Августăн юлашки кунĕсенче районсенче учительсен конференцийĕсем иртрĕç. Яланхи пекех педагогсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе яврĕç. Районти вĕрентӳ уйрăмĕсем чи пултаруллисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Мĕнле кĕтсе илеççĕ ялсенче çĕнĕ вĕренӳ çулне? Çак ыйтăва эпир Çĕпрел районĕнчи вĕрентӳ уйрăмĕн ертӳçине Р.Ф.Закирова патăмăр.
– Çĕпрел районĕнче оптимизаци программи пурнăçа кĕрет. Эпир пĕр шкул та хупмарăмăр пулин те 3 вĕрентӳ учрежденийĕнче реорганизаци пулчĕ. Тутар Шатăршан, Чĕпкас тата Çĕнĕ Йĕлмел ялĕсенче вăтам шкулсем вырăнне пуçламăш классем хăвартăмăр.
Ку лайăхрах тесе шутлатпăр, мĕншĕн тесен учительсен шучĕ ачасенчен нумайрах, пĕлӳ шайĕ те ыттисемпе танлаштарсан япăхрах.
Роберт Файзрахманович пĕлтернĕ тăрăх, ачасем юнашар ялсенчи шкулсене çӳреме тытăнĕç.
Текста малалла вулăр...
Ыран çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланать. Мĕнле кĕтсе илĕç-ха шкулсем пирĕн ачасене? Çак ыйту ТР вĕрентӳпе наука министрне Н.М.Валеева та питĕ хумхантарать. Çавăнпа та нумай пулмасть вăл Министрсен Кабинетĕнче анлă канашлу ирттерчĕ.
2007–2008 вĕренӳ çулне республикăра 2353 вĕрентӳ учрежденине хатĕрлемелле. Унсăр пуçне 14 ача сачĕ, Культура министерствин 3 шкулĕ, 9 патшалăхăн мар шкул, 19 професси паракан вăтам тата 97 професси паракан пуçламăш учреждени ĕçе пуçлĕç. Августăн 25-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм учрежденисем хатĕр пулмалла. Анчах та Госпожарнадзорпа Роспотребнадзор пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем мĕнпур учрежденисенчен 74 тата 76 процент çеç йышăннă. Пирĕн республикăра пĕлтĕртенпе «Пушар хăрушсăрлăхĕ 2006-2008 çулсене» программа пырать. Ăна пурнăçа кĕртме 2007 çулта 160 миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçал 210 шкула автоматла пушар сигнализацине лартмалла.
Текста малалла вулăр...
Нумай пулмасть Хусанти шкулсенче вĕренекенсем валли вĕри апат хатĕрлекен фабрика уçăлчĕ. Хусанта вăл шучĕпе виççĕмĕш пулчĕ. Ăна уçнă çĕре Хусан мэрĕ И.Метшин та хутшăнчĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ объект хулари 40 столовăя кунне 20 пин порци вĕри апат кӳрсе тăрĕ. Çапла виçĕ фабрика вăйĕпе «Cook & Chill» технологипе хатĕрлекен апатпа хулари 70 шкулти 35 пине яхăн вĕренекен апатланмалла. Фабрикăсенче апата хатĕрлесен тӳрех сивĕтеççĕ, унтан ятарлă контейнерсене хурса шкул столовăйĕсене ăсатаççĕ. Çĕнĕ фабрика хатĕрлекен апата Атăлçи, Вахитов тата Советски районĕсенчи шкулсене валеçме лизингпа 12 ятарлă машина туяннă.
Вĕри апат хакĕ – 16 тенкĕ, апла пулин те пĕр вĕренекеншĕн ашшĕ-амăшĕсем 12 тенкĕ те 50 пус тӳлеççĕ. Хула бюджетĕнчен пĕр ача пуçне кашни кун 3,5 тенкĕлĕх субсиди парăнать. 2007 çулта вĕренекенсен апатланăвне йĕркелеме пурĕ 150 миллион тенкĕ уйăрнă.
Текста малалла вулăр...
Ĕнер «Единая Россия» политика партийĕн Тутарстанри уйрăмĕ пуçарнă «Шкула пуçтарăнма пулăш!» Ыр кăмăллăх акцийĕ тивĕçлĕ кăтартусемпе вĕçленчĕ.
Хаçата пичете панă тĕле республикăри сахал тупăшлă çемьесенчи пĕрремĕш хут шкула каякан 6842 ача шкул портфелĕсене хаваслă лару-тăрура йышăнчĕ. Акци вĕçленнĕ çĕре ыр кăмăллăх фончĕн счечĕ çине 3 миллиона яхăн тенкĕ укçа куçарнă.
Акци вăхăтĕнче республикăри районсемпе хуласенчи партин вырăнти 41 уйрăмĕ ранецсене туянса, вĕсене тивĕçлĕ шайра хатĕрлесе хăйсен хуçисене парнелерĕ. Çапла акци пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Хусанта пине яхăн портфель, чăвашсем йышлă пурăнакан хуласенче – Çырчаллинче – 609, Анат Камăра – 285, Чистайра – 272, Ешĕлварта – 246, Пĕкĕлмере – 230, Пăвара – 220 портфель парнеленĕ. Елабуга, Нурлат, Теччĕ, Çӳлту районĕсенче 100 яхăн портфель, Лениногорск, Çарăмсан, Элмет, Заинск, Алексеевски, Лайăш, Çĕпрел, Кайпăç районĕсенче 50 яхăн портфель салатрĕç.
Текста малалла вулăр...
Иртнĕ номерсенче эпир Хусанта пĕрер шкулта чăваш класне уçма тĕрлĕ пуçлăхсемпе калаçусем пынине пĕлтернĕччĕ. Хусан мэрĕ И.Метшин хула Канашĕн ларăвĕнче эпир çак ыйтăва сӳтсе явма ыйтсан пулăшма шантарчĕ. ТР Вĕрентӳпе наука министерствинчи наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай ертӳçи Р.Зинатуллов та çав кунах шкул суйласа ачасем пухма сĕнчĕ.
Виçĕ уйăх сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Эпир «Суварта», концертсенче халăха чăваш класĕсене уçасси пирки пĕлтертĕмĕр. Анчах та ку çителĕксĕр пулчĕ-тĕр.
Хусанти 99№ шкулта чăваш класне уçни пирки пĕлтерсен шкула шăнкăравларăмăр, унта вара чăваш ачисем çук, класс уçман теççĕ. Апла-тăк, ку пуш сăмах çеç. Эпир татах хамăр мĕскĕнленсе юлтăмăр. Пире пуçлăхсем веçех туса параççĕ, эпир пуçтарăнса хамăр ачасене пĕр класа та пухаймарăмăр.
Министерствăра халĕ те ĕçе пурнăçлама май пур теççĕ.
Текста малалла вулăр...
Çак вăййа çулла выляма питĕ лайăх. Выляма пĕр патак кирлĕ пулать.
Ачасем сăвă каласа шăпа яраççĕ. Юлашкинчен юлаканни куç хупакан пулать. Куçне хупса малтан калаçса татăлнă таран сасăпа шутлать. Ун умĕнче патак выртать. Вăл шутланă вăхăтра ыттисем пытанаççĕ. Куç хупаканĕ ачасене шырама тытăнать. Енчен те вăл кама та пулин тупрĕ пулсан, ыттисем ăна хăтарма пултараççĕ. Шыраканĕ сисиччен чупса пырса патака ярса тытаççĕ те тупнă ача ятне каласа пĕр-пĕр пĕренене е ятарлă юпана çавăншăн тесе шаккаççĕ. Тупнă ачи тепĕр хут пытанать. Шыраканĕ кама та пулин тупсан хăвăртрах патака илсе (çав ачан ятне каласа) çавăншăн тесе юпана шаккать. Кама тупнă – вăл тухать. Ăна никам та хăтараймасан куç хупаканни вăл пулать. Вăйă малалла тăсăлать.
Куç хупаканнин кам ăçта пытаннине вăрттăн пăхма юрамасть.
Текста малалла вулăр...
Хисеплĕ редакци!
Сирĕн пата Тури Услон районĕнчи Канашри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта вĕренекенсен Анат Кӳлĕ тата Канаш ялĕсенче пурăнакан ашшĕ-амăшĕсем çыраççĕ. Хаçатăн 17№ (27.04.2007ç.) пичетленнĕ Н.Степанцевăн «Ютти хаклăрах-ши?» статйипе паллашрăмăр. Ыйтăва çакăн пек лартни пире питĕ тĕлĕнтерчĕ. Эпир ăнлантарса çырса пĕлтеретпĕр. Пирĕн ялсенче çичĕ тĕрлĕ халăх пурăнать, хутăш çемьесем те çук мар. Тĕрлĕ нациллĕ халăхсем хушшинче харкашусем пулман.
Чăваш чĕлхипе нумай çын калаçать, ачасем калаçу чĕлхине пĕлсен çителĕклĕ тесе шутлатпăр.
Чăваш чĕлхине вĕрентес ыйтăва шкул администрацийĕ темиçе хут та çĕкленĕ. Ăна икĕ çул вĕрентнĕ (1990-1991 çулсенче), анчах та вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем чăваш чĕлхипе интересленменнине пула вĕрентме пăрахнă.
Пирĕн ялсенче йăла-йĕркесене çирĕп тытса пыраççĕ, шкулта чăваш этнографине тĕпе хурса музей та йĕркеленĕ, пур мероприятисенче те чăваш юрри-кĕвви янăрать.
Текста малалла вулăр...
Кашни шкулта воспитани программи пур, ăна пурнăçласа ачасемпе учительсене пĕрлештерсе хавхалантаракан питĕ хастар çын пулмалла.
XX ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче шкулсенче класс тулашĕнчи ĕçсене ертсе пыраканăн должноçне уçнă. Халĕ эпир ăна воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ тетпĕр.
Пăва районĕнчи Альших вăтам шкулĕнче çак ĕçре Людмила Ивановна Таиркина тăрăшать. Хăйĕн ĕçĕнче вăл кашни ачана тăван шкула юратма, хисеплеме вĕрентессине тĕпе хурать. Çак туйăмсем ача чунĕнче çирĕппĕн тымарланччăр тесе интереслĕ программăсем хатĕрлет. Ĕçе йĕркелеме çамăл мар, паллах, вĕренекенсене уроксем хыççăн юлма ыйтмалла, кăсăклантармалла, ачасем вара каç енне ывăнаççĕ. Ял ачисен кил-хуçалăхра та темĕн чухлĕ ĕç. Çавăнпа та вĕсене илĕртме педагога пысăк пултарулăх кирлĕ.
Пирĕн шкул районта чи лайăххисен шутĕнче, çакна тĕрлĕ предметсемпе иртекен район олимпиадисенче тата тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерсе çирĕплетнĕ.
Текста малалла вулăр...
Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу вăтам шкулĕ таçтан курăнса ларать. Ялшăн вăл чăн-чăн кермен. Хулара пулсан та çухалса кайман пулĕччĕ. Вăл калăпăшĕпе питĕ пысăк, архитектури вара хитре те мăнаçлă. Аксусем шкула юратни куçкĕрет. Вĕренӳ заведенийĕ çинчен вĕсем яланах ăшшăн каласа параççĕ. Халăх шкула юратни хитре çуртран килмест, паллах. Кунта пултаруллă, чун-чĕререн ĕçе парăннă коллектив ĕçлет.

Пире В.П.Лухманов директорпа унăн çумĕ Н.Ф.Ярмушов кĕтсе илчĕç. Шкул çуртне кĕрсенех тĕрлĕ темăпа хатĕрленĕ стендсем куçа илĕртеççĕ. Сарлака коридорсен стенисене картинăсемпе тата ачасен ӳкерчĕкĕсемпе капăрлатнă. Курава лекнĕ пекех туйăнать.
– Ăçтан сирĕн çакăн чухлĕ картина? – тесе кăсăклантăмăр.
– Нумайăшне хăнасем, шкул пĕтерсе тухакансем парнеленĕ, ак кунтисем вара хамăр ялти ӳнерçĕн Иван Петруковăн картинисем, – тет Виктор Павлович шкулпа паллаштарса.
Текста малалла вулăр...
Шкулта лайăх вĕренекен ачан вĕрентекенĕн ячĕ те яланах чи пултаруллисен шутĕнче. Нина Николаевна Баканова çирĕм çиччĕмĕш çул вĕрентӳре вăй хурать, вĕсенчен вун пиллĕкĕшне вăл Элкел районĕнчи Анат Качаел вăтам шкулĕнче пуçламăш классенче чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ертсе пырать. Çак ялта ытларах чăваш çынни пурăнать пулсан та, кунти вĕренекенсем вун ултă çул каялла çеç тăван чĕлхене вĕренме пуçланă. Апла пулин те, кунти халăх тăван чĕлхепе калаçсах каймасть. «Сувар» хаçата та икĕ ялта – Анат тата Тури Качаелсенче – виçĕ çын анчах çырăнать. Тухма пуçланăранпа илсе тăраканнисен шутĕнче хисеплĕ Нина Николаевна та.
– Тăван чĕлхене эпĕ аттен кĕнекисем тăрăх хам тĕллĕн тĕпчерĕм – пире шкулта чăваш чĕлхине вĕрентмен. Ун чухнехи вĕренекенсенчен нумайăшĕ паян та чăвашла вулама, çырма пĕлмеççĕ.
Текста малалла вулăр...
Анат Камăри чăваш гимназийĕнче питĕ пултаруллă учительсем ĕçлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кунтан вĕренсе тухакан ачасем кашни çулах тĕрлĕ институтсене кĕреççĕ. Гимназие аталантарассишĕн пирĕн директор Анатолий Петрович нумай вăй хурать. Педагогсем те пултаруллă.
Хальхинче эпĕ гимназире ĕçлекен пултаруллă хĕрарăмсенчен пĕри – Нина Германовна Ярмушкина çинчен çырса пĕлтеретĕп.
Хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен çынсене чыс та мухтав тейĕпĕр. Анчах ку кăна çителĕксĕр вĕт-ха. Енчен те çамрăк ăрăва пĕлӳ парас ĕçре вăй хуратăн пулсан пушшех те. Чи малтан эпир çыннăн ăс-тăнне, кăмăлне тата чунне курса хаклатпăр. Нина Германовна шăпах çакăн пек çынсен ушкăнне кĕрет те.
Чăваш гимназийĕнче ĕçлекенсен шучĕ пысăк мар. Кунта кашни вĕрентекен алă тупанĕ çинчи пек курăнса тăрать тесен те юрать.
Текста малалла вулăр...
Çуллахи каникул çитнĕ май, Хуратари (Элкел районĕ) шкул та вăхăтлăха шăпланчĕ. Тĕрĕссипе, ытти çултипе танлаштарсан, кунта кăçал çулталăкĕпех питех шавлă пулман-ха. Мĕншĕн тесен республикăри шкулсенче оптимизаци пулнăран çĕнĕлĕх чи малтан çакăн пек пĕчĕк шкулсене пырса тиврĕ. Вĕсене ача шучĕ сахал пулнипе хупма е пуçламăш шкул статусĕнче хăварма йышăннă. Хуратари пĕлӳ çурчĕ те акă 2006-2007 вĕренӳ çулĕнчен пуçламăш шкул шутланать. Çавна кура кунта ӳлĕмрен юлашки шăнкăрав тунсăхлăн янăраса ачасене пурнăç çулне мар, кӳршĕ Сиктĕрме ялне кăна ăсатĕ. Мĕншĕн тесен 5-мĕш класран вĕсем Сиктĕрмери вăтам шкула çӳреме тытăнаççĕ.
Улшăну пулнăранпа вăхăт питех нумай иртменрен-ши çĕнĕлĕхе ачасем те, вĕрентекенсем те хăнăхса çитеймен-ха. Пĕр хутлă пысăк шкулăн коридорĕсем тăхтав вăхăтĕнче халĕ те ача-пăча сассипе кĕрлесе тăнăн туйăнать.
Текста малалла вулăр...
Июнĕн 28-мĕшĕнче ТР Вĕрентӳпе наука министерстви тата Суту-илӳпе промышленность палати Хусанти Уявсен академийĕнче тăлăх тата сусăр ачасен сывпуллашу балне ирттерчĕç.
Кăçал уява республикăри хуласемпе районсенчен 100 ытла ачана йыхравланă. Кашни вĕренӳре, спортра, творчествăра çитĕнӳсемпе палăрнă. Вĕсенчен вун пĕрĕшĕ шкултан ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе вĕренсе тухнă. Ыттисем олимпиадăсенче çĕнтернисем, конференцисенче палăрнисем; республика, Раççей, тĕнче шайĕнчи кĕвĕ, ташă фестивалĕсемпе конкурссен лауреачĕсем; тĕрлĕ спорт вăййисенче Тутарстан, Раççей, Тĕнче чемпионĕсем ята çĕнсе илнисем.
«Çак бала ача çурчĕсенче, интернатсенче, ют çемьесенче ӳснĕ тăлăх, инвалид ачасем хăйсене ăнăçлăрах, кирлĕ, телейлĕ туйччăр тесе йĕркелетпĕр», – теççĕ министерство ĕçченĕсем. Çак ырă ĕçре Промышленность палати те кашни çулах пулăшать.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
1,
...
6,
7,
8,
9,
10,
[11].