Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

ÇУМА ТА ЮРАТЬ

Нихçанхинчен ытла тум-юм çулла вараланать. Уйрăмах шăрăхра çутă та çинçе пусмаран çĕленĕ кĕпе-йĕм тăхăнма тӳр килет. Вăл час кăна хуралма пăхать. Минераллă шыв тăкăнсан та йĕр юлать те. Симĕс курăк йĕрĕ тата ытти пăнчă çутă япаларан çусан та час кăна каймасть. Хлор хушнă шĕвексемпе усă курма пулать, паллах. Анчах та хлор япалан тĕсне çиет.
Кун пек чухне лимон пулăшать.
Кĕпе çăвакан машинăна порошокпа пĕрле лимон сĕткенĕ ямалла. Пĕр лимона пăрса сĕткенне кăлармалла та сĕрмелле. Лимон сĕткенĕ япалана питĕ лайăх шуратать. Çитменнине тата тутлă шăршă та кĕртет.
Тар пăнчине пĕтерме лимона шывпа хутăштарса сăтăрса пăхмалла.
Нӳрлĕ вырăнта выртсан япала кăвакарма пуçлать, аван мар, кăвакарнă шăршă çапать. Кун пек чухне лимон сĕткенне тăварпа хутăштарса шĕвĕ пăтă евĕр туса кăвакарнă вырăна сăтăрмалла.

Текста малалла вулăр...

ИКĔ ЙĂВАРА ПУРĂНАЙМАСТЬ

Çăвăрлă йăвана икĕ пая уйăрни – уйрăлассинчен сыхланмалли меслет. Çак меслет хуртсене нумай корпуслă вĕллере усранă чухне ытларах усă парать. Вун икĕ рамкăллă тата тăрăхла вĕллепе танлаштарсан, нумай корпуслă вĕллери йăвана уйăрнă лаптăк чылай пысăкрах. Тăрăхла вĕллене виçĕ-тăватă рамка вырнаçтарсан, йăван сулахай е сылтăм пайĕнчи нумай хуртсем уйăрнă вырăна лекмесĕр вĕллерен тухма е кĕме тата йĕркеллĕ ĕçлеме пултараççĕ пулсан, нумай корпуслă вĕллере хуртсем çак пушă вырăнтан иртсе каяймаççĕ.
Вертикальлĕ йăван çӳлти пайĕнчи хуртсем çак пушă вырăна лекмесĕр вĕллерен тухаймаççĕ. Аялти корпусра вĕçекен хуртсем те çак пушă зона витĕр тухаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем вĕллене тин çеç илсе килнĕ пыла çӳле хума тăрăшаççĕ. Аялти карасĕнче тухнă çамрăк хуртсем те çӳле улăхма тăрăшаççĕ. Çапла вара, йăвана икĕ пая уйăракан хушă тĕрлĕ вăхăтра хуртсем яланах тĕл пулакан вырăн шутланать.

Текста малалла вулăр...

ÇĂКĂРА ХУÇСА ПАР

Пĕлекенни аса илтĕр, пĕлменни вĕрентĕр.
Ĕне сутăн илсен чи малтанах кантрине улăштарма манса каймалла мар. Унтан святой шывпа пĕрĕхмелле. Ĕçтерсен те пăсмасть, шыв çине ярса пама пулать.
Çăкăр паратăр пулсан, касса мар, хуçса памалла. Сĕчĕ «касăлать» теççĕ.
Ĕне çилли шыçнине кĕпе супăнĕпе йĕпетсе сăтăрмалла. Паллах, пĕрре тунипех пĕтмĕ. Ӳркенмелле мар, темиçе хут сăтăрса сыватма тăрăшмалла.
Чи интересли тата, ĕне сĕт нумай патăр тесен, хĕвел ансан çынна сĕт пама юрамасть!
Тин çеç пăруланă ĕнесем çинчен калас пулсан, ăна пĕр витре шыв çине 1-1,5 килограмм сахăр песокĕ ярса, ирĕлтерсе памалла. Кун пек тусан хыçĕ лайăх хăйпăнса тухать.
Малашне те тăрă шыв вырăнне укроп шывĕ туса парсан аван. Пĕр витре шыв çине типнĕ укроп, пĕлтĕрхи пулсан тата та лайăхрах, ярса 15-20 минут вĕретмелле те сивĕтсе памалла.

Текста малалла вулăр...

ЫХРАПА ÇЫРЛА ТУС МАР!

Пĕр ик çул каялла пахчаçăпа çулташ пулса кайрăм. Шăп виктори хĕрелсе çитнĕ вăхăтчĕ. Карçинккаран пылак шăршă кĕрсе кайрĕ те, тутлă çырла çинчен сăмах хускалчĕ.
Эпĕ астăвасса кун çинчен тахçантанпах калаççĕ: çырлана сăтăр тăвакансем сахалрах пулччăр тесен кашни калча хушшине ыхра лартмалла. Çапла тунă та. Çак çын вара пачах та урăхла сĕнӳ пачĕ. Ыхра ӳсекен çĕрте виктори те, ытти пахча çимĕç те шултра пулса ӳсеймест имĕш. Ыхра тăпрана пусăрăнтарать. Викторие, паллах, кăпăшка çĕр кирлĕ. Çĕр пусăрăннипе çырла тымарĕсем çĕртен тухаççĕ, вара çырла вакланать. Пĕрер çултан типсе те каять.
Тата тепĕр япала, вăл каланă тăрăх, викторие йăран туса лартмалла мар иккен. Эпир вара хитре, саркаланса ӳсчĕр тесе йăран-йăран тăватпăр. Унăн сăмахĕпе, çут çанталăкра çĕр çырли мĕнлерех ӳсет, пахчара та çавăн пекех пулмалла.

Текста малалла вулăр...

ПАХЧАÇĂСЕН УЙĂХ КАЛЕНДАРĔ 2010 ÇУЛА


ЙЫВĂР ВĂХĂТ

Хĕл каçнă тĕле çуртра та, тулта та хурт-хăмăр çемйин пурнăçĕ питĕ йывăрланса çитет. Кун пек йывăр вăхăт уншăн урăх пулмасть. Хĕл каçа хуртсем ватăлаççĕ, вĕсен пыршăлăхĕнче ирĕлмен апат юлашкисем нумай пухăнаççĕ. Йăвара çăвăрсем карасăн пысăк пайне йышăнаççĕ, вĕсене тăрантармалла тата ăшăтмалла. Çавăнпа та хуртсем апат унчченхинчен ытларах çиеççĕ (ун чухне вĕсен пыршăлăхĕ те пушă пулнă). Апата унчченхи пек перекетлемеççĕ, уйрăмах чечек тусанне нумай çиеççĕ. Чечек тусанне çăвăрсене çитернисĕр пуçне хăйсем те çиеççĕ. Вăл çителĕксĕр чухне хуртсем хăйсен организмĕнчи белока расхутлаççĕ, ку ĕнтĕ сĕт кăларакан парсен ĕçне начарлатать, вара хуртсем хăвăрт ватăлаççĕ. Ĕрчев туйăмĕ вĕсене чечек тусанне унчченхи тапхăртан нумай çитерет.
Белоклă апат нумай çинипе пыршăлăхăн кайри пайĕ ирĕлмен япаласемпе тулса каять.

Текста малалла вулăр...

СУНАС

Нуша кăна, чăхсем те сунаспа чирлесе тарăхаççĕ тата. Вĕсен сăмсисенчен шĕвек тухнипе тата куçĕсенчен куççуль юхнипе кăна нушаланмаççĕ иккен, вĕсем кичемленеççĕ, çиме пăрахаççĕ, тĕкĕсем çаралаççĕ. Уйрăмах хĕлле аптраççĕ мĕскĕнсем. Чăхсен сывлăхне хавшатас мар тесен вĕсене ăшă çĕрте тытмалла. Пăтăсем пĕçерсе çитермелле. Тата чи лайăх эмел – пăтта симĕс горчицăпа хутăштарса пани. Горчица, паллах, вăрри мар, симĕс курăкĕ кирлĕ. Ăна килте ӳстерме пулать. Горчица вăррине тăпра хунă ещĕксене акмалла та темиçе кунтан вăл шăтса тухать. Симĕс курăк чăхсемшĕн питĕ лайăх эмел те, витамин та. Чирлĕ чĕпсене те пама юрать ку курăка, вĕсем тата та хăвăртрах чĕрĕлеççĕ.
Енчен те чăхсен чирне вăхăтра асăрхамасăр лешсем йывăрланса пыраççĕ пулсан камфорăпа бура йӳçекĕн (бурокислая) соди парсан аван. Тата çаплах чăхсен пуçĕсене вăхăтран-вăхăта хăмла вĕретнĕ шывăн пăсĕ çинче тытса пăхмалла.

Текста малалла вулăр...

МĂЙĂР ÇИЕС КИЛЕТ–И? ТАРХАСШĂН

Çĕр мăйăрне (арахис) хамăр пахчара та ӳстерме пулать имĕш. Мăйăра хуппинчен тасатмалла та кăштах марганцовка ирĕлтернĕ шывра тытмалла. Унтан кăларса таса шывпа чӳхесе типĕтмелле. Вара нӳрлĕ пăчкă кĕрпи (опилка) ăшне чиксе хумалла. Мăйăр сăмсалансан, май уйăхĕн пуçламăшĕнче пахчана тухса лартма юрать. Вăрлăх хушши 35-40 сантиметр пулмалла, çакна ан манăр. Вак шăтăклă лейкăпа шыв сапса (шултрипе сапсан çĕр юхса кайса вăрлăх çаралса юлать) пленкăпа витмелле. Симĕс калчисем курăнма пуçласан пленкăсене пĕкĕ туса çĕклемелле. Ăшăрах çанталăкра кăштах уçса илме те юрать. Анчах та пленкăна калча чечеке лармасăр илсе пăрахма васкамалла мар-ха. Ӳсен-тăрана сивĕ шывпа сапма юрамасть, асăрхануллă пулăр. Чечеке ларма пуçласан çĕрне купаламалла. Чечеке июнь пуçламăшĕнче ларма тытăнать те çанталăк шăнтичченех сарать.

Текста малалла вулăр...

КАЛАÇМА ТА ÇЫН КИРЛĔ

Кил хушшинче, уйрăмах хăвăн хуçалăхупа пурăнсан, пĕр ларма пĕлмесĕр «аппаланма» пулать. Пулать кăна та мар, тумасан ĕç тухмасть. Юрать-ха хĕллехи кунсенче пахчаран канатпăр, ытти вара... Уйрăмах ватă çынсене хуçалăха тытса пыма йывăртарах. Сăмахран, пӳрте шыв кĕмен пулсан, пĕрре кăна пĕр витрепе кайса кил, аванах ывăнтарать. Япала çумалла пулсан тата...
Юлашки çулсенче ватă çынсен пурнăçне кăштах та пулсан çăмăллатас тесе соцĕçченсене «тара» тытма пуçларĕ патшалăх.
Элкел районĕнчи Чăваш Пăрнай ялĕнче те ытти çĕрти пекех ватăсене пăрахмаççĕ. Çак ялта малтан больница пулнă-мĕн, нумай пулмасть ăна хупма тӳр килнĕ. Медĕçченсем, паллах, ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнă темелле. Хăшĕ района çӳрет, хăшĕ ... Çапах та медицинăпа çыхăннă çын нихăçан та ĕçсĕр юлмасть теме юрать. Уйрăмах юлашки çулсенче, соцĕçченсем кирлĕ чухне, шăп медицинăна пĕлнĕ çынсене çак ĕçе шанса параççĕ те.

Текста малалла вулăр...

УТАРÇĂСЕМ ВАЛЛИ

АМАСĂР ÇЕМЬЕСЕНЕ АМА ПАРАССИ
Çамрăк амасене ваттисем вырăнне кăна мар, хăйсен амине çухатнă, урăх ама кăларайман çемьесене те пама лекет.
Кун пекки начар хĕл каçнă тата нозематозпа чирлĕ çемьесенче пулать.
Уйрăлса тухакан çемьесем çулла та амасăр юлма пултараççĕ. Çăвăр уйрăлнă хыççăн, çамрăк ама ар тĕлĕшĕнчен аталанса çитнĕ тĕле хуртсем уçă çăвăра пĕтĕмпех пичетлеççĕ. Пĕтĕçленме вĕçсе тухнă çамрăк ама каялла таврăнмасан, çемье çĕнĕ ама кăлараймасть те амасăр тăрса юлать. Пурнăçшăн кĕрешсе, ама ĕçне ĕç хурчĕсем тума тытăнаççĕ. Вĕсен хунă çăмартасенчен аталанса çитмен сăрă хуртсем кăна тухаççĕ. Çавăнпа та ку çемьене сăра кайнă çемье теççĕ.
Сăра кайнă хуртсене йăваран кăлараççĕ. Вĕсен çемйине юсама, унта ама яма çăмăл мар. Çемьере хăйĕн ама хуртсем пулсан (вĕсем вуншар е çĕршер пулаççĕ), вăл ют амана йышăнасшăн мар.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
хатĕрленĕ.

ПĔЧĔК ВĂРТТĂНЛĂХСЕМ

РЕЗИНКА ХĂЙĔННЕ ТĂВАТЬ
Электрозажигалкăпа усă куракансем яланах шнурĕ чăлханнипе тарăхаççĕ. Хăш чухне туртса илме çук, плита патне çитмест, хăш чух тата ... Ун пек ан пултăр тесен шнура 1-1,5 сантиметр хулăнăш патак е урăх япала çине яваламалла та «спираль» ăшне 70-80 сантиметр вăрăмăш резинка чикмелле. Пĕр вĕçне зажигалка çумне, теприне – стена çумне çирĕплетмелле. Вара зажигалка тивертме те çитет, каялла вырăнне те таврăнать.
ШĂЛАВАР ЛӲЧĔРКЕНМЕСТ
Енчен те килте шăлаварсем валли вешалка пулмарĕ-тĕк, хăвăр аллăрпа ним мар тума пултаратăр.
Пĕр татăк пралук тата икĕ прищепка çеç кирлĕ. 3-4 миллиметрлă хурçă пралука 320-350 миллиметр вăрăмăш илмелле те ӳкерчĕкре кăтартнă пек авмалла, вĕçĕсене прищепка тăхăнтартмалла. Вешалка хатĕр те.
ÇĂМĂЛ МЕСЛЕТ
Урамра сивĕтрĕ.

Текста малалла вулăр...

ЧИР ЧАРАТЬ

Хăш-пĕр чухне вĕллери çемье ӳсесси тăруках чарăнать. Ку ĕнтĕ унта уйрăлас туйăм пуçланнинчен мар, урăх сăлтавсенчен килет.
Вĕллере пыл тата чечек тусанĕ çителĕклĕ, ама ĕрчевлĕ, çамрăк, анчах та çемье начар аталанать. Ун сăлтавĕ чир пулма пултарать. Хурт-хăмăр çемйисем тăтăшах европейски е американски çĕрĕк чирпе – ерекен чирсемпе – чирлеççĕ. Европейски çĕрĕк чирпе уйрăмах уçă çăвăрсем, американски çĕрĕк чирпе – пичетленĕ çăвăрсем чирлеççĕ.
Çемье хăш йышши çĕрĕк чирпе чирленине пĕлес тесен йăвана салатаççĕ те çăвăрлă кашни караса пăхаççĕ. Хăш чухне утарçă çакна курма пултарать: карас çинчи çăвăрсем тĕрлĕ кунхисем – хăш-пĕр ячейкăсенчен çамрăк хуртсем тухаççĕ, юнашарринченех çăвăрсене пичетлемен, личинкăсем тĕрлĕ куна çитнисем пулаççĕ. Личинкăсем тĕрлĕ майлă – хăшĕсем штопор евĕрлĕ, ыттисем ячейкăсем тăрăх тăсăлса, виççĕмĕшсем çурăмĕпе çӳлелле е аялалла курпунланса выртаççĕ.

Текста малалла вулăр...

МАЙ

Майăн 23-мĕшĕ – июль-август уйăхĕнче тата кĕркунне кăна пулакан купăста калчисене лартмалли кун. Чечек калчисене те куçарса лартма вăхăт. Çак кун лартнă чечексем лайăх ӳсĕç.
Майăн 24-мĕшĕ – Çĕнĕ уйăх. Тухăçсăр кун. Пахчаран кăшт канмалли çеç юлать. Ыхра, сухан тата ытти ӳсен-тăран шăтни çине пăхса савăнмалла.
Майăн 25-мĕшĕнче кунĕпех чечексемпе аппаланмалла. Çак кун роза чечекне куçарса лартма юрать.
Майăн 26-мĕшĕнче акма, лартма, куçарса лартма, сыпăнтарма, удобрени сапма чи лайăх кунсенчен пĕри. Пĕтĕм ĕçсене тума юрать, анчах та ку ĕçсем пĕтĕмпех çĕр çийĕнче пулаканнисем валли çеç, тымар çимĕçсемпе ан аппаланăр.
Майăн 27- мĕшĕ – тепĕр хут укроп, салат, шпинат, петрушка акмалла. Çитменнине тата кирек мĕнле ӳсен-тăран калчине лартсан та питĕ лайăх тымарланмалла.

Текста малалла вулăр...

АЛОЭ

Вăл сайра-хутра çеç чечек çурать. Ахальтен мар ăна «столетник» теççĕ. Асăннă ӳсен-тăран сиплĕхĕпе палăрать. Вăл сывлăшри сиенлĕ бактерисене пĕтерме фитонцидсем кăларать. Унăн сĕткенĕ вара сурана, хырăмлăх çĕрнине сиплет. Çавăн пекех ангинăпа аптрасан, шăнса пăсăлсан та алоэ сĕткенĕпе усă кураççĕ.
Столетникăн 100 тĕрлĕ тĕсне тупса палăртнă. Вĕсенчен чи анлă сарăлни – йывăç евĕрли.
Ку ӳсен-тăран çутă пӳлĕме килĕштерет. Тăмлă тăпра çинче лайăх ӳсет. Савăт тĕпне хăйăр хурсан аван. Пурăна киле ăна пысăкрах савăта куçармалла. Тăпран çиелти сийĕ типсен алоэне шăвармалла. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен балкон çинче е садра, пахчара тытсан аван. Хĕлле ăна уçăрах пӳлĕме лартмалла, вăхăтран вăхăта шăвармалла, вунă кунра пĕр хутчен минерал удобренийĕпе апатлантармалла.
Унăн сĕткенĕ туратне хăвăрт ӳстерме пулăшать.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
хатĕрленĕ.

УТАРÇĂСЕМ ВАЛЛИ

ÇУРКУННЕ – ЧĔРĔЛӲ ТАПХĂРĔ
Çулталăкри вăхăт тата ӳсен-тăран тĕнчи улшăннине кура, хурт-хăмăр çемйи пĕр çулталăк хушшинче улшăнать.
Хĕллехи вăхăтра çемье пурнăçĕ лăпланать. Организмри япаласен ылмашăвĕ питĕ вăраххăн пулса пырать.
Çурхи кунсем çывхарсан йăвари хуртсем ытларах сĕрлеме тытăнаççĕ. Унччен карас çинчи пушă пӳлмесене йышăннă хуртсем тухаççĕ, çăмха сарăлса пысăкланать, ун варринчи карассем çаралаççĕ. Хуртсем амана лайăхрах пăхма пуçлаççĕ, ăна тăтăшах тăрантараççĕ, йышра ĕрчев туйăмĕ пуçланать. Вĕсем йăва варринчи карасăн пушă ячейкисене тăрăшса тасатаççĕ, якатаççĕ, çăмарта хума хатĕрленеççĕ. Ама пĕрремĕш çăмарта хурсан, çемье пурнăçĕ лайăхланать, вăл тата аванрах ĕçлеме тытăнать.
Ама хунă çăмартасенче тĕвĕ йĕркеллĕ аталанма хăйне евĕр услови, чи малтан 32 градусран кая мар ăшă, кирлĕ.

Текста малалла вулăр...

«ХĂЛХАЛЛИСЕН» СУНАС

Чĕрчунсем те çынсем пекех чирлеççĕ, паллах. Чирĕсем çеç хăйсене тĕрлĕ уйрăлса тăраççĕ. Хуçалăх тытса тăракан çынсем, уйрăмах выльăх усракансем, яланах килти чĕрчунсен чирĕсемпе тĕл пулаççĕ.
Вăрăм хăлхаллă та çемçе тирлĕ кроликсене кăна илер. Чĕлхесĕр янаварсем мĕнле кăна чирсемпе нушаланмаççĕ-ши?
Вĕсен пурнăçĕ капла та кĕске тенĕ пек, чирĕсем тата та кĕскетеççĕ. Тĕслĕхрен, сунас ерсен те кроликсен организмĕшĕн пысăк сиен.
Енчен те «хăлхаллисен» хуçисем кролик сăмси йĕпеннине асăрхасан, хăвăрт кăна сиплеме тăрăшмалла.
Сăмсинчен шыв юхса ӳтне тăртантарать. Çавăнпа та кролик канăçсăрланать, сăмсине малти урисемпе юн яриччен сăтăрать. Нумай чух манкисем сăмсинче хытса лараççĕ те, çăварпа сывлама тивет. Капла сунас ыттисене те лекет. Чирлĕ кроликсем хускалмаççĕ, пусăрăнса лараççĕ, çӳхелеççĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08