Апас районĕнчи Черккĕн ялĕнче пурăнакан Раиса Захаровна Сусарина ку тăрăхри чи кирлĕ çын, вăл вырăнти фельдшерпа акушер пункчĕн фельдшерĕ. Çак ялтах çуралса ӳснĕскер, ял-йыша кашнине мĕн ачаран пĕлет, хăйне те палламан çын çук. Ара, 33 çул пĕр улшăнмасăр сывлăх хуралĕнче тăрăшакан çак хĕрарăм тĕрĕслемен пĕр çын та юлман-çке. Халĕ те акă вăл Черккĕнри 409 çынна, 14 çулти 55 ачана медицина пулăшăвĕ парать.
Ĕçĕ ун çителĕклех: кăкăр ачисен сывлăхне тĕрĕслесе тăмалла, çуллен грипа хирĕç вакцинаци ирттермелле, район больницин тухтăрĕсем хушнă тăрăх пациентсене укол тумалла. Ялта ытларах ватăсем пурăнаççĕ, вĕсен хушшинче вара юн пусăмĕ вылянипе аптракансем нумай, шăнса пăсăлакансем те çителĕклех, хăшне юн пусăмне виçмелле, теприне эмел ĕçтермелле. Кунсăр пуçне учетра тăракан инвалидсем, усал шыçăпа чирлекенсем те пур.
Текста малалла вулăр...
Аксу районĕнчи Кивĕ Ӳсел ял библиотекин библиотекарĕн Татьяна Викторовна Артамоновăн шкул пĕтерсен мĕнле професси суйласси пирки ыйту тăман. Вăл ӳссен кам пулассине мĕн ачаранах пĕлнĕ. Мĕншĕн тесен сас паллисене паллама вĕренсенех илемлĕ литература вулама тытăннă. Ĕçрен пушансанах, тепĕр чух уроксем вăхăтĕнче те, вăрттăн кĕнеке вуланă. Камран-камран та, кукамăшĕнчен Марфа Ивановна Юмартоваран (амăшĕ ир вилнипе хĕрпĕрчине кукамăшĕ ӳстернĕ) çеç пытарайман вăл çак чун киленĕвне. Паллах, мăнукĕ тавра курăма анлăлатасран мар, лампа çутипе куç вăйне пĕтересрен шикленнĕ ĕнтĕ вăл. Çавăнпа час-часах: «Клуб кĕнекине ан вула, куçна пĕтеретĕн», – тесе вăрçнă.
Тепĕр чун киленĕвĕ – юрласси-ташласси – те Татьяна Викторовнăн мĕн ачаранах пырать. Çавăнпа шкултан вĕренсе тухсанах Елабугăри культурăпа çутĕç училищине вĕренме çул тытнă та.
Текста малалла вулăр...
Çулталăк тăршшĕпе ача 1-4 хутчен чирлесе ирттерет. Октябрь-ноябрь уйăхĕсенче ачана шăнса пăсăласран уйрăмах сыхламалла.
Мĕншĕн кĕркунне?
Çăвĕпе ача канса вăй илет, анчах сентябрь уйăхĕнче вĕренӳ пуçланать. Вăраха тăсăлнă кану хыççăн парта хушшине ларни вара уншăн стресс. Ача çĕнĕ йĕркене (ача садне е шкула) хăнăхиччен икĕ эрне иртмелле. Паллă ĕнтĕ, стресс унăн иммунитетне хавшатать, ку вара организмăн тĕрлĕ инфекцие хирĕç кĕрешес вăйне чакарать. Хăйпе пĕр таннисемпе хутшăнни те ăна хăвăрт чирлетет, мĕншĕн тесен инфекци йышра хăвăрт сарăлать. Çак вăхăтра ачан иммун системи çирĕпленсе кăна пырать-ха, вăл инфекцисене «паллама», вĕсене çĕнтерме вĕренет. Çавăнпа ачасене хăйсемпе таннисемпе хутшăнма чармалла мар.
Иммунитета мĕнле çирĕплетмелле?
Чи малтан ача çине вĕренӳре тиенекен тиев çине тимлĕх уйăрмалла.
Текста малалла вулăр...
Çĕпрел районĕнчи Чăваш Ишлĕ ялĕнче пурăнакан Раисăпа Виталий Барышовсен çурчĕ аякранах илемлĕн курăнса ларать. Çурт ăшне кĕрсен вара унти тирпейлĕх чи малтан куç тĕлне пулать.
Шел пулин те, эпĕ Барышовсем патне пынă чух кил хуçи килте çукчĕ. Уяв кунĕ пулнăран кӳршĕллĕ вырнаçнă Матак ялĕнчи чиркĕве кайнăччĕ. Килĕнче Раиса Васильевна апат-çимĕç хатĕрлетчĕ.
Виталий Ивановичпа Раиса Васильевнăн çемйи ялта кăна мар, районта та чи хисеплĕ çемьесенчен пĕри шутланать. Ĕмĕрне ялта çурт-йĕр çавăрса, хуçалăх ĕçĕсене ĕçлесе ирттереççĕ вĕсем. Тимĕре шăратса çыпăçтаракансем йывăçпа ĕçлеме ăста пулаймаççĕ теççĕ. Çапах та ку каларăш Виталий Иванович çинчен мар, вăл тимĕртен те, йывăçран та шедевр тума пултарать. Хапха, алăк умĕсене тимĕрпе илемлетсе тĕрленĕ. Хăйĕн мастерскойĕ те пур унăн, унта вăл вĕллесем, тенкелсем, чӳрече рамисем ăсталать.
Текста малалла вулăр...
Чăваш Енри Елчĕк районĕн хĕрĕ Алевтина Халилова (хĕр чухнехи хушамачĕ Портнова) студент чухне Тутарстанри Çĕпрел районĕ хăш енче вырнаçнине те пĕлменскер, алла диплом илсенех çак района каяссине шутламан та. Ку тăрăха ăна, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш уйрăмне пĕтернĕ çамрăк хореографа, хăйĕн специальноçĕпе ĕçлес ĕмĕчĕ 1998 çулта илсе çитернĕ. «Хамăр факультетра вĕренекен Алешкин Саплăк хĕрĕ Светлана Пляшева Çĕпрел районĕнчи Культура çуртĕнче хореограф кирли çинчен каласан тĕплĕн шутларăм та диплом илсенех унта кайса пăхас терĕм. Ульяновск хулинче пурăнакан тете те çав вăхăтра яла килнĕччĕ. Çула май тесе вĕсемпе ларса тухрăм эпĕ. Шупашкар – Ульяновск трасса çинчи «Туслăх» чарăнура анса юлтăм. Кивĕ Çĕпрелне çитсен тӳрех культура уйрăмне Д.Шарафутдинов патне кĕтĕм. Мана хапăлласах ĕçе илчĕç, пурăнма ватă карчăк патне вырнаçтарчĕç», – аса илет вăл халь иртнине.
Текста малалла вулăр...
Çӳç тăкăнать, чĕрне хуçăлать, пит çинче пӳрлĕ шатрасем... Косметологсем çирĕплетнĕ тăрăх, çаксем организмăн сигналĕсем, эппин, ăна мĕн-тĕр çитмест. Çавăнпа кун çине тимлĕх уйăрмасăр хăвармалла мар.
1. Пӳрлĕ шатрасем. Енчен те организм ӳт çуне нумай кăларма тытăнчĕ-тĕк, пит пăсăласса кĕтсех тăр. Çавăнпа ку çитменлĕхе комплекслă пĕтерме сĕнеççĕ. А витамин çу парĕсен ĕçне лайăхлатать, В6 тестостерон активлăхне чакарать, С витамин вара бактерисемпе кĕрешет. Цинк тестостерона дигидротестостерона (шатрасем йĕркелекене) çаврăнма памасть. Çавăнпа аш-какай вырăнне пулă çиме тăрăшмалла. Пулăри омега-3 çу кислоти ӳте пӳрлĕ шатрасенчен сыхлать. Кунсăр пуçне пахча çимĕç, улма-çырла, уйрăмах купăста тата нимĕç пăрçи çимелле. Шăккалат, майонез, мăйăр, цитрус çимĕçĕсемпе алкоголь çинчен пĕр вăхăта манмалла.
Текста малалла вулăр...
Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Çĕпрел ялĕнче пурăнакан Зинаида Лукинична Ахмеевăна ăмсанмалăх пур. Мĕншĕн тесен вăл анне кăна мар, асанне те пулма ĕлкĕрнĕ пулин те ачалăх тĕнчинчен пĕр саманта та уйрăлмасть. Музыка, унтан культурăпа çутĕç училищисене пĕтернĕскер, акă ĕнтĕ 38 çул ачасемпе ĕçлет. Малтан районти Культура çуртĕнче, унтан музыка шкулĕнче тăрăшнă, 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнчен тытăнса паянхи кунччен вара ача-пăча библиотекинче вăй хурать. Тин çеç пĕлӳ тĕнчине пĕрремĕш утăм ярса пуснă пĕчĕк шăпăрлансене Зинаида Лукинична хăйĕн ĕçтешĕсемпе пĕрле кĕнеке тĕнчипе паллаштарать çеç мар, туслашма та пулăшать. Енчен ачана интереслентерме пĕлмерĕн-тĕк вăл библиотека еннелле ура та ярса пусмасть-çке. Интернет-ресурссем аталаннă саманара уйрăмах. Çапах та районти ача-пăча библиотекин вулав залне халĕ те район центрĕнчи 630 ача çӳрет-мĕн.
Текста малалла вулăр...
Манăн юлташ хĕрарăмĕ 50 çулта, апла пулин те унран чир пирки нихăçан та илтмен эпĕ. Вăл халĕ те çамрăк чухнехи пек чупса çӳрет. Сăлтавĕ ансат-мĕн, хăвăра кунĕпех лайăх туяс тетĕр-тĕк ирхине ирех тăрсан 150 миллиграмм вĕри шыва пĕчĕк сыпкăмсемпе кăна ĕçмелле. Çакă кашни çынна, уйрăмах хĕрарăма, питĕ усăллă. Вĕри шыв организма ытлашши тăвартан тасалма пулăшать.
Эпĕ те юлташăн рецепчĕпе ирсерен усă курма тытăнтăм, пĕрремĕш улшăнусене 10 кунранах туйрăм. Эсир те усă курса пăхăр-ха, тен, сире те пулăшĕ.
НИНА аппăр.
Çĕпрел районĕнчи Кĕçĕн Упи ялĕнче çуралса ӳснĕ ентешĕмĕр Валентина Тарават литературăра çĕнĕ ят мар, вăл 20 уйрăм кĕнекен («Тавçăруллă Марине», «Чун тараси», «Ĕçчен мăнук» тата ытти те), çыравçăсен хайлавĕсен 38 пуххинчи сăвă-калавсен, 60 ытла юррăн («Эп – чăваш», «Яковлев мăнукĕсем эпир» тата ытти те) авторĕ. Чăвашла кĕнеке нумай кăларнă пулин те ентешĕмĕр литературăра малтан вырăс çыравçи пек палăрнă.
«Амур, каярах Ульяновск облаçĕсенче вырăссем хушшинче пурăннипе хайлавăмсене те вырăсла çыраттăм, хаçат-журналсенче пичетленеттĕм», – тет вăл кун пирки. Чăваш литературинче çĕнĕ çăлтăр чылай маларах çуралассине халăхăн менталитечĕ чăрмантарнă иккен. Валентина Николаевна 6-мĕш класрах сăвă çырма пуçланă, пĕрне, «Вулав çурчĕ» ятлăскерне, ун чухнех район хаçатне те ярса панă. Редакци сăввине пичетленĕ-ха, анчах вĕçне пĕр кашăк тикĕт хушма манман.
Текста малалла вулăр...
Хĕрен
Çак ӳсен-тăран тымарĕ ӳте шуратать, пигмент йĕрĕсемпе чĕкеç шатрине (веснушки) пĕтерет. Унпа çапла усă курмалла: хĕрен сĕткенне хăймапа (пĕр пек пай илмелле) хутăштармалла та ӳт çине сĕрсе 5 минут тытмалла, унтан çуса ямалла. Хĕрен ӳте кăна мар, çӳçе те сăрлать, çӳç тымарĕсене çирĕплетет, лĕкке пĕтерет.
Хăмла çырли
Хăмла çырлинчен тунă маска тутан илемне сыхласа хăварма пулăшать. Тин çеç татнă çырлана ирмелле те унăн сĕткенне тутана сĕрмелле е çак сĕткенре марля татăкне йĕпетсе тута çине 10-15 минута хумалла.
Хăяр
Шăрăх вăхăтра çилпе тата хĕвелпе ӳт типет, ăна нӳретме вара хăяр лайăх пулăшать. Кун валли: çамрăк хăяр касăкĕсемпе темиçе лимон татăкне сĕтре 30 минут тытмалла. Унтан темиçе тумлам олива çуне хушса лайăх пăтратмалла та хутăша ватăпа йĕпетсе ӳте сĕрмелле.
Текста малалла вулăр...
Ача ĕмĕртнĕ хыççăн кăкăрĕ пушанса, илемсĕрленсе юлнă çамрăк хĕрарăм мĕн тумаллине ыйтса çырнине «Нарспи» страницинче вуласан ăна пулăшас шухăш çуралчĕ. Ку лару-тăрăва вăхăтĕнче эпĕ те лекнĕччĕ, ун чухне çак мелсемпе усă куртăм. Тен, вĕсем тата кама та пулсан пулăшĕç?
1. Массаж тата пилинг
Пилинг тумашкăн хатĕр скрабсемпе, вĕсем çук чухне вĕтĕ пĕрчĕллĕ тинĕс тăварĕпе усă куртăм. Тăварпа пыл хутăшĕ тата лайăхрах. Ăна алса-мунчала çине хурса кăкăра массаж тумалла. Анчах ан манăр, чĕчĕ пуçĕ çумĕнчи ӳте перĕнмелле мар.
2. Контрастлă компресс
Икĕ савăта вĕри тата сивĕ шыв ямалла. Вĕри шывра 1 апат кашăкĕ тинĕс тăварĕ ирĕлтермелле, сиввине çур лимон сĕткенĕ ямалла. Икĕ савăтра икĕ алшăлли йĕпетмелле. Малтан вĕрине, унтан сиввине кăкăр çине хумалла.
3.
Текста малалла вулăр...
Тăван чĕлхене упрасси, юратасси, паллах, чи малтан атте-аннерен килет. Çапах та учителĕн те тӳпи капашсăр пысăк тенĕ пулăттăм эпĕ. Мĕншĕн тесен вĕрентекен урок вăхăтĕнче ачана хăйĕн предмечĕпе интереслентерме пултарчĕ-тĕк, ача урока ĕмĕрлĕхе ăса хывать. Хамăр тăрăхри шкулсенче ĕçлекен чăваш чĕлхипе литературин учителĕсем шăпах çавăн пеккисем, вĕсем хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ çеç мар, тăван чĕлхене упраççĕ, малалла аталантараççĕ.
Элмет районĕнчи Патраклă шкулĕнче, тĕслĕхрен, кашни çул ачасемпе ĕç ветеранĕсен тĕл пулăвĕ иртет. Кăçалхи «К.В.Иванов – чăвашсен юратнă поэчĕ» темăпа пулчĕ. Ачасем поэтăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, вăл хăйĕн тăван халăхне юратни çинчен каласа пачĕç. «Нарспи» поэмăна ĕмĕр каялла çырнă пулин те вăл паянхи кун та чаплă, чăвашсем ăна ваттисем те, çамрăккисем те питĕ юратса вулаççĕ.
Текста малалла вулăр...
Кашни япалан вăхăчĕ пур текен каларăшпа питех килĕшмест Вера Марасова. Ун шучĕпе, этем пысăк ĕç тума нихăçан та кая юлмасть, çав шутра аслă шкулта вĕренме те, пенсие тухсан пуçласа кĕнеке çырма та. Паллах, Турă панă пултарулăх пулмасан, тен, кун пек ĕçсене пурнăçлама хĕнтерех-тĕр, çапах та çыруçă (писарь) йăхĕнчен тухнă Вера Кузьминичнăшăн мар.
Аксу районĕнчи Аслă Сĕнчел ялĕнче çуралнă В.К.Марасова саккăрмĕш теçеткепе пырать пулин те унăн ватăлма вăхăчĕ çук, мĕншĕн тесен пĕр минутне те сая ямасть. Ĕç çулне пăру пăхаканран пуçласа ял Совечĕн председательне çитнĕскерĕн, депутат пулнăскерĕн çамрăк ăрăва каласа памалли сахал мар. Акă мĕншĕн тивĕçлĕ канăва тухсанах вăл алла ручка тытнă та хăйĕн асаилĕвĕсене, вăхăтĕнче пĕрле ĕçленĕ ĕçтешĕсемпе, хăйпе мĕн пулса иртнине, амăшĕ, ялти ват çынсем каласа панине хут çине шăрçалама пуçланă.
Текста малалла вулăр...
КИЛТЕ ХАТĔРЛЕНĔ СКРАБ
Кофепе риса кофе вĕтетмелли машинкăпа уйрăмшарăн вĕтетмелле. Кашнине 1-ер чей кашăкĕ илсе 2 апат кашăкĕ кефир е йогуртпа хутăштарса лайăх пăтратмалла. Енчен те ӳт типĕ-тĕк, çак хутăш çине тата 1 апат кашăкĕ хăйма ямалла. Унпа скраб пек те, маска пек те усă курма юрать.
СУПĂНЬ
Пите çумалли хатĕре те килтех хатĕрлеме пулать. Вăл ӳте типĕтмест тата бактерисене пĕтерет. ј стакан пылпа 1 апат кашăкĕ шĕвĕ супăне, Ç стакан глицерина хутăштарса лайăх пăтратмалла. Унтан ăна пластик бутылкăна е кĕленче флакона ярса хумалла. Кашни кун çак хутăшпа пите çумалла.
Мăнкунччен вăхăт нумай юлмарĕ. Асатте-асаннесен йăлипе мĕнпур чăваш çак çутă праçник тĕлне çурт-йĕре тасатать. Кил хуçи арăмĕсене пирĕн сĕнӳсем питĕ пулăшасса шанатпăр:
Алăка мĕнпе çусан аванрах?
• Шурă тĕспе сăрланă алăксене апат соди хушнă шыв (1 литр шыв çине 1 апат кашăкĕ сода) лайăх тасатать.
• Йывăç алăка нашатырь спирчĕпе шыв хутăшĕпе (1 литр шыв çине 1-2 апат кашăкĕ спирт) е çĕр улми пĕçернĕ шывпа çумалла.
• Дерматин çапнă алăка вара лĕп шывпа çеç çума тăрăшăр.
Урай çăватпăр
• Ан манăр: линолеум вĕри шывран хăрать. Кĕпе супăньне лĕп шывра ирĕлтерсе кăпăклантармалла та линолеума çумалла, ытлашши кăпăка нӳрлĕ пусма татăкĕпе сăтăрса типĕтмелле.
• Кафеле нӳрлĕ пусма татăкĕпе сăтăрсан та çитет, тĕттĕмленнĕ çĕвĕ вырăнĕсене вара уксуспа йĕпетнĕ щеткăпа сăтăрмалла.
Текста малалла вулăр...
Зинаида Николаевна Денисова Çĕпрел районĕнче пĕртен-пĕр хĕрарăм-физрук. Апла пулин те ытти шкулсенчи ĕçтешĕсемпе пĕр чĕлхе тупма йывăр мар ăна. Пĕрремĕшĕнчен, ку ĕçре пĕр çул кăна ĕçлемест, иккĕмĕшĕнчен, нумайăшĕпе Теччĕри педагогика училищинче пĕрле пĕлӳ пухнă. Зинаида Николаевна Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулĕнче 20 çул ĕнтĕ физкультура урокĕсене илсе пырать, калас пулать – япăх мар. Унăн вĕренекенĕсем районĕпе чи вăйлă спортсменсен йышĕнче. Йĕлтĕр спорчĕпе çăмăл атлетикăна пуринчен ытла кăмăллаççĕ вĕсем. Мини-футболпа тата çăмăл атлетикăпа иртнĕ район ăмăртăвĕсенче кăçал хурăнварсем III вырăнсем йышăннă.
Совет Союзĕн Геройĕ П.Юхвитов ячĕпе хăйсен патĕнче йĕлтĕр спорчĕн турнирне ирттерессине йăлана кĕртнинче те Зинаида Николаевнăн тӳпи пысăк, тепĕр чух хăй те йĕлтĕр çине тăрса ăмăртусене хутшăнма ӳркенмест.
Текста малалла вулăр...
Ача ĕмĕртекен хĕрарăмăн кăкăр шыçни час-час пулкалать. Ку пек чух чирĕн паллисем шăнса пăсăлнă чухнехи пекех: температура ӳсет. Паллах, çакна тимлĕхсĕр хăварма юрамасть, тухтăр патне каймалла. Асаннесен мелĕ те сиен кӳрес çук.
– Чир пуçлансанах кишĕре е чĕрĕ çĕр улмине вĕтĕ теркăпа вĕтетмелле те марльăпа чĕркесе кăкăр çине 1 сехете хумалла.
– Ачана кăкăр ĕмĕртнĕ хыççăн ыратакан вырăна чĕрĕ купăста çулçи хуни те аван.
– Пиçнĕ суханпа пыл хутăшне ачана кăкăр ĕмĕртиччен виçĕ сехет маларах сĕрсе хуни лайăх пулăшать.
Куç хăрпăкĕсене çăрарах та вăрăмрах ӳстерме килте те пулать-мĕн. Кун валли сырлан (облепиха), шăлан (шиповник), персик е миндаль çăвĕпе усă курмалла. Пĕчĕк щеткăна е ватка чĕркенĕ шăрпăк пĕрчине çак çусенчен пĕринче йĕпетсе куç хăрпăкне каçсерен сăтăрмалла. Тата 1-ер чей кашăкĕ коньяк, хупах çăвĕ (репейное масло), вазелин хутăшĕ те аван пулăшать, ăна та çакăн пекех усă курмалла. Тата компресс туни те пăсмасть. Кун валли: календулăпа утмăл турат чечекне пĕр пек илсе вĕри шыва ямалла та 3 кун холодильникре упрамалла. Ваткăна çак шывра йĕпетсе эрнере темиçе хут хуç хупанки çине 20-шер минута хумалла.
Тĕнчери мĕнпур хĕрарăма пĕрлештерекен япала вăл – илем. Паллах, кашни çĕршыв чиперккин хитрелĕх вăрттăнлăхĕ пур. Эпир вулакансене çак номертен ют çĕршыв пикисен вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарас тетпĕр. Пĕрремĕш çĕршыв ИНДИ пулĕ.
Инди хĕрĕсем мĕншĕн çав тери хитре тетĕр? Сăлтавĕ ансат, индианкăсен шучĕпе, Турă панă илемпе кăна çырлахмалла мар, хăвăн та тăрăшмалла, çитменнине тата кашни кун тенĕ пекех. Вĕсем йогуртпа миндаль мăйăрĕнчен хатĕрленĕ скрабпа усă кураççĕ-мĕн. Кун валли: 10 мăйăра кофе арманĕпе вĕтетмелле те 1 стакан йогуртпа (нимĕн те хушманнипе) хутăштарса лайăх пăтратмалла, пите сĕрсе 20 минут тытмалла. Унтан ваткăпа шăлмалла, кайран пите лĕп шывпа çуса тасатмалла. Ку процедура ӳте тасатнисĕр пуçне ăна кирлĕ витаминсемпе апатлантарать, пĕчĕк пĕркеленчĕксене пĕтерет.
Юлия Головина Хусан хулинчи 12-мĕш номерлĕ больницăн пульмонологи уйрăмĕнче 1987 çултанпа тăрăшать. Уйрăмри 17 медицина сестринчен пĕртен-пĕр чăваш вăл. Ĕçлесе пысăк опыт пухнăскере коллектив питĕ хисеплет. Çавăнпа кунта аслă медицина сестрине ылмаштарма никама та мар, ăна шанаççĕ. Ĕçе вăхăтра, пахалăхлă тата хăвăрт тума хăнăхнă Элкел районĕнчи Хуракӳл хĕрĕ. Унăн шучĕпе, медицина сестрин урăхла юрамасть, нумай чухне вăхăтăн кашни çеккунчĕ шутра, ĕçĕ çыннăн пурнăçĕпе тӳрремĕнех çыхăннă-çке, кун пек чух мĕшĕлтетесси пирки ан та шутла. Ку кăна та мар, Юлия çулталăкĕпех ĕçре тесен те йăнăш мар-тăр. Канмалли кунсенче тăван яла кайсан та канма вăхăчĕ çук унăн, кӳршĕ-аршине пулăшмалла: камăн-тăр юн пусăмне виçмелле, иккĕмĕшне укол тумалла, виççĕмĕшне система лартмалла...
Хусан хулинчи Çурçĕр поселокĕнче пурăнакан кӳршисем, уйрăмах ват çынсем, ăна ĕçрен таврăнасса кăна кĕтеççĕ иккен.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
[1],
2,
3,
4.