Октябрь уйăхĕ вĕçленнĕ çĕре пахчари ĕçсене туса пĕтерме тăрăшмалла. Георгинпа гладиолус чечекĕсене кăларма вăхăт. Георгин тĕпне кĕреçепе чавса илмелле те тăпраран тасатса вак тата çĕрĕк улмисене татса пăрахмалла. Вара кĕлпе сапкаласа ешчĕксене хурса тухса ялан 3-6 градус ăшă тăракан вырăна лартмалла.
Гладиолуссене те çулçинчен сĕтĕрсе кăлармалла мар, кĕреçепе чавса илмелле. Çулçисене пĕтĕмпех касса пăрахма та кирлĕ мар, суханĕ çумĕнчен пĕр сантиметр вăрăмăш хăвармалла. Ун пек тусан чечек суханĕ типсе каймасть. Сухансене 20-25 градус ăшăра икĕ кун типĕтмелле, унтан тата 36 градусра ултă кун тытмалла. Вара сивĕрех çĕрте çуркуннеччен усрава хумалла.
Нумай çул ӳсекен чечексене те хуплама вăхăт çитет. Розăсемпе клематиссене хупламасăр хăварма юрамасть. Хĕл мĕнлерех пулассине пĕлме çук.
Текста малалла вулăр...
Хăй тĕллĕн уйрăлса лайăх пурăнакан çемье пек отводок тума пулать-ши?
Михаил СЕМЕНОВ.
Ешĕлвар районĕ,
Васильево поселокĕ.
Пулать, паллах. Практикăра çемьене çак меслетпе тунине çемьене çурмалла пайлани теççĕ утарçăсем.
Çакăн пек отводок тумалли пĕр май пур. Вăйлă çемьеллĕ вĕллене çур метр айккине лартаççĕ. Унчченхи вырăнтан тепĕр енне çур метра пушă вĕлле вырнаçтараççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр пек тата пĕр тĕслĕ пулмалла. Вĕлле ларнă патаксене кăларса илеççĕ. Унчченхи вĕлле шăтăкĕ енче пушă вырăн юлать.
Çемьене тата йăвана (çăвăрсемпе карассене) пĕр пек икĕ пая пайлаççĕ. Вĕсенчен пĕрне кивĕ вĕллере хăвараççĕ, теприне хуртсемпе пĕрле юнашар ларнă вĕллене куçараççĕ. Амана шыраса тупма кирлĕ мар. Икĕ çемье йăвине те хăмасем лартса хĕсеççĕ, ăшăтаççĕ, вĕллене тăррипе витеççĕ.
Текста малалла вулăр...
Кашни çын хăй ĕмĕрĕнче мĕнпе те пулин кăсăкланать. Урăхла каласан, пĕри ӳкерет, тепри çĕлет, виççĕмĕшĕ çыхать. Вара хăй ĕçĕпе мăнаçланать. Хăй кăна та мар, çынсене те савăнтарать.
Ешĕлвар хулинче пурăнакан Александра Драгуновăн вара тĕрлеме чунĕ туртать. Вăл мĕн ачаранах шурă пусма çине хитре чечексем тума вĕреннĕ.
Александра Николаевна Ульяновск облаçĕнче 1953 çулта çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ Пăва районĕнчи Элшел ялĕнчен тухнăран тăван ялне таврăнаççĕ. Çапла Александра Степанова ялта шкул пĕтерет.
– Пирĕн вăхăтра тĕрлесси питĕ модăраччĕ. Çамрăк хĕрсем пурте тенĕ пек ăмăртмалла тĕрлеттĕмĕр. Пĕринчен-пĕри хитре тăваттăмăр тата. Ун чухне мулине çипписем те çукчĕ-ха. Çавăнпа та ятарласа хитре тĕслĕ тутăрсем туянса вĕсене сӳтеттĕмĕр, – тет Шура аппа яш вăхăта аса илсе. – 1977 çулта эпĕ Сыктывкар йĕкĕтне качча тухрăм та çав хулана пурăнма куçрăм.
Текста малалла вулăр...
Юлашки çулсенче, уйрăмах ялсенче, вăйпитти çынсем ĕç çуккипе тарăхаççĕ. Хăшĕ çемйине хăварса укçа тумашкăн пысăк хуласене тухса каять, хăшĕ тата … Урăхла каласан, кам мĕнлерех пултараять.
Тăван килĕнчен тухса каймасăр хăйсемшĕн ĕçлекенсем те сахал мар пирĕн çĕршывра. Сăмахран, Элмет районĕнчи Чăваш Сиреньел ялĕнче пурăнакан Петр Игнатьева кăна илер. Вăл ял çыннине кирлĕ япаласем тăвать. Ĕç пырать. Пырать тени кăна та тĕрĕс мар пуль, унăн калаçма та вăхăт çук. Ак хальхинче те тиев машининчен анчĕ те, çăмăлли çине ларчĕ. Юрать-ха ултă минут та виçĕ çеккунт манпа калаçмашкăн вăхăт тупрĕ.
– Петр Алексеевич, ăçтан çак ĕç пуçăнса кайрĕ-ха сирĕн? Мĕнрен тытăнчĕ? – кăсăклантăм эпĕ унпа юнашар утса пынă вăхăтра.
– Хамăн çурт-йĕре, пахчана йĕри-тавра тытмашкăн решетке кирлĕччĕ.
Текста малалла вулăр...
Паянхи кун та пурнăç йывăр тесе ӳпкелешекенсем Турра питĕ те кӳрентереççĕ теес килет. Халĕ çынсем ырлăхра пурăнаççĕ. Хула çыннисен темех улшăнман пулсан та, ялта пурăнакансен вара пурнăçĕ самаях çăмăлланнă. Килĕшместĕр-и? Эпĕ хулара пурăнатăп пулсан та ялан яла çӳренипе пĕтĕмпех куратăп.
Темиçе тĕслĕхрен пĕрне кăна илсе кăтартам-ха. Иртнĕ çулсенче çăнăх авăртмашкăн халăх кӳршĕ ялсене çитиччен темиçе çухрăма тырă тиесе каятчĕ. Халĕ вара питĕ ансат. Лавккаран çутăпа ĕçлекен арман туяннă та килтех ним мар çăнăх туса хурать.
Халиччен ун пек авăртнине курманччĕ те, нумай пулмасть Пăва районĕнчи Элшел ялĕнче шăп çав саманта лекрĕм. Кунта Петр Тихоновпа Михаил Петруськинăн питĕ хĕрӳ ĕç пырать. Мотор танкăртатнипе çын калаçни илтĕнмест.
– Ку арман мĕнлерех ĕçлет вара?
Текста малалла вулăр...
Çыннăн алли «ылтăн» пулсан вăл ним çукран тем тума пултарать. Ун пек çынсем сахал мар, паллах.
Хусанта пурăнакан Тамара Вахитовăна кăна илер. Вăл çын патне хăнана кайсан та ал ĕçне йăтса пырать. Шăкăл-шăкăл калаçса ларнă хушăра е çыхать, е тĕрлет. Урăхла каласан, пĕрре те вăхăта ахаль ирттермест.
Унăн килĕнче пулса куракансем вара пӳлĕмрен-пӳлĕме çӳресе тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ. Чечек савăчĕсем хитре кашпосем çинче çакăнса тăрса пӳлĕмсене хăтлăх кӳреççĕ. Пуканĕсем çинче чĕнтĕрлесе çыхнă сармаллисем. Ларма хăраса тăмалла.
Тамара хĕрарăм ĕçĕпе кăна аппаланса лармасть, арçын ĕçне те ним мар пурнăçлать. Мăшăрĕ турткаланса тăриччен, вăл тытать те туса хурать. Мĕн унта калаçмалли, мунчине хăех кирпĕчрен купаласа хучĕ. Хам курнă.
Çапла питĕ пултаруллă вăл. Хăй ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлет.
Текста малалла вулăр...■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕнче Т.Вахитова Хусанти чăваш ачисене ал ĕç тума вĕрентет.
Ĕмĕрĕпе тенĕ пек хула çыннисене нушалантаракан таракансем сисмен çĕртен пач çухални çынсене канăç памасть. Лару-тăру путакан карап çинчен йĕке хӳресем тарнине аса илтерет. Çитменнине тата 30-мĕш çулсен вĕçĕнче те таракансем пĕтни çинчен аса илеççĕ ват çынсем.
Таракансем çухални пирки темиçе ăнлантару пур:
1. Апат-çимĕç лавккисемпе складсенче продуктсене лайăх чĕркенипе тата санитари енĕпе аванрах пулнипе.
2. Вăйлă йышши им-çамсемпе усă курнине пула.
3. Храмсемпе чиркӳсем нумайланса пырса час-час чан çапнипе ун сассинчен хăраса.
4. Кил-çуртра пластмасран тунă япаласем пулнипе. Обойсемпе линолеумсен шăршине те юратмаççĕ-мĕн.
5. Ăнлантарусенчен чи тĕрĕсреххи вара Раççейре мобильлĕ çыхăну аталанса кайнă хыççăн таракансем курăнми пулнă.
Текста малалла вулăр...
Иртнĕ çулла шăрăх пулнипе-и, пахчаçăсем кăçал абрикос лартассипе пуçĕсене канăç памаççĕ. Мĕнлерех сортсем лартассипе кăсăкланаççĕ.
Паянхи кун пирĕн тăрăхра ӳсекен абрикос сорчĕсем те пур. Вĕсем нумаях мар, паллах. Сăмахран, Алеша, Лель, Царский, Графиня, Водолей, Монастырский, Фаворит, Айсберг.
Чи шултра абрикос пуçтарса илме пулать Монастырский сортне лартсан. Пĕр çырли 50 грама çитет. Анчах та чи тутли – Царский. Тутине кура ятне те панă-тăр çав. Шултрипе тата тутлипе танлаштарсан пирĕн патра чи лайăх ӳсекенни вара Триумф ятли.
Шел пулин те, кăнтăрта ӳсекен сортсене кунта лартнин усси çук. Вĕсене пирĕн çĕр те, çанталăк та килĕшмест.
Кăнтăр çырлин тухăçне туса илес тесен, ун валли пахчари чи лайăх вырăна уйăрса памалла. Вăл хĕвеллĕ, çилсĕр, шыв пуçтарăнман лаптăк пулмалла.
Текста малалла вулăр...
Килти савăт-сапана юлашки çулсенче химипе час кăна çуса яма хăнăхса çитрĕмĕр. Анчах та усă курнă шыва выльăх апачĕ патне яма çук, паллах. Хамăршăн та хими усăллах мар. Çавăнпа та кăмăл тăвакансем çак мелпе усă курма пултараççĕ.
– Питĕ çуллă савăт-сапана горчица ярса çусан тап-таса пулать.
– Сухан, аш-какай, пулă туранă ывăссене малтан сивĕ шывпа чӳхесе илмелле. Ун пек шăрши лайăхрах пĕтет. Унтан вĕри шыва горчица е уксус ярса çусан аван.
– Çуллă аш-какай е çу туранă хыççăн вара ывăс çинче çăвĕ темĕнччен тасаласшăн мар. Ун пек чухне шултра тăварпа сăтăрса яма пулать.
– Юлашки çулсенче кил хуçисем тефлон-çатмасемпе усă курма пуçларĕç. Питĕ лайăх. Тĕпне лармасть. Анчах та ăна хырса çума юрамасть. Çавăнпа та çатмана çур стакан шыв ямалла та 2 кашăк чуста хăпартакан порошок (разрыхлитель) хушмалла.
Текста малалла вулăр...
Харпăр хуçалăхпа пурăнакан çынсене çурт-йĕре, хуралтăсене, пахчана, выльăх-чĕрлĕхе тытса тăма çăмăл мар, паллах. Уйрăмах мăшăрсăр тăрса юлнă хыççăн пĕччен пĕтĕм ĕçе тумашкăн калама та çук йывăр. Шел пулин те, ун пек çынсем питĕ нумай пирĕн çĕршывра.
Сăмахран, Хусан варринче паянхи кун та харпăр хуçалăхпа пурăнакансем юлнă-ха. Вĕсенчен пĕри – Любовь Сергеева. Унăн харпăрлăхĕнче 10 сотти çĕр, темиçе пӳлĕмлĕ çурт, мунча, хуралтăсем. Урăхла каласан – пĕтĕмпех пур. Пахчинче тата мĕн кăна ӳсмест? Темиçе улма йывăççи, груша та пур. Çумĕнчи çӳллĕ хутлă çуртсенче пурăнакансем унăн пахчи, улма-çырлисем çине пăхса ăмсанаççĕ.
Люба хăй хулара çуралнă пулсан та, ашшĕ-амăшĕ Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрел ялĕнчен пулнипе чунĕпе вăл яланах çав ялта. Ашшĕ-амăш чĕлхине те манмасть. Йыттипе кушаккине те чăвашла йыхăрса апат парать.
Текста малалла вулăр...
– Çемçе замша перчеткене нашатырь спирчĕпе йĕпетнĕ ваткăпа тасатма пулать (4 пай шыва 1 пай нашатырь ямалла), унтан уксус хушнă шывра йĕпетнĕ татăкпа сăтăрмалла.
– Халĕ çĕр мамăкĕ е полиэстер хушнă йĕтĕн пиртен çĕленĕ карăсем модăра. Вĕсене ăшă шывра (40 градуса яхăн) çумасан та, якатмасан та юрать – хуçланмаççĕ. Çакнашкал карă чӳрече çинче питĕ илемлĕ курăнать.
– Çатмаран е кастрюльтен пулă шăрши кĕрсен, вĕсене кăшт хĕртнĕ тăварпа сăтăрмалла та шывра чӳхемелле.
– Кĕрĕке хими хутăшĕпе тасатнă хыççăн йĕрсем ан юлччăр тесен ăна япала çумалли порошок, кăштах уксус хушнă шĕвекре йĕпетнĕ мунчалапа тасатма юрать.
ПĔЛСЕ ЛАРТМАЛЛА
Панулми, слива, чие йывăççисене ытла тарăн лартма юрамасть тенине вуланăччĕ. Хăмла çырли, хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан калчисене вара мĕнлерех лартмалла-ши?
Михаил МОРОЗОВ.
Хусан.
Пахчаçăсем нумай чухне хăмла çырли тата хура хăмла çырли калчисене тарăн лартса йăнăшаççĕ. Ун пек чухне вĕсен тымарĕсемпе хунавĕсем йывăррăн ӳсеççĕ. Хăмла çырли калчисене тымарĕн пырĕ таран çеç лартма, ытти çырла культурисен тымар пырне вара 5-10 сантиметр тарăнăш çĕр ăшне лартма тăрăшмалла. Кун пек вĕсен тымарĕсем сарăлса, паркаланса ӳсеççĕ.
ПĔР ТĔПРЕН – ПĔР ЙĂРАН
Манăн пахчара чи малтан пулакан çырла йăранĕсем пачах та кивелнĕ. Анчах та вĕсене çĕнетмешкĕн виктори çырлин çĕнĕ сорчĕсем питĕ хаклă тăраççĕ.
Текста малалла вулăр...
Вăрманта, паллах, тĕрлĕ кăмпа ӳсет. Çемьелли те, пĕчченни те, хĕрли те, сарри те, анчах та юр айĕнче ӳсмест. Аксу районĕнчи Савгачево ялĕнчи пĕр пахчара вара çăвĕпе те, хĕлĕпе те тенĕ пек хитре тĕслĕ кăмпасем лараççĕ. Шел, паянхи кун юр ытларах çунипе вĕсем хупланнă-ха.
Çак халапри пек пахча хуçи Надежда Ипеева. Вăл кил-хуçалăхра усă курнă япаласене пĕрне те кăларса пăрахмасть. Сăмахран, шăтăк тазран кăмпа шĕлепки пулать, пластик савăтсене пуçхĕрлĕ май çĕре чиксе хурса чечексем валли клумба тăвать тата сукмак хĕррисене илемлетсе тухать.
Пӳртĕнче вара, уйрăмах хĕлле, ятарласа чечексем валли пĕр пӳлĕм уйăрса оранжерея тунă. Унта мĕнле кăна чечек ӳсмест? Кашнине, чечекĕн кăмăлне кура, кирлĕ пек вырнаçтарнă. Урăхла каласан – унта кĕрсен çăтмаха лекнĕн туйăнать.
Надежда Осиповна мĕн пенсие тухиччен библиотекăра ĕçленĕ.
Текста малалла вулăр...
Кĕркунне. Каллех шăшисемпе йĕке хӳресем килте курăнкалама пуçлаççĕ ĕнтĕ. Пĕр çĕрте шăкăр-шăкăр тăвать, тепĕр çĕрте шăши «кучченеçĕ» курăнкалать. Нуша кăна. Килтен пистерме те çăмăлах мар çав мур илесшĕсене. Ĕрчеме тытăнсан вара...
Вĕсене ытла ĕрчесе кайма памалла мар. Пӳрт, вите, тĕпсакай тата ытти вырăнсене кĕл сапса тухмалла. Кăшлакансен çав кĕлпе çӳреме тивет, паллах. Вара «çăвăннă» чухне вĕсен çăварне кĕл лекет. Ăна вĕсем юратмаççĕ. Çавăнпа та урăх вырăн шыраççĕ.
Тата çаплах хӳреллисене апат парса сăйлама пулать. Çăнăха типĕ гипспа хутăштармалла та вĕсем тухса çӳрекен вырăнсене лартмалла. Шыв лартса пама та манмалла мар. Апатланса шыв ĕçнĕ хыççăн пилĕк минутранах апат хуранĕнче хытса ларать. Малалла пурăнма май çук, паллах.
Вакрах чĕрчунсене клейпа та тытма пулать.
Текста малалла вулăр...
Часах йывăçсене шуратма та вăхăт çитсе пырать. Çак ĕçе йывăçсен çулçисем тăкăнса пĕтсен çеç тума тапранмалла-ха. Çаплах çав кун типĕ те 3 градусран сивĕрех пулсан аван.
Шуратас умĕн малтан йывăç вуллине кивĕ хупписенчен тимĕр щеткăпа тата шпательпе хырса тасатмалла. Енчен те хырнă май вуллăн çĕнĕ хуппине те чĕрĕмсем тусан, ăна çав вăхăтрах пахча сăмалипе сăтăрса ямалла. Пахча сăмали лавккасенче, пасарсенче сутăнать. Вара шуратма пуçламалла. Киçтĕк пĕр тĕрли çеç пулмалла мар, ĕçлеме меллĕрех пултăр тесен, хулăн вулăллă йывăçсене сарлакарах киçтĕкпе, çинçереххисене пĕчĕкреххипе шуратмалла.
Анчах та çакна астумалла: çамрăк, улма-çырла паман йывăçсене шуратма кирлĕ мар. Вĕсене «шурă шăлавар тăхăнтартас» вырăнне хĕллене тĕртсе тунă пусмапа витсен аван. Анчах та, пленкăпа хуплама юрамасть.
Текста малалла вулăр...
Ял хуçалăхĕнче трактор-машина сахалланнине пула пуль килти ĕçсем тумашкăн техника ыйтса илейместĕн. Çавăнпа та ялсенче юлашки çулсенче халăх хăй техника туянма пуçларĕ.
Элкел районĕнчи Чăваш Пăрнай ялĕнче пурăнакан Алексей Александров та «хурçă ут» туяннăскер, пĕр шухăшсăр тенĕ пек пурăнать. Кил хушшинче ĕçсем тунипе çеç мар, фермерсем патне те хăй техникипе ĕçлеме çӳрет.
Пĕр сăмахпа каласан, Алексей питĕ пултаруллă та тăрăшуллă çын. Ашшĕ-амăш ĕнси çинче лармасть, çемье çавăрса, çĕнĕ çурт лартса икĕ ача ӳстерет. Мăшăрне кил хушшинчи ĕçсене çăмăллатмашкăн условисем туса парать. Сăмахран, çăкăр пĕçермешкĕн картишĕнче йывăçран халапри пек пӳрт туса панă. Унта питĕ хăтлă.
– Алексее качча тухнипе эпĕ савăнса пĕтерейместĕп. Тьфу-тьфу-тьфу! Вăл питĕ шанчăклă çын, – тет мăшăрĕ ун çинчен.
Текста малалла вулăр...
Тен, кама та пулсан ку тĕлĕнтерĕ, анчах та нумай чух выльăх мар, унăн хуçи айăплă. Пулать, паллах, путекренех шăршлă пулни. Ун пеккине усрава хăвармаççĕ ăслă хуçасем.
Питĕ ансат меслетпе усă курнă пирĕн мăн асаннесем. Качакан икĕ мăйрака хушшине шăршласа пăхмалла. Шăршă кĕрет пулсан, сĕчĕ те шăршлă пуласси паллă. Ун пек качакана аша çеç ямалла.
Хăш чухне çак меслетпе илнĕ качакасен те сĕчĕ ĕçме кăмăлсăр пулать. Кун пек чухне выльăх пурăнакан вырăна сăнамалла. Витесенче тислĕк тата апат юлашкисем выртмалла мар. Пӳлĕме уçă сывлăш кĕмелле тумалла. Тата çакна шута илмелле, качакана такапа пĕр пӳлĕмре усрама юрамасть. Мĕншĕн тесен такаран тухакан шăршă сĕт паракан качакана час кăна çапать. Унтан вара сĕт тути улшăнать.
Сĕт тăварлăрах тутăллă пулсан, качака маститпа чирленине пĕлтерет.
Текста малалла вулăр...
Пуç ватаççĕ Элкел районĕнчи Чăваш Пăрнай ялĕн çыннисем. Кунта акă мĕн пулса иртнĕ иккен. Ял çумĕнче пысăках мар Бурнайка ятлă юхан шыв юхса выртать. Вăтам çулти çынсем астунă тăрăх, унта ăшăх пулнипе ачасем те шыва кĕмен. Кăçал вара чăн-чăн тĕлĕнтермĕш пулса тăнă. Нихçан çука тенĕ пек, ачасем те, аслăраххисем те Бурнайкăра пĕр уйăха яхăн шыва кĕчĕç. Мĕнле майпа тесе ыйтма пулать. Юхан шывсем шăрăха пула типеççĕ те-ха. Кунта вара...
Кунта вара хăнтăрсем (бобр) вăй хурса ĕçленĕ иккен. Юхан шывăн чи лайăх, туйăнсăр вырăнне суйласа илсе тĕпĕнчен тăм кăларса, ăна купаласа пĕве тунă. Çитменнине тата тăм юхса ан кайтăр та, пĕве ан татăлтăр тесе çыран хĕрринче ӳсекен çирĕк йывăççисене йăвантарса хунă. Чăн-чăн платина пулса тăнă. Хам куçпа куртăм.
Мĕнле ăслă хăтланнă вĕт-ха хăнтăрсем? Хăйсене те лайăх, çынсем валли те савăнăç.
Текста малалла вулăр...
Кил картишĕнче пылчăк ан çăрăлтăр тесе ялсенче нумайăшĕ асфальт е бетон сараççĕ. Чăнах та, шывпа сапатăн та тусанĕ те ларать, çумăр хыççăн та тапăчкипе çӳреме пулать.
Аксу районĕнчи Савгачево ялĕнче пурăнакан Ипеевсем, сăмахран, бетон сарман, курăк акнă. Пĕр картиш выльăх пулсан та, хапхаран кĕрсен çеп-çемçе те ем-ешĕл курăк куçа илĕртет. Клумбăсенче хитре чечексем тата...
– Выльăхсем мĕнле таптамаççĕ вара тухнă-кĕнĕ чухне? – тĕлĕнсе ыйтрăм эпĕ курăка алăпа шăлса.
– Ак çак сукмакпа çӳреççĕ вĕсем, – терĕ сукмак çине кăтартса кил хуçи Анатолий Иванович.
Пăх-ха, мĕнле ăслă вылăхсем?! Цирксенче ахальтен мар чĕр чунсем тем тума та пĕлеççĕ.
Анатолипе Надежда Ипеевсем картише çеç мар, пӳрт-çуртне те, пахчине те халапри пек тунă. Уйрăмах пахчине кĕрсен чăн-чăн халапа лекнĕн туйăнать.
Текста малалла вулăр...
Нихçанхинчен ытла тум-юм çулла вараланать. Уйрăмах шăрăхра çутă та çинçе пусмаран çĕленĕ кĕпе-йĕм тăхăнма тӳр килет. Вăл час кăна хуралма пăхать. Минераллă шыв тăкăнсан та йĕр юлать те. Симĕс курăк йĕрĕ тата ытти пăнчă çутă япаларан çусан та час кăна каймасть. Хлор хушнă шĕвексемпе усă курма пулать, паллах. Анчах та хлор япалан тĕсне çиет.
Кун пек чухне лимон пулăшать.
Кĕпе çăвакан машинăна порошокпа пĕрле лимон сĕткенĕ ямалла. Пĕр лимона пăрса сĕткенне кăлармалла та сĕрмелле. Лимон сĕткенĕ япалана питĕ лайăх шуратать. Çитменнине тата тутлă шăршă та кĕртет.
Тар пăнчине пĕтерме лимона шывпа хутăштарса сăтăрса пăхмалла.
Нӳрлĕ вырăнта выртсан япала кăвакарма пуçлать, аван мар, кăвакарнă шăршă çапать. Кун пек чухне лимон сĕткенне тăварпа хутăштарса шĕвĕ пăтă евĕр туса кăвакарнă вырăна сăтăрмалла.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
[1],
2.