Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Тĕпелте

ХĔЛ ÇИНЧЕН ХАЛЬ ШУХĂШЛА

АДЖИКА
Кирлĕ: 3 кг пылак пăрăç, 3 кг помидор, 200 г ыхра, 5 пĕрчĕ пăрçа йышши хура пăрăç, 1/2 чей кашăкĕ лимон кислоти, 3 кашăк тăвар.
Помидорпа пылак пăрăçа мясорубка витĕр кăлармалла. Тăвар, лимон кислоти, хура пăрăç хушса 10 минут вĕретмелле, унтан ыхра хушмалла. Стерилизациленĕ банкăсене тултарса хупламалла.
«БАНКĂРИ ÇУЛЛА» САЛАТ
Кирлĕ: купăста, кишĕр, кабачок, пылак пăрăç, помидор, хăяр, сухан, ыхра, пăрçа йышши хура пăрăç, петрушка, зонтиклă укроп, гвоздика; заливка валли 4,5 л шыв, 200 г тăвар, 300 г сахăр песокĕ, 200 мл уксус.
Банкăсен (0,5, 1 тата 1,5 литрлисем пулсан аван) тĕпне специсем хумалла, унтан сийĕн-сийĕн пахча çимĕçсене вырнаçтармалла: купăста (пысăках мар касăксемпе), кабачок (тăваткал турани), кишĕр, помидор, хăяр, сухан, пăрăç (çаврашкан турани).

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

ТИП ÇУ: ХĂШĔ ЛАЙĂХРАХ?

Апат хатĕрленĕ чух эпир ытларах чухне хĕвелçаврăнăш çăвĕпе усă куратпăр. Хакĕ те пысăках мар, тутлă та. Анчах та кунсăр пуçне тип çусем тата та пур.
Кукурузран
Е витаминпа пуян. Рафинадлани ăшалама аван, çунмасть. Рафинадламаннин шăрши вăйлă, ăна туянмасан аванрах пулĕ.
Сойăран
Ача-пăча апатланăвĕнче усă курма питĕ лайăх. Ăшаланă чухне сирпĕнмест.
Йĕтĕнрен
F витаминпа, çуллă кислотасемпе пуян. Тасатманни пăтă, çĕр улми çине ямашкăн аван.
Горчицăран
Салатсем тутлă пулаççĕ, вăл пахча çимĕçсен тутине пăсмасть. Салат унпа вăрахрах та упранать. Горчица çăвĕ çинче пĕçернĕ кукăль тавраш нумайччен упранать, час пăсăлмасть.
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

СЫР? СЫР!..

Темиçе çул каялла Югославире нумай пурăнакансем тĕлĕшпе ыйтăм ирттернĕ. «Ĕмĕр вăрăм пулнин вăрттăнлăхĕ мĕнре?» – ыйту çине пурте пĕр пекрех хуравланă: апата суйласа çини, таса сывлăш, сĕт тата... сыр!
Чăн та, сыр пирĕн рационри чи усăллă апатсенчен пĕри. Вăл белоксемпе, минераллă тăварсемпе, аминокислотасемпе, А, В2, В12 тата D витаминсемпе пуян. Хăш-пĕрисем сырта çу, холестерин нумай теме пултарĕç. Ку чăнах та çапла. Анчах та пачах çусăр та юрамасть вĕт-ха. Сырта çу мĕн чухлĕ пулнине унăн тĕсĕ çине пăхса пĕлме пулать. Шурă сырсенче саррисемпе танлаштарсан çу сахалрах. Ăсчахсем каланă тăрăх, сырсем сиенрен ытларах усă параççĕ. Чи кирли – «тĕрĕс» сыр çимелле!
«Бри» тата «Камамбер»
Çак сырсем черчен тутăллă, çуллă. Вĕсем кăмăска шурă сийпе витĕннĕ, вăл нумай чух аммиак шăршиллĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

ПАХЧА ÇИМĔÇ ХАТĔРЛЕТПĔР

Хĕл валли пахча çимĕç хатĕрлес ĕçсем шăп кăна хĕрсе пыраççĕ. Пахчара çитĕннĕ пĕр çимĕçе те сая ярас килмест вĕт-ха. Анчах тепĕр чух хăяр е помидор банки шап! туса персе кăларать. Мĕн тумалла? Мĕне кирлĕ пек туман-ши? Хăш-пĕр вăрттăнлăхсемпе паллашар-ха эппин.
· Хăяра консервăличчен малтан пуçĕсене касса 6-8 сехете сивĕ шыва ярса лартмалла – çапла тусан вĕсем банкăра пĕркеленмеççĕ.
· Хăяр хăйĕн илемлĕ тĕсне ан çухаттăр тесен сивĕ шывра тытнă хыççăн ăна 2-3 çеккунтлăха вĕресе тăракан шыва чиксе кăлармалла та тӳрех пăр пек сивĕ шыва ярса сивĕтмелле. Пысăк мар хăярсене çаплипех консервăламалла, пысăккисене – 2-4 пая касмалла.
· Баклажана та малтан тăварлă шывра (1 л шыв çине 1 чей кашăкĕ тăвар) тытмалла – йӳççине пĕтерет.
· Помидора аял енчен тирсе шăтарсан вăл банкăра çурăлмасть.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

ПĔЧĔК ВĂРТТĂНЛĂХСЕМ

Петрушкăна хальхи пек шăрăхра та темиçе кун ешĕл хальлĕнех упрама пулать. Мĕнле? Типĕ савăта хумалла та лайăх хупламалла. Асăрхаттару: петрушка хăй те типĕ пултăр.
Яшка хăвăрт ан пăсăлтăр тесен ăна алюмини е ытти катăк кастрюльте пĕçермелле мар. Çавăн пекех çăпалана та кастрюльте ан хăварăр. Яшкашăн хурçăпа пластмасса кăна хăрушă мар.
Маслина уçнă банкăра хăвăрт пăсăлать. Ăна вăрахтарах упрас тесен тип çу çине ярса хумалла. Çу çине укроп е лимон касăкĕ хушни маслинăна тата та тутлăрах тăвать. Ырă шăршăллă çăва кайран салатсем çине яма юрать.
Шăрăхра сĕт ан йӳçĕхтĕр тесен вăл упранакан савăта хĕрен çулçи чикмелле – сĕт темиçе кун пăсăлмĕ.
Каснă кăлпасси холодильникре ан пăсăлтăр тесен унăн хуппине сӳсе пăрахмалла мар, каснă вырăна вара лимон касăкĕ хумалла.

Текста малалла вулăр...

ЛАЙĂХ УПРАНТĂР

Ак каллех хĕл валли пахча çимĕç, улма-çырла хатĕрлеме вăхăт çитрĕ. Паллах, хĕрарăмсене кашнинчех тĕрлĕ ыйту хумхантарать: пахча çимĕç лайăх упрантăр тесен ăна мĕнлерех хатĕрлемелле, мĕн ямалла тата ытти те. Темиçе ыйту çине специалистсем хурав пачĕç.
Консервăланă чух аспиринпа усă курма юрать-и?
– Аспирина пахча çимĕç хатĕрленĕ çĕре яма ан васкăр, мĕншĕн тесен вăл сывлăхшăн сиенлĕ. Консервăсем çине уксус, лимон, сорбин кислотисем хушма юрать. Анчах вĕсемпе те пит иртĕнме кирлĕ мар. Хăяр çине, тĕслĕхрен, уксус вырăнне панулми сĕткенĕ е хурлăхан çырли (3 литрлă банкăри хăяр çине 1 стакан çырла) хушма юрать.
Эрех е спирт тăварланă пахча çимĕçе кăчăртатакан тăвать-и?
– Спирт – аван консервант, анчах кăчăртатакан тумасть. Кăчăртаттăр тесен хăяра 4-5 сехетлĕхе сивĕ шывра тытмалла.

Текста малалла вулăр...

ТУТЛĂ КВАС

Ак, сисмерĕмĕр те – шăрăх кунсем пуçланчĕç. Кун пек чухне вара пĕрмай ĕçес килет. Шыв, сок, лимонад, чей... туса кăларакансем çуллахи вăхăтра уйрăмах пуяççĕ-çке – вĕсен таварне шăпах çак тапхăрта аван туянаççĕ. Ĕçмеллин хакĕсем пысăккине те пăхмастăн – ара, ĕçес килет вĕт... Уйрăмах шăрăх вăхăтра квас лайăх сутăнать. Çак тутлă напитока килте те хатĕрлеме пулать. Вĕренер-ха.
Пĕчĕк вăрттăнлăхсем
1. Квас хатĕрлеме хура ыраш çăкăрĕ кирлĕ. Ăна татăксем çине касмалла та духовкăра типĕтмелле. Çăкăр мĕн чухлĕ ытларах хĕрелсе типет, квас çавăн чухлĕ тутлăрах пулать.
2. Сухарипе сахăр песокĕ çине тин вĕренĕ шыв ямалла. Асра тытăр: кваса кĕленче савăтра (банкăра) хатĕрлемелле – ун пек чух вăл йӳçмест те, тути те улшăнмасть.
3. Шыв 36-37°С таран сивĕнсен квас çине çĕпре хушмалла.

Текста малалла вулăр...

ПУÇ МИМИШĔН МĔН АВАН?

Этемĕн организмĕ лайăх ĕçлессинче апат пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ак, тĕслĕхрен, пуç мими лайăх ĕçлетĕр тесен çак продуктсене çиме тăрăшмалла.
Çăмарта. Пуç мими лайăх ĕçлетĕр тесен эрнере 2-3 çăмарта çимеллех.
Кофе. Пуç мими ĕçĕн тухăçлăхне ӳстерет. Анчах кунта сăмах чăн-чăн (натуральный) кофе çинчен пырать. Ирхине е кăнтăрла пĕр чашăк ĕçмелле, ытлашши юрамасть.
Хура çырла (черника). Çак тутлă çырла тăна çухатнипе кĕрешет. Çырла пиçнĕ вăхăтра (июньте) ăна тăтăшрах çиме тăрăшмалла – кунне çур стакан та пулсан!
Аçтăрхан мăйăрĕ. 5-6 мăйăр кашни кун çисен пуçри «тĕтре» сирĕлет.
Пулă. Пуç мимишĕн уйрăмах семга, лосось тата скумбри усăллă. Эрнине пĕрре те пулсан çимеллех.
Йӳçĕ шоколад. Унра пуç мимин ĕçлеслĕхне вăйлатакан какао-бобсем пур.

Текста малалла вулăр...

МĂНКУНА КĔТСЕ

КУЛИЧ
1-мĕш рецепт.
Кирлĕ: çăнăх, 1,5 л сĕт, 150 г çĕпре, 1 кг сахăр песокĕ, 0,5 кг маргарин, кăшт тăвар, 300 г иçĕм çырли, 8-10 çăмарта, 0,5 л хăйма, 4-5 пакетик ванилин, 100 мл тип çу, 70 мл шурă эрех.
Ăшă сĕте, çĕпрене, çăнăха, тăвара, кăштах сахăр песокне пĕрлештерсе чуста çăрмалла та ăна хăпармашкăн ăшă çĕре лартмалла. Чуста малтанхинчен 2-3 хут хăпарсан уйрăммăн лăканă çăмартапа сахăр песокĕ, ирĕлтерсе хăймапа пĕрлештернĕ маргарин, шурă эрех (е сăмакун), иçĕм çырли, ванилин, юлнă çăнăха хушса лайăх çăрмалла. Татах 4-5 сехете хăпарма ăшă çĕре лартмалла. Формăсен тĕпне пергамент хут сармалла, услам çупа сĕрмелле. Чустана формăсем ăшне 1/3 пайĕ чухлĕ хурса тухмалла, таса алшăллипе витсе 30-40 минут лартмалла, духовкăра пĕçермелле. Тин кăна холодильникрен кăларнă 2 çăмарта шуррине 2 стакан сахăр пудрипе лăкамалла.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

МĔНПЕ УЛĂШТАРМАЛЛА?

Хăш чухне эпир хаçат-журналта интереслĕ рецепт куратпăр та унпа тӳрех усă курас килет, тутлă апата пĕçерсе çисе пăхас килет. Анчах та пур чухне те ал айĕнче рецептра çырнă продуктсем пулмаççĕ. Ан кулянăр, вĕсенчен хăшне-пĕрне пропорцине пĕлсе урăх продуктпа улăштарма пулать.
– Услам çăва шăратнă сар çупа ылмаштарма юрать. Сар çу сахалтарах кирлĕ – 1 кг услам çупа 850 г сар çу пĕр тан.
- Енчен те сире 1 л сĕт кирлĕ-тĕк, 100 г типĕтнĕ сĕт е 1 банка (400 г) çăратнă сĕт (сгущенка) илĕр, калăпăшне шыв хушса кирлĕ чухлĕ тумалла.
– Хăш-пĕр рецептра агар-агар кирлĕ тенине курма пулать. 10 г агар вырăнне ним иккĕленмесĕрех 25 г желатин илĕр.
– Ал айĕнче лимон сĕткенĕ çук-и? 6-10 г лимон кислотине шывра ирĕлтерĕр. Паллах, кислота лимон тути каламасть.
– 1 кг патока 750 г сахăр песокĕ чухлех пылак парать.

Текста малалла вулăр...

ÇАТМА ÇИНЧЕН МĔН ПĔЛМЕЛЛЕ?

Çак вăрттăнлăхсене пĕлсен эсир хăвăр çатмăрсемпе тата та тутлăрах апат пĕçерме пултаратăр.
1. Çатма валли (ытти савăт-сапашăн та) чи сиенсĕр материал хурçă шутланать. Анчах та тутăхман материалтан тунă çатма пĕр тикĕссĕн хĕрмест, çавăнпа та ун çинче хатĕрлекен апата пĕрмай пăтратса тăмалла, унсăрăн çунать.
2. Алюмини çатма çинче апат хатĕрлесен ăна хăвăртрах урăх савăт çине куçарма тăрăшмалла: алюмини савăт çинче апат вăрахчен тытни сиенлĕ.
3. Икерчĕ пĕçерме чукун çатма аванрах. Пĕçерес умĕн çатма çине тăвар сапса вăйлă хĕртмелле. Унтан тăвара илмелле, çатмана çупа сĕрмелле. Пăхăнмалли чи тĕп правило – икерчĕ пĕçерекен çатмана çумалла мар, ун çинче урăх апат хатĕрлемелле мар.
4. Вĕр çĕнĕ чукун çатма «лайăххине» çаврăниччен вăхăт иртет. Çатма çинче çатмана упракан сий пулса каять.

Текста малалла вулăр...

МĔНЛЕ ШЫВ УСĂЛЛĂ?

Этем организмĕ 60 процент таран шывран тăнине пурте пĕлетпĕр. Шыв шайлашăвне тытса тăма эпир кашни кун ĕçетпĕр. Кам-тăр газланă шыв, кам-тăр минераллине, кам-тăр сăра кăмăллать. Ĕçекен шĕвек пирĕн организмшăн усăллипе усăллă марри çинчен вара сайра чухне шутлатпăр.
«Газировкăри» Менделеев таблици
Калăпăр, эсир газланă шыв суйлатăр. Анчах ăна туянма ан васкăр. Чи малтан этикетка çинче тытăмĕ çинчен вуласа пĕлĕр: ятарласа хатĕрленĕ шыв, углерод двуокисĕ, Е330 йӳçĕлĕх регуляторĕ, пылак тутă кĕртекен япаласем, сăрăсем, ароматизаторсем.
Пĕрремĕш вырăнта – ятарласа хатĕрленĕ шыв. Çак сăмах çаврăнăшĕнче тем те «пытанма» пултарать – нумай шайлă тасату системинчен пуçласа ахаль марля таранах. Углерод двуокисĕ, урăхла каласан Е290, шывра вĕтĕ хăмпăсем кăларма пулăшать.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

ÇĔНĔ ÇУЛ СĔТЕЛĔ

Хĕвел тухăç календарĕпе 2010 çул – Тигр çулĕ. Апла-тăк Çĕнĕ çул сĕтелне хатĕрленĕ чух хăвăрăн фантазипе усă курма ан манăр. Ара, вăйлă характерлă Тигр пултаруллă çынсене кăмăллать. Уяв сĕтелĕ тутлă апат-çимĕçпе «авăнса тăтăр» – çитес çул сирĕн пурнăç пыл та çу пулĕ. Çăткăн чĕрчун нумай аш юратнине шута илмелле: аш-какайран хатĕрленĕ тĕрлĕ апат йышлă пултăр.
ĂШНЕ ПАНУЛМИПЕ МĂЙĂР ТУЛТАРНĂ ХУР
Кирлĕ: хур тушки, пырши-пакарти, 1 стакан вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрĕ, 3-4 панулми, тăвар тата пăрăç, хăйма.
Хур тушкине лайăх çумалла, йĕри-тавра тăварпа тата пăрăçпа сăтăрмалла. Хурăн пырши-пакартине 2-3 минут вĕрекен шывра пĕçерсе илмелле те шывран кăларса сивĕтмелле. Унтан ваккăн турамалла. Хур çуне тураса вăйсăр çулăм çинче ăшаламалла, ун çине пыршă-пакартасене, мăйăр тата туранă панулми хушса пăтраштармалла, тăвар тата пăрăç сапмалла.

Текста малалла вулăр...

МĔНЕ ПĔЛТЕРЕÇÇĔ?

Лавккара туянакан апат-çимĕç упаковкисем çинче час-часах Е сас палли çырнине куратпăр. Çакă апат хушăмĕсем пуррине пĕлтерет. Вĕсенчен нумайăшĕ пирĕн организма сиен кӳме пултарать, çавăнпа та Е-кодсене вулама пĕлмелле.
Е100 – 199 – СĂРĂСЕМ
Уйрăмах хĕрлĕ тата сарă сăрăсем сиенлĕ. Вĕсем аллерги пама пултараççĕ. Тĕслĕхрен, Е102 – тартразин, Е120 – кармин. Вĕсене кондитер изделийĕсем, мороженăй, газлă шывсем хатĕрленĕ чух усă кураççĕ. Е124 хушăмлă продуктсене туянма тăрăшмалла мар: вĕсене пула астма аталанма пултарать. Е171 – 173 кодлă сăрăсем пĕверпе пӳрешĕн сиенлĕ.
Е200 – 299 – КОНСЕРВАНТСЕМ
Е250 тата Е251 кодлă апатсенчен пăрăнма тăрăшăр: кусем натрин нитричĕпе нитрачĕ – наркăмăшлă веществосем. Шел пулин те, çак консервантсемпе паян кунчченех усă кураççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

ХĔЛ ХЫРĂМĔ ПЫСĂК

КОНСЕРВĂЛАНĂ КАВĂНПА КИШĔР
Кирлĕ: 1 литрлă банка валли – 3 чей кашăкĕ тăвар, 2 чей кашăкĕ сахăр песокĕ, 1 кашăк уксус (9 процентли), 1 л шыв, 350 г кавăн, 2 кишĕр, лавр çулçи, 6 пĕрчĕ пăрçа йышши хура пăрăç, укроп, 1 йӳçĕ пăрăç, 3-4 гвоздика, корица.
Кавăна икке касмалла та вăррисенчен тасатмалла. Хуппине шуратмалла. Пысăках мар татăксем çине турамалла. Туранă кавăна кастрюле хурса çиелтен тин вĕренĕ шыв ямалла. 2-3 минутран вĕри шыва сăрăхтарса илмелле, кавăн çине сивĕ шыв ямалла (10-15 минута). Кишĕре çуса шуратмалла, çаврашкасем çине турамалла. Йӳçĕ пăрăçа çумалла. Ешĕл укропа татса сивĕ шывпа чӳхесе илмелле. Таса банкăна специсем, укроп хумалла, кавăнпа кишĕр пусса тултармалла. Кастрюле шыв ямалла, тăвар тата сахăр песокĕ хушса вĕреме кĕртмелле. Сăрăхтармалла та тепре вĕретмелле, уксус хушмалла.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

ЭТИКЕТ

КИТАЙ РЕСТОРАНĔНЧЕ
Чи хаклă Китай ресторанĕ те Европăнничен йӳнĕрех-мĕн. Китай ресторанĕсенчи йӳнĕ хаксем, тутлă апат тата хĕвел тухăç чеченлĕхĕ пирĕн çĕршыв çыннисене çав тери илĕртеççĕ. Ку ресторансем пирĕннисенчен уйрăлса тăраççĕ, апла-тăк вĕсенче хамăра тытмалли йĕркесем те урăхла-тăр. Паллашар-ха вĕсемпе.
• Чи малтанах çакна асра тытмалла: Китай ресторанĕсенчи порцисене тăватă çынлăх хураççĕ. Апата пĕрлехи савăтра параççĕ тата сĕтел варрине лартаççĕ. Кашни çын хăйĕн турилкки çине хăй апат илсе хурать.
• Апат илме тăсăличчен илес татăка куçпа палăртса хумалла, мĕншĕн тесен пĕрлехи турилккере кăмăла килекен татăка шыраса чакаланни килĕшӳсĕр. Апата çиелтен илмелле, енчен те эсир татăка тытрăр-тăк, ăна илмеллех, турилккере хăварма юрамасть.
• Юлашкинчен турилккери апата пĕр юлмиччен çимелле мар, кăшт хăвармаллах – çакă эсир тăраннине çирĕплетет.

Текста малалла вулăр...

АСРА ТЫТ ТА УСĂ КУР

*Купăстана борщ çине çĕр улми пиçсен ямалла, унсăрăн çĕр улми хытă пулать.
* Çăнăх çинче хуртсем ан ĕрчеччĕр тесен миххе хуппинчен тасатман ыхра хумалла.
*Апат тĕпне ларса çуннă кастрюле тăварпа уксус ярса 15 минут лартмалла, унтан ăна çăмăллăнах çуса тасатма пулать.
*Тăварлă шывпа йĕпетнĕ пир татăкĕпе чĕркесе холодильнике хунă сыр типмест.
*Çĕççе яланах кашăксемпе вилкăсенчен уйрăм упрамалла, металл япала çумĕнче çĕçĕ мăкалать.
*Хытă сортлă макарона кăшт сĕт хушнă шывра пĕçерсен тутлăрах пулать.
* Хĕрлĕ кăшман вăрах пиçет. Хăвăртрах пиçтĕр тесен кăшмана кăларса илсе сивĕ шыва чиксе кăлармалла, унтан каялла ярса пĕçермелле.
*Апат-çимĕçе ют шăршă ан çаптăр тесен вĕсемпе юнашар кăмрăк тултарнă савăт лартса хумалла.

Текста малалла вулăр...

ПĂТТА ТĔРĔС ПĔÇЕРЕР

Пăтта та тĕрĕс пĕçерме пĕлмелле. Кĕрпепе шĕвеке мĕн чухлĕшер илмелле-ха?
Хура тул
Хура тул хура тата сарă тĕслĕ пулать. Пăтă пĕçерме хури аванрах: ăна хатĕрличчен ăшаламалла мар. Ку ĕçе сирĕншĕн тавар кăларакансем тунă ĕнтĕ. Хура тул кĕрпине шыва ярса ан лартăр – паха веществосем çăвăнса тухаççĕ. Çунă хыççăн кĕрпе çине шыв (1:2) ярăр та тӳрех вăйсăр çулăм çине пĕçерме лартăр. Кастрюль хупкăçне малтан уçмалла мар – ку пăтă шывпа мар, ытларах пăспа пиçет. Шыв пăсланса пĕтрĕ-и? Апла-тăк пăтă хатĕр.
Урпа кĕрпи (перловка)
Пĕçериччен пĕр каç маларах ăна шыва (1 стакан кĕрпе пуçне 1 л шыв) ярса лартмалла, унсăрăн пăтă хытă пулать. Ирхине шывне тăкмалла та кĕрпене 2 л ăшă сĕт çине ярса 15 минут пĕçермелле. Унтан çу хушмалла та 20 минутлăха духовкăна лартмалла.

Текста малалла вулăр...

ТУТЛĂ-ÇКЕ БАУРСАКĔ!

Тутар хĕрарăмĕсем мĕн авалтан тĕрлĕ кукăль-пӳремеч пĕçерес енĕпе уйрăлса тăнă. Халĕ те пĕр-пĕр уявра вĕсен сĕтелĕсем еплерех пуяннинчен тĕлĕнетĕн. Мĕнле кăна ăшлă кукăль, пӳремеч, эчпочмак, чак-чак, булка, баурсак... çук-ши унта? Хăшне хыпса пăхмастăн – çавă тутлă. Тутарстанăн кашни райцентрĕнче, хулисенче ĕлĕкрен «Кулинария» текен лавккасем ĕçлеççĕ. Кӳршĕлле регионсенчен килнĕ çынсем те палăртаççĕ Тутарстанри «Кулинарисенче» сутăнакан кукăль-пӳремечсем уйрăмах тутлине. Ачалăхăма аса илсен, чи малтан Аксура пĕçерекен тутлă баурсак куç умне тухать. Эй тутлăччĕ-çке вăл! Унăн тути халĕ те чĕлхе вĕçĕнче тăрать. Эпир, чăвашсем, тутарсенни евĕрлĕ йăва (йăвача) пĕçеретпĕр. Анчах та тути пурпĕр урăхла пулать.
Чăн-чăн баурсака тутар хĕрарăмĕнчен тутлăрах кам пĕçерĕ? Çавăнпа та тутар халăхĕн тутлă апатне хатĕрлемешкĕн вĕрентме Хусанти шкул ачисем валли вĕри апат хатĕрлекен комбинатра тăрăшакан Гульшат Валеевăна ыйтрăмăр.

Текста малалла вулăр...

Тутлă пултăр!

КĂЧĂР-КĂЧĂР КУПĂСТА
Кирлĕ: 3 кг купăста, 5 шăл ыхра, 3-4 кишĕр; маринад валли 2 л шыв, 1 стакан сахăр песокĕ, 3 кашăк тăвар, 1,5 стакан панулми уксусĕ, 0,5 стакан тип çу.
Кастрюль тĕпне ыхра шăлĕ хумалла, купăстана турамалла, кишĕре теркăпа хырмалла. Лайăх хутăштарса кастрюле вырнаçтармалла. Çиелтен вĕри маринад ямалла та йывăр япала хурса пусарса лартмалла. Икĕ кунтан купăстана çиме те юрать.
 
* * *
Кирлĕ: купăста, 1 л шыв пуçне 1 кашăк тăвар тата 1 кашăк сахăр песокĕ.
Купăстана турамалла е тӳмелле, кишĕре теркăпа хырмалла. Тăвар хушмасăр лайăх хутăштармалла. Виçĕ литрлă банкăна пуса-пуса тултармалла, вĕри рассол ямалла. Банкăна çиелтен витмелле те таз çине лартмалла (купăста йӳçнĕçем рассол тулса тăкăнать). Купăстана тăрсан-тăрсан пĕр шĕвĕр вĕçлĕ йывăç патакпа тиркелесе илмелле – газĕ тухтăр.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3.
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08