ПАЙЛАМА ИРĔК ÇУК
Ывăлăм ачаранах инвалид. Унăн пенсине алла илместпĕр, кĕнеке çине хурса пыратпăр. Енчен те мăшăрпа уйрăлас пулсан çак укçана та пайлама тивĕ-и?
Марина.
Анат Кама районĕ.
РФ Çемье кодексĕн 60-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе килĕшӳллĕн, ашшĕ-амăшĕн пурлăхĕ – ачан, çавăн пекех ачан пурлăхĕ ашшĕ-амăшĕн харпăрлăхĕ шутланмасть, çавăнпа вĕсем пĕрле пурăнсан та пĕр-пĕрин ирĕкĕсĕр çак харпăрлăхпа усă кураймаççĕ. Пенси укçи ачан уйрăм (лицевой) счечĕ çинче-тĕк, ку пурлăх унăн кăна шутланать. Çавăнпа та ашшĕпе амăшĕн уйрăлас пулсан çак укçана пайлама ирĕк çук.
АТĂ-ПУШМАК ДЕЗИНФЕКЦИЙĔ
* Нумайранпа тăхăнман атă-пушмака çемçетес тесен ăна тип çупа сĕрĕр те икĕ сехет тытăр, унтан тасатăр.
* Çутă тĕслĕ атă-пушмак варалансан ăна ăшă сĕтпе тасатăр.
* Нумай тăхăннă пушмака апельсин цедрипе сĕрсен вăл çĕнĕ пекех пулать.
* Хăмăр замшăран çĕленĕ пушмак тĕсне çухатрĕ-тĕк, ăна кофе çăрипе (гуща) сăтăрăр, типсен щеткăпа тасатăр.
*Атă-пушмак вăчăри вараланнипе хăпармасть е анмасть-тĕк, ăна кивĕ шăл щеткипе тасатса вазелинпа сĕрĕр.
Хĕрĕм çуралнă кунпа лавккара туяннă ылтăн хĕрес парнелерĕ. Эпĕ ăна чиркӳре çветить тутарасшăн. Анчах пĕлĕш кун пек хĕресе чиркӳре йышăнмаççĕ терĕ, мĕншĕн тесен унта «Спаси и сохрани» тесе çырни çук-мĕн. Çакă тĕрĕс-и?
Антонина.
Пăва районĕ.
Хĕрес çине нимĕн те çырман, анчах Христоса пăталани пур-тăк, ăна кирек хăш чиркӳре те çветить тума юрать. Енчен те хĕрес çинче нимĕн те çук пулсан, кун пеккине православи чиркĕвĕ çветить тумасть, мĕншĕн тесен вăл католиксен хĕресĕ шутланать.
Вăхăтран вăхăта пӳртре пĕчĕк лĕпĕш вĕçме тытăнсан кил хуçи арăмĕсем хăраса ӳкеççĕ – кĕве ернĕ. Тĕрĕссипе, вĕçсе çӳрекен лĕпĕш мар, унăн личинкисем сиен кӳреççĕ. Лĕпĕш вĕçни вара çивĕч сигнала пĕлтерет, апла-тăк шкапри япаласене силлемелле, типĕтмелле, атă-пушмака тĕрĕслемелле.
Мĕнле япалана килĕштерет-ха çак кăпшанкă? Чи малтан таса мар тумтире, тар шăршине. Личинкăсем çак вырăна «химчистка» тума тытăнаççĕ те. Çавăнпа та:
1. Çуса утюгпа якатнă япаласене кăна шкапа хумалла.
2. Кофтăсене, ăшă кĕпесене полиэтилен ăшне чикмелле е хулăн хутпа чĕркемелле. Сăмах та çук, личинкăсемшĕн полиэтилен та чăрмав мар, çапах та лĕпĕш ун ăшне кĕрсе çăмарта тăваймасть. Тумтире вăрах упрас тетĕр-тĕк, вĕсене лайăх хупăнакан ещĕксемпе чăматансене хума тăрăшăр.
3.
Текста малалла вулăр...
ПĔРРЕМĔШ «ТРАНСПОРТ»
Пепке валли коляска суйланă чух мĕн çине тимлĕх уйăрмалла?
Пĕрремĕшĕнчен, коляскăна ятарлă лавккасенче кăна туянмалла. Мĕншĕн тесен паллă маркăсен моделĕсем яланах пахалăхлă. Иккĕмĕшĕнчен, коляскăн пусма-таварĕ лайăх çăвăнмалла, çил, çумăр ямалла мар, çав вăхăтрах сывлатăр та. Коляска çирĕп пулмалла, унăн тормозĕ лайăх ĕçлемелле.
ПЫЛАК ÇИМĔÇ СИРĔН ВАЛЛИ МАР
Ачан аллерги ан пултăр тесен ача амăшĕн мĕн-мĕн çиме юрамасть?
Кăкăр çитернĕ чух амăшĕн рационĕнче техĕмлĕ япаласем, шоколад, арахис мăйăрĕ, консервăсем, апат сăрри (пищевые красители), ароматизатор хушнă кондитер изделийĕсем, çĕр çырли, кишĕр, цитрус çимĕçĕсем, помидор пулмалла мар.
БАЛКОН ÇИНЧЕ КĂНА УÇĂЛНИ ÇИТЕЛĔКСĔР
Çамрăк ашшĕ-амăшĕсенчен хăшĕ-пĕри кăкăр ачине балкон çинче уçăлтарма тăрăшать.
Текста малалла вулăр...
Çĕнĕ Шешкелĕнчи (Лениногорск районĕ) Мадияновсенни пек çемьесем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ паянхи ял. Вĕсем хăйсем çуралса ӳснĕ Çĕнĕ Шешкелтен пăрахса телей шырама юта кайман. Шкул пĕтерсенех колхоза пулăшма тесе юлнă та ялтах тĕпленнĕ. Татьяна Владимировна та, Евгений Петрович та хуçалăхăн тăрăшуллă ĕçченĕсем. Кил хуçи пĕр ĕçрен те ӳркенменскер, вăхăтĕнче тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă, халĕ тырă склачĕн хуралçинче вăй хурать, мăшăрĕ Татьяна вара 20 çул ĕнтĕ доярка.
– Эпир хамăр ĕмĕрте отпуск мĕн иккенне пĕлместпĕр, мĕншĕн тесен канса курман. Чирлесен çеç больничнăй илкеленĕ,– теççĕ вĕсем.
Мадияновсем нихăçан та ахаль лармаççĕ, тĕрĕссипе, ялта алă усма вăхăчĕ те çукрах. Тепĕр чух талăкне икĕ-виçĕ сехетрен ытла çывăрса кураймаççĕ вĕсем.
– Ирхине виçĕ сехет иртсенех тăратпăр эпир.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
1,
2,
3,
[4].