АПШ пуçарнипе кăçалтан тĕнчери хĕрарăмсене халăхсен хушшинчи наградăна пама пуçлаççĕ, çапла пĕлтернĕ АПШăн патшалăх секретарĕ Кондолиза Райс. Вăл каланă тăрăх, тĕнчери тĕлĕнмелле хĕрарăмсене хăюлăхшăн тата хăйсен патшалăхĕн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ роль йышăннăшăн общество тав туни пулĕ ку.
Америкăра паллă телеертӳçĕ Опра Уинфри çул çитмен ачасене астаракан преступника тытмашкăн ФБР сотрудникĕсене пулăшнă икĕ хĕрарăма укçан пысăк преми – 50-шар пин доллар – панă. Раççейре те, Омскра, МЧС министрĕ Сергей Шойгу хушăвĕпе Мария Свитова почтальонкăна «Пушарта хăюлăх кăтартнăшăн» медальпе наградăланă. Почтальонка çунакан çуртра ача сасси илтсенех пĕр шутласа тăмасăр пĕчĕкскерсене пулăшма чупнă. Вăл çунакан çуртăн алăкне сенĕкпе хайăрса уçнă та вута кĕрсе икĕ ачана илсе тухнă. Сăмах май, Мария хăй те нумай ача амăшĕ.
Текста малалла вулăр...
Питĕ кирлĕ чухне этем тем тума та вĕренет. Кил-çурт хушшинчи пĕр-пĕр йывăр ĕçе тума та, апат пĕçерме те, пуç хĕрлĕ тăрса утма та е ют, пĕлмен чĕлхене вĕренме те... Тутар ялĕнче ӳснĕ Фарида Агзаметдиновна Уливанова Элмет районĕнчи Клемтел ял каччипе çемье çавăриччен хăйне чăваш кинĕ пуласса, çак чĕлхепе калаçма вĕренессе шутламан та пулĕ. Тутар хĕрарăмĕ паян чăвашла калаçса кирек кама та сутса яма пултарать.
16-мĕш çул ял библиотекин заведующийĕнче вăй хуракан хĕрарăм ĕçĕнче те чăн чăвашлах шакăртаттарса калаçать. Районпа ял шайĕнче иртекен уявсенче Фарида Агзаметдиновна тутар юррисене юрланисĕр пуçне, «Асамат» фольклор ушкăнра чăвашлисене те пĕр такăнмасăрах шăрантарать. Иртнĕ шăматкун Патраклă ялĕнче иртнĕ чăвашсен пĕрремĕш «Учӳк» уçă фестивалĕнче те вăл хаваспах чăваш юррисене юрларĕ.
Текста малалла вулăр...
АЛĂСЕНЕ ТЕ КАНТАРМАЛЛА
Çулла хĕрарăмран кунĕ-кунĕпе пахчаран кĕмесĕр ĕçленипе ĕçлеменни пирки ыйтма та кирлĕ мар, аллисем çине кăна пăхмалла. Вĕсем кушăхса çуркаланнă. Çавăнпа та алăсем çинчен çулла пушшех манмалла мар, кунсерен вĕсене «мунча» кĕртмелле. Кун валли: пĕр литр вĕри шыва пĕр çупкăм кĕпе супăнĕн хăрпăкĕ, пĕр чей кашăкĕ апат соди, темиçе тумлам нашатырь спирчĕ ярса алла çак хутăша чиксе çур сехет лармалла. Кун хыççăн крем сĕрмелле, унтан каллех темиçе минут çак шыврах тытмалла. Кайран ăшă шывпа чӳхемелле те çуллă кремпа сĕрмелле. Кун пек ванна туни алăсене кушăхасран сыхлать, кантарать.
ЕКАТЕРИНА
Грек чĕлхинчен «таса, çылăхсăр» тесе куçать.
Екатеринăсем вăйлă, тӳрĕ кăмăллă, хăйне шанакан çынсем. Чунри хитрелĕхне кирек кам та асăрхать. Ыттисем хăйсем çинчен мĕн шутлани питĕ пĕлтерĕшлĕ вĕсемшĕн, анчах çакна никам умĕнче те йышăнмаççĕ. Хăйсене юратни тепĕр чух канăçа çухаттарать. Вĕсем мĕнпе те пулин хăйсенчен иртсе каякана юратмаççĕ.
Екатеринăсем çемье çавăрма васкаканнисем мар. Хăйпе пĕр шухăшлă çынпа çеç пĕрлешеççĕ. Катьăсем фантазеркăсем. Астрологсене, экстрасенссене шанаççĕ. Çут çанталăк вĕсене тĕрлĕ талант парнеленĕ, анчах ку енсене аталантарсах каймаççĕ пулин те тăрăшулăхпа, хăюлăхпа пурнăçра çитĕнӳсем тăваççех.
■ Страницăсем:
1,
2,
3,
[4].