Çырма-çатра çумĕнче пысăках мар Хупкĕпер ятлă ял вырнаçнă. Ялта кашни урамăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Пирĕн кас, ватăсем каланă тăрăх, мăкшă çемйинчен пуçланнă. Çавăнпа Мăкшă кас ят панă.
Мĕнле кăна улшăнусем пулса иртмен-ши ял халăхĕшĕн иртнĕ ĕмĕр хушшинче.
Ĕлĕкхи вăхăтра ял пуçланнă çулсене, хресченĕн ал вăйĕпе тунă йывăр ĕçĕсене аса илсен... Улăм витнĕ пĕчĕк пӳртсенче пурăннă. Пуянсемпе чухăнсен, кулаксен вăхăчĕ те пулнă. Революци вăхăтĕнче йывăр самантсем тата... Ун хыççăн пĕрлешӳллĕ хуçалăх ĕçĕсем пуçланнă. Алă ĕçĕсене нумайăшне машинăсем улăштарнă.
Паллах, халăх пурнăçĕ самаях çăмăлланнă. Ĕç укçи те тӳленĕ. Анчах та ырă пурнăçа тискер вăрçă татнă. Халăхшăн каллех хуйхăллă йывăр пурнăç пуçланнă. Ял халăхĕ, паллах, нимĕнле йывăрлăха та парăнман, арçынсем вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçнă, хĕрарăмсемпе ачасем вара уй-хирти, килти ĕçсене туса пынă.
Текста малалла вулăр...
Хисеплĕ «Сувар» ĕçченĕсем!
Сирĕн пата Теччĕ районĕнчи Хупкĕпер ялĕн тарăхса çитнĕ çыннисем çыраççĕ. Мĕнле айăпа, çылăха кĕнĕ-ши пирĕн ял? Пĕчĕкçĕ чух манăçа юлнă ялсем çинчен вулаттăмăр. Çав пирĕн ума та çитрĕ. Таврари ялсене асфальтлă çулсем туса пачĕç. Пире тата пирĕн ачасене ним вырăнне те хумаççĕ. Хуласене тухса кайнă ачасене яла килме питĕ пысăк нуша. Çурлă-кĕрлĕ, йĕпе-сапара машинăсем яла кĕреймеççĕ, кӳршĕ ялта лартса хăвараççĕ. Шанчă, Аслă Ăнă тата ытти кӳршĕ ялсем пурте ку нушаран тухнă. Анчах та вĕсен хушшинчи Хупкĕпер мĕншĕн айăплă? Мĕншĕн тесен вĕсен ял хутлăхĕн пуçлăхĕсем тăван ял çыннисем. Вĕсем ялшăн, халăхшăн, ачасемшĕн тăрăшаççĕ. Пирĕн ялăн вара хамăр ял çынни мар, ăна пирĕн нуша ним те мар.
Эпир, тарăхнă çынсем, çул тума хамăр пенси укçине пама хатĕр.
Шкул ачисем 5-мĕш класран пуçласа ют яла вĕренме çӳреççĕ.
Текста малалла вулăр...
Эпир Пăва районĕнчи Пăрăнтăк станцинче пурăнатпăр. Январĕн 31-мĕшĕнче килте пушар тухрĕ. Çĕрле иккĕмĕш çурринче пирĕн пата çунатпăр тесе пырса шаккарĕç. Çулăм çĕкленнĕччĕ. Хапхана уçсан пĕр ушкăн хĕрсемпе каччăсем кĕрсе пушара сӳнтернине сиссе те юлмарăмăр. Вут-çулăма сарăлма памарĕç. Хăшĕсем кĕреçепе, теприсем витрепе шыв сапса пушар машинисем килнĕ çĕре çулăма лăплантарчĕç. Пӳрте, хуралтăна сыхласа хăварчĕç. Эпир çав ачасене палламасăрах юлтăмăр. Хăйсенчен шыв юхса тăрать. Çавăн пекех машинăсем çине ларса кайрĕç.
Эпир вĕсене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене «Сувар» хаçат урлă пĕтĕм чун-чĕререн, питĕ пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Çак ачасем пулман пулсан хамăр та çунса вилеттĕмĕр. Пирĕншĕн вĕсем Турă пулчĕç. Тĕнчере çавăн пек лайăх ачасем те пур иккен хальхи вăхăтра.
2010 çулăн I çур çулне «Сувара» çырăннă квитанцисемпе шăпа ярса парне тухнисен ячĕсене хаçатăн 7№ çырнăччĕ эпир. Çапла телейлĕ квитанциллисем куллен редакцие килеççĕ, хăшĕсем аякра пурăннипе тăванĕ-пĕлĕшĕсене кĕрсе илме ыйтаççĕ. Ытларикун пирĕн пата Хусанта пурăнакан Н.М.Верхунов килчĕ. Николай Михайлович 80 çултан та иртнĕ ĕнтĕ, анчах çулĕсемпе çамрăк курăнать. Калаçăвĕ те, хăйне тыткалани те тăн-тăн. Чăваш телепередачисене Хусанта мĕнле пăхма пулать-ши тесе килнĕ ветеран, квитанципе чăвашла кĕнеке выляса илни çинчен пĕлмен те иккен. Эпир ăна кун пирки пĕлтерсен савăнчĕ. Ара, Хусанта пурăнакан ырă ватăшăн чăвашла кĕнеке тупса илесси çăмăлах мар-çке, тăван чĕлхепе вара вулас килет.
Ырă ватă терĕм те, хитре сăмахшăн кăна каламарăм çапла. Николай Михайлович çирĕм çул каялла (çав çул темиçе дата пĕр-пĕринпе тĕл лекнĕ: Раççей Православи тĕнне йышăннăранпа 1000 çул çитни те, хăйĕн юбилейĕ те) чиркӳ тунă.
Текста малалла вулăр...
Хисеплĕ суварçăсем!
Сире çывхарса килекен праçниксемпе чун-чĕререн саламлатăп.
Эсир пĕтĕм вăйăр-халăрпа тăрăшса пирĕншĕн чăвашла хаçат кăларни пире питĕ савăнтарать.
Анчах та юлашки çулсенче «Сувар» хаçатăн тиражĕ чакса пыни хурлантарать, шухăша ярать... Мĕнле намăс мар-ши Тутарстан Республикинче пурăнакан ентешсене пирĕншĕн тăван чĕлхепе тухса тăракан хаçата çырăнмасăр юлма?
Çак кунсенче пĕр пĕлĕшпе курса калаçрăмăр. Вăл ялти лавккаран пĕр аллине – «çуттине», теприне сăра тытса тухатчĕ. Пурнăç, сывлăх çинчен калаçнă май:
– «Сувар» хаçат вулатăн-и? – терĕм.
– Ачасем вулакалаççĕ, – тет.
– Хаçата çырăнтăн-и?
– Манăн укçа çук...
– «Сувар» хаклă мар вĕт, ăна çырăнма аллунти таварсен укçи те çитет.
Текста малалла вулăр...
Хисеплĕ Сувар» хаçатăн ĕçченĕсем, йышăнса илĕр пиртен хĕрӳллĕрен те хĕрӳллĕ салам.
Тавтапуç сире çак хаçата кăларса тăнăшăн. «Сувар» килессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Хаçат килсе çитсен пĕтĕм ĕçсене пăрахса вулама ларатпăр. Вун иккĕмĕш страницăра пичетленекен рецептсемпе час-часах тутлă кукăльсем, салатсем туса çиетпĕр.
Пире «Сувар» питĕ килĕшет.
Салампа Семеновсен çемйи.
Çарăмсан районĕ,
Лагерка ялĕ.
Салам пурне те! Эпĕ Çĕпрел районне кĕрекен Пăрăнтăк станцийĕнче пурăнакан Надежда Пахомова, «Сувар» хаçата мĕн тухма тытăннăранпах çырăнса илетĕп. Хаваслансах вулатăп. Кӳршĕре пурăнакан кинемисен куçĕсем курманнипе вĕсене те вуласа паратăп. Çавăн пек туслăх ан татăлтăр тесен малашне те хаçатра интереслĕ статьясем пичетленмелле пултăр.
Текста малалла вулăр...
Юлашки çулсенче Аксу районне кĕрекен Аслă Сĕнчел ялĕ çинчен питĕ нумай калаçма пуçларĕç-ха. Ара, мĕнле калаçмăн, районта пĕрремĕш çĕнĕ йышши шкул уçăлнă. Чиркӳ туса лартнă. Çулĕ те пур. Çыннисем те сахал мар пурăнаççĕ.
Анчах та... Анчах та почта начальникĕ каланă тăрăх, халăх хаçат вулама юратсах каймасть. Пĕтĕм почта уйрăмĕпе те 35 çын çеç тăван чĕлхепе тухакан республика хаçатне çырăнать.
– 35 экземпляр çынсем хăйсем çырăннă. Тата аллă экземпляр пирĕн ентеш Николай Абруков çырăнтарса пачĕ, – тет почта начальникĕ Любовь Крайнова.
– Çавăн чухлĕ «Сувара» кама парса тухнă вара? – кăсăклантăм эпĕ.
– Халăха ĕнтĕ.
Халăхне те панă пулĕ. Эпир вара шкулта темиçе «Сувар» подшивкине куртăмăр. Апла пулсан шкул ачисем хаçата курман теме çук. Тăхтав вăхăтĕнче кашни вĕренекен тенĕ пек уçса вулама пултарать.
Текста малалла вулăр...
Паян эпĕ тахçантанпах (пĕлтĕр мăшăрпа çĕр улми кăларма килнĕччĕ) пулман тăван ялăма Чăваш Ялтанне таврăнатăп. Ют çĕршывра туса кăларнă çăмăл машинăран анса аслă çулпа яла утса кĕретĕп. Пĕрремĕш урам – Тутар урамĕ. Кунта ялти Культура çурчĕ тата вăтам шкул мăнаçлăн курăнса лараççĕ, иртен-çӳрене канма, вĕренме йыхăраççĕ. Шкул умĕпе иртсе тутарсем Чул кĕпер, чăвашсем –Якку кĕперĕ текен кĕперпе Кĕçĕн Çарăмсан урлă каçса Чăваш урамне (хут çинче Заречная теççĕ) анатăп. Йĕркипе ларакан ишĕлнĕ, ваннă, вĕлтĕрен-мăян пуснă çуртсен умĕнчен иртнĕ чух чĕре сӳлетсе ыратса каять. Бочкаревсем, Кашинсем, Трофимовсем, Тарасовсем мĕнле чаплă çуртсем туса хăпартнăччĕ?! Акă кĕçех кăвак, сарă тата хĕрлĕ сăрăпа сăрланă, шифер витнĕ тăван килĕм, атте-анне килĕ асамат кĕперĕ пек курăнса каять. Кӳршĕ Толстовсем, Романовсем, Першинсем, Емельяновсем, хирĕç Сидоровсем, Капитоновсем, Егоровсем ашшĕ-амăш килне сӳнме паманни чĕремшĕн, чунăмшăн сиплĕ эмел пулчĕ.
Текста малалла вулăр...
Тутарстан Республикинче пурăнакан чăвашсен чапне кăтартас тесе ТР ЧНКА умĕнчи ыйтусене ним мар пурнăçлама пулать. Сăмах уйрăмах имидж тата пурлăх çинчен пырать.
Кунта, паллах, тутар-юлташсенчен вĕренсен те çылăх пулмасть. «Татарстан» журнала кăна тĕслĕхе илер. Вăл паллă тутарсен çуралнă вырăнĕпе, ялĕпе вулакансене паллаштарать.
Мĕншĕн сирĕн те чăваш ялĕсем çинчен çырма пуçламалла мар? Тĕслĕхрен, И.Я.Яковлев, И.С. Максимов-Кошкинский , Н.Я.Яковлева, П.П.Хусанкай, Н.И.Шелеби, П.В.Дементьев, Тăхăрьялăн тава тивĕçлĕ çыннисен тата ытти хисеплĕ граждансен çуралнă ялĕсем çинчен. Çакăн пек рубрика вулакансене питĕ кăсăклантарасса ĕненетĕп.
Редакцирен: Шкулта вĕренекенсене, таврапĕлӳçĕсене çак ĕçе хутшăнма чĕнетпĕр.
■ Олег МУРЗИН.
П.П.Хусанкай музейĕн директорĕ.Элкел районĕ,
Хусанкай ялĕ.
Юлашки «Çунатлă çамрăклăх» кăларăмра «Юрист е ...» статья мана тарăн шухăша путарчĕ. Унта Илья Маврин Лайăшри суккăр тата начар куракан ачасен шкулĕнче пурăнни çинчен асăннă. Эпĕ унăн ватă куккăшĕ.
– Илья, ку ыйтăва пама аван та мар та, çапах та, эсĕ çуралнăранпах курмастăн-и? – тесе ыйту панă статья авторĕ Светлана Садыкова.
– Çуралма эпĕ тĕрĕс-тĕкелех çуралнă, анчах та пĕчĕк чухне чирленĕ хыççăн инвалида тухнă, – хуравланă Йӳккел каччи.
Эпĕ вара кĕскен те пулин ун çинчен çырса пĕлтерес тетĕп.
Ильян амăшĕ Чăваш Енрен. Пĕчĕк ачана вăл яланах тăван ялне илсе кайкалатчĕ. Пĕррехинче унта чирлесе ӳкнипе больницăра та выртма тӳр килнĕ. Тухтăр ун чухне Ильян пĕр куçĕ аванах курманнине асăрханă та Шупашкара куç врачĕсем патне кайма направлени панă. Лешсем тата Мускавах кайма хут тыттарнă.
Текста малалла вулăр...
Шкула çӳремесĕр эпир тĕрĕс вулама та, çырма та вĕренейместпĕр. Аслă шкулсенче вĕренмесĕр специальность илейместпĕр. Чиркӳсĕр те, унта çӳремесĕр, Турра тĕрĕс ĕненме çук. Чиркӳре мĕнпур Таинствăсем пулса иртеççĕ. Таинство тесе эпир ăспа ăнланса илме çук ĕçсене калатпăр. Чиркӳре Турă, пирĕн Аттемĕр Хăй тăрать. Вăл эпир мĕнле кĕлтунине те, ӳкĕннине те сăмах сиктермесĕр итлет. Хăйне тĕне кĕртнĕренпе мĕн виличченех этем чиркӳ пурнăçĕпе пурăнать.
Чиркӳ вăл – шкул. Унта çынсене çӳлти патшалăхра пурăнма вĕрентеççĕ. Çавăнпа та чиркӳсĕр, унта çӳремесĕр Турра тĕрĕс ĕненсе пуç çапма çук. Ахальтен мар ĕнтĕ Таса Аттемĕрсем çапла каланă: «Камшăн чиркӳ Амăшĕ шутланмасть, çавăншăн Турă та Ашшĕ пулаймĕ», – тенĕ.
Пирĕн çемье «Сувар» хаçата пĕрремĕш номертенех çырăнса илсе вуласа пурăнать. Унта тĕн çинчен пичетлени те питĕ вырăнлă, питĕ усăллă.
Текста малалла вулăр...
Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрел ялĕ... Çĕпрел çумĕнче Чăнлă юханшывĕ пуçланса каять. Ĕлĕк-авал Чăнлă пуçланнă вырăнсенче вăрман кашласа ларнă, шурлăхлă-лачакаллă вырăнсем нумай пулнă. Юханшыв хĕррисемпе тăршшĕпех хăмăшсем ӳснĕ. Манăн тăван ял шăп çакăнта вырнаçнă та. Ял ятне те вырăнне кура панă: ку вырăнсем çĕпре пек «йӳçсе» тăнă иккен. Çак лаптăк тăрăхĕнче çынсем питĕ асăрханса çӳренĕ.
Чăваш Çĕпрел питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă, инçех те мар хутăш вăрман ешерет. Тĕрлĕ йывăç-курăк, кăмпа-çырла ӳсет кунта. Вăрман хăйĕн пуянлăхĕпе ял халăхне савăнтарать. Йĕри-тавра çарансем сарăлса выртаççĕ, тĕл-тĕл сивĕ шыв тапса тăракан çăлкуçсем те пур. Çак çăлсен шывĕсене çынсем сиплĕ тесе ĕçеççĕ. Нумаях пулмасть икĕ çăл патне часавайсем туса лартрĕç. Пĕри – Серафим Саровский, тепри – Илья пророк ячĕпе. Çак çветтуйсен кунĕсенче часавайсем патне халăх тĕрлĕ çĕртен йышлăн пухăнать.
Текста малалла вулăр...■ Нина ХРАМОВА.
географи вĕрентекенĕ.Çĕпрел районĕ,Чăваш Çĕпрел шкулĕ.
Çырчалли хула администрацийĕн концерт залĕнче январĕн 24-мĕшĕнче чăваш концерчĕ пулчĕ. Артистсем Чăваш Енрен, Шупашкартанах инçе çула кĕскетсе, 400 километр ытла, килнĕ. Калас пулать, тăван культурăран татăлман эпир – кашни уйăхрах çапла килсе савăнтарса хăвараççĕ вĕсем.
Хальхинче Шупашкартан Ксения, Юлия тата В.Кузнецовăсем, Николайпа Любовь Гордеевсем, Петр Романов, Наталия Савăнар артистсем пулчĕç.
Н. Савăнар, П. Романов, В. Кузнецова хальхи эстрада юррисене юрласа залри чăвашсене савăнтарчĕç. Николайпа Любовь Гордеевсем халăх юррисене юрларĕç, шӳтсемпе култарчĕç.
Анчах куракансене Ксенийăпа Юлия Кузнецовасем, чи çамрăк артистсем юрлани питĕ килĕшрĕ. Вĕсем пĕчченшерĕн те юрларĕç. «Манăн атте – чи лайăх атте» юрра вара пĕрле шăрантарчĕç. Çак юрă пурне те килĕшрĕ, çамрăк артистсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
Текста малалла вулăр...
Сире Элмет районĕнчи Сиреньел ялĕнчен питĕ пысăк салам. Эпĕ çак ялта ĕçлесе ватăлтăм, шкулта кĕçĕн классене 38 çул вĕрентрĕм, халĕ тивĕçлĕ канура. Ачасене вĕрентнĕ чухне чăваш чĕлхине питĕ юрататтăм, халĕ те çаплах «Сувар» хаçатăн пĕр статйине те вуламасăр хăвармастăп.
Çак çырăва çырма мана паян хамăн чĕре ыратăвĕ хускатрĕ. Пирĕн умрах, çул урлă, ял клубĕ вырнаçнă. Çĕнĕ çул умĕн яланхи йăлапах «С Новым годом!», «Яна ел белен!» тесе урама çырса çапнăччĕ. Эпир чăн чăваш ялĕнче пурăнатпăр вĕт-ха. Чăваш чĕлхипе саламласа çырсан намăсран хăратпăр-ши? Лавккана каятăн, «кибет», шкула пырсан «мектеб» тесе çырнă. Тĕрĕссипе Тутарстанра пурăнатпăр та-ха эпир, çапах та хамăр чĕлхепе çырни пирĕншĕн намăс пулмасть тесе шутлатăп эпĕ.
Пирĕн ял урлă пысăк çул иртет. Ăнланаканарах çынсем: «Мĕнле-ха, ку ял Чувашское Сиренькино ятлă та, ялта пĕтĕмпех тутарла çырнă?
Текста малалла вулăр...
ЧĂВАШ ПУЛАР, ПĔРЛЕ УТАР!
«Сувар» хаçатра вăй хуракансене ырă кăмăлтан хисеплесе хаçатăмăр тухма тытăннăранпа 15 çул çитнĕ май пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп, малашнехи ĕçĕрте тата та пысăк хастарлăхпа ĕçлесе çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнӳсем тума çирĕп сывлăхпа çутă телей сунатăп.
Çапла, малашне те чăвашлăха упрас тата ăна тивĕçлĕ шая çити аталантарассинче нихçанхинчен те пысăк тăрăшулăх кăтартасса ним чухлĕ те иккĕленместĕп. Апла пулсан чăваш пулар, пĕрле утар, пур ĕçе пĕрле тăвар, уншăн хытă савăнар, хаçата та çырăнар, вăрăм ĕмĕр çеç сунар.
Николай ДВОРОВ.
Пăва районĕ,
Шемек ялĕ.
ТĂВАНСЕМ ÇИНЧЕН
«СУВАРТА» ВУЛАТĂП
Эпĕ, Зулейха Миннибаевна Селиванова, Пĕкĕлме хулинче пурăнатăп. Тыл тата ĕç ветеранĕ.
Текста малалла вулăр...
Наратлă – Пĕкĕлме районĕнче пĕртен-пĕр чăваш ялĕ. Пысăках мар вăл, пурĕ те виç çĕре яхăн хуçалăх. Апла пулин те хăйĕн пултаруллă çыннисемпе тĕнчере паллă: олимп чемпионĕ Н.Колесников, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Н.Капитонов, ТР тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Ермолаев...
Юлашки çулсенче нумай ялсем çĕр пичĕ çинчен çухалаççĕ пулин те, Наратлă майĕпен аталанать. Кӳршĕ ялсенчи ял хуçалăхсем нумайăшĕ саланчĕç. Пирĕн ялта патшалăх пулăшнипе тата тăрăшуллă, ĕç çыннисене хисеплеме пĕлекен «Продкорпорация» тулли мар яваплăхлă общество пуçлăхĕ Фарид Саматович Игтисамов ертсе пынипе ял хуçалăхĕ те аталанса пырать. Ялти вăтам шкул ĕçченĕсем хастар пулнăран (директор Н.М.Свежинкина) ял çамрăкĕсем те питĕ активлă ӳсеççĕ. Шкултан вĕренсе тухса кайсан та каялла çула манмаççĕ.
Çавăн пеккисенчен пĕри – Пĕкĕлме районĕнчи Чăваш наципе культура центрĕн ертӳçи Сергей Михайлович Малышев.
Текста малалла вулăр...
Кӳршĕ тенине илтсен, кашни çын хăйĕн кӳрши çинчен шухăшлама пуçлать.
Енчен те санăн кӳршӳсем килĕшӳллĕ, ăшă кăмăллă тата хуйхă-суйхăсене пĕрле пайлама пултараканнисем пулсан пурăнма питĕ лайăх вĕт-ха.
Анчах та кӳршĕсене суйламаççĕ. Пирĕн икĕ енчи кӳршĕ те ват кинемисем. Хушамачĕсене кăтартса тăмастăп. Ял ячĕ вара – Лагерка.
Питĕ хитре ял. Тип çырмара вырнаçнăскер çуркунне пĕтĕмпех чечекре, çулла сип-симĕс курăк, хĕлле вара шап-шурă юр айĕнче, пӳрт тăррисемпе мăрьесем çеç курăнаççĕ. Пĕтĕмпех лайăх темелле, пурăн та савăн. Анчах...
Çуркунне. Анасенчи юр шывĕ яла, пирĕн кӳршĕ патне васкать. Шыв çулĕ шăп та вĕсен картишĕнчен иртет. Вăт пуçланать вара вăрçă.
Чăх чĕпписем тухаççĕ. «Амăшĕ» вĕсене тĕнче кăтартас тесе урамалла илсе тухать, паллах.
Текста малалла вулăр...
Аван та сывă-и хисеплĕ «Сувар» хаçат ĕçченĕсем!
Тахçантанпах сирĕн пата çырас тесе шутлаттăмччĕ. Тинех ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Пĕрремĕш çырура чи малтан «Сувар» хаçатпа мĕнлерех паллашнине çырса кăтартам. Тен, малашне тата та çырăп-ха. Малтан вырăсла, унтан...
Эпĕ чăвашла çырма пĕлместĕп. Çырсан, кашни сăмахĕнче йăнăш тупăнĕ. Калаçма пĕлетĕп, паллах. Эпĕ чăваш ялĕнче, Аксу районне кĕрекен Савгачево ялĕнче çуралса ӳснĕ. Шкулта вырăс класĕнче вĕреннĕ. Учительсене те пирĕнпе калаçма йывăрччĕ. Тĕслĕхрен, Татьяна Александровна Синдимирова Ярославль хулинчен килнĕскер, эпир калаçнине ăнланмастчĕ, эпир – ăна. Çапла шкултан вĕренсе тухрăмăр, ни вырăсла, ни чăвашла лайăх пĕлмесĕр.
Унтанпа 20 çул ытла та иртрĕ. Пĕлтĕртенпе «Сувар» хаçат манăн «Букварĕм» пулса тăчĕ. Хаçата манăн кӳршĕ Вячеслав Иванович Егоров çырăнтарса пачĕ.
Текста малалла вулăр...
Сире çывхарса килекен Раççей кунĕпе саламлатпăр. Раççей вăл – пирĕн кил.
«Сувар» хаçатпа тачă çыхăнса тăракансене уйрăмах тав сăмахĕсем калатпăр. Эсир питĕ интереслĕ статьясем ярса хаçата пуянлататăр.
Саламсем çинчен те каламасăр хăварар мар-ха. Тĕрлĕ районсенчен тĕрлĕ сăлтавсемпе тăванĕсене, пĕлĕшĕсене саламлакансем те сахал мар пирĕн вулакансем хушшинче. Анчах та пăтăрмахсемсĕр те пулмасть. Хăшĕ-пĕри саламланăшăн укçине ярса пама манать, хăшĕн тата тӳлесен те укçи пирĕн банкри счет çине çитеймест.
Тĕслĕхрен, Аксу районĕнчи Савгачево ялĕнче пурăнакан Клавди аппан саламĕпе çапларах пулса тухрĕ. Тӳленĕ укçи пирĕн шут çине килмен.
Çавăнпа та, салам сăмахĕсене янă чухне çыру ăшне квитанцине те чиксе ямалла.
Чистай хулинче пурăнакан Василий Петрова илес пулсан, вăл пĕр çырура икĕ тăванне саламлама пултарать.
Текста малалла вулăр...
Хисеплĕ «Сувар» хаçат редакцийĕ!
Эпĕ 4 класс кăна пĕтернĕ. Вĕреннĕ çын мар. Çавăнпа та тĕрĕсех çырман пулсан, каçарăр.
Февраль уйăхĕнче килнĕ хаçата вуларăм та, тĕлĕнтĕм. Унта: «Арçынсем кирлĕ пулмаççĕ», – тесе çырнă. Ку тĕрĕсех мар тесе шутлатăп. Арçын çывăрма кăна кирлĕ мар. Пĕрле ларса çиме те, ĕçлеме те кирлĕ. Тăлăх, аттесĕр ача-пăча ан пултăр тĕнчере.
Атте 1941 çулта вăрçа кайрĕ те таврăнаймарĕ. Пилĕк тăлăх аттесĕр ӳсрĕмĕр. Мĕн кăна курман, мĕн кăна çимен? Ăçта йывăр, тусан – пире ĕçлеттеретчĕç. Вăрман касрăмăр, турттартăмăр. Вăкăрсемпе, ĕнесемпе те сахал мар нушаланнă. Торф кăларма та ячĕç. Пирĕн хута кĕрекен никам та пулман. Аттеллисене вара урăхларах пăхатчĕç.
Халĕ те çапла, камăн тăванĕсем пур, ĕçленине те пăхмаççĕ, пенси укçине нумайрах илеççĕ.
Суя чирлисем те питĕ нумай.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
[1],
2,
3.