Пахча çимĕçсемпе улма-çырла хушшинче олимпиада ирттерес пулсан пĕрремĕш пилĕк вырăна çаксем йышăнаççĕ.
1-мĕш вырăн – пылак пăрăç. Вăл С витаминран чи пуянни темелле. Пăрăç тытăмĕнчи веществосем ӳслĕкрен, ангинăран, грипран пулăшаççĕ. Депресси чух та пылак пăрăçран ытла пулăшаканни урăх çук-тăр – вăл «телей гормонне» – эндорфина нумай уйăрма пулăшать.
2-мĕш вырăн – хурма. Унра щит евĕрлĕ парсемшĕн çав тери усăллă йод тата гипертониксемшĕн, пӳре чирĕпе аптракансемшĕн питĕ кирлĕ кали нумай. Хурма веществосен ылмашăвĕ çине лайăх витĕм кӳрет, юн тăваслăх процесĕсене лайăхлатать. Хурмари пектин организмри сиенлĕ веществосене хăвăрт кăларма пулăшать. Дисбактериозпа пыршăлăх чирĕсене сиплеме хурмаран лайăххи сайра-тăр. Вăл çиес килнине хăвăрт ирттерет, ĕçлеслĕхе ӳстерет.
Текста малалла вулăр...
«ТУСЛĂХ» САЛАТ
Кирлĕ: 300 г ветчина, 2 шăратнă (плавленый) сыр, 1 банка маринадланă шампиньон, 1 кишĕр, 1 пуç сухан, 2 панулми, 3-4 çăмарта, 2 шăл ыхра, аçтăрхан мăйăрĕ, майонез.
Ыхрана вĕтетсе майонезпа пăтраштармалла. Компонентсене салатница çине сийпе вырнаçтармалла, кашни сийнех ыхраллă майонезпа сĕрмелле: ветчина, сухан, панулми, шампиньон, сыр, чĕрĕ кишĕр, çăмарта. Çиелтен салат çине вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрĕ сапмалла.
РУЛЕТ
Кирлĕ: 1 стакан сахăр песокĕ, 3 çăмарта, 3-4 кашăк сĕт, 1 чей кашăкĕ апат соди, 1,5 стакан çăнăх; ăшлăх валли повидло е пĕçернĕ сгущенка.
Çăмартана сахăр песокĕпе пĕрле лайăх лăкаса кăпăклантармалла. Ытти компонентсене хушса чуста хатĕрлемелле. Чустана тип çу сĕрнĕ, духовкăна лартса хĕртнĕ противень çине ямалла та хĕрӳ духовкăра 7-10 минут пĕçермелле.
Текста малалла вулăр...
КУКУРУЗА
Кирлĕ: 500 мл газланă минераллă шыв, 1 стакан шурă çăнăх, 1 стакан кукуруза çăнăхĕ, 3 çăмарта, кăштахшар тăвар тата сахăр песокĕ, 3 кашăк тип çу.
Тулă тата кукуруза çăнăхне сахăр песокĕпе тата тăварпа хутăштармалла. Çăмартана малтан лайăх лăкамалла та çăнăх хутăшĕпе пĕрлештермелле. Унтан пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн минераллă шыв хушмалла, пăтраштарса тăмалла. Чуста çине тип çу ямалла, лайăх пăтратмалла та 15-20 минут лартмалла. Çуланă çатма çинче икерчĕ ăшаламалла.
ФРИКАДЕЛЬКĂЛЛĂ ЯШКА
Кирлĕ: 300 г ĕне ашĕ, 3 кашăк рис кĕрпи, 2-3 çĕр улми, 1 кишĕр, 2 пуç сухан, 1 кашăк томат пасти, тип çу, тăвар, вĕтетнĕ хура пăрăç, лавр çулçи, укроп е петрушка.
Ашпа пĕр пуç сухана мясорубка витĕр кăлармалла, тăвар, пăрăç хушса лайăх хутăштармалла та пĕçермелле.
Текста малалла вулăр...
Тĕпчевсем кăтартнă тăрăх, пиртен нумайăшĕ туяннă апат-çимĕçе пăсăлнă тесе кăларса пăрахать. Хăш-пĕр правилăсене пăхăнсан укçана перекетлеме çеç мар, кăларса пăрахакан çӳп-çапăн калăпăшне те чакарма пулать иккен.
• Лавккана каяс умĕн апатланмалла – кирлĕ мар япала туянас шухăш пуçа та ан кĕтĕр.
• Килте хăш продуктсем пуррине шута илсе эрнелĕх меню планламалла, мĕн кирлине çырсах список тумалла.
• Апат-çимĕçе тĕрĕс упрамалла. Холодильниксенчен чылайăшĕнче ытлашшипех ăшă. Унти температура +1-рен пуçласа +5 °С таран пулмалла. Енчен те унтан та ăшăрах пулсан холодильникри апат-çимĕç хăвăрт пăсăлать.
• Улма-çырлана холодильникре упрамалла.
• Шăнтмалли продуктсене туяннă кунах морозильнике хумалла.
• Енчен те хăвăр çав таварпа вăхăтра, срок тухиччен усă курайнине шанмастăр пулсан, супермаркетсен «пĕрин хакĕпе иккĕ туянăр» текен сĕнĕвĕсем çине тимлĕх ан уйăрăр.
Текста малалла вулăр...
Олива çăвĕ ӳсен-тăран çăвĕсенчен чи усăлли пулнине пурте пĕлетпĕр. Унăн сиплĕхĕпе туллин усă курас тесен пысăк пахалăхлă çу туянмалла. Анчах та мĕнли-ха вăл, пысăк пахалăхли?
Чи малти вырăнта сивĕлле пăчăртаса илнĕ чĕрĕ çу тăрать: малтан маслинăсене пресслаççĕ, тăрăлтараççĕ, унтан фильтр витĕр кăлараççĕ. Çак меслетпе хатĕрленине «прованс çăвĕ» теççĕ е «Virgen» тесе палăртаççĕ.
Савăчĕ çине «Virgen Extra» тесе çырни çăвăн йӳçĕлĕхĕ 1 процентран та сахал пулнине пĕлтерет. Кунашкал çу ыттисенчен симĕсрех тĕспе тата кăшт йӳçĕрех тутăпа уйрăлса тăрать.
«Aceite de Oliva», «Olive oil», «Rafined olive oil», «Light olive oil» тесе çырнă çусене тасатнипе тасатманнине хутăштарса тăваççĕ.
Çăва суйларăр-и? Халь вара суйласа илнĕ таварăн этикетки çинче мĕн çырнине тĕплĕн вуламалла.
Енчен те этикетка çинче «mix» тени тĕл пулать-тĕк, ку тĕрлĕ çусен хутăшĕ, унта олива çăвĕ пачах та сахал пулма пултарать.
Текста малалла вулăр...
Хăш-пĕр апат-çимĕçе эпир пĕр иккĕленмесĕрех усăллисен шутне çеç кĕртетпĕр. Вĕсем сиен кӳме пултарни çинчен шутламастпăр та темелле. Çапах та вĕсене пула вар-хырăм пăсăлма пултарать.
Пыл. Вăл усăллă апат, сахăр вырăнне çисен ытлашши килограмсенчен хăтăлма пулăшать, иммунитета çирĕплетет. Анчах та пыла сахăр вырăнне пур апат çине те хушмалла тени – йăнăш сĕнӳ. Пыла вăрахчен тата 42 градусран ытларах ăшăтсан унра оксиметилфурфурол пулса каять, вăл вара организмра пуçтарăнать те пуçа ыраттарать, кăмăла пăтратать.
Фасоль. Унра усăллă веществосем нумаййи такамшăн та паллă. Белок тытăмĕпе ăна çитекенни çук. Анчах та пиçсе çитмен хĕрлĕ фасоль вар-хырăма пăсма пултарать. Сăлтавĕ – унра лектин нумай пулни.
Кăмпара белок, углевод, витаминсем, минераллă тăварсем, апат ирĕлеслĕхе лайăхлатакан ферментсем нумай, фосфор шайĕпе вара пулăпа танлаштарма пулать.
Текста малалла вулăр...
* Хăяр е помидор тăварланă чух тăвара кашăкпа мар, шăрпăк коробкипе виçсе ямашкăн меллĕ. Виçĕ литрлă банка валли шăп та лăп виçĕ коробка (тӳпелемесĕр) тăвар кирлĕ.
* Консервăланă пахча çимĕçе банкăсене тултарса хупланă чух сарă тĕслĕ лакланă хупкăçсемпе усă курмалла. Шурă тĕслине ан та туянăр: ăна уксус кислоти «çисе ярать» те пахча çимĕç пăсăлать.
* Рассол е маринад хатĕрлеме мĕнле шыв кирлĕ-ха? Вăл хытă ан пултăр. Хулара пурăнакансен кранран юхтарса илнĕ шыва пĕр талăк лартмалла.
* Рецептра пĕчĕк процентлă уксус кирлĕ тесе çырнă тейĕпĕр, сирĕн вара килте 70 процентлă кислота кăна. Мĕн тумалла? Кислотана вĕретсе сивĕтнĕ шывпа хутăштармалла. Кирлĕ концентрациллĕ уксус хатĕрлетпĕр:
9 процентлă уксус = 1 кашăк 70 процентлă кислота + 7 кашăк шыв;
6 процентли = 1 кашăк 70 процентлă кислота + 11 кашăк шыв;
3 процентли = 1 кашăк 70 процентлă кислота + 22 кашăк шыв.
Текста малалла вулăр...
«МУЛКАЧ АПАЧĔ» САЛАТ
Кирлĕ: 200 г корейла кишĕр, 150 г ветчина, 100 г сыр, 1 хăяр, майонез, петрушка.
Ветчинана, хăяра турамалла, сыра теркăпа хырмалла. Продуктсене турилкке çине кишĕр форми парса сийĕн-сийĕн вырнаçтармалла (кашнинех майонезпа сĕрмелле): ветчина, хăяр, сыр, корейла кишĕр… Унтан çакăн пекех тепрер сий. Çиелти кишĕр сийне майонез сĕрмелле мар. Кишĕрĕн аврине петрушкăран тумалла.
АШ САЛАЧĔ
Кирлĕ: 300 г аш, 300 г кăмпа (шампиньон), 2 тăварланă хăяр, 1 пуç сухан, 5 çăмарта, майонез, тăвар, ăшаламалăх тип çу.
Пиçнĕ аша турамалла. Шампиньона лайăх çуса турамалла та тип çу çинче хатĕр пуличчен ăшаламалла. Сухана та тураса ăшаласа илмелле. Хăяра тата пиçнĕ çăмартана турамалла. Компонентсене майонезпа сĕрсе сийпе вырнаçтармалла: аш, сухан, кăмпа, çăмарта, хăяр.
Текста малалла вулăр...
Çакăн пек сăмахсемпе пельмень тума пуçларĕç Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи Чăваш Шупашкар ялĕнчи пĕр килте. Пĕри аш авăрать, тепри чуста çăрать, виççĕмĕш вара…
Пĕри тенĕрен, 21 çул дояркăра ĕçлекен Зоя Сашина тутлă апат хатĕрлеме питĕ ăста. Ĕне сăвакансен, тĕрĕссипе каласан, вăхăт питĕ сахал. Ирхине те, кăнтăрла та, каçхине те фермăналла утмалла. Кайса килсе кăна мĕн чухлĕ вăхăт иртет. Çапла кунне виçĕ хутчен хутланă тата ĕçленĕ хыççăн киле çитсен хăвăрт апат çеç пĕçерсе хыпса çăтас килет пек. Çук. Апла мар иккен, тĕрлĕ тĕслĕ апатпа çемйине сăйлама ĕлкĕреççĕ вĕсем.
Зоя Александровнăпа мăшăрĕн тăватă ача. Çав ачасене нивушлĕ хăвăрт апатпа кăна çитĕнтереен? Вĕсем валли тутлăран та тутлине çеç хатĕрлемелле. Ачисем те амăшне пăхса апат пĕçерме вĕренеççĕ. Вара вăл килнĕ çĕре хăйсем тутлă шăршă кăларса кĕтсе тăраççĕ.
Текста малалла вулăр...
Сахăр нумай çини самăрлатнине пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа та диетăсене кăмăллакансем нумай чухне сахăр ылмашĕсемпе (сахарозаменители) усă курма тăрăшаççĕ. Анчах та вĕсем чăнах та усăллă та хăрушсăр-и-ха?
Фруктоза (талăкри доза – 30 г)
+ сахăртан пылакрах, апла-тăк пылаклатма вăл сахăртан самай сахалрах кирлĕ;
+ диабетиксене усă курма юрать;
– ытла нумай çини чĕре чирĕсене пуçарма пултарать;
– вăл организмра çу пуçтаракан никĕс пулса тăрать.
Сукразит (талăкри доза – 0,6 г)
+ диабетиксене апатра усă курма юрать;
+ сахăртан 10 хут пылакрах, калорисĕр;
+ организм ăна ирĕлтермест, таблеткăсенче йӳçĕклĕхе йĕркелесе тăракан регулятор пур;
– организмшăн наркăмăшлă.
Сахарин (талăкри доза – 0,2 г)
+ сахал калориллĕ тата организм ăна ирĕлтермест;
+ сахăртан пылакрах;
– унра йывăр чире яракан канцерогенсем пур.
Текста малалла вулăр...
– Пулă тахçанхи маррине çапларах тĕрĕслемелле: ăна шывлă тарăн савăта ямалла. Енчен те пулă пăсăлнă-тăк, вăл хырăмĕпе çӳлелле ишсе тухать. Йĕркеллĕ пулă шыв тĕпне анса каять. Пăсăлнă пуллăн сухисем (жабры) сăрă – хăмăр тĕслĕ, куçĕсем тĕксĕм.
– Çĕр улми нимĕрне сăрă тĕс ан çаптăр тесен ăна пиçсенех вĕри сĕт е шыв хушса ирмелле.
– Тăрă мар шӳрпене витĕр курăнакан тума пулать-и? Пулать. Шӳрпе çине чĕрĕ çăмартана çĕмĕрсе ямалла, вăйлă пăтраштарса тăрса вĕреме кĕртмелле. Унтан сăрăхтармалла – çăмарта хăй çине пĕтĕм пăтранчăка «çăтса» илет. Шӳрпе малтанах тăрă пиçтĕр тесен вара вăл вĕреме кĕрсенех çулăма пĕчĕкки çине чакармалла.
– Чуста валли разрыхлитель килте те хатĕрлеме пулать. Пысăках мар савăтра 5 г апат соди, 3 г лимон кислоти, 12 г çăнăх хутăштармалла. Çак шайпа хатĕрленĕскер 500 г çăнăх валли шăп кăна.
Текста малалла вулăр...
Тип çупа кашни килтех куллен усă кураççĕ. Промышленность – хамăрăнни те, чикĕ леш енчи те – çĕр-çĕр тĕрлĕ тип çу кăларать паянхи кун. Анчах пуринчен ытла хĕвел çаврăнăш тата олива çăвĕ халăхра анлăрах сарăлнă. Тип çăва лавккара туяннă чух сахал çын этикеткăсене вулать. Анчах çавăнта çырнă темиçе сăмах та продукт çинчен нумай каласа пама пултарать-мĕн.
Хĕвел çаврăнăш çăвĕ
«Сивĕлле пăрса юхтарни». Çапла çырни çăва механикăлла пресланине, унра витаминсемпе биологилле активлă веществосем юлнине пĕлтерет. Енчен те производитель чăннипех те пысăк пахалăхлă продукт сĕнет-тĕк, этикетка çинче çăва хатĕрленĕ вăхăтра миçе градус таран ăшăтнине çыраççĕ, тĕслĕхрен, «100 градусран ытла мар» тенине тĕл пулма май пур.
«Экстрагированнăй». Экстрагировани – ӳсен-тăранран органикăлла шĕвексемпе усă курса химилле меслетпе çу кăларни.
Текста малалла вулăр...
«МИМОЗА» САЛАТ
Кирлĕ: пĕçернĕ 5 çăмарта, 100 г сыр, 100 г шăнтнă услам çу, 1 банка пулă консерви, 1 сухан, майонез.
Ингредиентсене теркăпа хырмалла та сийĕн-сийĕн вырнаçтармалла: çăмарта, çур банка консерва, майонез, вĕттĕн туранă сухан, услам çу, çур банка консерва, майонез, сыр.
«АППЕТИТЛĂ» ЯШКА
Кирлĕ: 3 çĕр улми, 1 сухан, 1 кишĕр, çур пылак пăрăç, 1 помидор, 100-шер г аш тата кăлпасси, 100 г шампиньон, тăвар, пăрăç, лавр çулçи, укроп.
Çĕр улмипе шампиньона шыва ямалла та вĕреме кĕртмелле. Хупкăçпа хупласа çĕр улми çемçеличчен 15 минут пĕçермелле. Лавр çулçи, пăрăç, тăвар, туранă помидор, пылак пăрăç, аш, кăлпасси тата укроп хушмалла. Сухана тураса, кишĕре теркăпа хырса тип çу çинче ăшаласа илмелле, яшка çине хушмалла.
ЧӲЛМЕКРЕ ПĔÇЕРНĔ АШПА ÇĔР УЛМИ
Кирлĕ: 500 г сысна ашĕ, 2 помидор, 2 пылак пăрăç, 2-3 шăл ыхра, 2 сухан, 8 çĕр улми, тăвар, пăрăç, укроп е петрушка.
Текста малалла вулăр...
«Хуçалăхра катăк пуртă та кирлĕ», – тенешкел, апат тĕлĕшĕнчен те çаплах. Ытлашши юлнă апата нихçан та пăрахмалла мар. Перекетлĕ хĕр-хĕрарăмсем шăпах çапла тăваççĕ те.
Шӳрпене – морозильнике. Хăш чухне салат валли аш пĕçермелле, шӳрпи кирлĕ мар. Кун пек чух шӳрпене пластик контейнера тултарăр та морозильнике лартăр – кирлĕ кунта кирлĕ пулĕ.
Рассолтан – печени. Рассол юлчĕ-и? Тăкма кирлĕ мар. Вăл печени пĕçерме çав тери аван шĕвек. Кун пек печени нумайччен упранать. Рецепчĕпе те паллаштарсах хăваратпăр: рассола сахăр песокĕпе тата услам çупа пĕрлештермелле. Çăнăх, апат соди хушса чуста çăрмалла, унран тĕрлĕ кĕлеткесем касса кăлармалла та противень çине хумалла, духовкăра пĕçермелле.
Варени юлашкинчен – кĕсел. Варенирен кĕсел тутлă пулать. Кастрюле варени юлашкине тата шыв ямалла та вĕреме кĕртмелле.
Текста малалла вулăр...
Мĕнлине суйламалла?
Лавккасен сентрисем çинче апат пĕçермелли тĕрлĕ чӳлмек курма пулать. Вĕсем формипе кăна мар, материалĕпе те пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Чи-чи тутлă апат тăм тата керамика чӳлмексенче пиçет иккен. Çакă чи малтан материалăн тытăмĕнчен килет. Кунашкал савăтра апат пĕр пек пиçет, çунмасть тата усăлăхне çухатмасть.
Пĕчĕк вăрттăнлăхсем
• Апат хатĕрлеме пуçличчен чӳлмеке 1-2 сехет сивĕ шывра тытмалла. Керамика шыва çăтса илет те ун ăшĕнче пиçнĕ апат та сĕтеклĕрех пулать.
• Эсир аш пĕçерме шутлатăр-тăк, чӳлмеке ăшĕнчен ыхрапа сăтăрса тухăр, пулă хатĕрлес умĕн – лимон хуппипе. Питĕ тутлă пулать.
Ан вантăр тесен
Чӳлмексене сивĕ духовкăна лартмалла, унтан тин кирлĕ температура суйласа чĕртмелле.
Енчен те апат çине вăл хатĕрленнĕ вăхăтра соус е шӳрпе хушмалла-тăк, сивĕлле мар, ăшăтса ямалла.
Текста малалла вулăр...
Тăварпа
Тăвар чашăк-тирĕке йăлтăркка тума пулăшать. Хура чейпе вараланнă куркасене кăштах йĕпетнĕ тăварпа сăтăрмалла – вĕр çĕннисем пекех йăлтăртатĕç.
Тăвар çавăн пекех тĕпĕ çуннă савăта та тасатать: ун тĕпне çур стакан тăвар сапмалла, ј стакан шыв хушса 7-8 сехет лартмалла. Унтан çуннă вырăнсене щеткăпа тасатмалла, сивĕ шывпа чӳхемелле.
Риспа
Рис термосри пăнтăхнă шăрша пĕтерме пулăшать. Термос ăшне 2-3 кашăк рис хумалла, ăшă шыв ямалла та хупласа силлемелле. Вара термоса ăшă шывпа чӳхесе илмелле.
Суханпа
Тутăхнă çĕççе аван тасатать. Каснă суханпа çĕççĕн лезвине сăтăрмалла, сивĕ шывпа чӳхемелле те тип-типĕ пуличчен типĕтмелле. Енчен те çĕçĕ вăйлах тутăхнă-тăк, процедурăна темиçе хутчен тумалла.
Çĕр улмипе
Çĕр улми çĕçĕсемпе вилкăсене йăлтăртатакан тăвать.
Текста малалла вулăр...
АДЖИКА
Кирлĕ: 3 кг пылак пăрăç, 3 кг помидор, 200 г ыхра, 5 пĕрчĕ пăрçа йышши хура пăрăç, 1/2 чей кашăкĕ лимон кислоти, 3 кашăк тăвар.
Помидорпа пылак пăрăçа мясорубка витĕр кăлармалла. Тăвар, лимон кислоти, хура пăрăç хушса 10 минут вĕретмелле, унтан ыхра хушмалла. Стерилизациленĕ банкăсене тултарса хупламалла.
«БАНКĂРИ ÇУЛЛА» САЛАТ
Кирлĕ: купăста, кишĕр, кабачок, пылак пăрăç, помидор, хăяр, сухан, ыхра, пăрçа йышши хура пăрăç, петрушка, зонтиклă укроп, гвоздика; заливка валли 4,5 л шыв, 200 г тăвар, 300 г сахăр песокĕ, 200 мл уксус.
Банкăсен (0,5, 1 тата 1,5 литрлисем пулсан аван) тĕпне специсем хумалла, унтан сийĕн-сийĕн пахча çимĕçсене вырнаçтармалла: купăста (пысăках мар касăксемпе), кабачок (тăваткал турани), кишĕр, помидор, хăяр, сухан, пăрăç (çаврашкан турани).
Текста малалла вулăр...
Апат хатĕрленĕ чух эпир ытларах чухне хĕвелçаврăнăш çăвĕпе усă куратпăр. Хакĕ те пысăках мар, тутлă та. Анчах та кунсăр пуçне тип çусем тата та пур.
Кукурузран
Е витаминпа пуян. Рафинадлани ăшалама аван, çунмасть. Рафинадламаннин шăрши вăйлă, ăна туянмасан аванрах пулĕ.
Сойăран
Ача-пăча апатланăвĕнче усă курма питĕ лайăх. Ăшаланă чухне сирпĕнмест.
Йĕтĕнрен
F витаминпа, çуллă кислотасемпе пуян. Тасатманни пăтă, çĕр улми çине ямашкăн аван.
Горчицăран
Салатсем тутлă пулаççĕ, вăл пахча çимĕçсен тутине пăсмасть. Салат унпа вăрахрах та упранать. Горчица çăвĕ çинче пĕçернĕ кукăль тавраш нумайччен упранать, час пăсăлмасть.
Темиçе çул каялла Югославире нумай пурăнакансем тĕлĕшпе ыйтăм ирттернĕ. «Ĕмĕр вăрăм пулнин вăрттăнлăхĕ мĕнре?» – ыйту çине пурте пĕр пекрех хуравланă: апата суйласа çини, таса сывлăш, сĕт тата... сыр!
Чăн та, сыр пирĕн рационри чи усăллă апатсенчен пĕри. Вăл белоксемпе, минераллă тăварсемпе, аминокислотасемпе, А, В2, В12 тата D витаминсемпе пуян. Хăш-пĕрисем сырта çу, холестерин нумай теме пултарĕç. Ку чăнах та çапла. Анчах та пачах çусăр та юрамасть вĕт-ха. Сырта çу мĕн чухлĕ пулнине унăн тĕсĕ çине пăхса пĕлме пулать. Шурă сырсенче саррисемпе танлаштарсан çу сахалрах. Ăсчахсем каланă тăрăх, сырсем сиенрен ытларах усă параççĕ. Чи кирли – «тĕрĕс» сыр çимелле!
«Бри» тата «Камамбер»
Çак сырсем черчен тутăллă, çуллă. Вĕсем кăмăска шурă сийпе витĕннĕ, вăл нумай чух аммиак шăршиллĕ.
Текста малалла вулăр...
Хĕл валли пахча çимĕç хатĕрлес ĕçсем шăп кăна хĕрсе пыраççĕ. Пахчара çитĕннĕ пĕр çимĕçе те сая ярас килмест вĕт-ха. Анчах тепĕр чух хăяр е помидор банки шап! туса персе кăларать. Мĕн тумалла? Мĕне кирлĕ пек туман-ши? Хăш-пĕр вăрттăнлăхсемпе паллашар-ха эппин.
· Хăяра консервăличчен малтан пуçĕсене касса 6-8 сехете сивĕ шыва ярса лартмалла – çапла тусан вĕсем банкăра пĕркеленмеççĕ.
· Хăяр хăйĕн илемлĕ тĕсне ан çухаттăр тесен сивĕ шывра тытнă хыççăн ăна 2-3 çеккунтлăха вĕресе тăракан шыва чиксе кăлармалла та тӳрех пăр пек сивĕ шыва ярса сивĕтмелле. Пысăк мар хăярсене çаплипех консервăламалла, пысăккисене – 2-4 пая касмалла.
· Баклажана та малтан тăварлă шывра (1 л шыв çине 1 чей кашăкĕ тăвар) тытмалла – йӳççине пĕтерет.
· Помидора аял енчен тирсе шăтарсан вăл банкăра çурăлмасть.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
[1],
2.