ПĔРЛЕ ĔÇЛĔÇ
Июлĕн 21-мĕшĕнче Хусанти (Атăлçи) федераллă университечĕн тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕсем Ильшат Гафуров тата Всеволод Агаков аслă пĕлӳ парас тата пысăк квалификациллĕ кадрсем хатĕрлес енĕпе пĕрле ĕçлесси пирки килĕшӳ тунă. Аслă шкулсем малашне стажировка иртес тата квалификаци ӳстерес тĕлĕшпе пĕр-пĕрин преподавателĕсемпе, докторанчĕсемпе, аспиранчĕсемпе тата студенчĕсемпе ылмашăнĕç. Специалистсем пĕр-пĕрин патĕнче лекцисем вулĕç, наукăлла тĕпчевсем ирттерĕç. Университетсем пĕрле ĕçлесе вĕренӳ, методика тата наука литературисем хатĕрлесе пичетлеме, конференцисем ирттерме планлаççĕ. «Хусан тата Шупашкар университечĕсем медицина, нанотехнологи, машинăсем тăвасси, хими технологийĕсем, фармакологи енĕпе пĕрле вăй хурса ĕçлени пысăк çитĕнӳсем тума май парасси пирки иккĕленместпĕр», – тенĕ ЧПУ ректорĕ В.
Текста малалла вулăр...
Ĕпхӳре апрелĕн юлашки эрнинче «Мода эрни» мероприятийĕнче «Çулталăк модельерĕ» конкурс иртрĕ. Ăна кашни çул «Премьера» мода агентстви паллă модельерăн Вячеслав Зайцевăн Мода çурчĕ пулăшнипе йĕркелет, анчах халиччен вăл унта хăй килсе курман, ун вырăнне яланах «Слава Зайцев» Мода çурчĕн директорĕ килнĕ. Кăçал вара Вячеслав Михайлович Ĕпхĕве хăй килес тенĕ. Паллах, мероприятишĕн ку питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм, конкурс шайĕ ӳсрĕ. Пуçлакан дизайнерсемшĕн вĕсен ĕçĕсене Раççейре кăна мар, Европăра та паллă модельер хăй хаклани пысăк чыс. Конкурса хутшăнакансем утмăлăн пулчĕç, çав шутра Хусантан çирĕм çиччĕн.
Çав кунсенче Ĕпхӳ мода сывлăшĕпе сывларĕ тесен те йăнăш мар. Мода эрни хулан чылай организацийĕсемпе объекчĕсене пырса тиврĕ. Çак хулара пĕрремĕш хут пулакансемшĕн ку лайăх та пулчĕ.
Текста малалла вулăр...
ТР милици сотрудникĕсемпе çамрăксем юлашки вăхăтра туслашмасан та «Максимум Вашего Доверия» акци хыççăн пĕр-пĕрин патне пĕр утăма çывхарчĕçех. Аса илтеретпĕр, милици ĕçне мĕнле лайăхлатасси пирки ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров ятарласа çамрăксен ушкăнĕсен, обществăлла организацисен ертӳçисене «çавра сĕтеле» пуçтарса канашланăччĕ. Шăпах çавăн чух çамрăксем хăйсем милицие çывăхрах пулма пĕрре те хирĕç маррине пĕлтерчĕç çеç мар, унăн ĕçне мĕнлерех лайăхлатмалли пирки лайăх сĕнӳсем те пачĕç. Вĕсенчен пĕри – шкул ачисен, студентсен, çамрăксен хушшинче «Новое видение МВД: имидж, цели, задачи, обратная связь с обществом» наукăпа публицистика ĕçĕсен конкурсне йĕркелессиччĕ.
Кунсăр пуçне темиçе уйăха тăсăлнă «Максимум Вашего Доверия» акци вăхăтĕнче те тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе хăйсен гражданла позицине кăтартрĕç.
Текста малалла вулăр...
Вĕренӳ çулĕн юлашки эрнинче Алексеевски районĕнчи Шемери вăтам шкулта таврапĕлӳçĕсен 1-мĕш Чугуров вулавĕ иртрĕ. Ачасемпе вĕрентекенсем ăна кунти истори вĕрентекенне Анатолий Гаврилович Чугурова халалларĕç. Шел, паллă таврапĕлӳçĕ пиртен 2008 çулта уйрăлса кайрĕ. Апла пулин те вăл ĕмĕрлĕхех пирĕн асра тăрса юлчĕ. А.Г.Чугуровăн республикипе паллă шкул музейĕ, унăн вун-вун вĕренекенĕ, ывăлĕпе хĕрĕ – Андрей Анатольевичпа Ольга Анатольевна – хăй пекех шкулта вăй хуракансем – йăлтах пирĕн иксĕлми пуянлăх, пирĕн эткерлĕх пулса тăчĕç.
Чугуров вулавне Шемери вăтам шкул вĕрентекенĕ, директорăн воспитани енĕпе çумĕ Ольга Анатольевна Абдуллина уçрĕ.
– Чи малтанах атте ячĕпе иртекен 1-мĕш Чугуров вулавĕ уçăлнă ятпа манăн пурне те саламлас килет, – терĕ вăл. – Паллах, çакна йĕркелеме А.
Текста малалла вулăр...
Чи маттуррин хăй пултарулăхĕпе вăйне Акатуйра мар-тăк тата ăçта кăтартмалла-ха? Ĕмĕртен килекен йăлапа, тавра ялăн паттăрĕпе кĕрешсе çĕнсе илнĕ чыс тата сумлăрах пулни каламасăрах паллă. Çĕпрел тăрăхĕн историйĕнче пĕрремĕш хут иртекен Чăваш Акатуйне те акă Матак каччисем Евгений Дунаевпа Андрей Петрушкин Акатуй паттăрĕ ята çĕнсе илме ĕмĕтпе мар, çирĕп тĕллевпе кайрĕç. Хăйсен виçе категорийĕнче вăйлă конкурентсене çурăм çине çавăрса хунăскерсем, халăха тĕлĕнтерсе уявран яла икĕ такапа (!) таврăнчĕç. Акатуйăн икĕ тĕп парнине те пĕр ял çĕнсе илни чăн та, сайра пулакан пулăм. Çавна кура çамрăк каччăсен, Женьăпа Андрейĕн, çитĕнĕвĕ çав кунсенче Ишлĕ-Матак халăхĕн чи пысăк савăнăçĕ пулчĕ.
Акатуй паттăрĕшĕн Андрей Петрушкиншăн ку çитĕнӳ икĕ хут хаклăрах тесен те йăнăш мар. Мĕншĕн тесен каччă çак кунсенче шкулпа сывпуллашать.
Текста малалла вулăр...
ВИÇÇĔН 100 БАЛЛ ПУХНĂ
Тутарстанра математикăпа ППЭре 3 çын 100 балл пухма пултарнă, ку пĕтĕм йышăн 0,01 проценчĕ. Пурĕ вара математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕ 25155 вĕренекен тытнă.
Рособрнадзор 2010 çулта математикăпа чи пĕчĕк балл 21 тесе йышăннă. Кăçал асăннă предметпа вăтам балл Тутарстанра 44,7 (пĕлтĕр 41,9) пулнă. Пĕтĕмĕшле йышран минимум чухлĕ те балл пухайманнисем – 4,9 процент (Раççейпе 5,1). Рособрнадзор 100 тата пысăк баллă ытти ĕçсене çĕнĕрен тĕплĕн тĕрĕслеме йышăннă.
АТТЕСТАТ ВЫРĂННЕ СПРАВКА
«Кăçал шкул пĕтерекен 8 пин ытла вĕренекен пĕтĕмĕшле пĕлӳ çинчен калакан аттестат илеймест. Паянхи кун тĕлне обязательнăй предметсемпе – вырăс чĕлхипе тата математикăпа – экзамен тытайманнисем пурĕ 8251 çын пулни паллă. Вĕсем чăнахах та аттестат илеймеççĕ», – терĕ июнĕн 17-мĕшĕнче Рособрнадзор ертӳçи Любовь Глебова.
Текста малалла вулăр...
Çи-пуçа кура кĕтсе илеççĕ, теççĕ халăхра. Кун çумне манăн тумтире кура ĕçе илеççĕ тесе хушса хурас килет. Хальхи вăхăтра тин çеç диплом илнĕ çамрăксене ĕçе вырнаçма йывăррине пурте пĕлетпĕр. Ĕç рынокĕнче конкуренци пысăк, пин-пин çын хушшинче çухалса каяс темесен хĕрлĕ диплом кăна çителĕксĕр. Фирмăшăн кирлĕ çын пек курăнас тесен çи-пуç йĕркеллĕ пулмалла. Сирĕн çине пăхсан «акă вăл пире кирлĕ çын» теме пултăр. Практика кăтартнă тăрăх, час-часах ертӳçĕсем хăйсен пулăшуçине тирпейлĕ, тивĕçлĕ тумланнă, хăйне йĕркеллĕ тытма пултаракана ĕçе илеççĕ. Ĕçе вырнаçнă хыççăн та çемçелме юрамасть, офис дресс-кодне тытса пымалла. Мĕн-ха вăл дресс-код? Паян шăпах ун пирки калаçăпăр.
Дресс-код, компанире е фирмăра, пĕтĕмлетсе каласан ĕçре йышăннă тумтир стилĕ. Хăш-пĕр çĕрте вăл çав тери çирĕп, тĕслĕхрен, Америкăри хăш-пĕр компанире чĕрнене мĕнле лакпа сăрлани таранах тĕрĕслеççĕ.
Текста малалла вулăр...
Çуркунне. Хĕвел хĕртсе пăхать, вĕçсĕр урама чĕнет. Анчах та санăн экзамена хатĕрленмелле. Çапла, часах экзамен. Мĕн тăвас тетĕн, кашни çыннăн çакăн пек вăхăт пулнă.
Шкултан киле утнă май хăш-пĕр чухне юлашки шăнкăрав кунĕ пирки шухăшлатăп. Мĕнле пулать-ши вăл? Хаваслă, хуйхăллă, кулянуллă, савăнăçлă, куçульлĕ... Пĕлместĕп, çапах та яланах лайăххи çинчен ĕмĕтленетĕп. Кăçал эпĕ шкул пĕтеретĕп. Пĕртте шанас килмест. Çаврăнса пăхатăн та каялла... Унта хуйхи те, нуши те, хуравсăр ыйту та çук. «Пысăк» пурнăç йывăртарах иккен. Шел, вăхăчĕ çапла пулни. Мĕн тăвас ĕнтĕ, хамăнне манăн хамăнах тумалла. Тен, утнă май такăнса та ӳкĕп, авăнса та илĕп, анчах та тĕллевпе ĕмĕт яланах юнашар. Вĕсем пулăшĕç, шанчăка сӳнме памĕç.
Эпир класра тăваттăн вĕренетпĕр. Кашниех пирĕнтен лайăх пурнăçа тивĕç. Çапах та пурнăç хура йĕрсемсĕр пулмасть.
Текста малалла вулăр...
Стена çинчи сехет йĕппи майĕпен шаккать пулин те вăхăт малаллах шăвать. Ним сисĕнмесĕрех хыçа юлчĕç вĕт-ха савăк та асамлă кунсем. Çакна питĕ лайăх астăвать, манаймасть Маша.
...Вăл чӳречерен урамалла пăхса илчĕ. Хĕвел паçăрах вăрман хыçне пытаннă ĕнтĕ, вăл аннă çĕрте тӳпене хĕрлĕ тĕс çапнă. Таçта аякра шапасем кваклатни илтĕнсе кайрĕ. Ахăртнех, каллех туй тăваççĕ пулас. Машăн çак самантра йĕрес килчĕ, анчах вăл хăйне алла илчех. Юратнă амăшĕн сăмахĕсене: «Ачам, каччăсемшĕн нихăçан та йĕме кирлĕ мар. Вĕсем ун пеккине тивĕç мар. Чăннипех те юратакан çын сана хăть ăçтан та шыраса тупма хатĕр», – тенине аса илчĕ.
Акă тавралăха каçхи тĕттĕм сăн çапрĕ, тӳпере çăлтăрсем ялтăртатма пуçларĕç. Вун саккăрти хĕр хăйĕн пĕрремĕш юратăвне аса илчĕ. Эх, юрату, юрату... Пур-ши вăл эпир пурăнакан тĕнчере?
Текста малалла вулăр...
Тутарстанра кăçал шкул пĕтерекен 25233 çамрăк республикăри аслă шкулсенчи 13125 бюджетлă вырăн çине шанма пултарать. Ытларикун ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра патшалăх вузĕсене вĕренме илесси çинчен ТР вĕрентӳпе наука министрĕ Альберт Гильмутдинов каласа пачĕ. Брифинга Рособрнадзор ертӳçи Любовь Глебова та хутшăнчĕ.
Министр каланă тăрăх, кăçал 25233 çамрăк 11-мĕш класран вĕренсе тухать. Республикăри 24 патшалăх вузĕ абитуриентсене пурĕ куçăн майпа вĕренмешкĕн 28866 вырăн (вĕсенчен 13125-шĕ бюджетлă) сĕнет. Нумай пулмасть наци тĕпчев институчĕн статусне илнĕ Хусанти патшалăх технологи университечĕ пуринчен нумайрах çамрăка йышăнасшăн – 5386 вырăн, бюджетли 2253. Иккĕмĕш вырăнта Туполев ячĕллĕ патшалăх техника университечĕ – 3834 вырăн, бюджетли 1810, виççĕмĕш Камски патшалăх инженерипе экономика академийĕ – 3178, бюджетли 1019.
Текста малалла вулăр...
Çырчалли хулинче Туслăх керменĕнче çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче пĕрремĕш хут «Чăваш пукани» конкурс иртрĕ.
Çак конкурса курсан хулари чăваш çамрăкĕсем хăйсен халăхĕн шăпишĕн, тăван чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварассишĕн тăрăшни сисĕнчĕ.
Пĕчĕк пикесене пĕрремĕш хут пысăк сцена çине кăларасси чăнах та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кун пекки Тутарстан чăвашĕсен хушшинче халиччен пулманпа пĕрех. Çавăнпа та вĕсемпе вулакансене паллаштарас килет: Василина Романова (9 çулта), Кристина Терентьева (8 çулта), Ксения Жарикова (7 çулта), Екатерина Кондюкова (8 çулта), Анна Трофимова (6 çулта).
«Пуканесем» хăйсене хитрен кăтартма, йăл кулма, чăвашла çепĕççĕн калаçма, ташлама, юрлама пĕр уйăх вĕренчĕç. Тăрăшни сая каймарĕ, вĕсене, хитре тĕрĕллĕ капăр чăваш кĕписем тăхăннăскерсене, залти халăх хавассăн алă çупса кĕтсе илчĕ.
Текста малалла вулăр...
Лайăш районĕнчи Вырăс Никольски ялĕнче майăн 22-мĕшĕнче «Каравон» вырăс фольклорĕн уявĕ вун саккăрмĕш хут иртрĕ. Çак сăмахсем çумне тата юлашки хут тесе те хушса хурас килет. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен вăл кăçал юлашки хут Атăлçи шайĕнче иртрĕ, килес 2011 çултан унăн статусĕ самай ӳсет: Пĕтĕм Раççейри вырăс фольклорĕн уявĕ пулса тăрать. Никольски ялĕн чиркӳ праçникĕ çуллахи Микула пулнăран Николай Угодник кунĕнче ирттерме пуçланă-ха ăна малтанах, кунта тата майăн 25-мĕшĕнче Славян çырулăхĕн кунĕ пулнине те шута илнĕ курăнать. 300 çултан та иртнĕ «Каравон» совет саманинче самай вăхăта шăпланнă, 1980-мĕш çулсенче «чĕрĕлсе тăрсанах» вырăс халăх юррин уявне Никольски ялĕ хăй тĕллĕнех ирттернĕ, çулталăкранах йыш кăшт ӳснĕ – кӳршĕ ялсем те уява килнĕ. Уява хатĕрлекенсем вара чăннипе çине тăма пĕлнĕ, çулран çул «Каравона» хутшăнакансем йышланнă.
Текста малалла вулăр...
Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Тăхăрьял шăпчăкĕ» юрăçăсен конкурсĕ иртессине пĕлтерсен çамрăк талантсем тĕлĕнмерĕç те, çухалса та каймарĕç. Вĕсем ку конкурса çулталăк тăршшĕпех хатĕрленсе, кĕтсе тăнă. Ултă çул каялла Пăва районĕнчи Элшел ялĕнчи вăтам шкул вĕрентекенĕсем пуçарса янă çак конкурса. Тăхăрьяла кĕрекен 18 ялтан хăшĕнче иртесси хăш шкул вĕренекенĕ çĕнтернинчен килет. Пĕлтĕр, Шемек ялĕнче иртнĕ конкурсра Чăваш Киштек хĕрĕ Софья Яковлева «Чăн уçă саслă шăпчăк» ятне тивĕç пулнăччĕ. Çак ялта илемлĕ те янравлă сасăллă çынсем юрланине нумай çын илтсе тĕлĕннĕ. Вĕсенчен пĕри И.Я.Яковлев. Пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр Чăваш Киштек ялĕ çумĕнчен иртсе кайнă чух çĕрле çамрăксем вăйă каланине чарăнса итлесе тăнине хăйĕн асаилĕвĕсенче çырса хăварнă.
Уяв Чăваш Киштекри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул директорĕ И.
Текста малалла вулăр...
Майăн 22-24-мĕшĕсенче Хусанти «Ак Барс» Кĕрешӳ керменĕнче пиçиххипе тутар кĕрешĕвĕпе тĕнче чемпионачĕ пычĕ. ТАССР 90 çул тултарнине халалланă турнира ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин уçрĕ. Церемоние ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Халил Шайхутдинов, ТР Газификаци фончĕн генеральнăй директорĕ, «Курэш» пиçиххипе тутар кĕрешĕвĕн халăхсен хушшинчи ассоциацийĕн президенчĕ Заудат Миннахметов, Корейăри «Сирим» кĕрешĕвĕн халăхсен хушшинчи федерацийĕн президенчĕ Юн Моон Сик, «Алыш» кĕрешĕвĕн Ази федерацийĕн президенчĕ Чолпан Султанбекова тата чемпионата килнĕ çĕршывсен представителĕсем хутшăнчĕç.
Ăмăртусен тĕп секретарĕ Ильгиз Габбасов пĕлтернĕ тăрăх, чемпионата пурĕ 16 çĕршывран 17 команда килнĕ (Украинăпа Крым уйрăм командăсем йĕркеленĕ).
Текста малалла вулăр...
ТЕЛЕФОН ИЛСЕ КĔМЕ ЮРАМАСТЬ
Кăçал Раççей Федерацийĕнче май-июнь уйăхĕсенче 970 пине яхăн çамрăк пĕрлехи патшалăх экзаменĕ тытать. Вĕсенчен 840 пинĕ – кăçал 11 класс пĕтерекенсем, 130 пинĕ – иртнĕ çулсенче вĕренсе тухнисем. 29 регионта куçĕ курман ачасем валли КИМпа тата Брайль шрифчĕпе усă курса ултă предметпа – вырăс чĕлхи, математика, литература, биологи, истори, обществознани – ППЭ ирттереççĕ. 2010 çулта 9-мĕш класс пĕтерекенсене патшалăх аттестацийĕ урлă ирттерес апробаци малалла тăсăлать, кăçал унта 82 регион (пĕлтĕр 77 пулнă) хутшăнать.
Рособрнадзор пĕлтернĕ тăрăх, кашни регионтах ППЭ ыйтăвĕсемпе хĕрӳ линисем ĕçлеççĕ, хăш-пĕр çĕрте – çулталăк тăршшĕпех. Нумай регионсен хăйсен ятарлă сайчĕсем те пур.
Çакна та палăртса хăвармалла: РФ Вĕрентӳпе наука министерствин 2009 çулхи 57 № приказĕпе çирĕплетнĕ йĕркен 39-мĕш пункчĕпе килĕшӳллĕн, экзамен вăхăтĕнче ППЭне хутшăнакансен мобильлĕ телефонпа, ытти çыхăну хатĕрĕсемпе, электронлă-шутлав техникипе тата справочниксемпе усă курма юрамасть.
Текста малалла вулăр...
Мĕн–ши вăл телей? Çакăн пек ыйту парсан тӳрех шухăша путатăн...
Телей... Кашни çыннăн хăйне май вăл. Пĕриншĕн – юратнă ĕçĕ, теприншĕн – савни, виççĕмĕшĕшĕн укçа пурри телей. Анчах, ман шутпа, телейлĕ пулма ку çителĕксĕр. Тен, эпĕ йăнăшатăп та? Ахăртнех. Манăн ăс-тăна, тепĕр тесен, хăйĕн ĕмĕрĕнче тем те курнă çыннăннипе танлаштарсан, паллах, хамăн шухăшсемпе эпĕ мухтанаймастăп. Çапах та... эпĕ пурпĕрех хама телейлĕ тесе шутлатăп.
Чăн малтанах ман çумра юратнă атте-анне, йывăр самантра яланах пулăшма хатĕр тус-юлташ, ăнланакан тăван-пĕтен пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем пулман-тăк, ку тĕнчере питĕ йывăр пулĕччĕ.
Çапах та чи пысăк телей вăл – сывлăх пурри. Сывлăх пулсан çын ĕçлет, савăнать, юратать... Пĕр сăмахпа каласан – пурте пулать: юратнă ĕçĕ те, тус-юлташĕ те, пуянлăхĕ те..
Текста малалла вулăр...
Çу уйăхĕ Маринăшăн чи савăнăçлă та телейлĕ уйăх пулчĕ. Ăна нихăçан та манас çук вăл. Вырсарникун кăштах сивĕтрĕ. Анчах çамрăксем ăна пăхмасăрах ял çумĕнчи вăрмана ларма кайрĕç. Марина та тусĕсенчен юлмарĕ. Вăрманта питĕ илемлĕ, уçă сывлăш. Хĕрсем кăвайт чĕртмешкĕн вут-шанкă пуçтарма кайрĕç. Каччăсем ытти ĕçе пуçларĕç.
Пикесем вут-шанкă пуçтарса килсен канма ларчĕç. Хăшĕ-пĕри сĕтел хатĕрлеме тытăнчĕ. Каччăсен йышĕ пысăкланнă иккен. Вĕсен хушшинче салтак тумĕ тăхăннă çамрăк та пур. Ăна, пиччĕшĕн çывăх тусне, Марина тӳрех палласа илчĕ. «Пулма пултараймасть... Игорь!» – вĕçрĕ пуçра шухăш. Пиччĕшĕ ун патне пычĕ те: «Марина, сан патна савнă тусна илсе килтĕм», – терĕ. Марина вăтаннипе хĕрелсе кайрĕ. Игорь килне кĕрсе тухсанах Маринăна курма васканă иккен.
– Сывă-и, Марина?! – терĕ Игорь.
Текста малалла вулăр...
Вĕрентекен! Яту сан паллă,
Чун хавалу пуян та анлă.
Ĕçӳ, чăнах та, пархатарлă,
Вăл ĕмĕр пултăрччĕ мухтавлă!
Вĕрентекен çĕр çинчи чи пултаруллă, ăслă, хисеплĕ çын. Çав вăхăтрах пуринчен те ырă, чуна çывăх, кирек кама та ăнланма, темĕнле йывăр ыйтăва та татса пама пултарать вăл. Сывлăхне шеллемесĕр çамрăксене ăс парасшăн ырми-канми тăрăшать.
Вĕрентекен ĕçĕ – йывăр та пархатарлă ĕç. Вăл ачасене вулама, çырма, шутлама вĕрентет. Паллах, çак ĕç çăмăл мар. Шкул ачисене вулама-çырма кăна мар, чăн-чăн çын пулма вĕрентмелле. Учитель ĕçĕнчен кирлĕреххине пĕлместĕп эпĕ, мĕншĕн тесен пулас космонавта, çыравçа, ăсчаха та чи малтан шкулти учитель вĕрентет. Ача çитĕнсен кам пуласси те унранах килет.
Пирĕн шкулти таса чун-чĕреллĕ, хисеплĕ учительсен ячĕсене каласа пĕтерес çук.
Текста малалла вулăр...
Интернетра чăвашсем йĕркеленĕ сайтсем халь питĕ нумай. Темĕн те сӳтсе яваççĕ унта, пĕрре кĕрсен часах каялла тухма çук, вăхăт çинчен те манса каятăн... Темиçе çул каялла кăна-ха хуласенче хамăр кӳршĕ чăвашах пулнине те пĕлместĕмĕрччĕ. Халĕ Интернет пулăшнипе хăв пурăнакан хулари чăвашпа кăна мар, таçта аякра пурăнаканнипе те паллашса туслашма май пур. Ара, вăй пĕрлĕхре вĕт. Мускаври чăваш çамрăкĕсем йышлăн пĕрле пуçтарăнса дискотекăсем ирттересси те Интернет пулăшнипех лайăх аталаннă пулмалла. Мускав чăвашĕсем çырнă: «Çавăн чух çав-çав клубра чăваш дискотеки пулать. Хапăл туса кĕтетпĕр», – текен хыпарсене тăтăшах курма пулать социаллă сетьсенче. Ăмсанмалли кăна юлать мускавсене, маттурсем! Раççейĕн тĕп хулинче тăтăшах çапла мероприятисем ирттересси çăмăл мар-тăр. Ак Хусантах чăваш дискотекисем ирттересси йăлана кĕреймест.
Текста малалла вулăр...
Тутарстан халăхĕ Тăван чĕлхе кунне уявланă вăхăтра республикăри чăвашсем Чăваш чĕлхи кунне паллă тумасăр юлни хальччен пулман-ха. Кун пек уявăн йăлипе писатель-поэт палăкĕсен умĕнче чăвашсем митингсем ирттерсе тăван чĕлхепе сăвă калани Хусанта илтĕнмесен те, йăхташсен апрелĕн 27-мĕшĕнче «Ак Барс» Çамрăксен центрĕнче пĕрле пуçтарăнса анне чĕлхипе калаçма май пулчех. «Сувар» хаçат йĕркеленĕ мероприяти шăпах «Эпĕ чăвашла калаçатăп» девизпа иртрĕ.
Акă мĕншĕн Чăваш чĕлхи кунĕн уявĕ ытти çулсенчинчен тĕпрен улшăнса тăни фойеренех курăнчĕ: килекенсене юрласа кĕтекен те, чăвашлăха аталантарма агитаци тăвакан та, вĕçĕ-хĕррисĕр кĕнеке куравĕ те пулмарĕ хальхинче. Пирĕн тĕллев – хусансене пĕлĕш-тăвансемпе, йăхташсемпе пĕр вăтанмасăр, чун каниччен чăвашла калаçтарассиччĕ. Ку кăна та мар, хăв чăваш пулнине ĕнентерсе «Эпĕ чăвашла калаçатăп» наклейкăна кăкăр çине çакмаллаччĕ, «Сувар» хаçата çитес çур çула çырăнакансен тăван чĕлхепе калаçма йыхăракан апельсина тутанмаллаччĕ.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
1,
2,
3,
4,
5,
[6],
7,
8,
9,
10,
11, ...
17.