Майăн 13-мĕшĕнче Аксу районĕнчи Аслă Сĕнчел Культура керменĕ ял-йышпа, республикăн пайтах районĕсенчен, хулисенчен килнĕ çынсемпе лăк тулчĕ.
Президиумра сумлă чăвашсем: «Е.В.Еллиев – пысăк тата уçăмлă сăнарсем тăвакан» наукăпа практика конференцине ятарласа чĕнсе илнĕ çыравçăн ывăлĕсем Юрий Ефремовичпа Станислав Ефремович Еллиевсем, Аксу муниципаллă районĕн ĕçтăвком комитечĕн пуçлăхĕ Николай Становов, Елисей Тимирясов ветеран, Шупашкарăн пысăк хăнисем – Николай Савруков профессор, Алексей Трофимов академик, Николай Угаслов усламçă, Виталий Станьял тĕпчевçĕ, Порфирий Афанасьев чăваш халăх поэчĕ тата ыттисем те.
Автор сăнӳкерчĕкĕнче: Аксу районĕн гимнĕ янăранă самант.
Ăнсăртран мар çак конференци Аслă Сĕнчелĕнче иртрĕ. Чăвашсен паллă çыравçи 100 çул каярах çакăнта çуралнă, ӳснĕ, шкула çӳренĕ, хăйĕн вилĕмсĕр хайлавĕсене çырма тытăннă.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
1,
2,
3,
[4].