Вĕрентекенĕ – Валентина Валентиновна Захарова
* * *
Акă çăвать шур юрĕ,
Тавралăх шап-шурах...
Йăмра айĕнчи çурчĕ
Ялан ман чунăмра.
Кунта иртнĕ ачалăх
Пиччен, аппан... Халь – ман.
Юлаççĕ асăнмалăх
Ял, урам, хыçри çырма...
Тем чухлĕ, ав, пуянлăх
Çуралнă ялăмра.
Пур пирĕн мухтанмалăх
Хамăрăн таврара.
Алексей ШАКМАКОВ.
8-мĕш класс.
* * *
Илемлĕ-çке манăн ялăм:
Сип-симĕс ун урамĕсем,
Йĕри-тавра пуян тавралăх,
Ĕçчен те кăмăллă çынсем...
Таçта инçете кайсассăн та
Аса илетĕп хам яла.
Текста малалла вулăр...
Уй-хир урлă выртать Вăтам Хăмăшлă ялне илсе пыракан çул. Пирĕн ял питĕ илемлĕ çĕрте вырнаçнă. Ытармалла мар хитре вăл. Яла икĕ пая уйăрса çырма авкаланса юхать. Ял варринче ача сачĕ, шкул, правлени, Культура çурчĕ тата лавккасем яла илем кӳрсе лараççĕ. Урамсем капăр çуртсемпе пуян.
Яла аякран пăхсан сад тейĕн. Çуртсем йăмра-хурăн айĕнче, улма-çырла пахчисем хушшинче лараççĕ. Пултаруллă та ĕçчен халăх пурăнать пирĕн ялта.
«Сывлăм» юрăпа ташă ансамблĕ пур. Ку ансамбле çемйи-çемйипе çӳреççĕ. Вĕсен хушшинче тĕрлĕ çынсем, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсемпе вĕренекенсем. Ансамбль хăйĕн юррисемпе халăха савăнтарса пурăнать. Хамăрăн республикăри ялсемпе хуласенче кăна мар, Шупашкарта та, çĕршывăмăрăн тĕп хулинче Мускавра та кăтартнă вăл хăйĕн пултарулăхне.
Ăста ӳнерçĕ Н.И.Плониш çуралса ӳснĕ пирĕн ялта.
Текста малалла вулăр...
Ăçтан пуçланать-ха çыншăн Тăван кил? Паллах, хăв çуралнă тăван ялтан, юратнă тăван кĕтесрен.
Тăван кил вăл – пирĕн атте-анне, юратнă пиччесемпе аппасем, ырă кăмăллă шăллăмсемпе йăмăксем. Тăван кил вăл – атте-анне панă чĕлхемĕр, эпир юратса юрлакан юрăсем.
Тăван кил вăл – Тутарстан! Юратнă тăван тăрăхăм! Ытарайми тăван килĕм! Çак сăмахсем яланах асра, кунсеренех хăват параççĕ. Пирĕн тăван кил хăйĕн илемĕпе те, калăпăшĕпе те ытти республикăсенчен уйрăлса тăрать. Унăн чаплă хулисем хăйсен сăнне çулсерен капăрлатаççĕ.
Мĕн тери илемлĕ, пуян та тараватлă пирĕн республика! Шăнкăр-шăнкăр юхан шывсем, йăлтăр-йăлтăр кӳлĕсемпе ешĕл улăхсем, тинĕс евĕр курăнакан тыр-пул уйĕсем – халăхăн пуянлăхĕ.
Эпĕ пурăнакан кĕтес вăл – туслă та аслă, савăк та илемлĕ. Чăнах та хăйне уйрăм тĕнче вăл.
Текста малалла вулăр...■ Елена КИРИЛЛОВА.
5-мĕш класс.
Вĕрентекенĕ – Марина Александровна Герасимова
(3-мĕш класс валли)
Çамрăк ăрăва ăс-тăн парса ӳстерес ĕçре пуçламăш шкул пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.
Вĕрентĕвĕн никĕсĕ, унăн тĕп инструменчĕ – тăван чĕлхе. Тин çеç кĕнеке тытнă ачана ăнăçлă вĕрентсе ăс-тăн парасси чи малтан вăл хăйĕн тăван чĕлхипе тухăçлă усă курма пултарнинчен килет. Тăван чĕлхере, К.Д.Ушинский калашле, халăхăн шухăшĕ, кăмăл-туйăмĕ, çуралнă çĕршывăн пуянлăхĕпе илемĕ, уйĕ-хирĕ, вăрманĕ-улăхĕ, тăвĕ-сăрчĕ, шывĕ, сывлăшĕ, сенкер пĕлĕчĕ, çил-тăвăлĕ, аçа-çиçĕмлĕ çумăрĕ, сăвви-юрри, хуйхи-суйхи, телейĕ, савăнăçĕ – халăхăн пĕтĕм историйĕ палăрать. Тăван чĕлхе – ӳсекен этеме çут тĕнчене кĕмелли алăкĕн ылтăн çăраççийĕпе пĕрех.
Çак асамлă çăраççипе ача вĕренӳре туллин усă курма пултартăр тесен унăн пуплевĕпе шухăшлавне пур енлĕн аталантармалла. Кĕске тапхăртах ăна çăмăллăн вулама, тăнласа ăнкарма, шухăша пуплевре уçăмлăн палăртма хăнăхтармалла.
Текста малалла вулăр...■ Нина НИКИТИНА.
пуçламăш классен I квалификаци категорийĕллĕ вĕрентекенĕ.
Аксу районĕ,
Емелькино шкулĕ.
Екă, екă питĕ капăл.
Симĕç, симĕç йĕппиçем.
Çĕн çул каçĕ савăнатпăл,
Эпил çамлăк ачасем.
Çак йĕркесене вуласан, пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, вĕсене камсем калама пултарнине. Тĕрĕс, ача садне çӳрекен чи пĕчĕк пепкесем Çĕнĕ çул праçникĕнче тăрăшса калаççĕ ăна. Вĕсем сăвăсем калама тухсан уява килнĕ ашшĕ-амăшĕсем тата курма килекенсем сывламасăр итлесе тăраççĕ. Тĕрĕссипе каласан, эпир пурте çак йĕркесенчен пуçланă сăвăсем калама.
Паянхи кун ача сачĕсенче уявсенче сăвă каланипе çеç çырлахмаççĕ, паллах. Ансамбльсем йĕркелесе пепкесен пултарулăхне аталантарма тăрăшаççĕ.
Пăва районĕнчи Элшел ялĕн ача садĕнче те мана савăнтарчĕç. Сăмахран, «Лелики-Барбарики» ташă ансамблĕ кашни çулах Ульяновскра иртекен «Фабрика звезд» ачасен конкурсне хутшăнать.
Текста малалла вулăр...
Аксу районĕнчи Емелькино вăтам шкулĕнче пултаруллă учительсем сахал мар. Вĕсен хушшинче ачасене физика ăслайĕпе кăсăклантаракан та пур. Вăл – Михаил Георгиевич Павловский. Шкул ĕçĕнче çак вĕрентекен ытла нумаях ĕçлемест пулин те (паллах, унăн пурнăç опычĕ самай анлăрах), хăйĕн предмечĕпе вăл вĕренекенсене тӳрех тыткăнлама пултарчĕ. Пĕлтĕр çеç вун пĕрмĕш класс ачисем Кирилл Михайловпа Дима Тимофеев физикăпа ППЭ ăнăçлă тытса ашшĕ-амăшĕсене савăнтарчĕç. Пысăк балл – 86, районĕпе – 2-мĕш вырăн (чи пысăкки 88 балл). Кăçал, ытти çулхи пекех, М.Г.Павловский вĕренекенĕсем Константин Михайловпа (10 класс) Тимур Николаев (11 класс), районти олимпиадăра малти вырăнсем йышăнчĕç. К.Михайлов вара иккĕмĕш çул район чысне республика шайĕнче хӳтĕлерĕ, яллă районсем хушшинче малти вырăна тухрĕ.
– Ачасемпе ĕçлеме интереслĕ, – тет хисеплĕ вĕрентекен.
Текста малалла вулăр...■ Андрей МИХАЙЛОВ.
Автор сăнӳкерчĕкĕнче
М.Г.Павловский хăйĕн вĕренекенĕсемпе.
– Шкулта вĕренме питĕ интереслĕ, кашни кун мĕн те пулсан çĕннине пĕлетпĕр эпир, – теççĕ Аксу районĕнчи Емелькинăри шкулта 1-мĕш класра вĕренекенсем. Пĕрремĕшсен сăмахĕсене вĕсен вĕрентекенĕ Н.А.Никитина та çирĕплетет.
– Халиччен шкула килес килмест текен пулмарĕ-ха, кашни урокрах мана тимлĕн итлесе лараççĕ. Вĕренӳ çулĕн пуçламăшĕнче çеç пĕр сас палли те палламастчĕç тесен те юрать вĕт, халĕ вара хăйсен пĕлĕвĕпе такама тĕлĕнтерĕç, – савăнса каласа парать Нина Александровна.
Чăн та, вĕрентекен ачасем шкула вулама мар, сас паллисене паллама та вĕренмесĕр килни пирки чăн калать. Хула ачисем ача садне çӳренипе сас паллисене те, цифрăсене те пĕрремĕш класа кайичченех ăса хываççĕ пулсан, ялсенче вара пур çĕрте те ача сачĕ çук. Емелькино тăрăхĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пĕр вăхăт ача сачĕ пулнă-ха, маларах та, каярах та – çук.
Текста малалла вулăр...■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Н.Никитина архивĕнчи сăнӳкерчĕкре 1-мĕш класра вĕренекенсем юрлама та ăста.
Çак уйăхран Тутарстанри шкулчченхи вĕрентӳ учрежденийĕсенче республикăри патшалăх чĕлхисене вĕренес программа хута каять. Çакăн пирки ытларикун ТР Правительство Çуртĕнче иртнĕ канашлура ТР Премьер-министрĕ пĕлтерчĕ. «Тутарстанăн чи пĕчĕк çыннисене ача сачĕсенчех чĕлхе вĕрентни питĕ кирлĕ. Çакă вĕсене шкулта тата вузра палăрмалла çăмăллăх парĕ», – терĕ Премьер-министр. Ун сăмахĕсемпе, малашне ачасем тутар чĕлхине черетлĕ методикăпа кăна мар, кăсăклансах вĕренни пĕлтерĕшлĕ. Хальхи технологисен ĕмĕрĕнче вĕренӳре Интернетпа тата мультимедиа хатĕрĕсемпе анлăн усă курмалла.
Чĕлхесене çĕнĕлле вĕренессин программипе ТР вĕрентӳпе наука министрĕ А.Гильмутдинов паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, ют чĕлхене филологи дисциплини пек вĕрентни питĕ пысăк йăнăш. «Чĕлхе вăл – хутшăну хатĕрĕ пулмалла, уйрăмах кĕçĕн çулхисен хушшинче.
Текста малалла вулăр...
Юлашки вăхăтри сивĕсене пула ТР Вĕрентӳпе наука министерстви республикăри районсемпе хуласен ĕçтăвкомĕсенчи вĕрентӳ уйрăмĕсене рекомендациллĕ çырусем янă. Вĕсенче çанталăк сивĕ чухне занятисене ирттермелле марри пирки палăртнă.
Çапла вара, енчен те термометр 23 градус сивĕ кăтартать-тĕк, ялти шкулсенче пуçламăш классенче вĕренекенсен уроксем пулмаççĕ; минус 25 градуса çитнĕ-тĕк – хуласенчи шкулсенче пуçламăш классенче тата ялсенче 5-9 классенче вĕренекенсен; минус 27 градус – хулара 5-9 классенче вĕренекенсен; минус 30 градус – ялсенче 10-11 классенче вĕренекенсен; минус 32 градус – хулара 10-11 классенче вĕренекенсен шкула каймасан юрать.
Кăçал Тутарстанра «Муниципаллă шкулсене 2012 – 2014 çулсенче тĕпрен юсасси çинчен» программăпа 153 шкула тĕпрен юсама палăртнă. Çакăн пирки иртнĕ эрнере ТР вĕрентӳпе наука министрĕ А.Гильмутдинов районсемпе хула округĕсен ĕçтăвкомĕсен ертӳçисемпе çавра сĕтел ирттернĕ чух пĕлтерчĕ.
Министр сăмахĕсемпе, пирĕн республикăри шкулсенчен 40 процент ытларахăшĕ 30 çултан та маларах тунисем. Тĕп юсава чи малтан, паллах, чи кивĕ шкулсенче тăваççĕ. Пĕтĕмпе вара Тутарстан Президенчĕ пулăшнипе пуçланнă программăна пурнăçа кĕртнĕ тапхăрта 700 ытла шкула тĕпрен юсама тĕллев лартнă.
Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу ялĕнче пурăнакан Лухмановсен пĕрле пуçтарăнсан сӳтсе явмалли кашнинчех тупăнать, çапах та шкул пурнăçĕ яланах тĕп вырăнта ку çемьен. Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен тавра яла паллă учительсен династийĕ-çке вĕсем. Çемьен вĕрентӳ системинчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 151 çул.
Учительсен династийĕ Лухмановсен пуçламăш классене вĕрентнĕ Анастасия Федоровнăран пуçланать, унăн ĕçне малалла ывăлĕпе кинĕ Виктор Павловичпа Мария Степановна, халĕ мăнукĕсем Антонина Викторовнăпа Надежда Викторовна тата Валерий Викторович тăсаççĕ. Тен, вун пĕр кĕçĕн мăнукран та учитель профессине суйлакан пулĕ-ха. Чи интересли – вĕсем, Анастасия Федоровнăпа Валерий Викторовичсăр пуçне, пĕр шкулта, пĕр коллективра ĕçлени. Чăн та, хальхи вăхăтра Анастасия Федоровна çут тĕнчере çук ĕнтĕ, Мария Степановнăпа Виктор Павлович та тивĕçлĕ канура.
Текста малалла вулăр...
Тĕллевĕсем:
– ачасене чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тарăнрах паллаштарасси, уроксенче вĕреннине çирĕплетесси;
–сăвăсене итлесе ăнланма хăнăхтарасси, чĕлхен илемлĕхне туйма вĕрентесси, ачасен пуплевне аталантарасси;
– Ухсай сăввисем пулăшнипе тăван чĕлхене, тăван халăха, Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси.
Задачăсем:
– ачасене тĕрлĕ библиотекăсене çитсе материал пуçтарттарни, кĕнекесемпе ĕçлеме вĕрентни, ачасене ытларах кĕнеке вулама хăнăхтарни;
– ачасене халăх умĕнче сăвăсем калама, мероприятие ертсе пыма хăнăхтарни.
Зала илемлетни.
Мероприяти акт залĕнче иртет. Сцена çинче сĕтел, ăна чăваш тĕрриллĕ сĕтел çиттипе витнĕ. Сĕтел çинче электролампа çунать, Ухсай Яккăвĕн кĕнеки, таса хут, ручка выртать.
Текста малалла вулăр...■ Ольга БАХТИНОВА.
вĕрентекен.
Пăва районĕ,
Чăваш Киштек шкулĕ.
Căнӳкерчĕксем www.cap.ru сайтран.
Ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче аннесен уявне пирĕн çĕршывра 1998 çултанпа уявлаççĕ, Беловка ялĕнчи ача садне çӳрекен ачасем те кăçал çак кун амăшĕсене пысăк парне турĕç. Хăйсем 3-4 çулта кăна пулсан та ял клубĕнче пысăк концерт лартса пачĕç. Вырăсла та, чăвашла та юрăсем шăранчĕç сцена çинчен. Мĕнле кăна сăвă вĕренсе каласа памарĕç-ши, мĕнле кăна ташă ташламарĕç-ши пĕчĕкскерсем. Чи интересли такмаксем пулчĕç. Кашни хăйне евĕрлĕ юрларĕ такмаксене: хĕрсем илемлĕн кăна «и-их» кăшкăрса, арçын ачасем ура хуçса ташласа. Концертсăр пуçне ачасем амăшĕсене аппликации мелĕпе хатĕрленĕ открыткăсем те парнелерĕç. Чăнах та пысăк парне пулчĕ çак концерт амăшĕсемшĕн.
«Парнене» хатĕрлеме вара музыка ертӳçи Т.Андреева тата ача садĕнче вăй хуракансем нумай тăрăшрĕç. 3-4 çулти ачасене юрлама, ташлама вĕрентессин йывăрлăхне ăнланса амăшĕсем ачасен ертӳçисене тав турĕç.
Текста малалла вулăр...
Хоккей е тата ытти спорт вăййисемпе ăмăртакан спортсменсем çине пăхсан вĕсене ача вăййипе вылякансем теме пулать, пĕр шухăшласан. Анчах та, пысăк спорта çитмешкĕн питĕ нумай вăй хумалла, тар тăкмалла. Мĕн пĕчĕкрен ал-урана кăвакартма, хул-çурăма «çемçетме» тӳр килет.
Паян эпир хоккей вăййин çамрăк спортсменĕ çинчен сăмах хускататпăр. Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрел ялĕнчи Мусаткинсен йăхĕсем пирки сăмах тăсатпăр.
Çак йăх йывăççин пĕр вулли Лайăш поселокне çитнĕ. Уткин хушаматпа Лайăш районне мăнаçлантараççĕ.
Матвей Уткин – 3-мĕш класс вĕренекенĕ. Вăл çулĕпе пĕчĕк пулсан та, поселокра паллă çын пулса ӳсет.
Матвей – Тутарстан чемпионĕ! Çак ята илме пĕчĕк пепке пилĕк çултах хоккей командине çӳреме пуçланă. Юрĕ-ха инçе мар кăна çӳренĕ пулсан. Хусана çитиех çӳрет.
Текста малалла вулăр...
Пуçламăш шкул пĕлӳ системинче чи пĕлтерĕшлĕ картлашка, мĕншĕн тесен шăпах çак вăхăтра ачан тĕп ĕçĕ вĕренӳ пулса тăрать. Çавăнпа вĕрентĕве мĕнле йĕркеленинчен нумай килет, çав шутра ачара вĕренӳ туртăмĕ çураласси те. Шкула пĕрремĕш класа вĕренме килекенсене йышăннă чухне эпĕ хам ума вĕсенче вĕренӳ патне интерес çуратма, шкула тата пĕрле вĕренекенсене хăнăхма, тăван ене юратма вĕрентме тĕллев лартатăп. Ачасене пĕчĕкренех хăйсене тирпейлĕ тытма хăнăхтарасси те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене ырă кăмăллă пулма, тунă ĕçсен пĕлтерĕшне пĕлме вĕрентмелле.
Эпĕ тăваттăмĕш çул ĕнтĕ пуçламăш классенче Л.В.Занковăн системипе ĕçлетĕп. Вăл ăнăçлă пулнине хамăн практикăран курса калама пултаратăп. Çавăнпа та уроксенче логика задачисене шутлани тата асаилĕве тишкерес енĕпе хăнăхусем туни питĕ усăллă. Сăмахран, асаилӳ çырăвĕсем, сăмахсен диктанчĕ, çыру, геометри фигурисене танлаштарни тата тĕрлĕ вăйăсемпе усă курни ачан шухăшлавне, тишкерӳлĕхне ӳстерме пулăшать.
Текста малалла вулăр...■ Галина ФАТХУЛЛОВА.
Кивĕ Çĕпрелĕнчи 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн пуçламăш классен учителĕ.
Сăнӳкерчĕкре: Г.Фатхуллова урок вăхăтĕнче.
Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу тĕп шкулĕн вĕрентекенĕсене Валентина Николаевна Ярмушовăпа Алена Петровна Осиповăна ĕçтешĕсем хăш чухне ăмсанаççĕ те. Çак икĕ вĕрентекен питĕ килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеççĕ-мĕн. Урăхла пулма та пултараймасть, вĕсем иккĕшĕ те пĕр предмет илсе пыраççĕ-çке. Валентина Николаевна 5,6,7,9-мĕш классене, Алена Петровна 8,10,11-мĕш классене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ. Ĕç опычĕ те вĕсен пысăк, Валентина Николаевна çак шкулта 21 çула яхăн, Алена Петровна 13 çул тăрăшаççĕ. Иккĕшĕ те аслă пĕлӳллĕ, Шупашкарти аслă шкулсенче пĕлӳ пухнă. Çавăнпа икĕ верентекенĕн пĕр-пĕринпе сӳтсе явмалли ыйтусем çителĕклех.
Шкулта «Ешĕл хунав» кружок та йĕркеленĕ вĕсем. Ачасем унта тăван чĕлхепе литературăна тĕплĕнрех вĕренеççĕ, журналист ăсталăхне хăнăхаççĕ иккен. Сăвă, калав-юмах çыраççĕ.
Текста малалла вулăр...
Чăваш Киштек шкулĕнче вĕренекенсен пултарулăхĕ
ЧУН-ЧĔРЕРЕН ЮРАТАТĂП
Манăн асанне Елизавета ятлă. Вăл çитмĕл çиччĕре. Çамрăк чух асанне колхозра вăй хунă. Вăл икĕ ачана пĕчченех пăхса ӳстернĕ. Манăн асанне питĕ нумай юмахсем, илемлĕ чăваш юррисем пĕлет. Пĕчĕк чухне вăл шăллăмпа иксĕмĕре час-часах юмах ярса паратчĕ. Эпир асаннепе пĕрле тĕрлĕ вăйăсем те выляттăмăр.
Эпир шкула кайсан асанне килте юлать. Вăл килти ĕçсене тăвать, эпир килнĕ çĕре тутлă апат-çимĕç пĕçерсе хурать.
Хăш-пĕр чухне асанне пире ĕлĕкхи пурнăç çинчен каласа кăтартать. Ун чухнехи ĕçсем, йăла-йĕркесем е пулса иртнĕ ĕçсем çинчен.
Эпĕ хамăн асаннене хисеплетĕп, чун-чĕререн юрататăп.
Надежда ВАСИЛЬЕВА,
9-мĕш класс.
АСАННЕ
Асанне, асанне,
Пурăнатăн пирĕнпе.
Текста малалла вулăр...
ЭПĔ САНА ЮРАТАТĂП
Вылякансем пурте карталанса ларса юрлаççĕ:
Пĕчĕк çеç путене
Сарă тулла юратать.
Юратать, юратать,
Чăнахах та юратать.
Пĕр ачи кашнин пуçне аллипе лектерсе малалла пырать. Кам пуçĕ çинче юрă пĕтет, çав ача умĕнче чарăнса тăрать те калать:
– Санюк, сана юрататăп!
– Эсĕ ăна мĕнпе кăтартатăн?
– Ĕç хуш – тăватăп.
Мĕн те пулин тума хушать: е сăвă калама, е карта йĕри-тавра виççĕ чупма, е кама та пулин чуп тума, юрлама, ташлама… Ĕç хушнă ача ура çине тăрать, вăйă малалла пырать.
ПĔР ПУСЛА
Ку вăййа урамра, пӳрт умĕнче, шкулта тăхтав вăхăтĕнче выляççĕ. Выляма пĕр пус укçа е çавăн пекрех япала кирлĕ. Малтан шутласа куç хупакана кăлараççĕ.
Текста малалла вулăр...
УЛАХРА
Эпĕ, Таня, Клим, Уках…
Лартăмăр пĕрре улах.
Юра юрă юрларĕ,
Таня ташă ташларĕ,
Сăмаха ăста Уках
Ярса пачĕ виç юмах.
Тарук тĕрĕ тĕрлерĕ,
Марук çĕлĕк çĕлерĕ,
Маринепеле Ульха
Çыхрĕç алсапа чăлха.
Эп, чухларăн пуль хăвах,
Çырса лартăм çак сăвва.
ЭРНЕ
Итле, тăнла, Кĕтерне:
Тунтикун пуçлать эрне.
Эс тăнла, ытла ан кул,
Ун хыççăн – ытларикун.
Юнкун юрă пуçлăпăр,
Кĕçнерникун вĕçлĕпĕр,
Эрнекун хыт ĕçлĕпĕр.
Шăматкун çитсен вара
Çăвăнăпăр мунчара.
Вырсарникун, Кĕтерне,
Вĕçленет шăп пĕр эрне.
Текста малалла вулăр...
Шкултан таврăнсан сĕтел хушшине ларса апат çиетĕп те хулпуççи урлă пушă кутамкка уртса мăйăра уттаратăп. Вăрманĕ инçе мар пирĕн – укăлчаран тухсан çур çухрăма яхăн утмалла. Сарăхнă курăк хушшипе авкаланса чупакан сукмакпа кĕçех шĕшкĕлĕхе çитсе кĕретĕп. Кунта сулхăн та тĕттĕм, аялти туратсем çинче нимĕн те курăнмасть, çавăнпа çӳлти курланкăсене çеç тататăп та кĕсьене хуратăп.
Ăхă, куç хăнăхрĕ иккен-ха. Халь аялти туратсем çинчине те татма пулать. Çĕре тăкăннисем те пур. Кутамккана çĕр çине лартатăп та мăйăра татнăçем унта яратăп. Хутран-ситрен сап-сарă мăйăра шăл айне хурса шăтăрт! тутарса кататăп. Ай мĕн тери тутлă мăйăр тĕшши! Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Çĕре тăкăннисем – чи лайăх тулса çитнисем. Вĕсене чĕркуçленсех пуçтаратăп. Кивĕ çулçă шăрши сăмсана кăтăклать.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
[1],
2,
3,
4,
5,
6, ...
11.