Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Спорт тата сывă пурнăç йĕрки

ÇĔНТЕРӲ ХАКĔ – СЫВЛĂХ

Çĕнтерӳшĕн, пьедестал çинчи вырăншăн спортсменсем хăйсен сывлăхне пама хатĕр. Вăй çитнинчен ытлашши тренировкăсем, ăмăрту нагрузкисем организмшăн пĕр ахаль иртмеççĕ. Тĕрлĕ чирсемпе, патологисемпе кĕрешекен медицина çамрăк та вăйпитти спортсменсемшĕн юрăхсăр. Çавăнпа спорт çуралнипе пĕрле спорт медицини те аталанса кайнă. Кĕрешӳре, ăмăртура хавшанă организма вăл кĕске вăхăтрах çĕнĕ вăй кĕртме, малашне тата та пысăкрах кăтартусем тума пулăшать. Паянхи кун вăл мĕнлерех шая çитнине пĕлес тесен унăн историйĕн авалхи тапхăрне тĕпчемелле. Китайри сиплевпе гимнастика шкулĕсенче Антика тапхăрĕчченех чĕре, ӳпке чирĕсенчен, çурăм шăмми кукăрăлнине, ал-ура хуçăлнине сиплеме пултарнă. Сиплев методикине «Кунг-фу» кĕнекинче пирĕн эрăччен 600 çул маларах çырса кăтартнă пулин те Китай тухтăрĕсем унпа паян та усă кураççĕ.

Текста малалла вулăр...

ÇĔНĔ ПАСПОРТ ПУЛАТЬ

Çĕнĕ паспорт пулать
РФ Патшалăх Думи 2006 çултах «Физически культура тата спорт çинчен» закона спорт паспорчĕпе çыхăннă улшăнăва кĕртнĕччĕ. Ку закон проекчĕпе килĕшӳллĕн, спорт паспорчĕ Раççейĕн кашни спортсменĕн пулмалла. Çак документ çын чăнах та спортсмен пулнине ĕнентерет. Спорт паспортĕнче спортсменăн квалификацине, мĕнле спорт организацине кĕнине, ăçта ĕçленине, спорт тĕсне, паллах хушамачĕпе ятне, ашшĕ ятне, хăçан çуралнине, антропометрика кăтартăвĕсене кăтартнă. 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре спорт паспорчĕсене хатĕрлеме пуçларĕç. РФ Патшалăх Думин физкультурăпа, спортпа тата çамрăксен ĕçĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председатель çумĕ Ильдар Гильмутдинов пĕлтернĕ тăрăх, Тутарстанри спортсменсене çĕнĕ паспортпа тивĕçтермешкĕн 57 миллион тенкĕ уйăрнă.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина ТРИФОНОВА.
хатĕрленĕ.

ДОПИНГ СĔНЕКЕНСЕНЕ АЙĂПЛАМА ПУÇЛАÇÇĔ

Допинг ĕçнĕ тесе миçе спортсмена медальсĕр хăварман-ши? Тĕнче чемпионачĕсемпе олимпиадăсенче мĕншĕн-тĕр ытларах Раççей спортсменĕсене айăплаççĕ. Çакă пĕр ахаль пек туйăнмасть. Пирĕн чи вăйлă спортсменсене ăмăртусенчен кăларса ярса хăйсен спортсменĕсем валли çул уçса параççĕ пек туйăнать. Пирĕннисене пурин умĕнче те намăслантарса кăларса ярса ăмăртма юлнă ытти спортсменсен хавхаланăвне те пĕтереççĕ-çке. Америка спортсменĕсемпе урăхларах хăтланаççĕ. Нумай пулмасть вĕсенчен те тăватă медале каялла туртса илнĕ, анчах каярах, ăмăрту вăхăтĕнче тĕнче умĕнче намăс кăтартмасăр.
Допингпа çыхăннă ĕç-пуç Раççей Федерацийĕн Физкультурăпа спорт тата çамрăксен ĕçĕсен комитетне хумхантармасть мар. Çак проблемăна татса парас шутпа унăн çулне пӳлме шутланă: допинг сĕнекен тренерсемпе тухтăрсене уголовнăй тата административлă явап тыттарса.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина ТРИФОНОВА.
хатĕрленĕ.

«АК БАРС» – МАЛАЛЛА!

Чĕрĕк финалăн пиллĕкмĕш матчĕ Раççей хоккейĕн историне плей-офф тĕслĕхĕ пек кĕрсе юлать. Мĕншĕн тесен кун пек вăйă çĕр çула пĕрре пулать. Мартăн 16-мĕшĕнче «Татнефть-Аренăра» КХЛ «çăлтăрĕсем» – икĕ вăйлă команда «Ак Барспа» «Авангард» тĕл пулчĕç.
Чĕрĕк финалăн фантастикăлла серийĕ пулчĕ хусансемпе омсксен вăййи. Пиллĕкмĕш матч патне çитесси «Ак Барспа» «Авангардшăн» тĕрлĕ шăпаллă пулчĕ. «Барссен» çулĕ ăнса пычĕ пулсан, «Авангарда» çак тапхăрта тем те тӳсме тӳр килчĕ – Алексей Черепанов вилсе кайрĕ, икĕ тĕп тренерпа ертӳçĕсем таранччен отставкăна тухрĕç. «Ак Барс» плей-оффран «Барыса» çăмăллăн кăларса ывăтрĕ пулсан, «Авангард» чемпиона – «Салават Юлаева» çĕнтерӳ çулĕ çинчен сирчĕ.
Çак пилĕк матчра çапăçусем те, çĕнтерӳшĕн талпăнса тунă сурансем те пулчĕç. Куракансене çак тапхăрта хоккей çăлтăрĕсем – Алексей Морозовпа («Ак Барс») Яромир Ягрсăр («Авангард») пуçне халиччен палăрса кайман хоккеистсем Александр Степановпа («Ак Барс») Дмитрий Власенков («Авангард») тĕлĕнтерчĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина ТРИФОНОВА.
хатĕрленĕ.

СПОРТ ТАТА СЫВĂ ПУРНĂÇ ÇУЛĔ

Спартакиада пуçланчĕ
Январĕн 22-мĕшĕнче Спорт керменĕнче конькипе эрешлесе ярăнассипе Тутарстан вĕренекенĕсен VII Спартакиади пуçланчĕ. ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви пĕлтернĕ тăрăх, унта республикăран 16 команда хутшăнчĕ. Ăмăртусем пĕрерĕн ярăнассипе кăна иртрĕç. Тĕп судья – Юрий Баландин, тĕп секретарь – Лариса Кудерметова.
Пирĕн хаçат тухнă кун Спартакиадăн финалĕ пулчĕ. Çĕнтерӳçĕсем пирки çитес номерте çырса пĕлтерĕпĕр.
«КамАЗ» — чемпион!
«Дакар – 2009» раллире «КамАЗ» саккăрмĕш хутчен чемпион пулчĕ! Аргентинăра вĕçленнĕ раллире Фирдаус Кабиров çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна унăн юлташĕ, «Дакарта» пилĕк хутчен чемпион пулнă Владимир Чагин тухрĕ. Виççĕмĕш çĕнтерӳçĕ – Жерар де Рой голландец. Ильгизар Мардеева кăшт сахалрах ăнчĕ, финала вăл тăваттăмĕш çитрĕ.

Текста малалла вулăр...

УНИВЕРСИАДĂНА ХУТШĂНМА ĔМĔТЛЕНЕТĔП

Чăваш çамрăкĕсем хушшинче пултаруллисем çав тери нумай. Çĕнĕ саманара çуралса ӳснипе-ши – вĕсем кăшт урăхларах, мал ĕмĕтлĕ те, çав хушăрах виçевлĕ те. Пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшаççĕ, вăхăтне кура мобильлĕ. Алексей Маторкин çакăн пек каччăсенчен пĕри, унпа эпир нумай пулмасть курса калаçрăмăр.
Алексей Аксу районĕн каччи, вăл Кивĕ Илтрекьел ялĕнче 1987 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче – Николай Васильевичпа Римма Николаевна – учительсен çемйинче çуралнă.
–Алексей, аçупа аннӳ учитель пулнă май сана шкулта вĕренме йывăр марччĕ-и? Çирĕп воспитани панă пулас сана?
– Шкула эпĕ «пиллĕксемпе» вĕçлерĕм. Вĕрентекенсем мана ыттисенчен уйăрман, ятласах та кайман. Ăнланнăшăн, пулăшма тăрăшнăшăн хамăн учительсене тав тăватăп.

Текста малалла вулăр...

Марат Бариев: «ФИЗКУЛЬТУРĂНА ЙĂЛАНА КĔРТМЕЛЛЕ»

– Иртнĕ çулсенче спорт сферинче пысăк çитĕнӳсем тума пултарнă пулин те –2013 çулта Универсиадăна ирттерме ирĕк çĕнсе илни, 35 çул пĕр çĕнтерӳ те тăвайман хыççăн Пекинри Олимпиадăра пирĕн спортсменсем çичĕ медаль илме пултарни, спортсменсен çитĕнĕвĕсем, спорт инфраструктури хăвăрт аталанса пыни – пурпĕрех çителĕксĕр. Мĕншĕн тесен пирĕн республикăра пурăнакансен сывлăхĕ, уйрăмах çамрăксен, лайăххине ĕмĕтленме хистет. Чĕре, нерв чирĕсем çулсерен çамрăкланса пыни хăратать. Студентсен вăтăр проценчĕ сывлăх енĕпе ятарлă тĕрĕслев ушкăнĕнче тăраççĕ. Çавăнпа та кăçал эпир Тутарстанра Спорт тата сывă пурнăç йĕркин çулне ирттерме шутларăмăр.
Пирĕн тĕп задача – çынсене физкультура тума хăнăхтарасси, спортпа аппаланма интерес çуратасси. Сывлăхлă пурнăç кашни шкулшăн, ача сачĕсемшĕн, вĕрентӳ учрежденийĕсемшĕн, паллах, кашни çемьешĕн кулленхи кун норми пулмалла.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3].
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08