Тĕнче банкĕ Тутарстана ял тăрăхĕнче çул-йĕр тумалли тата юсаса çĕнетмелли çĕнĕ технологисене алла илме пулăшĕ, мĕншĕн тесен вĕсенчен республикăн экономика аталанăвĕ тата ӳсĕмĕ питĕ нумай килет.

Текста малалла вулăр...

Хыпарсен ярăмĕ

Ытларикун çуллахи каникул хыççăн Хусанта пуçласа ТР Тĕп суйлав комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. ТР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ А.Фомин пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 2-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Патшалăх Думин суйлавĕ хăçан иртесси пирки пĕлтерекен Указĕ тухас срок вĕçленет. Анатолий Фомин шучĕпе суйлав декабрĕн 2-мĕшĕнче иртмелле, анчах та В.В.Путин ăна урăх куна та палăртма пултарать. Паянхи кун Тутарстанра Раççейри политика партийĕсен 16 уйрăмĕ суйлава хатĕр. Çитес суйлав кампанийĕнче партисене 400 миллион тенкĕрен ытла мар укçа-тенкĕ тăкаклама ирĕк панă. А.Фомин каланă тăрăх, республикăра 2900 суйлав участокĕ йĕркелĕç. РФ Патшалăх Думине депутатсем суйланипе пĕрлех Тутарстанра çав кунах муниципаллă йĕркеленӳсен канашĕсене те суйлав иртмелле.
Тутарстан уй-хирĕсенче пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртес ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ.

Текста малалла вулăр...

Хыпарсен ярăмĕ

ТР Президенчĕ М.Ш.Шаймиев ытларикун Нурлат районне çитсе курчĕ. Чи малтан Минтимер Шарипович уй-хирсенчи вырма ĕçĕсемпе паллашрĕ. Республика ертӳçи хирсем çум курăксăр, паха тухăçлă пулнине, механизаторсем килĕштерсе ĕçленине ырларĕ. Президент районти ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулса калаçрĕ, халăх вĕсем патне мĕнле ыйтусемпе пыни пирки интересленчĕ. Социаллă ипотека программипе хута янă çуртри хваттерсене хак пама, çулталăк каялла уçăлнă «Ледок» пăр керменне, «ТатРИТЭКнефть» НГДУн администраципе спорт комплексне, Нурлатри 10№ шкул-гимназине çитсе курма та ĕлкĕрчĕ Президент. Нурлат районĕн аталанăвĕпе М.Шаймиев пекех çак кун кунта пулнă ТР Премьер-министрĕн çумĕ – ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов та, ТР архитектура, строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ М.Хуснуллин та, ТР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ И.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10.
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08