Вячеслав Христофоровпа эпир Çĕнĕ çул умĕн Хусанта иртнĕ концертра тĕл пултăмăр. Вулакан тӳрех ăнланса илчĕ ĕнтĕ, мĕнле Вячеслав Христофоров пирки сăмах пырать. Паллах, пурте юратакан, пĕлекен, пĕрре те пулин унăн концертĕнче пулнă ТР тава тивĕçлĕ артисчĕ, ЧР халăх артисчĕ пирки сăмах пырать. Ăна халăхра «чăваш шăпчăкĕ» те, «чăваш Басковĕ» те теççĕ, паллах, юратса, мухтаса.
Концерта хатĕрленекен артиста пирĕн корреспондентсем ыйтусемпе чăрмантарчĕç. Юрăç мăнкăмăлланса турткаланса тăмарĕ, тулли хуравсем парса савăнтарчĕ пире. Мĕн каласан та сăпай чăваш артисчĕ, пысăк артист кăна çапла пулать-тĕр.
– Калаçăва 2011 çула пĕтĕмлетнинчен пуçлар-ха. Хăвăршăн, «Янра юрă» ушкăншăн çулталăк мĕнле иртрĕ?
– Ăнăçлă çул пулчĕ. Концертсемпе Раççейĕн тĕрлĕ-тĕрлĕ кĕтесне çитрĕмĕр.
Текста малалла вулăр...■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
калаçнă.
E-mail: wassatan@mail.ru
Сăнӳкерчĕксем www.elita-ch.ru сайтран.
Нурлат пики Олеся Кузьминан тус-тантăшĕсен хушшинче чăвашсем çук пулин те тăван чĕлхепе тап-таса калаçать. Нурлат хулинче çуралман вăл, Чиешнерен 5-ре чухне куçса килнĕ. Апла пулин те тăван чĕлхене манмасть. Тепĕр тесен манма майĕ те çук, амăшĕ Елена Николаевна Чиешне ялĕн шкулĕнче вăхăтĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕскер (хальхи вăхăтра хулари «Камыр-батыр» ача садĕнче воспитатель), килте чăвашла калаçма хăнăхтарнă, Пĕчĕк Хăмăшлă ялĕнче пурăнакан кукамăшпе кукашшĕ патĕнче час-часах хăнара пулни те хăй витĕмне памасть мар. «Тăван чĕлхе мана питĕ пулăшать, эпĕ юрлама юрататăп, репертуарта вара чăваш юррисем нумай», – тет чăваш пики.
Олеся юрă-кĕвĕ тĕнчипе мĕн ачаран туслă, хулари музыка шкулĕнче хор уйрăмне пĕтернĕ вăл. «Аппам Алла Саврандейкина юрланине пăхса мĕн ачаранах юрлама юрататăп, музыка шкулĕнче ку пултарулăха аталантарма, тĕрĕс юрлама вĕрентрĕç», – тет хăй кун пирки.
Текста малалла вулăр...
«Лаша пуласси тихаран паллă» тесе ахаль каламан çав халăхра. Çынна та çапла пурнăçра мĕнле тата кам пулассине ачаран пĕлме пулать. Уйрăмах шкулта ăс пухнă вăхăтра ăна сăнама пулать. Ача-пăча хăйĕн тус-юлташне аплах сăнамасть пулсан та, учительсем вара пĕтĕмпех курса тăраççĕ. Пĕр-пĕр паллăрах çын çинчен сăмах пырсан вĕсем: «Вăл ун пек пуласси паллăччĕ ĕнтĕ. Шкулта та хăйне мĕнлерех тыткалатчĕ те. Лайăх вĕренетчĕ», – тенине пĕрре мар илтнĕ.
Вĕсем питĕ тĕрĕс асăрхаççĕ. Хăш чухне канаш та параççĕ.
Сăмахран, Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнчи шкулта учительсем хăйсен вĕренекенĕсене усăллă канаш парса пĕрре мар пулăшнă. Акă, тĕслĕхрен, хитре сасăллă Наталья Дмитриевăна малашне те юрлама ан пăрахтăр тесе Марина Вериялова учительница музыка училищине вĕренме кĕме сĕннĕ. Наташа, паллах, ăслă çынсем каланине итлеме вĕреннĕскер, Марина Михайловна сăмахне шута илсе Шупашкарти Ф.
Текста малалла вулăр...
Сăнӳкерчĕкри маттур каччă – «Юрай» фольклор ансамблĕн артисчĕ. Маттур каччă тесе эпир йĕкĕт сăн-питрен кăмăллăшăн, сăмах илемĕшĕн кăна каламарăмăр. Иван Васильев чăнах та маттур. Вăл Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕн фольклор уйрăмĕнче вĕренет. Кунта вĕренекенсен пурнăçĕ кăсăк, анчах çăмăл мар. Вĕреннĕ вăхăтра та экспедицисене çӳресе упранса юлнă халăх юрри-кĕввине, тĕрри-çĕввине пĕрчĕн-пĕрчĕн шыраса пуçтармалла, каникулсенче те çакăн çинчен манмалла мар. Иван çак вăхăтрах студентсенчен йĕркеленĕ «Юрай» фольклор ансамбльне те хутшăнма ĕлкĕрет. Пултаруллă çамрăкăн хăйĕн ансамбльне йĕркелесе тытса пыма та хал юлать – Шупашкар районĕнчи Кăтăркасси ялĕнче 15 çынран тăракан «Шордан» ятлă фольклор ушкăнне ертсе пырать вăл. Иван тĕрлĕ музыка инструменчĕпе калама пĕлни ĕçре пулăшса пырать.
Текста малалла вулăр...
– «Чăваш пикине» хутшăнма сĕнсен эпĕ хăрарăм та, савăнтăм та. Мĕншĕн тесен кун пек конкурссене кайса курман, çавăнпа вăл мĕн иккенне те пĕлмен. Республикăра улттăмĕш хут иртет тесен питĕ тĕлĕнтĕмĕр, пире унта хальччен пĕрре те чĕнменччĕ,– каласа парать «Чăваш пики-2011» республика конкурсĕн «Сапăр пике» номинацийĕн çĕнтерӳçи, Апас районĕнчи Черккĕн ял хĕрĕ Алина Волкова. – Конкурса мана ялĕпех хатĕрлерĕç, учительсем те, клуб ĕçченĕсем те. Пуринчен ытла ялти Культура çурчĕн директорне Е.И.Армениновăпа пуçламăш классен учителĕ М.П.Никитина тăрăшрĕç, тав вĕсене. Конкурс вăхăтне ял çыннисем, юлташсем, шкулти учительсем пыни çав тери хавхалантарчĕ, – терĕ хĕр.
Апас районĕнче чăнах та чипер пикесем пурăнаççĕ. Çакна «Мисс – Мира» илемлĕх конкурсне хутшăннă Ирина Шариповăпа «Раççей чăваш пики-2011» çĕнтерӳçи Елена Васильева (Черккĕн ялĕн мăнукĕ) çирĕплетрĕç.
Текста малалла вулăр...
СТУДЕНТСЕНЕ – ОБЩЕЖИТИ
РФ вĕрентӳпе наука министрĕ Андрей Фурсенко ректорсене студентсен общежитийĕсенчи пур вырăнсене те вĕренекенсене тавăрса пама хушнă. «Общежитисенчи вырăнсемпе пĕтĕмпех студентсене тивĕçтермелле», – тенĕ вăл Раççей Ректорсен союзĕн канашĕн ларăвĕнче. Министр каланă тăрăх, хальхи вăхăтра общежитисенче студентсене 78 пин вырăн çитмест. Ун сăмахĕсемпе, аслă шкулпа пачах та çыхăнман çынсене пӳлĕмсенчен кăларса ярсан çак шутран çуррине тавăрма пулать. Хăш-пĕр аслă шкулсем тата хăйсен общежитийĕсенче рынок условийĕсемпе ют çынсене пурăнтараççĕ. Пур студент та общежитисенче пурăнайтăр тесен тата 700 пин тăваткал метр пурăнмалли вырăн кирлĕ, çавăнпа та хальхи вăхăтра çак ыйтăва татса пама 5 миллиард тенкĕ уйăрасси пирки калаçусем пыраççĕ.
УНИВЕРСИАДА ЯЛĔНЧЕ – УЯВ
Хусанти Универсиада Ялĕнче ку эрне пуçламăшĕнче елка уçнă.
Текста малалла вулăр...
Паянхи çамрăксене сăнасарах пăхсан, вĕсен кăмăл-туйăмĕсене шута илсен, хăйсен умне мĕнлерех тĕллевсем лартнине пĕлсен, калăн, вĕсем икĕ ушкăна пайланаççĕ: пĕрисем – «авăнмасăр, вăй хумасăр» модăллă çи-пуç тăхăнасшăн, тутлă çиесшĕн, пĕр сăмахпа – рекламăсенче кăтартакан хитре пурнăç кирлĕ вĕсене, музыкине те вĕсем каçхи клубсенче янратаканнине кăна итлесшĕн. Тепĕр ушкăнĕнчисем пачах урăхла – вĕсем историпе те интересленеççĕ, мăн асаттесен юрри-ташшине те пĕлесшĕн çунаççĕ (ахальтен мар рок-музыкăра та юлашки çулсенче фолк-рок юхăм вăй илет). Ума лартнă тĕллев патне çитме çыннăн хăйĕн нумай тăрăшма тивнине те пĕлеççĕ вĕсем, тăрăшаççĕ те. Пирĕн умри пике – Наташа Никитина шăпах çак ушкăнри çамрăксенчен пĕри пулĕ. Эпир унпа Шупашкарти И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи «Юрай» фольклор ансамблĕ Хусана Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ тĕлне ирттернĕ фестивале килсен паллашрăмăр, тĕрĕсрех каласан, пире ансамбль ертӳçи Зинаида Козлова паллаштарчĕ.
Текста малалла вулăр...
Аксу районĕнчи Кивĕ Илтрекьел шкулĕ тахçантанпах спортсменсемпе палăрса тăрать. Районти ăмăртусенче кăна мар, республика шайĕнче те час-часах çĕнтерӳçĕсем пулса таврăнаççĕ кивĕилтрекьелсем. Çитĕнӳсен вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха? Кунта сывлăшĕ урăхла-и, çыннисем Улăп пек-и?
Çук, Кивĕ Илтрекьел ытти ялсенчен нимпех те уйрăлса тăмасть темелле.
– Спортри çитĕнӳсен ăнăçлăхĕ – вырăнти шкулта физкультура урокĕсене илсе пыракан учительте, В.В.Альметкинра. Владимир Васильевич пек лайăх тренер урăх çук пулĕ, – тет Кивĕ Илтрекьелĕнчи вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Денис Пикмуллин. – Вăл хăй вĕрентекен ачасемшĕн йăлтах тума хатĕр. Владимир Васильевич каланине итлесен, хушнине пурнăçласан питĕ пысăк çитĕнӳсем тума пулать. Эпир районти, республикăри спорт ăмăртăвĕсене час-часах хутшăнатпăр.
Текста малалла вулăр...
Чулхулари патшалăх лингвистика университечĕн Çырчаллинчи филиалĕнче вĕренекен çамрăксем кашни çулах ятарлă программăпа вĕреннине çирĕплетме, ют чĕлхепе тата та лайăхрах калаçма хăнăхас шутпа чикĕ леш енне кайса ĕçлеççĕ. Урăхла каласан – стажировка иртеççĕ. Кăçал та акă акăлчанла якарах калаçма вĕренес шутпа 2-мĕш курс пĕтернĕ пикесем – Ирина, Гулия, Оксана тата Люба Америкăна кайса килчĕç. Ирина чăваш хĕрĕ пулнă май, эп вăл каласа панине тимлерĕм.
«Эпĕ ачаранах чăваш, вырăс, тутар чĕлхипе калаçма вĕреннĕ. Вăтам шкул пĕтерсен хамăн пурнăçа туризмпа тата ют чĕлхесемпе çыхăнтарас терĕм. Эпĕ пĕр тăхтаса тăмасăр лингвистика университетне вĕренме кĕтĕм. Эп суйланă аслă шкул Раççейре ют чĕлхесене вĕренес текенсемшĕн чи лайăххисенчен пĕри. Эпĕ унта 2009 çулта вĕренме пуçларăм. Студент пурнăçĕ пуçланчĕ.
Текста малалла вулăр...
Студентсем – хаваслă халăх. Вĕсене нимĕн те, никам та хăратмасть. Укçа çукки çеç тепĕр чух чăрмантарать. Çапах та ӳркенменни кун пек лару-тăруран та тухма пĕлет, вĕреннĕ хушăрах ĕçлеме ĕлкĕрет. Çăмăл-и-ха паянхи кун студента ĕçе вырнаçма? Сăмах та çук, пĕр предприяти те алла диплом илмен çамрăка ĕç шанса парасшăн мар. Студентсен ĕç отрячĕсем тесен вара – урăх калаçу. Шăпах унта çамрăксем ĕç укçи ĕçлесе илеççĕ çеç мар, опыт та пухаççĕ.
235 ĔÇ ОТРЯЧĔ
Совет самани вăхăтĕнче ĕç отрячĕсем питĕ лайăх ĕçлетчĕç, анчах ку юхăм иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пăчланса ларчĕ. Ак халĕ тинех вăл çĕнĕрен ĕçлеме пуçларĕ. Тутарстанра ку енĕпе ятарлă система та йĕркеленнĕ. Çамрăксен ĕç биржинчен Республикăри студентсен ĕç отрячĕсен центрĕ (ертӳçи Ринат Садыков) туса хучĕç, патшалăх учрежденийĕн статусне илчĕç.
Текста малалла вулăр...
Октябрĕн 22-мĕшĕнче Çырчаллинчи С.Садыкова ячĕллĕ концерт залне çынсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Вĕсем Шупашкартан килнĕ Алексейпе Андрей Шадриковсен, Светлана Яковлеван, Петр Ермолаевăн тата «Авангард» ташă ушкăнĕн пултарулăхне сума суса килнĕ.
Артистсем халăха хальхи эстрада юррисемпе савăнтарчĕç. Петр Ермолаев яланхи пекех çĕнĕ шӳтсем каласа култарчĕ. «Авангард» каччисем ташăпа тыткăнларĕç. Концерт виçĕ сехете яхăн тăсăлчĕ пулин те, вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Тăван юрă-кĕвĕ чăвашсен кăмăлне уçрĕ. Концерта çырчаллисем çеç мар, таврари хуласемпе ялсенчи чăвашсем те килнĕ. Çул инçине пăхмасăр, хаклă вăхăта шеллемесĕр чăваш эстрада çăлтăрĕсене курма васканă вĕсем. Залра чăваш чĕлхине пĕлменнисем те самайччĕ: вĕсем валли ятарласа Светлана Яковлева вырăсла юрăсем те юрларĕ.
Чăваш артисчĕсемпе куллен çыхăну тытакан, хулари кашни концертах йĕркелеме пулăшакан ырă çыннăмăрсене – Лидияпа Константин Илюхинсене, Галинăпа Иван Кузьминсене, Александр Огонева тата ыттисене тав сăмахĕ калас килет.
Текста малалла вулăр...
– Ырă каç пултăр, хаклăран та хаклă юлташсем, хисеплĕ хăнасем, чĕререн юратнă чăвашсем! Пиртен асамлă тĕлĕнтермĕш кĕтсе сирĕн сăнсенче илемлĕ йăл кулă вылянăшăн эпир питĕ хавас. Сăлтавĕ чăн та пысăк – кăçал пирĕн Çĕпрел тăрăхĕнче улттăмĕш хут «Чăваш пики» конкурс иртет, – терĕ октябрĕн 21-мĕшĕнче Кивĕ Çĕпрелĕнчи Культура керменĕнче иртнĕ районти чăваш хĕрĕсен конкурсĕн программине ертсе пыракан Наталья Васильева. Вăлах куракансене пикесен пултарулăхне хаклакансемпе паллаштарчĕ. Жюрире Çĕпрел муниципаллă районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн культура тата социаллă ыйтусемпе ĕçлекен Айрат Залялов (председатель), район администрацийĕн ĕçченĕ Алексей Сарафанов, искусство шкулĕн директорĕ Руслан Шарафутдинов, районти тĕп библиотека директорĕ Зоя Кузнецова, Лилия Замалетдинова балетмейстер, «Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ Константин Малышев тата Çĕпрел районĕнчи ЧНКЦ ертӳçи Алексей Ярухин пулчĕç.
Текста малалла вулăр...
Республикăри «Чăваш пики» конкурс Тутарстан чăвашĕсемшĕн çав тери кĕтекен, çулталăкĕ-çулталăкĕ пе калаçтаракан мероприяти. «Тутарстанăн чи хитре, чи пултаруллă чăваш пики» ята çĕнсе илни районсен мăнаçлăхĕ, çавăнпа хăйсен ентешĕ конкурсра мала тухтăр тесе питĕ тăрăшаççĕ вĕсем. «Хусан» наципе культура центрĕнче октябрĕн 26-мĕшĕнче иртнĕ «Чăваш пики-2011» конкурсăн финалне (шучĕпе вăл 6-мĕш пулчĕ) Элкел, Çĕпрел, Теччĕ, Элмет, Нурлат, Алексеевски, Апас, Аксу районĕсемпе Анат Камăпа Çырчалли хулисем хăйсен чи хитре те пултаруллă пикисене илсе килчĕç.
Пытармăпăр, хальхинче куракансене мероприяти умĕн «чăваш пики кам пулать-ши?» ыйтусăр пуçне тата «конкурс мĕнле иртет-ши?» – текен ыйту та çав тери хумхантарчĕ. Ара, кăçалхи конкурсанткăсене финала «Мисс Татарстан» обществăлла организаци хатĕрлентермест текен сас-хура та сарăлнăччĕ-çке.
Текста малалла вулăр...
Турă панă талант, чун туртни çук-тăк тухтăр пулаймăн. Ун çинчен мĕн ачаран ĕмĕтленеççĕ, нумай вĕренеççĕ. Çĕпрел районĕнчи Хăймалу ялĕн пикин Инга Мадюковăн та акă чи пысăк ĕмĕчĕ – лайăх тухтăр пуласси. «Медицинăсăр пуçне урăх нимĕнле професси çинчен те шутламан эпĕ, вăл – ачалăхри ĕмĕт, чун туртни», – тет вăл кун пирки. Инга хальхи вăхăтра Ульяновскри патшалăх университечĕн медицина факультечĕн 4-мĕш курс студентки. Тухтăр профессийĕн яваплăхне çын сăмахĕ тăрăх мар пĕлет. Чăн та, унăн тĕслĕхе илмелли çыннисем те мĕн ачаранпах пулнă-ха, тăван куккăшĕпе инкĕшĕ Владимир Витальевичпа Светлана Ивановна Тяхинсем Çĕпрел районĕнчи тĕп больницăра нумай çул ĕнтĕ тухтăр пулса тăрăшаççĕ. Çавах та: «Чăн-чăн тухтăр вăл – медицинăна тарăн вĕренсе профессие алла илекен çеç мар, çынсен умĕнче хăйĕн тивĕçне лайăх туякан та», – тет пулас тухтăр.
Текста малалла вулăр...■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
И.Мадюковăн архивĕнчи сăнӳкерчĕк.
Лайăшри ял хуçалăх техникумĕ тесен, ăна пĕлмен çук та пуль. Унта хăй вĕренмен пулсан та е тăванĕ, е кӳршĕ-арши, е ял çынни ятарлă пĕлӳ илсе специальноçпа усă курса пурăнать.
Кăштах вĕрентӳ учрежденийĕн историне аса илер-ха. Ялсемпе районсенче планпа учет ĕçĕсене туса пыракан специалистсем çитменнине кура 1960 çулта Хусанти ял хуçалăх институчĕ çумĕнче икĕ хутлă çуртра пĕр çул вĕренмелли ял хуçалăх шкулĕ уçаççĕ. Кунта 8 тата 10 класс пĕтернĕ çамрăксем вĕренме пуçлаççĕ. Пĕрремĕш çул 30 çын вĕренме кĕнĕ пулсан, 1961 çулта çĕре яхăн вĕренекен пĕлӳ илме кăмăл тăвать. Пĕтĕм республикăран çамрăксем туртăнаççĕ унта. Çын нумай пулнипе, тĕрĕссипе, вĕренӳ пӳлĕмĕсем çитменнипе агрономи, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен ĕç, механизаци, нормировани занятийĕсем кӳршĕри институтра иртнĕ. Çав çулах шкултан техникум туса хураççĕ.
Текста малалла вулăр...■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕнче
Татьяна Тутерова.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Çумăр çăвать, пушă ир,
Канлĕ ыйхăра уй-хир,
Хуп-хура ларать вăрман,
Алхасать кĕрхи тăман.
Вĕçсе кайрĕç кайăксем,
Иртрĕç çуллахи кунсем.
Каллех çитрĕ кĕркунне,
Тунсăх пусрĕ чĕрене.
Чун савниçĕм аякра,
Вăл халь урăх хулара.
Эп çухатрăм канăçа,
Ах, ăçта хурас пуçа?
Çилĕм, кур эс савнине,
Шак! шакка ун кантăкне,
Эс кала эп пуррине,
Пĕр ăна çеç кĕтнине.
РЕКТОР УЛШĂНАТЬ
РФ вĕрентӳпе наука министрĕн А.Фурсенкон приказĕпе Хусанти А.Н.Туполев ячĕллĕ Наци тĕпчев техника университечĕн (КАИ) ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлама аслă шкулăн инноваци аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен проректорне Николай Абрукова çирĕплетнĕ. Халиччен вуза ертсе пынă Юрий Гортышов октябрĕн 17-мĕшĕнче 65 çул тултарнă, çавăнпа унăн ректорта ĕçлес вăхăчĕ иртнĕ.
Министрăн приказĕнче палăртнă тăрăх, Николай Ремович ректор тивĕçĕсене аслă шкулăн пуçлăхне çирĕплетнĕ йĕркепе суйличчен пурнăçлĕ.
Пĕлме: Николай Абруков Аксу районĕнчи Аслă Сĕнчелĕнче çуралса ӳснĕ. 1995 çулта Хусанти авиаци институтĕнчен «радиоэлектронлă системăсем» специальноçпе вĕренсе тухнă. 2006 çулччен «КАМАЗ» УАОн Хусанти представительствине ертсе пынă. Çавăн пекех Николай Ремович Хусанти чăвашсен П.
Текста малалла вулăр...
Вăл çăлтăр пулма ыттисем пек çулпа кайман: продюсерсене сутăнман, телеэфирпа ротацишĕн телеканалсемпе радиостанцисене укçа тӳлемен, йăлтах хăйĕн вăйĕпе тунă. Тăрăшни харама кайман: паян Стас Михайлов Раççейĕн кашни хулинчех тулли залсем пуçтарать, унăн юррисене мĕн чухлĕ çын кăмăлласа юрлать.
Стас Михайлов 1969 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче Сочи хулинче çуралнă. Амăшĕ медсестра, ашшĕ пилот-инструктор. Ашшĕ-амăшĕн ытлашши укçа нихçан та пулман, çавăнпа Стас ача чухне пиччĕшне пĕчĕкленнĕ тумсемпе ӳснĕ. Апла пулин те пурте телейлĕ пулнă. Пиччĕшĕ, Валера, унран ултă çул аслăрах пулнă, шăллĕне ялан хӳтĕленĕ. Пĕррехинче асли кĕçĕннине: «Эп сана яланах хӳтĕлĕп. Анчах та эп ялан юнашар пулаймăп, çавăнпа та хăвна ху хӳтĕлеме вĕрен», – тенĕ. Çак сăмахсене Стас ĕмĕрлĕхех астуса юлнă.
Çемьере халĕ те тахçанхи сăнӳкерчĕк упранать-ха: унта пĕчĕк Стас гитарăпа тăрать, Валера вара – вылямалли вертолетпа.
Текста малалла вулăр...
Нурлат районĕнчи Ялавăр ялĕнче чиркӳ тăвас ĕç питĕ хĕрӳ пыни пирки «Сувар» хаçатра эпир кăçал çулла çырнăччĕ. Турă çуртне тумашкăн пĕтĕм ял, тавралăх хутшăнни çинчен те пĕлетпĕр. Çак пархатарлă ĕçре çамрăксем вăй хуни вара пушшех те савăнтарать. Кунта Ялавăр шкулĕнче вĕренекен каччăсем çăвĕпе ĕçлерĕç.
Ултă çынран тăракан çамрăксен бригадин бригадирĕ те пур. 11-мĕш класра вĕренекен Александр Перепелкин çинчен сăмах пырать.
Саша каланă тăрăх, вĕсем иртнĕ вĕренӳ çулĕ пынă вăхăтра та чиркӳ умĕнчен пăрăнман темелле. Кирек мĕнле ĕçпе те пулăшма тăрăшнă. Уйрăмах тиевлĕ машинăсене пушатма пĕрре мар тӳр килнĕ вĕсен.
– Эпир çуллахи каникула кайсан кашни кунах ĕçлеме çӳрĕпĕр тесе шут тытнăччĕ, – тет бригадир. – Ирхине саккăртан каçхине ултă сехетчен эпир кунта. Апат вăхăтĕнче, паллах, киле кайса апатланатпăр.
Текста малалла вулăр...
Çĕршыв историйĕ – кашни çемье историйĕ теме пулать-тĕр. Мĕншĕн тесен пур çемье историйĕ те çĕршывпа çыхăннă. Паянхи çĕршыв пуянлăхĕ, хитрелĕхĕ пĕр кун хушшинче кăна пулса ларман. Ăна паянхи шая çитерме мĕн чухлĕ вăй, ăсталăх, ĕçченлĕх кирлĕ пулнă. Пирĕн çĕршыв çĕр çинче чи лайăххи пултăр тесе мăн асаттесемпе асаннесем ырми-канми ĕçленĕ, пирĕн пурнăç лайăх пултăр тесе тăрăшнă.
Çĕршыв, паллах, хăй кăна аталанаймасть. Ăна малалла яма ĕçчен çынсем кирлĕ. Ун пеккисем вара пирĕн çĕршывра питĕ нумай. Çак пархатарлă ĕçре пирĕн çемьен тӳпи те пур тесе шутлатăп. Акă, манăн асаттенех илер. Ăна Леонтий Семенович Артамонов тесе чĕнеççĕ. Асаттепе асанне ултă ача çуратса ӳстернĕ. Пурне те çĕршыва юрăхлă çынсем тунă. Халĕ вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ, тĕрлĕ ĕçре вăй хураççĕ.
Асатте хăйĕн ĕмĕрĕнче ăçта кăна пулман, мĕн кăна курман.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
[1],
2,
3,
4,
5,
6, ...
16.