Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Шăнкăрав

ШУРКИН ТУРНИРНЕ 10 ÇУЛ

1999 çулхи хĕлле. Чечня. Ханкала. Черетлĕ атака хыççăн салтаксем канаççĕ. Кам туртать, кам чăмлать, хăшĕ, кăштах канма вăхăт пулсанах, чулсем çумне тĕршĕнсе çырусем вулама пуçлать. Хĕллехи камуфляжран та ăшăрах темиçе хут та вуланă тăван сăмахсем: «Салам, Саша! Мĕнле халсем? Эс пайтахранпа çырмарăн. Пирĕн веçех аван…» Инçетри сăнар куç умне тухса тăрать. Ялта чух ытла калаçман та темелле пĕр-пĕринпе, халĕ – çавăн пек çырусем килеççĕ! Çывăхри вăрçă та, салтак нуши те манăçать çак çӳхе конверта алла тытсан…
Александр Шуркин ячĕллĕ кĕрешӳ турнирĕ Çĕпрел районĕнчи чăваш ялĕсенче çакнашкал ăмăртусене чĕртсе яраканни пулса тăнине паянхи кун нумайăшĕ çирĕплетет. Вунă çул каялла Чечняра пуç хунă салтака асăнса ирттернĕ спорт мероприятине пуçарса яракансен алли çăмăл пулнă курăнать. Хăйсем те вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă çынсем-çке.

Текста малалла вулăр...

ĔÇЕ ЧУНТАН ПАРĂННĂ

Николай Григорьевич Иванов Аксу районĕнчи Унтакшă ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен икĕ çул маларах çуралнă. Вăрçă терт-асапĕ, хуйхи, куççулĕ Ивановсен килĕнчен те иртсе кайман. Çак çуртран виçĕ салтак тăшмана хирĕç çапăçса пуç хунă: Кĕркури, Элекçей тата Прукка. Николайăн ашшĕ, Григорий Васильевич, 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче вăрçа тухса кайнă. Килĕнче амăшĕ Мария, мăшăрĕ Ульяна пилĕк ачипе пурнăç лавне хăйсемех сĕтĕрнĕ. Шăллĕсем – Элекçейпе Прукка – авланса çемье çавăраймасăрах вăрçăра пуç хунă. Ульяна колхоз ĕçĕнчен пĕчĕк ачисем çывăрма выртсан çеç таврăннă, икĕ смена ĕçлесе тырă вырнă-çапнă. Килте ачасен асламăшĕ пур, шанчăклă. Анчах инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Виççĕмĕш ачи Толя пĕррехинче çулла 10 çулти аппăшĕпе пĕрле Упа ĕшнине кĕпçе татма кайнă. Выçăллă-тутăллă, çăкăр курман ача упа кĕпçи çинĕ, киле те татса таврăннă.

Текста малалла вулăр...

ТУСЛĂХ ÇИРĔПЛЕНСЕ ПЫРАТЬ

Ăçта пĕрлĕх – унта вăй.
(Ваттисен сăмахĕ).
Эпир ача чухне сăрт çинчен юр кайсанах унта кĕрешме хăпараттăмăр. Шкултан ансан та унтан-кунтан апатланкаланă хыççăн сăрт енне чупаттăмăр, аннесем вара пӳрт умĕнче ятлаçса юлатчĕç. Киле таврăнсан пĕçерккĕ лекетчех…
Çурхи хĕвел хаваслăн пăхать, уçă çил çӳçсене тăрмалать. Çут çанталăк та пирĕнпе вылясшăн тейĕн. Эпир вара, шкул çулĕнчи ачасем, йĕм кантринчен пĕр-пĕрне çавăрса тытатпăр та кĕрешетпĕр. Çĕнтерекенсене ăмсанаттăмăр. Вĕсем куштан автан евĕр кăкăр каçăртса çӳретчĕç. Вĕсене ачасем те хисепленĕ, тĕслĕх илме тăрăшнă.
Эпĕ те, Николай Федорович Угаслов та çакăн пек ăмăртусенчен юлман. Шкула çӳреме тытăнсанах сăрт çине кĕрешме хăпарнă. Ача чухне çывăх туссем пулнă эпир. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Владимир ИЛЬИН.
«Кĕрешӳ» секци тренерĕ.
Çĕпрел районĕ,
Хулаçырми ялĕ.

ТУТАРПА ЧĂВАШ ĔЛĔКРЕН ЮЛТАШ

Чăваш литературипе 9-мĕш класра ирттернĕ урок
Урок тĕсĕ: шыравпа тишкерӳ.
Пĕлӳ тĕллевĕ: ачасен шухăшне, калаçăвне аталантарасси. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенчи сăвăçсен пултарулăхĕпе паллаштарасси. Сăвăсене тишкерес йĕркене хăнăхтарасси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: тутарпа чăваш туслăхне хаклама вĕрентесси. Тăванла халăхсен литературине ăнланма вĕрентесси. Вăхăт тĕллевне кура чăтăмлăха аталантарасси.
Илемлĕх тĕллевĕ: Сăвăсене уçăмлă вулама вĕрентесси. Илемлĕхе туйма хăнăхтарасси.
Словарь ĕçĕ: пĕр-пĕрне саламлакан сăмахсене тутарла тата чăвашла калани, сăмах çаврăнăшĕсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарасси: тĕслĕхрен, «нанизаны мы на единую нить», «тус-юлташна эс пиçиххи ан пул», «пурнăç шепĕ йӳнелĕ».
Урок меслечĕсемпе мелĕсем: шырав, ирĕклĕн тухса калаçни, хаçат-журналти материалпа çирĕплетни, тишкерӳ туни, шухăша пĕтĕмлетни.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина ВАСИКОВА.
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.
Аксу районĕ,Кивĕ Саврăш шкулĕ.

АВАЛХИНЕ ХАЛЬХИПЕ ÇЫХĂНТАРМАЛЛА

Тăван ен культурин урокĕсенче эпир хамăр ялти йăла-йĕркесем пирки вĕренетпĕр. Ялти ватă çынсенчен çырса иле-иле ачасене паллаштаратăп. Йăла-йĕркесене культура аталанăвĕн никĕсĕ теме пулать. Халăхăн ăс-хакăлĕн аталанăвĕ хăвна çав халăхăн пĕр пайĕ пулнине туйса илнинчен килет. Чăвашлăха туймастăн пулсан унăн культурине нихăçан та туяймăн.
Чăн та, эпир юлашки вăхăтра самана улшăннă май хытăрах чĕреллĕ пулма пуçларăмăр. Тăван халăх йăлисене манса пыратпăр. «Халăх вĕрентĕвĕн пуянлăхне упраса аталантарса пырсан çеç чăваш çĕнĕрен чĕрĕлсе малалла кайма пултарать, тĕнчере ытти халăх йышĕнче тивĕçлĕ вырăна тухать, ĕмĕрхи чапне çĕнетме, чĕртсе яма шанчăк тупать», – тет педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Г.Н.Волков. Чăваш халăхĕн виçĕ пин çулхи чыслă аваллăхĕ мухтава тивĕçлĕ. Çак халăх ĕмĕр-ĕмĕр тар юхтарса ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе, тыр-пул акса, çурт-йĕр лартса, улма-çырла, вăрман ӳстерсе пурăннă.

Текста малалла вулăр...
■ Марина ПЕТРОВА.
вĕрентекен.Çĕнĕ Шуçăм районĕ,Чăваш Шупашкар шкулĕ.

ПАЯН ĔНЕРХИНЧЕН ЛАЙĂХРАХ ĔÇЛЕ

– Çырчалли нумай нациллĕ хула, чăвашсене кунта кӳрентермеççĕ, хула Думинче чăваш депутачĕ те пур пирĕн – эпĕ хам, – терĕ Çырчаллинчи ЧНКЦ председателĕ Сергей Киров районти ĕçсемпе паллаштарма пуçласа. Виçĕ çул вăл çак должноçра ĕçлет. Çак хушăра чылай ĕç пурнăçланă, пурте вырăнлă, халăхшăн пĕлтерĕшлĕ. Анчах чи пысăк пуçару шутне Çырчаллинчи 6№ ача садĕнче чи пĕчĕккисен чăваш ушкăнне уçнине кĕртес килет. Мĕн пĕчĕкренех ачасене тăван культура атмосферинче ӳстерме шутлани питĕ тĕрĕс йышăну. Анне чĕлхи урлă илнĕ пĕлӳ ĕмĕрлĕхех чĕрене вырнаçса малашнехи ӳсĕмĕн никĕсĕ пулса тăрать. Паянхи куна унта вун тăватă ача çӳрет.
– Чăвашла пĕлекен воспитатель те тупрăмăр ĕнтĕ. ЧНКА председателĕ Константин Яковлев кĕнекесем нумай ярса пачĕ. Ача садĕнче кăна чăваш чĕлхине вĕренни, паллах, çителĕксĕр.

Текста малалла вулăр...

АЧА САЧĔСЕМ – АВТОНОМИЛЛĔ УЧРЕЖДЕНИСЕМ

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен Хусанти ача сачĕсем автономиллĕ учреждени статусне илчĕç. Çак çĕнĕлĕх халăхра тĕрлĕ ыйтусем çуратрĕ, çуратать те. Шкулчченхи вĕрентӳ учрежденийĕсем çĕнĕ статус илесси пирки сăмах тухсанах ача сачĕшĕн тӳлесси 2-3 пин тенкĕ таранччен хушăнать текен тата ытти сас-хура сарăлчĕ. Ашшĕ-амăшĕсене пулăшас тĕллевпе Хусан мэрийĕ çынсене уйрăмах хумхантаракан темиçе ыйту çине хуравларĕ.
– Ача садне ачана çӳретнĕшĕн тӳлемелли хак октябрьтен ӳсет тени тĕрĕс-и?
– Çук, тĕрĕс мар. Автономи учрежденине çӳренĕшĕн те тӳлев Хусан хула Думи унччен йышăнура çирĕплетнĕ чухлех юлать, паллах, учрежденипе ушкăнăн тĕсне шута илсе. Унчченхи çăмăллăхсем те сыхланса юлаççĕ: пепке ача садне çӳренĕшĕн тӳленинчен çемьере миçе ача пулнине шута илсе 20-70 проценчĕ ашшĕ-амăшне каялла таврăнать.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

ЯЛАНАХ МАЛАЛЛА!

Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасене тĕл пулсан: «Канса ывăнмарăр-и-ха?» – тесе ыйтмасăр пĕр калаçу та иртмест темелле. Ытларах чухне: «Çу-ук!» – тесе хуравлаççĕ ачасем. Ас тăвасса, хамăн та канас кăмăл пĕрремĕш урока килсе ларсан çеç сирĕлетчĕ. Миша вара çуллахи каникул пуçлансанах хăçан каялла шкула килетпĕр-ши тесе каланине эпĕ пĕрре çеç мар илтнĕ. «Шкул вăл – маншăн иккĕмĕш кил, çутă, савăнăçлă кун, юратнă туссен ăшши, верентекенсен ăслă сăмахĕ».
Апла пулсан, ирĕк парăр сире çак йĕкĕтпе паллаштарма. Михаил Григорьев – Кивĕ Саврăш шкулĕнчи вун пĕрмĕш класс вĕренекенĕ, спортсмен, тăрăшуллă вĕренекен, пултаруллă артист, шанчăклă тус, ырă кăмăллă чипер каччă.
Пĕчĕк чух летчик-космонавт пулма ĕмĕтленнĕ Миша. Çӳлтен те çӳле хăпарса çĕр чăмăрĕ çине пăхас килнĕ унăн. Паллах, ăна пурте пултараймаççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Лилия ВАСИКОВА.
Аксу районĕ,Кивĕ Саврăш.

АСРА ЮЛАКАН ВĂХĂТ

Чăвашра вăрман нумай,
Вăрманта ӳсет юман.
Улăп паттăр пек нихçан
Чăвашсем пуçа усман.
Алексеевски районĕнчи Чăваш Майни ялĕнче ача садне хальхи вăхăтра 23 ача çӳрет, икĕ ушкăн ĕçлет. Кĕçĕннисен ушкăнĕнче 11 ача, аслисен – 12.
Ачалăх – асра юлакан вăхăт. Çак çулсенче ачасен пĕтĕм пултарулăхĕ палăрать. Эпир, ача садĕнче ĕçлекенсем, ачасене тăван халăхăн йăли-йĕркипе, пурнăçĕпе паллаштарма тăрăшатпăр. Ку енĕпе ача садĕнче кĕтес йĕркелерĕмĕр. Унта халăх тумтирне, ĕç хатĕрĕсене пуçтартăмăр. Ачасене чăваш ӳнерçисемпе, çыравçисемпе, композиторĕсемпе паллаштаратпăр.
Çемьепе садик хушшинче тачă çыхăну тытас тесе ашшĕ-амăшĕсемпе тĕрлĕрен калаçу, конкурссем ирттеретпĕр. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ.
Тăван несĕлĕн чĕлхи ан сӳнтĕр тесе хамăр ума çак тĕллеве лартатпăр: ачасене тăван чĕлхепе калаçма, шухăшлама вĕрентмелле.

Текста малалла вулăр...
■ Надежда ЧЕРНЫШЕВА.
Чăваш Майнинчи 12 № «Аленушка» ача сачĕн заведующийĕ.

ПАЛЛĂ ӲНЕРÇĔСЕНЕ КУНТА ТУПТАÇÇĔ

Юлашки çулсенче ӳнер ĕçне вĕренес текенсен йышĕ ӳссе пырать. Пурнăç чылай сферăра ӳнер вăрттăнлăхĕсене пĕлни кирлине кăтартать. Тĕслĕхрен, маникюр, визажист, кил-çурт, тумтир… дизайнерĕсем тата ытти специальноçсенче те. Çавăнпах хулара, Хусанах илер, кашни утăмра аслисем валли курссем йĕркелеççĕ, пĕчĕкренех аталантарма ачасем валли шкулсем уçăлаççĕ. Анчах вĕсенчен чылайăшĕ «пĕр кунлăх»… Опытлă педагогсемсĕр, çулран çул аталанса пыракан вĕренӳ программисĕр вĕренекенсен тимлĕхне тытса тăма çăмăл мар çав.
ТР Культура министерствине пăхăнса тăракан 2№ ӳнер шкулне вĕренме пырас текенсем Хусанта вара ялан йышлă – пĕр вырăна икĕ çын. Паллах, халăхра çак шкулăн ырă ячĕ тахçанах сарăлнă. Кăçал ноябрь уйăхĕнче 50 çул тултаракан шкулта пĕрремĕш кунранах хăйĕн ĕçне чунтан парăннă педагогсем ертсе пынă.

Текста малалла вулăр...

ТĂВАН ÇĔРЕ ЧĔНЕТ ЧĔРЕ

Тăван йăваран хакли нимĕн те çук.
Ваттисен сăмахĕ.
«Тĕнче аслă, унта такам валли те вырăн пур», – тет чăваш çынни, мĕн ĕлĕкрен ытти халăхсемпе туслă пурăнма хăнăхнăскер. Чăнах та, мĕн тĕрлĕ халăх, мĕн тĕрлĕ çĕршыв çук пулĕ çĕр çинче. Вĕсен хушшинче пуяннисем те пур, чухăннисем те сахал мар, çыннисем те тĕрлĕрен. Çапах та пирĕншĕн кашниншĕнех чи хакли, чи юратни – хамăр тăван кил. Кил вăйĕ виçесĕр пысăк, ун хăвачĕ асамлă. Кил – Тăван çĕршывăн чи хаклă кĕтесĕ. Лаша та кил еннелле хытăрах чупать, килтен – уттипе, киле – чуппипе. Салтак та тухса каять – куççульпе макăрать, таврăнать – кăкăр тулли юрлать.
Пирĕн тăван кил – Тутарстан. Тутарстан Республики вăрман зонинче, лайăх çĕр çинче вырнаçнă, вăл нумай нациллĕ республика. Унăн анлă çĕрĕ çинче темиçе ĕмĕр тутар, чăваш, ирçе, пушкăрт, удмурт, вырăс халăхĕ пурăннă.

Текста малалла вулăр...

ПИЧЕТЛЕНМЕССИНЕ ПĔЛНĔ

Акă Илле Тăхти çыравçă çуралнăранпа та 120 çул çитрĕ. Паянхи куна эпир Илле Тăхти пултарулăхне 1979 çулта тухнă çырнисен пуххи тăрăх хаклама пултаратпăр. Çыравçă архивĕнче вара унăн пултарулăхĕн çĕнĕ енĕсене уçса пама пултаракан, ку таранччен кун çути курман хайлавсем чылай. Вĕсенчен пĕри – «Выçлăх çул» поэмăн тулли варианчĕ.
И.Тăхти «Выçлăх çул» поэмăра Атăл тăрăхĕнче 1921 çулта алхаснă выçлăха сăнланă. «1921 çулта выçлăх пулчĕ. Çав çула хăшĕ чăтаймарĕç, нумайăшĕ вилсе пĕтрĕç. Хăшĕ-хăшĕ кунти çĕр-шыва пăрахса Çĕпĕре куçнă. Вăл выçлăха аран-аран тӳснисем халĕ те пурăнкалаççĕ. Хăшĕ-пĕри выçлăх çулне ташла-ташла, юрла-юрла ирттерни те пур. Турă ячĕпе тырă пухакансем выçлăх çул выçă ларман. Вĕсенчен пĕри пĕр тăлăх матканне ик çăкăртан пĕр çăкăрне аллинченех тытса илсе кайрĕ, тет. Эпир, выçлăх çул хура халăх хурлăх курни шурă хут çине хуралса ӳктĕр тесе поэма çырнăччĕ.

Текста малалла вулăр...

ĔÇЛЕМЕ ӲРКЕНӲ ÇУК

Галина Владимировна Демидова Павлă районĕнчи Туйраллă вăтам шкулĕнче 1994 çултанпа ĕçлет. Çак ял ачисене вăл тăван чĕлхепе литература предмечĕсене вĕрентет. Анчах çакăнпа кăна лăпланса лармасть вĕрентекен. Хăйне чăваш халăхĕн йăли-йĕрки, культури, сăмахлăхĕ питĕ те кăсăклантарнине кура ачасенче те вăл çак интереса вăратма ăшталанать.
– Темшĕн пирĕн ялта çапла вăл, ашшĕ-амăшĕсем ачисемпе килĕсенче вырăсла калаçаççĕ. Уроксенче чăвашла ăнлантарма хăш чухне йывăр пулать. Ачасем тăван халăх, культура патне туртăнччăр тесе эпĕ вĕсене хамăр историпе çыхăннă вырăнсене экскурсисене илсе кайма тăрăшатăп. Кайса килнĕ хыççăн вара мероприятисем ирттеретпĕр. Тăван ял историне пĕлекен ватăсем патне пĕрле çӳретпĕр. Тăрăшатăп ĕнтĕ, – сăпайлăн калаçать Галина Владимировна.
Г.В.Демидова кашни урока хăйне евĕр ирттерме тăрăшать.

Текста малалла вулăр...

ЧĔЛХЕ ПĔЛНИ ПУЛĂШАТЬ КĂНА

Аксу районĕнчи Емелькино шкулĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнче – 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче вĕреннисем ун чухнехи çамрăк вĕрентекене В.Д.Никитина питĕ лайăх астăваççĕ. Астăваççĕ кăна мар, ырăпа аса илеççĕ. «Виталий Дмитриевич чăн-чăн педагогчĕ, пиртен çирĕп ыйтатчĕ. Унăн урокĕсене вĕренмесĕр кайни пулман. Кунсăр пуçне шкулта тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерессипе ăна çитекен çукчĕ», – теççĕ çак шкулта вĕреннисем.
1978 – 1982 çулсенче тăрăшнă вăл хăй çуралса ӳснĕ ялти шкулта. Унччен ăна, Хусанти педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен тин кăна вĕренсе тухнăскере, направленипе Аксу районĕнчи Савгачево шкулне ĕçлеме янă. Икĕ çултан тăван ялне куçнă çамрăк вĕрентекен. Виталий Дмитриевич паян пысăк стажлă, ятлă педагог, анчах тăван тăрăхран самай аякра пурăнать – Крымри Симферополь хулине куçса кайни 27 çул çитнĕ ĕнтĕ.

Текста малалла вулăр...

ĔМĔРӲ ВĂРĂМ ПУЛТĂР, ГИМНАЗИ!

1980-мĕш çулсен вĕçĕ, 1990-мĕш çулсен пуçламăшĕ. Хусанта, Анат Камăра, Çырчаллинче тата чăвашсем йышлăрах пурăнакан районсенче чăвашсен наципе культура пĕрлĕхĕсем, юрă-ташă ушкăнĕсем йĕркеленеççĕ. Унччен, 1956 çултан пуçласа, вакрах халăхсен чĕлхисене аталантарассине хĕссе пынă май синкерлĕ тапхăр пуç пулса тăнă. 1956 çулта И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулне (каярахпа чăваш педучилищи), Аксури, Пелепейри (Пушкăртстан), Подбельскри (Самар облаçĕ), Бугурусланти (Оренбург облаçĕ) чăваш педучилищисене хупнă хыççăн шкулсенче те тăван чĕлхене вĕрентме пăрахтарса вырăсла пĕлӳ пама тытăнчĕç. Çавăнпа пĕрле шкулсенче чăваш чĕлхипе литература урокĕсем те пĕтрĕç. Çӳлтен хушнипе наци чĕлхисене вĕрентме пăрахтарса пире шкул урлă ирĕксĕр вырăслатас терĕç.
Аксу районĕнче Н.А.Атряскин малтан РОНО ертӳçинче, каярах райĕçтăвком председателĕнче ĕçленине пула хăш-пĕр шкулсенче чăваш чĕлхине сыхласа хăварма май килчĕ.

Текста малалла вулăр...

САСĂ КĂЛАРАКАННИНЕ КУРАСЧĔ

Виçĕ çулхи Сергей ашшĕ купăс каланине итлеме питĕ юратать. Тепĕр чухне хăй те купăс калас кăмăлпа тӳмисем çине пускаласа, турткаласа пăхать. Анчах ашшĕ пек илемлĕ кĕвĕ кăлараймасть.
Пĕррехинче Сергей ашшĕнчен: «Атте, кам унта купăс ăшĕнче сасă кăларать? Мĕн-ши унта?» – тесе ыйтрĕ.
– Купăс ăшĕнче нимĕн те çук. Сасă кăларакан чĕлĕхсем çеç вырнаçтарнă. Купăса тӳмисенчен пусса ăна тăсса янипе, каялла пĕрнипе, чĕлĕх витĕр сывлăш вĕртерсе тухнипе кĕвĕ евĕр сасă тухать, – ăнлантарчĕ ăна ашшĕ.
Сергей чĕлĕх мĕнне ăнланмасть-ха. Пĕрре вăл, ашшĕ килте çуккипе усă курса, купăса ярса илет те турткаласа сасă кăларттарать. «Чăнах та, мĕн пур-ши купăс ăшĕнче? Мĕн-ши вăл чĕлĕх тени?» – ачан пуçне канăç памаççĕ çак ыйтусем. Купăса çавăркалама тытăнать. Ун ăшĕнче мĕнле япала сасă кăларнине пĕлес тет вăл.

Текста малалла вулăр...

МИКУЛА ПИЧЧЕ КУЧЧЕНЕÇĔ

Çулла. Кунсем шăрăх тăраççĕ. Вĕри хĕвел питĕ ир çĕкленет. Шăхаль вăрманĕ урлă каçать те тăп-тăрă тӳпене çав тери çӳле хăпарса каять. Йăлăхтармаллах нумай тăрать вăл унта. Каçпа аран-аран Сăхăтпуç сăрчĕ хыçне пытанать. Кун тăршшĕ вăрăм. Мĕн кăна тумастпăр-ши эпир ир пуçласа каçчен! Пуканелле вылятпăр. Калуш ăшне курăк тултарса «утă турттаратпăр». Ик-виçĕ хутчен шыва кайса кĕретпĕр. Анчах вăйă-кулă кăна-и? Кил-тĕрĕшре ăна-кăна тумалли те тупăнать пирĕн. Аттепе анне ирех ĕçе тухса каяççĕ те каçпа тин таврăнаççĕ. Улт-çичĕ çула çитнĕ пулсан та, килти вак-тĕвек ĕçсене тума пире хушса хăвараççĕ. Эпир вара, киле юлнă ачасем, чăх-чĕп пăхатпăр, картиш шăлатпăр, садра панулми хураллатпăр.
Кăçал панулми ăнса пулчĕ. Çавăнпа-ши кӳршĕ хĕр ачи Праски яланах пирĕн пата килет. Тăкăнакан панулмисене асăрхасах тăратпăр эпир.

Текста малалла вулăр...

ПИРĔН ХАКЛĂ ТА ЮРАТНĂ ВĔРЕНТЕКЕНĔМĔР

Яланах хама çакăн пек ыйту паратăп: телейлĕ-ши эпĕ?
Эпĕ вĕрентекенсен çемйинче çуралса ӳснĕ. Пĕр иккĕленмесĕрех вĕрентекен профессине суйласа илтĕм. Шкул – маншăн пурнăç уççи, ачасем вара – тӳпери çăлтăрсем. Çултан çул мана ачасемпе ĕçлеме ытларах та ытларах килĕшет. Вĕсем мана ĕçлеме, пурăнма вăй параççĕ. Çавăнпа та эпĕ телейлĕ!
Кашни вĕренӳ çулĕ маншăн уяв: ачасем илемлĕ тумсемпе, чечек çыххисемпе, савăнăçлă йăл-кулăпа шкула килеççĕ. Манăн вĕсемпе яланах шкулта пулас килет. Çĕнĕрен те çĕнĕ çулсем уçса малалла вĕренӳ тĕнчипе утас килет.
Кашни ача – çăлтăр, пĕри пысăк, тепри пĕчĕкрех. Куçĕсем йăлтăртатса çунса пăхнине нимĕнле сăмахпа та çырса пĕлтереймĕн. Çав куçсем манăн чĕрене хускатса çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнӳсем тума пулăшаççĕ. «Чи малтан ачана юратмалла, кайран çав ачапа ĕçлеме тытăнмалла», – тесе шутлатăп эпĕ.

Текста малалла вулăр...

ПИРВАЙХИ ВĔРЕНТЕКЕН КАМ ПУЛНĂ?

«Энциклопедия чувашских сел Самарской области» кĕнекере (Самар, 2008) çавăн пек çырни пур: «В Новой Таябе (хальхи Чаллăпуç районĕ, Самар облаçĕ – авт.) школа была открыта в 1893 году. Первый учитель Таябы остался в памяти сельчан как человек с широким кругозором, умный, обаятельный. Рядовой учитель (к сожалению, его имя неизвестно) был родом из Савруши Аксубаевского района Татарстана» (222 стр).
Кам пулнă-ха вăл пирвайхи вĕрентекен? Паллă мар. Çавăн ятне тупас тесе эпĕ пайтах кĕнекепе, çăлкуçпа паллашрăм. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче истори пайĕн аслă сотрудникĕнче вăй хунă Геннадий Александрович Александровăн «Чувашская интеллигенция: истоки» кĕнекипе паллашнă хыççăн çак шухăш патне пырса тухрăм: вăл асăннă Саврăшра çуралса ӳснисенчен Антон Семенович Иванов Çĕнĕ Таяпа шкулне ĕçлеме килме пултарнă.

Текста малалла вулăр...

ЮРАТАÇÇĔ ПИРĔН ӲКЕРМЕ

Кивĕ Саврăш шкулĕ пултаруллă ачасемпе пуян тесен те юрать. Вĕренме те хастар, спортпа та туслă, илемлĕ ӳкереççĕ, юрă-ташă тесен вара – итлесе-пăхса кăна савăн. Пултарулăх тени хăй тĕллĕн тупăнмасть-тĕр çав тепĕр тесен. Ăна аталантарас тесе нумай вăй-хал хумалла: ачасен çеç мар, вĕрентекенсен те. Çавăнпа та эпĕ пирĕн шкул пултаруллă ачасемпе çеç мар, пултаруллă, хăйсен ĕçне тĕпрен пĕлекен тата ăна юратса тăвакан вĕрентекенсемпе те пуян тесе каласшăн.
Вĕсенчен пĕри вăл – Олеся Валентиновна Абросимова, ӳнер урокĕсене ертсе пыраканĕ. Ачасемпе килĕштерсе ĕçлеме те Турă пани кирлĕ тесе шутлатăп эпĕ. Ку енчен Олеся Валентиновна мĕн пĕчĕкрен опыт пухса пынă. Чи асли вăл пысăк çемьере. Нумай пулăшма тӳр килнĕ ăна йăмăкĕсемпе шăллĕсене пăхмашкăн. Ӳкерме те пур ача пекех мĕн пĕчĕкрен юратнă – килĕнчи стенисем, кăмаки, амăшĕн кĕнекисем хушма иллюстрацисемпе яланах пуян пулнă.

Текста малалла вулăр...
■ Лилия ВАСИКОВА.
Аксу районĕ,Кивĕ Саврăш.


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11.
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08