Пĕррехинче Хусан варринчи «Эрмитаж» парка кĕрес терĕм. Кунта эпĕ халиччен пĕрре те пулманччĕ. Çавăнпа тавралăхпа киленсе васкамасăр аллейăпа пыратăп. Шаларах кĕнĕ май мана кунта хăш-пĕр йывăç ытла та пĕтĕрĕнсе, пĕр-пĕринпе çыхăнса пĕтни тĕлĕнтерчĕ. Кăсăкланса кайнăскер, пĕччен ӳсекен, туратсăр, хуп-хура йывăç йĕри-тавра утса та çаврăнтăм. Унăн тӳпенелле кармашакан яп-яка вулли çине пăхса тăнă май хама япăх туйма пуçларăм. Пуç çаврăнса кайрĕ. Çавах ура çинче тăма хал çитертĕм. Куç умĕнче темĕн мĕлтлетсе илчĕ, çав самантра йывăç вуллинчен темле мĕлке уйрăлчĕ, манран аяккалла кайса тĕмсем хушшинче çухалчĕ. Çӳç вирелле тăнине сисетĕп, пит пĕçерет.
– Мĕн, хăвăра япăх туятăр-и? Час-час пулать кун пекки çак вырăнта. Усал вăйсем хуçаланаççĕ. Шăп эсĕ тăракан вырăнта тахçан çын вĕлернĕ пулнă. Йывăçсене те йĕркеллĕ ӳсме памасть çав вăй.
Текста малалла вулăр...
ПĔЧĔККИ Е ПЫСĂККИ?..
Ку ĕç Тăхăрьял çыннисемпе вăрçăчченех пулса иртнĕ. Çитта, çӳллĕ те ырхан, хура мăйăхлă чăваш мăнтăркка та лутра, йывăç ураллă Салах ятлă тутарпа туслă пулнă. Вĕсем аш-какайпа суту-илӳ туса пурăннă.
Пĕррехинче туссем Упи пасарĕнчен çулталăкри самăр вăкăрпа çамрăк пăру туянса Чĕмпĕре çул тытаççĕ. Каçа хирĕç çитсе ӳксе пĕлĕшĕсем патне хваттере кĕреççĕ. Тарават хуçасем патне вĕсемсĕр пуçне тата пĕр çамрăк ачапа ашшĕ те çĕр каçма кĕнĕ пулнă. Хваттере кĕнĕ çынсене пурне те пĕрле урайне вырăн сарса вырттарнă. Выльăхсене витене хупса хунă.
Пасара килнĕ çынсем ир вăраннă. Салахĕ хăйра илсе выльăх пусмалли çĕççине хăйрама пикенет. Чĕп куç çутипе çĕçĕ хăйраса ларакан çынна курсан, тутлă ыйхăран вăраннă-вăранман ашшĕпе ачи шикленсе каяççĕ.
– Хăшне малтан пусапăс, Читта, пĕчĕккине-и, пысăккине-и?
Текста малалла вулăр...
Çанталăк пĕлĕтлĕ пулнăран ахăр, ытти чухнехинчен çур сехет каярах вăрантăм эпĕ çав кун. Васкаса ĕçе кайма хатĕрлентĕм. «Ан васка, ман çине пăхса илсем», – тесе такам пăшăлтатни пырса кĕчĕ хăлхана. Мĕн амакĕ? Килте пĕчченех-çке эпĕ, мăшăрăмпа ачасене яла, хуньăм патне хăнана ăсатнăччĕ. Куçсем ваннăйĕнче çакăнса тăракан пĕчĕк шкаф çине тăрăнчĕç. Кунта пĕчĕк ещĕкре, кăнтăра çемьепе канма кайсан асăнмалăх илсе килнĕ пĕчĕк теттесем упранаççĕ: ывăлăм тинĕсре тупнă хитре рак хуранĕсем тата тусем хушшинчи таса çăл шывĕ çывăхĕнче тупнă вак чулсем. Каннă чухне пире тусем хушшине экскурсие илсе кайрĕç. Микул Турă (Николай Угодник) ятне панă таса çăл шывĕнчен шыв ĕçрĕмĕр, хамăрпа пĕрле пĕр кĕленче илтĕмĕр. Çăл çумĕнче кунта чултан хитре часавай туса лартнă, аяккарах, чул хысакĕ çине, Микул Турă турăшне вырнаçтарнă.
Текста малалла вулăр...
Çырчалли–Хусан автобус тĕп хулана таврăннă чухне Елабугăра салона кĕнĕ пассажира çийĕнчех асăрхарăм. Палланă çын пекех туйăнса кайрĕ вăл мана. Çавăнпа та ăна хампа юнашар ларма сĕнтĕм.
Çавăнтах аса илтĕм. Вăтăр çул каялла ача-пăча санаторийĕнче çулталăка яхăн пĕрле сипленнĕччĕ ку тутар ачипе.Чăвашла лайăх калаçнипе тĕлĕнтернĕччĕ вăл мана. Тепрехинче, вун пилĕк çул каялла, унпа ăнсăртран Шупашкарта тĕл пулнăччĕ.
Çулташ эпĕ кам пулнине пĕлсен савăнса кайрĕ: «Калатăп çав, таçта курнă тесе», – чăвашла тап-таса калаçрĕ вăл манпа. Унтан мана сăмах чĕнтермесĕр хăйпе мĕн пулса иртни çинчен калама тытăнчĕ. Ун чухне, мана курнă хыççăн тепĕр кунне пĕлĕшĕпе тĕл пулнă иккен, анчах килĕшӳ тăвайман. Çавăнпа Ильдар укçа чăматанне йăтса каялла хăна çуртне çул тытнă.
– Çав пĕлĕшпе, Рифкат ятлăскерпе, пĕр черкке коньяк ĕçнине астăватăп.
Текста малалла вулăр...
«Вăрçă вăхăтĕнче, колхозран пире, 14-16 çулхи шĕвĕрккесене, Улатăр тăрăхне вăрман турттарма ярсан пулса иртнĕччĕ ку ĕç. 50-60 çухрăмран вăкăрсемпе яла йывăçсем илсе таврăнтăмăр. Çул çинче икĕ-виçĕ кун та иртнĕ ахăр. Киле çитме тепĕр виçĕ çухрăмран ытла та юлманччĕ, эпĕ, вăкăр хыççăн утса халтан кайнăскер, кăштах канас тесе пĕрене çине хăпарса ларнă та çывăрса кайнă. Сасартăк сивĕ пулнипе вăранса кайрăм. Мăй таран сивĕ шывра чăмпăлтататăп. Эпĕ юнашарти кӳлле сирпĕннĕ иккен йывăç çинчен. Хам йывăрăшпа çирĕпех мар пăра катнă. Йĕпеннĕ тумтир мана аялалла туртма пуçларĕ. Пăр çине тухма хăтланатăп, алăсем йăр-йăр шуса çеç тăраççĕ, нимĕнле хытă япала та çакланмасть. Кăшкăрма хăтлантăм, сас тухмасть. Манăн вăкăр самаях çӳллĕ çыран хĕрринче кавлесе тăрать. Малалла утса тайăлса кайнă çунана тӳрĕ вырăна кăларнă вăл.
Текста малалла вулăр...
I
Тибетри Кайлас тăвĕ çинчен ку таранччен илтекен илтнĕ, илтменни пирĕнтен пĕлĕ. Çакăнта икĕ храм пур. Вĕсем йĕкĕрешсем пекех – пĕр-пĕринчен уйăрма çук тесе калас килет те, анчах кун пек калани тĕрĕсех пулмĕччĕ. Пĕри вĕсенчен тĕм хура тĕслĕ, тепри шап-шурă, хĕвел çинче шурă юр пек çуталса ларать.
Индин кăнтăр-анăçĕнчи Махараштра штатĕнче ту хысакĕсенчен касса кăларнă Эллора храмĕсем пур. Вĕсене ЮНЕСКО тĕнче эткерлĕхĕн объекчĕсен шутне кĕртнĕ. Çакăнти Анăç Гатсен варринче Декан текен тӳремлĕх пур. 70 миллион çул каялла пулнă вулкансен хытса ларнă лавинчен (базальт) тăрать çак вырăн. Рашракрут патши I Кришна хушнипе базальтран VIII ĕмĕрте 81х47 тăваткал метр лаптăк йышăнакан храм касса кăларнă.
Авалхи ӳнерçĕсен самаях кăткăс ĕç тума тӳр килнĕ: никĕсĕ патĕнчен çӳлелле кармашса хăпартмалла мар кермене, пачах урăхла – «ытлашши» базальта (85000 кубла метр) хăйпăта-хăйпăта сантиметр хыççăн сантиметр храм тăрринчен аялалла куçнă.
Текста малалла вулăр...
Аттеистсен çемйинче ӳснĕскер эпĕ, Турра нихăçан та шанман. Турăш та пирĕн килте ячĕшĕн кăна çакăнса тăнăн туйăнатчĕ. Çуллахи кунсенче аслатиллĕ çумăр килсен атте яланах: «Шур сухаллă асатте пĕлĕт çинче тимĕр кустăрмаллă урапапа чупса иртет»,– тетчĕ. Асамат кĕперĕ айĕнчен тухсан хĕр ачаран арçын ачана çаврăнма пулать тенине те чи малтан унранах илтнĕ. Пĕчĕкскер ĕненнĕ ĕнтĕ çакна. Трубина Мархвин «Ача чухнехи» кĕнекине вуласа тухсан кăна ку йăлтах шӳт пулнине ăнлантăм.
Анчах хама темĕнле вăй хӳтĕленине, йывăр вăхăтра пулăшнине яланах туйнă эпĕ. Пĕрремĕш тĕлĕнтермĕш вун пиллĕкре чухне пулса иртрĕ. Çуркунне атте сарăмсăр вилсе кайрĕ пирĕн. Ăна пытарнă кун тупăка пӳртрен илсе тухнă-тухман мана пӳлĕме каялла кĕме мĕн хистерĕ – пĕлместĕп. Алăк урати урлă ура ярса пусрăм кăна – хăранипе куç чарăлсах кайрĕ.
Текста малалла вулăр...
Вĕреннĕ вăхăтра манăн чи юратнă учитель Александр Григорьевиччĕ. Аваллăх енĕпе ăс-тăн пухма пулăшатчĕ вăл пире, уроксенче темăна уçса панипе пĕрлех тĕрлĕрен кăсăклă япаласем çинчен каласа паратчĕ. Шăпах Александр Григорьевичран эпĕ чи малтан çут тĕнчере тĕлĕнтермĕшсем пулни çинчен илтрĕм. Сталин кульчĕ вăхăтĕнче çарти аслă офицерсене Гитлер юри хатĕрлеттерсе панă документсене пула персе вĕлерни çинчен те эпĕ 60-мĕш çулсен пуçламăшĕнчех унран илтнĕ.
Пĕррехинче вăл пире тепĕр питĕ интереслĕ истори каласа панăччĕ. Ку ĕç, вăл каланă тăрăх, вăрçăчченех пулса иртнĕ. Александр Григорьевича – Ленинград университечĕн студентне, лайăх вĕреннĕрен Пенза облаçне тĕпчев ĕçĕсем тума яраççĕ.
– Тепĕр çул Атăлçи тăрăхĕнче археологин пысăк тĕпчевне ирттересшĕн. Унти çынсемпе калаç, авалхи масарсене шыра, тен, ĕлĕкхи хулаш вырăнĕсене те тупăн, – тесе студента çула ăсатнă.
Текста малалла вулăр...
Вишневский урамĕпе аялалла, Калинин чарăнăвĕ еннелле васканă чухне сасартăк хам сисмесĕрех тăп чарăнса тăтăм. Мĕн пулнине тавçăрса илеймерĕм-ха тăруках, анчах туятăп: тин çеç ман умра ăнланмалла мар япаласем пулса иртрĕç. Пĕр-ик минутран кăна ӳкерчĕке куç умне кăлартăм. Çапла, темиçе минут каялла ман умри тротуар пушахчĕ, анчах хальхи пек мар. Халь унта чăнах та никам та çук, тин çеç ман умра çын утса пынине питĕ лайăх астăватăп. Халĕ вара çук. Пĕр самантрах этем ниçта та кайса кĕмелле мар. Тротуар айккисене пăрăнма май çук: сулахай енче татти-сипписĕр автомашинăсем чупаççĕ, сылтăм енче çӳллĕ хӳме, лăпкă пынă çĕртенех ун урлă сиксе каçма Олимп чемпионĕ те пултараймĕ.
Çапла шутласа тăнă вăхăтра умра темскер мĕлтлетрĕ те паçăрхи çын нимĕн пулман пекех малалла утрĕ. Темиçе утăм турĕ те каллех çухалчĕ.
Текста малалла вулăр...
Тĕлĕксене вăраннă-вăранманах манса каяттăм эпĕ. Хальхинче вара мĕн пулчĕ-тĕр, тĕлĕк пуçăма питĕ çирĕп кĕрсе юлнă, унтанпа темиçе уйăх иртсе кайрĕ пулин те асрах вăл. Авалхи туспа тĕл пулнă пек тĕлĕкре. Вăл мана калать: «Атя манпа пĕрле, хам мĕнле пурăннине кăтартатăп сана», – тет.
– Юрĕ, кайрăмăр, курар эсĕ мĕнле пурăннине, – тетĕп ăна хирĕç. Темиçе утăм та турăм ун хыçĕнчен. Сасартăк пуçа шухăш пырса кĕчĕ: «Ара, ку ача пилĕк-ултă çул каяллах вилнĕ вĕт-ха, мĕн тăватăп-ха эпĕ, мĕншĕн каятăп ун хыçĕнчен?». Хăраса, йĕп-йĕпе тара ӳксе вăранса кайрăм. Тĕлĕк çинчен шутласа чылайччен вырăн çинче йăваланса выртрăм. «Çавах та ырра мар ку», – тесе пĕтĕмлетрĕм вара шухăшăма. Ĕçе кайиччен çӳп-çап тăкма тухсан тĕлĕк пирки кӳршĕ хĕрарăмне каласа патăм. Вăл хамăр çуртранах, картиш шăлакан пулса ĕçлетчĕ. Халĕ те акă, шăпăр тытнă та тротуар шăлать.
Текста малалла вулăр...
Эпир кӳршĕ Павăл пиччепе кăмпана яланах пĕрле çӳретпĕр. Кĕркунне пирĕншĕн чи паха вăхăт. Ирхи уçă сывлăш, кайăксем юрлаççĕ. Эпир ывăнсан кăшт вăй илме «шур пуçлине» илсе каятпăр. Кĕр енне çыртмалли енĕпе, паллах, пурте пур.
Пĕррехинче çапла çӳресе ывăнсан уçланка тухрăмăр та çулнă утă паккусĕ çине, хулăн çăка айне канма лартăмăр. Вырăнĕ питĕ илемлĕ. Эпĕ аванах вырнаçса лартăм. Павăл пичче ларчĕ кăна – çухăрса сиксе тăчĕ.
– Мĕн пулчĕ? – тетĕп. Вăл çаврăнкалать, мана аллипе хыçалалла кăтартать. Пăхрăм та – тĕлĕнсех кайрăм. Унăн çемçе çĕрĕнчен çĕлĕк пысăкăш чĕрĕп çакланнă. «Туртса ил»,– тет. Эпĕ чĕрĕпе Павăл пичче купарчинчен хăтартăм. Вăл чĕрĕп йăви çине ларнă иккен. Пăхатпăр, унта пилĕк çемçе йĕплĕ çурисем выртаççĕ. Чĕрĕп: «Сӳпĕлтетсе çӳреççĕ», – тенĕ пек «мăкăртаткаласа» ачисем патне пырса выртрĕ.
Текста малалла вулăр...
Манăн иккĕмĕш сыпăкри пичче темиçе çул каялла тăхăр вунă çултан иртсе вилчĕ. Аякра, кăркăссен çĕршывĕнче, пурăнатчĕ вăл. Çавах та ик-виçĕ çулта пĕрре те пулин тăван яла, чăваш çĕршывне çитсе курма вăхăт тупатчĕ. Сарлака хул-çурăмлăскер, çӳллĕскер, питĕ ырă кăмăллăччĕ вăл, ваттисемпе çеç мар, ачасемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ. Пирĕнпе юнашар ларса тĕрлĕрен кăсăк историсем каласа кăтартатчĕ. Е тата пире хăйпе пĕрле ял таврашĕнчи хир-çарансем, çырма-сăртсем кăтартма илсе каятчĕ. «Ку акă Кури варĕ, çакă Мур çырми, ав лере Вĕт хăва, Хăвалăх çырми, Виç юпа», – тесе паллаштаратчĕ пире тĕрлĕ вырăнсен ячĕсемпе, вĕсене мĕншĕн çапла ят панине итлеме юрататтăм эпĕ. Пичче вăрçăчченех медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă, фашистсем пирĕн Тăван çĕршыв çине тапăннă кун тĕлне чаплă хирург пулнă ĕнтĕ вăл, Ленинградра пурăннă.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
1,
[2].