Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Районсенче

РЕСПУБЛИКĂРА

ЭЛМЕТ районĕн тĕп больници, Экономика, управлени тата право институчĕн Элметри филиалĕ çак кунсенче Кучуй ялĕнчи Культура çуртĕнче «Хăвăн сывă пурнăç йĕркине суйла» акци ирттернĕ. Мероприятие Аппаково, Кичучатово, Кичуй, Калейкино тата ытти ялсен шкулĕсенчи аслă классенче вĕренекен хĕрсемпе каччăсене йыхравланă. Унăн тĕп тĕллевĕ – хальхи çамрăксене тĕрĕс пурнăç йĕркине суйлама пулăшасси. Мероприятие килнĕ кашни çамрăка, хăнана чи малтан тĕрлĕ брошюра, реклама хучĕсем, стикерсем валеçнĕ. Вĕсенче питĕ кирлĕ ыйтусене (хăрушсăр ар çыхăнăвĕ, çие юлассинчен сыхланмалли хатĕрсем, юрату, çие юлни тата яваплăх, ВИЧ тата наркотиксем) ăнланмалла, тулли çырса кăтартнă. Тĕплĕнрех вара залра сывлăх сыхлав управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ, тĕп больницăн тĕп врачĕ, çӳлерех асăннă вĕрентӳ заведенийĕн директорĕн воспитани ĕçĕсем енĕпе çумĕ каласа кăтартнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇАРĂМСАН районĕнче сахăр чĕкĕнтĕрне кăларасси те, кĕрхи суха та кая юлса пырать. Ку эрне тĕлне кунта пурĕ те 20 пин те 755 гектар кăна сухаланă. Пĕтĕмĕшле лаптăк вара 42 пин гектар. Октябрь уйăхĕ çитме шутлă кунсем кăна юлнине шута илсен, çӳлерех асăннă ĕç кăтартăвĕ савăнмаллиех мар. Пылак тымар çимĕçе кăларас енĕпе те çарăмсансен мухтанмаллиех çук. Хальхи вăхăтра чĕкĕнтĕр кăларма «Акрель», «Кармыш», «Кара Чишма», «Плодородие», «Гранит» хуçалăхсем кăна тухнă иккен, ыттисен вара техникисем паркрах лараççĕ-ха. Чăн та, «Акрель» тата «Кармыш» хуçалăхсене агрохимиксем пулăшма килнĕ, паллах ахаль мар, вĕсем хăйсене ĕçшĕн тивекен пайне заводсене ăсатсах пыраççĕ. Ытти хуçалăхсен те хирте ӳстернĕ тухăçа пулăшма килекенсемпе пайлама тивĕ.
АЛЕКСЕЕВСКИ районĕнче награда илекенсен шутне çак кунсенче тата икĕ çын хушăннă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

КАЙПĂÇ. Аслисемпе ачасем сахăр чĕкĕнтĕрне нушаланса муттикпе çумланă, алă вĕççĕн кăларнă самана ку тăрăхра тахçанах иртсе кайнă ĕнтĕ. Пылак тымар çимĕç район уй-хирĕнче халĕ ултă пин гектар ытла йышăнать. Унăн 30 процентне кăларма та ĕлкĕрнĕ. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ уйрăмах «Кубня», «Золотая Нива» агрофирмăсенче ăнса пулнă, пĕр гектарти вăтам тухăç 150-225 центнер. Пĕрремĕш агрофирмăра 400 гектар çинчен 10 пин тонна, иккĕмĕшĕнче 1,5 пин гектартан 23 пин тонна пылак тымар çимĕç илнĕ.
ПĂВА. «Татарстан-сэтэ» УАОн Пăвари филиалĕ район халăхне сĕт юр-варĕпе тивĕçтерес ĕçре пысăк вырăн йышăнать. Апла пулин те вăл кăçал юлашки сакăр уйăхра, пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан, пилĕк пин тонна сахалрах сĕт йышăннă. Лаборатори заведующийĕ Г.Байрамова çакна кашни хăйĕн продукцине хаклăрах сутма тăрăшнипе, уйрăм хуçалăхсенче сахалрах ĕне тытма тытăннипе çыхăнтарать.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ПАВЛĂ. «Сывлăх» нацин приоритетлă проекчĕпе килĕшӳллĕн Павлă район больницине тепĕр çĕнĕ аппарат– цифрăллă флюорограф кӳнĕ. Анат Камăри «Медтехника» ХАОн специалисчĕсем больницăн территорийĕнче унăн монтажне тунă та ĕнтĕ, унпа усă курма ирĕк илсенех 2 миллион тенкĕ тăракан аппарата хута ярĕç. Çĕнĕ флюорографăн лайăх енĕсем нумай, пĕрремĕшĕнчен, излучени вăйлах мар, иккĕмĕшĕнчен, ӳкерчĕкĕн пахалăхĕ лайăхрах тата аппарат информацие темиçе çул упрама пултарать.
ЛЕНИНОГОРСК хулин хĕрринче, чукун çул ĕçченĕсен поселокĕн хыçĕнче, кĕç-вĕç çĕнĕ микрорайон ӳссе лармалла. Унăн пирвайхи проекчĕ те хатĕр. Хулан тĕп архитекторĕ Л.Журавлева каланă тăрăх, çĕнĕ микрорайон валли çак вырăна ахальтен суйламан. Вăл экологи тĕлĕшĕнчен питĕ лайăх тата Лениногорскпах пĕрлешет, апла-тăк шыв, газ, çутă кĕртесси йывăр мар.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇЫРЧАЛЛИ. Чирлĕ çынсене куллен тенĕ пекех эмел кирлĕ пулнине пăхмасăр хулари льготниксенчен 12 пинĕ соцпакета укçан пама ыйту çырнă. Çакна вĕсем аптекăсенче кирлĕ эмелсем çуккипе тата пахалăхĕ япăх пулнипе сăлтавлаççĕ. Эмелсен дефицитне кăшт та пулин пĕтерес тесе хулана çитес вăхăтра 26 миллион тенкĕлĕх препаратсем кӳмелле. Паллах, ытти хуласемпе районсенче те лару-тăру савăнмалла мар. Çавна кура йывăр чирлĕ çынсене хаклă эмелсемпе тивĕçтермешкĕн Федераци шайĕнчи программа йышăннă. Çырчаллинче кăна çакăн пек çынсем çĕрĕн. Вĕсем валли препаратсем туянма уйăхсерен 6,8 миллион тенкĕ укçа кирлĕ пулать.
ÇĔПРЕЛ. Матакри вăтам шкулăн вĕренекенĕсемпе педагогĕсене Пĕлӳ кунĕ ячĕпе саламлама кăçал хăнасем ытти çулхисенчен нумайăнрах килнĕ: район администрацийĕн представителĕсем («Ак Барс» банкăн Çĕпрелĕнчи филиалĕн ертӳçи М.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇЫРЧАЛЛИ. Кăçал пĕрремĕш çур çулта кăна ку хулара 2011,2 пин тенкĕ штраф пуçтарнă, çапла пĕлтернĕ Çырчаллин административлă комисси председателĕн çумĕ Ф.Гусманов хула ертӳçисемпе иртнĕ ларура. Йĕркене ытларах предприятисемпе организацисем пăсаççĕ иккен. Штраф укçисем хула бюджетне кĕрĕç те вĕсене тĕрлĕ сферăсене пайласа парĕç. Хула мэрĕ И.Халиков вара çак укçана штраф ăçтан кĕнĕ, çав районах уйăрса пама сĕннĕ, капла туни, ун шучĕпе, районсенчи ĕçтăвкомсен тĕрĕслевне çирĕплетме пулăшать.
АНАТ КАМА. Камские Полянынче çак кунсенче музыкăпа тематика проекчĕсен «Эпир – сывă ăрушăн» районти конкурс шайĕпе пысăк мероприяти иртнĕ. «Чулман–Су» культура центрĕн специалисчĕсем ăна СПИДа тата наркотика хирĕç темăпа йĕркеленĕ. Концертпа пропаганда акцийĕ кану учрежденийĕ умĕнчи тӳреме халăха йышлă пуçтарнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

НУРЛАТ. «Нурлатнефть» НГДУра çак кунсенче Специалистсен кунĕ иртнĕ. Кун пек мероприяти предприятире пĕрремĕш хут. «Вишневая поляна» канмалли базăра йĕркеленĕ «çавра сĕтеле» технологсен, геологсен, инженерсемпе механиксен цехĕсен специалисчĕсемпе предприяти ертӳçисем пуçтарăннă. Предприятире нефть уçласси, çĕнĕ технологисемпе усă курасси, пĕрремĕш çур çулăн пĕтĕмлетĕвĕсем, малашнехи плансем çинчен те калаçнă вĕсем. Çавна кура сехет те вăтăр минута планланă «çавра сĕтел» самай вăрăма тăсăлнă.
АКСУ районĕнче пĕрчĕллĕ культура пухса кĕртес енĕпе кăçал «Алтэкс» агрофирма» тулли мар яваплăхлă общество малтисен ретĕнче. Тухăçлăхĕ те пĕчĕк мар, гектар пуçне тивекен чи пĕчĕк кăтарту 20 центнер. Ку вăл – инвесторсен ĕçе тĕрĕс йĕркеленин çимĕçĕ тесе палăртаççĕ район ертӳçисем. Чăн та, хуçалăх вăхăтра çур аки ирттернĕ, агротехнологие çирĕп пăхăннă тата чи пĕлтерĕшли – вăрлăха çĕнетнĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ПĂВА районĕнчи агрофирмăсен директорĕсем, хуçлăхсен ертӳçисем, ветеринари специалисчĕсем тата ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем пухăнса «Киятское» УАОра семинар- канашлу ирттернĕ. Вĕсем хĕл каçмалăх выльăх апачĕ тата фермăсене юсаса çитерес ыйтусене сӳтсе явнă. Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе лару-тăру В.Чернов ячĕллĕ, «Дружба», «Бола» агрофирмăсенче, «Коммуна», «Тинчали», «Черкен» тулли мар яваплăхлă обществăсенче питĕ лайăх. Семинарта ял хуçалăх тата апат çимĕç управленийĕн председателĕн çумĕ З.Усманов хирти ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарнă май, çитес çулсенче ытларах пăрçа акасси, çĕртме пуссисемпе тĕрĕс усă курасси, тырçи вăхăтне трактор паркĕсене, йĕтемсене йĕркене кĕртесси пирки каланă. Çаплах кунта халăхран сĕт пухас ыйтăва та сӳтсе явнă вĕсем. Ку енĕпе Пӳркелпе Тури Лащи ял хутлăхĕсенче кăтартусем япăх мар пулсан, Шемек, Исаково, Черки-Гришино ял хутлăхĕсене вара самай питлеме тивнĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ЕШĔЛВАР районĕ республикăра ÇКХ услугисемшĕн тӳлессипе чи кайри вырăнта пырать. Вĕсен парăмĕ чи пысăкки, 106 миллион тенкĕ. 2007 çулхи май уйăхĕнче ку кăтарту тата 3 миллон тенкĕ ӳснĕ. «Жилищный комплекс» компани кăçал кăна граждансенчен парăма шыраса илме суда 484 заявлени тăратнă.
 
БАЛТАСИ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче çамрăк пăрусен шутне ӳстерес тĕлĕшпе çак кунсенче «Игенче» ЯХПКра 32-мĕш хут республика конкурсĕ иртнĕ. Мăйракаллă шултра выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерессинче халиччен Харьков мелĕпе усă курнă пулсан, малашне Европа мелĕ çине куçĕç. Мĕншĕн тесен иккĕмĕш мел тухăçлăрах-мĕн, 100 ĕнерен тӳрех 98-шĕ (пĕрремĕш мелпе 85) пĕтĕленет. Паянхи кун республикăн 160 ял хуçалăх предприятийĕ Европа мелĕпе усă курать. Çулталăк вĕçлениччен Тутарстанăн мĕнпур ял хуçалăхĕ çак мел çине куçĕ.

Текста малалла вулăр...

Республикăра

ТЕЧЧĔ районĕнче кăçал 310 шкул ачине çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕçпе тивĕçтерĕç. Çирĕм пĕр ял хутлăхĕ тата хулари икĕ организаци çакна хăй çине илнĕ. Ытти çулсенче шкул ачисене каникул вăхăтĕнче ĕçленĕшĕн вырăнти ĕçпе тивĕçтерекен центр пурлăх пулăшăвĕ (720-шер тенкĕ) панă пулсан, кăçал вара район администрацийĕпе вырăнти вĕрентӳ управленийĕн йышăнăвĕпе, ĕç паракансем вĕсене тата ĕç укçи те тӳлеççĕ. Çул çитмен ачасен (паспорт пуррисен) тупăшне куçармашкăн кашнин валли «Перекет банкĕн» вырăнти филиалĕнче счет уçаççĕ. Çапла вара закон тăрăх, 14-16 çулти ачасен ĕç кунĕ – пилĕк, 16-18 çултисен– çичĕ сехетрен ытла пулмалла мар.
 
ЕШĔЛВАР. ТР Патшалăх алкоголь инспекцийĕн Ешĕлварти уйрăмĕн начальникĕ З.Камалов пĕлтернĕ тăрăх, ешĕлварсем юлашки вăхăтра эрех-сăрана ытларах ĕçни палăрнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

АНАТ КАМА муниципалитечĕ çак кунсенче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва сӳтсе явса районта пурăнакан 168 çынна инвалид коляскипе тивĕçтерме йышăннă. Вĕсене туянма Анат Камăри предприятисемпе организацисен ертӳçисем тата уйрăм предпринимательсем укçа уйăрĕç. Инвалид коляскисемпе тивĕçтерес ыйтăва татса парсанах пурăнмалли çурт-йĕрсенче инвалидсем валли ятарласа пандуссем тума пуçлаççĕ.
ЕШĔЛВАР хула прокуратури «Мирный» микрорайонта лартма пуçланă кафен ĕçне чарма йышăннă. Сăлтавĕ – предпринимателĕн хула Ĕçтăвкомĕнчен кафе лартма ирĕк пулманни. Ку кăна та мар, вăхăтĕнче ăна çак ыйтупа пĕрре административлă явап тыттарнă ĕнтĕ. Анчах вăл çаплах ирĕк илме шутламан. Штраф санкцийĕн усси пулманнипе хула прокуратури пулас кафе хуçине суда панă.
АКСУ. Яла асфальтлă лайăх çул кĕрет пулсан ку хуçалăх ура çинче çирĕп тăнине пĕлтерет.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ПĂВАРА сентябрь уйăхĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр объект – «Буинский элеватор» ХАО территорийĕнче вăрлăх хатĕрлекен завод хута каймалла. Республикăшăн пĕлтерĕшлĕ çак предприяти пĕр сехетре 160 тонна вăрлăха тасатма, 40 тонна типĕтсе кăларма пултарĕ. Çаплах калибровка тăвасси те пысăк хăвăртлăхпа пулĕ. «Золотой колос» холдинг компанийĕн агрофирмисене ял хуçалăх культурисен пысăк пахалăхлă вăрлăхĕ çулран-çул ытларах кирлине кура çак завода тума шутланă-мĕн.
 
АКСУ районĕнче кăçал яланхи йăларан кăшт пăрăнса «Професси ярмăрккине» Аксу поселокĕнче мар, Çĕнĕ Тимушкел вăтам шкулĕнче ирттернĕ. Вырăнти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, çакă ярмăрккăсене ытти çулсенче ялсенчи шкул ачисем питех хутшăнайманнипе çыхăннă-мĕн. Кăçал вара унта Кивĕ тата Çĕнĕ Ибрайкино, Кивĕ Тимушкел, Кивĕ Хăяслă шкулĕсенче вĕренекен ачасем çăмăллăнах хутшăнма пултарнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ТЕЧЧĔ ертӳçисем çулталăк каялла хулари юхăннă, анчах тĕреклĕ çуртсене вырăнти предпринимательсене пама йышăннă. Усламçăсемшĕн, хулашăн усăллă пуçарăва ырлакансем сахал мар. Мĕншĕн тесен вăл хулана тирпей кĕртнисĕр пуçне хушма ĕç вырăнĕсем те туса парать-çке. Çапла Ленин урамĕнчи юхăннă пĕр çурта З.Габдуллин çĕнĕ пурнăç парнелесе «Промбытуслуги» тулли мар яваплăхлă общество туса хунă та парикмахерски, кулленхи пурнăçра усă куракан техникăна юсамалли мастерской, ритуал услуги паракан пай уçнă. Унчченхи котельнăй çуртĕнче вара çăм таптармалли цех вырнаçтарнă. Çурта йăлтах юсаса пĕтерсен кунта тата 10 вырăнлă хăна çурчĕ, буфет, мунча пулĕ теççĕ.
 
ЕШĔЛВАР хулин Ĕçтăвкомĕ, муниципаллă районăн çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм енĕпе ĕçлекен управленийĕ çамрăксен культурăпа кану паркĕн проекчĕн конкурсĕ иртесси пирки пĕлтернĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

АНАТ КАМĂРИ мĕнпур шкулти Ашшĕсен канашĕ çак кунсенче форум ирттерсе хальхи çемьен модельне, ачасене воспитани панă çĕрте ашшĕсен рольне сӳтсе явнă, çамрăкпа аслă ăрăвăн хутшăнăвĕ çинчен лекци итленĕ. Форум делегачĕсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă хыççăн Анат Камăри шкул ачисен ашшĕсемпе вĕрентекенсем ачасене воспитани парас ĕçе вăйлатма йышăннă.
 
ЭЛМЕТРИ сывлăх сыхлав управленийĕнче майăн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери медицина сестри кунне халалласа фельдшерпа акушер пункчĕсенчи медицина сестрисен хушшинче конкурс иртнĕ. Асăнса хăварар, ку районта 51 ФАПра 70 медсестра тăрăшать. Вĕсенчен вуннăшĕ конкурсра хăйсен профессилле ăсталăхне кăтартнă. Пĕрремĕш турне маларах ирттернĕ вĕсем. Конкурсанткăсем ĕçлекен ФАПсене ун чух ятарлă эксперт комиссийĕ тĕрĕсленĕ: медицина учрежденийĕ мĕнле шайра пулнине, ĕç вырăнĕнчи тирпее, препаратсене тĕрĕс упрассипе усă курассине, пĕлтĕрхи кăтартусене тата ыттине пăхнă.

Текста малалла вулăр...

Районсенче

ÇĔПРЕЛ. ТР ĕç тата ĕçлĕх министрĕ Б.Захаров çак кунсенче Çĕпрел тăрăхĕнчи Кивĕ Çĕпрел тата Çĕнĕ Йĕлмел ялĕсенче халăхпа тĕл пулса вĕсен тĕрлĕ ыйтăвне хуравланă.
1945 çулта Берлина илме хутшăннă çĕпрелсенчен вун çиччĕшĕ çеç киле таврăннă. Паян кунта пилĕк ветеран пурăнать. Вĕсем: Ф.Утеев (Çĕнĕ Йĕлмел), П.Павлов (Упи), И.Хайбуллов (Кĕçĕн Чăнлă), И.Шигабутдинов (Анат Чакă), З.Насыров (Аслă Чăнлă). Фронтовиксене çуллен район центрне пуçтарса парнесемпе чысласси йăлара. Ветерансене район администрацийĕ кăçал та çаплах хисеп тунă.
Аслă Аксу вăтам шкулĕнче тепĕр ырă ĕç йăлана кĕнĕ. Кашни çул çак шкултан вĕренсе тухакансем шкул йĕри-тавра йывăç лартаççĕ-мĕн. Çирĕпленнĕ йăлана аслăаксусем хальхинче те пăсман. 10-11-мĕш класс пĕтерекенсем хурăн, чăрăш тата хыр хунавĕсене лартнă.
 
АЛЕКСЕЕВСКИ поселокне кăçал та Раççей регионĕсенчи чи чаплă чан çапакансем килсе çитнĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, [4].
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08