Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Кукша Кĕркури

КУКША КĔРКУРИ

УХМАХ УПĂШКА
Ахманей хĕрĕ кӳршĕ ялти пуян Элентей ывăлне качча тухать.
– Сан хĕрӳ тахçанах качча тухнăччĕ-çке. Мĕншĕн эпĕ ăна юлашки эрнере тăтăшах килĕнте куратăп? – тесе ыйтать Кукша Ахманейрен.
– Виçĕ çул та пурăнаймарĕç пĕрле, тарса килчĕ хĕрĕм. Ăçтан пурăнăн вăл ухмах упăшкапа? – тет лешĕ.
– Вăл ухмах пулнине пĕлме виçĕ çул кирлĕ пулнă-и вара? Эпĕ вăл ăсран тайлăкраххине чиркӳре сан хĕрӳн пӳрнисене икĕ çĕррине те тăхăнтартсанах чухларăм, – тесе хучĕ тет Кукша.
 
ЫЙТМА ВĂТАНАТЬ
Темиçе уйăх туслă çӳреççĕ çамрăк Кукша Кĕркурипе Лешкасри пуян Хветут хĕрĕ.
– Каччăсем тепĕр кунтанах хăйсене качча тухма ыйтатчĕç мана. Анчах хама килĕшекеннине тупаймарăм. Эсĕ акă пур енĕпе те килĕшетĕн, анчах миçе уйăх туслă çӳретпĕр пулин те хăтасем те ямастăн, ыйтмастăн та нимĕн те, – тесе кăмăлсăррăн каласа хурать пĕррехинче хĕр.

Текста малалла вулăр...

КУКША КĔРӲ КУЛАТЬ ХĔРӲ

ХĂТЛАНСА ПĂХМАН
Чăнкă Мирун чикĕ леш енне кайнă тет. Европа хулин илемĕпе киленсе урамсем тăрăх çӳренĕ вăхăтра çакăн патне пĕр çын пырса тухать.
– Каçарăр, тархасшăн, Раççейрен килнĕ эпĕ, – тавăрать Мирун.
– Эпĕ вара социолог. Раççейпе уйрăмах интересленетĕп. Калама пултараймăр-и, хальхи Раççейре ĕç укçипе çеç пурăнма пулать-и?
– Пĕлместĕп, хăтланса пăхман, – тесе мăнкăмăллăн тавăрчĕ тет Чăнкă.
АРÇЫН Е АÇА ÇЕÇ
Чăнкă Мирун ывăлне зоопарка илсе каять. Упăте читлĕхĕ патне пыраççĕ вĕсем.
– Атте, ку мĕнле упăте, хĕрарăм-и, арçын-и? – ыйтать ывăлĕ.
– Ку вăл аçа, – ăнлантарать Мирун.
Тепĕр читлĕх патне куçаççĕ.
– Ак ку арçын-и? – каллех ыйтать ывăлĕ.
– Астуса юл, ывăлăм, камăн укçи пур, çавă арçын.

Текста малалла вулăр...

КУКША КĔРКУРИ

ÇИНĔ ХЫÇÇĂН ÇЫВĂРМА ТА ХАТĔР
Пасара кайсан Кĕркури çĕр выртма аякра пурăнакан тăванĕ патне кĕрет. Хуçи ăна курсан çийĕнчех вырăн сарма тытăнать.
– Çул çинче ывăнса çитнĕ пулĕ ĕнтĕ, сисетĕп – урусем те тытмаççĕ. Халех вырăн сарас та çывăрма выртăпăр, – тет вăл.
– Çапла, çапла. Питĕ ывăнтăм, чăнах та. Малтан апат çиер те унтан вырăн сарса çывăрма выртăпăр, – тет Кукша.
ЛАВА КАМ КАЯТЬ?
Кĕркурин лава кайма черет çитнĕ тет. Çĕрле чылаях шăнтнă, çурçĕр иртсен Кукшан çитĕннĕ ывăлĕ йăпăрт кăна тула тухать те аллисене сăтăркаласа каялла кĕрет.
– Атте, мĕнле вара, ирхине е эпĕ киле юлатăп, е эсĕ лава каятăн? – тесе ыйтать ашшĕнчен.
– Çапла, çапла, ывăлăм. Иккĕшĕнчен пĕрре – е эсĕ лава каятăн, е эпĕ килте юлатăп, – тесе хурать лешĕ.

Текста малалла вулăр...

КУКША КĔРКУРИ

ПУР ÇĔРТЕ ТЕ ÇАПЛА
– Атте, пасарта эпĕ кăнтăртан килнĕ пĕр купсапа калаçрăм. Вĕсем патĕнче каччă пулас арăмне туйчченех курмасть, вăл мĕнле пулнине пĕлмест тет. Тĕрĕс-и вăл, атте? – ыйтать ывăлĕ Кукша Кĕркуринчен.
– Тĕрĕс, ывăлăм, анчах çакă вĕсен патĕнче çеç мар, пур çĕрте те çапла, – хаш сывласа каласа хучĕ тет Кĕркури.
ХАЛЕХ ШУХĂШЛА
Тăрантаспа пасартан таврăнакан Ахманее урамра Кĕркури тĕл пулать.
– Арăмна еркĕнпе тытсан мĕн тунă пулăттăн эсĕ? – тесе ыйтать вăл.
– Пĕлместĕп, – тет Ахманей.
– Лайăхрах шухăшла киле çитиччен, атту нимĕн тума пĕлеймĕн, – тесе хурать Кукша.
ÇӲÇСЕМ ÇИНЧЕН
Тыррине лайăх хакпа сутса янă хыççăн Ахманей хупаха кĕрет, тĕкĕр умĕнче чылайччен çӳçне тураса тăрать.

Текста малалла вулăр...

КУКША КĔРКУРИ

ХЫТĂРАХ КАЛАÇ
Кукша Кĕркури пасара тырă сутма каять. Çул çинче ăна тăрантаспа Ахманей хăваласа çитет.
– Кĕркури, тĕнĕлне мĕншĕн тикĕтлеместĕн, кустăрму чĕриклетет вĕт, – тет вăл.
– Мĕн тетĕн, ăнланмарăм, – тавăрать Кукша.
– Кустăрму чĕриклетет тетĕп! – кăшкăрать Ахманей.
– Мĕн, мĕн, мĕн? Хытăрах калаç эсĕ, манăн кустăрма чĕриклетет.
МАЛАШНЕ ТЕ ÇАПЛА ПУЛТĂР
– Эх, лайăх каччă тупса янă эсĕ, Кĕтерук. Пуян çемьерен, вĕреннĕ çын, учитель, ĕçмест, туртмасть, парнесем парать, премĕк-канфетпа хăналать. Эх, маначчĕ çавăн пекки. Мĕншĕн качча тухмастăн вара эсĕ ăна? – ыйтать Ахманей хĕрĕ Кукша хĕрĕнчен.
– Малашне те çаплах пултăр, ан ĕçтĕр, ан турттăр, парнесемпе, кучченеçсемпе савăнтартăр. Çавăнпа тухмастăп та качча, – терĕ тет Кĕтерук.

Текста малалла вулăр...

КУКША КĔРКУРИ

ХĂТЬ КАМ ПАРСАН ТА
Вăйăра Кукша Кĕркури Лешкасри пуян Кавĕрле хĕрĕпе – Крахьянпа калаçать, хĕре ăсатма пырасшăн пулнине систерет.
– Мĕншĕн ăсатасшăн эсĕ мана? Качча илесшĕн мар-и? – чеен кулса ыйтать хĕр.
– Паллах, качча илесшĕн. Килĕшетĕн пулсан ыранах хăтана яратăп, – тет Кĕркури.
– Мĕншĕн качча илесшĕн эсĕ мана? Атте мана Кайри касри çĕнĕ çурт, виçĕ ĕнепе пĕр лаша, пилĕк çĕр тенкĕ укçа панипе-и? – çавах хăйĕнне перет хĕр.
– Çук, чунăмçăм, хулăм укçине, ытти тупрана сана аçу мар, кам та пулин урăххи парас пулсан та çавах сана качча илесшĕн, – тет Кукша.
ЭСĔ ПУЛНĂ-И?
Вăйăра Кукша Кĕркури Ахманей йăмăкĕ патне пырать, качча тухма сĕнет.
– Мĕн кашни кун тарăхтаратăн? Эпĕ сана ĕнерех: «Çук, санăн нихăçан та пулмастăп терĕм вĕт», – çилленет хĕр.

Текста малалла вулăр...

КУКША КĔРКУРИ

ВĂРĂ ТУССЕМ
Канар утравĕсем çинчен канса таврăннă хыççăн Чăнкă Мирун хăйĕн тусĕсене – çĕнĕ вырăссене – тин çеç миллион çурă тенкĕ парса туяннă çĕнĕ хваттерне пуçтарать, хăна тăвать, чикĕ леш енче мĕн курса çӳрени çинчен каласа мухтанать, çĕнĕ хваттерĕн пӳлĕмĕсене кăтартса çӳрет.
Хăнасем кайсан арăмĕ Мируна вăрçма тытăнать. «Сан тусусем пирĕн киле урăх ура ярса та ан пусчăр!» – тет.
– Мĕн пулчĕ? – тĕлĕнет Мирун.
– Вĕсенчен тахăшĕ сентре çинчен эпĕ иртнĕ эрнере подъездран кăларса килнĕ виçĕ тенкĕлĕх 3 лампочкăна вăрласа кайнă.
«ПИЛЛĔКСЕНЕ» – ЮТ ÇĔРШЫВА
– Ăнлантарса пар мана, мĕншĕн шкулта сана «иккĕ» паллăсем анчах лекеççĕ? – тесе ыйтать Мирун вун виççĕри ывăлĕнчен, унăн дневникне пăхкаласа ларнă май.
– Пĕлместĕп, аттеçĕм.

Текста малалла вулăр...

КУКША КĔРКУРИ

ВĂЙĔ ЮЛМАСТЬ
Ахманей ывăлĕ килĕнчен йĕрсе тухать.
– Мĕн пулчĕ, мĕншĕн макăратăн? – ыйтать унран Кукша ывăлĕ.
– Атте хĕнерĕ, турилккене ӳкерсе çĕмĕрнĕшĕн, епле ыраттарчĕ тата. Сана аçу хĕнемест-и мĕн те пулин çĕмĕрсен?
– Çук, эпĕ çемьере чи кĕçĕнни. Килте кам та пулин тăм чашăк ӳкерсе çĕмĕрсен, атте хĕнеме аслисенчен тытăнать, черет ман пата çитнĕ çĕре унăн вăйĕ юлмасть, – тавăрать Кĕркури ывăлĕ.
АХАЛЬ ЛАРИЧЧЕН
Арăмĕ вилнĕ хыççăн икĕ çултан Кукша Кĕркури тепĕр хут авланса ярать. Туй хыççăн ирхине ирех тăрать вăл, выльăхсене çитерет, ĕнине суса кĕтĕве ăсатать, сывлăмпа анкартине тухса утă çулса пĕтерет, унтан суха тума тытăнать. Кăнтăрла иртсен, хырăмĕ питĕ выçнипе, сĕтел хушшине йывăррăн кĕрсе ларать.
Çав вăхăтра чăлантан куçĕсене сăтăркаласа çĕнĕ арăмĕ тухать:
– Намăссăр, çынсен упăшкисем иртенпех ĕçре, эсĕ вара сĕтел хушшинче ларатăн.

Текста малалла вулăр...

ÇЫВĂХРАХ ПУЛМАЛЛА

Чăнкă Мирун ывăлĕ мĕнле вĕреннине тĕрĕслесе пăхма шутлать, дневникне уçать те ача географипе «иккĕ» паллă илнине курать.
– Чĕн пиçиххи çитмест сана. Мĕн пĕлмерĕн вара? – тесе ыйтать çиллессĕн.
– Сидней хули ăçтине пĕлмерĕм, – ĕсĕклесе ярать ача.
– Сидней хулине? Ара вăл пирĕн Тутарстан Республикипе юнашарах вĕт. Пĕлетĕп. Манпа Сидней хулинчи пĕр корпораци сурăх ашĕпе тивĕçтерме килĕшӳ тунă. Вĕсен представителĕ ман офиса кашни кунах килет. Ыран ыйтатăп та сана пĕтĕмпех каласа паратăп, – тет Мирун.
– Паян темшĕн килмерĕ пирĕн пата Сидней çынни. Юрĕ, хамăрах тупатпăр вăл хулана, – тесе Мирун атлас уçать те Мордови тăрăх пӳрнине шутарма пуçлать.
– Атте, эсĕ чăнах та Сидней хулине шыратăн-и? – ыйтать ывăлĕ.
– Паллах. Инçе пулма тивĕç мар вăл, представитель мотоциклпа килетчĕ пирĕн офиса, – тет Мирун.

Текста малалла вулăр...

Кукша Кĕркури

КĔПĔРЛЕНМЕЛЛЕ МАР

Кĕркури пасарта лав çине хăпарса тăнă та кăшкăрать:
– Кам паян пасарта укçа енчĕкĕ çухатнă, ман пата пырăр. Енчĕкĕ питĕ хитре, симĕс ылтăн чечексемпе тĕрленĕ. Укçи нумай вара. Кĕпĕрленсе ан тăрăр эсир,пĕрерĕн пырăр.
 

СУТУÇĂ

– Эсĕ мĕн паян, Ахманей, кунĕпе пахчара тăратăн? Урăх ĕç çук-и мĕн? – тесе ыйтать Кукша кӳршинчен.
– Тăрăн кунта. Çĕмĕрт чечеке ларчĕ те çĕр çăтасшĕ каччисем пахчана иленчĕç, чечексене татаççĕ çеç, капла пĕр çырла та пулаймĕ. Лайăх-ха сана курни, хырăм та выçрĕ. Эпĕ кĕрсе апатланам, эсĕ кăштах сыхла, – тет лешĕ.
– Юрĕ, сыхлăп, халĕ пысăк ĕç çук-ха. Кунта ырă шăршăпа киленсе тăма лайăх, – килĕшет Кукша.
Ахманей килне кĕрсе каять çеç, пахча умне чаплă тăрантаспа улпут çитсе чарăнать.

Текста малалла вулăр...

КУКША КĔРӲ КУЛАТЬ ХĔРӲ

КĔВĔÇСЕ ВИЛĔР
Сасартăках пач çухалать Чăнкă Мирун. Пĕрер çулталăк иртсен унăн арăмĕ патне тинĕсре тупнă пуш кĕленче савăт илсе килсе параççĕ. Савăтран икĕ хут татки тупаççĕ. Пĕрин çинче Мирун арăмне хăйĕн мĕнпур тусĕсене пуçтарма, тепĕр хут çинче мĕн çырнине вуласа пама хушнă. Акă мĕн çырнă ун çинче: «Эпĕ халĕ те пĕчченех утрав çинче пурăнатăп. Кунта кредитсем те, хурахсем те, ментсем те, банкирсем те, çапăçу-хирĕçӳ те çук. Кĕвĕçсе вилĕр! Чăнкă Мирун.»
УКÇА ШУТА ЮРАТАТЬ
– Атте, эпĕ кинона каясшăн, укçа пар-ха, – ыйтать ывăлĕ Мирунран.
– Пама парăп та, анчах нихçан та манса ан кай, ывăлăм, ваттисем: «Укçа шута юратать», – тенине. Укçа ăçта выртнине пĕлетĕн, кайса ил, анчах перекетлĕ расхутла.
– Мĕн чухлĕ илме юрать вара?
– Мĕн чухлĕ, мĕн чухлĕ.

Текста малалла вулăр...

КУКША КĔРКУРИ КУÇРАН КУЛАТЬ

ТИРКЕКЕНЕ ТИРĔК ТĔПĔ
– Санăн хĕрӳ çитĕнсе кайнă иккен. Вара мĕнле пурăнать? Кама качча патăн? – ыйтать Кĕркури Ахманее тĕл пулса.
– Качча кайман-çке-ха. Вăтăра çитет ĕнтĕ. Пĕчченех пурăнса ирттерет-и, çавах упăшка тупаймасть, – тет Ахманей.
– Авланман хусахсем нумай-çке ялта. Авă, кĕтӳç Ваççа мĕнрен япăх, – тет Кукша.
– Тиркет çав ăна ман хĕрĕм. Чухăн тет.
– Сахрун Петĕрĕ те арăмĕ вилнĕренпе пĕчченех пурăнать ав. Алли ылтăн, çуртне мĕнле чаплă майлаштарса хучĕ.
– Ватăрах тесе тиркет ăна ман Альтук, – тет Ахманей.
– Вĕçкĕн Улатимĕр тата?
– Вăл ĕçкĕпе иртĕхет тет.
– Тата Макçăм Кирукĕ юлать. Çамрăкскер, хитрескер, вĕреннĕ çын.
– Вăл чăнах та лайăх каччă ĕнтĕ. Анчах ман Альтук çине çаврăнса та пăхмасть çав, – хаш сывларĕ тет Ахманей.

Текста малалла вулăр...

КУКША КĔРКУРИ КУÇРАН КУЛАТЬ

ВИÇĔ ХУТЛĂ БУХГАЛТЕРИ
Чăнкă Мирун çĕнĕ секретаршăна ĕçе йышăнма хатĕрленет.
– Икĕ хутлă бухгалтери туса пыма пĕлетĕн-и? – тесе ыйтать вăл унран.
– Мĕн тума? – чеен кулать чиперкке. – Ку вăл кивелнĕ меслет вĕт. Юлашки ĕç вырăнĕнче эпĕ çĕнĕ, новаторла меслет шухăшласа тупрăм – виçĕ хутлă бухгалтери.
– Мĕнле япала тата ку? – тĕлĕнет Мирун.
– Вĕр-çĕнĕ меслет. Виçĕ кĕнеке çырса пырăнать: пĕри хуçа валли, унта мĕнпур тупăшсем тĕп-тĕрĕс çырăнаççĕ. Иккĕмĕшĕ – акционерсем валли, унта тупăш пачах çырăнмасть. Виççĕмĕшĕ вара, мĕнпур тăкаксене çеç кăтартаканни, налук инспекцийĕ валли.
 
ШУРĂ, ШУРĂ, КĂПĂШКА
Чăнкă Мирунпа Вĕçкĕн Вĕçелис ресторанра сыпса лараççĕ.
– Эпĕ питĕ ăслă çын, – тет Вĕçелис кăшт хĕрсен.

Текста малалла вулăр...

МĔН ВĂЛ ФИЛИАЛ?

Чăнкă Мирун ултă çулти ывăлĕпе хула тăрăх ярăнса çӳрет. Светофор патĕнче чарăннă вăхăтра ывăлĕ çывăхри çурт çинчи вывескăна вуласа ĕлкĕрет.
– Атте, «фи-ли-ал» тени мĕне пĕлтерет? – ыйтать вăл ашшĕнчен.
– Ăçта илтнĕ вара эсĕ ку сăмаха? – тĕлĕнет ашшĕ.
– Ара, леш çурт çинче çырнăччĕ, – хыçалалла сĕлтет ачи.
– А-а-а, Вĕçкĕн Вĕçелис кантурĕ пирки калатăн-çке эсĕ. Мĕнле ăнлантарас-ха сана, ывăлăм. Сăмахран, эсĕ хăвăн ача чухнехи çĕрлехи чӳлмекне астăватăн-и?
– Астăватăп, паллах.
– Вăт сан чӳлмекӳ пирĕн туалетри унитазăн филиалĕ пулать, – ăнлантарса пачĕ тет Мирун.

Кукша кĕрӳ кулать хĕрӳ

ÇАПЛА ХУНĂ
– Ĕнер хушнă ĕçе мĕншĕн халĕ те пурнăçламан эсĕ? Хутсем ĕнерех хатĕрччĕ вĕт, хам алă пусса патăм пурне те, – тустарать тет Чăнкă Мирун секретаршине.
– Ĕлкĕреймерĕм çав, ара хăвăр хутсене пуçхĕрлĕ алă пусса хунă та. Халĕ акă вĕсене çĕнĕрен туса ларатăп, – тӳрре тухма тăрăшать лешĕ.
– Апла эсĕ ăна алă пусма çапла хунă. Штраф сана, ĕç укçинчен тытса юлма тивет, – патлаттарса хурать хуçа.
 
ВИÇĔ КУНТАН ХАТĔРЛЕМЕЛЛЕ
Чăнкă Мирун Испание кайнă тет. Мадридра отельте чарăнать.
– Сире çăвăнма хăçан ванна хатĕрлесе памалла-ши, синьор? – тесе ыйтать унăн горничнăйĕ.
– Ваннăй? Çăвăнма? Аха... шутлатпăр, паян ытларикун, шăматкуна хатĕрлĕр, тархасшăн, – тесе хучĕ тет Мирун.

 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08