Владимир ЛЕВУКОВ
ЮРАТАТĂН ПУЛСАН КĔВĔÇМЕ АН ХĂЙСАМ
Мĕн пулать-ши хăш чух пирĕнпе –
Кĕвĕçӳ тупăнать пуç тĕлне,
Тытăнать кăшлама шĕкĕ пек
Йăкăртса пĕр-пĕрин чун мулне.
Кĕвĕçмен арăм çук тĕнчере
Тенĕ-ха ĕлĕкрен ваттисем.
Юратать вăл, эппин, чĕререн,
Çавăнпа çуйлă ун туйăмсем.
Ку çапла. Вăл чăнах юратать!
Шантарсах эп калатăп çавна.
Эх, анчах мĕншĕн пĕрчĕн ватать
Чулран çирĕп ман юратăва?
Айăп ним çукранах кĕвĕçни
Чĕрене вут пекех çунтарать.
Пĕлĕшпе йăл кулса калаçни
Кӳлешмелĕх сăлтав-шим вара?
Калаçмасăр пĕлен çынпала
Чун чăтмасть – татăлмасть вĕт чĕлхе.
Текста малалла вулăр...
Ун чухне эпĕ иккĕмĕш класра вĕренеттĕмччĕ пулас. Çав кун çĕнĕ çăпата сырса шкула кайма тухрăм. Кӳршĕ умĕнчи тараса пури тавра шăнса купаланнă пăра касса тасатнă. Унăн кĕленче пек тăрă катăкĕсем тин хăпаракан хĕвел çутинче хаклă йышши чулсем пек йăлтăртатаççĕ. Пĕр пĕчĕкех мар катăкĕ эпĕ пыракан сукмак çинчех выртать. Çула уçас тесе ăна урапа тапрăм. Анчах вăл кăлтăрмач пек çаврăнса каялла ман ума килсе ӳкрĕ. Кăна тепĕр хут тапрăм. Хальхинче те вăл, пĕр тĕмескене перĕнсе, каллех ман çул çине тухса выртрĕ. Манпа пĕрле шкула пырасшăн пулас.
– Пырасах тетĕн пулсан – пыр! – тесе ăна аслă çул çине тапса кăлартăм, çак çулпа шкула çитичченех (çухрăм çурă!) хăваларăм. Шкул умĕнче сывлăш çавăрма чарăнсан тин ура çине пăхрăм. Ай, Турă! Çĕнĕ çăпатан пуçĕ салансах кайнă.
Çĕтĕк çăпатапа шкула кĕме аван мар ĕнтĕ.
Текста малалла вулăр...
пайăт
1979 – 1989 çулсенче Афганистанра салтак асапне тӳснĕ ентешĕмсене халаллатăп.
(Вĕçĕ. Пуçл. 7-10№,№).
* * *
Çывăхрах кантур
Янраса ларать,
Чикĕсĕр сатур
Шухăша ярать.
Кантăкран пăхать
Пĕр «йĕкехӳре»,
Хăймисем – ăна,
Çĕве шыв – сире.
Капăр Пӳркелне
Салатать, хăртать.
Лартнă хур пекех
Веç айне туртать.
Петĕр васкамасть.
(Турă тӳсĕм пар?)
...Кантăксем анчах
Чăлтăр та чăлпар!
Ял ăнланаймасть:
– Çĕмĕрчĕ мĕнпе?
Хăй хускалаймасть...
– Печĕ пуçĕпе!
Ял хуçи кĕтмен
Çакăн пек ĕçе,
Çĕнĕ бизнесмен
Шарт!
Текста малалла вулăр...
Февральте Ульяновскра пулса иртнĕ çыравçăсен черетлĕ тĕлпулăвне çирĕме яхăн сăмах ăсти пухăнчĕ. Хальхинче калаçу хыпарсене сӳтсе явнипе пуçланчĕ, çырасси пирки тата умри тĕллевсене пурнăçласси çинчен те сăмахларĕç. Мартра «Канаш» хаçатăн 1000-мĕш номерĕ тухать, кăçал çулталăк вĕçĕнче Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен хаçачĕ 20 çул тултарть. Çак юбилее ирттерме пĕрлешӳсен туслăн тăрăшса хатĕрленмелли çинчен каларĕ «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Ларионов. Çаплах хайлавсене тишкерӳ тумаллине, пĕр-пĕрин ĕçĕсене хакласа çырасси пирки аса илтерчĕ. Çырнисене пухăннисем «Мономах», «Карамзин- ский сад» çыравçăсен уйрăмне вырăсла пама килĕшрĕç.
Чăваш уйрăмĕнче вĕренекенсемпе тĕлпулусене пĕлтерĕшлĕрех, тарăнрах та тачăрах туса пымалли пирки калаçрĕç. Студентсене вĕрентекен, филолог Е.Нагорнова вĕрентӳ епле пыни çинчен каласа пачĕ, хăшĕсем литература ĕçĕпе кăсăкланни çинче те чарăнса тăчĕ.
Текста малалла вулăр...
(пайăт)
1979 – 1989 çулсенче Афганистанра салтак асапне тӳснĕ ентешĕмсене халаллатăп.
(Малалли. Пуçл. 7,8,9№,№).
Кашниех шанать
Аякри хĕрне,
Çакăн пек шăпа
Тухмĕ-ши пире?
Тепĕр кăвакарчăн.
Куçĕ, пуçĕ – вут!
Вĕçрĕ, анчĕ, ларчĕ –
Çумĕнче шур хут.
Салтаксем:
– Петя, сан валли
Васкавар хыпар!
Петя:
– Мĕн тăхтамалли,
Сасăпах вулар!
«Кӳршĕм, чăн калап...
Эс пуçна ан ус...
Таврăн çех яла...
Пулăн çывăх тус...
Юля», – тенĕ. Юля!
Чунăнти ăшшу
Пуриншĕн те пулĕ
Вăйлă пулăшу!
Юля! Чăтаятпăр!
Часах – пăтăрмах
Тытăçма каятпăр
Сирĕн ятăрпа!
Текста малалла вулăр...
(Вĕçĕ. Пуçл. 6-8№№).
Тоника виçине чăваш сăвви унччен те пĕлнĕ. Сăвă çырассипе пусăм правилисем çинчен статья çырма чăваш чĕлхеçи пулăшнă, «Правила стихосложения» кĕнекепе те усă курнă. Иккĕмĕшле çырнисем нумай, сăввисене К.Романов аслă кнеç, Т.Шевченко, А.Пушкин, Н.Некрасов çырнисем тăрăх тунă.
Çеçпĕл Мишши чăвашпролеткульт сăвăçи пулнине çеçпĕлçĕсем асăрхаймарĕç.В.Т. Кирилловăн «Пуласси» сăввине А.Ĕçхĕлпе И.Ивник «Чăваш совет поэзи антологине» (1940ç.) Çеçпĕл Мишши тесе пичетлерĕç. Хистевсĕр, дидактикăсăр çырнисем Çеçпĕл Мишши ытти сăввисенчен уйрăлса тăраççĕ. «Çĕнĕ кун аки» сăвви, тен, Çеçпĕл Мишши çырни мар тесе иккĕленетпĕр. 1919 çулта Мускавра икĕ уйăх вĕренекен Куçма Мишши, паян-ыран коммунизм пуласса ĕненекенскер, пролеткульт сăвăçĕсен сăввисемпе паллашмасăр тăма пултарайман.
Текста малалла вулăр...
Эпĕ 30 çул ытла ĕнтĕ ачасене пуканепе выляма вĕрентетĕп. Спектакльсем лартнă чухне ытларах чăваш халăхĕн çыравçисен юмахĕсемпе усă куратăп. Раиса Сарпин «Пукане» тата Юхма Мишшин «Хĕвел тĕрри», «Шурă кăмпа», «Пӳрнеске» пьесисене лартрăмăр.
Пĕлтĕр ачасем юрату çинчен спектакль лартас шухăш пуррине пĕлтерчĕç те Юхма Мишшипе «Юрату илемĕ» пьеса çыртăмăр. Пуканесене çĕлерĕмĕр, спектакльне хатĕрлерĕмĕр те шкулсенче, ача сачĕсенче, Çĕнĕ çул уявĕсенче вылярăмăр. Чăвашсене – чăвашла, вырăссене – вырăсла выляса савăнтартăмăр.
Юхма Мишши сĕннипе ачасем кĕнеке кăларас терĕç. Пулăшас текенсем те кăмăлпах килĕшрĕç. Вĕсем:
– ТР ЧНКА председателĕ Константин Геннадиевич Яковлев;
– «Сувар» хаçат редакторĕ Константин Анатольевич Малышев;
– Хусанти П.
Текста малалла вулăр...
Хусанта ачасен пукане театрĕ пурри çинчен «Сувар» вулаканĕсем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Пуканесемпе выляттараканĕ, Валентина Сильвестровна Бисякова пьесăсене хăех çырать. Ачасен кăмăлĕсене, сассисене, пултарулăхĕсене пĕлсе шăрçалать вăл. Унтан вара халапсене халăх умне кăларать. Питĕ чаплă пулса тухать, ытти театрсем айккинче тăччăр.
Кăçал Валентина Сильвестровна тăрăшнипе тата ырă çынсем пулăшнипе «М.Н.Юхма ячĕллĕ «Теремок» ачасен пукане театрĕ» (Детский Театр кукол «Теремок» имени М.Н.Юхмы) пысăках мар кĕнеке тухрĕ.
Кĕнекере Хусанта «Теремок» пукане театрĕ пуçланса кайни çинчен çырса кăтартнă. Театр паянхи кун хулари тĕрлĕ наци ачисен центрĕ пулса тăрать. Кунта тĕрлĕ çулхи ачасем чăвашсен, вырăссен тата тутарсен драматургĕсен пьесисем тăрăх ĕçлеççĕ.
Çаплах кĕнекере Чăваш Енĕн халăх çыравçи, ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юхма Мишши тата театр ертӳçи Валентина Бисякова çырнă «Юрату илемĕ» çĕнĕ пьеса вырăсла тата чăвашла пичетленнĕ.
Текста малалла вулăр...
пайăт
1979 – 1989 çулсенче Афганистанра салтак асапне тӳснĕ ентешĕмсене халаллатăп.
(Малалли. Пуçл. 7,8№).
6. ТУСЛĂХА ТĔРĔСЛЕНИ
Пуш уйăхĕнче,
Чĕмпĕр хулинче,
Парашют пек пас
Тирĕксем çинче.
Кăнтăр тĕлĕнче
Хĕр хыпар илет.
Тĕкĕр умĕнче
Макăрса илет…
Ăшă çумăр пек
Куççульли хĕрсен,
Самантрах типет
Ăшă çил вĕрсен.
Пĕрлехи çуртра,
Каннă каç тесе,
Пухăнаç ютран
Ташă ăстисем.
Мухмăрлă çын пек
Хутлă çурт чĕтрет,
Пĕр пӳлĕмĕнче
Пирĕн хĕр йĕрет.
Унăн аллинче
Пĕрлехи çыру,
Йăрă юрттинче
Такăннă ыр ут.
Текста малалла вулăр...
(Вĕçĕ. Пуçл. 7№).
– Мĕн тăвăпăр? – Митька Сергей куçĕнчен тилмĕрсе пăхрĕ.
– Мĕн-мĕн. Тухмалла, – типпĕн хушса хучĕ лешĕ.
– Мĕнле? – Митька аптрасах кайрĕ.
– Чак! – кăшкăрсах пăрахрĕ ăна Сергей.
Каялла кайма машинăна çавăрмалăх вырăн çук, Сергей тимлĕн, ерипен-ерипен машинăна чакарчĕ. Акă вĕсем вăрмантан тухнăпа пĕрехчĕ ĕнтĕ, анчах хурăна пырса çапăнчĕç. Кунччен те тарăхнă Сергей урсах кайрĕ, ним çукранах Митькăна вăрçса-хăртса пĕтерчĕ, салонран тухрĕ: хыçри сылтăм фара ваннă. Чунĕ кӳтсе килнипе машинăна тапрĕ те руль умне кĕрсе ларчĕ, мотора хускатрĕ. Ăçта, хăш енне çул тытмалла? Шухăшсем йăлт пăтрашăнса кайрĕç, анчах пĕри паллă – кунта юлма юрамасть, хăрушă.
Тем вăхăтран Сергей хăлхине харлатнă сасă кĕчĕ: Митька, услап, хуп турттарма пуçланă.
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 6, 7№№).
III
Кам вăл Куçма Мишши, чăваш литературинче Çеçпĕл Мишши ятлăскер, виçĕ уйăх ытла (05.09 – 27.12. 1920) Чăваш автономи облаçĕн правительствинче пулнăскер?
Мишша – 30 çулти кĕске турталлă Куçмапа 19 çулти Укахвин аслă ывăлĕ. Çуралнă чух унăн сывлăхĕ тĕрĕс-тĕкелех пулнă. Куçма урса кайса хĕненĕ чух Мишша саккăрта пулнă, иртсе пыран хĕрарăм ачана туртса илмен пулсан, тен вĕлернĕ те пулĕччĕ. Çакăн хыççăн Мишша вунă кун вырăнпах выртнă. Каярахпа унăн шăмă туберкулезĕ аталанма пуçлать, виличченех асапланать вăл унпа. Куçма кăмăлĕпе кăра пулин те ачисене вĕрентме тăрăшнă, аслă ывăлне те тăван ялĕнче вĕрентме май пур çинчех Шăхасана ăсатнă. Йывăр килнĕ кунта чăваш ачине: таврара вырăссем, чирлĕскер, сывă тантăшĕсемпе хутшăнма, выляма та пултарайман. Мишша характерĕнче катăклăх туйăмĕ çирĕпленет.
Текста малалла вулăр...
НУРЛАТ ЧĂВАШĔСЕН САССИ…
Нурлат районĕнчи чăваш авторĕсен пĕрлештернĕ «Асамат кĕперĕ» кĕнекине «Дуслык» («Дружба», «Туслăх») хаçат редакцийĕн чăваш дубляжĕн пайĕ çумĕнчи литературăпа пултарулăх пĕрлешĕвĕн пĕрремĕш отчечĕ – чи хаклă та паха парне.
Çĕнĕ кĕнекене алла илсен, унăн авторĕ вулакана хăйĕн чун ăшшине парнеленĕ пек туйăнать. Çакă ăнсăртран мар. Кĕнекери кашни йĕркере çыравçăн шухăшĕ, ĕмĕчĕ, туйăмĕ палăрать.
Январь вĕçĕнче ачасен искусство шкулĕнче «Асамат кĕперĕн» презентацийĕ иртрĕ. Унта хутшăннă кашни çын çак кĕнеке страницисене авторсемпе пĕрле сцена çинчен тепĕр хут пăхса тухрĕ. Уяв салам сăмахĕсенчен пуçланчĕ. Район хаçачĕн тĕп редакторĕ Сакина Хайруллина, муниципаллă Нурлат район Канашĕн председателĕн çумĕ Юрий Терентьев, районти Чăваш наципе культура центрĕн председателĕ Аркадий Клементьев сăмах тухса каланă май авторсене малашне те çитĕнӳсем тума, нурлатсене çĕнĕ кĕнекесемпе тăтăшах савăнтарма сунчĕç.
Текста малалла вулăр...
(пайăт)
1979 – 1989 çулсенче Афганистанра салтак асапне тӳснĕ ентешĕмсене халаллатăп.
(Малалли. Пуçл. 7№).
Кам патне çырас?
Манăн çук атте...
Тӳр килет çырма
Йăлтăвар* патне.
«Уйăх пек хĕсмет
Вĕçĕмсĕр шăвать.
Çитрĕмĕр вĕçсе,
«Туслă» çĕршыва.
Салтакла шăпа
Тухрĕ çак тĕле:
Тӳпере çăхан,
Çĕр çинче – çĕлен.
Туллă çĕршывра
Ир те, каç та юн.
Уçлăх ан шыра
Вĕçĕ пулмĕ ун.
Пуля çех шутлать
Иртнĕ вăхăта
Пуля шав ыйтать:
«Мĕншĕн эс кунта?»
Вут вучахĕнчи
Турчăка эпир.
Эпĕ пуçĕнче
Тыткинче – эсир.
Текста малалла вулăр...
Куçран чиксен те нимĕн курмалла мар сĕм тĕттĕм каç тăван хула çутисене аякка-аякка хăварса пушă трассăпа ыткăнчĕç вĕсем. Фара çутинче çулăн икĕ енĕпе тăсăлакан электролини юписем хăвăрт-хăвăрт мĕлтлете-мĕлтлете юлаççĕ. Руль тытса пыракан Сергей малалла ӳпĕнсех тĕттĕмлĕхе тинкерчĕ. Пуçне сырса илнĕ шухăшĕсем çине хурав шыра-шыра тарăхсах çитрĕ ĕнтĕ вăл: «Мĕскер пулчĕ? Ăçтан килсе тухрĕ вăл? Мĕншĕн ăна çавăн пек шăпа пӳрнĕ-ши? Кам айăплă?» Çине-çине килеççĕ вĕсем, пăт-пат хуравĕ те курăнкалать те, анчах епле çаклатса илес ăна? Епле уйăрас?
Руль тытса пыракан алăсем вĕттĕн чĕтреççĕ, сунарçăсенчен тарса хĕсĕннĕ чĕр чунăнни пек тĕлсĕр чупакан куçĕсем шала путнă.
– Руль умне лар! – чăтăмлăх çитереймерĕ Сергей, юнашар ларакан Митька çине кăшкăрсах пăрахрĕ. Çын мар, пĕрер пысăк йытă харлатса вĕрчĕ тейĕн.
Текста малалла вулăр...
(пайăт)
1979 – 1989 çулсенче Афганистанра салтак асапне тӳснĕ ентешĕмсене халаллатăп.
Кăвакарчăн кăвак, чĕкеç
хура –
Вĕсен тĕсĕ мĕншĕн
пĕр мар-ши?
Ĕнтĕ эсир те çын,
эпир те çын,
Ăраскалсем мĕншĕн
пĕр мар-ши?
(халăх юрри)
1. ПУРНĂÇРИ ЧĂНЛĂХ
Кабулринчен шеп
Пăвари пасар,
Халăх хĕвĕшет...
Хакĕсем – асар.
Сĕрлесе иртет
«Волгоград – Хусан»,
Хуларан ирпе
Илтĕнет азан.
Шăв-шава çурса,
Юрă! – çиçĕм пек,
Пĕр чăлах юрлать
Пырĕ тĕпĕпе:
«Итлĕр, чунăмсем,
Итлĕр, ыррăмсем,
Пурнăç, чыс çинчен
Манăн юррăмсем!
Текста малалла вулăр...
ШАЛАК – пакăлти. Тĕсл.: Шалак Пăлаки çăварĕнченех тухнă ĕнтĕ çав сăмах.
ШАЛАНКĂ – хăлат, вырăсла коршун. Тĕсл.: Шаланкăсем питĕ хунаса кайнипе пĕр тапхăр çынсем чăх-чĕп ĕрчетме те пăрахнăччĕ.
ШАЛПАР – пысăк, аслă, тумтир пирки калаççĕ. Тĕсл.: Пĕр вăхăт шалпар свитер тăхăнасси модăна кĕнĕччĕ.
ШАНКĂ – хуппине сӳнĕ çăка. Типсе хăрнă туратсене те çаплах калаççĕ. Тĕсл.: Курăс хываканăн шанкă пулатех. Лисук лаçра кăвайт чĕртме тесе çăвĕпе вăрмантан шанкă пухрĕ.
ШАНТАЛ – çурта лартма хатĕрленĕ япала, вырăсла подсвечник. Сунтал. Тĕсл.: Нимĕнле шухăш пуçне кĕменнипе савнине çуралнă кунпа шантал парнелерĕ. Мăлатукпа шантала шакка-шакках сывлăхсăр юлчĕ Микка пичче.
ШАНТАШ – йĕтĕн сӳсне турамалли шăртран тунă тура. Тĕсл.: Ухванеçсен йăхĕ ĕлĕк шанташ туса сутсах пуйнă тет, колхоз йĕтĕн акма чарăничченех шанташ тунă вĕсем.
Текста малалла вулăр...
ÇЕÇПĔЛ МИШШИ ТРИУМФĔ: КАМ ТАТА МĔНШĔН ЙĔРКЕЛЕНĔ
I
Л.В.Таллеровпа калаçнине аса илетĕп. Мĕтри Исаевăн обществăлла-политикăлла тĕнчекурăмĕ çинчен çырнă статья «Тăван Атăл» журналта пичетленейменни пирки редактора чăрмантаратăп:
– Марксизм-ленинизм теорине, В.И.Ленин произведенийĕсене Мĕтри Исаев И.Д.Кузнецовран аванрах пĕлет, ку тĕлĕшпе Кузнецов пăтрашăнать, çавăн пирки «Сунтал» журналта 1928 çулта йăнăш статья «Культура, литература тата Исаев юлташ йăнăшĕ» пичетленĕ. Кузнецов позицийĕнчи йăнăша пăрахăçламалла, Исаева пролеткульт ярлăкĕнчен тасатмалла, – тетĕп.
Таллеров манпа килĕшет.
– Парти обкомĕнче те марксизм-ленинизм теорине, Ленин произведенийĕсене пĕлекенсем çук вĕт, Кузнецов кирек мĕнле çырсан та ăна тиркесе тӳрлетеймĕç.
Текста малалла вулăр...
Чăваш пичечĕн кунне уявланă май пирĕн корреспондент Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕпе Валерий Алексеевпа тĕл пулчĕ, иртнĕ çул тухнă чи сумлă кĕнекесемпе паллаштарма ыйтрĕ тата кăçал кăларма палăртнă ал çырусемпе кăсăкланчĕ. Акă мĕн каласа пачĕ тĕп редактор.
– Чăваш кĕнекеçисемшĕн иртнĕ çул тухăçлă тапхăр пулчĕ. Вулакансене чылай кĕнеке кăларса савăнтарма май килчĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле тиражĕ 300 пине çывхарать. Шкулсем валли учебниксемпе вĕрентӳ пособийĕсем, ача-пăча кĕнекисем те чылай кăлартăмăр. Вĕсене Чăваш Республикинчи шкулсене анчах мар, Тутарстан, Пушкăртстан Республикисенчи чăваш шкулĕсене çитертĕмĕр.
Чи ăнăçлă кĕнекесен шутне чи малтанах Чăваш энциклопедийĕн иккĕмĕш томне кĕртес килет, вăл 5 пин экземплярпа тухрĕ. Унта пĕтĕмпе 2400 статья, вĕсенчен çуррине яхăн паллă çынсен биографийĕсем, 500 ытла иллюстраци.
Текста малалла вулăр...
ЧӲПĔК – йĕтĕн туранă хыççăн юлакан çӳп-çап; сӳс. Тĕсл.: Ури утнă чух ват çын алли ĕç патнех туртăнать, ытти ĕçе тăваймасан та чӳпĕк шăлса пуçтаратчĕ асанне.
ШАК I / ШАКĂ – пулă тытмалли хатĕр; ытарлăн систерни. Тĕсл.: Ирхине, шуçăм килсен шак хурса хăваратчĕ те пĕр виç-тăват сехетрен кайса илетчĕ – хăйне çимелĕх те, кӳршĕсене хăналамалăх та кĕретчĕ пулли. Мирун мучи сăмаха нихăçан та тӳррĕн каламастчĕ, вăлтса, шак хурса кăна калаçатчĕ.
ШАК II – тĕлĕннипе, кĕтменнипе хусканайми пулни; сасă евĕрлĕ калани. Тĕсл.: Виçĕ çул каялла пĕтĕм ялпа пытарнă ывăлне хапхаран кĕнине курсан Укçине шак хытса тăчĕ. Шак-шак, шак-шак, асфальт çинче туфлин çӳлĕ кĕллисем кĕвĕ калаççĕ тейĕн.
ШАЛ – симĕс сăран, пушмак, тумтир, сумка илемлетме усă кураççĕ. Тĕсл.: Марине пасарта сумка туянчĕ, унăн айккине пĕчĕк кĕсьесем çĕленĕ, (вак укçа хума-ши?
Текста малалла вулăр...
ЧĂВАШ ХРЕСЧЕННЕ ЫРĂ СУНСА
«Çĕр ĕçлекен» журналăн пĕрремĕш номерĕ 1919 çулхи январьте 3000 экземплярпа Хусанта тухнă. Хусан кĕпĕрнин депутатсен канашĕн наци ĕçĕсен уйрăмĕн çĕр органĕ пек шутланнă вăл. Журнал редакторĕ А.Т.Быков пулнă, çав вăхăтрах вăл чăвашсен «Ана» пĕрремĕш ял хуçалăх журналĕн редакторĕнче те тăрăшнă.
«Çĕр ĕçлекен» журнал ял хуçалăхĕпе, выльăх тытассипе, сад, хурт-хăмăр ĕрчетессипе çыхăннă ыйтусене çутатнă. Ун страницисенче агрономсем, зоотехниксем, студентсем ĕçе мĕнлерех лайăхлатасси, пысăк тупăш илме май паракан меслетсем, ял хуçалăх культурисен çĕнĕ сорчĕсем çинчен статьясем çырнă, тĕслĕхрен: «Пурнăçа юсас тесессĕн çарансене аванлатма кирлĕ», «Çур-тырри акас хире кĕркунне сухаласа хăварасси çинчен», «Выльăх-чĕрлĕх усрасси çинчен», «Суха ĕçне ялпа пĕрлешсе тăвассипе ерттелсем çинчен», «Ыраш аван, ӳсĕмлĕ пултăр тесен мĕн тумалла», «Выльăх-чĕрлĕх валли çепçе (вика) ӳстересси çинчен» тата ытти те.
Текста малалла вулăр...■ Елена АРЛАНОВА.
ЧР Патшалăх пичет архивĕн публикаципе усă куракан документсен уйрăмĕн пуçлăхĕ.
■ Страницăсем:
1,
...
9,
10,
11,
12,
13,
[14],
15.