Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Верук тĕпелĕ

Верук тĕпелĕ

«ÇĔР УЛМИ» ПИРОЖНĂЙ
Услам çăва ирĕлтермелле, сахăр песокĕ, шыв, какао хушса пăтратса тăрса вĕреме кĕртмелле. Сивĕтмелле. Печение мясорубка витĕр кăлармалла, çуллă хутăшпа пĕрлештермелле, çăмарта хушса çăрмалла. Пулнă хутăшран пирожнăйсем тумалла, кашнинех кокос хăрпăкĕ е какао порошокĕ çинче йăвалантармалла. Пирожнăйсене пĕр вăхăт сивĕ çĕрте тытмалла.
500 г печени, 200 г услам çу, 1 стакан сахăр песокĕ, 4 кашăк шыв, 4 кашăк какао порошокĕ, çăмарта, кокос хăрпăкĕ кирлĕ.
 
«ДУЭТ» ВАРЕНИ
Çырлана суйламалла, сахăр песокĕ сапса 10 сехет лартмалла. Унтан вăйсăр çулăм çинче пăтратса тăрса сахăр песокĕ ирĕличчен пĕçермелле. Банана хуппинчен шуратмалла, çемçине çаврашкан турамалла, варени çине хушмалла та кăпăкне иле-иле вăйсăр çулăм çинче тата 15 минут пĕçермелле, унтан плита çинчен илсе лартмалла.

Текста малалла вулăр...

«ХĔВЕЛ» ТОРТ

Çăмартана сахăр песокĕпе тата апат содипе пĕрлештермелле, услам çу, ирĕлтернĕ пыл, çăнăх хушса чуста çăрмалла (вăл пластилин евĕрлĕ пулмалла). Чустана 8 пая пайламалла та кашнине уйрăммăн çӳп-çӳхе йĕтĕрлемелле. Çăнăхпа сапса темиçе тĕлтен вилкăпа тирмелле. Коржсене хĕрӳ духовкăра 5-10 минут пĕçермелле. Хатĕр коржсене хĕррисене касса пĕрпеклетмелле. Кашни коржах хăймаллă кремпа сĕрмелле те 25-30 минут вырттармалла. Хура сливăпа курагана лайăх çумалла, уйрăмшарăн мясорубка витĕр кăлармалла. Торта пуçтармалла: коржа каллех хăймаллă кремпа сĕрмелле, ун çине çӳхе сийпе курага, унтан каллех корж – хăймаллă крем – хура слива... Малалла та çаплах. Çиелтен торт çине хăймаллă крем сĕрмелле, хура сливăпа курагаран чечексем туса илемлетме юрать. Торт хатĕр!
Чуста валли 3 çăмарта, 2 кашăк сахăр песокĕ, 2 чей кашăкĕ апат соди, 50 г услам çу, 3 кашăк ирĕлтернĕ пыл, 3-5 стакан çăнăх; крем валли 1 л хăйма, 2 стакан сахăр песокĕ; 1,5 стакан хура слива, 0,5 кг курага кирлĕ.

Текста малалла вулăр...

Верук тĕпелĕ

ПИЦЦА
Çĕпрене ăшă шывра ирĕлтермелле, çăнăх, сахăр песокĕ, тăвар хушса чуста çăрмалла та икĕ сехет ăшă çĕрте лартмалла. Чуста хăпарса çитсен ăна йĕтĕрлесе çу сĕрнĕ çатма (противень) çине хумалла, 10 минутлăха духовкăна лартса илмелле. Унтан кăларса кетчуппа тата майонезпа сĕрмелле, сийĕн-сийĕн туранă кăлпасси, помидор, хăяр тата кăмпа хумалла. Духовкăна лартмалла. Хатĕр пуличчен 2 минут маларах пицца çине теркăпа хырнă сыр сапмалла.
Чуста валли 30 г çĕпре, 1 чей кашăкĕ сахăр песокĕ, 1 чей кашăкĕ тăвар, 800 г çăнăх, 1 кашăк олива çăвĕ, 1 стакан шыв; ăшлăх валли 300 г кăлпасси, помидор, 2 кашăк томат пасти е кетчуп, 2 кашăк майонез, 3 тăварланă хăяр, 100 г маринадланă кăмпа, 200 г сыр кирлĕ.
СОЛЯНКА
Çĕр улмине турамалла та вĕрекен шӳрпе çине ямалла. Çавăнтах тăварланă хăяр тураса ямалла.

Текста малалла вулăр...

Верук тĕпелĕ

ПУЛĂ ПАШТЕЧĔ
Çăкăра сĕт ăшне ямалла, сухана турамалла. Шăммипе тирĕнчен тасатнă пулла çăкăрпа тата суханпа пĕрле мясорубка витĕр кăлармалла. Панулмин хуппине шуратмалла, вĕтĕ шăтăклă теркăпа хырса фаршпа пĕрлештермелле. Вĕттĕн туранă çăмарта, çу тата вĕтетнĕ петрушка хушмалла, лайăх хутăштармалла. Çăкăр татăкĕсем çине услам çу, унтан паштет сĕрмелле. Хăяр е помидор касăкĕ, укроп-петрушка хурса илемлетмелле. Çак паштета пиçнĕ çăмарта ăшне кăларса та тултарма юрать, питĕ тутлă çыртмалли (закуска).
500 г тăварланă сельдь, 1 пуç сухан, 2 татăк типнĕ шурă çăкăр, 1/4 стакан сĕт, 1 пылак мар панулми, 2 пĕçернĕ çăмарта, петрушка, 2 кашăк тип çу кирлĕ.
 
ПЕЛЬМЕНЬ ЯШКИ
Плита çине шыв вĕретме лартмалла. Çу çинче уйрăмшарăн туранă суханпа кишĕр (пĕрле) тата туранă помидор ăшаламалла.

Текста малалла вулăр...

Верук тĕпелĕ

РАССОЛЬНИК
 
Вĕрекен шыва çуса тасатнă рис кĕрпи ямалла, вĕреме кĕрсен туранă çĕр улми хушмалла. Кăлпассине турамалла та вĕтетнĕ суханпа пĕрлештерсе тип çу çинче ăшаламалла, яшка çине ямалла. Çавăнтах туранă маринадланă хăяр, тăвар, пăрăç тата рассол хушмалла, хатĕр пуличчен пĕçермелле. Яшкана хăйма хушса çимелле.
Продуктсене хăвăра мĕн чухлĕ кирлине кура илĕр.
 
ГУБАДИЯ
 
Хатĕр чустана йĕтĕрлемелле те çу сĕрнĕ çатма çине хумалла, çиелтен те чустана çупа сĕрмелле. Чуста çине сийĕн-сийĕн хатĕр корт, унтан саланса тăракан рис, мясорубка витĕр суханпа пĕрле кăларса ăшаланă аш, каллех рис, вĕттĕн туранă чăмăрла çăмарта, рис, парпа çемçетнĕ типĕтнĕ улма-çырла сарса хумалла, ирĕлтернĕ çу сапмалла. Çиелтен кукăле йĕтĕрленĕ чустапа хупламалла, хĕррисене пĕрлештермелле.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, [4].
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08