Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Спорт тата сывă пурнăç йĕрки

СПОРТ

«ТУТАРСТАН КРОСĔ-2011»
Пĕтĕм Раççейри чупу кунĕнче республикăра «Тутарстан кросĕ-2011» çăмăл атлетика стартне 183 пин çын хутшăннă. Ăмăртусем Тутарстанри мĕнпур муниципаллă пĕрлешӳсенче пĕлтĕрхинчен чылай активлăрах иртнĕ. Пĕлтĕр чупу кунне республикăри 160 пин спортсмен çеç хутшăннине аса илтермелле. Хусанта чупу кунĕнче Пин çуллăх тӳремĕнче старта 21 пин çын тухнă, вĕсен хушшинче спорт ветеранĕсем, спорт çемйисем, шкул ачисем, студентсем, сусăррисем тата велосипедистсем пулнă.
ПАМИР ШЫВĔСЕНЕ ПАРĂНТАРНĂ
Таджикистанран Хусана Тутарстан Республикин шыври туризм енĕпе сборнăйĕн команди таврăннă. Вăл Раççейĕн спорт туризмĕн 2011 çулхи чемпионачĕн зачетĕнче шыв походне хутшăннă. 10 çынран тăракан команда виçĕ икĕ вырăнлă тата пĕр тăватă вырăнлă катамарансемпе Памир тăвĕсен кăнтăр районĕнчи кăткăс Шахдарапа Гунт шывĕсем тăрăх ишсе аннă.

Текста малалла вулăр...

ЧĂВАШСЕН УНИВЕРСИАДĂРИ ÇИТĔНĔВĔСЕМ

Пĕтĕм тĕнчери çуллахи XXVI Универсиадăра Чăваш Ен спортсменĕсем пысăк çитĕнӳсемпе палăрчĕç. Раççей сборнăйĕнче Китайри Шеньжень хулинче çак регионти çичĕ спортсмен вăй виçрĕç, вĕсенчен улттăшĕ киле медальсемпе таврăнчĕç.
Раççей сборнăйне чи малтанхи медале Ксения Кириллова велосипедистка илсе пачĕ. Универсиадăн виççĕмĕш кунĕнче Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки маунтинбайкра «кросс-кантри» Олимпиада дисциплининче çĕнтерчĕ. Раççей Тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Красновăн вĕренекенĕ, вăл финиша Маарис Мейер эстонкăран 1 минут та 47 çеккунт, виççĕмĕш вырăн йышăннă Мелани Гэй швейцаркăран 7 минут та 21 çеккунт маларах çитрĕ. Велогонкăна хутшăннă Надежда Качушкина та медаль питĕ çывăх пулчĕ. Анчах та, шел пулин те, финиша вăл пиллĕкмĕш çеç çитрĕ.
Çав кунах йывăр атлетикăра çĕршыв сборнăйĕн арчине Раççей патшалăх физкультура университечĕн Çĕнĕ Шупашкарти филиалĕн студенчĕ Вячеслав Ластухин «кĕмĕл» хывма пултарчĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Евгений ТУРХАН .
хатĕрленĕ.

ВĂЙСĂРРИСЕМ КĔРЕШМЕÇÇĔ

Юлашки 10 çулта Çĕпрел районĕнче кĕрешӳ спорчĕ çĕнĕ вăйпа аталанма тытăнчĕ тесен те йăнăш мар, ялсенчи шкулсенче ĕçлекен кĕрешӳ секцийĕсене ял ачисем ытларах çӳреме пуçларĕç. Çавăнпа ку тăрăхра Совет Союзĕн Геройĕ С.Уганин ячĕпе, чечен вăрçин паттăрне А.Шуркина асăнса, Н.Угаслов призĕшĕн чăваш, тутар наци кĕрешĕвĕсем, ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе иртекен регионсем хушшинчи турнирсем, район первенстви ырă йăлана çаврăннинчен тĕлĕнмелли çук. Паллах, çамрăк спортсменсем тăван районта кăна мар, Чăваш Енре, Ульяновск облаçĕнче, Рязань тата Хусан хулисенче те хăйсен вăйне кăтартаççĕ. Çĕпрел районĕн çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм уйрăмĕн ертӳçи Ф.Ахметов каланă тăрăх, «Татарстан яшлере» хаçат призĕшĕн нумаях пулмасть иртнĕ республика турнирĕнче районăн пĕрлештернĕ команди 49 командăран чи вăйлă 20 команда йышне кĕни те лайăх кăтарту.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

ЙĔЛТĔР ШУСАН ТĂМАН ХĂРУШĂ МАР

Ретĕн-ретĕн хурса тухнă медальсемпе, йăлтăртатса тăракан кубоксемпе кĕтсе илчĕ Кивĕ Чакă (Çĕпрел) вăтам шкулĕн спорт залĕ мартăн 8-мĕшĕнче район спортсменĕсене. Пĕр кун маларах йĕлтĕрпе чупассипе район центрĕнче иртнĕ ăмăрту хыççăн сывлăш та çавăрса яма ĕлкĕреймен пулин те вĕсем каллех йĕлтĕр çине тăрса пĕр-пĕринпе ăмăртма хатĕр. Урăхла пулма та пултараймасть, ку ăмăрту юлашки çулсенче районти чи хитре уявсенчен пĕрне çаврăнчĕ-çке. Ăна йĕлтĕр спорчĕн ветеранне, Кивĕ Чакă вăтам шкулĕн директорĕ, истори тата физкультура учителĕ пулнă Н.П.Бултыкова асăнса виççĕмĕш çул ирттерчĕç. Яланхи пекех ăмăртăва Николай Павловичăн вĕренекенĕсем А.Иванов, В.Солдатов, А.Исли, вырăнти ял хутлăхĕ, Кивĕ Чакă вăтам шкулĕ, ялти чиркӳн пачăшки Олег атте тата, паллах, мăшăрĕ Зоя Михайловнăпа ачисем йĕркелерĕç.
Хисеплĕ вĕрентекене, ентеше асăнса иртекен спорт ăмăртăвне ял-йыш, тавра ял кашни çул чăтăмсăррăн кĕтет.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Сăнӳкерчĕксенче ăмăрту саманчĕсем.

СИЛЬВИЯ МУЛКАЧĔ ÇĔНТЕРНĔ

Нарăсăн 26-мĕшĕнче каçхине федераллă каналсем 2014 çулта иртекен хĕллехи Олимп вăййин талисманĕсене палăртни çинчен пĕлтерме тытăнчĕç. Тӳрĕ эфирта халăх сасăлавĕ ирттернĕ май малти вырăна шурă упа, мулкач тата леопард тухнă. Юлашки чĕр чун Владимир Путина килĕшни çинчен премьер хăй пĕлтернĕ. Çынсем суйласа илнĕ талисмансене сĕннĕ виçĕ çын хушшинче Чăваш Республикинчи Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкассинче пурăнакан Сильвия Петрова та пур. Вăл сĕннĕ мулкачшăн телекуракансенчен 16 проценчĕ сасă панă.
Раççейре 2014 çулта иртмелли Хĕллехи Олимп вăййисен талисманĕсен конкурсĕ пĕлтĕрхи авăнăн 1-мĕшĕнче пуçланнă. Пурĕ унта 24 пин ытла ĕç ярса панă. Жюри вĕсенчен 11 ĕçе суйласа илнĕ. Хĕл Мучин сăнарне Халăхсем хушшинчи Олимп комитечĕн «аллине лекесрен» (сăмах автор прависем пирки пырать) конкурса хутшăнакансен шутĕнчен кăларма тивнĕ.

Текста малалла вулăр...

СПОРТ

«Динамо-Казань» клуб хоккеисчĕсем – Юрий Погребной, Сергей Шабуров, Игорь Ларионов наци командин йышĕнче Раççей Правительствин парнисемшĕн иртнĕ турнирăн çĕнтерӳçисем пулса тăчĕç. Финалти матчра Раççей хоккеисчĕсем Швеци командине 8:1 шутпа çĕнтерчĕç.
«Рубин» командăн тĕп тренерĕ Курбан Бердыев Чемпионсен лигин ушкăнсен тапхăрĕн 6-мĕш турĕн матчне хакласа çапла каланă: «Хамăр шутланă тăрăх, эпир чи лайăх йышпа тухрăмăр, анчах пурпĕрех «Барселонăн» иккĕмĕш йышне хирĕç тăма та пире йывăр пулчĕ. «Барселонăн» вăйă философийĕ – мечĕке куçран вĕçертмесĕр тĕрĕслесе тăрасси. Мечĕксĕр вара сăнав пирки шутлама хĕн. Анчах пурпĕрех эпир сахал йăнăш турăмăр, хамăршăн ырă самантсене палăртма пулать. «Барселонăна» хирĕç вăл хуть те мĕнле йышпа тухсан та, выляма çăмăл мар. Вĕсен çамрăк футболистсем нумай, анчах еплерех çĕклеççĕ вĕсем футбола.

Текста малалла вулăр...

ЙЫВĂР АТЛЕТИКА ПАТТĂРНЕ ХАЛАЛЛАНĂ ТУРНИР

Ноябрĕн 29-мĕшĕнче Хусанти «Батыр» спорткомплексра арçынсен тата хĕрарăмсен хушшинче йывăр атлетикăпа Раççей Кубокĕ уçăлчĕ. Ăна 1960 çулта Римра иртнĕ XVII Олимп вăййисен чемпионĕ Александр Курынов çуралнăранпа 75 çул çитнине халалланă. Ăмăртусем уçăлнин чаплă церемонийĕ декабрĕн 1-мĕшĕнче пулчĕ. Тутарстанра йывăр атлетикăпа Раççей Кубокне ирттерме пуçлани ырă йăлана çаврăнчĕ ĕнтĕ. Кашнинчех вăл çӳллĕ шайра йĕркеленет, çулсерен спортсменсен шучĕ йышланса пырать. Кăçал турнира хĕрарăмсем 28 регионтан, арçынсем 34 регионтан пуçтарăннă.
Чаплă мероприятие Раççейпе Тутарстанăн Йывăр атлетика федерацийĕсен Президенчĕсем Сергей Сырцовпа Наиль Магдеев, ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕ Рафис Бурганов, Олимп чемпионĕ Николай Колесников, тава тивĕçлĕ спорт мастерĕсемпе тренерсем хутшăнчĕç.

Текста малалла вулăр...

ТУТАРСТАНРА АЛИНА КАБАЕВА ЦЕНТРĔ УÇĂЛЧĔ

РФ Патшалăх Думин депутачĕ, ыр кăмăллăх фончĕн пуçлăхĕ Алина Кабаева иртнĕ эрнере Элкел районĕнчи Пасарлă Матакра спорт комплексĕ тата ачасен пултарулăхĕн центрне уçнă çĕре хутшăнчĕ. Элкелĕнче çĕнĕ объектсем уçăлнинче Алина Кабаевăн тӳпи пысăк, «Единая Россия» партин программине кĕнĕскере, шăлт вăл пулăшнипе пурнăçланă. Çавăнпа тата хăй биографийĕнчи пĕр япалана пула вăл спорт комплексне уçнă çĕре килсе курма шутланă. Церемоние район пуçлăхĕ Фердинат Давлетшин тата ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕ Рафис Бурганов хутшăнчĕç.
«Элкел районĕ – манăн асаттен тăван çĕршывĕ. Çавăнпа темле хăйне евĕр туйăмпа эпĕ спорт комплексне тата ачасен пултарулăхĕн центрне уçатăп. Çак комплекс ачасемшĕн шкулта уроксем пĕтнĕ хыççăн пуçтарăнмалли тĕп вырăн пуласса шанатăп», – терĕ Алина Кабаева.

Текста малалла вулăр...

СПОРТ

Чемпионсен лиги пуçланнăранпа «Рубин» болельщикĕсем çĕнтерӳ кĕтеççĕ. Анчах гол кĕртме ăнăçлă самантсем, вăйлă атакăсем пулсан та Хусан команди Греци сборнăйне парăнтараймарĕ, 4-мĕш тур матчĕ «Рубинпа» «Панатинаикосшăн» иккĕмĕш хутчен 0:0 шутпа вĕçленчĕ.
Матча хаклас пулсан, Хусан командин çĕнтерӳ тума шанăçсем самай ытларахчĕ, иккĕмĕш тапхăрта «Рубин» тата вирлĕрех те хăватлăрах, çивĕч пассемпе илемлĕ вăйă пуçларĕ. Анчах пĕр çитменлĕх чăрмантарчĕ пирĕн командăна: грексен хапхи умĕнчи атакăсем вăйлă, анчах ансат, грексене ăнланмалла пулчĕç. Футбол уйне Бердыев Караденизпа Мартинса кăларнă хыççăн «Рубинăн» икĕ гол кĕртме шанăç çуралчĕ, анчах Рязанцевпа Навас çывăх тытăçура Цорваса выляса ячĕç.
Туслăхпа вĕçленекен матчсем «Рубиншăн» ылхана çаврăнма пуçларĕç ĕнтĕ. Шел пулин те, Чемпионсен лигинче хусансем хальлĕхе çĕнтерӳ кураймарĕç.

Текста малалла вулăр...

СПОРТ

Тутарстан Республикинче пурĕ 158 ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕ ĕçлет. Физкультура тата çамрăксен спорчĕн республика центрĕн директорĕ Ирина Ветрова пĕлтернĕ тăрăх, юлашки виçĕ çулта çак учрежденисене çӳрекенсен шучĕ палăрмаллах ӳснĕ. Анчах çав вăхăтрах спорт аталанăвĕн тата пысăк кăтартусен ушкăнĕсем чакнă, вĕсем çĕршыв сборнăйĕсем валли спортсменсем хатĕрленипе ĕçлеççĕ. Ятарлă специализациллĕ спорт учрежденийĕсен шучĕ чакни пирки те каласа хăварчĕ Ирина Ветрова Елабугăра иртнĕ ТР муниципаллă йĕркеленӳсен физкультурăпа спорт управленийĕсен пуçлăхĕсен тата хушма пĕлӳ паракан ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕсен директорĕсен канашлăвĕнче. Пĕлтĕр вĕсем 33 пулнă-тăк, кăçал 26 çеç юлнă. Тĕп ыйту, паллах, тренерсем пирки пулчĕ. Ирина Ветрова пĕлтернĕ тăрăх, тренерсен категорине ӳстерсех тăмалла.

Текста малалла вулăр...

ОЛИМПИАДĂПА СПОРТ ВĔÇЛЕНМЕСТ

Ванкуверта намăс курнă хыççăн хĕллехи олимпиада тĕсĕсен федерацийĕсем проблемăна Раççей сборнăйĕсене ют çĕршыв специалисчĕсене илсе килсе татса пама шутларĕç. Ку çийĕнчех тепĕр проблема çуратрĕ. Талантсене нихăçан та хаклама пĕлмен çĕршывра тренерсем кулăшла ĕç укçипех пулас чемпионсене хатĕрленĕ. Анчах тренерсен те çемьене тăрантарас пулать, çавăнпа мар-и пирĕн чи чаплă тренерсенчен çурри тенĕ пек ют çĕршывсене ĕçлеме кайса пĕтрĕç. Анчах çакăн хыççăн та Спорт, çамрăксен ĕçĕсен тата туризм министерстви лайăхрах условисем туса пама, ĕç укçине ӳстерме шутламан. Çав вăхăтрах ют çĕршывран чĕннисене çийĕсенчи йĕмĕсене хывса пама хатĕр – чемпионсене хатĕрлесе паччăр кăна. Çак лару-тăру патшалăха та хамăрăн тренерсен ĕç укçисене ӳстерме хистерĕ. Çĕнĕ çултан пуçласа вĕсем урăх шалу çине куçмалла. Шантарнă тăрăх, чи пысăк кăтартусем тунă, чемпион ятне илнĕ спортсменăн тренерĕ илекен чи пысăк шалу 130 пинпе танлашмалла.

Текста малалла вулăр...

ЧЕМПИОНАТСЕМ, ĂМĂРТУСЕМ

Тутарстана спорт аталанăвĕпе чылай регион ăмсанма пултарать. Çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăваççĕ пирĕн командăсем. Легендарлă «Ак Барс», «Рубин» çумне «Динамо-Казань» те хутшăнчĕ. Хусан команди мечĕкпе хоккейĕн 2010 çулхи Тĕнче Кубокĕн чемпионĕ пулса тăчĕ. Швецин «Хаммарбю» командине «Динамо-Казань» 3:1 шутпа çĕнтерсе хăй историйĕнче пĕрремĕш хут Тĕнче Кубокĕн хуçи пулса тăчĕ.
«Динамо-Казань» ку турнирта пĕрре те выляса ямарĕ. «Хаммарбюпа» пулнă пĕрремĕш матча вăл хальхи пекех 3:1 шутпа вĕçлерĕ, Норвегин «Стабекне» 12:2 шутпа, шведсен «Сириусне» 6:1 шутпа аркатса тăкрĕ.
Чĕрĕк финалта «Динамо-Казань» Иркутскăн «Байкал-Энергине» 6:1 шутпа, çурма финалта «Сандвике» 7:4 шутпа çĕнтерчĕ. Финалта вара шведсемпе тĕл пулса хăйсем чи вăйлă команда пулнине пĕтĕм тĕнчене кăтартса пачĕç. Сергей Обуховăн дублĕпе Игорь Ларионовăн голĕ тахçанах ĕмĕтленнĕ трофее илме пулăшрĕç.

Текста малалла вулăр...

СУТМА ХАТĔРЛЕННĔ

Халăхсен хушшинчи футбол федерацийĕн президенчĕ Йозеф Блаттер организацири коррупцилле пулăмсемшĕн официаллă майпа каçару ыйтнă. Федерацин ĕç тăвакан комитетне янă çырура вăл çак лару-тăру Футбол федерацийĕн ятне яни пирки тарăхса çырнă. Организаци чиновниксен коррупцилле ĕçĕсем пирки йăлт пĕлме хушнă. Йозеф Блатт çак кăтартусене хальлĕхе общество çине кăлармалла мар тесе ыйтнă.
Сăмах кунта икĕ чиновник хăйсен сассисене 2018 çулхи тĕнче чемпионатне ирттерме тупăшакан пĕр çĕршывшăн сутма пуçлани пирки пырать. Çакă Британире тухса тăракан The Sandey Times хаçатăн журналисчĕ тĕпчевсем ирттернĕ хыççăн паллă пулнă. Хаçат представителĕсем шантарнă тăрăх, Океанин Футбол федерацийĕн пуçлăхĕ Адаму тата Нигерири комитетăн представителĕ Темарини хăйсен сассисене 500 пин фунта тата 1,5 миллион фунта сутма хатĕрленнĕ пулнă.

Текста малалла вулăр...

СПОРТ

Иртнĕ эрнере Мускаври «Крылатское» спорткомплексра «Динамо-Казань» пăр хуçисене 2:5 шутпа выляса ячĕ. Çакăн хыççăн вăл анăç ушкăнĕнчи турнир таблицинче пĕр çĕнтерӳпе 3-мĕш вырăна анса ларчĕ. Тепĕр икĕ кунтан Хусан команди Чулхулан «Старт» клубĕпе тĕл пулчĕ. Ку хутĕнче «Динамо-Казань» хоккеисчĕсем парăнма шутламарĕç. Раççей Кубокĕн ушкăн тапхăрне хусансем «Старта» 12:2 шутпа çĕнтерсе вĕçлерĕç. Çак пысăк çĕнтерӳ «Динамо-Казань» клуба виççĕмĕш вырăна сыхласа хăварса турнирăн финалне тухма май пачĕ. Раççей Кубокĕн финалĕ ку çул та Хусанта ноябрĕн 1-4-мĕшĕсенче иртмелле.
Тутарстанăн çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕ Рафис Бурганов шучĕпе, Тутарстан районĕсенче ăмăртусем ытларах пулмалла. Аса илтеретпĕр: Универсиада программипе муниципаллă районсенчи ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕсене пурĕ 64 автобус уйăрса панăччĕ.

Текста малалла вулăр...

СПОРТ

Континент хоккей лигин хальхи тапхăрĕнче иккĕмĕш тренера отставкăна ячĕç. Тĕп тренер вырăнĕнчен ку хутĕнче «Атлант» клубпа ĕçлекен Николай Борщевские кăларнă. Тренер тивĕçĕсене пурнăçлама хальлĕхе Вячеслав Уваева çирĕплетнĕ. Борщевский валли вара клубра урăх ĕç тупса панă. КХЛăн ку тапхăрĕнче «Атлант» 9 очко пухса хыçалтан иккĕмĕш вырăна кăна тивĕçнĕ. Юлашки матчра вăл чи кайра пыракан «Витязе» выляса яни вара Борщевский командишĕн чăн-чăн намăс пулчĕ.
Борщевскирен маларах ĕç вырăнĕнчен кайнисен шутĕнче «Амурăн» тĕп тренерĕ Александр Блинов.
«Рубин» командăн çурма хӳтĕлевçине Алан Касаева Раççей сборнăйне «Евро-2012» чемпионатăн суйлав тапхăрĕн матчĕсене хатĕрленме чĕнсе илнĕ. Матчсем Ирландипе Македони сборнăйĕсене хирĕç пулмалла. Алан Касаева маларах та Андоррăпа Словакие хирĕç выляма чĕнсе илнĕ-ха, анчах ун чухне вăл футбол уйне тухман.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина ГОРДЕЕВА.
хатĕрленĕ.

СПОРТ

ТУТАРСТАН КРОСА ХАТĔРЛЕНЕТ
Сентябрĕн 26-мĕшĕнче Раççейре çиччĕмĕш хут иртекен «Наци кросне» тĕрлĕ ӳсĕмри, тĕрлĕ профессиллĕ 600 пин çын хутшăнма хатĕрленет. Кăçал акци Раççейри 68 хулара, çав шутра Хусанта та иртет. Тутарстанра старта 8 пин ытла çын тухма кăмăл тунă. Кунсăр пуçне пĕтĕм Раççейри «Наци кросне» республикăн кашни районĕ вырăнта ирттерет. Программа тăрăх, ăмăртăва тĕрлĕ категорири çынсем хутшăнĕç, ача садне çӳрекен ачасем, шкулсенче вĕренекенсем, студентсем, спорт ветеранĕсем, ачаллă çемьесем, коляскăпа çӳрекен инвалидсем.
ЧЕМПИОНАТРАН ТĂВАТĂ МЕДАЛЬПЕ
Пеленгаци (тавралăхра радиопа вырăна пĕлтерекен пытарнă хатĕрсене тупасси) спорчĕ енĕпе тĕнче чемпионатĕнче Элмет спортсменĕ Нажиб Мухитов тăватă медаль çĕнсе илнĕ. Раççей чысне чемпионатра пурĕ 33 спортсмен хӳтĕленĕ, пĕтĕмпе ăмăртăва 34 çĕршыври 550 спортсмен хутшăннă.

Текста малалла вулăр...

«РУБИН» ХАЛЬЛĔХЕ ИККĔМĔШ

Иртнĕ эрне вĕçĕнче «Рубин» хăй болельщикĕсене аванах хумхантарчĕ пулин те «Томь» командăна 2:1 шутпа çĕнтерчĕ. Çапла вăл Раççей премьер-лигин 16-мĕш турĕн пĕтĕмлетӳ таблицин иккĕмĕш йĕркинче çирĕпленсе ларчĕ.
Тутарстан çийĕн тăракан тĕтĕм Мускаври пекех çăра пулманни матча вăхăтра ирттерме май пачĕ, унсăрăн ăна октябрь уйăхне куçарма тиветчĕ. Хусансем иккĕмĕш çаврăмри матча чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Пурне те тăван команда Александр Бухаровпа Сергей Семаксăр еплерех вылясси шухăшлаттарчĕ. Вăйлă футболистсем Санкт-Петербургăн «Зенитне» кайни пăшăрхантарчĕ. Лидерсене «сутнипе» килĕшмесĕр хирĕç тăракансем те пулчĕç матч вăхăтĕнче, «Кам яваплă пулни-иртнишĕн?» баннер вăйă вĕçленичченех курăнса тăчĕ.
Çав вăхăтрах Курбан Бердыев çĕнĕ вылякана Обафеми Мартинса хăйне кăтартма май туса пачĕ.

Текста малалла вулăр...

ÇАВАПА ТА ÇУЛЧĔÇ, ВĔРЕН ТЕ ТУРТРĔÇ

Июлĕн 8-13-мĕшĕсенче Елабугăра Пĕтĕм Раççейри VIII çуллахи ял спорчĕн вăййисем иртрĕç. XX ĕмĕрти 30-мĕш çулсенче аталанса кайнă ялти физкультурăпа спорт юхăмĕ паянхи кун миллионшар ял хуçалăх ĕçченне пĕрлештерсе тăрать. Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорчĕн пĕрремĕш вăййисем 1995 çулхи сентябрĕн 21–26-мĕшĕсенче Волгоград облаçĕнчи Городище поселокĕнче иртнĕ, ăна Аслă Çĕнтерӳ 50 çул тултарнине халалланă пулнă. Пĕрремĕш вăйăсене пурĕ 48 регион спортсменĕсем хутшăннă. Спорт мероприятийĕн пĕлтерĕшĕ ӳссе пыни çулсерен унта хутшăнакансен шучĕ йышланса пынинчен курăнать. Кăçалхи вăйăсене пурĕ 69 регионтан пуçтарăнса килнĕ. Географи анлă – Камчаткăпа Приморски крайĕнчен пуçласа кăнтăрти облаçсем таранах. Елабугăсем икĕ çулта пĕрре иртекен Ял спорчĕн вăййисене волгоградсем пекех Аслă Çĕнтерӳ 65 çул тултарнине халалланă, «Сирĕн паттăрлăх вилĕмсĕр – мухтавăр сирĕн ĕмĕрлĕхе» девизпа иртрĕ вăл.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.
E-mail: irina77roman11@mail.ru

СПОРТ

Спорт хыпарĕсенчен чи пĕлтерĕшли, паллах, тĕнчери футбол чемпионачĕ. Планетăра пурăнакансен тимлĕхĕ халĕ пĕтĕмпех Кăнтăр Африка Республикин стадионĕсенче пыракан матчсенче. Хăш çĕршывăн сборнăй команди чемпион пуласси пирки паянхи куна никам та татса прогноз параймасть. Хальлĕхе океанариумра пурăнакан Пауль осьминог кăна пĕрре те йăнăшман-ха. Ку эрнере Кейптаунра тĕнче чемпионачĕн пĕрремĕш финалисчĕ палăрчĕ – Нидерландын сборнăйĕ. Уругвай командине вăл 3:2 шутпа çĕнтерчĕ. Голландецсем чемпионатсен историйĕнче виççĕмĕш хутчен финала тухрĕç, анчах чемпион ятне вĕсем нихăçан та илеймен, хальхинче вара ку çитменлĕхрен вĕсем çине тăрсах хăтăлма шутланă. Испанипе Германи çĕршывĕсен командисен матчĕ те нумайăшне хумхантарчĕ. Пауль осьминог хальхинче те йăнăшмарĕ, Испани çĕнтерчĕ.
Июлĕн 6-мĕшĕнче Хусанти «Ривьера» хăна çурчĕпе кану комплексĕн вăйă корчĕсенче пляж волейболĕпе Европа чемпионачĕ пуçланчĕ.

Текста малалла вулăр...

СПОРТ

Иртнĕ эрнере Тутарстанăн спорт сферинче палăрмалла пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Мускавра Олимпиадăн черетсĕр отчетпа суйлав пухăвĕнче Раççейĕн Олимпиада комитечĕн çĕнĕ должноçне ĕçтăвком директорне палăртрĕç. Çак вырăна 2005 çултанпа ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕнче ĕçленĕ Марат Бариева çирĕплетрĕç. Мускавра унăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. Марат Бариев тăрăшнипе Хусан 2013 çулта Çуллахи Универсиадăна ирттерме ирĕк илчĕ, Раççейĕн спорт тĕп хули пулса тăчĕ.
Марат Бариева РОК ĕçтăвкомĕн директорне лартни вăл Хусантан кайнине пĕлтерет.
Ку эрнере, майăн 24-мĕшĕнче, ТР Президенчĕ Рустам Минниханов Рафис Бурганова ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрне лартма Указ кăларчĕ.
Рафис Бурганов Мĕслĕм районĕнчи Мĕслĕм ялĕнче 1961 çулхи августăн 17-мĕшĕнче çуралнă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3.
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08