Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Сетнер

КУЛĂШ – ĔÇРЕ ПУЛĂШ

Ял тухтăрĕ машинăпа пысăк хăвăртлăхпа пырать. Арăмĕ ăна:
– Хăвăртлăхна чакар, участковăй чарма пултарать вĕт.
– Чармасть, эпĕ ăна кунĕпех килĕнче выртма хушрăм…
 
 
600-мĕш «Мерс» светофорта чарăнать те ăна хыçалтан «Запорожец» пырса тĕрелет. «Запорожецри» арçын шухăшлать:
– Мĕн çухатап эп, пурпĕр вĕлереççĕ. Монтировка илет те машининчен тухса «Мерса» аркатма тытăнать. Фарăсемпе кĕленчесене çĕмĕрет, пĕтĕм машинăна ĕçлĕхрен кăларать. «Запорожеца» ларать те каять. «Мерс» панелĕ айĕнчен икĕ чăнкă шакла пуç тухаççĕ те пĕри теприне калать:
– Шутласа пăх-ха, эпир ăна пырса çапнă пулсан мĕн пулатчĕ?
 
 
Чăнкă чăваш подъездран тухать те хăйĕн «Мерседесĕ» çине пăхса хытса каять – капот лапчăк, ум чӳречи чăл-пар саланнă.

Текста малалла вулăр...

ЦОЯ АСА ИЛТЕРЕТ

Алексей Наумов ертсе пыракан «Хусан чăвашĕсем» ушкăнăн черетлĕ «Кăлкан» альбомне Евгений Турхан сăввипе çырнă «Сувар» юрă та кĕнĕ. «Кăлкан» ятăн паллă юптаруçăпа нимĕнле пĕрпеклĕх те çук, вăл альбомри юрăсенчен пĕри çеç. Çак альбом çамрăк композитор пултарулăхĕнчи черетлĕ картлашка темелле. «Чăваш пики» конкурса халалласа çырнă «Чăваш пикисем» юрă – Алексей пултарулăхĕнчи малтанхисенчен пĕри, «Хурлăханăн» ремиксĕ вара – юлашкисенчен пĕри. Унта кĕнĕ «Сенкер куçсем» юрă Чăвашрадиори «Кайри – мала» хит-парадра кăçалхи август уйăхĕнче çĕнтернĕччĕ. Çапах Тутарстанри итлекенсене (чăваш маррисене те) пуринчен ытларах Борис Борлен сăввипе çырнă «Кăвакарчăн» юрă килĕшет. Хăшĕсене вăл В.Цой кĕввисене те аса илтерет-мĕн.
«Хусан чăвашĕсем» пирĕн хальхи эстрадăри шаблонсемпе юрăсем çырмаççĕ, уйрăмах ют çĕршыв е вырăс кĕввисемпе усă курса «юрă çыракансен» ĕçне сивлеççĕ.

Текста малалла вулăр...

ЧĂНКĂ МИРУН

Чăнкă Мирун «Мерседеспа» пырать. Тĕттĕм тăкăрлăкра кустăрми шăтать. Вăл тухать те кустăрмине улăштарма тытăнать. Нумай та пăрмасть, ун патне ӳсĕр бомж килсе тухать.
– Эс мĕн тăван?
– Ак, кустăрмана хывап!
Бомж чул илет те машинан чӳречине çапса çĕмĕрет. Чăнкă Мирун тарăхнипе кăшкăрать:
– Эс мĕн, аташрăн-им?
Бомж:
– Э-э, шăпрах. Сана кустăрма, мана – магнитола!
* * *
Чăнкă Мирун «Джиппа» Хусанта çӳрет, светофор умĕнче чарăнать. Сасартăк хыçалтан – кĕмсĕрт – «Джип» хыçне «Запорожец» пырса тăрăнать. Мирун машинăран сиксе тухать, пăхать «Запорожец» рулĕ умĕнче имшеркке арçын хăранипе чĕтĕресе ларать… Мирун, пуçне силлесе: «Юрĕ ĕнтĕ, ыр кăмăллăх çулталăкĕ», – тесе хăй машинине ларать те малалла каять. Тепĕр светофор патĕнче чарăнать кăна – хыçран каллех – кĕмсĕрт!

Текста малалла вулăр...

ТИМĔР ÇУМĔНЧЕ ЧУН ХЫТМАСТЬ

Завод картишне кĕрсенех куçа чечек клумбисем алчăратса ячĕç. Вĕсен çумĕнче чечек тĕсĕсемпе сăрланă культиваторсене курман пулсан, пĕр-пĕр кану паркне килтĕм тесе каланă пулăттăм.
Хусанти мотор тăвакан производство пĕрлешĕвĕн хушма хуçалăхĕ 1969 çулта уçăлнă. Маларах вăл çар предприятийĕ пулнă, иртнĕ реформăсем хыççăн ял хуçалăхĕшĕн ĕçлеме пуçланă. Завода 2002 çултанпа А.А.Никифоров ертсе пырать. Вăл ĕçлеме тытăнсан тунă утăмсем питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕç. Çĕнĕ технологисем ĕçе кĕчĕç, хатĕр продукци те складсенче выртмасть. Тĕрлĕ йышши тăпрана çемçетмелли техника, тĕрлĕ тĕллевлĕ культиваторсем Хусан, Воронеж, Мускав тата ытти регионсенче иртнĕ ял хуçалăх куравĕсенче çĕнтернĕ. Уйрăмах КПИР-3,6 культиватор çинчен каласа хăварас килет. Пĕрре иртсе кайнă чухнех вăл темиçе тĕрлĕ ĕç тăваять: хăмăлсене касса çĕре кирлĕ тарăнăшра кăпкалатать, çум курăксен тымарĕсене касса вĕсене кăларса пырать, пысăк кумккасене ватать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3].
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08