Çулталăк пуçламăшĕнче кашни ял хутлăхĕ тенĕ пек иртнĕ çул мĕнлерех ĕçсем тунине тата малашне мĕн тумашкăн планласа хунине сӳтсе явмашкăн ял-йыш пухăвĕ ирттерет. Халăх çак ĕçпе питĕ интересленет, паллах. Чĕннĕ çĕре хаваспах пуçтарăнать.
Иртнĕ эрнере Пăва районĕнчи Элшел ялĕн Культура керменĕ те кĕрлесе тăчĕ. Зал тулли халăх.
Сăмах Элшел ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Емельянов илчĕ.
– Элшел ял хутлăхне виçĕ ял кĕрет: Элшел, Раккасси тата Ескӳл. Пурĕ 489 килĕ шутланать, вĕсенче 1197 çын пурăнать. Виçĕ ялта 10 депутат ĕçлет.
2011 çул йывăр та тухăçлă пулчĕ темелле. Ял хуçалăх, культура, вĕрентӳ, сывлăх сыхлав, çыхăну ĕçченĕсем тата ытти учрежденисем района çĕклес тесе сахал мар вăй хунă. Шел пулин те, Раккасси ялĕн клубĕнчи газ ыйтăвĕ пурнăçланайманни канăç памасть.
Текста малалла вулăр...■ Светлана САДЫКОВА .
Автор архивĕнчи сăнӳкерчĕкре В.Емельянов хăйĕн артисчĕсемпе Хусанти Г.Камал театрĕ умĕнче.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Юлашки çулсенче харпăр сунарçă хуçалăхĕсем пирĕн республикăра вăрман пур кашни районта тенĕ пекех йĕркеленнĕ е йĕркеленеççĕ. Теччĕ районĕнче те вĕсем пур, пĕрре кăна та мар. Атăл хĕрринчи «Красное Озеро» тулли мар яваплăхлă обществăра эпир те пулса унăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр. Паллах, эпир ку хуçалăха шăпах кăшарни сиввисенче кайма шутлани ахальтен мар. Пĕрремĕшĕнчен, унăн хуçисенчен пĕри пысăк опытлă сунарçă, йăхташ – Пухтел чăвашĕ Геннадий Аверьянович Волков пулни, иккĕмĕшĕнчен, вăрман «халăхĕ» шартлама сивĕсенче мĕнле пурăнни кăсăклантарчĕ.
РЕСПУБЛИКĂРА 30 ПИН СУНАРÇĂ
Сунар нумай çыншăн мĕншĕн чун киленĕвĕ пулнине ăнланма йывăр мар, вăл – пирĕн, уйрăмах тĕрĕк халăхĕшĕн, юнра. Вырăнтан вырăна куçса çӳрекен несĕлсем, тĕпрен илсен, сунарпа тăранса пурăннă.
Текста малалла вулăр...
Теччĕ районĕнче пурăнакансен хушшинче Атăлта пулă тытса курман çын тупăнмасть-тĕр. Çак ăсталăх кунта ашшĕнчен ывăлне куçса пырать. Камшăн-тăр пулă тытасси пушă вăхăтра канмалли чун киленĕвĕ пулсан, теприсемшĕн чăн-чăн ĕç, çемьене тăрантармалли «çăкăр». Ку кăна та мар, юлашки çулсенче ăна ăнăçлă бизнеса çавăракансем те тупăнчĕç. Вĕсенчен пĕри Иван Фролов пулăç. Мăкшă арçынни Атăла тухман кун сайра пулать-мĕн. Пулă тытассипе вăл чăн-чăн профессионал. Мĕнле пулă хăçан тата ăçта лайăх хыпассине лайăх чухлать, 87 килограмлă çуйăна çаклатни те пулнă.
Вырăнти халăх çирĕплетнĕ тăрăх, Иван утма вĕренсенех алла вăлта тытнă. Паллă ĕнтĕ, пысăк стажлă пулăçăн кирлĕ хатĕрсем йăлтах пур, пурте алă айĕнче. Тĕрĕсрех каласан, хурал çуртĕнче. Пулăçсем Атăл çыранĕнче ятарласа пӳрт те лартнă иккен. Унта кирек кам та кĕрсе ăшăнма, пулă тытмалли хатĕрсене вăхăтлăха хăварма пултарать.
Текста малалла вулăр...
Çĕпрел районĕнчи Упи ял хутлăхĕнче пурăнакансем кашни уявах интереслĕ ирттерме тăрăшаççĕ. Çĕнĕ çула та ак кăçал кашни килте, урамра елкăсем лартса илемлетрĕç, гирляндăсем çакрĕç. Уйрăмах клуб тата библиотека ĕçченĕсем хытă тăрăшрĕç. Çĕнĕ çул çитесси темиçе кун юлсан, декабрĕн 27-мĕшĕнче, вĕсем ачасен хушшинче «Çĕнĕ çул елкин сюрпризĕ» конкурс ирттерчĕç. Ачасем елка çине çакма хăйсем хутран, картонран, чустаран теттесем тунă. Мĕнли кăна çук кунта, пĕринчен-пĕри хитре! Çапах та çĕнтерӳçĕ ятне аçтаха ăсталанă Михаил Ахмуков илме тивĕçрĕ. Çĕнĕ çул праçникĕ елка тавра тăрса юрламасăр-ташламасă р иртмест, паллах. Уписем те Хĕл Мучипе Юр Пикене савăнтарчĕç, хăйсем те вĕсен кучченеçĕсĕр юлмарĕç.
Декабрĕн 30-мĕшĕнче ял клубĕнче иртнĕ «Бал-маскарад» ял-йышăн кăмăлне çĕклерĕ: тĕрлĕ вăйăсем те, лотерея та, çамрăксен дискотеки те пурне те килĕшрĕ.
Текста малалла вулăр...
Нурлат районĕнчи Единени поселокĕн историйĕ пит тарăнах мар-ха, мĕншĕн тесен вăл йĕркеленнĕренпе 100 çул кăна иртнĕ. Вырăнти тавра пĕлӳçĕсем пĕлтернĕ тăрăх, вăрман хĕррипе юхса выртакан Çарăмсан юхан шывĕн хĕррине 1894-1896 çулсенче шыв арманĕ лартнă вăхăтра çынсем тĕрлĕ ялтан килсе поселок пуçласа янă. Темиçе ял çынни пуçтарăннипе ятне те Единени панă.
Поселокăн тĕп пуянлăхĕ – 4 хутлă пысăк арман – таçтанах мăнаçлăн курăнса ларать, юнашар ӳсекен тахçанхи йывăçсем те кармашса çитеймеççĕ ăна. 1897 çулта хута янăскер, паянхи кунччен те ĕçлеме чарăнмасть-ха. Çул çук пулин те армана халăх тавра ялтан килме пăрахмасть. Вырăнти ват çынсем каланă тăрăх, ку арманта авăртнă çăнăхран пĕçернĕ çăкăр техĕмлĕ, лавккарипе танлаштарма çук, çитменнине тата нумайччен типмест, хытмасть. Чăн та, арман умĕнче лавĕ-лавĕпе тырă тиесе килнисен черечĕ курăнмасть халĕ, килте усă курмалли пĕчĕк арман туяннипе темиçе çухрăма çӳреме ӳркенет халăх.
Текста малалла вулăр...
Аксу районĕнчи Емелькино ялĕнче пулса курма тӳр килчĕ. Тавралăха ытларах курса çӳреме, паллах, май пулмарĕ. Юр лартса тултарнă. Çапах та шкул, почта, ял хутлăхĕн кантурне, тĕрĕссипе, пӳлĕмне курса çӳрерĕмĕр. Район ку тавралăха тимлĕх уйăрманни курăнать ĕнтĕ, ăна пытараймăн. Апла пулсан та, çынсем питĕ тăрăшуллă. Айккинчен пулăшу парасса кĕтмеççĕ.
Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Нина Михайлова каланă тăрăх, ялта ытларах ватăсем пурăнаççĕ. Çак ял хутлăхне пилĕк ял кĕрет: Емелькино, Çĕньял, Хырăшне, Çĕмĕртлĕ, Унтакшă. Пурĕ 469 килĕ шутланать иккен. Вĕсенче 1210 çын пурăнать.
Ял питĕ интереслĕ, хăйне евĕрлĕ, кашни килĕре тарасаллă пусă пур. Тен, вăрман çывăх пулнипе те пуль, нумайăшĕн машина гаражĕсене те пĕренерен тунă. Çулла, ман шутпа, кунта тата та илемлĕрех.
– Çул çукки пĕтерет пире, – тет Нина Ивановна.
Текста малалла вулăр...■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕсенче: Н.Михайлова; çĕнĕ кĕпер.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Çу кунĕсенче çанталăк ял хуçалăхĕсене кӳрентермерĕ. Республикăра тыр-пул ăнса пулчĕ. Çĕр ĕçченĕсем тырă йышăнакан пунктсене пурĕ 333,8 пин тонна ыраш, 645,76 пин тонна тулă, 308 пин тонна урпа, 11 пин тонна сĕлĕ, 9,4 пин тонна пăрçа ăсатрĕç. Çĕпрел районĕ те хăйĕн 69 пин гектара яхăн акăнакан çĕрĕ çинче кĕрхи тата çурхи тулă, урпа, пăрçа, вика, рапс, выльăх валли кукуруза, хĕвел çаврăнăш çитĕнтерчĕ. Тыр-пул тухăçĕ те япăх мар вĕсен, пĕр гектартан вăтамран 35 центнер. Кунти çĕрĕн хăйне евĕрлĕхне асра тытса август уйăхĕнчи уяр çанталăкпа усă курса юлма та ĕлкĕрчĕç. Йĕпе-сапа пуçланиччен уй-хирсенчи тыр-пула йăлтах пухса илчĕç. Вырмана районта пуринчен малтан «Цильна» тулли мар яваплăхлă общество вĕçленĕ.
Шел пулин те, ял ĕçченĕсене сентябрь уйăхĕ пĕрре те савăнтармасть, куллен çумăр çунипе тымар çимĕç хирĕсене техника кĕреймест.
Текста малалла вулăр...
ÇĔНĔ ЕРТӲÇĔ ÇУМĔ
Тутарстан – нумай нациллĕ республика, халăх шучĕпе чăвашсем виççĕмĕш вырăнта. Çавăнпа чăвашсем йышлă пурăнакан районсенче администраци пуçлăхĕн çумне чăваша суйласси пĕр ахальтен мар. Унăн тĕп ĕçсĕр пуçне тата вырăнта наци культурипе йăли-йĕркине аталантармалла. Çĕпрел районĕнче те ку çаплах. Юлашки çулсенче çак тиеве Александр Валерьевич Шадриков туртса пычĕ. Вăл пуçарнипе районта тĕрлĕ мероприяти, çав шутра чи пĕлтерĕшли – Акатуй – çĕнĕрен чĕрĕлчĕ. Чăн-чăн чăваш праçникне çĕпрелсем икĕ çул Алешкин Саплăк, Хулаçырми ялĕсенче чаплăн ирттерчĕç.
Çак ырă йăлана малалла тăсма А.Шадриков урăх ĕçе куçни чăрмантармĕ тесе шанас килет. Мĕншĕн тесен район администраци пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тепĕр пултаруллă чăваш çамрăкĕ Алексей Иванович Сарафанов пурнăçлама тытăнчĕ.
Текста малалла вулăр...
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче – Пĕлӳ кунĕнче – районта паллă виçĕ событи пулса иртрĕ – 1-мĕш номерлĕ шкулăн капиталлă ремонт хыççăн алăкĕсем яри уçăлчĕç, тĕп больница çумĕнче тухтăрсен палăкĕ уçăлчĕ тата сахăр заводĕнче çĕнĕ сезон уçăлнине пĕлтерсе гудок янăрарĕ.
1-мĕш номерлĕ шкул ачисем аллисене чечек çыххисем тытнă вĕренекенсен ушкăнне, уяв хăнисене тӳсемсĕррĕн кĕтрĕç. ТР Премьер-министрĕн çумне Зиля Валеевăна, ТР Патшалăх Совечĕн депутатне Шакир Ягудина, муниципаллă район пуçлăхне Рафаэль Абузярова, строительсене çăкăр-тăварпа, чак-чакпа кĕтсе илчĕç. Рафаэль Хазиевич çитес çул 50 çулхи юбилейне кĕтсе илекен вăтам шкула иккĕмĕш пурнăç парнелес тесе вăй хунă строительсене, вĕренӳ çурчĕн коллективне, тĕп юсав ирттерессинче ытти пулăшакансене тав сăмахĕ каларĕ. Зиля Рахимьяновна ТР Президенчĕ Рустам Минниханов ячĕпе çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнипе саламларĕ.
Текста малалла вулăр...
Совет çыннисем космоса вĕçнĕ пилĕк çуллăхсенче циркра этем тупăран вĕçсе тухнине курма пулатчĕ. Ку питĕ теветкеллĕ, шак хытаракан, çав вăхăтрах хăюллă номер. Çавăнпа ăна сайра хутра, паттăр маçтăрсем кăна кăтартатчĕç. Йышран пĕри çеç. Çавăн пек асамлă тупăпа танлаштарас килет те манăн Пĕкĕлме районĕнчи йышлă ялсенчен уйрăлса тăракан Наратлăна.
Ял йĕркелес текенсем кунти тутлă шывлă çăлсемлĕ вырăна хăçан килсе ларни паллă мар, темиçе çĕр çулхи кĕмĕл тата пăхăр укçасем çĕр айĕнчен тухкаланипе çав вăхăталла тесе калама пулать пулĕ. Çапах унăн ячĕ тутар сăмахĕнчен пулса кайнă тенипе килĕшесех килмест. Кунтан инçе мар вырнаçнă Павлă районĕнчи чăваш ялĕсем (1965 çулччен Наратлă та çав районах кĕнĕ) Тăмпарлăпа Туйралă та ун чухне тутар сăмахĕнчен пулса каймалла пулнă. Кунта вара ĕлĕк «нарат» сăмахпа чăвашсем те усă курнă тесе çеç çирĕплетес килет.
Текста малалла вулăр...
Элкел районĕнчи Хусанкай-Сиктĕрмене такăр çулпа килекенсене ылтăн тăрăллă чиркӳ, икĕ хутлă капăр шкул, чаплă музей-клуб кĕтсе илеççĕ. Больница çуртне те купаласа пĕтернĕ ĕнтĕ, çапах ялти чи çӳллĕ вырăна – «Хузангаевский» ЯХПКн ампарĕ тăррине вырнаçтарнă хĕрлĕ ялава пуринчен малтан асăрхатăн. Çак элем пулман пулсан маларах асăннă çуртсем курăнĕччĕç-ши хăçан та пулин Сиктĕрмере – калама хĕн.
Кунта 1990 çулсен пуçламăшĕнче ĕçлеме килнĕ врач И.А.Младшев куçĕ умĕнче пулса иртнĕ çак улшăнусем. Вăл каланă тăрăх, ял пĕтсе пыраканнисен шутĕнче пулнă. Асфальтлă çул пирки калама та çук. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С.В.Новиков сăмахĕсемпе, хальхи вăхăтра Сиктĕрмере çуралакансен шучĕ ӳсме пуçлани те пурнăç лайăх енне улшăнма тытăнни çинчен калать. Ку ялти музей республика пуçлăхĕсем килсе курассипе Тутарстанра малти вырăн йышăнса тăрать.
Текста малалла вулăр...
ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов çак кунсенче Пăва районĕнче пулчĕ. Ĕçлĕ визита вăл Пăвари ветеринари техникумĕнчен пуçларĕ.
Техникум министрăн тимлĕхĕнче пулнинчен тĕлĕнмелли çук. Мĕншĕн тесен çак кун унта республикăри районсенчи ветеринарин тĕп тухтăрĕсем техникумăн юлашки курсĕнче вĕренекенсене производство практикине (3,5 уйăх) хăйсем патĕнче иртме чĕнмешкĕн пуçтарăннă.
Практика вăхăтĕнче район студентсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тата лайăх ĕç укçипе тивĕçтермелле тесе хушать ТР Министрсен Кабинечĕн Ветеринарин тĕп управленийĕ. Çавăн чух çеç çамрăк специалистсем яла ĕçлеме юлĕç.
Хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ку енĕпе лару-тăру йăлтах лайăх теме çук. Мĕншĕн тесен агропромышленность комплексĕсен 70 процентĕнче çеç ветеринари специалисчĕсем пур.
Текста малалла вулăр...
Сентябрĕн 18-мĕшĕнче «Буа-Алан» уçланкăра Пăва хули 230, район 80 çул тултарнине халалланă уяв анлăн иртрĕ.
Пăва – Тутарстанăн авалхи пуян историллĕ хули. 1780 çулта Кĕтерне патша хушнипе вăл пĕчĕк ялтан уес хули пулса тăнă. Икĕ ĕмĕр каялла кунта пĕр чиркӳ, мечĕт, халăх пухăвĕсене ирттерекен корпус, почта çурчĕ, тимĕрçĕ лаççи, амбарсем, пĕр кĕпер, пĕр шыв арманĕ пулнă. Пурăнакансенчен Христос тĕнне ĕненекенсен шучĕ мăсăльмансенчен нумайрах пулнă. Кунта халăх суту-илӳпе, çĕр ĕçĕ ĕçлесе пурăннă. Заводсемпе фабрикăсем те пулман. Вăхăт иртнĕçемĕн хула та, унта пурăнакан халăх та ӳссе пынă. Паян Пăва – хăвăрт аталанакан промышленноçпа аграри районĕ, республикăра ял хуçалăх продукцийĕсене туса илессинче малта пыракансенчен пĕри. Кунта промышленность, транспорт предприятийĕсем ĕçлеççĕ, строительство индустрийĕ ӳсет, социаллă сферăра пысăк проектсем пурнăçланаççĕ.
Текста малалла вулăр...
Çĕпрел районĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 80 çул. Хăйĕн юбилейне вăл сентябрĕн 18-мĕшĕнче уявлани паллă пулăмсемпе историе кĕрсе юлчĕ: район центрĕнчи темиçе урамăн ятне улăштарчĕç, Петр Дементьев ячĕллĕ çĕнĕ урамри темиçе çурта хута ячĕç тата ытти те. Çак кун Çĕпрел тăрăхне ĕçлĕ визитпа ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков килчĕ.
Çĕпрел район халăхĕ уявăн кашни самантне асра хăварма тăрăшрĕ. Савăнăçлă юбилей ĕмĕр сӳнми вут умне чечек кăшăлĕсем хунипе пуçланчĕ. Çак чыса ку районта çуралса ӳснĕ, халĕ тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен хисеплĕ ентешсем тивĕçрĕç. Уяв мероприятийĕсенчен пĕри – Çĕпрелĕнчи прокуратура çурчĕн стени çине ТР Прокурорĕ пулнă, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ ентеше Сайфихан Нафиева асăнса мемориал хăмине вырнаçтарасси тата Спортивная урамăн ятне унăн ячĕпе улăштарасси пулчĕ. Мероприятие хутшăннă Ильдар Халиков премьер çакна ырласа:
– Сайфихан Нафиев – хăйĕн ĕçне яваплă пурнăçланă, район тата республика историйĕнче йĕр хăварнă çын, ăна çапла чыслани мухтава тивĕç, – терĕ.
Текста малалла вулăр...
Кăçал хăйне евĕрлĕ çанталăк пулнипе выльăхсене хĕл каçарма çăмăлах пулмасть, паллах. Кун пирки патшалăх та пуçне ватать. Ферма ĕнисене выльăх апачĕпе тивĕçтересси çинчен çеç мар, харкам хуçалăх выльăхĕсем çинчен те манмасть.
Аса илтеретпĕр, патшалăх мăйракаллă шултра выльăх усракансене федераци бюджетĕнчен пĕр пуçшăн икĕ пин тенкĕ укçа пама йышăннă.
Çак ĕçе районсенче пурнăçлама пуçланă та ĕнтĕ. Сăмахран, Элкел районĕнчи Чăваш Пăрнай ялĕнче укçа вырăнне тырăпа параççĕ. Ял халăхĕн пуш ларĕсем час кăна «апатпа» тулса ларчĕç.
Çакăн пек пулăшу çыннăн чунне ăшăтать, пурăнма вăй парать. Анчах та хăшĕ-пĕри ыр кăмăллăхпа киревсĕрленме те пăхать, кĕркунне пусакан пăрушне те ĕне шутне кĕртсе хĕл каçармашкăн тырă илме ĕмĕтленет. Мĕн тăвăн, пурăнас килет вĕт?
■ Светлана ЭЛШЕЛ.
Автор сăнӳкерчĕкĕсенче чăвашпăрнайсем
тырă илнĕ самант.
Çут çанталăк умĕнче этем хăйĕн наукăпа техника аталанăвĕпе те вăйсăр пулнине кăçал пурте курса ĕнентĕмĕр. Типĕ, шăрăх çанталăка пула ял хуçалăхĕ кун чухлĕ çухату тӳсни çĕр çула яхăн пулман. Ытти çулсенче август уйăхĕнче йĕтем çинче, уй-хирте комбайн-машина сасси талăкра пĕр минута та шăпланмастчĕ. Кăçал вара пач урăх курăну: уй-хирте техника кĕрленине, ыраш, тулă пусси çилпе илемлĕн хумханнине те, этемрен çӳллĕ кукуруз ӳснине те кураймăн.
Çĕр çумĕнчен аран-аран хăпнă хĕвел çаврăнăшĕпе кукуруз, сахăр чĕкĕнтĕрĕ çеç унта-кунта ӳскелени, çап-çара уй-хир, сарăхса кайнă çерем çеç иртен-çӳрене хурлăхлăн кĕтсе илет. Çуклă-пурлă тĕш тырра республикăри районсем пухса кĕртнĕ ĕнтĕ, тухăç çеç савăнтармасть, мĕншĕн тесен вăл çук. Çавна кура хуçалăх ертӳçисемпе кун çинчен сăмах хускатсанах вĕсем алă сулаççĕ çеç.
Текста малалла вулăр...
Чиркӳсене хупнă çулсенче Пăва çĕрĕ çинче пĕр Пăраллă ялĕнчи чиркӳ анчах хупăнмасăр юлнă. ХХ ĕмĕр вĕçĕнче тĕп юсав хыççăн Турра шанакансем валли Пăва хулинчи, Хăят ялĕнчи чиркӳсем алăкĕсене уçаççĕ. 2000 çулта Альшихпе Тинкеш ялĕсем хушшинче хăтлă та илемлĕ, çӳллĕ, йывăç чиркӳ хăпарать. Çывăхра чиркӳ уçăлнипе савăннине пытарайман асаннесем ăна ял ачиех Леонид Яфаркин хăй мулĕпе хăпартнипе мăнкăмăлланса калаçрĕç.
Альших ялĕнчи Анаткасра ултă ачаллă Ольгăпа Михаил Яфаркинсен çемйинче çуралса ӳснĕ Леня. Пĕчĕк чухне вăл ытти ял ачисенчен темпех уйрăлса тăман. Юлташĕсем ăна йăрăрах пулнине, ялта çав вăхăтри пĕр концерт та уçă саслă Леня юрламасăр иртменнине аса илеççĕ. Ял пурнăçĕ ăна çамрăклах ĕç çумне çыпăçма хăнăхтарнă. Аслисене пулăшса хăйсенчен инçе мар вырнаçнă ашшĕ ĕçлекен пушар хуралĕнчи пусăран шыв йăтнă, выльăхсене пăхнă тата ытти те.
Текста малалла вулăр...
Халăх ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ кашни ветеранăн пурнăç условийĕ тивĕçлĕ пулмалла, мĕншĕн тесен урăхла юрамасть, вăл – çĕнтерӳçĕ. Шăпах çак тĕллевпе РФ Президенчĕ «Пурăнмалли условисене лайăхлатма учета тăнă вăрçă ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен» Указ кăларнă. Тутарстанра та çĕр-çĕр ветеран çак пулăшупа усă курса пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма ĕлкĕрчĕ. Пĕтĕмпе республикăра июнь уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне çак категорири 10115 çын (1840-шĕ 2010 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн) учетра тăнă. Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма парăнакан субсидие (943,2 пин тенкĕ) 6123 ветеранпа тăлăх арăм илнĕ, 2993-шĕ çĕнĕ хваттерсене пурăнма куçнă. Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Çĕпрел ялĕнче вара ветерансен 16 çуртран тăракан çĕнĕ урамĕ ӳссе ларĕ, вăл икĕ хут Социализмла Ĕç Геройĕ П.В.Дементьев ячĕллĕ пулĕ.
Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче пурăнакан Ольга Васильевна Мидюкинăн та акă савăнăçĕ пысăк.
Текста малалла вулăр...
Саплăкри Акатуй тӳремĕнче халăх питĕ нумайччĕ. Çĕпрел тăрăхĕнчи чăвашсем тахçантанпах кĕтнĕ уяв ирхине 10 сехетре пуçланчĕ. Малтан хитре ялавсемпе илемлетнĕ лаптăка шкул ачисем тухса ташă кăтартрĕç. Вĕсенчен кашнийĕ аллисене шар тытнă. Ку ташша садик ачисем те хутшăнчĕç. Юрă вĕçĕнче гелий тултарнă тĕрлĕ тĕслĕ шарсем тӳпене хăпарса кайсан уява ертсе пыракансем Акатуя пуçларĕç. Чи малтан Çĕпрел районĕн пуçлăхĕ Тимур Нагуманов сăмах илчĕ. Çак кун районти пилĕк ялта Сабантуйсем иртнине пăхмасăрах вăл чи малтан чăвашсен праçникне суйласа илнĕ. Çĕпрел тăрăхĕнче тĕрлĕ халăх пурăнать, вĕсен хушшинче туслăх хуçаланнине палăртрĕ район ертӳçи, пухăннисене саламларĕ, уява йĕркелеме пулăшакансене чунтан тав турĕ. Çакнашкал уяв пĕрремĕш хут кăна иртет пулин те Тимур Дмитриевич унăн хатĕрленӳ шайне лайăх паллăпа хакларĕ.
Текста малалла вулăр...
ПĂВА. Ĕлĕк-авал çамрăксенчен нумайăшĕ чĕре суйланă çынпа çемье çавăрайман, анчах вăл вăхăтра юратман тенине пĕлтермест çакă. Пăва тăрăхĕнче IV–V ĕмĕрсенче Сĕве хĕрринче ятарлă «Юрату çăлкуçĕ» те пулнă иккен. Савнисем пĕр-пĕрне ĕмĕр юратма тупа тунă унта. Çак ырă йăлана çĕнĕрен тавăрас тата çут çанталăк илемне упрас тĕллевпе район ертӳçисем авалхи çăлкуçăн ĕлĕкхи сумне тавăрма шутланă. Асамлă вырăнăн «адресĕ» ансат: Пăва урлă иртекен федераллă трассăран пăрăнса Хĕвеллĕ уй енчен Сĕве хĕррине кăна анмалла. Тасатса илемлетнĕ «Юрату çăлкуçне» район ертӳçисем иртнĕ эрнере хаваслă лару-тăрура уçнă. Мероприятие курма килекенсем те, районти пултарулăх ушкăнĕсем те нумайăн пуçтарăннă. Муниципалитетăн пуçлăхĕ Р.Абузяров çак асамлă çăлкуç шывне малашне район çыннисем кăна мар, çул çӳрекенсем те ас тивессе пĕлтернĕ.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
[1],
2,
3,
4.