Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Çунатлă çамрăклăх

ĔМĔР ПĔРЛЕ ПУРĂНАР

«Çунатлă çамрăклăх» (3(94)№, 25.05.2007) кăларăмра Майя Зиннуровăн «Çырăнмасăр кăна пурăнар-и?» материалне вуласа тухнăранпа вăхăт нумай иртрĕ пулин те хамăн шухăша пĕлтерес терĕм. Çамрăксемшĕн, чăнах та, кирлĕ, интереслĕ тема.
Пурнăçран икĕ тĕслĕх илсе кăтартасшăн.
Эпĕ час-часах каç кӳлĕм Чăнлă шывĕ хĕрринче хĕрпе каччă уçăлса çӳренине кураттăм. Мана вĕсен пысăк юратăвĕ савăнтаратчĕ. Пĕрлешрĕç, çырăнчĕç тата чиркĕве кайса Турă умĕнче те венчете тăчĕç. Анчах та вĕсене тем пулчĕ – пĕр-икĕ çултанах уйрăлчĕç. Турă та, саккунĕ те пулăшаймарĕ.
Тепĕр тĕслĕх. Манăн юлташпа мăшăрĕ çырăнмасăр аллă çул ытла пурăнчĕç, çичĕ ача ӳстерсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Упăшки Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II ушкăн инваличĕ, пенси илме çырăннă хут кирлĕ пулчĕ, ăна тутарчĕç. Ĕлĕк çырăнманни кăна чăрмав пулчĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Давид ШАШКИН.
Пăва районĕ,Раккасси.

САВĂНĂÇЛĂ УЯВ

Сентябрĕн 1-мĕшĕ – чи хитре уяв. Кашни çул шкулсенче пĕлӳ кунне паллă тăваççĕ. Ачасем хитре тумсемпе, аллисене чечек çыххи тытса шкула чупаççĕ, чечекĕсене вĕрентекенсене парнелеççĕ. Пĕчĕккисем те шкула васкаççĕ. Кусем вара пĕрремĕш çул çеç вĕренме килеççĕ-ха. Вĕсене ашшĕ-амăшĕсем ăсатма пуçтарăннă.
Кăçал та Пăва районĕнчи Альших шкулĕнче пĕлӳ кунĕ яланхи пекех хитре, интереслĕ иртсе кайрĕ. Ачасене саламлакансем те нумайăн килнĕччĕ. Вĕсен хушшинче В.П.Самаркин та пурччĕ. Валерий Петрович Шупашкартан килнĕ, вăл унта Раççей Федерацийĕн Наркотиксене хирĕç кĕрешекен управленийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕнче тăрăшать.
Пирĕн ентеш Альших шкулне 1986 çулта пĕтернĕ. Тăван шкула вăл пĕччен килмен, мăшăрĕпе ывăлне те хăйĕнпе пĕрле илсе килнĕ. Хăй вăхăтĕнче Валерий Петрович чи лайăх вĕренекен шутланнă.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ТАИРКИНА.
Пăва районĕ,Альших шкулĕ.7-мĕш класс.

ÇАК ХИТРЕЛĔХЕ ХАВАСПАХ УПРАТĂП

Мода хыççăн ĕлкĕрес тесе васканă чух, эпир час-часах çут çанталăк панă парнесем çинчен манса каятпăр. Вĕсене пĕр шеллемесĕр, пĕр упрамасăр пăсатпăр. Тĕслĕхрен, пилĕке çити вăрăм çӳçлĕ пикесене те паян ăнсăртран çеç куратпăр, чĕркуççи таран çӳçлисем çинчен сăмах та çук... Телее, пур иккен-ха чăваш хĕрĕсем хушшинче те вăрăм çивĕтлисем!
«Чăваш пики-2006» конкурсăн Элметри турĕнче çак хĕрупраçа асăрхаман çын пулмарĕ-тĕр. Ăмăртура хăйне илемлĕ те тивĕçлĕ кăтартса виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнисĕр пуçне Патраклă пики Маргарита Бикбова шăп кăна хăйĕн вăрăм та паха çӳçĕн илемĕпе тĕлĕнтерчĕ.
– Хам астăвасса, манăн мĕн пĕчĕкренех вăрăм çӳç пулнă. Анчах маларах ăна нумай хутчен касас тенĕ, анне çине тăнипе çеç çак йăнăша туман. Çӳç пăхасси çăмăл пулмасан та, çак хитрелĕхе хаваспах упратăп. Халиччен сăрласа та курман.

Текста малалла вулăр...

ГЕНЕРАЛА ÇИТМЕ СУНАТПĂР

Сентябрĕн 8-мĕшĕ. Танкистсен кунĕ умĕнхи ир. Хусанти танк училищинче пĕрремĕш курссем присяга йышăнаççĕ. 4-мĕш батальонри 328 курсант харăссăн тăрăс-тăрăс туса утни хитре кĕвĕ пулса таврана ян каять. Çак пулăма курса тăнă май, тин çеç çар тумне тăхăннă каччăсем ĕнер кăна шкул парти хушшинче ларнине ĕненес те килмерĕ. Ара, пĕр уйăхрах вĕсем çар йĕркине вĕренсе çитнĕпе пĕрех-çке. Тĕрĕссипе, стройпа утасси те хăй пĕр наука. Пĕрремĕш курссем ăна ура тĕпĕ пĕçерекен пуличченех иртен пуçласа каçчен вĕреннĕ. Паллах, вырăссен «не можешь – научим, не хочешь – заставим» текен каларăшĕ кунта пĕрре те вырăнлă мар. Мĕншĕн тесен ку каччăсем хăйсен пурнăçне чăн-чăн арçын профессийĕпе ячĕшĕн кăна çыхăнтарма шутламан. Училищĕне вĕренме кĕнĕ чух çичĕ ала витĕр тухнă. Унта вĕренме кĕме ытти çулсенче те, халĕ те çăмăл мар, кăçал та акă конкурс пысăк пулнă.

Текста малалла вулăр...

«ПУРТЕ ТĔРЛĔ – ПУРТЕ ПĔР ТАН»

Сентябрĕн 21-23-мĕшĕсенче Хусанта Çамрăксен халăхсем хушшинчи «Пурте тĕрлĕ – пурте пĕр тан» форумĕ иртрĕ. Унта 23 ют çĕршыв тата Раççейĕн 43 регионĕн çамрăкĕсем хутшăнчĕç. Анлă мероприятие РФ Вĕрентӳпе наука министерстви, РФ Çамрăксемпе ача-пăча пĕрлешĕвĕсен наци канашĕ тата Тутарстан Республикин правительстви йĕркеленĕ. Форума Хусанта ирттерни ахальтен мар: Тутарстанра 150 ытла тĕрлĕ халăх туслăн пурăнать-çке.
Европа çамрăкĕсен «Пурте тĕрлĕ – пурте пĕр тан» кампанийĕ пуçласа 1995 çулта, иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕренпе 50 çул çитнĕ тапхăрта иртнĕ. Ун чух унăн тĕп тĕллевĕ расизмпа, антисемитизмпа, ксенофобипе тата чăтăмсăрлăхпа кĕрешесси пулнă. 2005 çулта Европа Канашне кĕрекен патшалăхсен ертӳçисен III Саммитĕнче кампание çĕнĕлĕхсем хушса малалла аталантарма йышăннă. Халĕ «Пурте тĕрлĕ – пурте пĕр тан» лозунг Европăри пур чĕлхепе те янăрать.

Текста малалла вулăр...

ÇĔПРЕЛ ÇАМРĂКĔСЕН ĔÇĔ-ХĔЛĔ

Пĕлтĕр октябрь уйăхĕнче республикăри чăваш çамрăкĕсен I форумĕ иртрĕ. Унта пĕтĕм районсенчен делегатсем пуçтарăнса хăйсен проблемисем, ĕмĕчĕсем пирки сăмахларĕç, мĕнле ĕçсем тумаллине палăртса хучĕç.
Аса илтеретпĕр:
– чăваш ялĕсенче Культура çурчĕсен, шкулсен ĕçне вăйлатмалла;
– шкул ачисемпе çамрăксем валли республикăри, Чăваш Енри, Раççейри паллă вырăнсене çитсе курма экскурсисем йĕркелемелле;
– библиотекăсене чăвашла кĕнекесемпе пуянлатмалла;
– чăваш шкулĕсен пурлăх тата техника базине çирĕплетмелле;
– çамрăксене ялсене тирпей кĕртес, йывăçсем лартас ĕçе явăçтармалла.
Çамрăксем, паллах, хăйсем тĕллĕн, урăхла каласан – ертӳçĕсĕр – çак ĕçсене пурнăçлаймаççĕ. Çавăнпа та кашни районта яш-кĕрĕме ертсе пыма чи хастар çамрăка суйланă.

Текста малалла вулăр...

ÇАМРĂК ĂСЧАХСЕНЕ – ПРЕМИ

Кăçал çамрăк ăсчахсене экспериментлă тата теориллĕ физикăра пысăк çитĕнӳсем тунăшăн вуннăмĕш хут Е.Завойский ячĕллĕ преми пачĕç. Палăртса хăвармалла: Хусанта ӳснĕ, каярах çакăнти патшалăх университетĕнчех мĕн виличчен вăй хунă, электронлă парамагнитлă резонанса уçнă паллă физик çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Çакна халалласа Хусанта Е.Завойский эрни иртет. Кăçал конкурса тĕп хулари ăслăлăх тата аслă вĕренӳ заведенийĕсенчен вунă ĕç тăратнă. Çак ĕçсен авторĕсенчен тăваттăшĕ Е.Завойский ячĕллĕ преми лауреачĕсем пулса тăчĕç. Пĕрремĕш вырăна Александр Клочков (ХПУ) çĕнсе илчĕ, иккĕмĕшне Альбина Мутинăпа (ХПУ) Евгений Житейцев (ХФТИ) пайларĕç, виççĕмĕш преми Наркис Арсланова (ХФТИ) тиврĕ.
Çакна та каласа хăвармалла – кăçал преми калăпăшне виçĕ хут ӳстернĕ: пĕрремĕш вырăншăн 50 пин тенкĕ, иккĕмĕшшĕн – 35 пин, виççĕмĕшшĕн – 25 пин.

Текста малалла вулăр...

ХУСАНТА КИТАЙ ЧĔЛХИ ВĔРЕНТЕÇÇĔ

Иртнĕ эрнекун ТР Премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Б.Павлов Министрсен Кабинетĕнче Китай Халăх Республикин делегацине йышăнчĕ. Делегаци ертӳçи, Китай Наукăсен академийĕн вице-президенчĕ Бай Чуньли профессор Хусанти патшалăх технологи университечĕн (ХПТУ) хисеплĕ докторĕ иккен. Вăл делегаци Тутарстанăн тĕп хулине ХПТУра Китай вĕрентӳ, наука тата культура центрне уçас ыйтусене сӳтсе явма килни çинчен пĕлтерчĕ. «Тутарстан студенчĕсем тăван республикăрах китайла вĕренме пултарĕччĕç. Кăмăл пуррисене Китайри аслă шкулсенче те хапăл тусах кĕтетпĕр», – терĕ Бай Чуньли.
Китаецсем асăннă вĕренӳ заведенине суйласа илни ăнсăртран мар. Кăçал Хусанти патшалăх технологи университечĕ Раççей вĕрентĕвĕн Пекинра, Цзиннаньре, Цинхуандаора, Шицзячжуанра иртнĕ курав-презентацийĕсене хутшăннă. Кăçалтан ХПТУ студенчĕсене китай чĕлхи вĕрентме пуçлаççĕ.

Текста малалла вулăр...

ХĔРСЕМ АРÇЫНСЕН ПРОФЕССИНЕ КИЛĔШТЕРЕÇÇĔ

Икĕ эрне каялла Хусанти аслă çар команда танк училищин 1-мĕш курсĕнче вĕренекенсем присяга йышăнни çинчен «Суварта» çырнăччĕ ĕнтĕ. Иртнĕ шăматкун вара РФ ШĔМĕн Хусанти юридици институтĕнче пĕрремĕш çул куçăн вĕренекен 119 курсант присяга йышăнчĕ. «Çынсене преступниксемпе террористсенчен сыхласси – сирĕн тивĕçĕр. Обществăри лăпкăлăх шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем ĕçе вăхăтлă, тĕплĕн шухăшласа тунинчен нумай килет. Çак вĕренӳ заведенийĕнче тарăн пĕлӳ илме ăнăçу сунатăп сире», – терĕ ТР Конституци сучĕн председателĕ В.Демидов курсантсене саламланă май. Çавăн пекех пĕрремĕш курсра вĕренекенсене институт пуçлăхĕ Н.Сафиуллин, ТР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ – ТР ШĔМĕн Кадрсен управленийĕн пуçлăхĕ Ф.Зиннуров, ТР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Р.Гильманов тата ыттисем саламларĕç.
Палăртмалла, РФ ШĔМĕн Хусанти юридици институчĕ Тутарстанри çеç мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчи шалти ĕçсен подразделенийĕсем валли те кадрсем хатĕрлет.

Текста малалла вулăр...

ПУÇ ÇИНЧИ ЮР

Сан хитре çӳçне лĕкĕ (перхоть) пăсать-тĕк, халех унпа кĕрешме пуçлар.
Чи малтан лĕкĕ мĕншĕн пулнине пĕлмелле. Тĕп сăлтавсенчен пĕри – себорея дерматичĕ. Çак чир пуç ӳтĕнчи çу парĕсенчен питĕ нумай çу тухма тытăннипе çыхăннă.
Санăн çак чир çук-тăк – пит аван, анчах та пуç кирĕкĕ пурпĕр тарăхтарма пултарать. Сăлтавĕсем: стрессем, гармонсем çителĕксĕр е нумай пулни, веществосен ылмашăвĕ тĕрĕсмарланни, авитаминоз, иммунитет хавшани тата шампунь çине аллерги пулни.
 
Çак шурă усалпа кĕрешме пире шампуньсемех пулăшĕç. Вĕсенче хытса ларнă кирĕке çуса яракан тата лĕкке çĕнĕрен тухма чаракан веществосем пур. Лайăх шампунĕн шăрши пулмалла мар. Çавăнпа та ăна суйланă чухне мĕнле веществосем хушса тунине тĕплĕн пăх. Лайăххинче çак веществосем пулмалла: кетоконазол, пиритион цинк, клотримазол дисульфид селена ихтиол.

Текста малалла вулăр...

САС-ХУРА

АЛЛА ПУГАЧЕВА каллех качча тухма хатĕрленет пулмалла. Çакна вăл Валентин Юдашкинăн коллекцийĕсен юлашки куравĕнче туй кĕпи суйласа илни те çирĕплетет. Тĕрĕсрех каласан хăй мар-ха... пулас упăшки суйласа илнĕ Алла Борисовна валли терракот тĕслĕ хăйне евĕрлĕ кĕпене. Кам-ха вăл Раççей эстрадин Примадоннине татах качча тухмашкăн ыйтма хăяканскер?.. Максим Галкин! Шанчăклă çăлкуçсем çирĕплетнĕ тăрăх, телеертӳçĕ тахçанах ĕнтĕ Пугачевăпа пĕрле унăн хваттерĕнче пурăнать. Алла Пугачева Юдашкинăн коллекцийĕнчен туй валли темиçе тĕрлĕ кĕпе туяннă, çав шутра 10 пин евро тăракан терракот тĕсли те пур.
Çак уйăхăн пуçламăшĕнче ДИАНА ГУРЦКАЯ та Мускаври пĕр ача çуратмалли çуртран ывăл йăтса тухрĕ. Йăха тăсакана мĕнле ят парасси пирки чылайччен шухăшланă юрăçпа унăн мăшăрĕ Петр Кучеренко. Юлашкинчен мăшăрсем пепкине Константин ят пама килĕшнĕ.

Текста малалла вулăр...

ĂНĂÇУЛЛĂ АКТЕР, ВИÇĔ АЧА АШШĔ

Евгений Стычкина кино курма юратакансем паллаççех ĕнтĕ. Ĕлĕкрех Ю.Никулин, Г.Вицин, С.Крамаров, А.Демьяненко тата ыттисем халăх асĕнче тӳрех юлнă пек, халĕ Е.Стычкин пек стильлĕ актерсене кăмăллать куракан. Ăна сăнран тахçанах пурте паллаççĕ, «Первый канал» ирттернĕ «Цирк со звездами» шоу хыççăн вара ятĕнченех аван пĕлме пуçларĕç.
Евгений Стычкин 1974 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче Мускавра Алексей Стычкин паллă куçаруçăпа Ксения Рябинкина балерина çемйинче çуралнă. Актер пулма ача нихăçан та ĕмĕтленмен. Шкулта япăх вĕреннĕ, пĕр класран тепĕр класа аран-аран куçкаланă. Шкул пĕтерсен докуменчĕсене ВГИКа кайса панă: унта вĕренме интереслĕ имĕш. Анчах та кинематографистсене тыткăнлама йăл кулса кăтартни çеç çителĕксĕр иккен. Сăмахпа каламалли текста аран каласа панă Женя, сочинение «иккĕлĕх» çырнă.

Текста малалла вулăр...

«АЛĂ ÇИНЧЕ ЙĂТСА ÇӲРĔП...»

Кăçалхи июльте пур çĕрте те загссем ытти чухнехинчен нумайрах çамрăк мăшăрсене çырăнтарчĕç-тĕр. Уйрăмах çак уйăхăн 7-мĕшĕнче. Ара, çак дата асамлă-çке-ха – 07.07.07. Асăннă куна темиçе çул кĕтекенсем те пулнă – Раççейĕн паллă çăлтăрĕсене Анастасия Волочковăна, Михаил Галустяна кăна илер (вĕсем шăпах çак кун – пĕри Санкт-Петербургра, тепри Сочире çемье çавăрнă). Хусанта та июлĕн 7-мĕшĕнче пĕрлешекенсен шучĕ 283 (!) çитрĕ. Мăшăрланăва регистрацилекенсен хăйсен сăмахĕсене çырăнакансен шучĕ йышлăран самай кĕскетме тиврĕ.
Булатпа Раиля Хасангатинсем вара çакăн пек пуласса маларахах туйнă ахăртнех, черет тăрса хашкăлас темен – асамлă датăран пĕр кун маларах çырăнас тенĕ. Тепĕр тесен телей хăш кун çырăннинчен кăна килет-ши? Булат Хусанти чăваш çамрăкĕсен «Асамат» студийĕнче монтаж тăвакан пулса ĕçлет, Раиля нумай пулмасть кăна режиссер дипломне алла илнĕ.

Текста малалла вулăр...

ШУМИЛОВСЕН АСАМĔ

«Кай, тасал умран,
Эс мана нихçан та юратман…»
Сцена çинчи икĕ илĕртӳллĕ хĕрупраç аллисемпе хăлаçланса ял халăхĕ илтме хăнăхман кĕвĕпе юрă шăрантараççĕ. Çапларах рок стилĕн элеменчĕсене усă курса çырнă юрăсем те пур вĕсен репертуарĕнче. Нумай пулмасть Теччĕ районĕнчи Шанчă ялĕнчи клубра Ульяновскри «Асам» ушкăнăн пĕрремĕш аудиоальбомĕн хăтлавĕ иртрĕ.
Хулара пурăнакан чăвашсен ӳссе çитĕннĕ ачисем тăван чĕлхепе юрлани – пирĕн пурнăçа кĕрсе пыракан япала. Кăштах вырăсларах акцент та сисĕнет вĕсем сăмахсен пĕлтерĕшне ăнланмасăр юрлакан куплетсенче. Çакна хальхи чăвашсен моди тесен те йăнăшмăпăр: Сергей Павловăн, Иван Шинжаевăн, Вячеслав Христофоровăн, Николай Казаковăн хĕрĕсем сцена çинче хăйсем çинчен калама ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ.

Текста малалла вулăр...

ЮРЛĂР,ТАШЛĂР,КУПĂСÇИ ТЕ ХАМĂРĂН

Туй-и, менелник-и е тата урăх праçник-и – мĕн ĕлĕкрен купăс сассисĕр иртмен. Халĕ вара нумай чух магнитофон сасси çеç тăнкăр-тăнкăр тăвать пĕр евĕрлĕ кĕвĕпе.
Çук, вуçех пĕтмен-ха пирĕн çĕршывра пӳрнисене вылята-вылята купăс тӳми çине пусса, хитре кĕвĕ каласа çын кăмăлне уçакансем.
Профессионал музыкант пулма та майсем питĕ нумай-ха хальлĕхе. Училищĕсем те, институтсем те пур.
Пирĕн республикăра кăна Хусантисĕр пуçне Элметре, Лениногорскра, Елабугăра, Çырчаллинче тата Анат Камăра музыка училищисем ăста музыкантсене вĕрентсе кăлараççĕ.
Анат Кама училищинче кăна пине яхăн студент вĕренет. 4-мĕш курс студенчĕ Сергей Петров, акă, халăх инструменчĕсен уйрăмне суйласа илнĕ. Баянпа вăл куç хупса тĕрлĕ халăх кĕввине калама пĕлет.

Текста малалла вулăр...

ВĂХĂТ ПУР-ХА

Çулла. Шкул ачисем икĕ уйăх ĕнтĕ кăмăлĕсем туличчен каникулта канаççĕ. Кам канма лагере каять, кам хăнара пурăнать, хăшĕ тата, аслăраххи, ĕçе вырнаçать.
Ольга Шупашкарта канать
Çĕпрел районне кĕрекен Шемĕршел хĕрĕ Ольга Терентьева, акă, каникул вăхăтĕнче таçта та çитнĕ. Паян вăл Чăваш Енĕн тĕп хулинче.
– Эпĕ кашни каникултах Шупашкара каятăп, – тет Оля. – Уйрăмах çулла килĕшет унта. Таçта ют çĕршывра пулнă пекех туйăнать вара. Хула сăн-сăпачĕ яла таврăнсан та темĕнччен куç умĕнче тăрать-ха. Хăш-пĕр вырăнсене хут тытса сăнарласа та хуратăп.
Ольга ӳкерме юратать. Питĕ хитре пулаççĕ ӳкерчĕкĕсем. Уйрăмах çут çанталăкпа çыхăннисем.
Хитре те сăпай пике кӳлĕсем, юханшывсем патне туртăнать. Шыв патне вăл пушă алăпа мар, вăлтапа утать, килне вара пулăпа таврăнать.

Текста малалла вулăр...

МАНĂÇНИ КАЯЛЛА ТАВРĂНАТЬ

Пурнăç вăл – хăех пысăк шкул. Ĕмĕр тăршшĕпе вăл çынна кăна мар, шкулсене, пĕчĕк-мăн коллективсене ăс пухма вĕрентет. Акă манăçа тухма тытăннă лайăх енсем кулленхи пурнăçа таврăнаççĕ. Кризисчен ялсенчи вăтам шкулсенче хăйсен пĕчĕк фермисем, пысăках мар çĕр лаптăкĕсем пулнă. Экономика хавшаккипе йăлана кĕнĕ ĕçсене пайтах çĕрте пăрахăçланă. Халĕ те укçасăрлăх нуши пысăк. Рынок условийĕсенче шкулсем те укçа ĕçлесе илме вĕренеççĕ, республикăри чылай шкулсенче выльăх-чĕрлĕх тытма пĕчĕк фермăсем уçаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтерме çĕр лаптăкĕсем илеççĕ.
– Аслă классенче вĕренекенсен ĕç урокĕ ирхине ĕне сăвассинчен, сыснасене, кроликсене, хурсене апат парассинчен пуçланать,– тет Элкел районĕнчи Сиктĕрме-Хусанкай вăтам шкулĕн директорĕ Ольга Аверьянова.–Ялта ӳсеççĕ пулсан та ĕне сăвасси малтанах арçын ачасене шиклентерет.

Текста малалла вулăр...

«АННЕ ЮРАТĂВНЕ ТУЙСА ÇĔНТЕРЕТĔП»

Мĕн пĕчĕкрен амăшĕсĕр ӳснĕ чăваш ачине, Дмитрий Сгонника, паян Хусан сценисем çинче курман çын та сахал пулĕ. Юрă-ташăпа мар, ытарлă кларнет сассипе илĕртет вăл куракансене. Пуçне усма хăнăхман тăлăх турат вун ултă çулта çеç пулсан та пурнăçĕнче сахал мар çитĕнӳсем тума ĕлкĕрнĕ. Хăй каланă тăрăх, кунта ăна ачаран пур ĕçе те хăй тума хăнăхни, лартнă тĕллевсене çине тăрса пурнăçлама вĕренни тата яланах амăшĕн юратăвне туйса пурăнни пулăшать.
Нумай та пулмасть Дима Ярославль хулинче иртнĕ Раççейри Çамрăксен VI Дельфи вăййисенчен пысăк çĕнтерӳпе таврăнчĕ – «Кларнет» номинацире (10-16 çулти ачасем хушшинче) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Сăмах май, 26 номинаципе иртнĕ вăйăсенче 78 регионтан пуçтарăннă пултаруллă çамрăксем юрă юрлассинчен пуçласа сăнарлă, театр тата музыка искусствисенче, журналистикăпа телевидени, кулинарипе парикмахер тата ытти ăсталăхсенче ăмăртнă.

Текста малалла вулăр...

ЫРĂ ПАЛЛĂ

«Вăрăм çула тухас умĕн пукан çине ларса ил», «Çулна хура кушак татрĕ-тĕк, сулахай хулпуççийĕ урлă виççĕ сур», «Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче урама тухсан чи малтан арçынна курсан – телее»... Хамăра хамăр тĕшмĕше ĕненместпĕр тетпĕр пулин те, асаннесемпе кукамайсем вĕрентнине асра тытатпăрах: пĕр-пĕр татăклă утăм тăвиччен çав ĕç ăнтăр тесе мĕн-мĕн тумаллине туххăмрах аса илетпĕр. Тепĕр тесен тĕшмĕш паллисене шанни ним чухлĕ те сиен кӳмест, пулăшма вара – нумайăшĕ шантарнă тăрăх – пултарать. Хăш-пĕр ырă паллăсемпе паллашар-ха.
 
Çамрăк мăшăра
Енчен те авланакан каччă туй кун хăйĕн сылтăм пушмакĕ ăшне вак укçа хурсан çамрăк çемье нихăçан та укçасăр лармĕ. Çав укçана тăкаклама юрамасть, ăна хаклă япалана сыхланă пек упрамалла.
Пуçĕпе çĕрелле тирсе хунă акăлчан булавки куç ӳкесрен сыхлать.

Текста малалла вулăр...

ПĂНЧĂЛЛĂ ÇЫРУ (асаилӳ)

Тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухне пĕр хĕре юратса пăрахрăм. Чакăр куçлă, çаврака питлĕ, тулли пит çăмартийĕсем кулнă чухне илемлĕ путăкланаççĕ. Хĕвел питлĕ пике! Хастар, вĕренӳре те малтисен шутĕнче. Ячĕ те илемлĕ – Ира. Канăçа çухатрăм. Кирек ăçта кайсан та вăл куç умĕнче. Анчах хам туйăма ăна пĕлтерме хăймастăп – йышăнмасран хăратăп. Çапах та нумай чăтаймарăм, ăна хам çинчен çырупа пĕлтерме шутларăм. Сăмахсем çитменнипе çыру вырăнне хам кăмăла кайнă пĕр ытарлă сăвă çаврăмне (акростих) ярса парас терĕм:
 
Ты хочешь знать, кого люблю?
Его не долго угадать –
Будь внимательна при чтенье,
Я не могу тебе сказать...
 
Сăвă йĕркисен малтанхи сас паллийĕсенчен «Тебя» (Сана) тухать. Ку шăпах манăн ăна пĕлтермелли сăмах.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, ... 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17.
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08