Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Чăвашăн сумлă çыннисем

ПУРĂНАССИ – УЙ УРЛĂ КАÇАССИ МАР

Алексеевски районĕнчи Анат Кăтрата урамĕ тăрăх вĕт-шакăрсем урлă-пирлĕ чупаççĕ, пĕрмай пĕр сăмах кăшкăраççĕ:
– Аксу районĕнчи Савкаç ялĕнчен концерт килет! Клуб умĕнче пĕлтерӳ пур! Концерт килет! Концерт килет! – янăрать урамра.
Кун пек хыпар ял халăхне те савăнтарать. Концертсемпе спектакльсем ялта та тăтăшах иртеççĕ пулин те ют районтан артистсем килни хутран-ситрен çеç пулать çав.
Çак хыпара илтсен Микулай Сторожев ачи Микулай та (ăна ашшĕне хисеплесе ун ятнех панă) клуба кайма хатĕрленме пуçлать – чи тирпейлĕ тумтирĕсене утюгпа якатса тумбочка çине майлаштарса хурать. Каç пулсан вара, юлташĕсем вĕсен умĕнче пухăнсан, тумланса урама тухать.
– Ха, Савкаç хĕрĕсене илĕртмелĕх чипер тумланнă эсĕ, – йĕкĕлтетеççĕ юлташĕсем. – Элле пĕр-пĕр хĕрне ху майлă çавăрма кăмăлу пур-и?

Текста малалла вулăр...
■ Григорий ТЯМАНОВ-АКТАШ.
Аксу районĕ,
Кивĕ Киремет.

ĔÇ ÇЫННА ИЛЕМ КӲРЕТ

Ял варринче пĕр ăмсанмаллах мар çурт таврашне нумай халăх пуçтарăннă, çамрăккисем те, ватă енне сулăннисем те пур унта. Пĕрин аллинче кĕрепле, теприн – сенĕк. Хăшĕсем пăяв-вĕрен, теприсем кивĕ сăхман-аçам йăтнă. Вĕсем мĕншĕн пуçтарăнни каламасăрах паллă: çамрăкраххисем пӳрт тăррине хăпарнă, çурт çине витнĕ улăма пусарса тăракан вĕрлĕксене антараççĕ те путса-шăтса пĕтнĕ кивĕ улăма якатса тирпейлеççĕ, урăх улăмпа витес тесе хăтланаççĕ. Улăмĕ ăçта-ши вара? Ниçта та çĕнĕ улăм курăнмасть.
– Ку тăрăшуллă ача колхоз фермисенчен кăларса тăкнă навус çинчен улăм пуçтарса турттарчĕ, çавна витес тет пулĕ, – тет урамăн тепĕр енче калаçса тăракан Ваççук мучи хăйĕнпе чикарккă туртма чарăннă Йăкăнат пиччене.
– Çапла-тăр ĕнтĕ, – хуравлать ăна тепри. – Колхоз улăм та памасть вĕт хуть, мĕнпе витĕн пӳрт-çуртна.

Текста малалла вулăр...
■ Григорий ТЯМАНОВ–АКТАШ.
Аксу районĕ,
Кивĕ Киремет.

ЖУРНАЛИСТИКĂНА ЧУНТАН ПАРĂННĂ

Чĕмпĕр – чăвашсемшĕн сăваплă çĕр. И.Я.Яковлев уçнă тата ĕçленĕ «университетра» чăвашсен профессиллĕ музыкипе сăнарлă ӳнерĕ пуçланнă, чăваш гуманитари пĕлĕвĕсен никĕсĕ хывăннă, тăван литературăмăр амаланнă, куçару ăсталăхĕ аталаннă. Чăваш хорĕ те, опери те çакăнтах тĕвĕленнĕ. Мĕн чухлĕ паллă çын тухман-ши кунтан? Пĕрремĕш чăваш журналисчĕсем те çак йышранах тухнă. Вĕсем Н.Никольский Хусанта 1906 çулта уçнă «Хыпар» хаçатра ĕçлеме пуçланă.
Чĕмпĕр тăрăхĕнче чăвашла хаçат кăларас шухăш та XIX ĕмĕр вĕçĕнчех пулнă. Паллă чăваш этнографĕ, çыравçи И.Юркин 1899 çулта пичет енĕпе ĕçлекен тĕп управленирен «Пулхар» ятлă хаçат кăларма ирĕк ыйтнă, анчах ăна хирĕçленĕ.
И.Юркин чăваш усламçисенчен те пулăшу ыйтса пăхнă – усси пулман. Хăш енчен те пулин пулăшу пулнă-тăк, пĕрремĕш чăваш хаçачĕ Чĕмпĕрте тухмаллаччĕ.

Текста малалла вулăр...

ХАЛĂХ ВĂЙĔПЕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă салтаксене лартнă палăксене Грузире сирпĕтсе аркатнă вăхăтра Тутарстанри Тăхăрьялта паттăр ентешĕсене халалласа Асăну хăми уçрĕç. Çĕр ĕçченĕ пуçарнă ырă ĕçе нимĕн те кансĕрлеймест, хаяр сивĕ те палăк уçмалли кун çывхарнă май чакса пычĕ. Декабрĕн 25-мĕшĕнче Пăва районĕнчи Раккассинче Валентин Андреевич Урташа халалланă стелăна чаплă лару-тăрура уçрĕç.
Мероприятие Пăва муниципаллă районĕн пуçлăхĕ Рафаэль Абузяров, унăн çумĕ, районти Чăваш наципе культура центрĕн ертӳçи Владимир Бабайкин, Хусантан, Шупашкартан, Ульяновскран килнĕ хăнасем, районти чăвашсем пурăнакан ял хутлăхĕн ертӳçисем, культура ĕçченĕсем, таврапĕлӳçĕсем, вĕрентекенсем, Тăхăрьял поэчĕсемпе халăхĕ хутшăнчĕç.
Пысăках мар Раккасси ялĕ варринче тимĕртен эрешлесе тĕрленĕ карта варринче çӳллех те мар, çирĕп, тĕреклĕ палăк ларать.

Текста малалла вулăр...

ПĔР ШИТЕ ТЕ ЧАКМАН АТАМАН

Тутарстанри Наказной Атаман, Лейб-гвардин тата казачество çарĕсен генерал-майорĕ пĕр интервьюра: «Доброволецсен Пĕрремĕш Мобильлĕ Корпусĕн тата Раççей Федерацийĕнчи мĕнпур казачество йĕркеленĕвĕсен Тутарстанри уйрăмĕн тĕллевĕ – Тăван çĕршывшăн тăрăшасси, экономикăпа социаллă лару-тăрăва лайăхлатасси, ял хуçалăхне, ытти мĕнпур отрасле аталанма пулăшасси, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парасси»,– тенĕччĕ. Уншăн кусем хитре сăмахсем мар – пурнăç принципĕ. Вĕсенчен вара атаман пĕр шит те чакмасть.
«Урăх пăхма пултараймарăм...»
Ăнăçлă бизнесмен, Элкел районĕнчи Тури Çĕньял чăвашĕ Г.Волостнов çуралнă ене нихăçан та биографири пĕр йĕрке пек кăна хакламасть. Вăл уншăн чĕрепе çунать. Çавăнпах пуль ăна, Тольяттири «Лада Восход Плюс» ХАО генеральнăй директорне, Элкел муниципаллă район ертӳçисем 2003 çулта инвестор пулма сĕнсен пĕр иккĕленмесĕр килĕшет.

Текста малалла вулăр...

НИКОЛАЕВĂН ĔÇĔ МАЛАЛЛА ТĂСĂЛАТЬ

Хуть камăн шăпи те шутсăр кăсăк. Мĕншĕн тесен этем пурнăçĕ нумай енлĕ. Вăл – ача, çамрăк çын, арçын е хĕрарăм, атте е анне, асатте е асанне, хресчен, изобретатель, ăсчах, ертӳçĕ, сăвăç, юрăç, ӳнерçĕ... Çапла вĕçĕмсĕр шутлама пулать. Çак чăнлăха эпир паллă çынсем çинчен çырнă кĕнекесенче вулатпăр. Акă, сĕтелĕм çинче тĕслĕхрен те тĕслĕх – В.В.Николаев академикăн çемйипе çывăх ĕçтешĕсем Е.Николаева, В.Иванов, Д. тата Х.Гайнутдиновсем пĕрле тăрăшса «Василий Николаев – слагаемые портрета» çĕнĕ кĕнеке çутта кăларнă. Кĕнекине илем саккунне тата чăваш менталитетне тĕпе хурса йĕркеленĕ, вăл – ытарайми паха. Унта 450 сăнӳкерчĕк кĕнĕ. Çакна курсан, мана Николаевăн шӳтлĕ сăмахĕ аса килчĕ: «Этем кĕнеке вулама тытăниччен ӳкерчĕксем шырать, ӳкерчĕкĕсем тивĕçтерсен малалла кăсăкланать. Анчах хăшĕ-пĕри ӳкерчĕксем пăхнипех çырлахать».

Текста малалла вулăр...
■ Иван ТАРАСОВ.
В.В.Николаев ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Ĕпхӳ хули.

ЫРĂ ĔÇĔН ЧИККИ ÇУК

Тĕлĕнмелле çын вăл – Наратлăра (Пĕкĕлме районĕ) çуралса ӳснĕ Сергей Михайлович Малышев. Чăваш ачи пурнăç çулне хăй тĕллĕн уçса пынă, атте-анне пулăшасса кĕтсе тăман. Шкул пĕтерсен Сергей Пĕкĕлмери индустрипе педагогика техникумне пĕтернĕ, унтан салтакра пулнă, ĕçе вырнаçнă. Кайран Ĕпхӳри патшалăх нефть университетĕнчен вĕренсе тухнă.
Пĕкĕлмери Чăваш наципе культура центрне ертсе пыракан ентешĕмĕр Сергей Михайлович наратлăсене яланах пулăшма хатĕр. Нумаях пулмасть шкула спорт инвентарĕ парнелерĕ, футбол командине нумай пулăшрĕ, шкул музейне евроюсав туса пачĕ, çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтерчĕ.
Виçĕм çул поселок урамне вĕтĕ чул турттарса çул туса пани кăна мĕне тăрать. Пĕр сăмахпа, унăн ырă ĕçĕсене çырса та пĕтерме çук. «Унăн чĕри тăваттă пуль»,– тесе шутлатăп хăш чух ун çинчен, пур çĕре те ĕлкĕрет вĕт.

Текста малалла вулăр...
■ Клавдия МОРОЗОВА.
Пĕкĕлме районĕ,
Наратлă ялĕ.

ЫРĂ ĔÇĔСЕМ АСРА

Иртнĕ эрнере ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ, «Единая Россия» партин Тутарстанри уйрăмĕн ертӳçи Фарид Мухаметшин Теччĕ районĕнче пулса курчĕ.
Кунта вăл Тарханпуç ялĕнче клуб çуртне тата Теччĕри Ленин урамĕнче чылай çул пурăннă Федор Хохлова халалланă мемориал хăмине уçнă çĕре хутшăнчĕ. Федор Андреевич Хохлов ку районти Çĕньялта çуралнă.1967-1977 çулсенче КПСС Теччĕ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ, кунта пурăнакан халăхшăн сахал мар ырă ĕç туса хăварнă. 1977 çулта ăна кӳршĕри Мари АССР обкомĕн иккĕмĕш секретарьне лартнă.
Юлашкинчен ТР парламенчĕн ертӳçи вырăнти Культура çуртĕнче Теччĕ, Пăва, Çĕпрел тата Камско-Устьински районĕсенчи суйлавçăсемпе тĕлпулу ирттерчĕ.

П.АФАНАСЬЕВ: «ЧУНПА ЭПĔ ÇАМРĂК»

Тутарстанри Çарăмсан тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ чи сумлă ентешĕмĕр Порфирий Васильевич Афанасьев кам пулнине ыйтма кирлех те мар пуль паян, ăна пĕлмен чăваш çук тĕнчере. Ун пирки чăваш литературинче П.Хусанкай пекех йĕр хăварнă сӳнми çăлтăр тесен пĕрре те йăнăш мар: тĕрлĕ жанрпа çыракан поэт, прозаик, куçаруçă. Пурнăçăн анлă сукмакĕпе сулмаклăн утакан Порфирий Васильевичăн литературăри çитĕнĕвĕ капашсăр пысăк, вăл – чăвашла, вырăсла, тутарла тухнă 20 кĕнекен авторĕ (чи паллисем: «Чун çути», «Пурăн, юрату», «Сан ятупа», «Хĕвел хапхи», «Юрату çĕршывĕ»), тĕнче, вырăс классикине (В.Шекспира, Г.Лоркăна, Ф.Достоевские, М.Шолохова, Л.Андреева, Л.Леонова, В.Распутинпа В.Ежова), Библири Ветхий Заветăн 15 кĕнекине, ют çĕршыври халăхсен сăввисене чăвашла куçараканĕ. Хисеплĕ ятсем те сахал мар унăн: «Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ», «Чăваш Республикин халăх поэчĕ», Çеçпĕл Мишши, Трубина Мархви, Иван Яковлев, Фатых Карим ячĕллĕ литература премийĕсен тата Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ.

Текста малалла вулăр...

ЫРĂ ĔÇ ПАРХАТАРА ТИВĔÇ

Леонид Брежневăн сакăр Ленин орденĕ пулнă, çак чăвашăн вара – тăххăр. Вăл Совет Союзĕн авиаци промышленноçĕн министрĕ чухне Андриян Николаев космоса вĕçнĕ. Петр Васильевич Дементьев 100 çул каялла Çĕпрел районĕнчи Упире çуралнă. Юбилей мероприятийĕсем икĕ хутчен Социализмла Ĕç Геройĕн тăван çĕрĕнче иртрĕç. Тĕнчери чи вăйлă патшалăхсене хăйĕн сывлăш çар вăйĕсемпе хăратса тăнă çĕршывăн авиапромĕ çинчен паян манса кайнăн туйăнать. Çак ведомствăра 24 çул министр пулса ĕçленĕ чаплă çыннăн палăкне туса хатĕрлекенсене те Çĕпрелĕнче чутах манса каймарĕç.
Июнĕн 9-мĕшĕнче Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи ялĕнчи шкул стени çине Петр Васильевич Дементьевăн асăну хăмине уçнине халалланă савăнăçлă пуху иртрĕ, кăшт каярах икĕ хутчен Совет Союзĕн Социализмла Ĕç Геройĕн бюстне район центрĕнче уçрĕç.

Текста малалла вулăр...

ТĂШМАН ПИРЕ АН ХĂРАТАЙТĂР

Петр Гаврилов-Меречен ятне хаçатăмăра вулакансем аван пĕлеççĕ – унăн сăвви-поэмисем «Суварта» пичетленсех тăраççĕ-çке. Кĕçех 82 çул тултаракан сăвăç республикăри чăвашла кăларăмпа пĕр самантлăха та çыхăну татмасть. Каласа хăварас пулать – Петр Михайлович пирĕн чи хисеплĕ авторсенчен пĕри. Аслă Çĕнтерӳ кунне паллă тунă кунсенче ун пирки уйрăмах ăшшăн калаçас килет: ара, редакципе ӳркенмесĕр çыхăну тытакан ун пек ветеран-автор пĕр алăри пӳрнесемпе шутласа кăларма пулать-çке. Юлашки вăхăтра пултаруллă авторăмăр кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларма хал çитерчĕ. «Сакăр вуннăран каçсан та чунăм ватăласшăн мар-ха», – тет вăл шӳтлесе. ӳссе çитнĕ-çитмен хаяр вăрçă вутне кĕрсе Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тивнĕ ăна. Икĕ хутчен вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулнă вăл, йывăр аманнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин икĕ орденĕн кавалерĕ, 16 медале тивĕçнĕ ветеран нихăçан та кăкăр шаккаса çӳремен, вăрçă хыççăн хĕрĕх çул хушши шкулта ачасене вĕрентнĕ, çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшнă.

Текста малалла вулăр...

 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08