Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Кӳршĕсенче

КӲРШĔСЕНЧЕ

САМАР ОБЛАÇĔ. «REGNUM-ВолгаИнформ» ИА пĕлтернĕ тăрăх, Сызрань прокуратури хулари ача сачĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн йĕркене пăснă тĕслĕхсем тупса палăртнă. Уйрăмах ача садĕнче ĕçлекенсем саккунсăр майпа темиçе должность йышăнса уншăн укçа илсе тăнă ăнсăртсем йышлă. Прокуратура çавăн пекех ачасен ашшĕ-амăшĕнчен саккунлă мар майпа укçа пуçтарнине те тĕпчесе пĕлнĕ. Шкулчченхи вĕрентӳ учрежденийĕн тĕп бухгалтерĕ ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн йышăнăвĕсĕр пӳлĕмсене юсама тесе укçа пуçтарнă тата. Юсав ĕçĕсене тума килсе пулăшакан ашшĕ-амăшĕн 600 тенкĕ памалла пулнă, килейменнисен – 1100. Çакна та ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ирĕкĕпе паракан сумма теме çук, мĕншĕн тесен ача сачĕн ĕçченĕсем мĕн чухлĕ памаллине хăйсем палăртнă.
 
ПУШКĂРТСТАН РЕСПУБЛИКИНЧЕ çамрăк çемьесене çурт-йĕр илме пулăшассипе çыхăннă патшалăх программисем лайăх ĕçлеççĕ теме çук.

Текста малалла вулăр...

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ

Кăçал К.В.Ивановăн «Нарспи» поэми кун çути курнăранпа 100 çул çитрĕ. Çакна пула Чăваш Республикинче тата ытти регионсенче уяв мероприятийĕсем – литературăпа музыка тата тематика каçĕсем, чăваш литературин кунĕсем, конференцисем, куравсем иртеççĕ. Театр сценисем çинче Н.Казаковăн «Нарспи» мюзиклне, Л.Родионовпа В.Яковлевăн «Нарспи» спектакльне, Г.Хирбюн «Нарспи» оперине кăтартаççĕ. Октябрĕн 9-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче «Нарспи» поэмине – 100 çул» курав уçăлнă. Октябрĕн 14-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Ку форума Шупашкар, Сыктывкар, Йошкар-Ола тата ытти хуласенчен специалист-филологсем хутшăннă. Çак кунах «Нарспи» кĕнекин презентацийĕ пулнă.
 
Юлашки вăхăтра Чăваш Республикинче суя укçасен шучĕ самаях ӳснине палăртаççĕ милици сотрудникĕсем.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИ. Шупашкар районне кĕрекен Ишек ялĕ патĕнче иртнĕ эрнекун шкул автобусĕ аварие лекнĕ. Автобусра пулнă вунă ачапа икĕ педагога васкавлă пулăшу больницине леçнĕ. Ĕç акă мĕнлерех пулса иртнĕ. Сăрт çинчен анакан автобус тĕп çулпа пыракан «Газеле» çул паманнипе вĕсем çапăннă та автобус йăваннă. Автобусри пассажирсем пĕри те хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнман пулнă, çавăнпах инкек тӳснĕ. Çак инкеке шута илсе Чăваш Республикин Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ шкул автобусĕсен хăрушсăрлăхĕ çине пысăкрах тимлĕх уйăрма пуçланă. Халĕ шкул автобусĕсен водителĕсене трасса çине тухиччен çирĕп тĕрĕслеççĕ, автобус çулталăкне иккĕрен кая мар техтĕрĕслев витĕр тухмалла, ун çинче «Осторожно, дети» паллă пулмалла тата ытти требованисене пăхăнмалла. Шел пулин те, шкул автобусĕсемпе çыхăннă çул-йĕр правилисене пăснă ăнсăртсем сахал мар.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

ФЕДЕРАЦИН АТĂЛÇИ ОКРУГĔНЧЕ 2008 çулхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçи парăмĕсем 341,6 миллион тенкĕпе танлашнă, 2007 çулхи кăтартуран çакă 2 хут пĕчĕкрех. Ĕç укçи вăхăтра тӳлемен организацисемпе предприятисен шучĕ вара тата ытларах чакнă, çулталăк хушшинче вĕсен шучĕ 4 хут сахалланнă. Халĕ пĕтĕмĕшле илсен округри 215 предприятире ĕç укçи парăмĕсем пур. Вĕсенче пĕтĕмĕшле илсен 31,7 пин çын ĕçлет. Ку цифра та 2007 çулхинчен 3 хут пĕчĕкрех. Лару-тăру лайăхланни ĕç тăвакан влаçăн федераллă тата регионсенчи органĕсем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем, профсоюзсем тата граждансен обществăлла пĕрлешĕвĕсем пĕрле хутшăнса ĕçленипе çыхăннă тесе пĕлтерет РФ Президенчĕн округри полномочиллĕ представителĕн пресс-служби.
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИ 2008 çулта чăваш литературин классикĕн Константин Ивановăн «Нарспи» поэми пичетленсе тухни 100 çул çитнине анлăн паллă тума хатĕрленет.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

Федерацин атăлçи округĕ. РФ Юстици министерствин Федерацин Атăлçи округĕнчи Управленийĕ «АПК аталанăвĕ» нацин приоритетлă проектне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă регионсенчи нормативпа право акчĕсене тĕпчесе тухнă. Паянхи куна округ шайĕнчи федераллă регистрта ял хуçалăх тытăмĕпе çыхăннă 1575 нормативпа право акчĕ шутланать. Ку йышши актсене пуринчен ытла Пушкăртстанра (109), Чулхула облаçĕнче (80), Тутарстанра (79) йышăннă. Ку тĕлĕшпе Управлени 500 ытла юридици экспертизи ирттернĕ. Федераллă законодательствăна тивĕçтереймен 23 акт тупса палăртнă. Йĕркене пăснă пулăмсем хушшинче пуринчен ытларах Раççей субъекчĕн патшалăх влаç органĕ полномочийĕсенчен тухни (Чулхула, Самар, Киров, Пенза облаçĕсем, Удмурт, Пушкăртстан республикисем) тата бюджет законодательствине пăхăнманни (Оренбург облаçĕ, Пушкăртстан).

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

Ульяновск облаçĕ. Нумай пулмасть ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев республикăра тĕслĕ металл вăрлакансемпе активлăрах ĕçлеме пуçлас тĕлĕшпе чĕнсе калани Тутарстанри дача участокĕсен хуçисенче самаях шанăç туйăмĕ çуратрĕ-тĕр. Çуркунне пахча ĕçĕсем пуçлансан хула çыннисем хăйсен ултă сотки çине таврăнсан час-часах тĕрлĕ вăрă-хурах вĕсен çурчĕсене тустарса пĕтернине кураççĕ-çке. Ытларах чухне вĕсен çурчĕсене тĕслĕ металл шыракансем çĕмĕрсе кĕреççĕ. Ку тĕлĕшпе кӳршĕри Ульяновск облаçĕнче те çывăрса ларма шутламаççĕ. Сад обществисен территорийĕсенче обществăлла йĕркене сыхлас тĕлĕшпе кунта çывăх вăхăтра ятарлă милици подразделенийĕсем ĕçлеме пуçлĕç. Ют çынсен участокĕсене çĕмĕрсе кĕнĕшĕн те самай çирĕпрех явап тыттарма тытăнĕç. Çакăнсăр пуçне вырăнти администрацире çынсене садпа дача вырăнĕсене турттарас тата кунта туса илнĕ пахча çимĕçсене сутма пулăшас тĕлĕшпе те пулăшма кирлĕ йышăнусем тума палăртнă.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

Чăваш Республики. Пирĕн республикăра ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕ ĕçленине пула кунти граждансене хваттерсемпе тивĕçтересси мĕнпур Раççейшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăчĕ тесе калама юрать. Иртнĕ çул ку тĕлĕшпе Хусанта РФ Президенчĕ Владимир Путин ятарлă канашлу ирттерни те çакна аванах çирĕплетсе парать. Ун чухне Тутарстан опычĕпе Раççей регионĕсен пуçлăхĕсем те паллашнăччĕ. Çапла майпа акă нумай пулмасть кӳршĕри Чăваш Республикинче те патшалăх çурт-йĕр фондне туса хурасси çинчен пĕлтерчĕç. Асăннă фонд сахал тупăш илекен халăх категорийĕ валли хваттерсем тума тытăнĕ. Вĕсене тӳлевсĕр приватизацилеме ирĕк памĕç. Сăмах май, çурт-йĕр строительствин калăпăшĕпе Чăваш Ен Раççейĕпе те чи малта пыраканнисенчен пĕри шутланать – пĕлтĕр кунта миллион ытла тăваткал метр çурт-йĕр хута янă.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

Чăваш Республики. 2007 çулта Чăваш Ен ШĔМ сотрудникĕсем компьютерсене лицензиллĕ мар программăсем лартнă предприятисемпе организацисем тĕлĕшпе 50 яхăн уголовнăй ĕç пуçарса янă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри суда та çитме ĕлкĕрнĕ. ЧР ШĔМ министрĕ Вадим Антонов сăмахĕсенчен, лицензиллĕ софт ыйтăвĕ Пермь облаçĕнчи Сепыч ялĕнчи шкул директорĕ Александр Поносов тĕлĕшпе пулса иртнĕ истори хыççăн уйрăмах çивĕчленнĕ. Çав вăхăтрах вырăнти правăна сыхлакан органсен сотрудникĕсем ку тĕлĕшпе çӳлтен хушнипе кăна ĕçлемеççĕ. Кунта интеллектуаллă харпăрлăха сыхлас тĕлĕшпе ятарлă проект йышăннă. Унпа килĕшӳллĕн Шупашкарти пысăк предприятисене тĕрĕслеме пуçланă та. Çакăн хыççăн вырăнти компьютер фирмисенче программа продукчĕсем сутасси самаях ӳснĕ иккен.
Самар облаçĕ. 2008 çулта Тольяттири автозавод 124 пин ытла 68 тĕрлĕ комплектлă Lada Kalina автомобильсем кăларма хатĕрленет.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

Чăваш Республикине федераллă тĕллевлĕ программа йĕркипе 2008 çулта 26 мобильлĕ тата пĕр видеофиксаци комплексĕ килмелле тесе пĕлтерет REGNUM информаци агентстви. Пĕтĕмĕшле илсен республикăри çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн пурлăхпа техника базине çирĕплетме 14,8 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Республикăри Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Владимир Ежеев сăмахĕсенчен, кунта çулсем тăвас программăсене хăвăрт пурнăçа кĕртсе пынине пула ял тăрăхĕсенче аварисен шучĕ ӳснĕ иккен. Яка çулсем çинче автомобилистсем ытла пысăк хăвăртлăхпа çӳренине пула водительсем час-часах аварисене лекеççĕ те иккен. Аварилĕх шайне чакарас тĕллевпе, вырăнти инспекци ертӳçин шухăшĕпе чи малтанах водительсен культура шайне ӳстересси çине ытларах тимлĕх уйăрмалла.
Саратов облаçĕ.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

Федерацин Атăлçи округĕнче аслă вĕренӳ заведенийĕсен сайчĕсен конкурсĕ иртнĕ. Ун пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 2007 çулта пĕрремĕш вырăна Хусанти патшалăх университечĕн интернетри страници пĕрремĕш вырăн йышăнма тивĕçнĕ. Вăл конкурса хутшăнакансем хушшинче пуринчен ытла балл пухма пултарнă (199). Иккĕмĕш вырăна балсен суммипе Хусанти патшалăх архитектурăпа строительство университечĕ тухнă – 186 балл. Виççĕмĕш вырăна вара «кĕмĕл» призертан икĕ балл каярах юлса Чулхулари коммерци институчĕ çĕнсе илнĕ. Вузсен сайчĕсене хак панă чухне чи малтанах икĕ критери çине пăхнă – технологипе дизайн тата информацилĕх. Унта, ытти страницăсемпе танлаштарсан, занятисен расписанийĕсене кĕртмелле, сотрудниксен наука тытăмĕнчи ĕçĕ-хĕлне çутатса памалла пулнă. Пĕтĕмĕшле илсен конкурса округа кĕрекен 20 аслă вĕренӳ заведенийĕ хутшăннă.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

Федерацин Атăлçи округĕнче пурăнакансенчен 14 проценчĕ физкультурăпа тата спортпа туслă, Раççейĕпе илсен ку кăтарту 10 процентпа танлашать. Европăри çĕршывсенче вара 40-50 процента çитет. Çулталăк хушшинче пĕтĕмĕшле илсен 270 спорт объектне хута янă, хăш-пĕр регионсенче спорт мероприятийĕсем ирттерме тата спорт клубĕсемпе секцийĕсен материалпа техника базине çĕнетме малтанхи çулсемпе танлаштарсан 3 хут ытларах укçа-тенкĕ хывнă. Çакăнсăр пуçне 2007 çулхи Раççей вĕренекенĕсен спартакиадинче Федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăк спортсменсем командăсен зачетĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Чăваш Республики. Шупашкарти хĕллехи ишеве юратакан Татьяна Александрова ноябрĕн 3-5-мĕшĕсенче Тверь облаçĕнчи Асташков хули çывăхĕнче, Селигер кӳлĕре иртнĕ хĕллехи шывра ишме юратакансен ăмăртăвĕнче пилĕк ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

Федерацин Атăлçи округне кĕрекен субъектсенче газ кĕртес ĕçсене пурнăçлама «Газпром» УАО 2006–2007 çулсенче, пĕтĕмĕшле илсен, 7,634 миллиард тенкĕ уйăрнă – çакă программа йĕркипе мĕнпур çĕршыв валли уйăрнă укçа-тенкĕн 20 проценчĕпе танлашать. «Газпром» УАО пресс-службин кăтартăвĕсем тăрăх, ФАО регионĕсенче газификаци программине 2006 çулта тĕппипех пурнăçланă теме юрать, çакăн çинчен Марий Эл тата Мордва республикисенче объектсене срокченех хута яни калать, унсăр пуçне Пушкăртстанра, Пенза тата Оренбург облаçĕсенче халăх газ илсе тăма туллинех хатĕрленсе çитнĕ. Федерацин Атăлçи округĕнче газификаци шайĕ 74 процента çитнĕ, çакă Раççейри вăтам кăтартуран 19 процент пысăкрах. 2007 çулта газификаци программисене пурнăçа кĕртмешкĕн 4,1 миллиард тенкĕ уйăрса панă.
Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ пурăнмалли вырăнсăр çапкаланса çӳрекенсем (бомжсем) валли декабрĕн 2-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин суйлавне хутшăнма ятарлă суйлав участокĕ йĕркелеме хатĕрленет.

Текста малалла вулăр...

КӲРШĔСЕНЧЕ

Чăваш Республики. Октябрĕн 16-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ хăйĕн 90-мĕш театр сезонне уçнă. Çак кун артистсем куракансене Д.Гордеевпа Г.Кирилловăн «Анаталла-тăвалла» спектакль премьерипе савăнтарнă. Ăна театрăн илемлĕх ертӳçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев лартнă. 2007 çул вĕçлениччен кунта тата икĕ премьера палăртнă. Пĕтĕмĕшле вара 2006–2007 çулсенчи театр сезонĕнче кунта çĕнĕ пилĕк спектакль лартнă, тата теприне çĕнĕрен пуçарса янă. Театрăн кулленхи репертуарĕнче паянхи кун 26 спектакль шутланать, вĕсенчен 11-шне чăваш авторĕсен произведенийĕсем тăрăх лартнă. Сăмах май, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ Раççейре чи аслисенчен пĕри шутланать. Унăн пĕрремĕш спектаклĕ 1918 çулта Хусанта кун курнă. Театрăн пĕрремĕш режиссерĕ Чăваш Республикин халăх артисчĕ Иоаким Максимов-Кошкинский пулнă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6].
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08