Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Çырусен страници

ПОЧТА ТА, ЛАВККА ТА

– Э, Лена, итле-ха маттурăм, ман телефон çине укçа хур-ха тархасшăн. Çумра укçа çук. Кăнтăрларан кĕртсе паратăп, – тесе васкаса чупса кĕчĕ арçын.
– Мĕн чухлĕ хурам? – ыйтрĕ Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми почта уйрăмĕн начальникĕ Елена Филиппова.
– Пĕр аллă тенкĕ çитĕ-ха. Юрĕ, эсĕ манăн номере пĕлетĕн ĕнтĕ, чуптартăм, – пуля пек тухса вирхĕнчĕ хайхискер.
Эпĕ, çак ĕçĕн свидетелĕ пулнăскер, тĕлĕнсех кайрăм. Мĕнле-ха капла?
– Эпир кунта пĕр-пĕрне пурте паллатпăр вĕт ĕнтĕ, пĕр ялсем. Телефон номерĕсене те çырсах хунă, – тет Елена Федоровна. – Укçине кайран илсе килеççĕ вĕсем.
– Ку юрĕ-ха, почтăна кĕрсе каларĕ, – хутшăнчĕ калаçăва Зинаида Юркина почтальонка. – Хăшĕ-пĕри кил умĕнче иртсе пынă чухне те укçа парса яраççĕ телефонĕсем çине хума. Уйрăмах тухса çӳреймен ватă çынсем ыйтаççĕ.

Текста малалла вулăр...

ХАКЛĂРАН ТА ХАКЛĂ «СУВАР»

Эпĕ 2004 çулта «Сувар» редакцине «Хут çинче» юлнă асфальт» статья çырса янăччĕ. Хаçатра вăл пичетленчĕ. Унта çул пирки сăмах пырать. Анчах та унтанпа мĕн чухлĕ вăхăт иртрĕ пулсан та, асфальтлă çул кĕтсе илеймерĕмĕр. Элмет районне кĕрекен Клемтел ялне çитме пурĕ 25 çухрăм асфальтсăр çул. Клемтел «Урожай» хуçалăха кĕретчĕ. Вăл районта мĕнпур енĕпе кашни çул тенĕ пек пĕрремĕш вырăнта. Вырмана та пĕрремĕш пĕтерет. Çул çуккипе халăх мĕн чухлĕ нушаланать вĕт-ха. Пĕчĕк кăна тутар ялĕсем витĕр те асфальтлă çул иртет, пирте вара...
Елена ИВАНОВА.
Элмет хули.
Редакцирен: Иртнĕ уйăхра ТР Правительстви ялти çулсем çине витĕм кӳме сăмах пачĕ. 2007-2010 çулсенче проект тăрăх, патшалăх хыснинчен 24 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Çак укçапа, паллах, халиччен çулсăр ял хутлăхĕсене асфальт сарма май пуррине пĕлтерет.

Текста малалла вулăр...

ВЫÇĂЛЛĂ-ТУТĂЛЛĂ АЧАЛĂХĂМ

Вăрçă пуçланчĕ, аттене вăрçа ăсатнине астăватăп. Çынсем питĕ нумайччĕ. Пирĕн патран тухса арман кассине утрĕç. Эпĕ те аттерен юлас мар тесе çынсем хушшипе чупатăп. Çынсем çапса хĕснĕ пек кĕчĕç пĕр çурта, пӳртĕнче çаврăнма çук. Эпĕ çынсене тĕке-тĕке утатăп, аттене тупаймастăп. Çав çурт мана тĕлĕк пек асра юлчĕ. Леонтий Овчинниковăн çуртĕччĕ вăл. Унтан пĕтĕм халăх хире тухса ăсатса ячĕ салтака.
Пĕрремĕш класа кайнине те хальхи пек астăватăп. Пирĕн вĕрентекене Евдокия Матвеевна тесе чĕнетчĕç. Тăхăнмалли, çимелли çуккипе, сивĕ пулнипе ачасем шкула сахалăн çӳретчĕç.
Ялта выçлăх тытăнчĕ. Ялтан яла аннесем япаласемпе улăштарса е паранкă, е çăнăх, е тăвар тупса таврăнатчĕç. Пĕррехинче, çуркунне анне çуна туртса килнĕ вăхăтра, ывăнса канма ларнă. Макăрса Турра кĕл тунă, Турăран ыйтнă:
– Эй, çӳлти Турă, ачасен ашшĕ чипер, сывă таврăнмалла пулсан хăть шăрпăк пĕрчи, улăм пĕрчи тупăнтăр çул çинче, – тенĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Нина ПАВЛОВА.
Лениногорск – Актюба – Кивĕ ӳсел

ЗОЯ КОСМОДЕМЬЯНСКАЯН АМĂШĔПЕ ТĔЛ ПУЛНĂ

Александра Васильевна Головина пире хăйĕн ырă кăмăлĕпе, çынна хисеплеме пĕлнипе тĕлĕнтерет. Çĕпрел районĕнчи Хулаçырминче çуралса ӳснĕскер, халĕ 87 çулта ĕнтĕ, Чăваш Пăрнай ялĕнче (Элкел районĕ) хĕрĕ патĕнче пурăнать. Александра Васильевна канăçа пĕлмен çын, халĕ те çынна мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшать, кирлĕ сĕнӳсем парать. Нумай-нумай çул шкулта учительте ĕçленĕскер, çамрăк ăрăва тӳрĕ çулпа çеç утма вĕрентнĕ вăл.
Ватă учителĕн пурнăçĕ çăмăл килмен, ырă тĕслĕх вырăнне тăван ашшĕ пулни ăна çакăн пек çын пулса ĕмĕр ĕмĕрлеме хистенĕ пуль çав. Василий Архипович Головин империализм вăрçинчен аманса таврăннă пулсан та, харсăрлăхне кура ăна район влаçĕ вырăнти милици пуçлăхне лартать. Каярах вăл РОНО заведующийĕ, райплан пуçлăхĕ те пулнă. Çемье çавăрнă хыççăн çичĕ ачи çут тĕнчене килнĕ, анчах кĕçĕн хĕрне хĕвел çутипе киленсе ӳсме пӳрмен Турри, часах çĕре кĕнĕ вăл, ун хыççăн Василий Архиповичăн мăшăрĕ те ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ДАРЬИНА.
Элкел районĕ,
Чăваш Пăрнай ялĕ.


■ Страницăсем: 1, 2, [3].
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08