Ноябрĕн 4-мĕшĕ – Казански (Турă Амăшĕн Хусан турăшĕн кунĕ). Енчен те çак кун çумăр çăвать-тĕк, кĕçех хĕл те ларать. «Казанскинче ырă çынсем инçе çула тухмаççĕ». «Казанскинче çемье çавăракан телейлĕ пулать». Хĕлле те мар-ха, анчах кĕркунне те мар ĕнтĕ.
Ноябрĕн 5-мĕшĕ – Иаков (Яков). Типĕ юр е пăр çусан Матрена кунĕнче (ноябрĕн 22-мĕшĕ) хĕл ура çине тăрать.
Ноябрĕн 8-мĕшĕ – Дмитрий Солунский. Çак уяв умĕнхи шăматкун – асăну кунĕ. «Аçу-аннӳ сывă-тăк – хисепле, вилнĕ пулсан – асăн». Енчен те çак кун çанталăк ăшăтать – хĕлĕпех йĕпе пулать. «Мĕтри кунĕ юрлă-тăк – Мăнкун та юрлă». «Мĕтри юрлă – çуркунне кая юлса килет».
Октябрĕн 27-мĕшĕ – Параскева Пятница. Çак кун сайра-хутра кăна типĕ пулать. Çветтуй Параскева – хĕрарăмсене тата хĕрарăм ĕçне хӳтĕлекен. Çак кун çăм арлама, кулма юрамасть. Çĕлеме юрать.
Октябрĕн 28-мĕшĕ – Ефимий Благочестивый. Йывăç-курăк тымарĕсем çĕр çумне шăнса лараççĕ.
Октябрĕн 30-мĕшĕ – Осий. Урапана сарая кĕртсе хума, çунана кăларма вăхăт.
Ноябрĕн 1-мĕшĕ – кĕре ăсатни, хĕле кĕтсе илни.
Ноябрĕн 2-мĕшĕ – Артемий. «Пĕрре сивĕтнипе кăна хĕл лараймасть».
Октябрĕн 13-мĕшĕ – Григорий. Ĕлĕк хресченсем çак кун тӳшек ăшĕнчи улăмне çĕннипе улăштарнă.
Октябрĕн 14-мĕшĕ – Пукрав. Пукравра çуртри хушăк-çурăксене питĕреççĕ, качча каяс текен хĕрсем чиркĕве кайса çурта лартаççĕ. «Пукрав мĕнле – хĕл çапла». «Пукрав çара-тăк (юрсăр), Екатерина (декабрĕн 7-мĕшĕ) та çара». Пукравра çил хĕвел тухăçĕнчен вĕрсен – хĕл сивĕ, çурçĕртен – хаяр, кăнтăртан – ăшă, хĕвел анăçĕнчен – юрлă пуласса пĕлтерет; çил улшăнса вĕрет-тĕк – хĕл улшăнчăк пулать. «Пукравра кăнтăрлаччен кĕркунне, кăнтăрларан – хĕлле». Çак кунран ĕлĕк туйсем пуçланнă.
Октябрĕн 15-мĕшĕ – Куприян тата Устинья. Усал-тĕселтен сыхлама хĕрсем Устинйăна, каччăсем Куприяна кĕл тунă.
Октябрĕн 16-мĕшĕ – Денис. Çак кун усал куçран сыхланма хушнă. Усал ан ертĕр тесе хăв çумăнта ăвăс хуппи чиксе çӳремелле-мĕн.
Текста малалла вулăр...
Октябрĕн 7-мĕшĕ – Фекла-заревница. Кун палăрмаллах кĕскелме пуçлать, каçсем тĕттĕмрех. Юман çинче йĕкел нумай – хĕл ăшă, çу тухăçлă пуласса.
Октябрĕн 8-мĕшĕ – Сергий Радонежский. Купăста касаççĕ. Енчен те çак кун пĕрремĕш хут юр çăвать, ноябрĕн 21-мĕшĕнче хĕл ларать. Пирвайхи юр нӳрĕ çĕр çине ӳкрĕ-тĕк – юлать, типĕ çĕр çине ӳксен – часах ирĕлет. Çанталăк аван – тата виçĕ эрне çапла пулать.
Октябрĕн 9-мĕшĕ – Богослов. Юрпа хутăш çумăр çусан январьте виçĕ хутчен ăшăтать; хĕвеллĕ тата ăшă – июнь уйăхĕ çумăрлă тата сивĕ пулать.
Октябрĕн 10-мĕшĕ – Савватий Соловецкий. Вĕллесене хĕл каçма утар пӳртне вырнаçтараççĕ.
Октябрĕн 11-мĕшĕ – Илья Муромец кунĕ. Юмахри паттăра халăх хăйне хӳтĕлекен пек хисеплет.
Октябрĕн 12-мĕшĕ – Маремьяна.
Текста малалла вулăр...
Сентябрĕн 30-мĕшĕ – Вера, Надежда, Любовь тата Софья. Çакăн ятлă хĕрсемпе хĕрарăмсен менелникĕ.
Октябрĕн 1-мĕшĕ – Арина (Ирина). Çак кун тăрнасем вĕçсе кайсан Пукравра сивĕ пулать, каймасан – ноябрĕн 2-мĕшĕччен те сивĕтмест-ха. Шăлан çырли татма вăхăт.
Октябрĕн 2-мĕшĕ – Зосима тата Савватий. Вĕллесене утар пӳртне лартаççĕ. Шурă кăмпа ӳсме пăрахать.
Октябрĕн 3-мĕшĕ – Евстафий. Çиле сăнамалла: çурçĕртен вĕрет-тĕк – çил-тăвăла, кăнтăртан – ăшă пуласса, анăçран тата тухăçран – йĕпе-сапана.
Октябрĕн 4-мĕшĕ – Кондрат. Çак кунхи çанталăк улшăнмасăр тăватă эрне тăрать. Çурçĕр-хĕвел тухăçран вĕрекен çиллĕ, уяр çанталăк хĕл сивĕ пуласса систерет.
Октябрĕн 5-мĕшĕ – Фока. Енчен те çак кун тĕлне хурăнăн çулçи тăкăнса пĕтмен-тĕк, юр часах лармасть-ха.
Текста малалла вулăр...
Сентябрĕн 23-мĕшĕ – Петр тата Павел. «Раççейре икĕ Питрав – çуллахи тата кĕрхи». Çак кун пилеш менелникĕ. Ваттисем каланă тăрăх, çак кунран хĕвелĕн хĕрӳлĕхĕ чакать.
Сентябрĕн 24-мĕшĕ – Федор. Виççĕмĕш хут кĕре кĕтсе илни. Çулла чăннипех вĕçленет, çумăрсен тапхăрĕ пуçланать. Федор – кĕрхи тырăсене хӳтĕлекен, çавăнпа çак кун хире кайса кĕрхисене сăнанă: енчен те калчасем парка шăтнă – çитес çул тухăç вăйлă пулать. Кĕрхи кунпа çĕр танлашни.
Сентябрĕн 25-мĕшĕ – Артамон. Çĕлен кунĕ. Çĕленсем çак кунран курăнми пулаççĕ.
Сентябрĕн 26-мĕшĕ – Корнелий. «Корнелий кунĕнчен çĕр çинче тымар ӳсме пăрахать». Тымар çимĕçсене кăларса тирпейлеме пуçлаççĕ.
Сентябрĕн 27-мĕшĕ – Воздвижени. Вĕçен кайăксем вĕçсе кайса пĕтеççĕ, чĕрчунсем шăтăксене пытанаççĕ.
Текста малалла вулăр...
Сентябрĕн 15-мĕшĕ – Мамонт-овчарник. Кĕтӳ кĕтекен вырăнсенче курăк тавраш çиме юлманпа пĕрех. Ĕлĕк çак кун выльăх-чĕрлĕхе кил картинчен кăларман.
Сентябрĕн 17-мĕшĕ – Купина – пушартан, аçа çапасран сыхлакан. Çынсем Купинăран хăйсен çурт-йĕрне, выльăх-чĕрлĕхне пушартан сыхлама ыйтнă.
Сентябрĕн 19-мĕшĕ – Михайла. Михайла сиввисем. Йывăç çинче çулçă тăмасть. Кун 5 сехете кĕскелнĕ. Çак кун ĕçлеме юрамасть.
Сентябрĕн 20-мĕшĕ – Лука. Суханпа сутă тума пуçлаççĕ. Енчен те суханăн хуппи темиçе сийлĕ-тĕк – хĕл сивĕ пулать.
Сентябрĕн 21-мĕшĕ – Турă Амăшĕ çуралнă кун. Кĕрпе иккĕмĕш хут тĕл пулни. Пыл хурчĕсене, сухана пуçтараççĕ. Çак куна тата Аспас кунĕ те теççĕ. Вырăссем сентябрĕн 14-21-мĕшĕсене «оспожинки» теççĕ, тыр-пул ăнса пулнине пĕр-пĕрин патне хăнана çӳресе эрнипех паллă тăваççĕ.
Текста малалла вулăр...
Сентябрĕн 1-мĕшĕ – Андрей Стратилат. Халăх календарĕпе çак кунтан кĕркунне пуçланать. Тăрнасем сентябрĕн 1-5 мĕшĕсенче кăнтăра вĕçсе каяççĕ-тĕк, хĕл ир килет. «Андрей мĕнле – уйăх çапла». «Кĕрĕн пĕрремĕш кунĕ мĕнле – ыттисем те çаплах». Сĕлĕ пулса çитет.
Сентябрĕн 3-мĕшĕ – Фаддей. Енчен те кун уяр пулсан тепĕр тăватă эрне çанталăк аван тăрать.
Сентябрĕн 4-мĕшĕ – Агафон. Ку кун сайра чух çилсĕр пулать.
Сентябрĕн 5-мĕшĕ – Луппа. Тăм ӳкме пуçлать, сĕлĕпе йĕтĕне сиен кӳме пултарать. Кĕтмел (брусника) тата шур çырли (клюква) пиçсе çитеççĕ.
Сентябрĕн 6-мĕшĕ – Евтихий. Çак кун çумăр çусан кĕркунне типĕ пулать, çитес çулхи тыр-пул тухăçĕ ăнать.
Сентябрĕн 7-мĕшĕ – Тит Листопадник. Вăрманта çăвĕпе кăмпа тулăх ӳснĕ пулсан хĕл вăраха тăсăлать теççĕ.
Текста малалла вулăр...
Августăн 25-мĕшĕ – Фотий. Сăваплă вут кунĕ.
Августăн 26-мĕшĕ – Тихон. Сарая, нӳхрепе тирпейлемелле.
Августăн 27-мĕшĕ – Михей Тиховей. Храмсемпе крепоçсем тăвакансен кунĕ. Енчен те тăрнасем вĕçсе кайма пуçлаççĕ-тĕк, октябрь варринче сивĕтет, çук пулсан – хĕл каярах килет. Çак кун çил-тăвăллă – сентябрь йĕпе-сапаллă.
Августăн 28-мĕшĕ – Успени. Çак кунран хĕвел «çывăрма» пуçлать. Çĕнĕ тырăран пĕçернĕ çăкăра чиркĕве илсе кайса çветить тутараççĕ. Çамрăк «карчăк ăшши» (бабье лето) пуçланать, вăл сентябрĕн 11-мĕшĕччен тăсăлать. Енчен те Успени кунĕсенче асамат кĕперĕ куратăр – кĕр вăраха тăсăлать тата ăшă пулать. Успени типпи вĕçленет.
Августăн 29-мĕшĕ – виççĕмĕш Сăпас – мăйăр, çăкăр Сăпасĕ. Çĕнĕ тырă çăнăхĕнчен кукăльсем пĕçереççĕ. Кайăксем ăшă çĕрсене вĕçсе каяççĕ.
Текста малалла вулăр...
Августăн 18-мĕшĕ – Евстигней. Çак кун çăкăрпа чĕрĕ сухан çиеççĕ – çапла туни сывлăха çирĕплетет тата сăн-пите илем кӳрет имĕш. Пӳлĕмсенче сухан çыххисене çакса хураççĕ – сывлăш тасалать. «Евстигней мĕнле – декабрь çапла». «Пĕр аллупа выр, тепринпе ак». «Куна ахалех ирттертĕн, тухăçа çухатрăн».
Августăн 19-мĕшĕ – Панулми Сăпасĕ. Хресченшĕн пысăк уяв. Панулмисем пиçсе çитеççĕ. «Иккĕмĕш Сăпас мĕнле – Пукрав çапла (октябрĕн 14-мĕшĕ)». Çак кунччен ĕлĕк хăярсăр пуçне ытти пахча çимĕçсене çиме юраман: вĕсене чиркӳре çветить туман пулнă-ха. «Çак кун мĕнле, январь çапла». Типĕ кун – кĕр типĕ пуласса, çумăрлă – йĕпе-сапаллă кĕре, уяр – хаяр хĕле».
Августăн 20-мĕшĕ – Марина тата Пимен. Енчен те аистсем вĕçсе кайма хатĕрленеççĕ-тĕк, кĕр сивĕ пулать.
Августăн 21-мĕшĕ – Мирон.
Текста малалла вулăр...
Августăн 11-мĕшĕ – Калинник. Çĕрле сивĕтме пуçлать.
Августăн 12-мĕшĕ – Сила тата Силуян. Кĕрхи тырăсене акмалли лайăх тапхăр. Çак кун акнă ыраш вăйлă çитĕнет. «Çветтуй Сила арçынна вăй хушать». «Сила кунĕнче хавшакки те пăхаттире çаврăнать» (çĕнĕ çăкăр,тутă апат çисе).
Августăн 13-мĕшĕ – Евдоким. Енчен те пĕлĕтсĕр кун сасартăк пулă хыпма пăрахрĕ-тĕк, çывăх кунсенче йĕпе-сапа пуçланать.
Августăн 14-мĕшĕ – Пыл Сăпасĕ. Утарçăсем çĕнĕ пыл карасне чиркĕве илсе кайса çветить тутараççĕ. Чĕкеçсемпе вĕршĕнсем ăшă çĕрсене вĕçсе кайма пуçлаççĕ. Çак кун çĕнĕ пусăсене çветить тăваççĕ.
Августăн 15-мĕшĕ – Степан. «Степан мĕнле – кĕркунне çапла». Курăк çулаççĕ.
Августăн 16-мĕшĕ – Антон, Исаакий. «Антон мĕнле – октябрь çапла». Çил çаврăнса вĕрсен хĕл юрлă пулать.
Текста малалла вулăр...
Августăн 4-мĕшĕ – Мария Магдалина. Аслатиллĕ кун. Çак кун хирте ĕçлемеççĕ – аçа çапма пултарать.
Августăн 5-мĕшĕ – Трофим. Авал çак кун пуçласа хăмла çырлинчен кукăль пĕçернĕ.
Августăн 6-мĕшĕ – Борис тата Глеб. Тыр-пул пиçсе çитнĕ.
Августăн 7-мĕшĕ – Анна. Ирхине сивĕ-тĕк – хĕл сивĕ, çумăр çусан – хĕл юрлă пулать. Çак кун кăнтăрлаччен çанталăк мĕнле – декабрьччен çапла пулать; кăнтăрла хыççăнхи вара каярахри çанталăкпа пĕр.
Августăн 9-мĕшĕ – Пантелеймон. Çилсĕр пулсан, çумăр çусан çанталăк вăрахчен йĕпе-сапаллă тăрĕ. Кĕр умĕн сиплĕ курăксем пуçтараççĕ.
Июлĕн 21-мĕшĕ – Прокопий. Казански. Хура çырла пиçнĕ-тĕк, ыраш та пиçсе çитнĕ. Чи шăрăх кунсем пуçланаççĕ. «Тĕш тырă пучахра чух нумайрах ĕçле».
Июлĕн 22-мĕшĕ – Панкратий тата Кирилл. Пĕрремĕш хут хăяр çиеççĕ. Хура çырла пуçтарма пуçлаççĕ.
Июлĕн 23-мĕшĕ – Громоносец. Çак кун авăтакан аслатие сăнамалла: енчен те вăл уçăмсăр кĕрлет-тĕк, çумăр лăпкăн çăвать; янравлă кĕрлесен – шалкăм çумăра.
Июлĕн 24-мĕшĕ – Афимья. Çиçĕм тапхăрĕ.
Июлĕн 25-мĕшĕ – Прокл. «Прокл килчĕ – шыв чечеке ларчĕ».«Прокл кунĕнче уй-хир сывлăмпа йĕпенчĕ». Ирхине сывлăм вăйлă ӳкни – лайăх çанталăка. Çак кунхи сывлăм сиплĕ теççĕ.
Июлĕн 26-мĕшĕ – Архангел Гавриил. Типĕ пулни кĕркунне çанталăк аван пуласса пĕлтерет. Çулла çумăрлă-тăк – хĕл юрлă, çулла типĕ те шăрăх – хĕл сахал юрлă тата сивĕ.
Текста малалла вулăр...
Июлĕн 14-мĕшĕ – Кузьма тата Демьян. Пахчара йăрансене çумлаççĕ. Утăçи хĕрсе пырать.
Июлĕн 17-мĕшĕ – Андрей. Çу варринчех йывăçсем çинче сарă çулçăсем курăнаççĕ-тĕк, кĕр тата хĕл ир килессе. Çак кун тĕлне сĕлĕ çурри таран ӳссе çитнĕ. «Сĕлĕ кĕрĕк тăхăннă, хуратулăн вара кĕпи те çук-ха». «Андрей мĕнле – Калинник та (августăн 11-мĕшĕ) çапла».
Июлĕн 18-мĕшĕ – Афанасий Афонский. Енчен те хĕвел вылянса тухсан тыр-пул ăнса пулать.
Июлĕн 20-мĕшĕ – Авдотья. Çумăр тапхăрĕ, çулнă курăка çĕртет.
Июлĕн 7-мĕшĕ – Иван Купала. Вырăссен чи хисеплĕ праçникĕсенчен пĕри. Çак кун çăвăнни, шыва кĕни сывлăха çирĕплетет. Сывлăм та сиплĕ Иван кунĕнче. Сывлăм вăйлă ӳкнĕ – хăяр ăнса пулать, тӳпе çăлтăрлă – кăмпа нумай пуçтарăн, аслати авăтсан – мăйăр сахал тата пушă пулать.
Июлĕн 8-мĕшĕ – Петр тата Феврония. Çак кунран тата хĕрĕх кун шăрăх пулмалла.
Июлĕн 9-мĕшĕ – Тихвински, Давид. Çырласем пиçсе çитеççĕ. «Хурăн çырли хĕрсене вăрмана чĕнет».
Июлĕн 10-мĕшĕ – Самсон. Самсон кунĕнче çумăр çусан «карчăк ăшшиччен» (сентябрĕн 14-мĕшĕччен) çăвать.
Июлĕн 11-мĕшĕ. Питрав умĕнхи каç çамрăксем хĕвел мĕнле тухнине курас тесе çывăрма выртман. Юлашки хут вĕлтĕрен яшки пĕçернĕ.
Июлĕн 12-мĕшĕ – Питрав. Кун кĕскелме, шăрăх вăйланма пуçлать. Куккук авăтма, шăпчăк юрлама пăрахаççĕ.
Текста малалла вулăр...
Июнĕн 30-мĕшĕ – Мануил. Аслати васкамасăр, вăраххăн авăтать-тĕк – çанталăк пăсăласса, кĕскен те çивĕччĕн авăтсан – уяра. Çĕр хĕвел тавра çаврăнас хăвăртлăхне чакарать.
Июлĕн 2-мĕшĕ – Зосима. Вĕлле хурчĕсем пыл тума пуçлаççĕ. Пыл хурчĕсем хăйсен вĕллисем патĕнче вăйлă вĕçеççĕ – кĕçех çумăр пулать. Типĕ умĕн хуртсем усалланаççĕ, нумайрах сăхма тăрăшаççĕ.
Июлĕн 3-мĕшĕ – Мефодий. Путене тытассипе аппаланакан сунарçăсен уявĕ. Эрешмен кунĕ. Эрешмен такамран та ăста пĕлет çанталăк улшăнасса: çанталăк япăхланассине сиссен картине пуçтарать те йăвине тарса пытанать. Енчен те çĕнĕрен карта карма пуçларĕ-тĕк, уяртасса. Çак кунсенче шапасемпе кăткăсене сăнамалла: кăткăсем пĕр купана пуçтарăнаççĕ пулсан çил вăйланасса, çумăр çăвасса, аслати авăтасса кĕт; шапасем хытă кваклатаççĕ – çумăра.
Текста малалла вулăр...
Июнĕн 16-мĕшĕ – Лука Ветреник. Çил кăнтăртан вĕрет – çурхи тырăсем ăнса пулаççĕ, çурçĕр-хĕвел анăçĕнчен – йĕпе-сапаллă çу кĕтет. Аслати авăтсан – курăк çулнă тапхăрта çумăрсем çуса тарăхтараççĕ. Енчен те çак кун пусă алтас тетĕн пулсан, çатмана çĕр çине çавăрса пăрах: хăш вырăнта шыв пуррине вăл тарланинчен пĕлме пулать. Кунĕпе çумăр çусан кăмпа нумай пулать.
Июнĕн 17-мĕшĕ – Митрофан. Хуратул акнă. Хуратул типĕ, хăйăрлă çĕре юратать, сивĕрен хăрать. Хуратула тулли уйăх чух акмалла.
Июнĕн 18-мĕшĕ – Дорофей. Чи кĕске каçсем, «çерçи» каçĕсем, пуçланаççĕ. Çанталăк ăшă та уяр – тĕш тырă шултра пулать.
Июнĕн 19-мĕшĕ – Илларион. «Илларион килчĕ – анана çум курăкран тасатрĕ».
Июнĕн 20-мĕшĕ – Федот. Хресченсем çак куна пысăк тимлĕх уйăрнă, мĕншĕн тесен паянхи çанталăк ыраш мĕнле пуласси çинчен каланă: ăшă та уяр – тулли пучаха, çумăр – пушă пучаха.
Текста малалла вулăр...
Июнĕн 9-мĕшĕ – Федор. Урай шăлса çӳп-çапа пӳртрен кăларса ывăтма юрамасть – шăпăр айĕнче хĕрт-сурт пурăнать.
Июнĕн 10-мĕшĕ – Никита. Халăхра çӳрекен сăмах тăрăх, çветтуй Никита хурсене усал-тĕселрен сыхлать.
Июнĕн 11-мĕшĕ – Феодосия. Çак кунтан ыраш пучаха ларма пуçлать. «Хветуççа кунĕ темиçе тунтикун тĕшне тăрать» (телейсĕр имĕш).
Июнĕн 12-мĕшĕ – Исаакий. Çĕленсем пĕр çĕре пухăнаççĕ, туй тăваççĕ. Çак кун вĕсем уйрăмах усал-мĕн.
Июнĕн 13-мĕшĕ – Еремей. Çак кун пур ака та вĕçленнĕ.
Июнĕн 14-мĕшĕ – Устин тата Харитон. Ирпеле хĕвел хĕрелсе тухсан ыраш аван пиçсе çитет, ирпеле ăмăр çанталăк – çурхи тырăсем ăнса пулаççĕ. «Устин кантăра çӳлелле сĕтĕрет, Харитон – йĕтĕне».
Майăн 26-мĕшĕ – Лукерья. Вăрăмтунасем «чĕрĕлеççĕ». Вĕсем сахал-тăк, сĕлĕ тата курăк сахал пулать; нумай пулсан – çырла пуçтарма ытларах витре-карçинкка хатĕрле. Сиплĕ курăксем пуçтарма вăхăт.
Майăн 27-мĕшĕ – Сидор. Çак кунччен тăм ӳксе тарăхтарать. Сидор кунĕ тĕлне чĕкеçсемпе вĕршĕнсем вĕçсе килеççĕ, ăшă илсе килеççĕ. Уяр кун – хăяр ăнса пуласса. Çил çурçĕртен пулсан сивĕ çулла кĕтет.
Майăн 28-мĕшĕ – Пахом. «Пахом çитрĕ – ăшă шăрши çапрĕ». Çак кунран чăннипех çуллахи çанталăк тытăнать. Урпа акаççĕ. «Уртăш чечекре – урпа акма вăхăт». «Пахом кунĕнче çанталăк ăшă – çу та ăшă пулать».
Майăн 29-мĕшĕ – Федор. Вĕçсе килнĕ кайăксем юрламасăр тăхтаса тăраççĕ-тĕк – сивĕ пулать.
Майăн 31-мĕшĕ – Федот.
Текста малалла вулăр...
Майăн 19-мĕшĕ – Иов. Хăяр лартма вăхăт. Пăрçа акаççĕ: ăна нӳрĕ çĕр çине, чакса пыракан уйăх (убывающая луна) чухне, хĕвел анас умĕн акмалла. Вăйлă сывлăм ӳксен хăяр тухăçлă пулать. Сывлăм ӳкмерĕ-тĕк – çумăра. Çак кунхи сывлăм уйрăмах сиплĕ теççĕ. Чирлĕ çынсем курăк çинчен сывлăм пуçтарса илнĕ те выçварла ĕçнĕ, ура ыратакансем сывлăм çийĕн çара уран çӳренĕ.
Майăн 21-мĕшĕ – Иван Богослов, Арсений Пшеничник. Тулă акаççĕ. Çумăрлă кун – кăмпа нумай пулать.
Майăн 22-мĕшĕ – Çурхи Микула. «Микула çитрĕ – ăшă илсе килчĕ». «Евдокия кунĕнче чăх шыв ĕçсе тăранать, Микулара ĕне курăк çисе тăранать».
Майăн 23-мĕшĕ – Симон. Пĕрисем каланă тăрăх, çак кун акма-сухалама юрамасть; теприсем ĕнентернĕ тăрăх мĕн акатăн – çавă ылтăн вырăнĕнче пулать. Курăк пуçтараççĕ, тымарсене чавса пăрахаççĕ.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
1,
2,
3,
[4].