ЧЕБАНОВ ПОЭЗИЙĔ
«Хăйĕн чи чаплă хайлавĕсенчен пĕрне – «Праски инке хĕр парать» камитне – çырнă чухне ĕçтешĕм мана час-часах хăйĕн сăввисене кăтартатчĕ, – тесе аса илет литература анинчи çулташĕ Анатолий Юман. – Ман канашсене шута хуратчĕ, тӳрлетӳсене йышăнатчĕ вăл. Халăхăн чунне пăлхатнă камитри юрă сăмахĕсене те Анатолий Сафронович хăех çырнă. Юрий Кудаков композитор, ку юрă кĕввисен авторĕ, чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине тивĕçрĕ».
Анатолий Чебанов литература институтне пĕтермесен те питĕ нумай çырнă, căвăç-çыравçăсем хушшинче ĕçленĕ. Тĕслĕх илсе эп ăна Валентин Урташ юрăçă-сăвăçăпа танлаштарнă пулăттăм. Вăл та питĕ нумай çырнă. Питĕ пултаруллă çынсем те куллен ĕçлемесен хăйсен талантне çухатаççĕ. Çамрăк чухне эп А.С.Пушкинпа К.В.Иванов шкулĕ витĕр тухнă пулсан, çитĕнерехпе – С.
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 3№.)
Тĕрĕссипе, Таиççе халиччен каччăсем çине питех сăнаса та пăхман. Пурте вĕсем уншăн пĕр пекчĕ, уйрăмлăхĕ те – йĕлтĕр çинче мĕнле тăнинче. Енчен те вăл унран хытăрах чупать – маттур, енчен те кая юлать – айван. Шкулта вĕреннĕ чухне пĕр арçын ачана та парăнмастчĕ вăл, пĕри те унран йĕлтĕрпе чупса иртейместчĕ. «Меммесем!» – тесе шутлатчĕ Таиççе пур арçын ача пирки те хăй тĕллĕн.
– Сирĕн хушаматăр – Семенова, ятăр – Таисия, – терĕ каччă, хĕре тĕлĕнтерсе ярсах.
– Тата мĕн пĕлетĕр ман çинчен, каласамăр тархасшăн, – ыйтрĕ хĕр кăсăклансах.
– Аллăра парăр-ха, юмăç пăхса парам эппин, – самантрах Таиççен аллине хăйĕн ал тупанĕ çине хучĕ лешĕ.
Хĕр аллине туртса илесшĕнччĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ – каччă çемçе пӳрнисемпе кăтăкласа унăн ал тупанĕ çинче темĕнле йĕрсем тăрăх çӳретме пуçларĕ.
Текста малалла вулăр...
Пӳрте кĕрсен мĕн сас лайăх?
Ача-пăча сасси лайăх.
(Юрăран).
Черетлĕ кану кунĕсене кам пĕр чăтăмсăр кĕтмест-ши? Эрне вĕçĕнче килекен икĕ кун самантрах иртсе каять-çке – сиссе те юлаймастăн. Ырми-канми ĕçленĕ хыççăн ĕç çынни чăннипех канас тет, çавăнпа та нумайăшĕ çак кĕске вăхăта вырăн çинче е телевизор умĕнче йăваланса ирттерет. Хулара телепрограммăсем тем чухлĕ, пĕринчен тепри ăмăртса кăсăк кăларăмсем сĕнеççĕ – сенкер экранран куçа илмесĕр, çемçе диван çинчен пĕр çĕкленмесĕр пăхса ларасси çеç юлать. Кĕнеке те вулама кирлĕ мар, йăлтах тĕрлĕ-тĕрлĕ телекăларăмсем чăмласа параççĕ – çăтмалла кăна. Кун пек передачăсем тăрăх кĕске хушăрах темĕн чухлĕ хыпар пуçа ыткăнать, анчах вĕсем çил пек вĕçсе кĕрсе, çавăн пекех хăвăрт тухса шăвăнаççĕ. Пĕртте кĕнеке е хаçат-журнал вуласа пĕлнĕ хыпарсем пек нумайлăха асра юласшăн мар.
Текста малалла вулăр...
(Вĕçĕ. Пуçл. 1№.)
Акă, паян хăй те тем вăхăт хушши сивĕ шывра пулса курчĕ, шăлĕсем пĕр-пĕрне лекмесĕр шаккичченех, сивĕ пĕтĕм ăш-чиккине витĕр çапичченех.
– Кун пек шыва кĕнинче ним усси те, савăкĕ те çук. Урăх нихăçан та кĕместĕп, – пĕтĕмлетрĕ хăй шухăшне Витали.
Урамри çынсем тĕлĕнсе: «Мĕн пулчĕ?» – тесе ыйтсан та аллипе пĕве енне кăтартса пĕр чĕнмесĕр чупрĕ Витали, çухрăм ытла хушша хăш вăхăтра чупса тухнине те сисмерĕ. Аллисем шăнса кӳтрĕç пулсан та йĕпе чăлхари урисем вĕриленсе кайрĕç унăн килне çитнĕ çĕре.
Ăна хирĕç тухакан амăшĕ йĕп-йĕпе тумтирпе кĕрекен Виталие курсан куçне чарсах пăрахрĕ.
– Виталь, сана мĕн пулчĕ ара? Урунти атту ăçта? – халтан кайса ыйтрĕ вăл.
– Пĕвере юлчĕ. Шыва анса кайрăмăр пĕвере, – ним пулман пек каласа хучĕ Витали.
Текста малалла вулăр...
Ачасем урок вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Епле кĕтмĕн-ха – кунĕ те эрне вĕçĕнчи, ыран канмалли кун, çитменнине урамра ытла та илемлĕ çанталăк тăрать. Иртенпе хĕвел йăлтăртатса пăхать, кăнтăрла тĕлне, ав, чӳречерен кармашсах ачасене илĕртме пуçларĕ, шап-шурă юр ун çутипе ахах пĕрчи пек çиçсе выртать.
Тинех пурне те йăлăхтарса çитернĕ лачакаллă хура кĕр иртрĕ. Эрнипех самаях сивĕ кунсем хуçаланнăран пылчăклă çулсем типрĕç, шыв лупашкисем ик-виç пӳрне хулăнăш яп-яка пăрпа витĕнчĕç. Çĕр каçа тата мамăк пек кăпăш юр çунăран тавра çуталчĕ, çуртсем, йывăçсем катан пир пек шур çивиттипе пĕркенчĕç – чăн-чăн хĕл кунĕ çитнĕнех туйăнать.
Урамри çанталăк илемне ача-пăча ирхинех туйса илчĕ. Шкула чупнă май çул çинчи ятарласа шăнтнă пек, пăр ярăмĕсене пĕр сиктермесĕр шуса тухрĕç вĕсем, хăш-пĕр аванрах тĕлсенче сумкисене çул хĕрне ывăтсах ярăнчĕç.
Текста малалла вулăр...
Ак çитрĕ, çитрĕ Çĕнĕ çулĕ!
Пуçларĕ шурă юр çума.
Кĕçĕрхи çĕрĕ çутă пулĕ
Чăрăш тавра уяв тума.
Ыр ĕмĕт çеç ăшра çуралтăр,
Шанар татах пуласлăха.
Кашнийĕн çăлтăрĕ çуталтăр,
Çĕн кун пуçланнă вăхăтра!
Тырри-пуллийĕ ăнса пултăр,
Улми-çырли те – авăнса.
Укçи-тенкийĕ хулăнлантăр,
Тинех пурнасчĕ савăнса.
Мĕнех, тулта тăман алхастăр –
Ыран пуçланĕ Çĕнĕ çул!
Уяв куркийĕ ан пушантăр,
Телейлĕ пултăр умри çул.
Хĕл пит лăпкă килчĕ çĕр çине,
Ку кив çулăн усăллă палли.
Вăл пĕлет пуль халăх кăмăлне:
Тĕслĕх пулĕ Çĕнĕ çул валли.
Çын савать сăпайлă пурăнма.
Çут çанталăкран ыйтать çавнах.
Лăпкă чух кун-çул пĕлет ăнма,
Ӳстерет ĕçре те ăс-тăна.
Халь сана кĕтетпĕр, Çĕнĕ çул,
Мĕнлерех эс пулăн-ши килсен?
Эс те хĕл пуçламăш евĕр пул,
Лăпкă кил те лăпкă кай пиртен.
Çакăншăн эпир те суйлавра
Кивĕ çул суйларăмăр хуçа.
Эс çил-тăвăллă пулсан вара
Пурнăç майлашаймĕ çул уçса.
Чи кирли те – ĕç халь ик алла,
Хăтлă пурнăç, савăнăç та чыс.
Çак сăмахсене илт хуçалла,
Аслă çул хĕрринелле ан чыш.
Текста малалла вулăр...
Кайăк евĕрех вĕçсе
Çитрĕ Çĕнĕ çул сатуррăн.
Вăл, паллах, тивлечĕ Туррăн.
Пуç таяр-и хĕмленсе?
Савăнăç курки тулли:
Çĕнĕ çул çитни – телейлĕх.
Çитĕнĕвĕ – тĕлĕнмелĕх,
Чунсенче – хĕвел кулли.
Кивĕ çул та çĕршыва
Пысăк утăмсем пиллерĕ,
Пултарулăхне çĕклерĕ, –
Тивĕçех вăл мухтава.
Пурăнăç аванланни
Туйăнмасть-им сăнасассăн?
Çамрăк йыш ӳсет сăваплăн,
Хурланмасть халь ватăлни.
Илĕртсех тăрать малаш,
Улăп пек вăй хурĕ халăх.
Çĕклĕ хăй чысне чăвашлăх:
Пур çĕршыв халь хурăнташ.
Чыслă пирĕн Тутарстан,
Юмахри пекех хăватлă.
Текста малалла вулăр...
Çӳл тӳперен эрешленсе,
Çут шевлепе кĕмĕлленсе,
Юр пĕрчисем йăлтăртатса
Вĕçсе анаççĕ çуталса.
Кашни кĕтет хĕл килессе –
Çын савăнать илемĕпе.
Ача-пăча сассипеле
Шавлать тăвайкки кунĕпе.
Эрешлĕ пĕркенчĕкĕпе
Витсе хурать уй-хирсене
Хитрелетсе ыр кăмăлпе.
Тавах! Тавах, Хĕл Мучине!
Юр ӳксенех, ухатана
Çӳрет сунарçă вăрмана,
Вĕшле йыттине вăл ертсе
Илмет уçланкинчен иртсе.
Çунатлă урхамахсемпе
Çĕн чĕнтĕрлĕ çунипеле,
Шур юрлă, кĕртлĕ çулсемпе
Çĕн çул килет, ав, сиккипе.
Хавхалантаракан кĕтет –
Асамлăх курăнать санра.
Текста малалла вулăр...
(Вĕçĕ. Пуçл. 20-39, 41-46, 48-51№№.)
«Юлашки ку! Ша! Çĕнĕрен пурăнма тытăнатпăр. Çитĕ аташса», – терĕ Марк Хветурана вĕлернĕ хыççăн.
Чăнах та, юлашки тĕлпулу пулчĕ ку. Марк ăçта çӳренине те пĕлмерĕ ун хыççăн Венера, тĕрĕссипе каласан, унăн хушамачĕпе ашшĕн ятне те ыйтса пĕлеймерĕ. Темиçе уйăх иртнĕ май лăплансах çитнĕччĕ Венера, канлех çывăракан пулнăччĕ. Çуллахи экзаменсем те вĕçленсе пыратчĕç. Консультаци вăхăтĕнчех пысăк аудиторинчен коридора чĕнсе кăларчĕç ăна милиционерсем. Хушаматне, ятне ыйтрĕç те – икĕ аллине çурăм хыçне çавăрса тытрĕç, хăйсемпе илсе кайрĕç…
15
Хура юпа пек пĕр-пĕччен юлчĕ Яков Васильевич тăватă пӳлĕмлĕ пысăк пӳртĕнче. Ватă çын ыйхипе çывăракан пулчĕ, кăтăш пусса илет те вăрана-вăрана каять. Ыйхи канлĕ мар та, тĕлĕкĕ те сырăнсах çӳрет.
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 20-39, 41-46, 48-50№№.)
Кунсерен Зинаида Александровнăна евитлесех çӳрерĕ ял хĕрĕ. Хăçан, ăçта каясса малтанах пĕлтерсе хучĕ. Ырларĕ хваттер хуçи чăваш хĕрне, мухтарĕ, юратрĕ, хăйĕн хĕрĕнчен мала хучĕ.
Кун иртрĕ те çĕр иртрĕ – ĕçлĕ çыннăн кун шутлама вăхăт çук. Хĕллехи каникул мĕнле иртсе кайнине те сисмерĕ Венера. Февраль уйăхĕ ытла та кĕске пулчĕ, тем вăхăтра çап-çутă хĕвеллĕ чун уççи – март – çитрĕ. Кĕркуннехишĕн те парне пултăр терĕ пулас, кунĕсем пĕринчен тепри йăлтăр çутăрах, пĕринчен тепри ăшăрах тăчĕç. Шăп та çакăн пек янкăр тăрă кун урампа пыратчĕ Венера, урам кĕтессинче Çăкалăха Георгий Николаевич патне хăнана пынă вăрăм каччă сикрĕ тухрĕ хире-хирĕç. Тӳрех палларĕ ăна Венера: Марк ун патне çырусем те çырнă-çке! Кунĕ ахаль те сар çу пекчĕ те, тата çуталса кайрĕ тавралăх!
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 20-39, 41-46, 48,49№№.)
– Халĕ – текех итлемелли вăхăт иртрĕ ĕнтĕ, – пат татса каларĕ вăл. – Ӳлĕм хам пуçпа пурăнма пуçлатăп, хам пĕлнĕ пек. Эпĕ ачарах чух эсĕ мана хăвăр мĕнле пурăнни çинчен каласа парасса тем пек кĕтеттĕм. Кунĕпе-çĕрĕпе таçта çӳреттĕн, нимĕн те каласа памастăн. Эх, кĕтеттĕм. Эпĕ пуррипе çуккине те пĕлмен вĕт эсĕ… Çынсем те юратмаççĕ пире, кулак теççĕ. Тĕрĕс калаççĕ. Арчасене уçса пăх-ха, атте, мĕн кăна çук унта. Эп сăпкара выртнă чухнех ярапи-ярапи шăрçа, илемлĕрен илемлĕ тутăр таврашĕ ман ятпа иле-иле тултарнă вĕт эсир. Эсир, хаяр вăрçă тапхăрĕнче нуша-асап тӳссе ирттернĕ çынсем, çапла иртĕхсе хăтланатăр пулсан эпир ӳлĕмрен мĕн тăвăпăр-ши? Акă вĕренме каятăп. Эпĕ, сан пек, стипенди укçипе пурăнаятăп тесе шутлатăн-и? Çук. Ман йышши çеç мар пуçлăхсен ачисем пулĕç-ха унта, сĕт хăйми пек ярăнса ӳснисем.
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 20-39, 41-46, 48№№.)
Çамрăк учитель унпа килĕшсе куçĕсене мăчлаттарчĕ.
…Янăраттарса авăтаççĕ Çăкалăхри автансем. Кантăкран кăтăр-кăтăр тунине илтсен сиксе тăчĕ Венера, хăпăл-хапăл тумланчĕ, халех тухатăп тесе кантăкран ал сулчĕ.
– Чипер çӳрĕр, – теме çеç ĕлкĕрчĕ шăв-шавпа вăраннă амăшĕ ыйхă тĕлĕшĕпе.
Венера урама тухрĕ. Хĕр кулли пек хаваслă та вĕлтĕркке кĕрен пĕлĕт татăкĕ витĕр çĕр çине çинçе-çинçе çурла уйăх куç хĕссе пăхать.
– Пулла çапла ир каяççĕ-и? Хĕвел те тухман-çке, – ирхи сулхăнпа çӳçенчĕ хĕр уçăлсах çитмен куçĕсене сăтăркаласа.
Ыталарĕ ăна учитель, хăй пиншакне хывса пĕркентерчĕ. Чăрăшлăх еннелле утнă май çул тăршшĕпех Венерăна вăтантарса-хĕретсе хăй хытă-хытă юратни çинчен каласа пачĕ. Туххăм çитрĕç чăрăшлăхри кӳлĕ хĕррине, хĕвел тухнă çĕре вăлтасем ячĕç.
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 20-39, 41-46 №№.)
Йăл-ял çиçсе çӳрерĕ те çав каç хыççăн Якку хĕрĕ!
Амăшĕ те сисмесĕр юлмарĕ.
– Эсĕ мĕн хĕвел çаврăнăш çăвĕпе сĕрнĕ пекех çиçетĕн çак? – ыйтрĕ Елян тĕлĕннипе.
– Георгий Николаевич мана экзаменсене хатĕрленме пулăшасшăн, – ним мар суя çумне суя çыпăçтарчĕ Венера.
Каччăсем Венера тухса кайсан мĕн çинчен калаçнине илтнĕ пулсан çурăмĕ мар, çăм атă тăхăннă урари пӳрнисем те шăнса кайĕччĕç, çук, илтмерĕ, пĕлеймерĕ Венера хăй килĕштернĕ Георгий Николаевичпа тусĕсем мĕн шухăшпа çӳренине.
11
…Хусанта «Исследования и разработки в США» выставка уçăлать тенине илтсен, Чăваш патшалăх университетĕнчи пиллĕкмĕш курсра вĕренекен Гера Петрухин (пулас физик) американецсене курас тесе ыйхине çухатнă.
Текста малалла вулăр...
Çапла каланă хăй пирки Чăваш халăх поэчĕ Яков Ухсай. Пушкăрт çĕршывĕ, тĕрĕсрех каласан, Пелепей уесне кĕрекен Слакпуç ялĕ чăваш халăхне çине-çинех пысăк талантлă ывăлсем парнеленĕ. Пирĕн историре урăх çакăн пекки пулман та пулĕ – XIX ĕмĕр вĕçĕнче вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов çуралнă, XX ĕмĕр пуçламăшĕнче чăвашсен тепĕр классикĕ Яков Ухсай (Никифоров) кун курнă. Чăваш халăх поэчĕ ята панă чух (ун чух кун пек сумлă ятсем хальхи пек çăмăллăн лекмен) вăл 39 çулта кăна пулнă. Çак поэтсен пултарулăхĕ ĕмĕрлĕхе халăх чĕрине кĕрсе ларнă. Мĕн каламалли, ытти халăх ывăл-хĕрĕ те чăваш литературинче тарăн йĕр хăварнă çыравçăсенчен чи малтанах Ивановпа Ухсая асăнать. Ыран пĕтĕм чăваш тĕнчи Яков Гаврилович Ухсайăн 100 çулхи юбилейне паллă тăвать, поэт кун-çулне лайăх пĕлсе тăраканни те, унăн сăввисене чунне çывăх курса пăхмасăр вĕренекенни те, ун çинчен хăй нимĕн пĕлмесен те хамăр халăхăн çавăн пек талантлă поэт пурришĕн мухтанаканни те.
Текста малалла вулăр...
Хамăрăн паллă ентешĕмĕрпе Я.Г.Ухсайпа çитмĕлмĕш çулсен вĕçĕнче паллашрăм. Тĕрĕссипе, Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта вăй хуракан Ю.И.Скворцов паллаштарчĕ. Юрий Илларионовичăн ĕç пӳлĕмĕнче чылай ларнă хыççăн издательствăпа юнашарах вырнаçнă ресторана апатланма кайрăмăр.
– Çав çынна паллатăн-и? – хамăртан инçех мар пĕчченех апатланакан арçын еннелле пуçне сĕлтрĕ редактор.
– Таçта курнă пек, анчах…
– Хăвăр енчи çынна та палламастăн иккен. Яков Гаврилович вĕт вăл.
– Ухсай-и?
– Çавă.
Ман куç умне çавăнтах унăн тĕрлĕ хрестоматисенче, хаçат-журналта пичетленнĕ сăнӳкерчĕкĕсем умлăн-хыçлăн тухса тăчĕç. Кĕререх сăн-пит. Çӳллĕ çамка. Çӳçĕ самаях чăпарланнă, сайралнă. Кӳлепипе пысăках мар пулас. Хул-çурăмĕ те тĕреклĕ тесе калаймăн.
Текста малалла вулăр...
Иртсе кайрĕ хура кĕр,
Çитрĕ кĕтнĕ сивĕ хĕл.
Юр çумасть те юр çумасть,
Хĕл пулассăн туйăнмасть.
Юр çумасăр хĕл пулмасть,
Хĕл илемĕ – шурă юр.
Ачи-пăчи савăнать,
Йĕлтĕрпелен ярăнать.
Уй-хирсем юр айĕнче,
Калчасене сивĕ мар.
Çĕр-аннемĕр ырлăхне
Ырă Турă, пире пар.
Уйри ĕçсем вĕçленсен,
Тыр-пула пухса кĕртсен,
Выляр-кулар, савăнар,
Кĕр мăнтăр ырлăхĕпе.
Çулсен хыççăн тепĕр çул
Иртет сиккипе.
Таптанасран сыхă пул,
Çул тыт чикĕпе.
Пурнăç çулĕ çăмăл мар,
Ялан тăвалла.
Тӳсме, Турă, сывлăх пар,
Пулăш тăванла.
Никам кĕтмен йывăрлăх
Урине хурать.
Çын ĕмĕтĕнчи ырлăх
Чăн малта пырать.
Шăл çыртса чупсан кăна
Пур вăя пухса,
Шансан çитĕпĕр ăна
Ан тăр çеç пăхса.
Вăхăт çук канса тăма
Ăмăртнă чухне.
Тимĕр шапа пек шума
Ăнлан çылăхне.
Çĕнтерӳ çути пирте
Ĕмĕрне сӳнмен.
Ялавпа миçе çĕрте
Тăшмана çĕнмен.
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 20-39, 41-45 №№.)
Çывăрни тулкки пулмарĕ Венерăн та. Çав кун хыççăн икĕ эрне ашшĕне куçран пăхма шикленсе çӳрерĕ. «Шăнтăм пулмалла, чирлерĕм, пуç ыратать», – тесе хăй пӳлĕмĕнчен тухмасăр пурăнчĕ. Нихçан якалмалла мар карт картланчĕ вун ултă çулхи хĕрĕн çамки çине, пĕрремĕш карт. Çын куçĕнчен, кун çутинчен, çурхи хĕвел ăшшинчен хăракан Юр пике пулса тăчĕ Яккун пĕртен-пĕр хĕрĕ çав кун хыççăн, тăван ашшĕне шанми, курайми, ĕненми пулса юлчĕ, нихçан каçармалла мар кӳренчĕ.
Çанталăкĕ вара кунран-кун ăшăтса пычĕ. Тĕттĕмленсен çăлтăрсем каçхи вăййа тухаççĕ. Çӳхе туталлă çамрăк уйăх куç хĕссе кулать, иккĕн утмалли сукмак çине ылтăн-кĕмĕл сапалать. Йывăç-курăк ачаш çулçă кăларать. Çĕнĕрен çуралса çĕкленет çут çанталăк, вăй илет. Сывлăшĕ те кăн-кăвак, ахах-мерчен: кăнтăр енчен вĕрекен ăшă çил питрен çупăрлать, ачашлать, урама чĕнет.
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 20-39, 41-44 №№.)
Шыракан тупать тет. Венерăн пуçĕнчи ахаль те кĕрлесех вĕрекен усал шухăшсене чĕринех çапса кĕртсе лартма пулăшакан наркăмăш тупăнсах тăчĕ. Хытса çирĕпленмен иккĕленӳллĕ шухăш-кăмăла, пĕтĕм ăш-чике наркăмăшлă им-çампа минретнĕ пекех минретрĕ. Улшăнсах, куштанлансах пычĕ хĕр ача, мăнкăмăлланчĕ.
Пĕррехинче, тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухне, Венера хăй тантăшĕпе Ленăпа туфли туянма кайнăччĕ район центрне. Универмагра Венера валли хитре туфли тупрĕç-ха вĕсем, анчах укçи çитмерĕ, ашшĕ патне кайрĕç. Пырса кĕчĕç райĕçтăвком çуртне, пӳлĕмне те шыраса тупрĕç. Уçă алăкран Яков Васильевич çирĕп сасăпа ăс пани илтĕнет. Хытах пĕсĕрлентерет такама.
– Сана мĕн тума килсе лартнă кунта? Телефонпа савнисемпе ихĕлтетме-и? Пĕр ĕçлеме памастăр. Куратăн-и, кунĕпе çын вĕркет.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
[1],
2,
3,
4,
5,
6, ...
14.