Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Çемье

ЯЛТАН КАЯС ШУХĂШ ПУЛМАН

Эпĕ Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнчен вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн тухса кайнă, çавăнпа маншăн чăваш çыннисене тĕл пулса тăван чĕлхепе калаçнинчен хакли çук. Хамăр ял çыннине курсан пушшех те чун çĕкленет. Пĕррехинче ирхине телефон шăнкăртатсан трубкăра ентешĕн, Николай Иванович Никитинăн сассине илтех кайрăм. Тӳрех ял хыпарĕсене ыйтас шухăш çуралчĕ, анчах вăл, Ешĕлварти «Волга» санатори-профилакто рине канма килнĕскер, хăй патне пыма чĕнчĕ.
Николай Ивановича нумай кĕттермерĕм, тепĕр сехетренех ун патне çитрĕм. Вăл санаторие мăшăрĕпе Клавди аппапа килнĕ иккен. Сăмах та çук, маншăн ку пысăк савăнăç, тăван ял çыннисемпе курнăçни кăмăла çĕклентерчĕ. Нумай вăхăт калаçса лартăмăр эпир çав кун.
Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче пурăнакан Николай Ивановичпа Клавдия Ильинична – ĕç ветеранĕсем, çак хисеплĕ ята вĕсем мĕн çамрăкран тĕрлĕ ĕçре вăй хурса тивĕçнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Николай МАТРОСОВ.
Ешĕлвар хули.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК

1905 çулта çуралнă манăн мăн асанне Ольга Ивановна Данилова. Ачалăхĕ те, пурнăçĕ те çăмăл пулман унăн. 1921 çулхи выçлăха чăтса ирттернĕ. Малаллахи шăпине те ăмсанмалли питех çук – пурнăç ăна пĕрин хыççăн тепĕр хуйхă ярса тĕрĕсленĕ.
1930 çулсем. Çĕршывра репресси. Çак вăхăтра Ольга Ивановна Василий Маланчевпа пĕрлешнĕ пулнă ĕнтĕ. Шел те, репресси нуши вĕсенчен те пăрăнса иртмен. Выльăх-чĕрлĕхне, килти мĕнпур хатĕрне туртса илнĕ, хăйсене ачи-пăчипе пĕрле Челябинск облаçне ăсатнă. Ĕçĕ хĕрарăмсемшĕн кăна мар, арçынсемшĕн те чăтма çук йывăр пулнă унта. Малтан ачисем выçăпа вилнĕ. Репрессие ăсатнă чух мăн асанне икĕ йĕкĕреш ачипе йывăрлă пулнă, сивĕ баракра çуратнă вăл пепкисене. Паллă ĕнтĕ, пурăнайман пĕчĕкскерсем, вилнĕ. Кăшт вăхăт иртсен мăшăрĕ те çут тĕнчепе сывпуллашнă.
Çемьесĕр юлнăскер, мĕнле-тĕр майпа конвойран хăтăлса тăван яла килме тухать.

Текста малалла вулăр...

ПĔРРЕМĔШ ХУТ

Ача пĕрремĕш хут шкула кайнине психологсем революципе танлаштараççĕ. Мĕншĕн тесен уншăн йăлтах улшăнать: хăнăхнă йĕрке, тавралăх, кун режимĕ, хăйне тыткаласси. Чи пĕлтерĕшли – яваплăх, тимлĕх ыйтакан çĕнĕ тивĕç тупăнни. Ачана шкула мĕнле тĕрĕс хатĕрлемелле, вăл шкула юраттăр, хаваспах вĕрентĕр тесен ашшĕ-амăшĕн мĕн тумалла?
Пĕрремĕш класс ачи шкула хăвăрт хăнăхтăр тесен ашшĕ-амăшĕн шкул çинчен нумайрах каласа памалла, вĕренӳ çулĕ çитиччен ачапа пĕрле вăл çӳремелли шкулта час-часах пулма тăрăшмалла. Енчен те шкула кĕме май пулчĕ-тĕк, ачана парта хушшине лартса пăхмалла, кунта салтăнмалли пӳлĕм, столовăй, акт залĕ, библиотека, тухтăр пӳлĕмĕ пурри пирки каласа памалла. Çапла шкулта вĕренесси интереслĕ те усăллă пулнине ача майĕпен хăех ăнланса пырать.
Çак вăхăтра шкул çинчен япăх калама тăрăшмалла мар.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.
Сăнӳкерчĕк www.izhlife.ru сайтран.

КĔТМЕН ХĂНАСЕМ

Çуллахи вăхăтра ытларах ача-пăчапа канма кайма тăрăшать ашшĕ-амăшĕ. Шăп çак вăхăтра пĕчĕкскерсем кануран (ялтан кăна мар) хăйсемпе пĕрле кĕтмен хăнасене – пыйтăсене çаклатса килеççĕ те. Калас пулать, ку кăпшанкă хĕр ачапа кăна мар, арçын ачапа та «туслашма» тиркемест. Çавăнпа та кануран таврăнсан хăвăрăн ачăрсене сăнама ан манăр. Пуçне час-час хыçать-тĕк, тимлĕнрех çӳçне пăхăр. Чăн та, пыйта вĕтĕ турапа тураса пăхмасăр асăрхама çук, шăрка вара тӳрех куç тĕлне пулать.
Кĕтмен хăнасене асăрхасан мĕн тумалла-ха? Ку енĕпе асатте-асаннесен опычĕ питĕ аван пулăшать, çавах та аптекăсенчен туяннă ятарлă препаратсем шанчăклăрах. Вĕсене рецептсăрах сутаççĕ. Шăркана вара вĕтĕ турапа турамасăр пĕтерме çук, мĕншĕн тесен çӳç пĕрчи çумне питĕ хытă çыпăçса лараççĕ.
Сăмах май, кĕтмен хăнасене хирĕç профилактика тума та ан манăр.

Текста малалла вулăр...

САВĂНĂÇРА ТА, ХУЙХĂРА ТА ПĔРЛЕ

Елизаветăпа Николай Артамоновсем çур ĕмĕр ытла чунтан-вартан килĕштерсе пурăнаççĕ. Николай нумай ачаллă çемьере çуралнă, ачалăхĕ вăл вăхăтри ытти ачасеннинчен питех уйрăлса тăман, пĕчĕккĕллех çухату та тӳснĕ. Вĕсен ашшĕ вăрçăран таврăнайман, Мускав çывăхĕнчи çапăçусенчен пĕринче пуç хунă. Тарпа тусан тутине те ачаранах пĕлсе çитнĕ вăл. Тылри хĕн-терт хĕрарăмсем, ватă çынсемпе ачасем çине тиеннĕ-çке.
Çавăнпа Николай Михайловичшăн «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль чи хаклă награда. Вăрçă хыççăн çул çитмен нумай ачана заводсене тата фабрикăсене вĕренме янă. Николай та акă Прокопьевск хулине лекет. Кайран Лайăшри механизаци шкулĕнче вĕренет, Белоруссире танк çарĕнче хĕсметре тăрать.
Çирĕп те маттур каччă Элметрен тин çеç вĕренсе таврăннă Кивĕ Ӳсел хĕрне Елизаветăна курнă та ĕмĕрлĕхех юратса пăрахнă.

Текста малалла вулăр...
■ Виктор ЮМАРТОВ.
Азнакай районĕ,
Актюба.

ВĔСЕН ЮРАТĂВĔ СӲНМЕСТ

Республикăра çемье институтне çирĕплетес тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Уйрăмах ЗАГС ĕçченĕсем ку ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Паллах, Çемье кунĕсем умĕн çеç мар, çулталăкĕпех. Юлашки çулсенче юбилярсене, нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене чысласси йăлана кĕчĕ. 25, 50, 60 çул пурăнаççĕ-и вĕсем – пĕлтерĕшлех мар, пурне те ĕмĕр асăнмалăх уяв туса параççĕ. Хуласенче кăна мар, ялсенче те чаплă праçнике çаврăнать çав кун. Тĕслĕхрен, Пăва районне кĕрекен Элшел ялĕнче пурăнакан Розăпа Виталий Сорокинсен те пĕрлешнĕренпе 50 çул тулчĕ. Çулла çитсен паллă тума палăртнă ылтăн туйра вырăнти ЗАГС уйрăмĕн ĕçченĕсем вĕсене те тивĕçлĕ тимлĕх уйăрасса иккĕленместпĕр.
Хусан хулинчи Киров районĕн ЗАГС ĕçченĕсем вара Çĕнтерӳ уявĕ умĕн, май уйăхĕн 7-мĕшĕнче çакăн пек ултă мăшăра чысланă. Вĕсенчен хăш-пĕрин, тĕслĕхрен, Рузалинăпа Варис Сулеймановсемпе Надеждăпа Павел Носовсен ылтăн туй пулнă.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

«ПУÇТАР ТЕТТӲСЕНЕ!»

«Ăçта килчĕ унта теттӳсене пăрахса ан тултар!» – час-часах илтетпĕр ашшĕ-амăшĕ ачине вăрçнине. Ача-пăча психологĕсем пĕлтернĕ тăрăх, килте теттесене пăрахни йĕркеллĕ пулăм. Çапла туса ача тĕнчепе паллашать. Анчах пĕчĕкскерсем тирпей мĕн иккенне пĕлмеççĕ тени вара пĕрре те тĕрĕс мар. 2-4 çулти ачасем те «илем кӳртме» пĕлеççĕ, паллах, хăйне майлă. Тĕслĕхрен, иккĕри ачана сăнас пулсан, вăл япаласене хăйне килĕшнĕ пек лартма тăрăшнине асăрхатăн. Çапла майпа вăл амăшĕ пек е асламăшĕ-кукамăшĕ пек пулма тăрăшать. Хăй пĕлнĕ пек япаласене хурса тухать. Кун пек чух ачана вăрçма та, унăн ĕçне хурлама та юрамасть, мухтамалла çеç. Енчен те вăл пĕр-пĕр ĕç туса пулăшасшăн-тăк, ирĕк парăр. Капла вăл ĕçе хăнăхать. Психологсен шучĕпе ачана тирпее вĕрентнĕ чух çаксене асра тытмалла:
Пӳлĕме пĕр вăхăтра тирпейлеме хăнăхмалла.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

ЙĂПАНУ ÇИМĔÇĔ

«Йӳçĕ, йӳçĕ!» – çине-çинех кăшкăрчĕ туй халăхĕ. Çамрăк мăшăра хĕве хупас умĕн: «Иккĕн выртса виççĕн тăрăр», – тесе пиллерĕç. Тем пек ача-пăчаллă пулма ĕмĕтленчĕç Изольдăпа Радик. Анчах пĕр çул, иккĕ, виççĕ, çирĕм çул та иртрĕ, ача сасси çавах илтĕнмерĕ вĕсен килĕнче.
Больницăсем тăрăх та çӳрерĕç, аптранă енне карчăк патне те кайса пăхрĕç – усси пулмарĕ. Ача çуккишĕн Радик айăплă-мĕн, çапла пĕлтерчĕç больницăра. Радик вара ĕненмерĕ: «Тĕрĕс мар ку, манăн айккинче ача пуррине çынсем пĕлеççĕ», – текелесе хăйне йăпатрĕ. Изольдăна вара юлташĕсем, тăванĕсем шеллетчĕç. Хăшĕсем тата: «Мĕнле çапла ачасăр юлатăн-и, айккинелле кайса кил», – текелеме те именмерĕç. «Çумра мăшăр пур çинче урăх арçын çинчен мĕнле калаçмалла? Вăл вĕт чĕрĕ çын, унăн та чĕри пур», – тетчĕ çеç Изольда.
Этем этеме хĕрхенмест çав, ыттисенчен мĕнпе те пулсан уйрăлса тăрать-тĕк, унăн ахаль те ыратакан суранĕ çине тăвар сапма ӳркенмест.

Текста малалла вулăр...
■ Анна НИКОНОРОВА.
Пăва районĕ,
Таккавар ялĕ.

МĔН ПАРНЕЛЕМ-ШИ?

Мартăн 8-мĕшĕ умĕн арçынсем аптрасах çитеççĕ – юратнă çынсене мĕн парнелемелле? Вĕсем хĕрарăмсем пек кунĕпе лавккасем тăрăх çӳреме хăнăхман-çке. Çак тĕллевпе эпир паян арçынсене пулăшма шутларăмăр.
Арăм е савни валли парне туяниччен малтан аса илĕр: вăл мĕн пуринчен ытла юратать, мĕн çинчен ĕмĕтленет, мĕн килĕштерет? Калăпăр, юратнă çыннăр тахçанах канма каясси пирки калаçать. Эппин, ăна унта кайма лайăх сумка е шыва кĕмелли тум, е хĕвелтен сыхлакан куçлăх кирлĕ. Енчен те вăл питĕ пĕçерме юратать-тĕк, тутлă апат-çимĕç рецепчĕсен кĕнеки парнелени шăпах вырăнлă пулать. Савнийĕр е арăмăр бизнесмен пулсан, ăна хитре сăран портфель, чернилпа çыракан лайăх ручка парнелеме тăрăшăр. Çапах та нимĕн те туянма ĕлкĕреймерĕр-тĕк, укçа парсан та юрать, купюрăсене чечек, çемçе тетте ăшне хума е хăйсенчен чечек ăсталаса хума тăрăшăр.

Текста малалла вулăр...

АТТЕ-АННЕ ТЕЛЕЙĔ

Чăваш Енри Комсомольски районĕнчи Йăвашкел ялĕнче пурăнакан Кольцовсен пысăк çемйин кĕрекене пĕрле пуçтарăнмалли сăлтавĕсем çине-çинех. Нумай пулмасть кăна вĕсем ашшĕпе амăшĕ пĕрлешнĕренпе 60 çул çитнине, кĕçĕн хĕрĕн Иринăн 50 çулхи юбилейне паллă турĕç. Халĕ акă каллех уяв – амăшĕ Анастасия Тарасовна мартăн 2-мĕшĕнче 85 çул тултарчĕ. Турă пулăшсан, çулла ку çемье каллех кĕрекене ларĕ-ха, ун чух ашшĕн Петр Алексеевичăн 80 çулхи юбилейне паллă тăвĕ.
Анастасия Тарасовнăпа Петр Алексеевич пурнăçра йывăрлăхне сахал мар тӳснĕ пулин те вĕсене телейсĕр теме çук. Иккĕшĕ пĕр-пĕрин тĕревĕ пулса 60 çул ытла пурăнаççĕ-çке, ку вара хăех Турă пилленĕ телей мар-и? 4 ачи тахçанах ӳссе çитĕннĕ ĕнтĕ вĕсен, пурте ура çинче çирĕп тăраççĕ, куç тулли пăхса савăнмалăх 11 мăнукĕпе 6 кĕçĕн мăнукĕ те пур. Ватлăхра хăйсене пăхма тесе ывăл çуратса ӳстерни те ахаль пулман, халĕ тĕп килте Василий ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

ШӲТЛЕСЕ ПĔРЛЕШНĔ

«Хĕр суйлама фермăна кайрăм», – тесе шӳтлет манăн кĕçĕн йăмăкăн Зойăн упăшки Володя. Зоя Федорова (хĕр чухнехи хушамачĕ Атряскина) Аксу районĕнчи Кивĕ Аксу ялĕнче çуралса ӳснĕ, 1959 çулта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн икĕ çула яхăн фермăра доярка пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтра кӳршĕллĕ Кӳшӳ ял каччи Володя фермăна хĕр шырама килнĕ. Кĕрӳ хăй çак ăнсăрта çапла аса илет:
– Ку вăл шӳтле çеç пулса тухрĕ темелле. Эпĕ ун чухне авланасси çинчен шутласах та кайманччĕ пуль. Пĕррехинче хамăр ял ачисем мана Аксу ферминче дояркăсем ĕçлеççĕ терĕç. Эпир, ик-виç çамрăк, лаша кӳлсе фермăна çул тытрăмăр. Çитрĕмĕр те хĕрсем витресемпе иртсе кайнине интересленсех айккинчен пăхса тăратпăр. Юлташсем мана пĕр хĕре кăтартрĕç. «Çук, ку кăмăла каймасть мана, ытла та черчен», – тетĕп. Çав вăхăтра тепĕр хĕр курăнса кайрĕ. Вăл та мана килĕшмерĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Наталья ЗОТЕЕВА.
Анат Кама хули.

ВĔСЕН САЛТАКРА ПУЛМАННИСЕМ ÇУК

Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ялĕнче пурăнакан Нухратовсен çемйишĕн февралĕн 23-мĕшĕ нихăçан та ахаль кун пек кăна иртмен, иртмест те. Сăлтавне те ăнланмалла: ку çемьере салтакра пулман арçын çук. Аслашшĕпе Дмитрий Гавриловичпа кукашшĕ Николай Афанасьевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă, çемье пуçĕ Николай Дмитриевич (йывăр тăпри çăмăл пултăр – Авт.) виçĕ çул хĕсметре пулнă, ывăлĕсем Дмитрий, Петя, Вова тата Гена Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă, мăнукĕ Женя та салтакра пулма ĕлкĕрнĕ, черетре тепĕр мăнукĕ – Игорь, вăл та çитес çулсенче салтак пăттине тутанса пăхĕ. Ăна салтакран укçа тӳлесе хăварасси пирки ашшĕ-амăшĕ çăвар та уçмасть. «Çемьере пирĕн çын хыçĕнче пытанса юлас йăла çук», – тет татăклăн ашшĕ, Афган вăрçин ветеранĕ Петр.
Ашшĕне, мăшăрне, тăватă ывăлĕпе мăнукне салтака ăсатнă Сăмани аппан салтак юррине хăнăхмалла пек те, çук çав, кашнинче чĕри шар çурăлса ыратать, куçран вĕри куççуль пĕр чарăнми юхать.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Çемье архивĕнчи сăнӳкерчĕкре: Сăмани аппа çичĕ ачипе.

«АННЕСЕН УКÇИПЕ» ХĂÇАН УСĂ КУРМА ЮРАТЬ?

Амăш капиталне инфляцие кура çулсерен ӳстереççĕ. Кăçал январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăл «Бюджет çинчен» законпа килĕшӳллĕн, 365689 тенкĕпе танлашрĕ (2010 çулта 343379 тенкĕ). Амăш капиталĕн пĕр пайĕпе усă курма ĕлкĕрнисен те юлнă тепĕр пайне инфляцие кура ӳстерсе пыраççĕ.
Патшалăх «аннесен укçипе» сывпуллашма васкамасан та 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен, 2010 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче йышăннă 440-мĕш номерлĕ федераллă законпа килĕшӳллĕн, амăш капиталне килĕшĕве хăçан алă пуснине пăхмасăр çурт-йĕр туянма илнĕ кредитшăн е займшăн (çав шутра ипотекăшăн та) тӳлеме юрать тесе йышăнчĕ. Раççей Пенси фончĕ те амăш капиталĕн укçипе ача виççĕ тултарасса кĕтмесĕрех çурт-йĕр кредитне тӳлеме юрать тесе çирĕплетет. Аса илтеретпĕр, 2009-2010 çулсенче ача виççĕ тултармасăр ку укçапа усă курма юраман.
Иккĕмĕш тата ытларах ачашăн паракан амăш капиталĕпе 2009-2010 çулсенче çурт-йĕр туянма илнĕ кредитшăн тӳлеме ирĕк панă.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

ЮБИЛЕЙПЕ, ВĔРЕНТЕКЕН!

М.М.Костина (хĕр чухнехи хушамачĕ Горбатова) – ялти ятлă учитель, шкулта 37 çул ачасене пĕлӳ панă. Аксу районĕнчи Кивĕ Аксу ялĕнче çуралнăскер, вăл ашшĕн, Михаил Викторович Горбатовăн, ĕçне малалла тăснă. Ашшĕ вăрçăччен шкулта учитель тата директор пулса ĕçленĕ. 1930 çулсенче колхозсем тунă çĕре хастар хутшăннă. Вăрçă пуçлансан малтанхи кунсенчех хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Вĕреннĕ çынсене вăл вăхăтра тылра хăварма та пултарнă, анчах Михаил Викторович кунпа килĕшмен. Шел, каялла таврăнма пӳрмен ăна шăпа.
1941 çулта Мария Михайловнăн амăшĕ те йывăр чирпе чирленĕ хыççăн сывалайман. Çапла виçĕ ача хăр тăлăха тăрса юлнă. Асли Марье 16 çулта, иккĕмĕшĕ Митя – 11-те, кĕçĕнни Роза 8 çулта. Аслашшĕпе тăван мар асламăшĕ вĕсене пăхса ӳстернĕ. Марьен ытларах хăйĕнчен пĕчĕкрех шăллĕпе йăмăкне пăхма тӳр килнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Наталья ЗОТЕЕВА.
Анат Кама хули.

ÇИЕС КИЛМЕСТ!

Нумай чухне ачана çитересси чăн-чăн проблемăна çаврăнать. Енчен те маларах çиме чĕнсен ача итлесе сĕтел хушшине кĕрсе ларнă пулсан, халĕ час-часах унран «çиес килмест» е «кăшт каярах» сăмахсене илтме пуçлатăн. Мĕн тумалла?
Кун пек чухне ытлашши кулянса ӳкмелле мар, ачана вăйпа çитерме ан тăрăшăр. «Ку кашăка аннӳшĕн, кăна аçушăн…» – тесе çитерме пăхаççĕ ытларахăшĕ. Анчах çакă ăнланмалла мар лару-тăрăва лартать. Унăн мĕншĕн камшăн-тăр çимеллине ача ăнланмасть. Çавăнпа ку меслет вăхăтлăха çеç ĕçлет.
Паллах, кашни ашшĕ-амăшĕ хăй ачине усăллă çимĕçсемпе сăйлама тăрăшать. Хăш-чухне виçине пĕлмесĕр, ку вара ачара хирĕçӳ çуратать. Апат порцийĕ ача çулне кура пулмалла. Кашни кун мĕн те пулин урăххине пĕçерме тăрăшмалла. Апата тутлă пĕçернисĕр пуçне турилкке çине те илемлĕн вырнаçтармалла.

Текста малалла вулăр...

АМĂШĔН ЮРАТĂВĔ

Виçи пур-и унăн е çук? Паллах, кашни анне хăй ачине чикĕсĕр юратать, çавна пулах вăл ăна мĕн кирлине, уншăн мĕн усăллă пулнине йăлт пĕлетĕп тесе шутлать. Анчах хăш-пĕр чухне амăшĕн юратăвĕ ытлашши, тĕрĕсрех каласан, хăйшĕн кăна юратни пулса тухать. Çакăн пек аннесем ӳссе çитĕннĕ ачисене те хăйсем тĕллĕн пурăнма чăрмантараççĕ, кашни утăмне тĕрĕслеççĕ, урăхла сăмахсемпе, сывлама та памаççĕ.
Темăна анлăрах çутатас тĕллевпе пурнăçри пĕр тĕслĕхе илсе кăтартатăп. Кун пирки мана 14 çулти арçын ачан кукамăшĕ каласа пачĕ.
«Манăн хĕрĕм 25 çулта чухне упăшкипе уйрăлчĕ, ют арçын ман ачана юратмĕ тесе урăх качча та каймарĕ. Пĕтĕм пурнăçне ывăлне халалларĕ, ĕçĕнчен те тухрĕ. Аслашшĕн хваттерне тара панă укçапа пурăнать халĕ.
Пĕррехинче мăнукăм ман пата çав тери кулянса килчĕ.

Текста малалла вулăр...

СИПЛЕНМЕСĔР 100 ÇУЛ

Кăçалхи Пукрав праçникĕнче Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ялĕн чи ватă çыннисенчен пĕри Пелагея Тимофеевна Нухратова 100 çул тултарчĕ. Ĕмĕр урлă каçакан Пăлаки кинеми 100 çул 100 кун кăна маррине пуринчен лайăхрах пĕлет. Çак вăхăтра хура-шурра сахал мар курнă чăваш хĕрарăмĕ: колхозсем йĕркеленнĕ çулсем, вăрçă кунĕсем, ун хыççăнхи йывăр вăхăт...
Анат Кăтратара çуралса ӳснĕскер, вăл тăван ялĕнчех ĕмĕр ĕмĕрленĕ, 1930 çулта Дмитрий Гаврилович Нухратова качча тухнă. Сăмах май, Нухратовсем колхоза кĕнĕ пирвайхи çичĕ çемьерен пĕри пулнă. Упăшки хуçалăхра учетчикра тăрăшнă, Пăлаки те ялти ытти хĕрарăмсемпе пĕрле уй-хир ĕçĕнчен юлман. Пелагея Тимофеевна мăшăрĕпе пурăннă çулсене халĕ те ăшшăн аса илет, ырă та лайăх çын пулнă çав унăн мăшăрĕ.
Кĕçех çемье те хушăнма тытăннă Нухратовсен: Анна, Вера, Иван, Николай пĕрин хыççăн тепри ашшĕ-амăшне савăнтарса çут тĕнчене килнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Наталья НУХРАТОВА.
Чистай районĕ,
Анат Кăтрата ялĕ.

АЛКОГОЛЬ ТАТА АЧА

Ывăл е хĕр киле вилĕ ӳсĕр килнине нумай атте-анне трагеди пек йышăнать. Паллах, çул çитмен ача çапла ĕçсе лартни йĕркеллĕ пулăм мар, анчах кун пек чух аслисем вĕсене тӳрех «ăс кĕртме» тытăнни те тĕрĕс мар. Ашшĕ-амăшĕ кун пек хăтланни ачине тĕпсĕр çырмана тĕртсе янипе танах тесе ĕнентереççĕ специалистсем. Вĕсен шучĕпе вăрçиччен ачапа чуна уçса калаçмалла, алла черкке тытма мĕн хистенин сăлтавне тупмалла.
Арçын ачапа хĕр ача эрех ĕçнин сăлтавĕсем вара тĕпрен уйрăлса тăраççĕ-мĕн.
Хĕр ача ӳсĕрĕличчен ĕçнин сăлтавĕн 90 проценчĕ – телейсĕр юрату. Ашшĕ-амăшĕшĕн катастрофа ача ӳсĕрĕлни пулсан, хĕр ачашăн хăйшĕн – савни пăрахни. Çак «хуйха» вăл кинори пек эрех ĕçсе, пирус туртса пусарма тăрăшать. Кун пек чух ашшĕ-амăшĕн мĕн тумалла? Чуна уçса калаçмалла. Паллах, алкоголь çинчен мар, хĕрĕн пурнăçĕ, йывăрлăхран мĕнле тухмалли çинчен калаçмалла.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

ЧĂВАШ ХĔРАРĂМĔН ИДЕАЛĔ

Элкел районĕнчи Выселки поселокĕнче пурăнакан Александра Сергеевна Казанкован, ялти пек каласан Люккан аппан, пурнăçĕпе юратăвĕ Элкел тăрăхĕнче тахçанах хитре легендăна çаврăннă. 98 çулти чăваш хĕрарăмĕ хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, типтерлĕхĕпе тĕлĕнтерме пăрахмасть, тĕслĕхрен, вăл халĕ те вăрмана урапа туртса кайма ӳркенмест. Паллах, çитмен пурнăçран мар, ахаль ларма вĕренменрен.
«Ниепле те вилейместĕп вĕт», – йăл кулать çеç 100 çула сывлăхпа çывхаракан кинемей. Сăмах май, Люккан аппан ялĕ хăйĕнчен кăшт кăна аслăрах. Поселока йĕркелесе яракансенчен пĕри унăн ашшĕ Сергей Казанков та пулнă. Çывăхри вара шăпах ун ячĕпе Сергей варĕ тесе калать кунти халăх. Ытармалла мар хитре поселокăн çыннисем хăйсем те ĕмĕртен тарават пулнă. «Пирĕн ялта нихăçан та алăка питĕрсе курман. Ял витĕр пасара каякан, пасартан килекен çынсене ялан апат çитерсе яратчĕç», – аса илет иртнине вĕрентӳ ветеранĕ Дмитрий Дмитриевич Ярославлев.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ÇЕМЬЕ, ЮРАТУ тата ШАНЧĂКЛĂХ КУНĔ

Ĕнер, июлĕн 8-мĕшĕнче Раççей чи хитре уявсенчен пĕрне – Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă турĕ. Çемьене упракан çветтуйсене Петрпа Феврония Муромски кнеçсене халалланă праçник виçĕ çул каялла çĕнĕрен чĕрĕлчĕ кăна мар, ăна Раççейри тĕрлĕ тĕн халăхĕ хапăлласах йышăнчĕ. Уявăн хăйĕн символĕ те пур – салтак тӳми чечекĕ. Уява йĕркелекен комитета РФ Президенчĕн мăшăрĕ Светлана Медведева ертсе пырать.
Тутарстанри çемье, юрату тата шанчăклăх лару-тăрăвĕпе журналистсене ТР Министрсен Кабинечĕн ЗАГС Управленийĕн пуçлăхĕ Эльмира Зарипова, Хусанти чиркӳсен благочиннăйĕ, протоиерейĕ Алексей аттепе Кул Шариф мечĕтĕн имам-хатибĕ Рамиль хазрат паллаштарчĕç.
ПЕТРПА ФЕВРОНИЙĂН ЮРАТĂВĔ
Православи календарĕ тăрăх, июлĕн 8-мĕшĕ юратăвĕпе шанчăклăхĕ легендăна çаврăннă çветтуйсен, Петрпа Феврония Муромски кнеçсен уявĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4.
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08