Пĕлтĕр сентябрь пуçламăшĕнче хăнăхнă йăлапа пирĕн сада пысăк кăсăясем иленчĕç. Вăл вăхăтра пахчара темиçе хĕвел çаврăнăш юлнăччĕ-ха, кайăксем тĕшĕлесрен пуçĕсене çĕтĕкпе хупласа хунăччĕ ĕнтĕ, анчах ку кăсăясемшĕн чăрмав пулмарĕ иккен. Куллен вĕçе-вĕçе килсе апатланчĕç, хĕвел çаврăнăш пуçĕсем вара çаралсах пычĕç.
Анчах кайăксем хĕвел çаврăнăш пĕтсен те пахчарах юлчĕç, пирĕн çывăхрах вĕçсе çӳрерĕç. Эпир вара вĕсене тăрантарма пуçларăмăр, ятарласа пасарта хĕвел çаврăнăш туянса 5 литр кĕрекен пластик бутылкăран тунă сырăша хурса пама тытăнтăмăр. Кăсăясене тăрантарма кунне 100 –120 грамм хĕвел çаврăнăш каятчĕ, 120 – 150 грамм тăварламан салă пĕр эрненех çитетчĕ.
Кĕркунне пуçлансанах кăсăясем çиччĕнччĕ, хĕл ларсан вĕсен йыш хутшăнчĕ, март пуçланнă çĕре 15 çитрĕç. Çак вăхăтра кайăксем питĕ хăнăхрĕç пире, алăранах пырса çиме пуçларĕç.
Текста малалла вулăр...
Нумаях пулмасть республикăра наци кĕнекин регионсем хушшинчи IХ фестивалĕ вĕçленчĕ. Унта паянхи пурнăçри кĕнекен вырăнĕ пирки тимлесе калаçрĕç, тухакан изданисене вулакан патне хăвăртрах çитерес ыйтăва та хускатрĕç, çĕнĕ кĕнекесене пахаларĕç: авторсемпе тĕлпулусем ирттерчĕç. Çак уява Чăваш кĕнеке издательстви те хутшăнмасăр юлмарĕ.
– Фестиваль программи яланхи пекех анлă пулчĕ, – каласа парать издательствăн тĕп редакторĕ В.Н.Алексеев. – Чи малтанах Пушкăртстанри чăваш библиотекарĕсен семинар-канашлăвĕ пирки каласа хăварасшăн. Унта пирĕн республикăран кайнă пысăк делегаци хутшăнчĕ. Чăваш кĕнеки пирки аякри тăхăмсем мĕн шутлаççĕ, тивĕçтереççĕ-и вĕсене паян тухакан кĕнекесем, вулавăшсен çӳлĕкĕсем çинче кивелнĕ кĕнекесем пăнтăхса выртмаççĕ-и? Пушкăртстанра ку ыйтусене тĕпчесе пĕлес тесе ятарлă социологи тĕпчевĕсем те ирттернĕ.
Текста малалла вулăр...
Кăçалхи июлĕн 18-мĕшĕнче чăвашсен литературăпа илемлĕх журналĕн – «Тăван Атăлăн» пирвайхи номерĕ тухма тытăннăранпа 80 çул çитет. Журнал пичетленме пуçласанах Чăваш çĕршывĕнче литературăна аталантарас, вулакансен ăс-тăн ăнланулăхне çирĕплетес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ вĕренӳ хатĕрĕ пулса тăнă. Унăн номерĕсенче кун çути курнă хайлавсем чăваш литературипе публицистикин ылтăн фондне кĕрсе юлнă.
Журнал историйĕ 1931 çулта, Чăваш пролетари писателĕсен ассоциацийĕ кăларса тăма пуçланă «Трактор» альманахран пуçланнă. Ăна уйăхра икĕ хутчен, 160 страницăпа Раççейри «Октябрь» журнал евĕрлĕ кăларса тăма палăртнă пулнă.1936 çулта альманах ятне улăштарнă. «Илемлĕ литературă» ятпа вăл кварталта пĕрре тухса тăма тытăннă, унтан пачах тухма чарăннă. Малтанхи ятпах альманаха çĕнĕрен 1940 çулта кăларса тăма тытăннă.
Текста малалла вулăр...
Хĕлĕн кĕске те сивĕ кунĕсем, вăрăм та тĕттĕм каçĕсем иртсе кайрĕç. Анчах çак вăхăтри пĕр кун асран тухмасть.
Февраль пуçламăшĕнче эпĕ сасартăк чирлесе ӳкрĕм – сылтăм алă ĕçлеме пăрахрĕ. Çӳлелле те çĕклейместĕп, çиме ларсан кашăка çăвар патне илсе пыраймастăп. Хăраса ӳкрĕм, пĕтĕм ĕçе пăрахса ялти больницăна васкарăм.
– Чирлĕ эпĕ, – терĕм çитсен.
– Мĕнпе чирлĕ, мĕн ыратать? Малтан-и, хыçалтан-и? – тĕпчет тухтăр, апла та, капла та тĕрĕсленĕ хыççăн. – Хытă çĕре, пăрлак çинче шуса ӳкмен-и?
– Çук, – хуравлатăп çакна.
– Арăму хĕнемерĕ-и? – шӳтлеме те ухутах хăй.
– Çук, ун пекки пулма пултараймасть, – чăннипех хуравлатăп кăна.
– Эсĕ шăннă… Çан-çурăмна шăнтнă, – татăклăн каларĕ юлашкинчен тухтăр.
– Астумастăп-çке, – иккĕленетĕп хам.
Текста малалла вулăр...
(Вĕçĕ. Пуçл. 16-17№№).
Пĕр çул каялла ман пичче çартан таврăнчĕ. Ял çинче пирĕн Мишăпа Надя туслă текен сăмах тухрĕ. Ĕненместĕп.
Çав каç клубра кино куртăмăр. Унтан эп йывăçсем хыçне пытантăм та Надя клубран тухасса кĕтетĕп. Пĕччен тухать тесе эп ăна. Вĕсем Мишăпа алла-аллăн тытăнса тухрĕç, ман çумранах иртсе кайрĕç. Ăшра темле шуйттан вăранчĕ, мана уртарса ячĕ, пĕтĕм шăм-шака, кĕлетке-çурăма кĕвĕçӳ вучĕ хыпса илчĕ. «Мĕншĕн Мишăна суйласа илчĕ Надя, мана мар? Мĕншĕн Мишăпа алла-аллăн çавтăнса утать вăл, манпа мар? Мĕншĕн? Юратать-и Надьăна Миша ман пек, юратать-и?!» – тĕнче илтмелле кăшкăрас килет. Куçран куççулĕ юхса анчĕ, пĕчĕк ача пек ĕсĕклесе макăратăп, анчах ман хуйха никам та курмасть, никам та пĕлмест. Пĕтĕмпех хаярлăхпа курайманлăх аллине тыткăна кĕрсе ӳкрĕм. Кĕвĕçӳ вучĕ кăшлать чĕрене.
Текста малалла вулăр...
(Вĕçĕ. Пуçл. 2010 ç. 43-48, 50-52, 2011 ç. 1-13№№.)
Улюш Уламасовăн сивĕ куçĕпе тĕл пулчĕ: «Мĕн хăтланатăн кирлĕ мара? – терĕç вĕсем каччăна. – Каяс çул – инçе. Ăçта? Мĕскер? Пĕлме çук. Эсĕ вара пушмакна ывăтса пыратăн. Çара чул çинче епле утма шутлатăн?..»; «Темех мар, вилмĕп, – терĕ Улюш тусĕ çине йăвашшăн пăхса. – Мĕн тесен те, кун пек пирĕн шанчăк ӳсет. Ăнсăртран, разведчиксем çак ту каççи çине сиксе тухсан, вĕсем пирĕн çула тупса палăртĕç, ăçта илсе кайнине чухлĕç…» – пĕр пуçăннă ĕçе вĕçнех çитерес терĕ-ши, Улюш чĕрне вĕçĕсемпе тепĕр пушмакне хирчĕ. Кăчăк тутарчĕ Уламасов юлташне аяк пĕрчинчен – ан анра! Улюш чарăнма шутламарĕ те, вăл, шнурсăр пушмака ямпăлт çеç тутарчĕ арпа çийĕнчен, хăй çавăнтах ăмсанса тунсăха путрĕ: «Юласчĕ çакăн пек, пĕрех хут, ӳксе, выртасчĕ куçран арпа çухаличчен, вара каялла ротăна чуптарасчĕ.
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 2010 ç. 43-48, 50-52, 2011 ç. 1-12№№.)
– Мĕскер тата?
– Сарайĕнче иккĕмĕш ротăри таркăн салтакăн панамкине тупрăмăр. Воробьевăн… – алăри панамкăна сĕтел çине хучĕ.
– Унăнах-им?
– Ара. Унта çырса палăртни пур…
– Вăл унта мĕнле майпа пырса çакланма пултарнă тет вара?
– Ман шутпа, Александр Петрович, – Павлов майор командир куçĕнчен пăхрĕ, – ак çак бачасем лайăхрах пĕлме тивĕç.
Çамрăк душмансем хăйсен шăпине кĕтсе кĕтесри шкаф еннелле туртăнчĕç. Вĕсем пĕр-пĕрин çине пăхса тем пуплешрĕç – нимех мар, ан шиклен терĕç-ши ĕнтĕ е малаллине кĕтсе пĕр-пĕрне чăтăмлăх сунчĕç.
– Мĕн тупни ара, май пур чух ыйтса пĕлмелле. Тен, салтаксене тыткăна илнĕ-ха вĕсем? Таçта кайиччен…– душмансен енне çаврăнчĕ те аллине сĕтел çинче выртакан панамкăна ярса тытрĕ.
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 2010 ç. 43-48, 50-52, 2011 ç. 1-11№№.)
– Эй, намăссăр! – терĕ çакна сăнаса тăракан Варук. – Анюта умĕнче хăть хăвна кăшт йĕркеллĕ тытасчĕ. Эрехĕпе пĕрле ăсне те ĕçсе ятăн-ши вара? Тьху!.. – терĕ мăшăрĕ. – Куç умĕнчех ӳсрĕлсе пырать… Эс пăрахать тетĕн, – ӳпкелешнĕн хĕрĕ енне пăхса илчĕ.
– Э-э-э!.. – терĕ Пикмăрса Петĕрĕ куçне уçса. – Чупса тăрантăр-им? Яркка хĕрĕсем… Хăйсем Таркăнтан кунта килеççĕ е иксĕр пĕрле тан унта чупатăр?..
– Ватăлса ватту çитет ĕнтĕ, пуçна ăс кĕмест – юрĕ – мана эсĕ кураймастăн, анчах та хĕрĕ тата сан умăнта мĕнпе айăпа кĕчĕ? Вăтанма та пĕлместĕн вĕт, шуйттан çăпали...
– Шуйттан çăпалине эсĕ тĕрĕсех каларăн-ха, анчах та вăл, сирĕнпе танлаштарсан, кĕпе айĕнче ача йăтса килес çук. Çапла вĕт, хĕрĕм? – терĕ ашшĕ, тайкаланса пусма тăрăх анчĕ те сарай патнелле утрĕ.
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 2010 ç. 43-48, 50-52, 2011 ç. 1-10№№.)
– Çук. Вуннă пĕтерме шут тытрăм. Кайран куç курĕ унта…
Каçхи сулхăн çил, çумри вăрман техĕмĕпе пуянланса капăрланнăскер, улăх тăрăх чупса анчĕ те чĕвĕлтетсе тăракан каччăпа хĕр тавра пĕр хушă ташласа çаврăннă хыççăн яла кĕмесĕр ферма çумĕпе йăпшăнса çырмана куçрĕ, кӳлĕ çийĕн вĕтĕ хумсем кăларса вĕçсе иртрĕ те Тукмаклă уйĕсем тăрăх чупса куçран çухалчĕ...
* * *
– Чипер çит, тусăм!.. – терĕ Анюта хăйĕн кăмăлне уçса, вăрт çеç çаврăнчĕ те алăка хупса кил картишне кĕчĕ, хӳрине вылятса ташлакан йытă çурине пырса ачашласа илчĕ те пусма тăрăх чупса хăпарчĕ.
– Такам хăвалать-им? – илтĕнсе кайрĕ пӳртĕм хыçĕнчен амăшĕн пăшăрханнă сасси.
– Çук, – терĕ Анюта тĕлĕнсе. – Мана кĕтсе ларатăн-и?
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 2010 ç. 43-48, 50-52, 2011 ç. 1-9№№.)
Шăпланчĕ. Таçта аякра çеç, хутран-ситрен ту тăрăх чул муклашкисем кĕрлесе анни илтĕнкелесе каять те чĕресене шуйхаштарса пăчăртать.
– Шĕкĕр Турра! – терĕ Улюш пуçне каçăртса.
– Аллаха тав! – инкек çумри тусем хыçĕнче çухалнăшăн хĕпĕртесе хушса хучĕ Уламасов. – Ним çукран çакланаттăмăр вĕт. Вăт ухмах пуçсем! – аллисене пуçелĕкне явса хучĕ те, çаврăнса выртрĕ, тӳпенелле пăхса ăмсанса илчĕ. – Реххет вĕт… Ăшă… Лăпкă… Канлĕ... Нимĕнле «мучисемпе» «çăпаласем» те çук. Хăвна ху хуçа. Хăвна ху патша! Тен, Улюш çакăнта пурăнма юлатпăр… Мĕн, вырăнĕ питĕ шеп… Духĕсене вара, тепрер килсен çапса минрететпĕр те винтовкисене алла илетпĕр. Вара нимĕнле тăшмансем те пире хăрушă пулмĕç. Епле пек?.. Килĕшетĕн-и?..
– Кай, кирлĕ мара калаçса ан вырт, – терĕ тусĕн таса мар шухăшне хирсе.
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 2010 ç. 43-48, 50-52, 2011 ç. 1-8№№.)
– Уламасова пуш сăмахпах илейместĕн çав, – йăл çиçрĕ вăл хăмăр куçне тӳрĕ куç харшийĕсем хыçне пытарса.
– Мĕншĕн тӳрех паççак?
– Паççак çеç çавăн пек тăрпалтайла хăтланма пултарать…
– Мĕн хăтлантăм вара эпĕ? Çитрĕмĕр-çке, никам та çук… Кĕресси тепĕр ыйту, анчах та çав хатер кăткăссиех мар… Пурнăçланмалли пек. Кăшт шухăшласа çеç пăхмалла… Тĕрĕс-и, Улюш пичче?..
– Тĕрĕс, Ветис шăллăм, хальлĕхе çырлине тутанса пăхаймарăмăр пулин те – шăршласа пăхрăмăр… – иккĕшĕ те кулса ячĕç. – Тен, – терĕ Улюш. – Килнĕ-килнĕ, тавран кайса пăхар. Мĕскер унта пур? Пĕр алăксăрах мар пуль ку карта…
Таркăнсем тăм карта çумĕпе асăрханса тавран кайрĕç. Дувал тăршшĕ ытла пысăках мар пулин те – утмалăх пур.
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 2010 ç. 43-48, 50-52, 2011 ç. 1-7№№.)
– Тĕплĕнрех ăнлантарса пама пултараятăр-и? – прапорщикăн пĕчĕк тӳрĕ сăмси хĕвелпе пиçĕхсе сĕвĕнсе пĕтнĕ те халĕ кĕсенленсех тăрать. – Мĕскер унта?
– Çитмен апла?
– Çук. Яла çитнĕ пулсан та ман алла лекмен-ха. Эпĕ больницăра выртатăп…
– Ăнланмалла апла… Семен Павлович, пăшăрханма кирлĕ мар, сире валли питĕ лайăх хыпар… – калам-ши, калам мар-ши тенĕн шĕвĕр янах çине анакан хĕрлĕ çип пек ансăр мăйăхне сăтăрса якатрĕ вăл. – Икĕ эрне каялла пирĕн пата сирĕн ялсем килсе кайрĕç. Вĕсем Алексеевкăри Вячеслав Евгеньевич Уламасовпа сирĕн мăнукăра шыраттарса яма ыйтрĕç.
– Таркăнсем?
– Ара çав. Анатолий Иванович Морозовпа Людмила Васильевна Димитриева, паллатăр-и вĕсене?
– Паллатăп, паллатăп… – терĕ Çерçи Çимунĕ ырă сăмаха часрах илтес кăмăлпа.
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 2010 ç. 43-48, 50-52, 2011 ç. 1-6№№.)
– Каçарăр та, – илтрĕ Тая çурăм хыçĕнче арçын сассине, ун енне çаврăнчĕ: йăрăс пӳллĕ сарă каччă, пуçне шурă бинтпа чĕркесе янă пулин те, ун çине кулса пăхать. – Эсир кардиологинчен-и? – терĕ сарлака тутисене вылятса – шăкăрин ларса тухнă шурă шăлĕсем хĕвел çути айĕнче çуталса илчĕç.
– Çапла, – терĕ Тая йĕпенме ĕлкĕрнĕ куçне тартса.
– Эсир Семен Павлович Воробьева пĕлетĕр-и? Вăл миçемĕш палатăра выртать? – питĕ кăмăллă калаçать ку каччă.
– Эсир кам пулатăр?
– Эпĕ-и? – Курăнмасть-им?
– Çамку çине çырман та, çырнă пулсан та курăнас çук – вăл санăн бинт айĕнче… – терĕ Тая.
– Эпĕ унăн мăнукĕ, – ним калама аптранă енне персе ячĕ каччă.
– Мăнукĕ? – тĕлĕннĕрен кăшт çеç кутăн кайса лармарĕ хĕр.
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 2010 ç. 43-48, 50-52, 2011 ç. 1-5№№.)
Пит-куçа çуса тирпейлерĕ те тулли фляжкăна каялла пиçиххи çине çакрĕ. Тухма тесе алăк енне пĕр-ик утăм ярса пусрĕ çеç, çумри калиткерен аслă офицерсем пашлаттарса утса пыни курăнса кайрĕ.
– Анатолий Александрович, таркăнсене тупсассăн мĕскер тăвăпăр вĕсемпе? – шартах сикрĕ Улюш.
– Мĕскерри паллă – трибунал кĕтет вĕсене! – патлаттарса хучĕ полковник хыçĕнче пыракан тапчам кĕлеткеллĕ хура майор.
– Эсĕ, Руслан Ибрагимович, – терĕ тепĕр енчи çинçерех подполковник. – Пурне те тытса хупаспа çеç. Тупар-ха малтан, кайран унта куç курĕ...
– Александр Петрович, хăйсем çеç тарнă пулсан пырĕччĕ-ха, вĕсем вĕт тата автоматсем те йăкăртса кайнă. Ку вара, мĕн тесен те, – преступлени. Ăна вара тивĕçлипех тĕпрен кăкламалла…
Полковник вĕсене илтмест те тейĕн, вăл шав малалла чавтарать.
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 2010 ç. 43-48, 50-52, 2011 ç. 1-4№№.)
Икĕ хăмăр куç, Улюшпа пытанмалла вылянăн, никĕс хушшинчи шăтăкран карăнакан хĕвел шевли айĕнче ахах-мерченĕн мĕлтлете-мĕлтлете илмессерен сĕмлĕхпе тусан тĕнчине çиçĕм пек хĕлхем сапса чуна çемçетекен ăшă илем кӳрет. Вăл кулса пăхакан куçĕнче çеç мар, çилпе тусана пула типсе кушăрханă тутасен ейĕвĕнче те, шăртланнă пит çăмартийĕсем çинчи юрату путăкĕнче те уççăнах палăрать. Тĕлĕнмелле! Уламасов пăшăрханса çунма та пĕлмест тейĕн – шав кулать, шав шăл йĕрет. Кăкăр ачин хавасĕ – савăнăçĕ те унăн сăнĕ çинче. Инкек çук та тейĕн. Вăл таçта аякра, анчах та кунта мар…
Лару-тăру кăшт урăхларах пулнă пулсан савăнма та пулĕччĕ-ха, анчах та кун пек чух: нишлĕхре-выçлăхра, пуласлăхсăр – кулма мар, выртса йĕрсен те сахал мар та çав, вăл вара чарăна пĕлми çиçет…
Улюш юлташне ниепле те ăнланаймасть.
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 2010 ç. 43-48, 50-52, 1-3№№.)
– Эсĕ ăçтаччĕ вара?
– Туалета пăрăнтăм. Каялла килнĕ чух – пăхатăп, оружейка алăкĕ уçă – дневальнăй çук, кӳршĕри палатка патне чупса кайрăм – унта та никам çук… Тепĕр çур сехетрен иккĕшĕ тупăнчĕç – вĕсем шыв ăсма кайнă пулнă иккен. Кусене вара ирччен кĕтсе лартăм – кĕтсе илеймерĕм…
– Хитре юрлатăн, сержант, – терĕ Савицкий сăмахне ĕненменнине палăртса.
– Ан ĕненĕр. Измайлов майора та çавăн пекех каларăм эпĕ, – терĕ вăл тутине тăсса.
– Ăна эсĕ ун пекех каланă пулĕ-ха. Анчах та халĕ тĕрĕссине пĕлтер. Хăвах пĕлетĕн, эпĕ пĕр пуçласан вĕçне çитмесĕр чарăнмастăп.
– Манăн урăх нимĕн каламалли çук. Эпĕ йăлтах тĕрĕссине калатăп. Ĕненместĕр пулсан Измайлов майортан хăвăр ыйтăр. Вăл иккĕмĕш хутĕнче хăй те курчĕ.
Текста малалла вулăр...
«Чăваш чĕлхин Çĕнĕлĕх словарьне» пухса
хатĕрленĕ Г.А.Дегтярева
БАРТЕР, БРОКЕР, БАНКОМАТ
Илтĕнет пек «мат» та «мат».
АНОНИМКА, КОМПРОМАТ –
Чăнахах та хăратать.
ДИЛЕР, ДЕМПИНГ, ДЕПОЗИТ –
Мул сăмахĕ, мул тĕнчи.
КЕТЧУП, АНАНАС, БАНАН –
Тутанса пăхма аван.
«ВОЛЬВО», «ШКОДА»,
«МЕРСЕДЕС» –
Туянма укçа çитмест.
«НОСТАЛЬЖИ», унтан
«БОРДЕЛЬ» –
Ухмахланнă пек пурте.
ИНТЕРНЕТ сĕнет ИНТИМ,
Тăхтаса тăрсамăр, чим.
САМОПАЛ, ДЕНАТУРАТ –
Чăннипех тарăхтарать.
Текста малалла вулăр...
Сăмах ăстине В.П.Станьяла
Çĕнĕлĕх шырать Станьял,
Ĕçĕ ун пырать кал-кал.
Лайăх-çке ВУЛАВĂШРА,
Ырă туйăнать ăшра.
Ял çынни СЫВАТМĂШРА,
Манкрутсем пульницара.
Телефон вăл ИНÇЕСАС,
Хамăр чĕлхепе калаç.
Анлă-çке хула ТӲРЕМĔ,
Савăнса унта çӳрерĕм.
Мода çурчĕ,
Карчăк çурчĕ,
Ма тесессĕн карчăка
Кирлĕ мар çав КАПĂРЧĂК.
Вырăсла «аптека» юлтăр,
Чăвашла «ТАРУЛĂХ» пултăр.
Пĕр чăваш каланă ĕлĕк:
Кирлĕ хамăрăн ÇИМЕЛĔК.
Халь столовăй тетпĕр те,
Хакĕ йӳнĕ мар пĕртте.
Текста малалла вулăр...
Пĕрле вĕреннĕ
хĕр-юлташăн çырăвĕ
Курманнине курасшăн кайрăм
Мăн хулана юлташсемпе.
Мана ăсатнă чух пуç тайрăн,
Ялтравлă çутă куçсемпе.
Пĕр асăнман çĕртен куратăп
Ял-йышăма халь тĕлĕкре.
Чăтма çук хытă тунсăхлатăп –
Сана курас килет тепре.
Суймастăп, тусăм, эс каймастăн
Ĕçре те куçăм умĕнчен.
Йăлтах çухалчĕ манăн ăс-тăн
Шухăшласа пĕр сан çинчен.
Самантлăха, çунат пулсассăн,
Пырса та курăттăм сана.
Çак шухăшпа сывлатăп ассăн,
Анчах çыртма çук чавсана.
Ялпах-çке пурăннă этемлĕх
Хавасланса тахçан-авал.
Текста малалла вулăр...
(Малалли. Пуçл. 2010 ç.
43-48, 50-52, 1-2№№.)
– Тĕрĕсех, Александр Петрович, – килĕшрĕ унпа Павлов майор. – Пĕрремĕш çапăçусем пирĕншĕн питĕ инкеклĕ сиксе тухрĕç. Ун пекки урăх ан пултăрччĕ. Пĕрне ӳкĕнетĕп – Карпова, мĕн тесен те, ямалла марччĕ ман. Сăрт çинчен кăшт анатарах çеç минăсене хумаллаччĕ: вара саперсемпе виççĕмĕш взвод та, лейтенант та, тен, сывă юлĕччĕç-и?..
– Ан çунтар хăвна пĕр ахаль, кунта санăн айăпу çук. Ку – вăрçă. Эсĕ хăвах пĕлетĕн – унăн хăйĕн законĕ, пурнăçĕ... Эпир вара – офицерсем. Ăна пăхăнатпăр. Унпа пурăнатпăр. Пирĕн тивĕç вăл – хушăран салтаксене вилме ярасси. Ун çинчен манас марччĕ... – терĕ те Мазуров подполковник кĕсйинчен сигарет кăларса туртса ячĕ. – Унта вĕсене духсем кĕтсе тăнă... Ятарласа... Ăна эсĕ ăçтан пĕлме пултарнă?..
Павлов пĕр хушă пуçне усса тăчĕ.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
1,
2,
3,
4,
5,
[6],
7,
8,
9,
10,
11, ...
15.