Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Кӳршĕсенче

КӲРШĔСЕНЧЕ

ЧĂВАШ ЕН. Январĕн 23-27-мĕшĕсенче Шупашкарта машина куçарăвĕн интенсивлă курсĕсем иртеççĕ. Вĕренĕве Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕ пулăшнипе Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологипе культура факультечĕ университетри Интернет центрĕнче йĕркелет. Мероприятие Чăваш Енри, Тутарстанри, Пушкăртстанри, Марий Элти, Удмуртири, Коми тата Ненец автономи округĕсенчи, Бурятири, Якутипе Латвири, Раççей хулисенчи вăтăра яхăн тĕпчевçĕ хутшăнать. Курссенче Apertium системăпа усă курса автомат-куçаруçă хатĕрлеме вĕрентеççĕ. Çак системăпа хĕрĕхе яхăн чĕлхерен куçаруçă хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Халĕ вара турккă чĕлхинчен чăвашла куçаракан автомат-куçаруçă хатĕрлеççĕ. Проекта Алос Фонт Эктор (ЧПГНИ, Шупашкар) тата Фрэнсис Таерс (Алаканта университечĕ, Испани) ертсе пыраççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта проектпа чăваш чĕлхин морфологи анализаторне хатĕрлеççĕ, çулталăк вĕçленнĕ çĕре вара автомат-куçаруçă та хатĕр пулмалла.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

ПУШКĂРТСТАНРА кăçал Раççейĕн ытти регионĕсемпе танлаштарсан канмалли кунсен шучĕ пуринчен нумайрах. Ку 2011 çулхи декабрь вĕçĕнче РФ Верховнăй сучĕн Президиумĕ Пушкăртстанра мăсăльман уявĕсен кунĕсем – Курбан-байрам тата Ураза-байрам – канмаллисем пулнине законлă тесе йышăннипе çыхăннă. Çапла вара суд унччен çак уявсем ĕç кунĕ шутланни çинчен калакан касациллĕ йышăнăва пăрахăçласа Пушкăртстан Патшалăх Пухăвĕн надзорлă çăхавне тивĕçтернĕ. Сăмах май, кăçал Ураза-байрам августăн 19-мĕшĕнче, Курбан-байрам октябрĕн 25-мĕшĕнче пулать.
Пушкăртстанра ачаллă çемьесене парăнакан пур пособие те индексациленĕ. Çапла вара хĕрарăмсен консультацийĕнче малтанхи эрнесенчех учета тăнă пулас аннесен пособийĕ халь 534, 98 тенкĕпе танлашать. Призывпа салтакра тăраканăн йывăр çын арăмне пĕр хутчен парăнакан пособи 22591,89 тенкĕ.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

ПУШКĂРТСТАН. Ĕпхӳ хули «СНГ тата ЕврАзЭСăн чи лайăх хули» халăхсен хушшинчи VI смотр-конкурсра çĕнтернĕ. Çĕнтерӳçĕсене пĕлтĕрхи декабрĕн 22-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ «Мегаполис: XXI век – Пространственное развитие городов: реалии и перспективы» форумра дипломпа наградăланă. Конкурса Раççейри, Казахстанри, Украинăри, Молдавири 35 хула хутшăннă. Комиссие конкурсантсен хулана аталантарас ĕçри 310 проблемăлла ыйтăва еплерех татса панипе паллаштармалла пулнă. Ĕпхӳсĕр пуçне çавăн пекех Ижевск, Оренбург, Пермь, Самар тата Ульяновск хулисене те лайăх енчен палăртнă комисси.
Çĕнĕ çул умĕн, декабрĕн 28-мĕшĕнче, Ĕпхӳре пуçласа Пĕчĕк ача кунĕ ирттернĕ. Проектпа килĕшӳллĕн çак кун 6 № ача çуратмалли çуртран тухакан хĕрарăмсене ачан çуралнăлăх свидетельствине тата хаклă парне панă. Мероприятие пуçарса йĕркелекенĕсем республикăн Патшалăх Пухăвĕ – Курултайĕ çумĕнчи Çамрăксен палати, «Российская семья» Наци обществăлла комитечĕ, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕ, ПР ЗАГС управленийĕ.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

УЛЬЯНОВСКРИ культура училищин никĕсĕ çинче «Çамрăксен мобильлĕ çуртне» туса хума шутлаççĕ. Проекта çак кунсенче Ленин мемориалĕн Пысăк залĕнче çамрăксем валли ирттернĕ «Çĕнĕ çул серпантинĕ» мероприятире хăтланă. Унта Ульяновск облаçĕнчи çамрăксен юхăмĕн активисчĕсем, аслă шкулсен студенчĕсем, Раççей шайĕнчи тата халăхсен хушшинчи конкурссен лауреачĕсемпе дипломанчĕсем хутшăннă. Регионти искусство тата культура политикин министрĕ Г.Журавлев каланă тăрăх, «Çамрăксен мобильлĕ çурчĕ» çамрăксене ĕç тупма пулăшĕ, вĕсене обществăлла пурнăçа явăçтарĕ, йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене тĕрев парĕ, ытти халăхсен çамрăкĕсемпе çыхăну тытассине аталантарĕ. Проект 2012 çултан пурнăçланма пуçлать.
Ульяновскра йăлана кĕнĕ Çĕнĕ çулхи спорт форумĕ иртнĕ. «Профессиллĕ спортсменсене хатĕрлессинче чăннипех пысăк çитĕнӳсем тăватпăр.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

ЧĂВАШ ЕН. Шупашкарти «Южный» Культура керменĕнче нумай пулмасть «Асанне Electric-Show» иртнĕ. Çак музыка проекчĕ нумай çынна интереслентернĕ: ячĕпе те, авалхи чăваш юррисем импровизаци элеменчĕллĕ электронлă-акустикă ллă аранжировкăпа янранипе те, тата, паллах ĕнтĕ, юрăсене асатте-асаннесем юрланипе те. Шурсухалсем юрлаççĕ çеç мар, ташлаççĕ те. Проект пуçаруçисен сăмахĕсемпе, кусем «юрлакан ахаль асаннесем» кăна мар: вĕсем «Бурановские бабушки» пек «Битлз» юррисене хăйсен чĕлхипе юрламаççĕ, Н.Кадышева пек автор юррисене folk стилĕпе шăрантармаççĕ, «Иван Купала» пек тесе те калаймăн вĕсене. Вĕсем… пуринчен те лайăхрах! Куракансем каланă тăрăх, вĕсем авалхи юрăсене еплерех юрланине илтсен çут тĕнчери ытти япаласем çинчен пачах манса каятăн. «Асанне Electric-Show» проектра юрлакансем 50-70 çулти çынсем, вĕсем пурте «Шевле» фольклор ансамбльне çӳреççĕ.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

САМАР ОБЛАÇĔНЧЕ экскурсоводсем хатĕрлеме тытăннă. Экскурсоводсем хатĕрлес вĕрентӳ программи декабрĕн 2-мĕшĕнчен Санкт-Петербург профсоюзсен гуманитари университечĕн Самарти филиалĕнче хута кайнă. Темиçе тапхăрпа суйлав ирттернĕ хыççăн вĕренмешкĕн облаçра пурăнакан 30 çамрăка суйласа илнĕ. Вĕренӳ курсне ăнăçлă вĕçлекенсене патшалăх докуменчĕ парĕç.
ПЕРМЬ КРАЙĔН те хăйĕн амăш капиталĕ пулать. Ăна пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă çĕре яма юрать. Регионти амăш капиталĕ 100 пин тенкĕпе танлашать. Ăна 2011 – 2012 çулсенче виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратакансем тивĕçеççĕ. Капиталпа усă курма ача 2 çул тултарсан ирĕк параççĕ.
Пермь хулинче декабрĕн 5-мĕшĕнче икĕ çул каялла «Хромая лошадь» каçхи клубри пушарта вилнисене асăнса лартнă палăка уçнă. Инкек пулнăранпа икĕ çул çитнĕ кун край кĕпĕрнаттăрĕ Олег Чиркунов асăну вырăнне чечек хунă, вилнисене асăнса çурта çутнă.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

ЧĂВАШ ЕНРЕ 2012 çултан регионти амăш капиталне тӳлеме пуçлаççĕ. Çакăн çинчен калакан Указ çине ЧР Президенчĕ М.Игнатьев ноябрĕн 11-мĕшĕнче алă пуснă. Республикăри амăш капиталне кам илме пултарать-ха? 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратакан çемьесене 100 пин тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ тивĕçет.
ПУШКĂРТСТАН Рустэм Хамитов хушнипе Президент администрацийĕ республикăри хуласемпе районсен пуçлăхĕсене Президент ĕçлĕ визитпа килнĕ çĕре «Потемкин ялĕсем» хатĕрлеме чарнă. Çакăн çинчен калакан документа пур администрацисене те ярса панă. Пушкăртстан Президенчĕн пресс-секретарĕ Артем Валиев «REGNUM» информаци агентствине пĕлтернĕ тăрăх, ĕçлĕ çул çӳревсене йĕркелекен службăсем халĕ республика пуçлăхĕ килмелли вырăнсенче искусствăлла чаплă атмосфера тунине çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

САРАТОВРИ этнографи музейĕнче ноябрĕн 9-мĕшĕнче «Кукла. Ложка. Хохлома» курав уçăлнă. «Мастера народных ремесел» проектăн пĕр пайĕ шутланакан куравра Раççейри йăлана кĕнĕ ремесласен паллă ăстисен ĕçĕсене курма пулать: илемлĕ пуканесем, йывăçран касса тунă тĕрлĕ япаласем, йывăç çинчи ӳкерчĕксем… Уйрăмах пуканесем пысăк вырăн йышăнаççĕ куравра: кунта чи пĕчĕк ачасем, кăшт ӳснисем вылякан пуканесене, сиплевре, йăла-йĕркесене ирттернĕ чух усă кураканнисене курма пулать. Курма килекенсен маçтăрсем тунă япаласене курма кăна мар, хăйсен ăсталама вĕренме те май пур.
ПЕРМЬРЕ паян арт-резиденци уçăлать. Пермь хула администрацийĕн пресс-служби REGNUM информаци агентствине пĕлтернĕ тăрăх, унта ӳнер мастерскойĕсем, фотостуди, сасă çыртаракан студи тата репетици базисем вырнаçнă. Пермьри арт-резиденци вăл – ятарлă оборудованисем вырнаçтарнă хутлăх, унта çĕршыври кăна мар, тĕнчери ӳнерçĕсем килсе ĕçлеме пултараççĕ.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствинче хатĕрленĕ патшалăх программинче 2010 çулта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвне илсе кăтартнă. REGNUM ИА çав документран илсе кăтартнă даннăйсем тăрăх, 2010 çулта Чăваш Енре пĕтĕм халăхран 67 проценчĕ чăваш. 2002 çултипе танлаштарсан чăвашсен шучĕ 0,7 процента чакнă. Вырăссем, пĕлтĕрхи çырав пĕтĕмлетĕвĕсем кăтартнă тăрăх, 26 процент ытла (2002 çулта 26,5 процент пулнă), тутарсем 2,8 процент ытла (2002 çулта та 2,8), мордвасем 1 процент (2002 çулта 1,2). Халăхсен шучĕ унчченхи пекех: Чăваш Республикинче халĕ те 93 тĕрлĕ халăх пурăнать, халăхсен ушкăнĕсем те тăххăрах юлнă. Пĕлтĕрхи çыравăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшӳллĕн, сакăр çул хушшинче республикăра куллен пурăнакансен шучĕ 62,2 пин çын чухлĕ чакнă.
Ĕнер Шупашкарти «Mega Galaxy» кану центрĕнче «Раççей чăваш пики – 2011» Пĕтĕм Раççейри наци конкурсĕ иртнĕ.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧЕ «вăрçă ачисене» социаллă пулăшу пама пуçласшăн. Унпа çыхăннă саккун проектне облаçăн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов хушнипе хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра проекта халăхпа пĕрле сӳтсе яваççĕ. Асăннă документпа 1932 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуралнисем социаллă пулăшу илме пултарĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ача пулнисем врачсем патне черетсĕр кĕме, çулсерен диспансерта тӳлевсĕр тĕрĕсленме, социаллă тивĕçтерӳ учрежденийĕсенче кирлĕ çĕре черет тăмасăр кĕме пултараççĕ. Кунсăр пуçне Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне «вăрçă ачисене» кашни çул 500-шер тенкĕ пособи тӳлĕç. Ульяновск облаçĕн ĕç тата социаллă аталану министрĕ А.Васильев каланă тăрăх, «вăрçă ачисем» валли çавăн пекех кăкăр çине çакмалли паллăсем те хатĕрлеççĕ.
 
Ульяновск облаçĕнчи вăтам шкулсенче кĕçех çĕнĕ урок хушăнать, унта вĕренекенсем çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх никĕсĕсене вĕренĕç.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИШĔН кăçалхи октябрĕн 10-мĕшĕ историе кĕрсе юлать. Шăп çак кун информаци уçлăхне Чăваш Енĕн наци телевиденийĕ тухрĕ. Наци телевиденийĕн историйĕ пĕлтĕрхи январь уйăхĕнчех пуçланнă темелле. Ун чух патшалăх влаçĕн органĕсен порталĕнче республикăри паллă пулăмсене çутатма тăватă çынран тăракан видеоушкăн йĕркеленĕ. Çулталăкран Правительство Наци телерадиокомпанине туса хума йышăннă. Çĕнĕ телеканал валли кирлĕ оборудовани туяннă, çав хушăрах коллектив та йĕркеленнĕ. Октябрĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн наци телевиденийĕ тест майĕпе кăтартма пуçланă. «НТРК» текен логотиплă программăсемпе передачăсене халĕ «Ростелеком» УАО кабельлĕ сетĕнче 18-мĕш каналпа («ВТК-Информ») курма пулать. Çитес эрнере наци телевиденийĕ хăй хатĕрленĕ передачăсене те кăтартма пуçлать. Хыпар кăларăмĕсем вырăсла тата чăвашла тухса тăрĕç.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

САМАР ОБЛАÇĔ. «Ĕç тăвакан власть тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен информаци технологийĕсемпе усă курас хăнăхăвне ӳстересси» проекта пурнăçа кĕртес черетлĕ тапхăр пуçланнă. 2009-2010 çулсенче власть органĕсенче ĕçлекен çĕр-çĕр çын çакнашкал вĕренӳ урлă иртнĕ ĕнтĕ. Кăçал вара, план тăрăх, тата 250 çын хăйĕн квалификацине ӳстермелле. Чиновниксене компьютерпа ĕçлеме, документсен электронлă çаврăнăшĕпе усă курма вĕрентеççĕ.
ПУШКĂРТСТАН шкулĕсенче вĕренекен 12 ача тӳлевсĕрех Мускав, Королев тата Звездный хулисене кайса курма тивĕçнĕ. Мĕншĕн? «Манăн космос тĕнчи» творчество ĕçĕсен конкурсне хутшăнса çĕнтернĕшĕн. Ачасем çул çӳревре сентябрĕн 28-30-мĕшĕсенче пулĕç. Вĕсем чăн-чăн космонавтсемпе тĕл пулĕç, Космонавтсене хатĕрлекен центрта пулса курĕç.
ЧĂВАШ ЕНРЕ ку эрнере Раççейри Çамрăк библиотекарьсен IV форумĕ иртнĕ.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

ПУШКĂРТСТАН. Юрăхсăра тухнă автомобиль шинисене тирпейлекен «Триумф» тулли мар яваплăхлă общество сентябрĕн 13-мĕшĕнче ĕçлеме тытăннă. Унăн строительствине 2010 çулхи март уйăхĕнче çеç пуçланă-ха, çак вăхăтра темиçе пӳлĕм лартнă, 972 тăваткал метр йышăнакан производство корпусне ют çĕршывра тата хамăр çĕршывра кăларнă çӳллĕ технологиллĕ оборудованисем вырнаçтарнă. Юрăхсăр автошинăна тирпейленĕ чух унри метала, резинăна тата пусма-тавара уйăраççĕ те вĕсене хуçалăхра татах усă кураççĕ. Уйрăмах резина пĕрчисене, вĕсене çĕнĕ шинăсем, автомобиль кавирĕсем, резина атă-пушмак тунă çĕре яраççĕ. Çулсене асфальт сарнă чух та усă кураççĕ. Сăмах май, резина пĕрчисем асфальтлă çулсен ĕмĕрне 1,5-2 хут вăрăмлатма пулăшаççĕ.
* * *
Пĕтĕм Раççейри аннесен форумне кăçал Ĕпхӳ йышăнать тесе пĕлтерет «REGNUM» ИА.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

ПУШКĂРТСТАН ученăйĕсем инновацилле продукт – кĕсре сĕтĕнчен йогурт – кăларма патент илнĕ тесе пĕлтерет «REGNUM» ИА. Çак сĕтрен йогурт хатĕрлемелли технологие пушкăртстансем шутласа тупнă-мĕн. Халĕ продуктăн паспортне те илнĕ. Ытти сĕтрен тунă йогуртсенчен вăл чылай сиплĕрех тесе çирĕплетеççĕ, мĕншĕн тесен кăкăр сĕтне çывăхрах.
Хальхи вăхăтра «Уфамолзавод» УАОра продуктăн производство тĕрĕслевне ирттереççĕ.
ЧĂВАШ ЕН. Сентябрĕн 5-мĕшĕнче ирхине 3 сехет тĕлĕнче Чăваш Енĕн шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов мăшăрĕпе BMW служба машинипе пынă чух Тутарстанри Ешĕлвар районĕнчи Исаково ял çывăхĕнче аварие лекнĕ. Официаллă верси тăрăх, машина водителĕ, полицин аслă прапорщикĕ, хирĕç килекен машина фарин çутипе курми пулнă та хăйăр тĕмески çине кĕрсе çаврăнса çапăннă. Министр «Хусан» аэропорта черетлĕ отпуска самолетпа вĕçме васканă.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

ПУШКĂРТСТАН Правительствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх тата муниципаллă учрежденисенче тăрăшакансен ĕç укçине 2011 çул вĕçлениччен 15 процентран кая мар ӳстерме йышăннă. Çак учрежденисенче ĕçлекенсен январь-июнь уйăхĕсенчи вăтам ĕç укçи 10-12 пин тенкĕ пулнă. Çавăнпа республика правительстви 2014 çулччен ĕç укçине 1,5 хут ӳстерме тĕллев лартнă.
* * *
Пушкăртстанăн чи йывăр çынни 300 килограмм таять тесе пĕлтерет «REGNUM» ИА. 48 çулти Ирек Габдрахманов хальхи вăхăтра Октябрьский хулинчи ваттисен çурчĕсенчен пĕринче пурăнать. Тĕрĕссипе, унăн чăн виçи мĕн чухлĕ пулни паллă мар, мĕншĕн тесен кун пек çынсене виçмешкĕн медицина учрежденийĕсенче ятарлă тарасасем çук. Апла пулин те Ирек вырăн çинче кăна выртмасть, туя çине таянса утать. Чун киленĕвĕ те пур унăн – сăвă çырасси.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

КИРОВ ОБЛАÇĔ. «Çамрăк çемье валли çурт» облаçри тĕллевлĕ программăна хутшăннă, 2011 çулта ача çуратнă (усрава илнĕ) çамрăк çемьесене çурт-йĕр вăтам хакĕнчен 5 процент чухлĕ хушма социаллă пулăшу парасси çинчен» постановленин проектне хатĕрленĕ тесе пĕлтерет «REGNUM» ИА. Çурт-йĕр кредичĕн (ипотека), пурăнмалли пӳлĕм туянма, уйрăм çурт лартма илнĕ займсен тата çурт лартнă, юсанă тăкакăн пĕр пайне саплаштарма область бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ. Социаллă пулăшу пĕр хутчен кăна парăнать.
ЧĂВАШ ЕНРИ Улатăр хулинче пĕрремĕш турникменсем (урамри турниксем çинче гимнастика, акробатика хусканăвĕсене тăвакансем) йĕркеленнĕ. Урамри гимнастсен пĕрлешĕвне пуçаракансем – Улатăр чукун çул транспорчĕн техникумĕн студенчĕсем. Пĕрлешӳре хальлĕхе 20 çын, анчах вĕсен ретне тăрас текенсем сахал мар.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

ЧĂВАШ ЕН çыннисен çветтуй Матронăн çĕрмен пайне сентябрĕн 3-мĕшĕчченех пуç çапма май пур. Ăна тата Николай çветтуйăн çĕрмен ӳтне Шупашкарти çветтуй Татиана чиркĕвне августăн 18-мĕшĕнче илсе килнĕ.
Çветтуй Матронăн çĕрмен ӳтне Шупашкара çуркунне те кӳнĕ, ун чух икĕ эрнене яхăн тăнă вăл. Çав вăхăтра ăна пуç çапма килнисен шучĕ кунран-кун нумайланса кăна пынă.
* * *
«Шупашкар 542 çул тултарнине уявлама хула бюджетĕнчен пĕр пус та укçа уйăрман, çав кун иртекен мĕнпур мероприяти тӳлевсĕр, вĕсене «хула тусĕсен» шучĕпе йĕркелеççĕ», – тесе пĕлтернĕ Л.Черкесов мэр «REGNUM» ИА корреспондентне. «Эпир вĕсене спонсорсем мар, хулан юлташĕсем тетпĕр. Мĕншĕн тесен çак çынсене хула шăпи хумхантарать», – тенĕ вăл. Шупашкара пулăшакан çакăн пек çынсен клубне çитес вăхăтра йĕркелесси пирки те каланă.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧЕ авиаци 80 çул тултарнине паллă тума хатĕрленеççĕ. Çак юбилее тата Сывлăш флочĕн кунне халалласа 100 ытла мероприяти хатĕрленĕ, вĕсем августăн 22-28-мĕшĕсенче иртмелле. Тĕп уявсенчен пĕри, паллах, авиасалон пулать. Кунсăр пуçне праçник эрнинче Як-52 самолетăн çĕнĕ модельне уçасшăн, «Çулталăк авиаторĕ» конкурс та иртмелле. Авиасалонпа авиашоу вара августăн 27-мĕшĕнче «Ульяновск-Восточный » аэропортăн территорийĕнче пулать.
Ульяновск облаçĕнче 2011 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче 6421 ача çуралнă, 681 çемье нумай ачаллă пулса тăнă. Çакă юлашки виçĕ çул хушшинчи чи лайăх кăтарту. «Эпир пулас аннесене пурлăх енчен хавхалантарас тесе тăрăшатпăр. Кăçал 12 пин ытла йывăр çын-хĕрарăм вырăнти бюджет шутĕнчен пĕтĕмĕшле илсен 6 миллион тенкĕлĕх пулăшу илнĕ», – пĕлтернĕ облаçăн ĕç тата социаллă аталану министрĕ А.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧЕ 2012 çул Культура çулĕ пулать. Çакăн çинчен калакан Хушу çине регион кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов тунтикун алă пуснă. Облаçăн Искусство тата культура политикин министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, çулталăкри чи паллă пулăмсен шутĕнче И.А.Гончаров çуралнăранпа 200 çул çитнине халалланă мероприятисем пулмалла. Кĕпĕрнаттăр министерствăна ял культурине модернизацилес программа йышăнма хушнă. Регионта культура сферинче ĕçлекенсене тĕрлĕ енлĕн пулăшмалли закон пулмалли çинчен те аса илтернĕ С.Морозов.
Июлĕн 17-мĕшĕнче Павловка районĕнче Наци культурисен регионсен хушшинчи XIV «Поволжская глубинка» фестивалĕ иртнĕ. Ульяновск облаçĕн искусство тата культура политикин министрĕ Г.Журавлев пĕлтернĕ тăрăх, мероприятие Павловка районĕ йĕркеленнĕренпе 70 çул çитнине халалланă.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔН Правительстви «2011-2013 çулсенче Ульяновск облаçĕнчи халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркелесси» программăна çирĕплетнĕ. Асăннă документа облаçри Ĕç тата социаллă аталану, Сывлăх сыхлав, Вĕрентӳ, Искусство тата культура политикин министерствисем, Физкультурăпа спорт департаменчĕ пĕрле йышăннă. Программăна йышăниччен унăн проектне малтан нумай ачаллă çемьесемпе, Çемье канашĕн, Çамрăксен демографи канашĕн членĕсемпе, халăхпа сӳтсе явнă. Программа регионти демографи лару-тăрăвне лайăхлатма, халăхăн пурăнас çулĕсене ӳстерме, пурнăçа аванлатма пулăшмалла.
Ульяновскра йĕркеленнĕ «Волжские Витязи» студентсен стройотрячĕ Федерацин Атăлçи округĕн отрячĕн йышне кĕнĕ. Июлĕн 12-мĕшĕнче отряд Хусана 45 пин çын вырнаçмалăх футбол стадионĕ тăвас ĕçсене хутшăнма килнĕ. Асăннă объекта 2013 çулта Хусанта иртекен Пĕтĕм тĕнчери Универсиада тĕлне тăваççĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6.
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08