Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Республикăра

РЕСПУБЛИКĂРА

Журналистикăпа масс-медиан «Хрусталь калем» республика конкурсне Тутарстан прессин кунĕнче пĕтĕмлетесси йăлара. Шучĕпе кăçалхи 12-мĕш пулчĕ. Чи пултаруллă журналистсен ĕçне 12 номинаципе хакларĕç. Çĕнтерӳçĕсене «Корстон» культурăпа кану комплексĕнче ТР Премьер-министрĕ Р.Минниханов, ТР Журналисчĕсен союзĕн ертӳçи Р.Ратникова, Пичет тата массăлла коммуникацисен «Татмедиа» агентствин ертӳçи М. Муратов саламларĕç.
«Çĕнĕ пурнăç» Спас райхаçачĕн тĕп редакторĕ, пирĕн йăхташ Анатолий Самаркин çĕнтерӳçĕсен йышне кĕчĕ кăна мар, тĕп парнене – çĕнĕ «Fiat Аlbea» автомобиле – тивĕçрĕ. Саламлатпăр!
* * *
Канныри кинофестивальте Раççей павильонĕнче кăçал вырăс режиссерĕсен ĕçĕсен хушшинче Хусан писателĕн, режиссерĕн Денис Осокинăн сценарийĕпе Алексей Федорченко ӳкернĕ «Овсянки» фильма та кăтартнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

Март уйăхĕн вĕçĕнче, апрель пуçламăшĕнче республикăн кашни районĕнче ял хуçалăхĕсем хушшинче конкурс иртет. Уйрăмах çур акине техникăна мĕнле хатĕрленине, вăрлăхпа ядохимикатсем пуррипе çуккине пăхĕç. Çаплах ĕç условийĕсем те тимлĕхсĕр юлмĕç. Конкурса ирттерме ятарласа комисси хатĕрленĕ. Паянхи кун тĕлне çур акине тракторсене юсассипе Саба, Мензеле, Актаныш, Павлă районĕсем, сеялкăсене хатĕрлессипе Элкел, Элмет, Павлă, Çĕпрел, Сарман, Саба районĕсене çитекенни республикăра çук.
* * *
Тутарстанра çăмăллăхсемпе усă куракансене мартăн 13-мĕшĕ тĕлне 352,6 миллион тенкĕлĕх медикаментпа тивĕçтернĕ. Чи кирлĕ эмелсемпе тивĕçтермелли ятарлă программăпа республикăна 289,4 миллион тенкĕлĕх эмел кӳнĕ. Çак кун тĕлне патшалăх паракан çăмăллăхсемпе усă куракансем 237058 рецептпа 131,5 миллион тенкĕлĕх эмелсем илнĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

Вăхăтлăх ĕç вырăнĕсене шута илсен Тутарстанăн ĕçпе тивĕçтерекен центрĕсенче хальхи вăхăтра пурĕ 17400 ваканси. Вăтам ĕç укçи 10 пин тенкĕ пулмалла. Ĕç вырăнĕсен списокĕ, чăн та, анлă – санитаркăсемпе медицина сестринчен пуçласа педагогсемпе тухтăрсем таранах. Çавах çынсем яланхи пекех транспортпа тата стройкăпа çыхăннă ĕçсене ытларах кăмăллани палăрать. Ĕçпе тивĕçтерекенсем çаплах заявкăсенче инженерсем, менеджерсемпе ТР ШĔМ сотрудникĕсем кирлине те палăртнă.
АНАТ КАМА районĕнче килти чăх-чĕппе хур-кăвакала кайăк-кĕшĕк грипĕнчен вакцинаци пуçланă. Çак ĕçе эпизоотологсен 5 бригади пурнăçлать. Март уйăхĕ вĕçлениччен вĕсем 16 ялти уйрăм хуçалăхсен кайăк-кĕшĕкне вакцинаци тума палăртнă. Кăçал ку района 30 пин доза кӳнĕ. Çакă районти мĕнпур кайăк-кĕшĕке вакцина тума çителĕклĕ тата хаклă та мар, пĕр уколăн хакĕ пурĕ те 1 тенкĕ те 50 пус кăна.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

АНАТ КАМА районĕнчи В.Аппаковăн «Земляки» фермер хуçалăхне Раççейри çĕр улми ӳстерекен чи лайăх хуçалăх тесе палăртнă. Çак ятпа фермера нумаях пулмасть Хисеплĕ Дипломпа чысланă. В.Аппаковăн 1991 çултанпах хăйĕн хуçалăхĕ. Пирвайхи кунранах вăл çĕр улмин элитлă сорчĕ çине тимлĕх уйăрнă, вăрлăха ятарласа Германирен, Финляндирен туяннă. Халĕ хăй Тутарстанри ытти фермерсене çĕнĕ вăрлăхпа тивĕçтерет. 2008 çулта В.Аппаков хуçалăхра элитлă çĕр улмие 3 пин тонна ӳстерсе ĕçлекен кашни çын пуçне 960 пин тенкĕлĕх тупăш илнĕ. Фермер кунпа кăна çырлахасшăн мар, ял хуçалăхĕпе производствăна малалла аталантарса тымар çимĕçе чĕркесе сутма планлать.
ÇЫРЧАЛЛИ. Производство аталаннă май, малашне çуртсене çĕнĕ технологипе лартма тытăнĕç. Çак кунсенче «Камстройматериалы» тулли мар яваплăхлă обществăра промышленность тата пурăнмалли çуртсем валли çĕнĕ тимĕр-бетон изделийĕсемпе монолитпа каркасран тăракан конструкцисем кăларма тытăннă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

Ялти ват çынсенчен нумайăшĕ çуллахи вăхăтра анкартири хурт-кăпшанкăпа кĕрешме ядохимикат туянаймасть, им-çампа пахча çимĕç калчисене, улма-çырла йывăççисене хăй тĕллĕн сапаймасть. Çакăн пек çынсене пулăшас тĕллевпе «Россельхозцентр» ФПУн Тутарстанри уйрăмĕ ятарлă отрядсем хатĕрлеме йышăннă. Кун пек отрядсем пурĕ 45 (кашни районта пĕрер) пулмалла. Уйрăм хуçалăх хуçисем малашне отрядран пулăшу ыйтма шутларĕç-тĕк, вĕсен малтан ĕç калăпăшне палăртмалла, отряд вара хăех ядохимикат туянать, сапать, çумлать, кăпкалатать. Ĕç вĕçленсен кил хуçисем пурнăçланă ĕçшĕн тӳлеççĕ.
* * *
Республикăн фермерĕсем çак кунсенче Египета кайма хатĕрленеççĕ. Паллах, канма кăна мар, Нил юханшывĕн çыранĕ хĕрринче пахча çимĕç тата рис ӳстерекен ĕçтешĕсен опычĕпе паллашма та. Тĕслĕхрен, Анат Кама районĕнчи В.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

АНАТ КАМА. «Нижнекамскшина» УАО кризиса пула ĕçлеме чарăннă хыççăн предприятин пĕр подразделенийĕ тинех çĕнĕрен ĕçлеме тытăннă. Январĕн 26-мĕшĕнче конвейертан çăмăл машинăн шинисем тухнă. Предприяти ертӳçисем пĕлтернĕ тăрăх, февралĕн 2-мĕшĕнчен завод пĕтĕмпех ĕçе пуçăнать. Вĕсем тиевлĕ машинăсен шинисене те кăларĕç. Предприятие «АвтоВАЗран» заказ килнĕ.
* * *
Анат Кама хулинче «Ищу тебя» шырав фончĕ ĕçлеме тытăннă. Халĕ тăванĕсене, шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕсене шыракан кашни çын кунта килсе пулăшу ыйтма пултарать. Фонд ертӳçи Е.Фардеева пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа 26 çын килнĕ, 13-шне пулăшнă та ĕнтĕ. Фонд шалти ĕçсен уйрăмĕпе, ЗАГСсемпе, ача çурчĕсемпе тата архивсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Сăмах май, кун пек обществăлла организаци Анат Камăра маларах та пулнă, анчах унчченхи ертӳçи Хусана пурăнма куçнипе кăна ĕç чарăннă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

АНАТ КАМĂРА 2008 çулта 125 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт (1500 хваттер) хута янă. Кунсăр пуçне хулара темиçе социаллă объект та туса лартнă. Вырăнти власть хулара, районта çĕнĕ çулсем тăвасси, юсасси çине те тимлĕх уйăрнă. Çак тĕллевпе 300 миллион тенкĕ тăкакланă.
Калас пулать, кăçал строительство темпне тата хăвăртлатма шутлаççĕ. Çавăнпа хулара шкулсемпе ача сачĕллĕ, гипермаркетсемпе автостоянкăллă çĕнĕ тăватă микрорайон ӳссе лармалла.
ПĔКĔЛМЕРЕ çĕнĕ ача сачĕсем уçăлаççĕ. Çакă юлашки çулсенче кунта ача çураласлăхĕ ӳснипе те çыхăннă. Чăн та, 1990 çулсен вĕçĕнче курăну пач урăхла пулнă-ха, ун чух ача сахаллипе ача сачĕсене хупма тивнĕ. Ун чухне хула мэрĕн хушăвĕпе пушă ача сачĕсене шкулсене панă. Хальхи вăхăтра Тутарстанра ачисене ача садне вырнаçтарма 22 пин çемье черетре тăрать.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

СПАС. ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин декабрĕн 29-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа пулса Пăлхар хулинчи 2-мĕш номерлĕ шкула уçнă. Çĕнĕ шкулта вĕренмелли мĕнпур услови пур. Çаплах унта малашне кадет шкулĕн воспитанникĕсем те пĕлӳ пухĕç. Фарид Хайруллович Пăлхарти юсаса çĕнетнĕ кану комплексне уçма та хутшăннă.
ÇАРĂМСАН район центрĕ çитес вăхăтра хула типлă поселок статусне илес шанчăк пур. Кун валли ТР Патшалăх Канашĕн йышăнăвĕ кирлĕ. Анчах закон тăрăх, ку ыйтăва малтан халăхпа сӳтсе явмалла. Çавăнпа культура çуртĕнче иртнĕ пухăва райцентрти мĕнпур ĕç коллективĕсем хутшăннă. Хальхи вăхăтра Çарăмсанра 6084 çын (1990 çултанпа 31 процент ӳснĕ) пурăнать, 3 шкул, 4 ача сачĕ ĕçлеççĕ. Асфальт сарман çулсем райцентрта çукпа пĕрех. Вĕрентӳ, культура, спорт тата кану учрежденийĕсем лайăх шайра.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ПĂВА. ТР Президенчĕ М.Шаймиев çак кунсенче «Пăва муниципаллă районĕн тата унта кĕрекен муниципаллă йĕркеленӳсен чиккисене тата статусне çирĕплетесси çинчен» закона алă пуснă. Унпа килĕшӳллĕн, Пăва район йышне кĕрекен кашни ял хутлăхĕн чиккисен картографине тата Пăвапа Теччĕ муниципаллă районĕсен хушшинчи чикĕ улшăннине çирĕплетĕç, кунсăр пуçне Васильевка поселокне Анат Наратбаш ял хутлăхĕн йышĕнчен кăларса Пăва хулине кĕртĕç.
АПАС районĕнчи Кильдураз ялĕнче çитес вăхăтра чукун çул вокзалĕн çĕнĕ çуртне хута яма хатĕрленеççĕ. Пассажирсен павильонĕнче кĕтмелли зал, билет кассисем вырнаçĕç. Çĕнĕ терминал (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 125 тăваткал метр) валли республикăн тата «Раççей чукун çулĕсем» УАОн бюджетĕнчен 20 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Аса илтерер, Тутарстанри чукун çул инфраструктурине лайăхлатмалли проект пĕлтĕр Тутарстанпа «Раççей чукун çулĕсем» УАО хушшинче тунă килĕшӳ тăрăх пурнăçланать.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

КАМСКИЕ ПОЛЯНЫ. Чернобыль инкекне пĕтерме хутшăннă икĕ çемьене «Жилище» федерацин тĕллевлĕ программипе, çак кунсенче федераци бюджетĕнчен хваттер туянма 2 – 2,5 миллион тенкĕ субсиди илме патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр сертификатне панă. Ку укçа-тенкĕ чернобылецсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма самай пулăшĕ. Сăмах май, юлашки виçĕ çулта çакăн пек сертификата Камские Полянинче виçĕ чернобылец çемйи тивĕçнĕ.
ТЕЧЧĔ. Кăнна Кушкинчи вăтам шкулта нумаях пулмасть Александр Алка – 95, Тихăн Петĕркки – 105 çул тултарнине чаплăн паллă тунă. Уява классиксен çывăх тăванĕсене А.Алкан йăмăкне Лидия Максимовăна тата Бачковсен çемйине те чĕннĕ. Пултарулăх каçĕнче А.Алка сăввисен конкурсне те ирттернĕ.
АНАТ КАМĂРА чи лайăх токаре палăртнă. Çак хисеплĕ ята Анат Камăри механика завочĕн ĕçченĕ Рустем Шагидуллин тивĕçнĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ПАВЛĂ. Хĕле хирĕç Павлă тăрăхне акăш иленнĕ хыпар хулара самантрах сарăлнă, ара, кун пекки кунта хальччен пулман-çке. Ăçтан тата мĕншĕн килсе ернĕ вăл – паллă мар. 82-мĕш профессилле лицей полигонĕ хыçĕнчи пĕвере ишекен вĕçен кайăка çулланнă арçын нумаях пулмасть асăрханă иккен. Хĕрхеннипе ăна тӳрех «Сельхозхими» пĕвине куçарнă. Паллах, кун пек хыпара халăхран пытарма çук. Тĕлĕнтермĕш кайăка курас тĕллевпе павлăсем кашни кун пĕве патне пыма тытăннă. Хĕле хирĕç аташса юлнă акăшшăн пĕве лайăх вырăн маррине тата вăл ирĕклĕ мар вырăна хăвăрт хăнăхнине кура район администрацийĕ акăш çинчен тӳрех Хусанти зоопарка пĕлтернĕ. МЧС ĕçченĕсем пулăшнипе ăна иртнĕ вырсарникун тытса малтан ветеринари станцине ăсатнă, унтан Хусанти зоопарка çитернĕ.
* * *
Кăçал çулталăк пуçланнăранпа ку районта 23 çынра сивчир (мышиная лихорадка) паллисене асăрханă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ТУТАРСТАНĂН Раççейри полномочиллĕ представителĕ Н.Мириханов çак кунсенче Португалин Мускаври Посольствинче Португалин инвестиципе тулашри суту-илӳ агентствин президенчĕпе Базилио Ортăпа тĕл пулнă. Ют çĕршыв хăни малашне Тутарстанпа суту-илӳпе экономика хутшăнăвĕсене йĕркелесшĕн-мĕн. Вĕсене «Алабуга» экономика зонинче автомобиль деталĕсене кăларакан производствăна хута ярасси тата ытти ыйтусем интереслентереççĕ. Çавăнпа та Орта тĕплĕнрех паллашас шутпа Тутарстанпа Португалие ĕçлĕ визитсем йĕркелеме сĕннĕ.
ХУСАНТА 2009 çулăн февраль уйăхĕнче «Что? Где? Когда?» вăййăн IX чемпионатне ирттерес сĕнӳпе «Что? Где? Когда?» клубсен халăхсен хушшинчи ассоциацийĕн президенчĕ Александр Друзь Хусан мэрине çыру хатĕрленĕ. Енчен те унăн ыйтăвне Хусан татса парать пулсан Раççей чемпионачĕ «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче февралĕн 23-25-мĕшĕсенче иртмелле.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

АТНЯ. ТР Президенчĕ М.Шаймиев республикăн ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕпе М.Ахметовпа, культура министрĕпе З.Валеевăпа, инвестиципе строительствăн тĕп управленийĕн ертӳçипе Р.Халитовпа Атня районĕнчи ĕçлĕ визита савăнăçлă пулăмран – Анат Куюк ялĕнче социаллă центра уçнинчен – пуçланă. Центрта шкулсăр пуçне спорт залĕ, ял клубĕ, библиотекăпа вулав залĕ, медицина пункчĕ, столовăй, ял хутлăхĕн пуçлăхĕн кабинечĕ, ялти почта уйрăмĕ те вырнаçнă. Республика ертӳçи çĕнĕ шкула компьютер класĕ, ноутбук, историпе тата математика предмечĕсене вĕрентме методика пособийĕсем парнеленĕ. Минтимер Шаймиев çаплах çĕнĕ автобус та пама шантарнă.
ЕЛАБУГА. Декабрĕн 9-11-мĕшĕсенче хулара иртнĕ Пĕтĕм Раççей ларăвĕнче 2009 çулта круиз карапĕсем çӳремелли расписание сӳтсе явнă. Ăна РФ Транспорт министерствин Тинĕс тата юхан шыв транспорчĕн агентстви, Елабуга муниципаллă районĕпе музей-заповедникĕ йĕркеленĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ЭЛКЕЛ. Юхмачăри ваттисемпе инвалидсен çурчĕ çумĕнче нумаях пулмасть тăварпа сипленмелли шахта хута кайнă. Урамран пăхсан вăл ахаль çурт пекех курăнать, шал енĕ вара юмахри евĕрлех: стенисемпе маччисене Соль-Илецк кӳллинчен кӳнĕ тăвартан тунă. Унта вырнаçтарнă ятарлă галогенератор ахаль тăвара пăса çавăрса сывлăша сиплĕ тăвать-мĕн. Унта харăсах 10 çын сипленме пултарать иккен. Пĕр сеанс 30 минута тăсăлать. Кун йышши центр республикăн ытти районĕсенче хальлĕхе çук-ха.
 
АПАС райцентрĕн тĕп урамĕсенче, больница, обществăлла вырăнсенче видеосăнав оборудованийĕсене лартма хатĕрленеççĕ. Вырăнти шалти ĕçсен уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра кунта хулиганла ĕçсем нумайланни çакăн пек мерăсем йышăнма хистенĕ. Капла малашне милиционерсене урамри лару-тăрăва тĕрĕслеме самай çăмăлланĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ «милици çурчĕ» çинчен пĕлмен çын çук та пуль. Яшьлек проспектĕнче нумай хутлă пĕрремĕш çуртăн никĕсне пĕлтĕрех хунă-мĕн. Çулталăкра çурта ĕлкĕртнĕ те. Профессилле уяв – Милици кунĕ – умĕн РФ ШĔМ министрĕ Р.Нургалиев йĕрке хуралçисене 187 хваттерĕн уççине панă. Çĕнĕ çуртри хатĕр пилĕк подъезда вĕсем çитес вăхăтра пурăнма куçĕç. 2009 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче ытти подъездсене тата 140 çемье куçмалла. Застройщиксен планĕ тăрăх, ку микрорайонта 2010 çул тĕлне пурĕ нумай хутлă 18 çурт, виçĕ ача сачĕ, икĕ шкул ӳссе лармалла.
 
АНАТ КАМА районне кĕрекен Анат Уратьма ялĕнчи вăтам шкул çак кунсенче каллех савăнăçлă ача-пăча сассипе тулнă. Юхăнма пуçланă шкула тĕпрен юсаса пĕтернĕ иккен: тăррине çĕнĕрен витнĕ, чӳрече рамисене улăштарнă, ăшне сăрласа илемлетнĕ. Кунсăр пуçне кашни класа çĕнĕ сĕтел-пукан, оргтехника та лартнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ЕЛАБУГА хулине кĕçех Раççейĕн тĕп телеканалĕсенчен пĕринпе кăтартĕç. Каналăн пултарулăх ушкăнĕ ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Вĕсем Марина Цветаевăн Раççейри юлашки çулĕсем, поэт вилĕмĕн вăрттăнлăхĕ çинчен документлă фильм ӳкереççĕ. «Фильмра Марина Ивановнăпа ывăлĕ Муром хушшинчи хутшăнăва, пултарулăх йывăрлăхĕсене кăтартăпăр. Поэт вилĕмĕн версийĕ нумай пулни паллă, çакăн çинчен те каласа парăпăр»,– тесе пĕлтернĕ фильмăн авторĕ Ольга Бирюкова.
 
ЕШĔЛВАР ертӳçисем вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене пысăк парне тунă, вырăнти терапи корпусĕнче ятарлă уйрăм уçнă. «Кунта нимĕнле «блатлисем» те ан пулччăр, тĕрĕслетпĕр»,– тенĕ çирĕппĕн муниципаллă район ертӳçи Г.Емельянов уйрăма уçнă чух. Хăтлă та çутă, ултă палатăллă уйрăмра пĕр вăхăтрах 25-30 çын сипленме пултарать. Чи пĕлтерĕшли – вĕсене квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ парĕç.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5].
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08