ЭХ, ЯЛ АЧИСЕМ!
1993 çул, кĕркунне çывхарать. Эпĕ, 10 класс пĕтернĕскер, ĕне кĕтĕвĕ кĕтетĕп. Пăвари медучилищĕре вĕреннĕ тетен плеер евĕр пĕчĕк магнитофон пурччĕ, ăна хампа илнĕ. Пĕр аудиокассета кĕсьере. Ăна пĕр кун маларах яла Ульяновскран пурăнма куçса килнĕ хамăр касри Сергейрен итлеме илнĕ. Сергей, пирĕнпе танлаштарсан, салтакран таврăннă, çитĕннĕ çын, тĕрлĕрен рок-ушкăнсене итлет. Эпир те «Ласковый май» юррисемпе ӳснĕ ĕнтĕ, Цоя аса илсе ун юррисене çавăрттаратпăр. Мĕнле каламалла, велосипедсем çинчен мотоцикл çине куçнă ĕнтĕ, чун лăпкă кĕвĕпе çеç çырлахмасть. Çуралнă кунсене пирĕн кас ачисем пĕрле паллă тăватчĕç ун чух, яланхи пек кăвар çинче какай ăшалатпăр, магнитофон кĕрлет. Камăн-тăр менелникĕнче шашлык çинĕ вăхăтра Сергей магнитофона хăй илсе килнĕ кассетăпа авăрларĕ те хускатрĕ.
Текста малалла вулăр...
·Арçын пурнăçĕнче вăл хĕрарăма пачах ăнланман икĕ тапхăр пур: туйччен тата туй хыççăн.
·Асăрхануллă пул. Енчен те хĕрарăм санпа юратмасăр пĕрлешет пулсан, вăл сана çакăншăн тӳлеттерет. Енчен те вăл санпа юратса пĕрлешет пулсан, вăл сана тата хаклăрах тӳлеттерет.
·Хĕрарăмăн пĕчĕк çитменлĕхне каçарман арçынсем нихăçан та вĕсен лайăх енĕсемпе киленсе кураймĕç.
·Каччă суйласа илнĕ хĕр тăрăх арçын хăй хакне пĕлнипе пĕлменнине палăртма пулать.
·Нумай хĕрарăмпа пулнă арçынна ыттисенчен уйăрса илме нумай арçынпа пулнă хĕрарăм кăна пултараять.
Бензин перекетлеме вĕренес тетĕр-и? Кунта автомеханикăлла меслетсене алла илни кирлех те мар.
·Енчен е эсир тăтăш пĕр заправкăра бензин туянатăр пулсан «хамăр çын» (постоянный клиент, друг компании) карттине илнинчен усă пулĕ. Çакнашкал карточкăсем пухса пыраканнисем пулаççĕ: а) заправкăна мĕн чухлĕ нумайрах кĕретĕн, бензин çавăн чухлĕ йӳнерех пулать; ă) бензин илме тăкакланă укçан пĕр пайне каялла карточка çине тавăрса параççĕ, ăна каллех бензин илнĕ çĕре çеç яма юрать.
·Вăрăма тăсăлакан канмалли кунсем умĕн пушă бакпа ан юлăр. Çĕнĕ çул, май уявĕсем çитиччен заправкăсенче бензин хакĕ кăштах ӳсет. Канмалли кунсем пĕтсен каллех хăй вырăнне анса ларать.
·Енчен те куллен эсир ĕçпе е лавккасене нумай çӳретĕр-тĕк, маршрута малтанах палăртма тăрăшăр. Машинăна унта-кунта хăваламалла ан пултăр тесе тĕрĕс маршрут тăвăр.
Текста малалла вулăр...
• Сериал пăхса выртнă çĕрте çывăрса каять хăй, хоккей кăтартакан канала куçарсанах вăранса каять те кăшкăрать: «Мĕн эс? Эпĕ пăхатăп вĕт!»
• Телефонпа сехечĕ-сехечĕпе калаçать. Телефона штекертан кăларсан та 15 минут пакăлтатать-ха.
• Хăнана кайнă чухне вăл: «Ну, эпĕ хатĕр!» – тесе каланă хыççăн тата сахалтан та икĕ хут кĕпе улăштарать-ха.
• Çĕçĕсене питĕ хăвăрт мукатать.
• Канмалли кунсенчи планĕсем унăн шăпах эсĕ пулла каяс умĕн 15 минут маларах палăрма пуçлаççĕ.
• Лавккана çăкăр илме кĕрсе мĕнле çич çĕр тенкĕ тăккалама пулать?! Çитменнине тата çăкăрне те илме маннă…
• Эсĕ футбол пăхнă вăхăтра унăн шав фенпа çӳç типĕтмелле.
• Эсĕ лавккаран тухса машинăна хускататăн кăна, мобильлĕ телефонпа шăнкăравласа: «Тата мĕн те пулин чей валли ил-ха!
Текста малалла вулăр...
* Пĕрремĕш тĕлпулусенче арçын укçа шеллемесĕр тăккалать пулсан, хĕрарăм ăна кĕске вăхăта кăна кирлĕ.
* Енчен те сирĕн хĕр-савнийĕр эпиляци тума чарăнчĕ-тĕк, унăн сирĕнсĕр пуçне чăнах та никам та çук.
* Улттă хыççăн çимен хĕрсем икĕ хут хăвăртрах ӳсĕрĕлеççĕ!
* Енчен те хĕрарăм арçынна «сволочь» тесе вăрçать пулсан, арçын веçех тĕрĕс тунă.
* Енчен те авланман арçын хăйне валли савăт-сапа тата кĕпе-йĕм çăвакан машинăсем туянчĕ-тĕк, ăна авлантарас шанăç 2/3 пай таран чакса ларать.
Лапшу Çтаппанĕ юлташĕсен умĕнче мухтанать тет:
– Эп картари сысна аçине французла калаçма вĕрентрĕм.
– Мĕн унта? Ан суй, пулма пултараймасть!
– Шанмастăр пулсан, четвĕртле тупăшатпăр-и?
– Мĕн вара? Атя.
Ак çавăтса килет те Çтаппан сысна аçине, юпа çумне кăкарса хурать тет.
Пилĕк утăма каялла чакать те: «Парле ву франсе?!»* – тесе кăшкăрса сыснана чупса пырса тапать.
Сысни: «Уи-и-и!..»** – çухăрса ярать тет.
*Парле ву франсе? – Эсир французла калаçатăр-и?
**Уи – Çапла.
Пулла кайнăшăн укçа тӳлемелли çинчен саккун тухнă хыççăн пĕр арçын çыран хĕрринче пулă тытса ларать тет. Ун çумĕнчи витрере икĕ çăрттан.
Акă Рыбнадзор килсе тухать:
– Эй, гражданин, кунта ирĕк илмесĕр пулă тытма юрамасть, штраф тӳле.
– Эпĕ вĕт тытмастăп.
– Мĕнле? Ак ку çăрттансем сан витрӳнте мĕн тăваççĕ вара?
– Пĕлетĕр-и, иртнĕ çул пулă тытнă чух икĕ пĕчĕк çăрттан тытрăм.
– Эпĕ вĕсене пĕчĕк тесе каялла ятăм, вĕсем ухмахскерсем, ăçталла каймаллине пĕлмеççĕ, çыран хĕрринче туйăн çийĕн ишсе çӳреççĕ. Шутларăм та кунта пĕтеççĕ тесе, хампа пĕрле киле илсе кайрăм. Малтан аквариумра пурăнчĕç, кайран ваннăра. Акă халĕ вĕсене уçăлтарма илсе тухрăм, ларатпăр калаçса.
– Юрĕ, мужик, çитет суйса, тӳле штрафна.
– Шанмастăр-им?
Текста малалла вулăр...
Виçĕ юлташ-хĕрарăм пĕр кун тинĕсри утрав çине лекеççĕ тет. Çăтмахри пекех, йĕри-тавра кайăк-кĕшĕк, чечексем. Ак вĕсене утрав хуçи кунти йĕркесене ăнлантарать:
– Кунта хăнари пек пулăр, хăвăр мĕн тăвас тенĕ, çавна тăвăр, чару çук. Анчах хур чĕпписем çине ан пусăр, асăрханăр. Пĕрремĕш кун вĕçĕнчех хĕрарăмсенчен пĕри асăрханмасăр хур чĕппи çине пусать, вĕсем çăтмахри пек утрав çинче питĕ нумай пулнă тет. Сасартăк утрав хуçи килсе тухать, хăй хыççăн вăл питĕ илемсĕр арçынна сăнчăртан çавăтса пырать. Вăл айăпа кĕнĕ хĕрарăм çумне çав арçынна çыхса хурать. Çакăнтан хĕрарăм яланлăха çак арçын çумĕнче пуласси çинчен пĕлтерет. Пулса иртнинчен хăраса ӳксе икĕ хĕрарăмĕ хăйсене питĕ асăрхануллă тытаççĕ, анчах эрне иртсен пĕри çав-çавах хур чĕппи çине пусать. Утрав хуçи çавăнтах килсе çитет те айăпа кĕнĕ хĕрарăма яланлăхах сĕмсĕр арçын çумне çыхса хурать.
Текста малалла вулăр...
Çĕр çинче хăюллă та тĕрĕс çын пурăннă. Паттăр çын пулнă май вăл хăйĕн пурнăçне тĕрĕсмарлăха хирĕç кĕрешессине халалланă. Паллă ĕнтĕ, тĕрĕслĕх шыраканнисем час-часах йывăрлăха кĕрсе ӳкеççĕ. Ку та çавăн пек, тăшмансен эшкерĕнчен вăрманта çăлăнăç шыраса çӳренĕ вăхăтра пĕччен ларакан çурт умне килсе тухать. Çак çуртра вăл пытанма шутлать. Алăка шаккасан ăна тискер тухатмăш уçса кĕртет. Тăшмансенчен хăтарса çак килте пытарма ыйтсан, тухатмăш ăна вилĕмрен хăтарсан хăйне качча илме тупа тутарать. Çынни чăнахах та тӳрĕ кăмăллă пулнă, хăрушлăх сирĕлсен тухатмăша алтарь умне тăма илсе каять. Чиркĕве кĕриччен тухатмăш калать кăна:
– Эсĕ тĕрĕс çын, хăв сăмахна тытнăшăн сана суйлав тума ирĕк паратăп. Эпĕ кăнтăр кунĕнче чипер пикене çаврăнма пултаратăп, каçпа вара – тискер карчăка е сана каçпа пике те кăнтăрла тухатмăш пулни килĕшерех парать-и?
Текста малалла вулăр...
Хальхи вăхăтра кун пек пысăк предприятисен генеральнăй директорĕсем хăйсен çуралнă кунĕсене Лăпкă океанри пĕр-пĕр тропик утравĕ çинче ирттерме пултараççĕ. Ирттереççĕ те. «Пирĕн ентеш вара кашни çул хăйĕн тăван ялĕнчи шкула килет», – тесе каланăччĕ пĕррехинче Çĕпрел районĕн пуçлăхĕ Тимур Нагуманов Шупашкарти «ТУС» строительство компанийĕн ертӳçи Николай Угаслов çинчен.
Чăннипе те хулаçырмисем хăйсен паллă ентешĕпе мăнкăмăлланма пултараççĕ. Вăл пулăшнипе ял çĕнелсе, çĕкленсе пырать. Çакна вырăнти хăйтытăмлăх канашĕн пуçлăхĕ Сергей Салифанов та хавхаланса çирĕплетет:
– Пĕлтĕр чиркӳ тăвас ĕçе пуçартăмăр, хальхи вăхăтра пур материал та çителĕклĕ, юр кайсан пуçлатпăр хăпартма. Çул туса пĕтерес ĕмĕтсем те пысăк пирĕн.
Шкул директорĕ Юрий Новый Угасловăн фирми кĕске вăхăтра спортзала юсаса çĕнетнишĕн хĕпĕртет.
Текста малалла вулăр...
(е чăнласа мĕн каласшăн вĕсем)
– Эпĕ сан çине пичче е шăллăм çине пăхнă пек çеç пăхатăп (Йышăну тăвас пулсан санăн кандидатурăна эпĕ чи юлашкинчен пăхса тухăп).
– Пирĕн хушăри çулсем питĕ пысăк (Çĕрнĕ тунката вĕт ĕнтĕ эсĕ).
– «Вăл енĕпе» эсĕ мана илĕртместĕн (Эпĕ хăçан та пулин курнă арçынсенчен эсĕ чи тискерри те сĕмсĕрри).
– Манра хамра сăлтав, ман хама-хамăн ăнланса илмелле (Ман сан пек ухмахсăр пуçне ахаль те каччă нумай).
– Ман каччă пур (Енчен те манăн кушака «каччă» теме юрать пулсан).
– Эпĕ ĕçтешсемпе çывăхланмастăп (Эпир ют хуласенче ĕçленĕ пулсан та санпа калаçман пулăттăм).
– Эпĕ хамăн карьера çине тимлĕх уйăрас тетĕп (Манăнни пек йăлăхтаракан ĕç те санпа тĕл пулнинчен кăмăллăрах).
– Эпĕ качча каймастăп тесе тупа тунă (Сан пек минкĕревсене пушшех те каймастăп).
Текста малалла вулăр...
Авланас тенĕ пуян арçын хăйне кăмăллакан виçĕ хĕртен хăшне качча илмелли пирки нумайччен шутланă. Каярах вăл вĕсене укçа парса тĕрĕслесе пăхас тенĕ. Кашнине 50 пин тенкĕ парать те вĕсемпе мĕн тунине сăнать.
Пĕрремĕшĕ хаклă тум, косметика туянса чаплă илем салонне каять. Кĕскен каласан, илемлĕ те маттур пулас тесе йăлтах тăвать те калать кăна: «Эпĕ сана питĕ юрататăп, çавăнпа та санăн хулара чи хитре арăм пулнине пурте пĕлччĕр тесе тăрăшрăм».
Иккĕмĕшĕ пĕтĕм укçине пулас упăшки çине тăкнă, ăна костюмсем илсе панă, кĕпесем, автоинструментсем тата ытти те. Вăл арçынна çакăн пек сăмахсем калать: «Эсĕ маншăн чи хаклă çын, çавăнпа та сан çине пĕтĕм укçана тăкас терĕм».
Виççĕмĕшĕ пĕтĕм 50 пинне çаврăнăва ярать, кĕске вăхăт хушшинче тата 50 пин ĕçлесе илет те, арçынран илнĕ укçине çак сăмахсемпе тавăрса парать: «Эпĕ çак укçана сана юратнипе çавăрттарса тупăш ĕçлесе илтĕм.
Текста малалла вулăр...
Пăва районĕнчи Альших ялĕнче çуралса ӳснĕ Валерий Самаркинпа пĕрремĕш хут Шупашкарта пурăнакан Тутарстан чăвашĕсен «Пăлхар» ентешлĕхĕн тĕлпулăвĕнче паллашрăм. Çар тумĕ тăхăннă, тĕреклĕ утакан полковника асăрхамасăр нимĕнле те иртейместĕн. Эпир кӳршĕ ялсем иккенне пĕлсен иксĕмĕр те хĕпĕртерĕмĕр. Унтанпа çулсем самай шурĕç. Валерий Петрович Федерацин наркоконтроль службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн тĕп çумĕнче тар тăкать. Ăслă-тăнлă, хастар, пур çĕре те ĕлкĕрме пултаракан çынсенчен яланах тĕлĕнетĕп. Çамрăксемшĕн вĕсем тĕслĕх вырăнĕнче. Тутарстанра çуралса ӳснĕ Валерий Петрович республика шайĕнче çавнашкал пысăк должноçра тăрăшни уйрăмах кăмăллă. Ун ачалăхне сăнасан урăхла пулма та пултараймасть тейĕн. 1969 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче кун çути курнă Валерий мĕн пĕчĕкренех кĕнекепе, ĕçпе туслă пулнă.
Текста малалла вулăр...
Ученăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, арçынпа хĕрарăм хушшинчи çулсен пысăк уйрăмлăхĕ нимех те мар, кунта вĕсем пĕр аталану шайĕнче пулни пĕлтерĕшлĕрех. Паллах, ăс-тăн аталанăвĕпе ӳт-пӳ аталанăвĕ кашни çыннăн тĕрлĕрен. Арçын ачасем хĕр ачасенчен каярах çитĕнсе çитнине те пурте пĕлетпĕр. Арçыннăн социаллă аталанăвĕ те кăштах кая юлать.
Арçыннăн ар хăвачĕ 40-рен иртсен чакма пуçлать пулсан, хĕрарăм ку вăхăтра, вырăссем каларăш, «çĕнĕрен çырла» пулса тăрать. Раççейре упăшки арăмĕнчен аслăрах пулни йăлара. Çак уйрăмлăх 10 çултан иртмест пулсан эпир тан мăшăрлану тетпĕр ăна. Вĕсен хушшинчи уйрăмлăх 15-20-30 çул пулнă чухне вара мăшăрсен пĕр-пĕрне ăнланассинче йывăрлăхсем пулаççех. Анчах халĕ шăпах çакăн пек йăла модăна кĕрсе пырать. Çамрăк чиперккесем ватă бизнесмена «çаклатаççĕ», ватлăх енне сулăннă хĕрарăмсем çамрăк каччăсене «çавăрттараççĕ».
Текста малалла вулăр...
Хĕрарăмсем Венера планетинчен, арçынсем Марсран тесе ахальтен çирĕплетмеççĕ-тĕр хăшĕсем. Хĕрарăм арçынран кĕлеткепе кăна уйрăлса тăманнине кăтартакан хăш-пĕр сăнавсемпе сире те паллаштаратпăр.
Хĕрарăм нихăçан та ĕнсине хыçмасть. Пĕрремĕшĕнчен, вăл хăй аптăранине кăтартма юратмасть, иккĕмĕшĕнчен, прическине пăсасшăн мар.
Футболистсем стенкăна тăрсан аллисемпе мĕншĕн ун пек кулăшла хупланине ăнланаймасть. Çавăнпа та вăл кинора пĕр-пĕр çынна çӳхе çĕртен тапсан та çӳçенсе илмест.
Сигарета шăлсемпе çыртмасть. Ăна вăл тутисемпе те ытла хĕстермест. Туртнă чух ялан аллинче тытать.
Мĕне-тĕр инçете ывăтма сулăннă чухне аллине айккине мар, хыçалалла усать (тен, çавăнпа вĕсене нихăçан та танксем сирпĕтме ăсатмаççĕ).
Чĕннĕ енне кӳлепипе çаврăнса пăхмасть, пуçне кăна пăрса пăхать.
Текста малалла вулăр...
Хĕре мĕн кирлине ăнланас тесен вăл мĕн тунине кăна тимлĕн сăнамалла.
«Çывăхрах кил»
Аллине, мăйне тăхăннă е хăлхине çакнă хитрелĕхсене аллипе тыта-тыта выляса сан çине тинкерсе пăхать пулсан хĕр паллашма чĕнет. Эсĕ чăн та ун патне пырса пӳрне хулăнăш ылтăн вăчăри пирки пĕрер комплимент калама пултаратăн.
«Перĕнме пултаратăн»
Енчен те хĕр санпа калаçнă чух хăйĕн çӳçĕсемпе выляма пуçларĕ-тĕк, çакă вăл эс ăна сĕртĕнессе, çӳçĕпе вылясса кĕтнине пĕлтерет. Çак сигнал вăл ытла ясар пулнине те кăтартма пултарать.
«Хитререх курăнасшăн»
Енчен те эсĕ хĕре килĕшрĕн пулсан вăл хăйĕн сăн-сăпатне илĕртӳллĕрех тăвас тесе хитреленме тытăнать – тута пĕветет тата ытти те. Енчен те эсир паллашман пулсан, вăл çак меслетпе «ăман» пек усă курма пултарать.
Текста малалла вулăр...
XX ĕмĕрте туртни тĕнчипе 100 миллиона яхăн çынна леш тĕнчене ăсатнă. Кашни кун тĕнчере табак туртнинчен 14 пине яхăн çын вилет. Раççейре 44 миллиона яхăн çын туртать. Пирĕн çĕршывра çулталăкне туртнине пула тухнă чирсенчен вăтамран 330-400 пин çын вилет. Пирĕн çĕршыври арçынсенчен 60 проценчĕ туртать. 1990 çулсенчен пуçласа туртакан хĕрарăмсен шучĕ Раççейре икĕ хут ӳснĕ. Çул çитмен туртакансенчен чĕрĕкĕ 10 тултарсанах çак сиенлĕ йăлана хăнăхнă. Табак тĕтĕмĕнче 4000 яхăн хими хутăшĕ, çав шутра 70-шĕ – рак чирĕн сăлтавĕсем. Кашни иккĕмĕш туртакан туртнине пула вилет. Туртни – этемĕн пурнăçĕнчен 10-12 çул вăрлать. Çĕр чăмăрĕ çинчи çынсем кунне 15 миллиард ытла сигарет туртаççĕ. Ку вăл 750 миллион пачка пирус тата темиçе çӳпĕ-çапă тăвĕ. «Сувар» хаçатра ĕçлекенсенчен никам та туртмасть.
Анатолий Малышевăн сăввисемпе поэмисен çĕнĕ кĕнеки пирки пĕр-икĕ сăмах
Эпир иксĕмĕр те пĕр вăхăтрисем темелле – Анатолий Меркурьевич вăрçă пуçланиччен çулталăк маларах, эпĕ вăрçă пуçлансан çулталăк каярах çуралнă. Малтанхи сăввăмăрсем те пĕр вăхăталлах пичетленме пуçланă пирĕн – иртнĕ ĕмĕрти утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнче. Пулăç пулăçа аякранах палланă пек, кашни районта (уйрăмах тăван Тутарстанра) литература уйĕнче еплерех хунав шăтса çитĕннине тимлĕн сăнаса тăраттăм эп, пултаруллăраххисене ятран астуса юлма тăрăшаттăм, вĕсен çĕнĕ хайлавĕсене вуласа, кашни пĕрин çитĕнĕвне е çитменлĕхне асăрхаттăм.
Çамрăк çыравçă творчествăллă лару-тăру, хăйĕн пекех литературăна туртăнакан тус-юлташ, пĕр-пĕрин çĕнĕ ĕçĕ çинчен хĕрсе калаçни, тишкерни, хак пани, суйласа илсе хаçат-журнала сĕнни, çавăн пекех пичет органĕ çывăхрах пулни питĕ кирлĕ.
Текста малалла вулăр...
Тем тесен те çуркунне çураçмалли вăхăтах çав. Чечеке ларнă çĕмĕрт-чиесем пире туй пĕркенчĕкĕ пĕркеннĕ савнисене аса илтереççĕ. Çак вăхăтра çут çанталăк хушăвĕпе мăшăр шыракан чĕрчунсем хыççăнах каять çав арçын та.
Нумай пулмасть ученăйсем пĕр интереслĕ пĕтĕмлетӳ тунă: арçын куçĕ хитре хĕрарăм çинче самантлăха та пулин чарăннă вăхăтра пуç купташкинче – çиес килсе выçă чухне вăранакан – мимесем йăшăлтатма пуçлаççĕ. Çуркунне арçын хăйĕн ĕç графикне, хăй çи-пуçне, транспортне тимлĕх уйăрать. Чи малтан çакă хĕрарăма тĕл пулассипе çыхăннă. Анчах эпир хĕрарăмсемпе мĕнле пулмаллине чылай чухне пĕлместпĕр. Нумай хусах арçынна ыйту канăçсăрлантарать: Мĕнпе илĕртме пулать-ха паян хĕрарăмсене? Хулара пурăнакансем акă мĕнле шутлаççĕ:
Хаклă йышши кĕпе. Ку хĕрарăма ун умĕнче вăтам тупăшлă арçын тăнине пĕлтерет.
Текста малалла вулăр...
Январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн конференц-залĕнче искусствоведени докторĕн Алексей Трофимовăн «Зороастризм: сăварпа пăлхар халăх культури» монографийĕн презентацийĕ иртрĕ.
Çак кĕнеке Камăпа Атăл тăрăхĕсенче пурăнакан сăвар-пăлхарсен исламчченхи тата чăвашсен христианствăчченхи тапхăрĕсенчи культура сийне илсе кăтартнă. Вĕсен тĕнĕ, чӳк вырăнĕсен архитектури, юпи-скульптурисем, ал-ĕç пултарулăхĕ тата тĕн пĕлĕвĕсене Иранри Парфян, Сасанид, Ахеменид империйĕсен вĕрентĕвĕсемпе, Евразири халăхсен искусствипе танлаштарнă. Авалхи палăксем тăрăх чăвашсен несĕлĕсем аталаннă цивилизацисен хушшинче пурăннине, культура енчен пуян япаласем никĕсленнине çирĕплетме пулать. Зороастризм вĕсен тĕнĕ пулнă. Издание историксем, искусствоведсем, культурологсем, религиоведсем валли кăларнă пулсан та, ăна ахаль çын та интересленсех вулать, мĕншĕн тесен монографин тексчĕ питĕ интереслĕ тата ăнланмалла.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
[1],
2,
3.