Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Анне тата эпĕ

ĂСЛĂ ПУЛТĂР ТЕСЕН

Пĕчĕк ача çулталăк тултариччен мĕн курнине, илтнине, туйнине йăлтах астуса юлать. Акă мĕншĕн пепке еплерех условисенче ӳсни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çулталăк хушшинче пуçтарăннă опыт ачан ăс-тăнне йĕркелесе унăн тавра курăмне, пурнăç ăнлавне туптать. Пĕчĕкскер мĕнлерех çемьере ӳсни те пысăк вырăн йышăнать. Пурнăç кăтартнă тăрăх, ĕçкĕç ашшĕ-амăшĕсен ачисем те каярахпа черкке патне туртăнаççĕ. Пур чухне те мар пулсан та, ытларах çапла.
Пĕчĕкскершĕн çурт ăшчикки, аслисен калаçăвĕ, тĕрлĕ сасăсем, çемьери атмосфера – пурте пĕлтерĕшлĕ. Ачан çак пултарулăхĕпе усă курса ашшĕ-амăшĕсен пĕчĕкскерĕн ăс-тăнне аталантарма кирлĕ условисем туса пама тăрăшмалла. Хăш чухне эпир: «Ача пĕчĕк-ха, вăл нимĕн те ăнланмасть», – тесе питĕ йăнăшатпăр. Паллах, çулталăк тултарайман ача акăлчан чĕлхине вĕренеймĕ, анчах та каярахпа, çак чĕлхе мĕнле илтĕннине астуса юлнăскер, ăна хăвăрт вĕренĕ.

Текста малалла вулăр...

ЛАША ПУЛАССИ ТИХАРАН ПАЛЛĂ-И?

«Ӳссен эсĕ кам пуласшăн?» аслисен пĕчĕкскерсене паракан чи юратнă ыйтăвĕ пулĕ. Ывăл е хĕр тухтăрла вылянине курсан: «Эй, ку ман тухтăр пулать-ши ĕнтĕ?» – тесе киленетпĕр. Хăш-пĕр вăййа ыттисенчен кăмăллăрах пани час-часах ачан талант пуррине пĕлтерет. Психологсем çирĕплетнĕ тăрăх, ашшĕ-амăшĕсем ачин пултарулăхне мĕн чухлĕ маларах асăрхаççĕ, çавăн чухлĕ лайăхрах. Вăхăтлă çул уçса панă ачасем кайран суйласа илнĕ профессире пысăк çитĕнӳсем тăваççĕ иккен. Çавăнпа Турă панă пултарулăха вăхăтра курмалла.
Тĕслĕхрен, паллă композитор тата музыкант Вольфганг Амадей Моцарт пиллĕкре чухнех музыка хайлавĕсем çырнă. Александр Блок та çак çулсенче пĕрремĕш сăвăсем çырнă. Чарльз Дарвин мĕн пĕчĕкрен чĕрчунсене сăнама юратнă, паллă модельер Джанни Версаче ача чухне пусма татăкĕсенчен пукане кĕписем çĕленĕ, тăххăрта пĕрремĕш уяв кĕпи ăсталанă.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина ТРИФОНОВА.
хатĕрленĕ.

ВАСКАМАЛЛА МАР

Халĕ ашшĕ-амăшĕсем пĕчĕк пепкисене питĕ те ир çын çине илсе тухма тăрăшаççĕ. Хулара уйрăмах. Ик-виçĕ уйăх та тултарайман ачисене йăтнă ашшĕ-амăшĕсене час-часах суту-илӳ центрĕсенче курма тивет. Çухăракан пепкисене вĕсем коляскăна вырттараççĕ те ним пулман пек çӳреççĕ. Кăкăр ачин кашни сехетрех тенĕ пек çиес килнине шутласан, пĕчĕкскерсене пушшех те шел. Аталанса кăна пыракан психикăшăн пуринчен ытла обществăлла вырăнта питĕ нумай çын хĕвĕшни, шăв-шав, çутăсем мĕлтлетни, лавккасен йăлтăр-ялтăр витринисем, кĕвĕ хытă янрани хăрушă. Ача çакăн чухлĕ информацие йышăнма, ăнланма хатĕр мар. Аталанса кăна пыракан психикăна ытлашши информаци тустарать, ача канăçсăрланать, ывăнать, япăх çывăрма пуçлать. Психологсем çирĕплетнĕ тăрăх, кăкăр ачисене ĕлĕк ют çынсене нумайччен кăтартмасăр питĕ тĕрĕс тунă. Çапла вĕсем унăн сывлăхне кăна мар, психикине те упранă.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина ТРИФОНОВА.
хатĕрленĕ.

МАССАЖ ТĂВАТПĂР

Педиатрсем халĕ кашни ачанах массаж тума сĕнеççĕ: чирлисене те, сыввисене те. Массаж пĕчĕкскерсен пĕтĕмĕшле организмĕн ĕçне лайăхлатнисĕр пуçне психика аталанăвне те тĕрĕс çулпа ярать. Этем ӳтĕнче нерв вĕçĕсем, урăхла каласан рецепторсем, çав тери нумай. Вĕсене перĕнсе «вăратни» органсен ĕçне лайăхлатать. Час-час йĕрекен ачасем лăпкăрах пулаççĕ, иммунитет çирĕпленет, вар-хырăм ĕçĕ майлашăнать, веществосен ылмашăвĕ хăвăртланать. Массаж вăхăтĕнче юн капиллярĕсем сарăлнипе ӳте кислород лайăхрах кĕрет, унпа пĕрле тутăлантаракан веществосем те. Венăри юн çаврăнăшне лайăхлатни организмри тасамарлăха илсе тухма пулăшать. Ку ачасене ӳснĕ вăхăтра çав тери кирлĕ. Унсăр пуçне массаж мышцăсене те çирĕплетет, нерв системин ĕçне майлаштарать. Ӳт рецепторĕсенчен килекен импульссем пуç мимине аталантараççĕ.

Текста малалла вулăр...

ӲСМЕ ПУЛĂШАКАНСЕМ

Апатпа пĕрле ача хăйне кирлĕ япаласене пĕтĕмпех илтĕр тесе тем пек тăрăшсан та пурпĕрех хăш-пĕрисем çителĕксĕр пулаççĕ. Çавсен шутне Д витамин, тимĕрпе йод кĕреççĕ.
Икĕ çул тултарман ачасенчен 10-55 проценчĕ Д витамин çитменнипе аптрать. Майĕпен рахит чирĕ аталанать. Организмра Д витамин сахал пулнипе кальций те тытăнса тăраймасть, вăл япăх ирĕлет. Ку вара шăмăсемшĕн çав тери начар, çирĕп пулманнипе вĕсем кукăрăлаççĕ. Д витамин апатпа пĕрле организма кĕрсе хĕвел пайăркисем çинчи ультрафиолет пулăшнипе малтан ӳтре, кайран пĕверпе пӳресенче Д витамина çаврăнать. Çулталăк тултариччен пепкене вăл çав тери кирлĕ, мĕншĕн тесен пĕчĕкскер Д витамина куçма пултаракан апатсене сахал çиет-ха, амăшĕн сĕтĕнче те вăл çителĕклĕ мар. Çавăнпа та ку чухне Д3 витаминлă эмелсемсĕр ĕç тухмĕ, хĕллехи вăхăтра уйрăмах.

Текста малалла вулăр...

Тавăрасшăн

 
Манăн ывăлăм питĕ лăпкă та сапăр ача. Нумай пулмасть вĕсен садикри ушкăнне çĕнĕ арçын ача хутшăнчĕ. Чарусăрскер пуринпе те çапăçать, ашкăнать. Ытти ачасем хирĕç тăраяççĕ, манăн вара хăйĕнчен самай çӳллĕрех те вăйлăскертен хăрать. Вăл ăна хăçан та пулин тавăрма ĕмĕтленет. Çак кунсенче вăл мана тĕлĕкĕнче хăйне кӳрентерекене çĕнтернине курни пирки каласа пачĕ.
Дарья, Хусан.
Ывăлăр çапларах тĕлĕксем курни вăл питĕ пăшăрханнине пĕлтерет. Ахăртнех садикре пулса иртни пирки хăвăр та пит нумай калаçса кӳрентерекен çинчен ачăра килте те манса кайма памастăр. Ывăлăр хăйне кӳрентерекене тавăрма ĕмĕтленни унăн çирĕпленсе çитеймен психикишĕн, аталанăвĕшĕн çав тери хăрушă. Сирĕн задача – ачăра йывăр вăхăтра пулăшса конфликта аслисемпе татса парасси.

Текста малалла вулăр...

Тĕрли çинчен

Арçынсем те ватăлаççĕ
Франци ученăйĕсем тĕпчесе палăртнă тăрăх, вăтăр пилĕк çултан иртнĕ арçынсен репродуктивлă пултарулăхĕ чакса пырать. Хĕрĕхе çывхарса пыракан арçынран çие юлнă хĕрарăмăн ача ӳкес хăрушлăх ӳсет, вĕсен ыттисенчен ытларах сыхланмалла. Халиччен гинекологсем мăшăрсем ача çуратма шутласан хĕрарăм çулне кăна шута илнĕ, малашне пулас ашшĕн çулне тата унăн сывлăхне те тимлĕх уйăрма тивет.
 
Хаяр тĕссем
Апата тĕс кĕртекен хутăшсем (краситель) ачасене гиперактивлă тăваççĕ тесе 30 çул ытла тавлашнă хыççăн нумай çĕршыври тухтăрсем пĕр шухăш патне çитнĕ. Великобританири Апат-çимĕç стандарчĕсен агентстви Евростандарт продукчĕсенче ултă тĕс кĕртекен хутăшпа усă курма чарнă: сарă (Е110), сарă хинолин(Е104), камуазин (Е122), хĕрлĕ (Е129), тартазин (Е102), тĕм хĕрлĕ (Е124).

Текста малалла вулăр...

«Пуласлăх хуçисем»

Çапла каланă ачасем пирки Раççейре çемье педагогикине пуçарса янă Борис Павлович Никитин. Вăл вĕрентӳпе воспитанин уникаллă системине йĕркелесе ярса ытти педагогсене çул кăтартса панă. Хăй вăхăтĕнче Никитина нумай критикленĕ, вăрçнă. Анчах та Никитинăн çичĕ ачи те çын тĕлĕнмелле çирĕп сывлăхлă, çав тери вăйлă, ырă кăмăллă та тӳрĕ чунлă, питĕ ăслă пулса тăнă. Вăхăт иртнĕçем Борис Павловичăн меслетне пурнăçа кĕртсе пынă. Çуралсанах ачана кăкăр парасси, апатлантарассин ирĕклĕ режимĕ, упаленнĕ чух ачана чармалла марри, организма пиçĕхтерни, физкультура халĕ йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Пĕчĕкренех вĕрентме пуçлассине те Никитинах шутласа кăларнă.
Унăн чи паллă принципĕ çапларах: «Çут çанталăк этеме хăтлă хула хваттерĕнче пурăнма калăпламан, ăна вăл пирĕн планетăн пĕр евĕр мар, хаяр условийĕсенче пурăнма тунă.

Текста малалла вулăр...

СУСĂРЛАНАСРАН УПРĂР

Ача хирургĕсемпе травматологĕсем ашшĕ-амăшĕсене пĕчĕк пепкисемпе питĕ те асăрхануллă пулмаллине, пурте пĕлекен, хăш чухне мĕншĕн-тĕр манакан правилăсене аса илтерсех тăраççĕ. Анчах пурпĕрех хăш-пĕри вĕсене вырăна хумасăр хăйсен ачисене сиен кӳрет. Пепкен тĕревпе хускану аппарачĕ çав тери черчен, пуçĕ вара кĕлеткен 1:4 пайĕ чухлĕ. Çавăнпа та çурăм шăммин мăй сыпписем çине пысăк нагрузка ӳкет, пĕчĕкскерĕн шăммисем те хытса çитменнине шута илсен ачан пуçне мĕншĕн малтанхи уйăхсенче тытманни паллă. Çурăм шăммипе ун таври мышцăсем тĕрекленсе çитиччен пĕчĕк ачан ытларах вăхăт выртмалла, тӳрĕлесе нумай йăтса тăма юрамасть, капла çурăм шăммине йывăра килет. Çак сăлтавпах ача виçĕ уйăх тултариччен ăна пилĕк çумне çыхса çӳремелли ятарлă кенгуру-сумкасенче йăтса çӳремелле мар.
Кĕлетке пропорцийĕн хăйне евĕрлĕхне кура пĕчĕкскерсем яланах пуçпа ӳкеççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Владимир КРЕСТЬЯШИН.
хирург-ортопед


■ Страницăсем: 1, [2].
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08